Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

33-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Сире итлекенсене Турӑ ҫӑлӗ

Сире итлекенсене Турӑ ҫӑлӗ

«Хӑвна ху та, мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр; ҫакна яланах ҫирӗп тытса пыр, ҫапла пурӑнсассӑн эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн» (1 ТИМ. 4:16).

67-МӖШ ЮРӐ Турӑ сӑмахне пӗлтерер

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Килтисем тӗлӗшӗнчен эпир мӗн пирки ӗмӗтленетпӗр?

«ЧӐНЛӐХА пӗлсенех манӑн килтисене хампа пӗрле райра пурӑнтарас килчӗ,— каласа парать Полин * ятлӑ хӗрарӑм тӑван.— Анчах пуринчен ытла эпӗ хамӑн упӑшкапа, Уэйнпа, тата хамӑрӑн ывӑлпа пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме ӗмӗтленеттӗмччӗ». Сирӗн килтисем * хушшинче вара хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлеменнисем пур-и? Пур пулсан, эсир Полин мӗн туйнинех туйма пултаратӑр.

2. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

2 Эпир килтисене вӑйпах ырӑ хыпара йышӑнтарма пултараймастпӑр. Анчах вӗсен Библире мӗн каланине пӗлес кӑмӑл ҫуралтӑр тесе эпир вӗсене пулӑшма пултаратпӑр (2 Тим. 3:14, 15). Мӗншӗн килтисене ырӑ хыпар пӗлтермелле? Мӗншӗн вӗсен туйӑмӗсене шута илмелле? Вӗсене хамӑр пекех Иеговӑна юратма пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн пухури тӑвансем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

МӖНШӖН КИЛТИСЕНЕ ЫРӐ ХЫПАР ПӖЛТЕРМЕЛЛЕ?

3. 2 Петр 3:9-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн килтисене ырӑ хыпар пӗлтермелле?

3 Кӗҫех Иегова ҫак усал тӗнчене пӗтерет. «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсем» ҫеҫ ҫӑлӑнса юлӗҫ (Ап. ӗҫ. 13:48, ҪТ). Эпир палламан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе нумай вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан тата нумай вӑй хуратпӑр пулсан, паллах ӗнтӗ, килтисене те — вӗсем пирӗнпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме пултарччӑр тесе — чӑнлӑха каласа парӑпӑр. Юратакан ҫӳлти Атте, Иегова, «никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр» тет. (2 Петр 3:9 вуласа парӑр.)

4. Килтисене ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне эпир мӗнле йӑнӑш тума пултаратпӑр?

4 Пирӗн ҫакна асра тытмалла: пурнӑҫа ҫӑлакан хыпара тӗрӗс те, тӗрӗс мар та пӗлтерме пулать. Палламан ҫынсемпе эпир ытларах чухне ыррӑн калаҫатпӑр, анчах килтисемпе калаҫнӑ чухне ытла тӳррӗн калаҫма пултаратпӑр.

5. Килтисене чӑнлӑха каласа парас умӗн мӗне асра тытмалла?

5 Пирӗнтен нумайӑшӗ килтисене пӗрремӗш хут ырӑ хыпара мӗнле пӗлтернине кулянса аса илет. Халӗ эпир хамӑра пачах урӑхла тытнӑ пулӑттӑмӑр. Павел апостол христиансене ҫакӑн пек канаш панӑ: «Сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр, витӗмлӗ пултӑр, вара эсир кирек кама та вырӑнлӑ хуравлатӑр» (Кол. 4:5, 6). Ҫак сӑмахсене килтисене ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне асра тытар. Ҫакӑн пек тумасан эпир вӗсене чӑнлӑха йышӑнма пулӑшас вырӑнне кӳрентерме пултаратпӑр.

КИЛТИСЕНЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛАТЬ?

Эпир килтисен туйӑмӗсене шута илетпӗр пулсан тата вӗсемпе ырӑ пулсан, вӗсем чӑнлӑх хӑйсене те усӑ пама пултарнине курма пултарӗҫ (6—8 абзацсене пӑхӑр.) *

6, 7. Иеговӑшӑн ӗҫлемен мӑшӑрӑн туйӑмӗсене шута илмеллине кӑтартакан тӗслӗхе илсе парӑр.

6 Вӗсен туйӑмӗсене шута илӗр. Унччен асӑннӑ Полин каласа парать: «Малтанах эпӗ упӑшкапа Турӑ ҫинчен тата Библи ҫинчен анчах калаҫасшӑнччӗ. Кулленхи ӗҫсем пирки эпир пачах калаҫман». Анчах унӑн упӑшки, Уэйн, Библие япӑх пӗлнӗ тата хӑйне Полин мӗн каласшӑн пулнине ӑнланман. Арӑмне хӑйӗн тӗнӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те интереслентермен пек туйӑннӑ ӑна. Полин хӑрушӑ сектӑна лекнӗ тата ӑна улталаҫҫӗ тесе те шутланӑ Уэйн.

7 Полин каласа панӑ тӑрӑх, каҫхине тата канмалли кунсенче вӑл ытларах пухури тӑвансемпе хутшӑннӑ: вӗсем патне хӑнана, ҫавӑн пекех пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тата ырӑ хыпар сарма ҫӳренӗ. «Хушӑран Уэйн киле таврӑнсан унта никам та пулман. Вӑл хӑйне тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйнӑ»,— тесе калать Полин. Паллах ӗнтӗ, Уэйнӑн арӑмӗпе тата ывӑлӗпе пӗрле пулас килнӗ. Вӗсем вӑхӑта кампа ирттернине вӑл пӗлмен, ҫавӑн пекех арӑм манран ытларах хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗсене хаклать тесе шутланӑ вӑл. Уэйн уйрӑлассипе хӑратнӑ. Эсир мӗнле шутлатӑр, упӑшкин туйӑмӗсене шута илнине Полин мӗнле кӑтартма пултарнӑ?

8. 1 Петр 3:1, 2 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, килтисем ҫине ытларах мӗн витӗм кӳрет?

8 Ӗҫсем сӑмахсенчен витӗмлӗрех пулнине асра тытӑр. Час-часах килтисем ҫине эпир мӗн калани мар, эпир мӗн туни ытларах витӗм кӳрет. (1 Петр 3:1, 2 вуласа парӑр.) Юлашкинчен Полин та ҫакна ӑнланнӑ. Вӑл каласа парать: «Уэйн пире юратнине те, чӑннипе манпа уйрӑласшӑн пулманнине те эпӗ пӗлнӗ. Анчах вӑл уйрӑласси ҫинчен каласан манӑн йӑлтах Иегова вӗрентнӗ пек тумаллине ӑнлантӑм. Упӑшкана пӗрмаях ырӑ хыпар калас вырӑнне манӑн хама тӗрӗс тытмалла пулнӑ». Полин Библи ҫинчен кӑна калаҫма пӑрахнӑ та Уэйнпа кулленхи ӗҫсем ҫинчен калаҫма тытӑннӑ. Уэйн арӑмӗ лӑпкӑрах пулса тӑнине, ывӑлӗ вара хӑйне лайӑхрах тытма пуҫланине асӑрханӑ (Ытар. 31:18, 27, 28). Библири канашсем вӗсем ҫине лайӑх витӗм кӳнине курсан Уэйн Турӑ Сӑмахӗнчи хыпара итлеме пуҫланӑ (1 Кор. 7:12—14, 16).

9. Мӗншӗн килтисене пулӑшма чарӑнмалла мар?

9 Килтисене пулӑшма ан чарӑнӑр. Пирӗн Иеговӑран тӗслӗх илмелле, вӑл ҫынсене ырӑ хыпара илтме тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май парсах тӑрать (Иер. 44:4). Павел апостол Тимофее ыттисене пулӑшса тӑма хавхалантарнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫакна тунипе Тимофей хӑйне те, хӑйне итлекенсене те ҫӑлма пултарнӑ (1 Тим. 4:16). Эпир килтисене юрататпӑр, ҫавӑнпа вӗсем Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пӗлччӗр тетпӗр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Полинӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем хӑйӗн ҫемйи ҫине лайӑх витӗм кӳнӗ. Халӗ вӑл упӑшкипе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑшӑн питӗ савӑнать. Вӗсем иккӗшӗ те пионерсем, ҫавӑн пекех Уэйн старейшина пулса ӗҫлет.

10. Мӗншӗн пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла?

10 Тӳсӗмлӗ пулӑр. Турра итлесе пурӑнма йышӑну тунӑ хыҫҫӑн пирӗн пурнӑҫра улшӑнусем пулса иртрӗҫ тата эпир урӑххине ӗненме пуҫларӑмӑр. Килтисене вара ҫакӑнпа килӗшме йывӑр пулма пултарать. Ытларах чухне вӗсем эпир тӗн уявӗсене паллӑ тума тата политикӑна хутшӑнма пӑрахнине тӳрех асӑрхаҫҫӗ. Килтисенчен хӑшӗ-пӗрисем малтанах тарӑхма та пултараҫҫӗ (Матф. 10:35, 36). Анчах пирӗн вӗсем нихӑҫан та улшӑнмӗҫ тесе шутламалла мар. Вӗсене хамӑр мӗне ӗненнине ӑнланма пулӑшас тесе вӑй хума пӑрахатпӑр пулсан, тӗрӗссипе каласан, эпир вӗсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме тивӗҫлӗ мар тесе шутласа хуратпӑр. Анчах Иегова пире суд тума ирӗк паман, ҫак ӗҫе вӑл Иисуса шанса панӑ (Иоанн 5:22, 23). Эпир тӳсӗмлӗ пулсан, тен, каярахпа килтисем ырӑ хыпара итлес тейӗҫ. («Пирӗн сайт ҫинчен манса ан кайӑр» рамкӑна пӑхӑр.)

11—13. Элис тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

11 Ырӑ, анчах ҫирӗп шухӑшлӑ пулӑр (Ытар. 15:2). Элис тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иегова ҫинчен пӗлнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗнчен аякра пурӑннӑ, вӗсем вара Турра ӗненмен тата политикӑна хастарлӑн хутшӑннӑ. Элис вӗсене май килнӗ таран хӑвӑртрах Библири чӑнлӑхсем ҫинчен каласа памаллине ӑнланнӑ. «Хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен тӳрех каласа памасан,— калать Элис,— ҫакӑ килтисене тата хытӑрах аптратса ӳкерме пултарать». Вӑл ашшӗпе амӑшӗ патне ҫырусем ҫырсах тӑнӑ, вӗсенче вара вӗсене интереслентерме пултаракан ыйтусене хускатнӑ, сӑмахран: «Мӗн вӑл юрату?» (1 Кор. 13:1—13.) Элис вӗсене хӑйне лайӑх пӑхса ӳстернӗшӗн тата хӑйӗншӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ, ҫавӑн пекех вӗсене парнесем ярса парса тӑнӑ. Вӗсене курма килсе кайнӑ чухне вӑл амӑшне килти ӗҫсене тума пулӑшнӑ. Элис хӑй мӗне ӗненни ҫинчен каласа пани малтанах ашшӗпе амӑшне килӗшмен.

12 Ашшӗпе амӑшӗ патӗнче пулнӑ чухне Элис Библи вуламалли графика яланах тытса тӑнӑ. «Ҫавна пула анне Библи маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине курчӗ»,— каласа парать Элис. Ҫав вӑхӑтрах, унӑн ашшӗ мӗншӗн хӗрӗ хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарнине ӑнланас тесе тата Библире йӑнӑшсем тупас тесе ҫак кӗнеке ҫинчен ытларах пӗлме шут тытнӑ. «Эпӗ ӑна Библи парнелерӗм,— каласа парать Элис,— тата ҫав кӗнекере темиҫе ӑшӑ сӑмах ҫырса хутӑм». Малалла мӗн пулнӑ? Ашшӗ Библире нимӗнле йӑнӑш та тупман, ун вырӑнне мӗн вулани унӑн чӗрине пырса тивнӗ.

13 Йывӑр пулнӑ чухне те пирӗн ҫирӗп шухӑшлӑ, ҫав вӑхӑтрах ырӑ пулмалла (1 Кор. 4:12ӑ). Сӑмахран, Элис хӑйӗн амӑшӗ хирӗҫ тӑнипе тӗл пулнӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ шыва кӗрсен, анне эсӗ мана юратмастӑн тесе каларӗ». Элис хӑйне мӗнле тытнӑ? «Хамӑн ҫӗнӗ тӗнпе ҫыхӑннӑ калаҫусенчен пӑрӑнас вырӑнне эпӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑма ҫирӗп шут тытрӑм тесе тата ҫак йышӑнӑва улӑштармастӑп тесе хисеплӗн ӑнлантарса патӑм. Аннене сана питӗ юрататӑп тесе каларӑм. Эпир иксӗмӗр те макӑрса ятӑмӑр, унтан эпӗ ун валли тутлӑ апат пӗҫертӗм. Ҫавӑнтанпа анне Библи мана лайӑхланса пыма пулӑшнине курма пуҫларӗ».

14. Килтисем хирӗҫ тӑнӑ чухне мӗншӗн Иеговӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ йышӑнусене улӑштармалла мар?

14 Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланма килтисене вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать. Сӑмахран, Элисӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗ валли карьера суйласа илнӗ пулнӑ. Карьера тӑвас вырӑнне Элис пионер пулса ӗҫлеме шут тытсан, унӑн амӑшӗ каллех макӑрма пуҫланӑ. Ҫав-ҫавах Элис хӑй тунӑ йышӑнӑва улӑштарман. Вӑл каласа парать: «Килтисене юрас тесе пӗр-пӗр йышӑнӑва улӑштарсан, вӗсем ытти йышӑнусене те улӑштарма хистесе тӑрӗҫ. Анчах эсӗ ҫирӗп шухӑшлӑ, ҫав вӑхӑтрах ырӑ пулсан, килтисенчен хӑшӗ те пулин сана итлеме пултарӗ». Элиспа шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ халӗ пионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ, унсӑр пуҫне, ашшӗ старейшина пулса ӗҫлет.

ПУХУ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ?

Пухури тӑвансем пирӗн килтисене, Иеговӑшӑн ӗҫлеменскерсене, мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (15, 16 абзацсене пӑхӑр.) *

15. Матфей 5:14—16 тата 1 Петр 2:12-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ыттисен ырӑ ӗҫӗсем пирӗн килтисене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

15 Пухури тӑвансен ырӑ ӗҫӗсене пула хӑш-пӗр ҫынсем Иеговӑпа ҫывӑхланнӑ. (Матфей 5:14—16; 1 Петр 2:12 вуласа парӑр.) Сирӗн мӑшӑр Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан, вӑл сирӗн пухури тӑвансене пӗлет-и? Ҫӳлерех асӑннӑ Полин вӑхӑтран-вӑхӑта тӑвансене, упӑшки вӗсемпе паллаштӑр тесе, хӑнана чӗннӗ. Уэйн хӑйне пӗр арҫын тӑван Иегова Свидетелӗсем пирки тӗрӗс мар шухӑшланине ӑнланма мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парать: «Вӑл манпа пӗрле пӗр спорт вӑйине пӑхас тесе пӗр кунлӑха ӗҫрен ыйтса килчӗ. Ун чухне эпӗ: „Йӗркеллӗ ҫынах иккен вӑл!“ — тесе шутларӑм».

16. Мӗншӗн килтисене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чӗнмелле?

16 Килтисене пулӑшмалли тепӗр лайӑх май вӑл — вӗсене хамӑрпа пӗрле пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пыма чӗнни (1 Кор. 14:24, 25). Уэйн кайнӑ пӗрремӗш тӗлпулу Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ пулнӑ. Ҫак тӗлпулу ӗҫ хыҫҫӑн иртнӗрен тата нумай вӑхӑт пыманран вӑл унта кайма килӗшнӗ. Уэйн аса илет: «Докладра мӗн ҫинчен сӑмах пынине эпӗ ӑнланмарӑм, анчах мана ҫыннисем килӗшрӗҫ. Вӗсем ман пата пырса мана ал парса саламларӗҫ, паллашрӗҫ. Вӗсем ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пулни уҫҫӑн курӑнчӗ». Пӗр арҫын тӑван тата унӑн арӑмӗ Полинпа питӗ ырӑ пулнӑ, вӗсем ӑна пуху вӑхӑтӗнче тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне ывӑлне пӑхнипе пулӑшса тӑнӑ. Ҫавӑнпа Уэйн хӑйӗн арӑмӗ мӗне ӗненни ҫинчен нумайрах пӗлес тесе ҫав арҫын тӑвана хӑйӗнпе Библи вӗренме ыйтнӑ.

17. Мӗн пирки пирӗн хамӑра айӑпламалла мар тата мӗншӗн килтисем нихӑҫан та улшӑнмӗҫ тесе шутламалла мар?

17 Килтисем пурте пирӗнпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫласса эпир шанса тӑратпӑр. Анчах эпир вӗсене пулӑшма тем пек тӑрӑшсан та, вӗсем чӑнлӑха йышӑнмасан та пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пекки пулса тухсан хӑвӑра ан айӑплӑр. Эпир никама та хамӑр ӗненнӗ пек ӗнентерме пултараймастпӑр. Ҫав-ҫавах Иеговӑшӑн ӗҫлени сире савӑнӑҫ панине килтисем кураҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать. Вӗсемшӗн кӗлтӑвӑр. Вӗсемпе ыррӑн калаҫӑр. Вӗсене пулӑшма ан чарӑнӑр! (Ап. ӗҫ. 20:20.) Иегова эсир вӑй хунине пиллесси пирки ан иккӗленӗр. Килтисем сире итлеме килӗшсен, Турӑ вӗсене ҫӑлатех!

57-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтеретпӗр

^ 5 абз. Паллах, эпир килтисем Иеговӑна пӗлччӗр тетпӗр, анчах уншӑн ӗҫлемелле-и е ҫук вӗсен хӑйсен йышӑну тумалла. Вӗсене чӑнлӑха йышӑнма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесен эпир мӗн тума пултарнине ҫак статьяра пӑхса тухӑпӑр.

^ 1 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 1 абз. Ҫак статьяра хальлӗхе Иеговӑшӑн ӗҫлемен килтисем пирки сӑмах пырать пулсан та, хӑш-пӗр принципсемпе хурӑнташсемпе хутшӑннӑ чухне те усӑ курма пулать.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк арҫын тӑван хӑйӗн ашшӗне машин юсама пулӑшать. Майлӑ вӑхӑтра тӑван ӑна jw.org® сайтри видеоролика кӑтартать.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Упӑшки хӑйӗн кунӗ мӗнле иртни ҫинчен каласа панине хӗрарӑм тӑван тимлӗ итлесе ларать. Каярахпа вӑл упӑшкипе тата ывӑлӗпе пӗрле вӑхӑта савӑнӑҫлӑн ирттерет.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Хӗрарӑм тӑван хӑйӗн пухӑвӗнчи тӑвансене хӑнана чӗннӗ. Тӑвансем унӑн упӑшкипе ҫывӑхрах паллашма тӑрӑшаҫҫӗ. Каярахпа упӑшки арӑмӗпе пӗрле Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне килет.