Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Вӗрентсе каланине тӑнлӑр, ӑслӑ пулӑр»

«Вӗрентсе каланине тӑнлӑр, ӑслӑ пулӑр»

«Ачамсем... Вӗрентсе каланине тӑнлӑр, ӑслӑ пулӑр» (ЫТАР. 8:32, 33).

ЮРӐСЕМ: 56, 89

1. Ӑслӑлӑх илес тесен мӗн тумалла? Вӑл мӗнле усӑ парать?

ИЕГОВА — ӑслӑлӑх Ҫӑлкуҫӗ, вӑл ӑна ыттисене уҫӑ кӑмӑлпа парать. Иаков 1:5-мӗшӗнче каланӑ: «Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ». Турӑран ӑслӑлӑх илмелли пӗр майӗ вӑл — ӑна хамӑра тӳрлетме пани. Ӑслӑлӑх пире тӗрӗс мар ӗҫ тӑвасран хӳтӗлӗ тата хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха упрама пулӑшӗ (Ытар. 2:10—12). Вара пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма чаплӑ шанчӑк пулать (Иуда 21).

2. Турӑ тӳрлетсе тӑнӑшӑн пархатарлӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ?

2 Анчах та ҫылӑхлӑ пулнине пула, хамӑра мӗнле пӑхса ӳстернине пула е урӑх сӑлтава пула пире хамӑра тӳрлетнине йышӑнма тата ун ҫине тӗрӗс пӑхма йывӑр пулма пултарать. Турӑ тӳрлетни мӗнле усӑ панине курсан тин вӑл пире мӗн тери хытӑ юратнине ӑнланса илетпӗр. Ытарӑшсем 3:11, 12 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ: «Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать». Нихӑҫан та ан манӑр: Иегова пире лайӑххине ҫеҫ сунать. (Еврейсем 12:5—11 вуласа пар.) Турӑ пире никамран та лайӑхрах пӗлет, ҫавӑнпа наказани парасса та вӑл яланах тивӗҫлипе тата кирлӗ таран анчах парать. Ҫак статьяра тӳрлетнипе ҫыхӑннӑ тӑватӑ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: 1) чаруллӑ пулни лайӑхланса пыма мӗнле пулӑшать? 2) Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене мӗнле тӳрлетмелле? 3) Иегова пире пухури тӑвансем урлӑ тӳрлетни ҫине мӗнле пӑхмалла? 4) Наказанирен те ытларах чуна мӗн ыраттарать?

ЧАРУЛЛӐ ПУЛНИ ӐСЛӐЛӐХ ПУРРИНЕ КӐТАРТАТЬ

3. Чаруллӑ пулма ача мӗнле вӗренет? Тӗслӗх илсе парӑр.

3 Чаруллӑ пуласси шутне лайӑхланса пырас тесе хамӑрӑн тыткаларӑша тата шухӑш-туйӑмсене тӳрлетсе тӑни кӗрет. Ҫуралнӑ чухнех эпир ҫак лайӑх енпе ҫуралмастпӑр, ӑна аталантармалла. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ача велосипедпа ярӑнма вӗреннӗ чухне вӑл ан ӳктӗр тесе ашшӗ ялан тенӗ пекех велосипеда хыҫалтан тытса пулӑшать. Ачи велосипед ҫинче лайӑх тытӑнса тӑма пуҫласан, ашшӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн аллине илет, велосипед ҫинче хӑйех ҫирӗп тытӑнса тӑнине курсан вара ӑна хӑрамасӑрах ярать. Ачисене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе» пӑхса ӳстернӗ чухне те ашшӗ-амӑшӗсене тӳсӗмлӗх кирлӗ. Вара вӗсем ачисене чаруллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулма пулӑшӗҫ (Эф. 6:4).

4, 5. а) Мӗншӗн чаруллӑ пулни — «ҫӗнӗ этемӗн» пулмалли лайӑх ен? ӑ) «Ҫичӗ хутчен» ӳксен те мӗншӗн пирӗн алла усмалла мар?

4 Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пуҫланӑ ҫитӗннӗ ҫын пирки те ҫапла калама пулать. Тен, вӑл хӑш-пӗр енчен чаруллӑ пулма вӗреннӗ те ӗнтӗ, анчах та Христосран вӗренсе «ҫӗнӗ этем» пулса тӑрас тесен унӑн малалла та вӑй хумалла. Ҫапла вара вӑл майӗпен ҫитӗннӗ христианин пулса тӑрать (Эф. 4:23, 24). Чаруллӑ пулни пире «ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине» пӑрахма, «ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма» пулӑшать (Тит 2:12).

5 Эпир пурте ҫылӑхлӑ ҫынсем (Еккл. 7:20). Анчах та йӑнӑшсем туни пире чарулӑх ҫитменнине е пирӗн ҫак лайӑх ен пачах ҫуккине пӗлтермест. Ытарӑшсем 24:16-мӗшӗнче «тӳрӗ ҫын ҫичӗ хутчен ӳкет те — тӑрать» тенӗ. «Тӑма» пире мӗн пулӑшма пултарать? Хамӑр вӑй мар, Туррӑн святой сывлӑшӗ. (2 Коринф 4:7 вуласа пар.) Ҫав сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне вара чаруллӑ пулни те кӗрет.

6. Турӑ Сӑмахне вӗренес тӗлӗшрен лайӑхланма пире мӗн пулӑшма пултарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

6 Чарулӑха аталантарас тесен пирӗн Турра кӗлтумалла, Библи вӗренмелле тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Анчах та сире Библи вӗренме ҫӑмӑлах мар пулсан мӗн тумалла? Тен, эсир вӗренме юратсах каймастӑр. Апла пулсан ҫакна асра тытӑр: вӗренес кӑмӑла ӳстерме Иеговӑран пулӑшу ыйтсан, вӑл сире пулӑшатех (1 Петр 2:2). Пӗрремӗшӗнчен, Библи вӗренме вӑхӑт тупас тесе Иеговӑран чарулӑх ыйтӑр. Иккӗмӗшӗнчен, хӑвӑрӑн кӗлӗсемпе килӗшӳллӗн тӑвӑр: вӗренме кӑшт та пулин вӑхӑт уйӑрса тӑрӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗренме сире ҫӑмӑлтарах пулӗ тата ҫакӑ сире ытларах савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ. Юлашкинчен эсир шӑплӑхра ларса Библири хаклӑ чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшлама уйӑрнӑ вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтме пуҫлатӑр (1 Тим. 4:15).

7. Чаруллӑ пулни хамӑрӑн тӗллевсене пурнӑҫлама мӗнле пулӑшать?

7 Чаруллӑ пулни пире сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшать. Айтӑр пӗр арҫын тӑванӑн, ҫемье пуҫӗн, тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл сӑваплӑ ӗҫре хӑйӗн хастарлӑхӗ сӳнсе пынине асӑрханӑ. Ҫакӑ ӑна пӑшӑрхантарма пуҫланӑ, вара вӑл пионер пулма тӗллев лартнӑ тата пионер ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ статьясене вулама пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Иеговӑшӑн ҫапла майпа ӗҫлеме кӑмӑл пултӑр тесе кӗлтунӑ. Ҫакӑ ӑна Иеговӑпа тата хытӑрах ҫывӑхланма тата пионер пулас кӑмӑла ҫирӗплетме пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, май пулнӑ чухне вӑл пулӑшакан пионер пулса ӗҫленӗ. Ҫав тӑван хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртнӗ-и? Йывӑрлӑхсем пулнӑ пулсан та, вӑл пионер пулса тӑнӑ.

АЧАСЕНЕ ИЕГОВӐНА ЮРӐХЛӐ ПӐХСА ӲСТЕРӖР

Ачасем ырӑпа усала уйӑрас пултарулӑхпа ҫуралмаҫҫӗ, вӗсене ҫав тӗлӗшрен вӗрентмелле (8-мӗш абзаца пӑхӑр.)

8—10. Ачисене Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшас тесен ашшӗ-амӑшӗсен мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Турӑ ашшӗ-амӑшӗсене пысӑк ӗҫ шанса панӑ — ачасене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстер[ме]» (Эф. 6:4). Анчах та хальхи вӑхӑтра ҫакна тума ҫӑмӑл мар (2 Тим. 3:1—5). Паллах, ачасем ҫуралнӑ-ҫуралманах ырӑпа усала уйӑрса илме пӗлмеҫҫӗ. Вӗсене совесть панӑ пулсан та, ӑна малтан вӗрентмелле (Рим 2:14, 15). Пӗр Библи тӗпчевҫи каланӑ тӑрӑх, «вӗрентсе» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «ачана аталанма пулӑшнине» те, урӑхла каласан, хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн явап тытма пултаракан ҫын пулса тӑма пулӑшнине, пӗлтерме пултарать.

9 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачине юратса вӗрентеҫҫӗ тата тӳрлетеҫҫӗ пулсан, ача ялан тенӗ пекех хӑйне хӳтлӗхри пек туйса тӑрать. Каярахпа вӑл хӑй мӗн тӑвас тенине веҫех тума юраманнине тата кирек мӗнле ӗҫ те е япӑххи, е лайӑххи патне илсе пынине ӑнланма пуҫлӗ. Ҫавӑнпа ачисене пӑхса ӳстерме те ашшӗ-амӑшӗсене Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ питӗ кирлӗ. Ҫакна та шута илмелле: ачасене мӗнле пӑхса ӳстересси ҫине тӗрлӗ вӑхӑтри ҫынсем тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ тата тӗрлӗ культурӑра ачасене тӗрлӗрен пӑхса ӳстереҫҫӗ. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗсен Турӑ вӗрентнӗ пек тумалла, вара вӗсен ун пек е кун пек туса пӑхас мар-ши тесе шухӑшласа тӑмалла пулмӗ, хӑйсем ҫине кӑна та шанма тивмӗ.

10 Ной тӗслӗхне пӑхса тухар. Иегова Ноя ковчег тума хушсан, лешӗ хӑйӗн опычӗ ҫине шанма пултарайман, мӗншӗн тесен унччен вӑл ҫав ӗҫе нихӑҫан та туса курман. Ҫавӑнпа Нойӑн Иегова ҫине шанса «Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ», ҫапла тумалла пулнӑ (Пулт. 6:22). Вара вӑл хӑйӗн ҫемйипе пӗрле ҫӑлӑнса юлнӑ. Унсӑр пуҫне, Ной хӑйӗн ачисемшӗн лайӑх атте пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен ачисене пӑхса ӳстернӗ чухне те Ной Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтнӑ. Ҫӗре шыв иличчен усал тӗнчере пурӑннӑ пулсан та вӑл хӑйӗн ачисене лайӑх вӗрентсе пӑхса ӳстернӗ тата вӗсемшӗн лайӑх тӗслӗх пулнӑ (Пулт. 6:5).

11. Ачасене вӗрентсе ӳстерме мӗншӗн вӑя шеллемелле мар?

11 Ашшӗ-амӑшӗсем, «Турӑ... мӗнле хушнӑ», шӑпах ҫапла тума сире мӗн пулӑшма пултарать? Ачасене вӗрентсе ӳстерес тӗлӗшрен Иегова хӑйӗн Сӑмахӗпе организацийӗ урлӑ панӑ канашсемпе усӑ курӑр. Каярахпа сирӗн ачасем ҫавӑншӑн пархатарлӑ та пулӗҫ тен. Пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн ҫырнӑ: «Атте-анне мана мӗнле пӑхса ӳстернишӗн эпӗ питӗ пархатарлӑ. Вӗсем ман чӗрене тивертес тесе питӗ тӑрӑшатчӗҫ. Атте-анне пулӑшнине пулах эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланма пултартӑм». Анчах та хӑш-пӗр ачасем, ашшӗ-амӑшӗ нумай вӑй хунӑ пулин те, Иеговӑран пӑрӑнса каяҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасем чӑнлӑха юратчӑр тесе пӗтӗм вӑя хутӑр пулсан, вӗсем чӑнлӑха хӑварнӑшӑн хӑвӑра ан айӑплӑр. Хӑвӑрӑн ача «киле», Иегова патне, таврӑнасса шанма ан пӑрахӑр.

12, 13. а) Ывӑлне е хӗрне пухуран кӑларса ярсан ашшӗ-амӑшӗсем Турра итленине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? ӑ) Пӗр хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ Иегова хушнине тытса тӑни ҫемйине мӗнле пиллӗхсем кӳнӗ?

12 Ачана пухуран кӑларса янӑ пулсан, ашшӗ-амӑшӗн Турра чунтан парӑннипе парӑнманни нихҫанхинчен хытӑ тӗрӗсленет. Пӗр хӗрарӑм тӑванӑн пухуран кӑларса янӑ хӗрӗ килтен тухса кайнӑ пулнӑ. Ҫав тӑван каласа парать: «Эпӗ хамӑн хӗрпе тата мӑнукпа хутшӑнма паракан сӑлтавсем шыраттӑм, ҫав тӗллевпе публикацисене вулаттӑм. Анчах та упӑшка мана хамӑр хӗршӗн эпир урӑх яваплӑ мар тата ӑна тӳрлетме Иеговӑна чӑрмантармалла мар тесе ырӑ кӑмӑлпа ӑнлантарса пачӗ».

13 Темиҫе ҫултан вӗсен хӗрне каллех пухӑва йышӑннӑ. Амӑшӗ каласа парать: «Халӗ хӗрӗм ман пата кашни кун тенӗ пекех шӑнкӑравлать тата ҫырсах тӑрать! Вӑл упӑшкапа иксӗмӗре питӗ хисеплет, мӗншӗн тесен ун чухне эпир Турӑ хушнӑ пек тунине ӑнланать. Пирӗн хамӑрӑн хӗрпе хутшӑнусем питӗ лайӑх». Сирӗн ачана пухуран кӑларса ячӗҫ пулсан эсир Ытарӑшсем 3:5, 6 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пек тӑвӑр-ши: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан»? Иегова наказани панинче унӑн ӑслӑлӑхӗ тата пысӑк юратӑвӗ курӑнса тӑнине асра тытӑр. Вӑл хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те, сирӗн ачашӑн та, панине нихӑҫан та ан манӑр. Турӑ никама та пӗтересшӗн мар. (2 Петр 3:9 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та Иегова тӳрлетни тата наказани пани усӑллӑ пуласси пирки пӗртте ан иккӗленӗр. Ҫакӑ чуна ыраттарать пулсан та Иегова мӗн каланине тӑвӑр, ӑна хирӗҫ ан кайӑр.

ПУХУРА

14. Иегова «шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑ» урлӑ панӑ канашсем пире мӗнле усӑ параҫҫӗ?

14 Иегова христиансен пухӑвӗшӗн тӑрӑшма, ӑна хӳтӗлеме тата вӗрентсе тӑма сӑмах панӑ. Ҫакна вӑл тӗрлӗ майсемпе тӑвать. Тӗслӗхрен, пухушӑн тӑрӑшма Иегова Иисус Христоса хушнӑ, Иисус вара «вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫсе тӑма» «шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑна» лартнӑ (Лука 12:42). Ҫав «тарҫӑ» пире лайӑхланма пулӑшас тесе канашсем парать. Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Доклад итленӗ чухне е брошюрӑри статьяна вуланӑ чухне хамӑн тыткаларӑшпа шухӑшсене улӑштармаллине асӑрхатӑп-и?» Ҫапла пулсан савӑнма пултаратӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ эсир Иеговӑна хӑвӑра тӳрлетме панине пӗлтерет (Ытар. 2:1—5).

15, 16. а) Старейшинӑсем туса тӑракан ӗҫ пире усӑ патӑр тесен мӗн тумалла? ӑ) Старейшинӑсене хӑйсен ӗҫне тума ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

15 Унсӑр пуҫне, Иисус Христос пухӑва старейшинӑсем панӑ, вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ (Эф. 4:11—13). Старейшинӑсем туса тӑракан ӗҫ пире усӑ патӑр тесен мӗн тумалла? Тӗслӗхрен, пирӗн вӗсем ӗненнӗ пек ӗненмелле, вӗсенчен тӗслӗх илмелле, унсӑр пуҫне, вӗсем Библи тӑрӑх панӑ канашсене тимлемелле. (Еврейсем 13:7, 17 вуласа пар.) Старейшинӑсем сире юратнине тата Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшасшӑн пулнине асра тытӑр. Эпир пухусене сиктернине е сӑваплӑ ӗҫре пирӗн хастарлӑх сӳнсе пынине асӑрхасанах вӗсем пире пулӑшма васкӗҫ. Старейшинӑсем пире тимлӗн итлеме, хавхалантарма тата Библири вырӑнлӑ канаша пӗрле сӳтсе явма тӑрӑшӗҫ. Вӗсем ҫапла пулӑшни Иегова пире юратнине кӑтартса памасть-и вара?

16 Ҫакна та ан манӑр: хӑш-пӗр чухне старейшинӑсене пирӗн пата пырса канаш пама ҫӑмӑлах мар. Шутласа пӑхӑр-ха: Давид йывӑр ҫылӑх тунине пытарма хӑтлансан Нафан пророка ун патне пырса калаҫма мӗн тери йывӑр пулнӑ пулӗ! (2 Патш. 12:1—14.) Павел апостола та ытти халӑхран тухнӑ христиансенчен пӑрӑнса ҫӳреме пуҫланӑ Петра, 12 апостолтан пӗрне, тӳрлетме хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ пуль (Гал. 2:11—14). Старейшинӑсене хӑйсен ӗҫне туса тӑма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе мӗн тума пулать? Йӑваш кӑмӑллӑ, пархатарлӑ пулӑр тата ыттисене хӑвӑрпа пырса калаҫма ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшӑр. Старейшинӑсем пулӑшни ҫине тӗрӗс пӑхӑр, Иегова сире юратнине ҫапла майпа кӑтартнине ан манӑр. Ҫакӑ сире усӑ парать кӑна мар, старейшинӑсене те хӑйсен ӗҫне хаваспах туса тӑма пулӑшать.

17. Пӗр хӗрарӑм тӑвана старейшинӑсем мӗнле пулӑшнӑ?

17 Пӗр хӗрарӑм тӑвана унччен хӑй мӗн тӳссе ирттернине пула Иеговӑна юратма йывӑр пулнӑ. Вӑл каласа парать: «Унччен хампа мӗн пулса иртнине аса илни тата ытти йывӑрлӑхсем мана халран яратчӗҫ, вара эпӗ старейшинӑсемпе калаҫмаллине ӑнланса илтӗм. Вӗсем мана нимӗншӗн те айӑпламарӗҫ, пачах урӑхла, хавхалантарма тата тӗреклетме тӑрӑшрӗҫ. Ӗҫӗ нумай чухне те старейшинӑсенчен хӑшӗ те пулин кашни пуху хыҫҫӑнах ман пата пырса ӗҫсем мӗнле тесе ыйтатчӗ. Унччен пулни-иртнине пула Турӑ хама юратнине ӗненме йывӑрччӗ. Иегова хӑйӗн юратӑвне старейшинӑсемпе ытти тӑвансем урлӑ кӑтартсах тӑчӗ. Эпӗ яланах санпа юнашар пуласчӗ тесе Иеговӑна кӗлтӑватӑп».

НАКАЗАНИРЕН ТЕ ЫТЛАРАХ ЧУНА МӖН ЫРАТТАРАТЬ?

18, 19. Наказанирен те ытларах чуна мӗн ыраттарма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

18 Ыттисем тӳрлетсе калани чуна питӗ ыраттарма пултарать, анчах та тӳрлетнине йышӑнмасан нумай асап курма тивет (Евр. 12:11). Айтӑр икӗ тӗслӗхе — Каинпа Седекия патша тӗслӗхӗсене — пӑхса тухар. Каин Авеле курайми пулса тӑрсан, Турӑ ӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: «Эсӗ мӗншӗн тарӑхрӑн? Мӗншӗн эсӗ пуҫна чикрӗн? Ырӑ тунӑ чухне пуҫна ҫӗклеместӗн-и? Ырӑ тумастӑн пулсассӑн, алӑку умӗнче ҫылӑх выртать; вӑл сана хӑй патне туртать, анчах эсӗ ӑна пӑхӑнтар, ӑна пуҫлӑх пул» (Пулт. 4:6, 7). Каин Турра итлемен, вара ҫылӑхӗ ӑна хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Вӑл Иеговӑна итленӗ пулсан, унӑн ҫав таран нумай хуйхӑ тӳсмелле пулман пулӗччӗ! (Пулт. 4:11, 12.)

19 Седекия ҫемҫешке кӑмӑллӑ, йӗркесӗр ҫын пулнӑ. Вӑл патшара ларнӑ чухне Иерусалим ҫыннисем нумай асап курнӑ. Иеремия пророк Седекияна пӗрре кӑна мар тӳрлетсе каланӑ, анчах та лешӗ ӑна итлемен. Ҫакӑ пысӑк инкексем патне илсе ҫитернӗ (Иер. 52:8—11). Иегова вара пире пӗр асапсӑр пурӑнтарасшӑн. (Исаия 48:17, 18 вуласа пар.)

20. Турӑ тӳрлетнине йышӑнакансемпе йышӑнманнисене мӗнле пуласлӑх кӗтет?

20 Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ Турӑ тӳрлетнине ним вырӑнне те хумаҫҫӗ тата чаруллӑ пулмалли пирки те шутламаҫҫӗ. Анчах та улшӑнас темен ҫынсен кӗҫех хӑйсен ӗҫӗсемшӗн явап тытмалла пулӗ (Ытар. 1:24—31). Ҫавӑнпа айтӑр вӗрентсе каланине тӑнлар, ӑслӑ пулар тата Ытарӑшсем 4:13-мӗшӗнче каланӑ пек тӑвар: «Вӗрентсе каланине асрах тыт, ан пӑрах, упра ӑна: санӑн пурӑнӑҫу вӑл».