Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

28-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!

Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!

«Тӗнчери патшалӑх Ҫӳлхуҫамӑрӑн, Ун Христосӗн Патшалӑхӗ пулса тӑчӗ» (ӲЛӖМ. 11:15).

22-МӖШ ЮРӐ Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗн пирки эпир иккӗленместпӗр тата мӗншӗн?

 ХАЛЬХИ пурнӑҫ ҫине пӑхса эсир лайӑххине шанатӑр-и? Ҫынсем ытларахӑшӗ усалланса пыраҫҫӗ тата хӑйсене ҫеҫ юратаҫҫӗ. Ҫемьесем арканаҫҫӗ, килтисем пӗр-пӗринчен сивӗнеҫҫӗ. Нумайӑшне влаҫсене шанма йывӑр. Апла пулин те тӗнчери лару-тӑру пирӗн пурнӑҫ лайӑхланасса шантарать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫынсем «юлашки кунсем» пирки каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн хӑйсене тытаҫҫӗ (2 Тим. 3:1—5). Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫак пророкла сӑмахсем хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланни пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Пророкла сӑмахсем пурнӑҫланни вара Христос Иисус Турӑ Патшалӑхӗнче Патша пек ертсе пынине ҫирӗплетсе парать. Ҫакӑ Патшалӑх ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсенчен пӗри анчах-ха. Ытти пророкла сӑмахсем те юлашки ҫулсенче мӗнле пурнӑҫланнине пӑхса тухни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ.

Пазлсене пуҫтарса тулли ӳкерчӗк курнӑ пекех, Даниилӑн кӗнекинчи тата Ӳлӗмхи кӗнекери пророкла сӑмахсене пӑхса тухни пире ҫакна курма пулӑшать: Иегова каланӑ пекех, пӗтес вӑхӑт ҫывӑх (2-мӗш абзаца пӑхӑр)

2. Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр тата мӗнле тӗллевпе? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Ҫак статьяра эпир хӑш-пӗр пророкла сӑмахсене пӑхса тухӑпӑр. Вӗсем пире Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан ертсе пыма пуҫланине ӑнланма, Иисус халӗ пӗлӗтри Патшалӑхра ертсе пынине курма тата Турӑ Патшалӑхӗн тӑшманӗсем мӗнле пӗтессине пӗлме пулӑшӗҫ. Пазлсене пуҫтарса тулли ӳкерчӗк курнӑ пекех, пророкла сӑмахсене пӑхса тухни пире ҫакна курма пулӑшать: Иегова каланӑ пекех, пӗтес вӑхӑт ҫывӑх.

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ХӐҪАН ЕРТСЕ ПЫМА ПУҪЛАНИНЕ МӖНЛЕ ПӖЛМЕЛЛЕ?

3. Даниил 7:13, 14 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсем мӗн пирки шантараҫҫӗ?

3 Даниил 7:13, 14 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсем пире Христос Иисус Турӑ Патшалӑхӗнче чаплӑ Патша пуласси пирки шантараҫҫӗ. Ӑна хаваспах «пур халӑхсем» пӑхӑнса тӑрӗҫ тата ун хыҫҫӑн урӑх патша пулмӗ. Даниил каланӑ тепӗр пророкла сӑмахсем тӑрӑх вара, Иисусӑн ҫичӗ вӑхӑт иртсен патшана лармалла пулнӑ. Ҫакӑ хӑҫан пурнӑҫланнине пӗлме пулать-и?

4. Даниил 4:7—14 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла сӑмахсем Христос хӑҫан Патшана ларнине шутласа кӑларма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

4 Даниил 4:7—14 вуласа парӑр. «Ҫичӗ вӑхӑт» вӑл 2 520 ҫулран тӑракан тапхӑр. Ҫак тапхӑр пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта Вавилон ҫыннисем Турӑ лартнӑ патшана патша вырӑнӗнчен сирпӗтсен пуҫланнӑ. Вӗҫленессе вара 1914 ҫулта, Иегова Иисуса — камӑн патшана ларма право пулнӑ, ҫавна — патшана лартсан вӗҫленнӗ (Иез. 21:25—27) *.

5. Мӗншӗн пирӗн «ҫичӗ вӑхӑт» ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнланмалла?

5 Мӗншӗн пирӗн ҫак пророкла каланин пӗлтерӗшне ӑнланмалла? «Ҫичӗ вӑхӑт» ҫинчен пророкла калани Иегова хӑй сӑмах панисене шӑп палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫлани пирки шантарать. Турӑ Патшалӑха хӑй шухӑшласа хунӑ вӑхӑтра йӗркеленӗ пулсан, ытти пророкла сӑмахсене те хӑй палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫлӗ. Иеговӑн кунӗ те вӑхӑтрах килӗ (Аввак. 2:3).

ХРИСТОС ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖН ПАТШИ ПУЛСА ТӐНИНЕ ЭПИР ӐҪТАН ПӖЛЕТПӖР?

6. а) Ҫӗр ҫинчи мӗнле событисем Христос пӗлӗтре ертсе пыма пуҫланине кӑтартса параҫҫӗ? ӑ) Ҫак событисем пуласса Ӳлӗмхи 6:2—8 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла калани мӗнле ҫирӗплетсе парать?

6 Хӑйӗн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫлениччен кӑшт маларах Иисус пӗтӗм тӗнчипех мӗнле событисем пулса иртесси ҫинчен каланӑ. Ҫак событисене курса унӑн вӗренекенӗсен Иисус Патша пек ертсе пыма пуҫланине ӑнланмалла пулнӑ. Сӑмахран, Иисус вӑрҫӑсем, выҫлӑх тата ҫӗр чӗтреннисем пулӗҫ тенӗ. Тата вӑл хӑш-пӗр вырӑнсенче эпидемисем те пулаҫҫӗ тесе каланӑ. Тӗслӗхрен, COVID-19 пандеми Иисус мӗн калани тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парать (Матф. 24:3, 7; Лука 21:7, 10, 11). Ҫак событисем пурте Иисус Христос Патшара ларнине кӑтартаҫҫӗ. Иисус, хӑй вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн 60 ҫула яхӑн иртсен, Иоанн апостола курӑнусем кӑтартса ҫак событисем чӑнах пурнӑҫланаҫҫӗ тесе ҫирӗплетсе панӑ. (Ӳлӗмхи 6:2—8 вуласа парӑр.) Куратпӑр ӗнтӗ, Иисус 1914 ҫулта патшана ларнӑранпа ҫакӑ веҫех пурнӑҫланса пырать.

7. Иисус Патшана ларсан мӗншӗн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ татах йывӑрланса кайнӑ?

7 Иисус Патшана ларсан мӗншӗн ҫӗр ҫинчи лару-тӑру татах япӑхланнӑ? Ӳлӗмхи 6:2-мӗшӗнче пӗр пӗлтерӗшлӗ шухӑш пур. Патшана ларсанах Иисус вӑрҫа тухнӑ. Кампа ҫапӑҫнӑ-ши вӑл? Шуйттанпа тата унӑн демонӗсемпе. Ӳлӗмхи кӗнекери 12-мӗш сыпӑк тӑрӑх вара, Иисус Шуйттана аркатса тӑкнӑ та демонӗсемпе пӗрле ҫӗре сирпӗтнӗ. Вара ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ ҫитнӗ, мӗншӗн тесен Шуйттан урса кайнипе ҫынсене нумай асап кӑтартма пуҫланӑ (Ӳлӗм. 12:7—12).

Япӑх хыпарсем пире савӑнтармаҫҫӗ пулин те, Библири пророкла сӑмахсем пурнӑҫланни Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине ҫирӗплетсе парать (8-мӗш абзаца пӑхӑр)

8. Мӗншӗн пирӗн Патшалӑх ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсем хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланнине ӑнланмалла?

8 Мӗншӗн пирӗн ҫак пророкла каланисен пӗлтерӗшне ӑнланмалла? Тӗнчери событисем тата ҫынсем япӑхланса пыни Иисус патшана ларнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫынсем хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлани тата пӗр-пӗрне курайманни кулянтарать, паллах. Апла пулин те вӗсен ӗҫӗсем Библири пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынине кӑтартса параҫҫӗ. Эппин, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать! (Пс. 36:1). Армагеддон ҫывхарса пынӑҫемӗн пурнӑҫ йывӑрлансах пырӗ (Марк 13:8; 2 Тим. 3:13). Ҫӳлти Атте пире тӗнчери лару-тӑру мӗншӗн япӑхланса пынине ӑнлантарса панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ.

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖН ТӐШМАНӖСЕМ МӖНЛЕ ПӖТӖҪ?

9. Даниил 2:28, 31—35 сӑвӑ йӗркисенче юлашки державӑна мӗнле сӑнласа панӑ тата вӑл хӑҫан ертсе пыма пуҫланӑ?

9 Даниил 2:28, 31—35 вуласа парӑр. Ҫак пророкла калани пурнӑҫланса пынине эпир хамӑр куҫпах куратпӑр. Навуходоносор тӗлӗкӗ «юлашки кунсенче», Христос ертсе пыма пуҫласан, мӗн пулассине кӑтартнӑ. Иисусӑн тӑшмансем пулӗҫ. Вӗсенчен пӗри Библире пророкла каланӑ пӗтӗм державӑсенчен юлашкийӗ. Курӑнура ӑна тимӗрпе тӑмран тунӑ ура лапписем пек кӑтартнӑ. Ҫак держава халӗ ертсе пырать. Ҫакӑ вӑл Англипе Америка держави. Вӑл Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Великобританипе Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем тачӑ хутшӑннипе йӗркеленнӗ. Навуходоносор тӗлӗкӗ ҫак держава малтанхи державӑсенчен мӗнле икӗ енчен уйрӑлса тӑнине кӑтартнӑ.

10. а) Даниил Англипе Америка держави пирки пророкла мӗн калани хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланать? ӑ) Пирӗн мӗнрен асӑрханмалла? (« Асӑрханӑр: тӑм!» рамкӑна пӑхӑр.)

10 Пӗрремӗшӗнчен, малтанхи державӑсемпе танлаштарсан, Англипе Америкӑна пӗр-пӗр металпа, сӑмахран, ылтӑнпа е кӗмӗлпе, сӑнласа паман. Ӑна тӑмпа хутӑштарнӑ тимӗр пек сӑнласа панӑ. Тӑм ахаль ҫынсене пӗлтерет (Дан. 2:43). Ҫав ҫынсем суйлавсенче сасӑлаҫҫӗ, профсоюзсем йӗркелеҫҫӗ, массӑллӑ протестсем ирттереҫҫӗ тата граждан прависемшӗн кӗрешеҫҫӗ. Ҫавӑнпа политиксем хӑйсем мӗн тӑвас килнине веҫех тӑваймаҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗм тӗнчери державӑна вӑйсӑрлатать.

11. Англипе Америка держави хальхи вӑхӑтра ертсе пыни эпир юлашки кунсенче пурӑннине мӗнле кӑтартса парать?

11 Иккӗмӗшӗнчен, Англипе Америка державине пысӑк кӗлеткен ура лапписем пек кӑтартнӑ. Апла, пӗтӗм тӗнчери державӑсенчен вӑл юлашки пулӗ. Ун хыҫҫӑн ҫынсен патшалӑхӗсем урӑх пулмӗҫ. Турӑ Патшалӑхӗ Армагеддон вӑрҫинче ҫак державӑна та, ҫынсен ытти патшалӑхӗсене те пӗтерӗ (Ӳлӗм. 16:13, 14, 16; 19:19, 20) *.

12. Даниилӑн пророкла сӑмахӗсем эпир юлашки кунсенче пурӑннине мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ тата мӗншӗн унӑн сӑмахӗсем пире йӑпатаҫҫӗ тата шанчӑк параҫҫӗ?

12 Мӗншӗн пирӗн ҫак пророкла каланин пӗлтерӗшне ӑнланмалла? Даниил каланӑ пророкла сӑмахсенче эпир юлашки кунсенче пурӑннине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем татах та пур. Даниил 2 500 ҫул ытла каялла каланӑ тӑрӑх, Вавилон хыҫҫӑн Турӑ халӑхӗ ҫине пӗтӗм тӗнчери тата тӑватӑ держава витӗм кӳрсе тӑрӗ. Англипе Америка держави вара вӗсенчен юлашки пулӗ. Ҫакна ӑнланни пире йӑпатать тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсен патшалӑхӗсене пӗтерсе пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗпе хӑй ертсе пыма пуҫласса шантарать (Дан. 2:44).

13. Ӳлӗмхи 17:9—12 сӑвӑ йӗркисенчи саккӑрмӗш патша тата «вунӑ патша» мӗне пӗлтереҫҫӗ тата унти пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?

13 Ӳлӗмхи 17:9—12 вуласа парӑр. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑйлӑ аркату кӳнӗ, ҫавӑнпа политика ертӳҫисем пӗтӗм тӗнчипех мир тӑвасшӑн пулнӑ. Ҫапла майпа Библире юлашки кунсем пирки каланӑ тепӗр пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнӑ. 1920 ҫулхи январь уйӑхӗнче Нацисен Лигине йӗркеленӗ, 1945 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче вара ун вырӑнне Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине йӗркеленӗ. Ҫак организаци пирки Библире саккӑрмӗш патша тенӗ, анчах та вӑл пӗтӗм тӗнчери держава мар. Ҫак организацин хӑйне пулӑшса тӑракан патшалӑхсене пула власть пур. Библире ҫав патшалӑхсене «вунӑ патша» тенӗ.

14, 15. а) Ӳлӗмхи 17:3—5 сӑвӑ йӗркисенче «Аслӑ Вавилон» пирки мӗн каланӑ? ӑ) Суя тӗне тытса тӑракансем нумайӑшӗ мӗн тӑваҫҫӗ?

14 Ӳлӗмхи 17:3—5 вуласа парӑр. Турӑ панӑ курӑнура Иоанн апостол аскӑн хӗрарӑма, «Аслӑ Вавилона», курнӑ. Ҫак аскӑн арӑм суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне пӗлтерет. Иоанн курнӑ курӑну мӗнле пурнӑҫланать? Суя тӗн пуҫлӑхӗсем ӗмӗрсем хушши политика ертӳҫисемпе пӗрле ҫума-ҫумӑн ӗҫлеҫҫӗ тата вӗсене пиллеҫҫӗ. Анчах та кӗҫех «Турӑ вӗсен чӗрине Хӑй ирӗкне пурӑнӑҫлантарас енне» сулӑнтарӗ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерӗ? Ҫав патшалӑхсем, «вунӑ патша», суя тӗн ҫине тапӑнӗҫ те ӑна пӗтерӗҫ (Ӳлӗм. 17:1, 2, 16, 17).

15 Аслӑ Вавилон кӗҫех пӗтессине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Хуравне пӗлес тесе айтӑр историе аса илер. Авалхи Вавилон хулине хӑватлӑ Евфрат шывӗ хӳтӗленӗ. Ӳлӗмхи кӗнекере вара Аслӑ Вавилон майлӑ тӑракансене ӑна хӳтӗлекен юханшывсемпе танлаштарнӑ (Ӳлӗм. 17:15). Анчах та юханшывсем типсе ларӗҫ тесе те каланӑ, урӑхла каласан, суя тӗнрен нумай ҫын тухса кайӗ (Ӳлӗм. 16:12). Ҫак пророкла сӑмахсем хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн нумай ҫын хӑйсен ыйтӑвӗсен хуравӗсене тупаймасӑр суя тӗне тытса тӑма пӑрахать.

16. Мӗншӗн пирӗн Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине йӗркелени ҫинчен тата Аслӑ Вавилона пӗтерни ҫинчен калакан пророкла сӑмахсене ӑнланмалла?

16 Мӗншӗн пирӗн ҫак пророкла каланисен пӗлтерӗшне ӑнланмалла? Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине йӗркелени тата нумай ҫын суя тӗне тытса тӑма пӑрахни эпир юлашки кунсенче пурӑннине кӑтартать. Вавилона хӳтӗлесе тӑракан сӑнарлӑ юханшывсем типеҫҫӗ пулсан та, суя тӗн урӑх сӑлтава пула тӗп пулӗ. Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, Иегова «вунӑ патшана», урӑхла каласан, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине пулӑшакан патшалӑхсене, хӑйӗн ирӗкне тума хистӗ. Вӗсем Аслӑ Вавилона пӗр самантрах пӗтерӗҫ. Ҫакӑ тӗнчери пур ҫыншӑн та кӗтмен япала пулӗ тата нумай йывӑрлӑх кӳме пултарӗ (Ӳлӗм. 18:8—10) *. Анчах та Турӑ халӑхӗн савӑнмашкӑн сахалтан та икӗ сӑлтав пур. Пӗрремӗшӗ — Иеговӑн авалхи тӑшманӗ яланлӑхах тӗп пулӗ. Иккӗмӗшӗ вара — эпир ҫак усал тӗнчерен кӗҫех хӑтӑлӑпӑр (Лука 21:28).

ИЕГОВА ХӐЙӖН ХАЛӐХНЕ ХӲТӖЛЕССЕ ӖНЕНӖР

17, 18. а) Хамӑр ӗненӗве малалла та ҫирӗплетес тесен мӗн тумалла? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Даниил чӑнлӑх ҫинчен «пӗлӳ ӳсӗ» тесе пророкла каланӑ пулнӑ. Унӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнине эпир хамӑр куҫпах куратпӑр. Эпир хамӑр пурӑнакан вӑхӑт пирки каланӑ пророкла сӑмахсене ӑнланатпӑр (Дан. 12:4, 9, 10). Вӗсем тӗп-тӗрӗс пурнӑҫланса пыни пире Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне хытӑрах хисеплеме хавхалантарать (Ис. 46:10; 55:11). Айтӑр малалла та хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетер. Ҫакна мӗнле тумалла-ши? Библие тарӑннӑн тӗпчӗр тата ыттисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӑр. Иегова хӑйне чун-чӗререн шанакансене хӳтӗлӗ тата «туп-тулли тӑнӑҫлӑх» парӗ (Ис. 26:3).

18 Тепӗр статьяра эпир христиансем юлашки кунсенче туса тӑракан ӗҫ ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсене пӑхса тухӑпӑр. Ҫав пророкла каланисем те эпир юлашки кунсенче пурӑннине кӑтартса параҫҫӗ. Эпир Иисус, Турӑ Патшалӑхӗн Патши, хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене ертсе пынине уҫҫӑн курӑпӑр.

61-МӖШ ЮРӐ Свидетельсем, малалла утар!

^ Эпир этемлӗх историйӗнчи тӗлӗнмелле тапхӑрта пурӑнатпӑр. Библири пророкла сӑмахсенче каланӑ пекех, халӗ Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать. Ҫак статьяра эпир ҫав пророкла сӑмахсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухӑпӑр. Ҫакӑ пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ тата халӗ те, пуласлӑхра та лӑпкӑ пулса Иеговӑна шанма пулӑшӗ.

^ «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери 32-мӗш урокри 4-мӗш пункта тата jw.org сайтри «Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ» видеоролика пӑхӑр.

^ Даниил пророкла калани ҫинчен ытларах пӗлес тесе 2012 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» 10—16 страницӑсене пӑхӑр.

^ Кӗҫех мӗн пуласси ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!» кӗнекери 21-мӗш сыпӑка пӑхӑр.