Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен публикацийӗсенче Павел апостола кукша пуҫлӑ ӳкереҫҫӗ?

Тӗрӗссипе, Павелӑн сӑн-сӑпачӗ мӗнлерех пулни пирки ҫирӗппӗн никам та калама пултараймасть. Пирӗн публикацисенче Павела мӗнле ӳкерсе хурасси художникран килет, ҫав ӳкерчӗксене тӗрӗс ӳкернипе ӳкерменнине археологи факчӗсемпе ҫирӗплетсе пама ҫук.

Апла пулин те Павелӑн сӑн-сӑпачӗ пирки ним те паллӑ мар тесе те калаймӑн. Тӗслӗхрен, 1902 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Сион Хурал башнинче» ҫапла каланӑ пулнӑ: «Павелӑн сӑн-сӑпачӗ ҫинчен калас пулсан... Христос Ҫуралнӑ хыҫҫӑнхи пӗр 150-мӗш ҫулта ҫырнӑ „Павелпа Феклӑн ӗҫӗсенче“ Павелӑн сӑн-пичӗ ҫинчен питӗ тӗплӗн ҫырса панӑ тата ҫав ҫырса пани Павела ӑруран ӑрӑва мӗнле сӑнласа панипе килӗшсе тӑрать. Унта ун пирки „лутраскер, кукша пуҫлӑ, кукӑр ураллӑ, кӗрнеклӗ, пӗрлешсе кайнӑ куҫ харшиллӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ“ ҫын тенӗ».

Ҫак авалхи алҫыру пирки христиансен пӗр словарӗнче каланӑ: «„Павелпа Феклӑн ӗҫӗсенче“ илсе панӑ сведенисем тӗрӗс пулма пултараҫҫӗ» (The Oxford Dictionary of the Christian Church. 1997 ҫулхи кӑларӑм). «Павелпа Феклӑн ӗҫӗсен» грек чӗлхипе ҫырнӑ 80 алҫырӑвӗ тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ алҫырӑвӗсем пирӗн вӑхӑтченех упранса юлнӑ. Ҫакӑнтан ҫак алҫырӑва пирӗн эрӑри малтанхи ӗмӗрсенче питӗ хаклани курӑнать. Ҫапла вара пирӗн публикацисенче Павела мӗнле ӳкерсе пани ӗлӗк-авал ӑна мӗнле сӑнласа панипе килӗшсе тӑрать.

Ҫапах та ҫакӑн ҫинчен те манса каймалла мар: Павелӑн сӑн-сӑпачӗ мӗнлерех пулни чи пӗлтерӗшли мар. Павел сӑваплӑ ӗҫе тунӑ вӑхӑтра хӑш-пӗрисем ун пирки «куҫ умӗнче йӑмшак, сӑмахӗ те ун витӗмлӗ мар» тенӗ (2 Кор. 10:10). Анчах та ан манӑр: Павел хӑйне Иисус курӑннине пула христианин пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл — Иисусӑн ячӗ ҫинчен халӑхсем умӗнче пӗлтерме «суйласа илнӗ савӑт» — мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (Ап. ӗҫ. 9:3—5, 15; 22:6—8). Унсӑр пуҫне, Павел Иегова хавхалантарнипе ҫырнӑ кӗнекесенчен эпир питӗ нумай усӑ илме пултаратпӑр!

Павел христианин пулса тӑриччен тунӑ ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанман. Хӑйӗн сӑн-пичӗ ҫинчен те ним те каламан (Ап. ӗҫ. 26:4, 5; Флп. 3:4—6). Вӑл хӑй пирки: «Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, мана апостол темелӗх те ҫук»,— тенӗ (1 Кор. 15:9). Каярахпа вӑл ҫапла та ҫырнӑ: «Турӑ мана — сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере — ҫав тивлете панӑ: мана ӑна суя тӗнлисене Христосӑн пӗлсе пӗтерме ҫук ырӑлӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме панӑ» (Эф. 3:8, 9). Паллах, Павел пӗлтерсе ҫӳренӗ хыпар унӑн сӑн-сӑпачӗ мӗнлерех пулнинчен чылай кирлӗрех.