Эсир хӑвӑрӑн тӑшмана лайӑх пӗлетӗр-и?
«Эпир шуйттан мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр» (2 КОР. 2:11).
1. Адампа Ева пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑнах Иегова пирӗн тӑшман ҫинчен мӗн уҫса панӑ?
АДАМ ҫӗленсем калаҫманнине пӗлнӗ паллах. Ҫавӑнпа Евӑпа калаҫаканни ангелсенчен пӗри пулнине вӑл тавҫӑрса илнӗ пулӗ (Пулт. 3:1—6). Адампа Ева ҫав ангел ҫинчен ним те пӗлмен. Ҫав-ҫавах Адам пӗлсе тӑрсах хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗне хирӗҫ кайса ҫав пӑлхавҫӑ ангел майлӑ тӑма шут тытнӑ (1 Тим. 2:14). Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иегова ҫав усал тӑшман ҫинчен каласа пама пуҫланӑ тата ӑна тӗп тума сӑмах панӑ. Вӑл ҫакӑн ҫинчен те асӑрхаттарнӑ: ҫӗлен урлӑ калаҫнӑ ангел Турра юратакансене пӗр вӑхӑт хирӗҫ тӑрӗ (Пулт. 3:15).
2, 3. Мӗншӗн Мессия киличчен ҫынсем Сатана ҫинчен сахал пӗлнӗ?
2 Иегова ӑслӑ-тӑнлӑ Турӑ, ҫавӑнпа вӑл пӗлӗтри пӑлхавҫӑ ывӑлӗ мӗн ятлине каламан *. Ӑна сӑнласа паракан ята та Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн 2 500 ҫула яхӑн иртсен тин уҫса панӑ (Иов 1:6). Пирвайхи алҫырусенче Шуйттан пирки каланӑ чухне «Сатана» сӑмахпа, «хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерекен сӑмахпа, усӑ курнӑ. «Сатана» тени Еврей ҫырӑвӗсенче виҫӗ кӗнекере анчах — 1 Ҫулсеренхи, Иов тата Захария кӗнекисенче — тӗл пулать. Мӗншӗн-ха Мессия киличчен ҫынсем ҫав тӑшман ҫинчен ҫав тери сахал пӗлнӗ?
3 Иегова Сатана ҫине ытлашши тимлеттерес темен, ҫавӑнпа Еврей Ҫырӑвӗсенче ун ҫинчен тата унӑн ӗҫӗсем ҫинчен тӗплӗн каласа паман. Библин ҫак пайне Иегова урӑх тӗллевпе панӑ — хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Мессия кам пулассине пӗлме тата ӑна йышӑнма пулӑшас тӗллевпе (Лука 24:44; Гал. 3:24). Мессия килсен Иегова ун урлӑ тата унӑн апостолӗсем урлӑ пире Сатана ҫинчен те, ун хыҫҫӑн кайнӑ ангелсем ҫинчен те нумай уҫса панӑ *. Мӗншӗнне ӑнланмалла: Иегова Сатанана тата ун майлӑ тӑракансене пӗтерме Иисуса тата унпа пӗрле патшара ларакансене хушнӑ вӗт (Рим 16:20; Ӳлӗм. 17:14; 20:10).
4. Мӗншӗн пирӗн Шуйттанран хӑраса чӗтресе тӑмалла мар?
4 Петр апостол Сатана пирки «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан» тенӗ, Иоанн апостол вара ун пирки «аҫтаха» тата «ҫӗлен» тенӗ (1 Петр 5:8; Ӳлӗм. 12:9). Анчах та пирӗн Шуйттанран хӑраса чӗтресе тӑмалла мар, мӗншӗн тесен унӑн вӑйӗ виҫесӗр мар. (Иаков 4:7 вуласа пар.) Иегова, Иисус тата Турра шанчӑклӑ ангелсем яланах пире пулӑшма хатӗр. Вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тӑшмана хирӗҫ тӑраятпӑр. Анчах та пирӗн виҫӗ питӗ кирлӗ ыйтӑвӑн хуравне пӗлмелле: Сатанан витӗмӗ мӗн тери пысӑк? Сатана ыттисем ҫине витӗм кӳме мӗнле хӑтланать? Тата вӑл мӗн тума вӑй ҫитереймест? Айтӑр ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлер те хамӑр мӗне вӗренме пултарнине пӑхар.
САТАНАН ВИТӖМӖ МӖН ТАРАН ПЫСӐК?
5, 6. Мӗншӗн нимле правительство та ҫынсене чи кирлине параймасть?
5 Пӑлхавҫӑ Сатана хыҫҫӑн нумай ангел кайнӑ. Ҫӗре шыв иличчен вӑл хӑш-пӗр ангелсене хӗрарӑмсемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗме хӗтӗртнӗ. Библире ҫавӑн ҫинчен сӑнарлӑ чӗлхепе каласа кӑтартнӑ. Унта ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ аҫтахапа пӗрле тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне пӑрахнӑ тесе каланӑ (Пулт. 6:1—4; Иуда 6; Ӳлӗм. 12:3, 4). Ҫав ангелсем Туррӑн ҫемйине хӑварнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе Сатана хуҫаланма пуҫланӑ. Вӗсем пирки хӑйсене тӗллӗн йӗрке пӑсса ҫӳрекенсем теме ҫук. Сатана Турӑ Патшалӑхӗ майлӑрах патшалӑх туса хунӑ та унӑн патшийӗ пулса тӑнӑ. Хӑйӗн патшалӑхӗнче вӑл демонсенчен тӑракан правительствӑсем йӗркеленӗ тата ҫав демонсене тӗнчепе хуҫаланма власть панӑ (Эф. 6:12).
6 Сатана куҫа курӑнман организацийӗпе усӑ курса ҫынсен правительствисем ҫине витӗм кӳрсе тӑрать. Вӑл Иисуса «тӗнчери мӗнпур патшалӑха» кӑтартса мӗн каланинчен ҫавӑ уҫҫӑн курӑнать: «Ҫак патшалӑхсене пурне те, вӗсенӗн чап-мухтавне те Сана парӑп: ӑна мана панӑ, эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп» (Лука 4:5, 6). Анчах та Сатанан япӑх витӗмне пӑхмасӑрах правительствӑсем нумайӑшӗ халӑхшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр пуҫлӑхсем чун-чӗререн ҫынсене пулӑшасшӑн. Ҫав-ҫавах нимле правительство та, нимле пуҫлӑх та ҫынсене чи кирлине параймасть (Пс. 145:3, 4; Ӳлӗм. 12:12).
7. Сатана суя тӗнпе тата коммерци системипе мӗнле усӑ курать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
7 «Пӗтӗм тӗнчене илӗртсе» улталас тесе Сатанапа демонсем правительствӑсемпе кӑна мар, суя тӗнпе тата коммерци системипе те усӑ кураҫҫӗ (Ӳлӗм. 12:9). Суя тӗнпе усӑ курса Сатана Иегова ҫинчен суя сарать. Ҫитменнине, вӑл Туррӑн ятне май килнӗ таран нумайрах ҫынран пытарма хӑтланать (Иер. 23:26, 27). Вара Турӑшӑн ӗҫлетпӗр тесе шутлакан ҫынсем чӑннипе демонсене пуҫҫапаҫҫӗ (1 Кор. 10:20; 2 Кор. 11:13—15). Коммерци системипе усӑ курса вара Сатана телей укҫапа пурлӑхран килет тесе ӗнентересшӗн (Ытар. 18:11). Ҫав суяна ӗненсе лартнӑ ҫынсем Турӑшӑн ӗҫлес вырӑнне пуянлӑх пухса пурнӑҫне ирттереҫҫӗ, ҫапла вара «Пуянлӑхӑн» чурисем пулса тӑраҫҫӗ (Матф. 6:24). Вӗсем унччен Турра юратнӑ пулсан та, ырлӑх-пурлӑхшӑн ҫунни ҫав юратӑва майӗпен пӗтерсе хунӑ (Матф. 13:22; 1 Иоанн 2:15, 16).
8, 9. а) Адампа Евӑпа тата пӑлхавҫӑ ангелсемпе мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? ӑ) Сатанан витӗмӗ мӗн тери пысӑк пулни ҫинчен мӗншӗн пӗлмелле?
8 Адампа Евӑпа тата пӑлхавҫӑ ангелсемпе мӗн пулса тухнинчен икӗ питӗ кирлӗ япалана вӗренме пулать. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн кам майлӑ тӑмаллине суйласа илмеллех: Сатана майлӑ тӑратпӑр-и е Иегова майлӑ? (Матф. 7:13.) Иккӗмӗшӗнчен, Сатана енче тӑракан ҫын хӑй мӗн илме шаннине нихӑҫан та пӗтӗмпех илеймест. Адампа Евӑн хӑйсемшӗн мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки йышӑну тума, демонсен вара этем правительствисем ҫине витӗм кӳме май уҫӑлнӑ (Пулт. 3:22). Анчах та Сатана сӗнекен «пиллӗхсемшӗн» яланах ытла пысӑк хак тӳлеме тивет (Иов 21:7—17; Гал. 6:7, 8).
9 Сатанан витӗмӗ мӗн тери пысӑк пулнине пӗлни мӗнле усӑ парать? Ҫакӑ пире правительствӑсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать тата ырӑ хыпар сарма хавхалантарать. Иегова пире влаҫра ларакансене хисеплеттересшӗн (1 Петр 2:17). Хамӑр ҫӗршыври саккунсем унӑн ирӗкне хирӗҫлемеҫҫӗ пулсан, вӑл пирӗнтен вӗсене пӑхӑнасса кӗтет (Рим 13:1—4). Ҫав вӑхӑтрах пирӗн политика тӗлӗшӗнчен нейтралитет тытса тӑмалла, нихӑҫан та нимле парти майлӑ та, нимле пуҫлӑх майлӑ та тӑмалла мар (Иоанн 17:15, 16; 18:36). Сатана Туррӑн ятне чыссӑрлатма хӑтланни ҫинчен шухӑшлани пире ыттисене Турӑ ҫинчен чӑнлӑха пӗлтерме тата ытларах вӑй хума хавхалантарать. Турра ятпа чӗнме май пурришӗн эпир питӗ савӑнатпӑр тата унӑн ячӗпе ҫӳресси пирӗншӗн пысӑк чыс. Укҫапа пурлӑха юратнипе танлаштарсан, Турра юратнине пула эпир чылай ытларах пиллӗх илетпӗр (Ис. 43:10; 1 Тим. 6:6—10).
САТАНА ҪЫНСЕМ ҪИНЕ ВИТӖМ КӲМЕ МӖНЛЕ ХӐТЛАНАТЬ?
10—12. а) Сатана хӑш-пӗр ангелсене хӑй енне ҫавӑрма мӗнле пултарнӑ? ӑ) Ангелсемпе мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
10 Ҫынсем ҫине витӗм кӳрес тӗлӗшрен Сатана
питӗ ӑста. Хӑй мӗн тутарас килнине тутарас тесе вӑл вӗсене тӗрлӗ майпа илӗртме тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне, хӑйне пӑхӑнтарас тесе вӑл ҫынсене хӑратса ӳкерме хӑтланать.11 Сатанан вӑлта йӗппи ҫине нумай ангел ҫакланнӑ. Ангелсене хӑйӗн майлӑ тӑратас тесе вӑл чылай вӑхӑт хушши вӗсене сӑнанӑ пулӗ. Хӑш-пӗрисем Сатана илӗртни хыҫҫӑн кайса хӗрарӑмсемпе ар хутшӑнӑвӗсене кӗме пуҫланӑ. Ҫав ангелсенчен ҫуралнӑ ачасем питӗ вӑйлӑ та хаяр улӑпсем пулнӑ, вӗсем ыттисене хӗсӗрленӗ (Пулт. 6:1—4). Тен, Сатана ангелсене хӗрарӑмсемпе ар хутшӑнӑвӗсене кӗме май пуррипе кӑна мар, ҫынсемпе хуҫаланма власть паратӑп тенипе те илӗртнӗ пулӗ. Ҫапла майпа Сатана «арӑм вӑрлӑхӗ» пирки пророкла каланине пурнӑҫланма чӑрмантарас тенӗ пулмалла (Пулт. 3:15). Кирек мӗн пулсан та, Сатанапа демонсем вӑй хуни харама кайнӑ, мӗншӗн тесен Турӑ пӗтӗм ҫӗре шыв илтернӗ.
12 Ангелсемпе мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн ҫакна асра тытмалла: ҫынсене илӗртес тесе Сатана аскӑнлӑхпа тата мӑнкӑмӑллӑхпа питӗ ӑнӑҫлӑн усӑ курать. Сатана хыҫҫӑн кайнӑ ангелсем нумай вӑхӑт хушши Турӑпа юнашар пулнӑ тата уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем хӑйсен чӗринче тӗрӗс мар шухӑшсене тымар яма панӑ. Эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗнтӗ ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан та, тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсем чӗрере тымар яма пултарасси ҫинчен пирӗн нихӑҫан та манмалла мар (1 Кор. 10:12). Ҫавӑнпа хамӑр чӗрене тӗрӗслесех тӑмалла, киревсӗр шухӑшсене хӑваламалла тата мӑнкӑмӑллӑхпа кӗрешмелле (Гал. 5:26; Колоссӑ 3:5 вуласа пар).
13. Сатана тата мӗнле илӗртмӗшпе усӑ курать тата ун ҫине ҫакланас мар тесен мӗн тумалла?
13 Унсӑр пуҫне, Сатана ҫынсене асамлӑ ӗҫсем интереслентернине пӗлет, ҫавӑнпа вӗсене илӗртсе улталас тесе вӑл ҫак илӗртмӗшпе те усӑ курать. Ҫынсен ҫав интересне вӑйлатас тесе вӑл суя тӗнпе кӑна мар, вӑйӑ-кулӑпа та усӑ курать. Фильмсенче, электронлӑ вӑйӑсенче, кӗнекесенче, телепередачӑсенче тата ытти вӑйӑ-кулӑсенче те спиритизма илӗртӳллӗ япала пек кӑтартаҫҫӗ. Сатанан вӑлта йӗппи ҫине ҫакланасран пире мӗн пулӑшӗ? Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнас тесен пирӗн пурсӑмӑрӑн та хамӑрӑн совеҫе вӗрентмелле (Евр. 5:14). Тӗрӗс йышӑнусем тума пире Павел апостолӑн ҫак канашӗ пулӑшӗ: «Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр» (Рим 12:9). Хӑвӑртан ыйтӑр: «Пӗр-пӗр вӑйӑ-кулӑ суйласа илнӗ чухне эпӗ икӗ питлӗ хӑтланмастӑп-и? Эпӗ кама Библи вӗренме пулӑшатӑп е кампа Библи ҫинчен калаҫатӑп, ҫав ҫынсем эпӗ мӗн пӑхнине е вуланине пӗлсен ман пирки мӗн шутланӑ пулӗччӗҫ? Вӑл хӑй мӗне вӗрентнипе килӗшӳллӗн пурӑнать тесе каланӑ пулӗччӗҫ-и?» Хамӑр мӗне вӗрентнипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан Сатанан вӑлта йӗппи ҫине ҫакланмӑпӑр (1 Иоанн 3:18).
14. Сатана пире хӑратса ӳкерме мӗнле хӑтланать тата ӑна парӑнас мар тесен мӗн тумалла?
14 Иеговӑран пӑрса ярас тесе Сатана пире илӗртме ҫеҫ мар, хӑратса ӳкерме те хӑтланать. Сӑмахран, вӑл витӗм кӳнипе правительствӑсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Сатана хӗтӗртнипе пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем пирӗнтен Библири нравственность нормисене тытса тӑнӑшӑн тӑрӑхласа кулма пултараҫҫӗ (1 Петр 4:4). Хӑш-пӗр чухне вӑл пирӗн ҫине тӑван-хурӑнташ урлӑ витӗм кӳме хӑтланма пултарать: вӗсем ырӑ тӑвас шухӑшпах пире пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме чарма пултараҫҫӗ (Матф. 10:36). Сатанана парӑнас мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Пӗрремӗшӗнчен, ыттисем пире хирӗҫ тӑнинчен пирӗн тӗлӗнмелле мар, мӗншӗн тесен пирӗнпе Сатана вӑрҫӑ вӑрҫать (Ӳлӗм. 2:10; 12:17). Иккӗмӗшӗнчен, ҫакнашкал лару-тӑрусенче пирӗн Сатана тӑратнӑ тавлашуллӑ ыйту ҫинчен манмалла мар. Вӑл ҫынсем ҫӑмӑл чухне анчах Турӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ, хӗсӗрлеме пуҫласан вара вӗсем унран пӑрӑнӗҫ тет (Иов 1:9—11; 2:4, 5). Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн пӗрмаях Иеговӑран вӑй ыйтмалла. Ан манӑр: вӑл сире нихӑҫан та пӑрахмӗ (Евр. 13:5).
САТАНА МӖН ТУМА ВӐЙ ҪИТЕРЕЙМЕСТ?
15. Сатана пире вӑйпах мӗн те пулин тутарма пултарать-и? Ӑнлантарса парӑр.
15 Сатана ҫынсене нимӗнле ӗҫе те вӑйпах тутараймасть (Иак. 1:14). Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсем сисмесӗрех Сатана хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Анчах та чӑнлӑха пӗлсен камшӑн ӗҫлемелли пирки кашни хӑй йышӑну тӑвать (Ап. ӗҫ. 3:17; 17:30). Эпир Иеговӑн ирӗкне туса тӑма ҫирӗп шут тытрӑмӑр пулсан, Сатана пире Иеговӑран пӑрса яраймӗ (Иов 2:3; 27:5).
16, 17. а) Сатанапа демонсем тата мӗн тума пултараймаҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн саспа кӗлтума хӑрамалла мар?
16 Сатанапа демонсем тата мӗн тӑваймаҫҫӗ? Тӗслӗхрен, Библире вӗсем пирӗн шухӑшсене тата чӗрере мӗн пуррине курма пултараҫҫӗ тесе ниҫта та ҫырман. Ҫакна Иеговӑпа Иисус ҫеҫ тума пултараҫҫӗ (1 Патш. 16:7; Марк 2:8). Мӗн ҫинчен те пулин калаҫнӑ чухне е саспа кӗлтунӑ чухне Шуйттанпа демонсем пире илтесрен тата чӑрмантарма пултарасран пирӗн хӑраса тӑмалла-и? Паллах, ҫук! Сатана пире курма пултарать тесе эпир Иеговӑн ӗҫне тума хӑраса тӑмастпӑр вӗт. Ҫавӑнпа кӗлтунӑ чухне те Сатана пире илтме пултарать тесе саспа кӗлтума хӑрама кирлӗ мар. Туррӑн ӗҫлекенӗсем саспа кӗлтуни ҫинчен ҫырса панисем Библире нумай, анчах та ҫав ҫынсем Шуйттан хӑйсене илтесрен хӑранӑ тесе ниҫта та ҫырман (3 Патш. 8:22, 23; Иоанн 11:41, 42; Ап. ӗҫ. 4:23, 24). Пирӗн сӑмахсемпе ӗҫсем Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ пулсан, Шуйттан пире тӳрлетми сиен кӳме пултараймӗ. Ҫавӑн пирки пирӗн пӗртте иккӗленмелле мар. (Псалом 33:8 вуласа пар.)
17 Пирӗн хамӑрӑн тӑшмана лайӑх пӗлмелле, анчах та унран хӑраса чӗтресе тӑмалла мар. Иегова пулӑшнипе Сатанана ҫитменлӗхлӗ ҫын та ҫӗнтерме пултарать (1 Иоанн 2:14). Ӑна хирӗҫ тӑрсан вӑл пирӗнтен тарӗ (Иак. 4:7; 1 Петр 5:9). Хальхи вӑхӑтра Сатана уйрӑмах ҫамрӑксем ҫине тапӑнать. Шуйттана хирӗҫ тӑма вӗсене мӗн пулӑшӗ? Ҫак ыйтӑва эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
^ 2 абз. Библире хӑш-пӗр ангелсен ячӗсене ҫеҫ асӑннӑ (Тӳр. 13:18; Дан. 8:16; Лука 1:19; Ӳлӗм. 12:7). Иегова кашни ҫӑлтӑра ятран чӗнет, ҫавӑнпа Туррӑн пӗлӗтри пур ывӑлӗн те, ҫав шутрах кайран Сатана пулса тӑнӑ ангелӑн та, ят пур тесе шутлани тӗрӗс (Пс. 146:4).
^ 3 абз. Еврей Ҫырӑвӗсенче Сатана пирки 18 хутчен кӑна асӑннӑ, Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче вара — 36 хут.