Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗр-пӗринпе тараватлӑ пулар!

Пӗр-пӗринпе тараватлӑ пулар!

«Пӗр-пӗринпе ӳпкевсӗр-мӗнсӗр тараватлӑ пулӑр» (1 ПЕТР 4:9, ҪХ).

ЮРӐСЕМ: 100, 87

1. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

ПЕТР АПОСТОЛ пирӗн эрӑри 62—64 ҫулсенче «ют ҫӗре килсе Понтра, Галатире, Каппадокире, Асийӑра, Вифинире саланса пурӑнакансем» патне ҫыру ҫырса янӑ (1 Петр 1:1, 2). Кӗҫӗн Азире пурӑнакан ҫав тӗрлӗ культурӑллӑ христиансене хавхалану тата пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӗсен «ҫунтаракан асапа» тӳсме тивнӗ: ҫав христиансене пур ҫӗрте те хӗсӗрленӗ тата вӗсенчен тӑрӑхласа кулнӑ. Унсӑр пуҫне, Петр вӗсем пурӑннӑ вӑхӑт пирки «пурте пӗтесси ҫывӑх ӗнтӗ» тесе ҫырнӑ: ун чухне Иерусалима аркатиччен вунӑ ҫултан та сахалтарах юлнӑ пулнӑ. Ҫав йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме христиансене мӗн пулӑшнӑ-ши? (1 Петр 4:4, 7, 12.)

2, 3. Мӗншӗн Петр христиансене тараватлӑ пулма хавхалантарнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Сӑмахран, Петр хӑйӗн ҫырӑвӗнче христиансене «пӗр-пӗринпе ӳпкевсӗр-мӗнсӗр тараватлӑ пулӑр» тесе хавхалантарнӑ (1 Петр 4:9, ҪХ). «Тараватлӑ пулӑр» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «палламан ҫынсене юратӑр е ырӑ тӑвӑр» тенине пӗлтерет. Анчах та асӑрхӑр-ха: Петр пухури тӑвансене «пӗр-пӗринпе», урӑхла каласан, паллакан тата унччен хутшӑннӑ ҫынсемпе, тараватлӑ пулӑр тенӗ. Тараватлӑ пулни вӗсене мӗнле пулӑшма пултарнӑ?

3 Ҫакӑ вӗсене пӗр-пӗринпе тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшма пултарнӑ. Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Хӑнана кайсан нумай савӑнӑҫ илнине аса илме пултаратӑр-и? Ҫавӑн пек тӗлпулусем хыҫҫӑн сирӗн ӑшӑ асаилӳсем юлнах пулӗ. Эсир хӑвӑр та пӗр-пӗр тӑвана хӑнана чӗнсен сирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленнине туйман-и? Тӑвансене хӑналанӑ чухне эпир вӗсемпе ҫывӑхрах паллашма пултаратпӑр. Петр пурӑннӑ вӑхӑтри христиансен лару-тӑрӑвӗ йывӑрланса пынӑҫемӗн вӗсен пӗр-пӗринпе тата ытларах ҫывӑхланса пыма тӑрӑшмалла пулнӑ. Ҫак «юлашки кунсенче» пурӑнакан христиансен те ҫаплах тума вӑй хурас пулать (2 Тим. 3:1).

4. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

4 «Пӗр-пӗринпе» тараватлӑ пулас тесен мӗн тума пулать? Ыттисене хӑнана чӗнме пире мӗн чӑрмантарма пултарать? Ҫав чӑрмавсене мӗнле сирсе яма пулать? Лайӑх хӑна пулас тесен мӗн тумалла?

ТАРАВАТЛӐ ПУЛНИ ХӐҪАН КИРЛӖ?

5. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче ыттисене хапӑл туса йышӑннине мӗнле кӑтартма пулать?

5 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене килме пире Иеговӑпа унӑн организацийӗ чӗнеҫҫӗ. Пухӑва килсен эпир пурне те, уйрӑмах ҫӗннисене, ӑшшӑн саламлатпӑр (Рим 15:7). Вӗсене те Иегова чӗннӗ, ҫавӑнпа та пирӗн вӗсем хӑйсене кӗтнӗ хӑнасем пек туйччӑр тесе тӑрӑшмалла. Пухӑва пӗрремӗш хут килнисем кирек мӗнле тӑхӑннӑ пулсан та, вӗсене тараватлӑн кӗтсе илмелле (Иак. 2:1—4). Ҫын пӗчченех килнӗ пулсан мӗншӗн-ха ӑна хӑвӑрпа юнашар ларма сӗнес мар? Эсир ӑна программӑра мӗн-мӗн пулассине ӑнлантарса парсан тата вуламалли сӑвӑ йӗркисене шыраса тупма пулӑшсан вӑл сире пархатарлӑ пулӗ, тен. Ҫапла эпир ыттисене хапӑл туса йышӑннине кӑтартӑпӑр (Рим 12:13).

6. Чи малтанах кама хӑнана чӗнмелле?

6 Килте хӑналасси. Ӗлӗк-авал тараватлӑ кил хуҫи хӑнасене апат ҫитерсе янӑ (Пулт. 18:1—8; Тӳр. 13:15; Лука 24:28—30). Ҫапла майпа вӑл хӑнасемпе туслӑ, килӗштерсе пурӑнас килнине кӑтартнӑ. Эпир вара кама хӑнана чӗнме пултаратпӑр? Паллах ӗнтӗ, чи малтанах хамӑр пухури тӑвансене. Тӗнчери лару-тӑру йывӑрлансах пырать, ҫавӑнпа пире шанчӑклӑ туссем питӗ кирлӗ. Пирӗн пухури тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшмалла тата хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетмелле. Ҫакӑ та интереслӗ: унччен АПШри Вефиль ҫемйи вӗренмелли статьяна сӳтсе явма 18 сехет те 45 минутра пуҫтарӑннӑ пулнӑ. 2011 ҫулта вара Ертсе пыракан совет ҫак вӑхӑта 18 сехет те 15 минута куҫарма йышӑну тунӑ. Мӗншӗн? Ҫакӑн ҫинчен пӗлтерӳ тунӑ чухне ҫапла каланӑ: «Тӗлпулу маларах вӗҫленнине пула вефилецсен пӗр-пӗрин патне хӑнана кайма вӑхӑт ытларах пулать». Ытти филиалсем те ҫапла тума пуҫланӑ. Ҫакӑ Вефиль ҫемйисене тата ытларах пӗрлештернӗ.

7, 8. Иеговӑн организацийӗн представителӗсем пирӗн пухӑва килсен вӗсене хапӑл туса йышӑннине мӗнле кӑтартма пулать?

7 Вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн пухӑва район надзирателӗсем, урӑх пухуран доклад тӑвакансем, хӑш-пӗр чухне вара филиалтан тӑвансем килеҫҫӗ. Ҫавӑн чухне пирӗн вӗсене тараватлӑ пулса йышӑнма май уҫӑлать. (3 Иоанн 5—8 вуласа пар.) Сӑмахран, вӗсене хамӑр пата чӗнсе хӑналама пулать. Эсир ҫакнашкал майпа усӑ куратӑр-и?

8 АПШра пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван аса илет: «Нумай ҫул хушши эпир пухӑва докладпа килнӗ тӑвансене арӑмӗсемпе пӗрле хамӑр пата хӑнана чӗнеттӗмӗр. Ҫавӑншӑн эпир нихӑҫан та шеллемен! Кашнинчех нумай савӑнӑҫ илеттӗмӗр — вӑхӑта хаваслӑн ирттереттӗмӗр, пуринчен ытла вара пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленетчӗ».

9, 10. а) Вӑхӑтлӑха пурӑнмалли вырӑн камсене кирлӗ пулма пултарать? ӑ) Камӑн ҫурчӗ пӗчӗк, ҫавсем пулӑшма пултараҫҫӗ-и? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Вӑхӑтлӑха пурӑнмалли вырӑн кирлӗ чухне. Авалхи вӑхӑтра кил хуҫисем час-часах хӑнасене хӑйсем патӗнче ҫӗр каҫма хӑварнӑ (Иов 31:32; Флм. 22). Пирӗн вӑхӑтра та ҫакӑ кирлӗ пулма пултарать. Тӗслӗхрен, район надзирателӗ пухӑва килсен ытларах чухне унӑн кам патӗнче те пулин чарӑнса тӑмалла. Теократи шкулӗсенче вӗренекенсене те, стройкӑна килнӗ доброволецсене те пурӑнма вырӑн кирлӗ пулма пултарать. Ҫутҫанталӑк инкекне пула та пирӗн тӑвансем килсӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Хӑйсен ҫурчӗсене юсиччен е ҫӗнӗрен туса лартиччен вӗсен ӑҫта та пулин пурӑнмалла. Камӑн ҫурт пысӑк, ҫавсем ҫеҫ пулӑшма пултараҫҫӗ тесе шутламалла мар. Тен, вӗсем ку таранччен нумай хут та пулӑшнӑ пулӗ. Эсир вара, кил-ҫурт пӗчӗк пулсан та, кама та пулин вӑхӑтлӑха йышӑнма пултаратӑр-и?

10 Кӑнтӑр Корейӑра пурӑнакан пӗр арҫын тӑван хӑйӗн арӑмӗпе теократи шкулӗсенче вӗренекенсене хӑйсен килӗнче йышӑннине ӑшшӑн аса илет. Вӑл ҫырать: «Малтан эпӗ хӑнасем йышӑнма хӑраса тӑраттӑм, мӗншӗн тесен эпир тин ҫеҫ мӑшӑрланнӑччӗ, пурӑнасса та пӗчӗк ҫуртра пурӑнаттӑмӑр. Ҫав-ҫавах эпир вӗренекенсене йышӑнма шут тытрӑмӑр, вара нумай савӑнӑҫ илтӗмӗр. Эпир, ҫамрӑк мӑшӑр, ҫакна куртӑмӑр: Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракан тата сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пӗрле тӑрӑшакан мӑшӑрсем питӗ телейлӗ».

11. Урӑх ҫӗртен куҫса килнӗ тӑвансемпе мӗншӗн тараватлӑ пулмалла?

11 Урӑх ҫӗртен куҫса килнӗ тӑвансем. Хӑш-пӗр чухне пирӗн пухӑва урӑх ҫӗртен тӑвансем куҫса килеҫҫӗ. Тен, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем, ҫав шутрах пионерсем, пирӗн пухӑва пулӑшас тӗллевпе килнӗ. Вӗсене пурне те ҫӗнӗ вырӑна, ҫӗнӗ пухӑва тата, тен, ҫӗнӗ чӗлхепе культурӑна та хӑнӑхма тивет. Хӑвӑрпа пӗрле апат ҫиме, канма е уҫӑлса ҫӳреме чӗнсен эсир вӗсене ҫӗнӗ туссем тупма тата ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пулӑшма пултаратӑр.

12. Тӗплӗн хатӗрленмесӗрех ыттисемпе тараватлӑ пулма май пуррине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.

12 Ыттисене хӑналама яланах питӗ тӗплӗн хатӗрленмелле тесе шутлама кирлӗ мар. (Лука 10:41, 42 вуласа пар.) Пӗр арҫын тӑван хӑйӗн арӑмӗпе миссионерсем пулса ӗҫлеме пуҫланӑ чухнехи вӑхӑт ҫинчен акӑ мӗн аса илет: «Эпир ҫамрӑкчӗ, опыт та ҫукчӗ тата килтисемшӗн питӗ тунсӑхлаттӑмӑрччӗ. Пӗррехинче каҫхине ман арӑм ҫав тери тунсӑхласа кайнӑччӗ, эпӗ ӑна ниепле те лӑплантараймарӑм. Анчах та сасартӑк пӗр ҫиччӗ ҫурӑра такам алӑкран шаккарӗ. Алӑк умӗнче Библи вӗренекен хӗрарӑм тӑратчӗ, унӑн аллинче виҫӗ апельсинччӗ. Вӑл ҫӗнӗ миссионерсемпе паллашма килнӗ иккен. Эпир ӑна пӳрте кӗртрӗмӗр те пӗр стакан шыв сӗнтӗмӗр. Кайран чей вӗретрӗмӗр тата вӗри шоколад турӑмӑр. Ун чухне эпир суахили чӗлхипе пачах калаҫма пӗлместӗмӗрччӗ, ҫав хӗрарӑм вара акӑлчанла пӗлместчӗ, апла пулин те ҫав каҫ мӗн пулса иртни пире ҫав вырӑнти тӑвансемпе туслашма пуҫлама тата хамӑра телейлӗрех туйма пулӑшрӗ».

ТАРАВАТЛӐ ПУЛМА МӖН ЧӐРМАНТАРМА ПУЛТАРАТЬ?

13. Тараватлӑ пулни мӗнле усӑ парать?

13 Эсир ыттисене хӑнана чӗнме хӑраса тӑни пулнӑ-и? Пулнӑ пулсан, сирӗн вӑхӑта савӑнӑҫлӑн ирттерме тата ҫӗнӗ туссем тупма чаплӑ май ҫухалма пултарнӑ. Тараватлӑ пулни — пӗчченлӗх туйӑмӗнчен сипленмелли чи лайӑх эмел. Мӗншӗн вара хӑшӗ-пӗрисене ыттисене хӑнана чӗнме ҫӑмӑл мар? Айтӑр темиҫе сӑлтава пӑхса тухар.

14. Хӑнана кайма е хӑнасене чӗнме сире вӑхӑт та, вӑй та ҫук пек туйӑнать пулсан, мӗн тумалла?

14 Вӑхӑтпа вӑй. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ялан тенӗ пекех ӗҫсемпе яваплӑхсем нумай. Ҫавӑнпа хӑш-пӗрисем ыттисене хӑнана чӗнме ман вӑхӑт та, вӑй та ҫук теҫҫӗ. Эсир те ҫапла шутлатӑр пулсан, тен, сирӗн хӑвӑрӑн ӗҫсене урӑхларах йӗркелемелле. Вара сирӗн хӑнана кайма е ыттисене хӑналама нумайрах вӑхӑтпа вӑй тупӑнӗ. Библи христиансене пӗр-пӗрне хӑнана чӗнме хавхалантарать (Евр. 13:2). Ҫавӑнпа ҫавӑн валли вӑхӑт уйӑрмалла, анчах та ыттисене хӑна тӑвас тесен пирӗн, тен, кирлех мар ӗҫсене тумасӑр хӑварма тивӗ.

15. Хӑшӗ-пӗрисем мӗн пирки пӑшӑрханаҫҫӗ?

15 Вӑтанса тӑни. Тен, эсир ыттисене хӑнана чӗнесшӗн, анчах та лайӑх пӑхса яраймастӑп тесе иккӗленсе тӑратӑр. Хӑшӗ-пӗрисем вӑтанчӑк пулнӑран ҫынсемпе хутшӑнма пӗлместӗп, вӗсене манпа интереслӗ пулмасть тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Теприсем вара укҫа ҫукрах пулнӑран хӑнасене ытти тӑвансем пек лайӑх хӑналаймастӑп тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та асра тытӑр: чи кирли вӑл ҫурт капӑр пулни мар. Кил таса-тирпейлӗ пулни тата кил хуҫи тараватлӑ пулни чылай кирлӗрех.

16, 17. Хӑнасене чӗнме хӑраса тӑрас мар тесен мӗн тумалла?

16 Хӑнасене чӗнме хӑратӑр пулсан, ан кулянӑр. Великобританире пурӑнакан пӗр старейшина калать: «Хӑнасене кӗтсе хатӗрленнӗ май эсир пӑшӑрханатӑр та пулӗ. Анчах та савӑнӑҫӗ, сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухнехи пекех, пӑшӑрханусенчен ытларах. Эпӗ хӑнасемпе пӗрле кофе ӗҫсе калаҫса ларма юрататӑп». Ан манӑр, чи кирли вӑл — хӑнасемпе чӗререн интересленни (Флп. 2:4). Нумайӑшне хӑйсен пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пама килӗшет. Пӗрле пуҫтарӑнсан эпир тӑвансем ҫинчен нумай мӗн интереслине пӗлме пултаратпӑр. Тепӗр старейшина акӑ мӗн ҫырнӑ: «Пухури тӑвансене хӑнана чӗнни мана вӗсем ҫинчен, уйрӑмах вӗсем чӑнлӑха мӗнле йышӑнни ҫинчен, пӗлме май парать, ҫакӑ вара мана вӗсене лайӑхрах ӑнланма пулӑшать». Хӑнасемпе чунтан интересленетӗр пулсан, сирӗнпе калаҫни-хутшӑнни вӗсен кӑмӑлне кайӗ.

17 Пионер пулса ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван, теократи шкулӗсенче вӗренекенсене хӑй патне пурӑнма йышӑннӑскер, акӑ мӗн калать: «Малтанах эпӗ пӑшӑрханаттӑм, мӗншӗн тесен ман ҫурт чаплах мар, сӗтел-пуканӗ те ҫынран илнӗскер кӑна. Анчах та мана пӗр преподавателӗн арӑмӗ лӑплантарчӗ. Вӑл упӑшки ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫленӗ чухне унпа пӗрле ҫӳренӗ вӑхӑт ҫинчен каласа пачӗ. Ҫавӑн чухне вӗсене пуринчен ытла Иеговӑна хытӑ юратакан тӑвансем патӗнче чарӑнса тӑма килӗшнӗ, мӗншӗн тесен ҫав тӑвансем, пуян мар пулнӑ пулсан та, вӗсем пекех Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлеме тата ансат пурнӑҫпа пурӑнма тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ мана анне час-часах каланӑ сӑмахсене аса илтерчӗ: „Юратса сӑйланӑ пахчаҫимӗҫ апачӗ... аванрах“» (Ытар. 15:17). Ыттисене хӑналама сире юрату хавхалантарса тӑтӑр, вара ним ҫинчен те пӑшӑрханмалла пулмӗ.

18, 19. Пӗр-пӗр тӑвана килӗштерсех кайман чухне ӑна хӑнана чӗнни мӗнле пулӑшма пултарать?

18 Кама та пулин килӗштерсех каймастӑр пулсан. Калӑпӑр, пухури пӗр-пӗр тӑван сире питӗ килӗшмест. Тен, сирӗн характерсем расна е вӑл тахҫан сире кӳрентернине манса каяймастӑр. Ҫавӑнпа сирӗн ӑна хӑнана та чӗнес килмест пулӗ. Ним те тумасан ҫак лайӑх мар туйӑмсем нихӑҫан та иртсе каймӗҫ.

19 Библире каланӑ тӑрӑх, хӑналани кирек мӗнле ҫынпа та, ҫав шутрах тӑшманпа та, мирлешме пулӑшать. (Ытарӑшсем 25:21, 22 вуласа пар.) Тӑвана хӑнана чӗнсе хапӑл туса йышӑнни япӑх туйӑмсене пӗтерме тата хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене лайӑхлатма пулӑшма пултарать. Иегова ҫав тӑванӑн лайӑх енӗсене курнӑран ӑна чӑнлӑха уҫса панӑ. Ҫав тӑвана хӑнана чӗнсен эсир те унӑн лайӑх енӗсене курма пултарӑр, вара ҫавӑнтанах ҫирӗп туслӑх аталанса кайма пултарать (Иоанн 6:44). Тӑвана хӑнана чӗнмешкӗн хӑвӑра юрату хавхалантарса тӑнипе тӑманнине мӗнле тӗрӗслеме пулать? Тӗслӗхрен, Филиппӑ 2:3-мӗшӗнче ҫырнӑ канашпа усӑ курма пулать: «Йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр». Тӑвансем сирӗнтен хӑш енчен лайӑхрах пулнине курма тӑрӑшӑр. Тен, эсир вӗсенчен пӗр-пӗр лайӑх ене, сӑмахран, ӗненӗве, чӑтӑмлӑха, хӑюлӑха е христиансен пулмалли ытти лайӑх енсене, кӑтартма вӗренме пултаратӑр. Тӑвансен лайӑх енӗсене асӑрхама тӑрӑшсан эпир вӗсене чунтан юратма пуҫлатпӑр, пирӗн алӑк та вӗсемшӗн яланах уҫӑ пулӗ.

ЛАЙӐХ ХӐНА ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Ытларах чухне кил хуҫисем хӑнасене кӗтсе маларах хатӗрленеҫҫӗ (20-мӗш абзаца пӑхӑр.)

20. Хӑнана чӗнсен кайма килӗшрӗмӗр пулсан шанчӑклӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла тата ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ?

20 Псалом юрлакан Давид ҫырнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн ҫуртунта кам тӑма пултарайӗ?» (Пс. 14:1.) Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Турӑ ҫуртӗнче мӗнле ҫын хӑнара пулма пултарнине ҫырса кӑтартнӑ. Ҫав ҫыннӑн пулмалли енсенчен пӗри вӑл — шанчӑклӑ пулни. Ҫавӑн пек ҫын пирки Давид ҫапла ҫырнӑ: «Ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть» (Пс. 14:4). Пире хӑнана чӗнсен кайма килӗшрӗмӗр пулсан, витӗмлӗ сӑлтав ҫук ҫӗртенех панӑ сӑмаха улӑштармалла мар. Пире чӗннӗ тӑвансем хӑнасене кӗтсе, тен, хатӗрленме те пуҫланӑ. Эпир килмесен вара вӗсем вӑй хуни кӑлӑхах пулӗ (Матф. 5:37). Хӑш-пӗрисем маларах чӗннӗ ҫӗре каяс вырӑнне теприсем патне кайнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене унта лайӑхрах пулассӑн туйӑннӑ. Анчах та ҫакӑ хӑйсене маларах чӗннӗ тӑвана юратманни тата хисеплеменни пулмасть-и вара? Хӑнана кирек кам чӗнсен те пирӗн чун-чӗререн пархатарлӑ пулмалла, кил хуҫисем мӗн сӗнме пултарни ҫине пӑхмалла мар (Лука 10:7). Кӗтмен ҫӗртен лару-тӑру улшӑннине пула плансене улӑштарма тиврӗ пулсан, хӑнана чӗнекен тӑвана ҫавӑн ҫинчен май ҫитнӗ таран маларах пӗлтермелле. Ҫапла эпир тӑвана юратнине тата унӑн туйӑмӗсене шута илнине кӑтартӑпӑр.

21. Лайӑх хӑна пулас тесен мӗн шута илмелле?

21 Унсӑр пуҫне, вырӑнти йӑла-йӗркене те шута илмелле. Хӑш-пӗр халӑхра кӗтмен хӑнана та яланах хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, тепӗр халӑхра вара маларах калаҫса татӑлмалла. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче хӑнасене чи лайӑх апат-ҫимӗҫпе хӑналаса чыс тӑваҫҫӗ, теприсенче вара килтисене те, хӑнасене те пӗр пек апатпах хӑналаҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче хӑнасем кучченеҫпе килеҫҫӗ, ытти вырӑнсенче вара хӑнасене ним те илсе килтересшӗн мар. Хӑш-пӗр культурӑра икӗ-виҫӗ хут чӗннӗ хыҫҫӑн тин хӑнана кайма килӗшмелле теҫҫӗ, тепӗр культурӑра вара хӑнана кайма тӳрех килӗшмесен ҫынна хисеплеменни пулать теҫҫӗ. Айтӑр хамӑра чӗнекен тӑвансене кӑмӑлсӑр тӑвас мар тесе мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тӑвар.

22. Пӗр-пӗринпе тараватлӑ пулни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

22 Петр ҫырнӑ: «Пурте пӗтесси ҫывӑх ӗнтӗ» (1 Петр 4:7). Халӗ ҫак вӑхӑт тата ҫывӑхрах. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ алӑк умӗнчех тӑрать. Ку тӗнче мӗн чухлӗ хытӑрах хӗстерет, пухури тӑвансем хушшинчи юрату ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех пулмалла. Петрӑн ҫак канашне тытса тӑни халӗ нихҫанхинчен те кирлӗрех: «Пӗр-пӗринпе ӳпкевсӗр-мӗнсӗр тараватлӑ пулӑр» (1 Петр 4:9, ҪХ). Пӗр-пӗринпе тараватлӑ пулни халӗ те, пуласлӑхра та ӗмӗр-ӗмӗрех савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ.