Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Яшсемпе хӗрсем, сирӗн пурнӑҫ телейлӗ пултӑр

Яшсемпе хӗрсем, сирӗн пурнӑҫ телейлӗ пултӑр

«Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартӑн» (ПС. 15:11).

ЮРӐСЕМ: 133, 89

1, 2. Ҫын улшӑнма пултарнине пӗр ҫамрӑкӑн тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать?

ТОНИ ашшӗсӗр ӳснӗ. Аслӑ классенче вӗреннӗ чухне вӑл шкула ҫӳреме пӑрахасшӑн пулнӑ. Канмалли кунсенче вӑл кунӗ-кунӗпе кинора ларнӑ е вӑхӑта туссемпе ирттернӗ. Тони пуҫтах ача пулман, наркотикпе те иртӗхмен, анчах та унӑн пурнӑҫӗ тӗллевсӗр пулнӑ, Турӑ пурри пирки те вӑл иккӗленнӗ. Пӗррехинче вӑл пӗр мӑшӑрпа, Иегова Свидетелӗсемпе, паллашнӑ. Тони вӗсене хӑйне мӗн иккӗлентерни ҫинчен каласа парса темиҫе ыйту панӑ. Свидетельсем ӑна икӗ брошюра панӑ — «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» тата «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?»

2 Ҫав мӑшӑр Тонипе тепӗр хут тӗл пулнӑ чухне унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пачах улшӑннӑ. Тони хӑйне панӑ брошюрӑсене ҫав тери тӗплӗн тӗпчесе лӳчӗркесех пӗтернӗ пулнӑ. «Тӳпере Турӑ пулмаллах»,— тенӗ вӑл. Тони Библи вӗренме килӗшнӗ, вара майӗпен пурнӑҫ ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ. Унсӑр пуҫне, Тони япӑх вӗренекенрен чи лайӑх вӗренекенсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Ҫакӑ шкул директорне те тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Вӑл Тоние каланӑ: «Эсӗ хӑвна йӗркеллӗ тытма тата чылай лайӑхрах вӗренме пуҫларӑн. Сан ҫине Иегова Свидетелӗсемпе хутшӑнни ҫавӑн пек витӗм кӳчӗ-и?» Тони «ҫапла» тенӗ, вара вӗсен Библи ҫинчен лайӑх калаҫу пуҫланнӑ. Тони шкултан лайӑх вӗренсе тухнӑ, халӗ вӑл пулӑшакан ӗҫчен тата пионер пулса ӗҫлет. Унсӑр пуҫне, унӑн халӗ чи лайӑх Атте пур — Иегова. Тони ҫавӑншӑн питӗ савӑнать (Пс. 67:6).

ИЕГОВӐНА ИТЛЕ, ВАРА ӐНӐҪЛӐ ПУЛӐН

3. Иегова ҫамрӑксене мӗнле канаш парать?

3 Тонипе мӗн пулса иртни Турӑ ҫамрӑксене пулӑшасшӑн пулнине уҫҫӑн кӑтартса парать. Тӗллевлӗ те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшас тесе Иегова сана ҫакӑн пек канаш парать: «Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр» (Еккл. 12:1). Хальхи тӗнчере ҫавна тума ҫӑмӑлах мар пулсан та, эсӗ ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пултарӑн. Турӑ сана халӗ те, ӳссе ҫитсен те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшӗ. Ҫак шухӑша лайӑхрах ӑнланас тесе айтӑр израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗре мӗнле ярса илнине тата Давид Голиафа мӗнле ҫӗнтернине пӑхса тухар.

4, 5. Израильтянсем Ханаан ҫӗрне мӗнле ҫӗнсе илни тата Давид Голиафа мӗнле ҫӗнтерни пире мӗне вӗрентет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗр патне ҫитсен Турӑ вӗсене мӗн тума хушнӑ? Ҫапӑҫма вӗренмелле тенӗ-и? Ҫук. (Сак. аст. 28:1, 2.) Иегова вӗсене хӑйӗн саккунӗсене пӑхӑнма тата хӑйне шанма хушнӑ (Иис. Н. 1:7—9). Ҫын куҫӗпе пӑхсан ҫав хушу усӑсӑр пек туйӑнма пултарнӑ. Анчах та шӑп ҫакӑ Израиль халӑхне ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ тума пулӑшнӑ (Иис. Н. 24:11—13). Чӑнах та, Турра итлесе пурӑнас тесен ӗненӳ кирлӗ, унсӑрӑн ӑнӑҫлӑ пулаймӑн. Малтан та ҫапла пулнӑ, халӗ те ҫаплах.

5 Голиаф хӑрушӑ, вӑйлӑ хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫар ҫынни пулнӑ. Унӑн ҫӳллӗшӗ виҫӗ метра яхӑн пулнӑ (1 Патш. 17:4—7). Давидӑн вара чулрав ҫеҫ пулнӑ тата вӑл хӑйӗн Туррине, Иеговӑна, шаннӑ. Турра ӗненсех кайман ҫынсем Давид хӑйне ӑссӑрла тытать тесе шутланӑ пулӗ. Анчах та вӗсем питӗ йӑнӑшнӑ! Давид мар, Голиаф ӑссӑр ҫын пулнӑ (1 Патш. 17:48—51).

6. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

6 Унчченхи статьяран эпир пире телейлӗ пулма пулӑшас тесе Иегова мӗнле тӑватӑ ырлӑх пани ҫинчен пӗлтӗмӗр. Ҫак ырлӑхсем вӗсем — Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ, чи лайӑх туссем, тӗрӗс тӗллевсем тата чӑн-чӑн ирӗклӗх. Ҫак статьяра вара эпир ҫак ырлӑхсем пире тата ытларах усӑ паччӑр тесен мӗн тумаллине сӳтсе явӑпӑр.

ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫР

7. а) Мӗнле ҫын пирки Турӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшакан ҫын теме пулать? ӑ) Давид «манӑн пайӑм — Ҫӳлхуҫа» тенине мӗнле ӑнланмалла тата Давидӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ?

7 Иеговӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшакан ҫын Турра хытӑ ӗненет тата пур лару-тӑру ҫине те Турӑ пек пӑхма тӑрӑшать. Ҫакӑн пек ҫын Турӑран канаш ыйтать тата ӑна яланах итлесе пурӑнасшӑн (1 Кор. 2:12, 13). Ҫак тӗлӗшрен Давид лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Манӑн еткерӗм, манӑн пайӑм — Ҫӳлхуҫа. Манӑн шӑпама Эсӗ тытса тӑратӑн» (Пс. 15:5). Давид ҫав «пайшӑн» — хӑйӗнпе Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусемшӗн — пархатарлӑ пулнӑ, вӑл Иеговӑра хӳтлӗх тупнӑ (Пс. 15:1). Ҫавна пула Давид мӗн туйнӑ? Вӑл манӑн «чун-чӗрем хӗпӗртерӗ» тесе ҫырнӑ. Туррӑн ҫывӑх тусӗ пулнишӗн Давид калама ҫук хытӑ савӑннӑ. (Псалом 15:9, 11 вуласа пар.)

8. Чӑн-чӑн телей мӗнрен килет?

8 Вӑйӑ-кулӑ тата укҫа-тенкӗ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакан ҫынсем Давид туйнӑ савӑнӑҫа нихӑҫан та туйса илеймӗҫ (1 Тим. 6:9, 10). Канадӑра пурӑнакан пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Чӑн-чӑн телей эпир пурнӑҫран мӗн илме пултарассинчен килмест, вӑл эпир Пурнӑҫ Паракана, пире ҫав тери нумай чаплӑ парне парнелекене, мӗн панинчен килет» (Иак. 1:17). Ҫапла, Иеговӑна ӗненни тата уншӑн ӗҫлесе тӑни санӑн пурнӑҫна телейлӗ те тӗллевлӗ тӑвӗ. Ӗненӗве ҫирӗплетес тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Турӑ Сӑмахне вулама, вӑл тунӑ япаласене сӑнама тата унӑн паха енӗсем ҫинчен, тӗслӗхрен, вӑл сана юратни ҫинчен, шухӑшлама вӑхӑт уйӑр (Рим 1:20; 5:8).

9. Турӑ Сӑмахӗ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

9 Ашшӗ ачисене ыррӑн тӳрлетнӗ пекех хӑш-пӗр чухне Иегова та пире тӳрлетет, ҫапла майпа вӑл пире юратнине кӑтартать. Давид хӑйне Иегова тӳрлетнӗшӗн савӑннӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Хама ӑстӑн панӑ Ҫӳлхуҫана тав тӑвӑп; ӑшӑм-чиккӗм мана ҫӗр варринче те вӗрентет» (Пс. 15:7). Давид Иегова мӗнле шухӑшланине ӑнланма тӑрӑшнӑ тата Турӑ Сӑмахне хӑй ҫине витӗм кӳме панӑ. Эсӗ те ҫапла тӑватӑн пулсан Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлӑн тата ӑна яланах итлесе пурӑнас кӑмӑл ҫирӗпленӗ. Вара эсӗ Иегова пек шухӑшлама вӗренӗн. Кристин ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑйӗн пирки ҫапла калать: «Пӗр-пӗр ыйтӑва тӗпчесе мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне Иегова ҫакна шӑп ман валли ҫырнӑ пек туйӑнать!»

10. Исаия 26:3-мӗшӗ тӑрӑх, хӑвпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусем сана хӑш енчен пулӑшӗҫ?

10 Эсӗ Иеговӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшатӑн пулсан ҫак тӗнче ҫине те, пуласлӑх ҫине те Турӑ пек пӑхма вӗренӗн. Иегова паракан пӗлӳпе ӑнланӑва эсӗ урӑх ниҫта та илеймӗн. Ҫав пӗлӳпе ӑнланӑва парса вӑл сана пурнӑҫра мӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланма тата малашлӑха хӑрамасӑр пӑхма пулӑшасшӑн. Хӑйне шанса тӑракансене Иегова хӳтӗлесе тӑрӗ тата иксӗлми мир парӗ. (Исаия 26:3 вуласа пар.) Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Джошуа ҫапла калать: «Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн эсӗ пур япала ҫине те тӗрӗс пӑхма вӗренетӗн». Ҫакӑ чӑнах та ҫапла!

ЛАЙӐХ ТУССЕМ ШЫРА

11. Давид камсем хушшинче туссем шыранӑ?

11 Псалом 15:3 вуласа пар. Давид кам лайӑх тус пулма пултарнине пӗлнӗ. Иеговӑна юратакансемпе хутшӑнни ӑна пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ. Ҫав ҫынсем пирки вӑл «сӑваплӑ» тенӗ, мӗншӗн тесен вӗсем нравственность нормисене тытса тӑнӑ. Лайӑх туссем мӗнле тупмаллине тепӗр псалом юрлаканӗ те ҫырнӑ: «Эпӗ — Санран хӑракансемпе, Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнакансемпе пӗрле» (Пс. 118:63). Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, эсӗ Иеговӑран хӑракан, ӑна итлекен ҫынсем хушшинче нумай лайӑх тус тупма пултаратӑн. Санӑн тусусем тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем пулма пултарасси ҫинчен те манса ан кай.

12. Мӗншӗн Давидпа Ионафан ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ?

12 Давид туссене суйланӑ чухне хӑйпе пӗр ҫулхисене ҫеҫ суйламан. Унӑн ҫывӑх тусӗсенчен пӗри кам пулнине астӑватӑн-и? Ионафан. Вӗсем лайӑх тус пулас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Ионафан Давидран 30 ҫул аслӑрах пулни ҫинчен эсӗ пӗлнӗ-и? Мӗншӗн вӗсем ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ? Мӗншӗн тесен вӗсем иккӗшӗ те Турра хытӑ ӗненнӗ, пӗр-пӗрне хисепленӗ тата вӗсенчен кашнийӗ Туррӑн тӑшманӗсемпе хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ (1 Патш. 13:3; 14:13; 17:48—50; 18:1).

13. Ытларах тус тупас тесе мӗн тума пулать? Тӗслӗх каласа парӑр.

13 Иеговӑна юратакансемпе туслашни пире те пысӑк савӑнӑҫ парать. Турӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекен Кира ҫапла калать: «Манӑн туссем хушшинче тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пур, вӗсем пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗпе пурӑнаҫҫӗ». Эсӗ Иеговӑн тӗрлӗ ӗҫлекенӗсемпе туслашса кайсан Турӑ Сӑмахӗн тата святой сывлӑшӑн мӗнле вӑй пуррине курӑн — вӑл ҫынсене пӗрлештерет.

ТӖРӖС ТӖЛЛЕВСЕМ ЛАРТ

14. а) Тӗрӗс тӗллевсем лартма мӗн пулӑшать? ӑ) Хӑш-пӗр ҫамрӑк тӑвансем тӗллевсем пирки мӗн калаҫҫӗ?

14 Псалом 15:8 вуласа пар. Давид Турӑшӑн ӗҫлессине хӑйӗн пурнӑҫӗнче малти вырӑна хунӑ. Эсӗ те ҫаплах тӑватӑн пулсан тата тӗрӗс тӗллевсем лартатӑн пулсан санӑн пурнӑҫу чӑннипех телейлӗ пулӗ. Стивен ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Тӗллев лартса ӑна пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшни тата хӑв мӗнле ҫитӗнӳсем тунине курни пысӑк савӑнӑҫ парать». Германирен урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ пӗр ҫамрӑк тӑван вара ҫапла калать: «Ватӑлса ҫитсен каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ май хамшӑн ҫеҫ пурӑннине курса ӳкӗнмелле ан пултӑрччӗ». Эсӗ ҫак тӑванӑн сӑмахӗсемпе килӗшетӗн-и? Килӗшетӗн пулсан, хӑвӑн мӗнпур пултарулӑхпа Иеговӑна мухтава кӑларас тесе тата ҫынсене пулӑшас тесе усӑ кур (Гал. 6:10). Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем ларт та вӗсене пурнӑҫлама Иеговӑран пулӑшу ыйт. Вӑл пулӑшасси пирки пӗртте ан иккӗлен (1 Иоанн 3:22; 5:14, 15).

15. Эсӗ мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑн? («Мӗнле тӗллевсем лартма пулать?» рамкӑна пӑхӑр.)

15 Эсӗ мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑн? Тӗслӗхрен, пухура хӑвӑн сӑмахусемпе хуравлама, пионер пулма, Вефильте ӗҫлеме е ют чӗлхепе калаҫакансене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе вӗсен чӗлхине вӗренме пулать. Барак ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑван, Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенскер, ҫапла калать: «Эпӗ кашни ир ҫак шухӑшпа вӑранатӑп: эпӗ Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлесе тӑратӑп. Ҫакӑнтан лайӑхраххи мӗн пултӑр?»

ИЕГОВА ПАНӐ ИРӖКЛӖХЕ ХАКЛА

16. Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсене юратнине Давид мӗнле кӑтартнӑ?

16 Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсем пире чӑннипех ирӗклӗ тӑваҫҫӗ. Вӗсем пире ыррине юратма, усаллине вара курайми пулма пулӑшаҫҫӗ (Ам. 5:15). Давид Иеговӑн ырӑлӑхӗ «иксӗлми» тенӗ (Пс. 30:20). Иегова мӗн туни пӗтӗмпех ырӑ тата эпир илнӗ мӗнпур ырлӑх — унран. Давид Иегова пек пулма, Турӑ мӗне юратнине юратма тата уншӑн мӗн ырӑ, ҫавна тума пӗтӗм вӑя хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Турӑ курайман ӗҫсене курайми пулма вӗреннӗ. Ҫав ӗҫсем шутне, тӗслӗхрен, йӗрӗхсене пуҫҫапни кӗрет, мӗншӗн тесен ҫакӑ этем чысне ярать. Ҫавӑн пекех суя турӑсене пуҫҫапакан ҫынсем Иегова ҫеҫ илме тивӗҫлӗ мухтава йӗрӗхсене кӳреҫҫӗ (Ис. 2:8, 9; Ӳлӗм. 4:11).

17, 18. а) Ҫылӑх мӗн патне илсе ҫитересси ҫинчен Давид мӗн ҫырнӑ? ӑ) Хальхи вӑхӑтра мӗне пула ҫынсен «хӗн-асапӗ хушӑнса» пырать?

17 Авалхи вӑхӑтра ҫынсем йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ чухне час-часах питӗ йӗрӗнтерекен аскӑн ӗҫсем тунӑ (Ос. 4:13, 14). Нумайӑшне йӗрӗхсене пуҫҫапма килӗшнӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене ҫылӑхлӑ ӳт хыҫҫӑн кайса аскӑнланма май панӑ. Анчах та ҫакӑ вӗсене чӑннипех телейлӗ тунӑ-и? Пачах урӑхла, Давид «ют турӑ патне васкакансен хӗн-асапӗ хушӑнса» пырӗ тесе ҫырнӑ (Пс. 15:4). Ҫав ҫынсем хӑйсен ачисене те суя турӑсене парне пек кӳнӗ! (Ис. 57:5.) Иегова ҫав тискер ӗҫсене курайман (Иер. 7:31). Эсӗ ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ пулсан, хӑвӑн аҫупа аннӳ Иеговӑна ӗненсе ӑна итлесе пурӑннӑшӑн ҫав тери савӑннӑ пулӑттӑн!

18 Хальхи вӑхӑтра та суя тӗне тытса тӑракансем час-часах аскӑн ӗҫсенче, ҫав шутрах арҫынпа арҫын е хӗрарӑмпа хӗрарӑм пӗрле пурӑннинче, ним япӑххи те ҫук теҫҫӗ. Ӳт хыҫҫӑн кайса аскӑнланса пурӑнакан ҫынсем хӑйсем пирки ирӗклӗ тесе шутлаҫҫӗ пулин те, вӗсен «хӗн-асапӗ хушӑнса» пырать (1 Кор. 6:18, 19). Эсӗ хӑв та ҫакна лайӑх куратӑн пулӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑн пӗлӗтри Аҫуна итлесе пурӑн. Ҫакӑ сана усӑ кӳресси пирки пӗртте ан иккӗлен. Ҫылӑх мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен шухӑшла, вара вӑхӑтлӑха савӑнассишӗн ытла пысӑк хак тӳлеме тивессине уҫҫӑн курӑн (Гал. 6:8). Ҫӳлерех асӑннӑ Джошуа акӑ мӗн калать: «Ирӗклӗхпе тӗрлӗрен усӑ курма пулать. Унпа тӗрӗс мар усӑ курни вара пачах телей кӳмест».

19, 20. Иеговӑна ӗненсе ӑна итлесе пурӑнакан ҫамрӑксем мӗнле пиллӗхсем илеҫҫӗ?

19 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр; вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:31, 32). Иегова пулӑшнипе эпир чӑнлӑха пӗлтӗмӗр, суя тӗн тыткӑнӗнчен тухрӑмӑр тата тӗшмӗшрен тасалтӑмӑр. Пуласлӑхра вара эпир «Турӑ ачисен ирӗклӗхне» илӗпӗр (Рим 8:21). Иисусӑн сӑмахне, урӑхла каласан, вӑл вӗрентнине, тытса тӑрсан эсӗ ҫав ирӗклӗхе хӑш-пӗр енчен халех туйма пултарӑн тата чӑнлӑха пӗлӗн кӑна мар, чӑнлӑхпа пурӑнӑн та.

20 Турӑ панӑ ирӗклӗхе хакла, унпа тӗрӗс усӑ кур. Ҫакӑ сана пӗтӗм пурнӑҫ ҫине витӗм кӳрекен йышӑнусем тунӑ чухне тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшӗ. Пӗр ҫамрӑк арҫын тӑван ҫапла каланӑ: «Ҫамрӑк чухнех хӑвӑн ирӗклӗхӳпе тӗрӗс усӑ куратӑн пулсан каярахпа пысӑкрах йышӑнусем тунӑ чухне, тӗслӗхрен, мӗнле ӗҫе кӗрессипе е ҫемье ҫавӑрассипе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тунӑ чухне, ҫӑмӑлтарах пулӗ».

21. «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа» илсе каякан ҫул ҫинчен пӑрӑнмасӑр пырас тесен мӗн тумалла?

21 Ҫак тӗнчере хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсем пирки лайӑх пурӑнатпӑр тесе шутлаҫҫӗ, анчах та этем пурнӑҫӗ питӗ кӗске тата никам та ыран мӗн пуласса пӗлмест (Иак. 4:13, 14). Ҫавӑнпа кам «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа» илсе каякан ҫул ҫинчен пӑрӑнмасӑр пырать, ҫавӑ ӑслӑ-тӑнлӑ (1 Тим. 6:19). Паллах, Иегова ҫак ҫулпа никама та вӑйпа пыртармасть. Ҫак йышӑнӑва санӑн хӑвӑн тумалла. Иеговӑна хӑвӑн «паю» ту, вӑл паракан мӗнпур ырлӑхшӑн пархатарлӑ пул (1 Тим. 6:17). Иегова сана «тулли савӑнӑҫ» тата «ӗмӗрлӗх телей» парасси пирки ан иккӗлен (Пс. 15:11).