Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ хисепре пултӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ хисепре пултӑр

«Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (МАРК 10:9).

ЮРӐСЕМ: 131, 132

1, 2. Еврейсем 13:4-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

ЭПИР пурсӑмӑр та Иеговӑна чыс-хисеп кӳресшӗн. Вӑл ҫавна тивӗҫлӗ тата пире те чыс тума сӑмах парать (1 Патш. 2:30; Ытар. 3:9; Ӳлӗм. 4:11). Ҫавӑн пекех пирӗн ытти ҫынсене, тӗслӗхрен, влаҫра ларакансене, хисеплемелле (Рим 12:10; 13:7). Унсӑр пуҫне, пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепе хумалла. Ҫакӑ питӗ кирлӗ.

2 Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса [«хисепре», ҪХ] пултӑр, выртан вырӑн айӑпсӑр пултӑр» (Евр. 13:4). Павел «мӑшӑрлӑ пурӑнасси... хисепре» тесе каламан, «хисепре пултӑр» тенӗ. Ҫапла майпа вӑл кашни христианина мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепе хума ӳкӗтленӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине Павел пекех пӑхатӑп-и?» Ҫак ыйту пирки уйрӑмах ҫемьеллӗ ҫынсен шухӑшламалла.

3. Иисус мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки мӗнле хушу панӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Эпир мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепе хуратпӑр пулсан Иисус Христос пекех тӑватпӑр. Фарисейсем Иисусран «упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и» тесе ыйтсан, вӑл Иегова пӗрремӗш мӑшӑр ҫинчен мӗн каланине аса илтернӗ: «Этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ». Унтан вӑл ҫапла хушса каланӑ: «Ҫавӑнпа та Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Марк 10:2—12 вуласа пар; Пулт. 2:24).

4. Турӑ шутласа хунӑ тӑрӑх, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ мӗнле пулмалла пулнӑ?

4 Иисус мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Иегова пуҫарса янине тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ӗмӗрлӗхе тӑсӑлмалла пулнине кӑтартнӑ. Турӑ Адампа Евӑна уйрӑлма юрать тесе каламан. Вӑл шутласа хунӑ тӑрӑх, «иккӗшӗн» ӗмӗр-ӗмӗрех пӗрле пулмалла пулнӑ.

МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪ ВӐХӐТЛӐХА УЛШӐННӐ

5. Ҫынсем вилме пуҫлани мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

5 Адам ҫылӑх тунӑ пирки ҫынсен пурнӑҫӗ улшӑнса кайнӑ. Вӗсем вилме пуҫланӑ, ҫакӑ вара мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине те витӗм кӳнӗ. Павел апостол христианинӑн мӑшӑрӗ вилсен вӑл каллех мӑшӑрланма пултарать тесе ӑнлантарса панӑ (Рим 7:1—3).

6. Моисей саккунӗ Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепе хунине мӗнле кӑтартать?

6 Иегова Израиль халӑхне панӑ Саккунра мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки те хушусем пулнӑ. Тӗслӗхрен, унта темиҫе арӑмпа пурӑнассипе ҫыхӑннӑ хушусем пулнӑ. Темиҫе арӑм илесси Саккуна паричченех йӑлана кӗнӗ пулнӑран Иегова темиҫе арӑм илме ирӗк панӑ. Саккун темиҫе арӑмпа пурӑнакан ҫыннӑн арӑмӗсемпе ачисен прависене хӳтӗленӗ. Тӗслӗхрен, израильтянин хӗрарӑм чурана качча илнӗ хыҫҫӑн тепӗр арӑм илсен, унӑн пӗрремӗш арӑмне апатсӑр тата тумтирсӗр хӑварма юраман, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси те сыхланса юлмалла пулнӑ (Тух. 21:9, 10). Пирӗн Моисей саккунне тытса тӑмалла мар пулин те, вӑл пире Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗн таран хисепленине курма пулӑшать. Ҫакӑ вара пире мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепе хума хавхалантарать.

7, 8. а) Саккуна астутарни 24:1-мӗшӗ тӑрӑх, упӑшки арӑмӗнчен хӑҫан уйрӑлма пултарнӑ? ӑ) Иегова мӑшӑрсем уйрӑласси ҫине мӗнле пӑхать?

7 Саккунра уйрӑласси пирки вара мӗн каланӑ пулнӑ? Иегова шутласа хунӑ тӑрӑх, мӑшӑрсен уйрӑлма юраман, анчах та Саккун израильтянина «арӑмӗ ҫумӗнче мӗн те пулин йӗрӗнмелли» тупсан унран уйрӑлма ирӗк панӑ. (Саккуна астутарни 24:1 вуласа пар.) «Йӗрӗнмелли» шутне мӗн-мӗн кӗнине Моисей Саккунӗнче ҫырман пулнӑ пулсан та, унта, паллах, арӑмӗн пӗр-пӗр ҫитменлӗхӗ пирки мар, пысӑк ҫылӑхӗ е ҫемье ятне яма пултаракан ӗҫӗ пирки сӑмах пынӑ (Сак. аст. 23:14). Шел пулин те, Иисус вӑхӑтӗнче иудейсем нумайӑшӗ «кирек мӗнле сӑлтавпа та» арӑмӗсенчен уйрӑлнӑ (Матф. 19:3). Пирӗн вара мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине вӗсем пек ҫӑмӑлттайлӑн пӑхма юрамасть.

8 Малахия пророк урлӑ Иегова мӑшӑрсем уйрӑласси ҫине хӑй мӗнле пӑхни ҫинчен каланӑ. Ун вӑхӑтӗнче упӑшкасем ҫамрӑкла илнӗ арӑмӗсемпе сутӑнчӑкла хӑтланса вӗсенчен уйрӑлнӑ. Тен, ҫав арҫынсем суя турӑсене пуҫҫапакан ҫамрӑк хӗрарӑмсене качча илесшӗн пулнӑ. Иегова вӗсене: «Эпӗ уйӑрӑлнине кураймастӑп»,— тенӗ (Мал. 2:14—16, ҪТ). Ҫак сӑмахсем Турӑ пӗрремӗш мӑшӑр ҫинчен мӗн каланипе килӗшсе тӑраҫҫӗ: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем... арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» (Пулт. 2:24). Иисус мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине хӑйӗн Ашшӗ пек пӑхнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Матф. 19:6).

УЙРӐЛМА ИРӖК ПАРАКАН ПӖРТЕН-ПӖР СӐЛТАВ

9. Марк 10:11, 12 сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнланмалла?

9 Хӑш-пӗрисем ҫапла ыйтма пултараҫҫӗ: «Христиансен мӑшӑртан уйрӑлма ирӗк паракан мӗнле те пулин сӑлтав пур-и?» Иисус ҫакӑн ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Кам хӑй арӑмне уйӑрса ярса урӑх арӑм илет, ҫавӑ аскӑн ӗҫ тӑвать; арӑм та, хӑй упӑшкинчен уйӑрӑлса урӑх ҫынна качча кайсан, аскӑн ӗҫ тӑвать» (Марк 10:11, 12; Лука 16:18). Иисус мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепе хуни, ҫавна ыттисенчен те кӗтни уҫҫӑн курӑнать. Арҫын хӑйне шанчӑклӑ пулнӑ арӑмӗнчен темле сӑлтава пула уйрӑлса урӑх хӗрарӑма качча илнӗ пулсан, ҫакӑ мӑшӑра улталанипе пӗрех пулнӑ. Арӑмӗ те хӑйне шанчӑклӑ пулнӑ упӑшкинчен уйрӑлса урӑх арҫынна качча кайнӑ пулсан мӑшӑра улталанӑ теме пулать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та вӗсем Турӑ умӗнче «пӗр ӳт» пулма пӑрахмаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Иисус каланӑ тӑрӑх, упӑшки арӑмӗнчен уйрӑлсан ӑна аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртет. Мӗнле майпа? Ҫав вӑхӑтра уйрӑлнӑ хӗрарӑмӑн хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе каллех качча кайма тивнӗ. Ҫакӑ вара мӑшӑра улталанипе пӗрех пулнӑ.

10. Мӗнле сӑлтава пула христианин хӑйӗн мӑшӑрӗпе уйрӑлса урӑххипе мӑшӑрланма пултарать?

10 Иисус мӑшӑрсем пӗр сӑлтава пула ҫеҫ уйрӑлма пултараҫҫӗ тесе каланӑ. «Кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех [грекла «порне́йа»] уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать»,— тенӗ вӑл (Матф. 19:9). Ту ҫинче каланӑ проповедьре те вӑл ҫавнах вӗрентнӗ (Матф. 5:31, 32). Икӗ хутӗнче те Иисус «аскӑн ӗҫ» пирки каланӑ. «Аскӑн ӗҫ» шутне ҫак ӗҫсем кӗреҫҫӗ: мӑшӑра улталани, проституци, мӑшӑрланман арҫынпа хӗрарӑм, е хӗрарӑмпа хӗрарӑм, е арҫынпа арҫын, е ҫын чӗрчунпа ар ҫыхӑнӑвне кӗни. Енчен те авланнӑ арҫын аскӑн ӗҫ тунӑ пулсан, арӑмӗ унран уйрӑлма пултарать. Уйрӑлсан вӗсем Турӑ умӗнче упӑшкипе арӑмӗ пулма пӑрахаҫҫӗ.

11. Мӗншӗн хӑш-пӗр христиансем аскӑн ӗҫ тунӑ мӑшӑртан уйрӑлас темеҫҫӗ?

11 Асӑрхӑр-ха: Иисус мӑшӑрсенчен пӗри аскӑн ӗҫ тусан унпа уйрӑлмаллах тесе каламан. Тӗслӗхрен, арӑм упӑшкаран уйрӑлмасан лайӑхрах пулать теме пултарать. Тен, вӑл упӑшкине унчченхи пекех юратать, ҫавӑнпа ӑна каҫарса ҫемьери хутшӑнусене лайӑхлатма шут тытӗ. Унсӑр пуҫне, арӑмӗ ҫакна та ӑнланать: упӑшкинчен уйрӑлса урӑххине качча каймасан йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Вӑл хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарӗ-и? Ар хутшӑнӑвне кӗмесӗр пурӑнма пултарайӗ-и? Хӑйне пӗчченлӗх туйӑмӗ пусса илмӗ-и? Уйрӑлни ачасем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ? Вӗсене чӑнлӑха вӗрентме йывӑртарах пулмӗ-и? (1 Кор. 7:14.) Мӑшӑртан уйрӑлсан чӑнах та пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

12, 13. а) Осия ҫемйинче мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Мӗншӗн Осия Гомере килне тавӑрнӑ тата ҫакӑ упӑшкасемпе арӑмсене мӗне вӗрентет?

12 Турӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхнине лайӑхрах ӑнланма Осия тӗслӗхӗ пулӑшать. Иегова ӑна арӑм илме хушнӑ тата ҫав арӑм пирки аскӑнланса пурӑнса ютран ача ҫуратӗ тенӗ. Осия Гомере качча илнӗ, лешӗ «ӑна ывӑл ача ҫуратса панӑ» (Ос. 1:2, 3). Каярахпа вара Гомерь ютран тепӗр ик ача, хӗрпе ывӑл, ҫуратнӑ. Гомерь пӗрре анчах мар Осияна улталанӑ пулсан та вӑл унран уйрӑлман. Юлашкинчен вара Гомерь упӑшкине пӑрахса тухса кайнӑ та чура пулса тӑнӑ. Осия вара ӑна чуралӑхран тӳлесе илнӗ (Ос. 3:1, 2). Осия тӗслӗхӗпе Иегова хӑйне шанчӑклӑ пулман Израиль халӑхне пӗрре анчах мар каҫарнине кӑтартнӑ. Ҫак тӗслӗх пире мӗне вӗрентет?

13 Мӑшӑрӗ аскӑн ӗҫ тунине пӗлсен христианинӑн йышӑну тумалла. Пӗр енчен, Иисус каланӑ тӑрӑх, унӑн хӑйӗн мӑшӑрӗнчен уйрӑлса урӑх ҫынпа мӑшӑрланма ирӗк пур. Тепӗр енчен, христианин мӑшӑрне каҫарма пултарать. Осия Гомере каялла килне илсе килнӗ те урӑх ан аскӑнлан тенӗ. Пӗр вӑхӑт хушши вӑл унпа ар хутшӑнӑвне кӗмен, анчах та кайран каллех унпа арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ пулас. Ҫавӑн евӗрлех Иегова та хӑйӗн халӑхне каҫарма хатӗр пулнӑ тата хӑйӗнпе ҫывӑхланма май панӑ (Ос. 1:11; 3:3—5). Упӑшкасемпе арӑмсем ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Христианин хӑйне улталанӑ мӑшӑрӗпе каллех арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма пуҫлать пулсан ӑна каҫарнине кӑтартать (1 Кор. 7:3, 5). Вара унӑн уйрӑлма сӑлтав пулмасть. Ҫавӑн хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Иегова пекех хисеплеме вӗренес тесен пӗрле вӑй хумалла пулать.

ҪЕМЬЕРЕ ПЫСӐК ЙЫВӐРЛӐХСЕМ СИКСЕ ТУХСАН

14. 1 Коринф 7:10, 11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫемьере мӗнле лару-тӑру пулма пултарать?

14 Христиансен пурин те мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Иеговӑпа Иисус пекех хисепе хумалла. Анчах та ҫитменлӗхсем пулнӑран ҫакна тума йывӑр пулма пултарать (Рим 7:18—23). Ҫавӑнпа пӗрремӗш ӗмӗрте хӑш-пӗр христиансен ҫемйисенче йывӑрлӑхсем пулнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Арӑмӗн упӑшкине пӑрахса уйрӑм пурӑнмалла мар тесе ҫырнӑ Павел апостол. Ҫапах та хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пекки пулкаланӑ. (1 Коринф 7:10, 11 вуласа пар.) *

Пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухсан ҫемьене упраса хӑварас тесе мӗн тума пулать? (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15, 16. ӑ) Ҫемьере пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӑшӑрсен мӗн тумалла тата мӗншӗн? ӑ) Мӑшӑрӗ Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан христианинӑн мӗнле канаша асра тытмалла?

15 Мӗнле сӑлтавсене пула арӑмӗ упӑшкинчен уйрӑм пурӑнма пултарни пирки Павел ҫырса паман. Паллах, сӑлтавӗ упӑшки аскӑн ӗҫ тунинче пулман, мӗншӗн тесен ун пек чухне арӑмӗн упӑшкинчен уйрӑлса урӑххине качча кайма ирӗк пулнӑ. Павел вара арӑмӗн качча каймасӑр пурӑнмалла е упӑшкипе мирлешмелле тенӗ, мӗншӗн тесен Турӑ умӗнче вӗсем мӑшӑрсем пулма пӑрахман. Апостол каланӑ тӑрӑх, пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма пӑрахман мӑшӑрсен пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, вӗсен мирлешмелле, йывӑрлӑхсене татса парса малалла та пӗрле пурӑнмалла. Упӑшкипе арӑмӗ старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ, лешӗсем вара никам майлӑ тӑмасӑр вӗсене Библи тӑрӑх канаш парӗҫ.

16 Мӑшӑрсенчен пӗри Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан вара? Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан христианин уйрӑм пурӑнма пултарать-и? Маларах пӑхса тухрӑмӑр ӗнтӗ, Библире мӑшӑр улталасан ҫеҫ унран уйрӑлма юрать тенӗ, анчах та унта мӗнле сӑлтава пула уйрӑм пурӑнма юранине каламан. Павел ҫырнӑ: «Арӑмӗ те, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан та, арӑмӗпе пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр» (1 Кор. 7:12, 13). Ҫак канаша паянхи кун та тытса тӑмалла.

17, 18. Мӗншӗн хӑш-пӗр христиансем пысӑк йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах мӑшӑра пӑрахса хӑвармаҫҫӗ?

17 Хӑш-пӗр чухне ӗненмен упӑшкин ӗҫӗсенче вӑл Турӑшӑн ӗҫлекен арӑмӗпе пурӑнас килменни курӑнать. Тен, вӑл хӑйне тискеррӗн тытнипе арӑмӗн сывлӑхӗпе пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет. Е, тен, вӑл ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтермест, е арӑмне Турӑ сивлекен ӗҫсене тума хӗтӗртсе тӑрать тата Турӑшӑн ӗҫлеме чарать. Ун пек чухне христианка, упӑшки унпа пурӑнасшӑн мар тесе тӳррӗн каламасть пулсан та, ҫавна унӑн ӗҫӗсем кӑтартаҫҫӗ тесе унран уйрӑм пурӑнма шут тытма пултарать. Анчах та хӑш-пӗр христианкӑсем ҫавӑн пек лару-тӑрура упӑшкипе пурӑнма юлса ҫемьери хутшӑнусене лайӑхлатса пӑхма шутлаҫҫӗ. Мӗншӗн?

18 Мӑшӑрсем уйрӑм пурӑнма шутласан та упӑшкипе арӑмӗ пулма пӑрахмаҫҫӗ. Вӗсенчен кашнийӗ ҫӳлерех асӑннӑ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарать. Павел апостол упӑшкипе арӑмӗн мӗншӗн пӗрле пурӑнмалли пирки тата ҫапла ҫырнӑ: «Ӗнтӗ ӗненмен упӑшка арӑмӗ ӗненни урлӑ тасалать, ӗненмен арӑм та упӑшки ӗненни урлӑ тасалать. Унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла таса» (1 Кор. 7:14). Турра шанчӑклӑ христиансенчен нумайӑшӗ, лару-тӑрӑвӗ питӗ йывӑр пулнӑ пулсан та, ӗненмен мӑшӑра пӑрахса хӑварас темен. Каярахпа вӗсен мӑшӑрӗсем Иегова Свидетелӗсем пулса тӑнӑ. Ҫав христиансем пысӑк йывӑрлӑхсене тӳсме тивнӗшӗн пӗртте ӳкӗнмеҫҫӗ (1 Коринф 7:16 вуласа пар; 1 Петр 3:1, 2).

19. Мӗншӗн христиансем хушшинче телейлӗ ҫемьесем нумай?

19 Иисус мӑшӑрсен мӗнле сӑлтава пула уйрӑлма юранине ӑнлантарса панӑ, Павел апостол вара христиансене уйрӑм пурӑнасси пирки канаш панӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепе хуччӑр тенӗ. Хальхи вӑхӑтра христиансен пухӑвӗсенче телейлӗ, пӗр-пӗрне шанчӑклӑ мӑшӑрсем нумай. Ҫав ҫемьесенче упӑшкисем арӑмӗсене юратаҫҫӗ, арӑмӗсем вара упӑшкисене хисеплеҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫемьесем сирӗн пухура та пур пулӗ. Вӗсем хӑйсен тӗслӗхӗпе кашни ҫынах мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплеме вӗренме пултарнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫав упӑшкасемпе арӑмсем миллионӗ-миллионӗпе Иеговӑн ҫак сӑмахӗсем чӑн пулнине кӑтартса параҫҫӗ: «Этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» (Эф. 5:31, 33). Ҫакӑ савӑнтармаллипех савӑнтарать!

[Сноска]

^ 14 абз. Чӑваш Библи куҫарӑвӗнче «уйӑрӑлмалла мар» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «уйрӑм пурӑнмалла мар» тенине пӗлтерет.