Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑрӑн ачасене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшатӑр-и?

Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑрӑн ачасене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшатӑр-и?

«Мӗншӗн вӑраха яратӑн? Тӑр та... тӗне [шыва] кӗр» (АП. ӖҪ. 22:16).

ЮРӐСЕМ: 51, 135

1. Хӑйсен ачисем шыва кӗриччен ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем мӗн пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ?

«ХАМӐН шыва кӗрес килни пирки эпӗ аттепе аннене темиҫе уйӑх хушшиех каласа тӑтӑм,— тет Блоссом Брандт, 1934 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче шыва кӗнӗскер.— Вӗсем ҫак утӑм пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине эпӗ ӑнланнипе ӑнланманнине тӗрӗслетчӗҫ». Хальхи вӑхӑтра та ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тума пулӑшасшӑн. Витӗмлӗ сӑлтавсем ҫук ҫӗртенех ачана шыва кӗме чарса тӑрсан унӑн хӑйпе Иегова хушшинчи хутшӑнӑвӗсем япӑхланса кайма пултараҫҫӗ (Иак. 4:17). Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем ачи шыва кӗриччен вӑл Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма хатӗррипе хатӗр маррине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.

2. а) Хӑш-пӗр район надзирателӗсем мӗн асӑрханӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Хӑш-пӗр район надзирателӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, пухусенчи 20 ҫула ҫывхарса пыракан ҫамрӑксенчен нумайӑшӗ, хӑйсем чӑнлӑхра ӳссе ҫитӗннӗ пулсан та, халь те шыва кӗмен. Вӗсенчен ытларахӑшӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреҫҫӗ тата ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем пирки Иегова Свидетелӗсем тесе шутлаҫҫӗ пулин те хӑйсен пурнӑҫне Турра халалласа шыва кӗме тӑхтаса тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗрисене ашшӗпе амӑшӗ васкамалла мар тенӗ. Мӗншӗн-ха вӗсем хӑйсен ачисене шыва кӗме хавхалантармаҫҫӗ? Ҫак статьяра тӑватӑ сӑлтава пӑхса тухӑпӑр.

МАН АЧА ШЫВА КӖМЕ ҪИТЕЛӖКЛӖ ҪИТӖНСЕ ҪИТНӖ-И?

3. Блоссомӑн ашшӗпе амӑшӗ мӗн пирки пӑшӑрханнӑ?

3 Пӗрремӗш абзацра асӑннӑ Блоссомӑн ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хӗрӗ шыва кӗни мӗне пӗлтернине, ҫак утӑм мӗн таран пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланмалӑх ҫитӗнсе ҫитнех-ши тесе пӑшӑрханнӑ. Хӑйсен ачи хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама хатӗррипе хатӗр маррине ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле пӗлме пултараҫҫӗ?

4. Матфей 28:19, 20 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ хушу ашшӗ-амӑшне мӗнле пулӑшма пултарать?

4 Матфей 28:19, 20 вуласа пар. Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, Библире миҫе ҫулта шыва кӗме юрани пирки ним те каламан. Апла пулин те вӗренекенсем хатӗрлесси мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхни ашшӗ-амӑшӗсемшӗн лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Матфей 28:19-мӗшӗнче «вӗрентсе» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ кама та пулин вӗренекен пулса тӑма пулӑшас тӗллевпе вӗрентнине пӗлтерет. Вӗренекен вӑл — Христосӑн вӗрентӗвӗсене пӗлме, ӑнланма тата вӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма тӑрӑшакан ҫын. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачине хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалласа Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшас тӗллевпе мӗн пӗчӗкренех вӗрентмелле. Паллах, питӗ пӗчӗк ачасене шыва кӗртмеҫҫӗ, анчах та ӳсерехпе вӗсем те Библири чӑнлӑха ӑнланса ӑна юратма пуҫлама пултараҫҫӗ.

5, 6. а) Библире Тимофей пирки мӗн ҫырнине шута илсен, вӑл хӑҫан шыва кӗнӗ? ӑ) Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене ӑнӑҫлӑн вӗрентес тесен мӗн тумалла?

5 Тимофей ҫамрӑк чухнех Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫирӗп шут тытнӑ. Павел апостол каланӑ тӑрӑх, вӑл «мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвне» пӗлнӗ. Тимофейӑн ашшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлемен, анчах та амӑшӗпе кукамӑшӗ ӑна Турӑ Сӑмахне юратма вӗрентнӗ. Ҫавна пула Тимофей хытӑ ӗненекен ҫын пулса тӑнӑ (2 Тим. 1:5; 3:14, 15). Пӗр 20 ҫулта чухнех вӑл Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ, пухура ӑна яваплӑ ӗҫсем те шанса панӑ (Ап. ӗҫ. 16:1—3).

6 Паллах, ачасем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ, чӑнлӑхра та вӗсем тӗрлӗ хӑвӑртлӑхпа ӳсеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем ҫамрӑклах Библири чӑнлӑхсене лайӑх ӑнланаҫҫӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тума пӗлеҫҫӗ тата шыва кӗресси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Теприсен вара шыва кӗме хатӗр пулас тесен тата тепӗртак ӳсмелле. Ҫавӑнпа ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем ачисене шыва кӗме хистесе тӑмаҫҫӗ. Пачах урӑхла, вӗсем хӑйсен ачисене, вӗсен уйрӑмлӑхӗсене шута илсе, ҫитӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ. Ача ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тунӑ чухне ашшӗ-амӑшӗ савӑнать. (Ытарӑшсем 27:11 вуласа пар.) Анчах та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен тӗллевӗ ҫинчен — ачине Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшмалли ҫинчен — нихӑҫан та манса каймалла мар. Ҫавна асра тытса вӗсен хӑйсенчен ыйтмалла: «Хӑйӗн пурнӑҫне Турра халаллама тата шыва кӗме манӑн ачан пӗлӳ ҫителӗклех-ши?»

ШЫВА КӖМЕ УНӐН ПӖЛӲ ҪИТЕЛӖКЛӖ-И?

7. Шыва кӗме хатӗр пулас тесен Библи вӗрентӗвӗсене вак-тӗвек таранах пӗлмелле-и? Ӑнлантарса парӑр.

7 Паллах, ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем Библири чӑнлӑха лайӑх пӗлччӗр тесе вӑй хураҫҫӗ. Ҫав пӗлӳсем ачисене хӑйсен пурнӑҫне Турра халаллама хавхалантарӗҫ. Анчах та ҫакӑ ачан Библи вӗрентӗвӗсене кашни вак-тӗвекӗ таранах пӗлмеллине пӗлтермест. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та христиансем вӗренме пӑрахмаҫҫӗ. (Колоссӑ 1:9, 10 вуласа пар.) Шыва кӗме хатӗр пулас тесен вара мӗн чухлӗ пӗлӳ илмелле?

8, 9. Филиппӑри тӗрме хуралҫи тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

8 Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ пӗр ҫемьен тӗслӗхне аса илер (Ап. ӗҫ. 16:25—33). Пирӗн эрӑри 50 ҫул патнелле Павел миссионерла ҫулҫӳреве иккӗмӗш хут кайсан Филиппӑ хулинче те пулнӑ. Унта Павелпа Силӑна суйса айӑпланӑ та тӗрмене хупнӑ. Ҫавӑн чухне ҫӗрле ҫӗр чӗтреннӗ те тӗрме тӗпӗ-йӗрӗпех кисреннӗ, вара пур алӑк та уҫӑлса кайнӑ. Хупнӑ ҫынсем тарса пӗтнӗ пулӗ тесе тӗрме хуралҫи хӑйне хӑй вӗлерме тӑнӑ, анчах та Павел ӑна тытса чарнӑ. Вара вӗсем Силӑпа пӗрле тӗрме хуралҫине те, унӑн кил-йышне те Иисус ҫинчен каласа пама пултарнӑ. Лешӗсем Иисус ҫинчен мӗн илтнине ӗненнӗ те ун хыҫҫӑн пыни питӗ кирлине ӑнланса илнӗ, вара тӳрех шыва кӗнӗ. Ҫак тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр?

9 Тӗрме хуралҫи отставкӑна тухнӑ ҫар ҫынни пулнӑ пулас. Вӑл Сӑваплӑ Ҫырӑва пӗлмен, ҫавӑнпа христианин пулма унӑн Библири тӗп чӑнлӑхсене пӗлмелле пулнӑ тата Туррӑн ӗҫлекенӗ пуласси мӗне пӗлтернине ӑнланса илсе Христос вӗрентнипе килӗшӳллӗн пурӑнма шут тытмалла пулнӑ. Вӑл Сӑваплӑ Ҫырури тӗп чӑнлӑхсене пӗлсен вӗсем мӗн тери хаклӑ пулнине тата хӑйӗн вӑраха ямасӑр шыва кӗмеллине ӑнланса илнӗ. Паллах, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та вӑл чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланма тӑрӑшнӑ. Халӗ вара ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: хӑвӑрӑн ача эпӗ Иеговӑна юрататӑп, манӑн ӑна итлесе пурӑнас килет, ҫавӑнпа эпӗ шыва кӗресшӗн терӗ пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Тен, эсир вӑл старейшинӑсемпе тӗл пулса калаҫма пултарать тесе йышӑну тӑвӑр. Вара старейшинӑсем вӑл шыва кӗме хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗслеме пултарӗҫ *. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та сирӗн ача, ытти христиансем пекех, пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе, ӗмӗр-ӗмӗрех Иегова ҫинчен ытларах та ытларах пӗлсе пырӗ (Рим 11:33, 34).

МАН АЧАШӐН МӖНЛЕ ПӖЛӲ ИЛНИ УСӐЛЛӐРАХ?

10, 11. ӑ) Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем мӗнлерех шутлаҫҫӗ? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсен мӗн асра тытмалла?

10 Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачин тата тепӗртак вӗренсе лайӑх ӗҫ тупиччен шыва кӗме тӑхтаса тӑмалла тесе шутлаҫҫӗ. Тен, вӗсем хӑйсен ачине лайӑх пултӑр тесех тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та вӗсен хӑйсенчен ҫапла ыйтмалла: «Ҫакӑ манӑн ачана чӑн-чӑн телей пама пултарать-и тата Библи мӗне вӗрентнипе килӗшсе тӑрать-и? Турӑ Сӑмахӗ мӗнле пурӑнма хавхалантарать?» (Екклесиаст 12:1 вуласа пар.)

11 Сатана тытса тӑракан тӗнче те, унта мӗн пурри те пӗтӗмпех Иеговӑн ирӗкӗпе шухӑшӗсене хирӗҫле пырать (Иак. 4:7, 8; 1 Иоанн 2:15—17; 5:19). Ачасем Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене аталантараҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсемшӗн Сатанаран, унӑн тӗнчинчен тата тӗнчери япӑх шухӑш-кӑмӑл витӗмӗнчен хӳтӗленмелли чи лайӑх май пулса тӑрать. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене аслӑ пӗлӳ илме тата лайӑх ӗҫ тупма хавхалантарса тӑрсан, ачисем ҫак тӗнчери япаласем пирки хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусенчен те кирлӗрех тесе шутлама пултараҫҫӗ. Юратакан ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене чӑн-чӑн телее мӗнле тупмаллине вӗрентме ҫак тӗнчене ирӗк парасшӑн мар. Хамӑрӑн пурнӑҫра Иеговӑна мала хурсан ҫеҫ чӑннипех телейлӗ пулма пулать. (Псалом 1:2, 3 вуласа пар.)

МАН АЧА ҪЫЛӐХ ТӐВАС ПУЛСАН?

12. Мӗншӗн хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене шыва кӗме чарса тӑраҫҫӗ?

12 Пӗр хӗрарӑм тӑван, хӑйӗн хӗрне шыва кӗме чарса тӑнӑскер, акӑ мӗн каланӑ: «Калама та намӑс, эпӗ пуринчен ытла ӑна пухуран кӑларса ярасран хӑраса тӑраттӑм». Ҫав хӗрарӑм тӑван пекех, хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем те хӑйсен ачисене санӑн шыва кӗме тӑхтамалла теҫҫӗ, мӗншӗн тесен малтан вӗсен ҫитӗнсе ухмахла ӗҫсенчен пӑрӑнма вӗренмелле тесе шутлаҫҫӗ (Пулт. 8:21; Ытар. 22:15). Ашшӗ-амӑшӗсем ҫапла шутлама та пултараҫҫӗ: «Ман ача шыва кӗмен пулсан, ӑна пухуран кӑларса яма та ҫук». Анчах та мӗншӗн ҫакӑн пек шутлани тӗрӗс мар? (Иак. 1:22.)

13. Шыва кӗмен ҫын Иегова умӗнче явап тытать-и? Ӑнлантарса парӑр.

13 Паллах, ашшӗ-амӑшӗсем ачисем хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗме хатӗр пулччӑр, ҫак утӑма тӗплӗн шухӑшласа тума пултарччӑр теҫҫӗ. Анчах та шыва кӗмен ҫын Турӑ умӗнче явап тытмасть тесе шутлани тӗрӗс мар. Ача Иеговӑшӑн мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине ӑнланма пуҫласанах ун умӗнче явап тытма пуҫлать. (Иаков 4:17 вуласа пар.) Ҫавӑнпа ачана шыва кӗме чарас вырӑнне ашшӗ-амӑшӗн ӑна лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла. Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем ачана мӗн пӗчӗкренех Туррӑн тӳрӗлӗх нормисене юратма вӗрентеҫҫӗ (Лука 6:40). Ҫакӑ ачана ҫылӑх тӑвасран хӳтӗлӗ, мӗншӗн тесен унӑн хӑйӗн те Иегова кӑтартнӑ ҫулпа пырас килсе тӑрӗ (Ис. 35:8).

ЫТТИСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

14. Хӑйсен ачине шыва кӗме хатӗрленме пулӑшакан ашшӗ-амӑшӗсене старейшинӑсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

14 Старейшинӑсем ачасемпе сӑваплӑ ӗҫри тӗллевсем пирки ӑшшӑн калаҫса ашшӗ-амӑшӗсене пулӑшма пултараҫҫӗ. Пӗр хӗрарӑм тӑванпа, вӑл улттӑра пулнӑ чухне, Расселл тӑван калаҫнӑ. Ҫав тӑван аса илет: «Вӑл манпа 15 минут хушши манӑн сӑваплӑ ӗҫри тӗллевсем пирки калаҫрӗ». Ҫакӑ ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Ҫав тӑван 70 ҫул хушши пионер пулса ӗҫленӗ! Чӑнах та, ачана ӑшӑ сӑмахсем калани тата мухтаса илни унӑн пурнӑҫӗ ҫине нумай ҫул хушши витӗм кӳрсе тӑма пултарать (Ытар. 25:11). Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем ашшӗ-амӑшӗсене ачисемпе пӗрле Патшалӑх залӗнче ӗҫлеме чӗнме пултараҫҫӗ, ҫавӑн чухне ачасене вӗсем вӑй ҫитернӗ ӗҫсене тума ыйтма пулать.

15. Пухури тӑвансем ачасене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

15 Пухури ытти тӑвансем вара мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Тӗслӗхрен, вӗсем ачасен Иеговӑпа ҫывӑхланса пынине кӑтартакан ӗҫӗсене асӑрхама пултараҫҫӗ. Тен, ача лайӑх комментари панӑ е эрне варринчи тӗлпулура вӗренмелли задани тунӑ. Е, тен, вӑл шкулта пӗрле вӗренекенсене ырӑ хыпар пӗлтерме пултарнӑ, е илӗртӳсемпе тӗл пулсан тӗрӗс маррине тума килӗшмен. Мӗншӗн-ха ачана ҫавӑншӑн тӳрех мухтаса илес мар? Эпир пуху умӗн е хыҫҫӑн ачасемпе хӑшӗнпе те пулин калаҫма тӗллев лартма пултаратпӑр. Ҫакӑ ачасене вӗсем «аслӑ пуху» шутне кӗрекен ҫынсем пулнине ӑнланма пулӑшӗ (Пс. 34:18).

ХӐВӐРӐН АЧАСЕНЕ ШЫВА КӖМЕ ХАТӖРЛЕНМЕ ПУЛӐШӐР

16, 17. а) Мӗншӗн ачасен шыва кӗмелле? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсене пурне те мӗн савӑнтарма пултарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

16 Ачана «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстересси ашшӗ-амӑшӗшӗн пысӑк чыс, ҫав вӑхӑтрах яваплӑх та (Эф. 6:4; Пс. 126:3). Израильте ачасем ҫуралсанах Иеговӑна халалланӑ халӑх ҫыннисем пулса тӑнӑ, анчах та пирӗн ачасем пирки ҫапла калаймӑн. Ашшӗ-амӑшӗ Иеговӑна тата чӑнлӑха юратать пулсан, ача та хӑйех юратма пуҫлӗ теме ҫук. Вӗсен ача ҫуралнӑранпах хӑйсен тӗллевӗ ҫинчен — ачине Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма, хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗме пулӑшмалли ҫинчен — асра тытмалла. Ҫакӑнтан кирлӗреххи тата мӗн пултӑр-ши вара? Ҫын хӑйне Турра халалласан, шыва кӗрсен тата Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрсан ҫеҫ хӑрушла асап вӑхӑтӗнче ҫӑлӑнса юлма пултарать (Матф. 24:13).

Ашшӗ-амӑшӗн тӗллевӗ — ачине Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшасси (16, 17 абзацсене пӑхӑр.)

17 Блоссом Брандт шыва кӗме шут тытсан, унӑн ашшӗпе амӑшӗ вӑл ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑма тума хатӗррипе хатӗр маррине пӗлме вӑй хунӑ. Хӗрӗ чӑнах та хатӗррине курсан вӗсем ӑна шыва кӗме хаваспах ирӗк панӑ. Блоссом хӑй шыва кӗрес умӗнхи каҫ унӑн ашшӗ мӗн тунине каласа панӑ: «Эпир пурте чӗркуҫленсе лартӑмӑр та атте кӗлтума пуҫларӗ. Вӑл Иеговӑна манӑн хӗрӗм хӑйӗн пурнӑҫне сана халаллама шут тытнӑшӑн эпӗ ҫав тери телейлӗ терӗ». Ҫавӑнтанпа 60 ҫул иртсен Блоссом ҫапла каланӑ: «Ҫав каҫ мӗн пулса иртнине эпӗ нихӑҫан та манассӑм ҫук». Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑрӑн ачӑрсем хӑйсене Иеговӑна халалласа шыва кӗнине курса сирӗн те ҫавнашкалах савӑнмалла пултӑр!

^ 9 абз. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисемпе пӗрле «Ответы на твои вопросы» кӗнекен 2-мӗш томӗнчи 304—310 страницӑсенчи усӑллӑ шухӑшсене пӑхса тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех 2011 ҫулхи апрель уйӑхӗнче тухнӑ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хутӗнчи «Ыйтусен рамкине» пӑхӑр, 2-мӗш страница.