Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Павела «виҫҫӗмӗш тӳпене ҫитиех илсе кайнӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла? (2 Кор. 12:2—4.)

2 Коринф 12:2, 3 сӑвӑ йӗркисенче Павел апостол «виҫҫӗмӗш тӳпене ҫитиех илсе кайнӑ» ҫын ҫинчен ҫырнӑ. Вӑл кам пирки каланӑ? Павел Коринфри пуху патне янӑ ҫырура Турӑ ӑна апостол пулма лартни ҫинчен палӑртнӑ (2 Кор. 11:5, 23). Ҫавӑн пекех вӑл «Ҫӳлхуҫа мӗн кӑтартни, мӗн уҫса пани» ҫинчен асӑннӑ (2 Кор. 12:1, 5).

Эппин, «виҫҫӗмӗш тӳпене ҫитиех» тата «рая илсе кайнӑ» ҫын вӑл Павел хӑй пулнӑ (2 Кор. 12:2—4). «Уҫса пани» тени вара Турӑ ӑна пуласлӑхра мӗн пулассине уҫса панине кӑтартать.

Павел каланӑ «виҫҫӗмӗш тӳпе» мӗн вӑл?

Библире «тӳпе» тени пӗлӗте пӗлтерме пултарать (Пулт. 11:4; 27:28; Матф. 6:26, ҪТ). Унсӑр пуҫне, вӑл хӑш-пӗр чухне ҫӗр ҫинчи правительствӑсене пӗлтерет (Дан. 4:20—22). Тата ҫак сӑмах Турӑ ертсе пынине, ҫав шутрах унӑн Патшалӑхӗ ертсе пынине, сӑнарласа пама пултарать (Ӳлӗм. 21:1).

Павел «виҫҫӗмӗш тӳпене» курнӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Шухӑша палӑртас е вӑйлатас тесе Библире хӑш-пӗр сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене виҫӗ хутчен ҫырнӑ (Ис. 6:3; Иез. 21:27; Ӳлӗм. 4:8). «Виҫҫӗмӗш тӳпе» ҫинчен каланӑ чухне Павел чи ҫӳллӗ шайра тӑракан правительство пирки — Иисус Христоспа 144 000 патша ертсе пыракан Мессианла Патшалӑх пирки — каланӑ пулас («Понимание Писания» энциклопедире «Небо» статьяна пӑхӑр). Петр апостол та «ҫӗнӗ тӳпе... кӗтсе тӑратпӑр» тесе ҫырнӑ чухне шӑп ҫав Патшалӑх ҫинчен каланӑ (2 Петр 3:13).

Павел асӑннӑ «рай» пирки вара мӗн калама пулать?

«Рай» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ тӗрлӗрен пулма пултарать. Пӗрремӗшӗнчен, Адампа Ева пурӑннӑ вырӑна рай тенине шута илсен, ҫак сӑмах ҫӗр ҫинчи пулас рая пӗлтерме пултарать. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл, тен, ҫӗнӗ тӗнчере ҫынсемпе Иегова хушшинчи тата ҫынсем хушшинчи пулас мире пӗлтерет. Виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫак сӑмах ҫӳлти калама ҫук лайӑх лару-тӑрӑва — Ӳлӗмхине 2:7-мӗшӗнче асӑннӑ «Туррӑн райне» — пӗлтерме пултарать (2015 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» 8-мӗш страницӑри 8-мӗш абзаца пӑхӑр).

Павел хӑй курнӑ курӑну пирки ҫырса панӑ чухне, тен, ҫавсем ҫинчен пурин ҫинчен те каланӑ.

Айтӑр пӗтӗмлетӳ тӑвар.

2 Коринф 12:2-мӗшӗнче асӑннӑ «виҫҫӗмӗш тӳпе» «ҫӗнӗ тӳпене» — Христоспа 144 000 патша ертсе пыракан Мессианла Патшалӑха — пӗлтерет пулас (2 Петр 3:13).

«Виҫҫӗмӗш тӳпе» тенипе Павел ҫак Патшалӑх чи ҫӳллӗ шайра тӑракан правительство пулнине палӑртасшӑн пулнӑ.

Павел курнӑ «рай» ҫакна пӗлтерет пулас: 1) ҫӗр ҫинчи пулас рая; 2) ҫынсемпе Иегова хушшинчи тата ҫынсем хушшинчи мире, ҫав мир вара хальхинчен те чаплӑрах пулӗ; 3) ҫӳлти «Туррӑн райне». Ҫӗнӗ тӗнчере ҫаксем виҫҫӗш те пулӗҫ.

Ҫӗнӗ тӗнче шутне ҫӗнӗ пӗлӗт тата ҫӗнӗ ҫӗр кӗреҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӗлӗт вӑл — ҫӳлти Турӑ Патшалӑхӗ, ҫӗнӗ ҫӗр вара — ҫӗр ҫинчи райра Турӑшӑн ӗҫлекен этемлӗх.