Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

32-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Сирӗн юрату ӳссе пытӑр

Сирӗн юрату ӳссе пытӑр

«Эпӗ пӗрмай ҫакӑн пирки кӗлтӑватӑп... сирӗн юрату ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑр» (ФЛП. 1:9, ҪТ).

106-МӖШ ЮРӐ Пирӗн юрату ӳссе пытӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Кам-кам Филиппӑри пухӑва йӗркелесе яма пулӑшнӑ?

ПАВЕЛ апостол, Сила, Лука тата Тимофей Филиппӑна, Рим колонине, килсен унта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара итлес текен ҫынсем нумай пулнине асӑрханӑ. Ҫак тӑватӑ хастарлӑ тӑван пуху йӗркелесе яма пулӑшнӑ, вара унти вӗренекенсем пӗрле пуҫтарӑнма пуҫланӑ. Вӗсем, тен, хӑналама юратнӑ Лидия ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн килӗнче пуҫтарӑннӑ (Ап. ӗҫ. 16:40).

2. Филиппӑри пуху кӗҫех мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ?

2 Кӗҫех тин кӑна йӗркеленсе кайнӑ пуху йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Сатана чӑнлӑха курайман ҫынсене ырӑ хыпар саракан шанчӑклӑ христиансене хаяррӑн хӗсӗрлеме хӗтӗртнӗ. Павелпа Силӑна арестленӗ, патакпа хӗненӗ те тӗрмене лартнӑ. Ирӗке тухсан вара вӗсем ҫӗнӗ вӗренекенсем патне кайнӑ та вӗсене хавхалантарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел, Сила тата Тимофей Филиппӑран кайнӑ, Лука вара хуларах юлнӑ пулас. Нумаях пулмасть шыва кӗнӗ тӑвансем мӗн тунӑ-ши? Иеговӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе вӗсем ырӑ хыпара малалла та хастарлӑн сарнӑ (Флп. 2:12). Вӗсемпе мухтанма Павелӑн пур сӑлтав та пулнӑ!

3. Филиппӑ 1:9—11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел мӗн пирки кӗлтунӑ?

3 Вунӑ ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен Павел Филиппӑри пуху патне ҫыру ҫырса янӑ. Ҫак ҫырӑва вуланӑ май эпир Павел хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсене питӗ юратнине асӑрхама пултаратпӑр. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ сире пурсӑра та Иисус Христос юратнӑ пек юрататӑп» (Флп. 1:8). Ҫавӑн пекех Павел вӗсене сирӗншӗн кӗлтӑватӑп тесе каланӑ. Кӗлӗре вӑл вӗсен юратӑвӗ ӳссе пытӑр, вӗсем мӗн кирлӗрех пулнине пӗлсе пыччӑр, пӗр айӑпсӑр пулччӑр, ыттисене такӑнтаракансем ан пулччӑр, тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗсене кӳччӗр тесе ыйтнӑ. Эсир килӗшетӗр пулӗ, Павелӑн сӑмахӗсем пире нумай мӗне вӗрентме пултараҫҫӗ. (Филиппӑ 1:9—11, ҪТ вуласа парӑр *.) Айтӑр ҫак сӑмахсене тӗплӗнрех пӑхса тухар тата вӗсене мӗнле тытса тӑмалли ҫинчен шухӑшлар.

ЮРАТУ ӲССЕ ПЫТӐР

4. а) 1 Иоанн 4:9, 10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова пире питӗ хытӑ юратнине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Турра пирӗн мӗн тери хытӑ юратмалла?

4 Иегова хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилме ҫӗр ҫине янипе пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑ. (1 Иоанн 4:9, 10 вуласа парӑр.) Ҫакӑн пек юрату пире те ӑна юратма хавхалантарать (Рим 5:8). Пирӗн вара Турра мӗн тери хытӑ юратмалла? Ҫакна пире Иисус Христос фарисея каланӑ сӑмахсем ӑнланма пулӑшаҫҫӗ: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» (Матф. 22:36, 37). Эпир Турра пӗтӗм чӗререн юратасшӑн. Унтан та ытларах, ӑна юратасси кунран кун вӑйланса пытӑр тетпӗр. Филиппӑри тӑвансене Павел сирӗн юратӑвӑр «ӳснӗҫемӗн ӳссе» пымалла тесе ҫырнӑ. Турра хытӑрах юратма пире мӗн пулӑшӗ?

5. Юрату ӳссех пытӑр тесен мӗн тумалла?

5 Турра юратас тесен пирӗн ӑна пӗлмелле. Библире каланӑ: «Юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн Турӑ — юрату вӑл» (1 Иоанн 4:8). Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлсе пырсан тата вӑл тӗрлӗ япаласем ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланса пырсан, эпир ӑна хытӑрах юратма пуҫлӑпӑр тесе каланӑ Павел апостол (Флп. 1:9, ҪТ). Эпир Библи вӗренме пуҫланӑ чухне Турӑ ҫинчен сахал пӗлнӗ, ҫав-ҫавах ӑна юратма пуҫланӑ. Иегова ҫинчен ытларах пӗлсе пынӑ май пирӗн юрату ӳссех пынӑ. Акӑ мӗншӗн Турӑ Сӑмахне тӑтӑшах тӗпчемелле тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла (Пс. 76:13).

6. 1 Иоанн 4:11, 20, 21 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, юрату ӳссех пытӑр тесен мӗн тумалла?

6 Турӑ пире хытӑ юратать, ҫакна ӑнланни пире тӑвансене юратма хавхалантарать. (1 Иоанн 4:11, 20, 21 вуласа парӑр.) Тен, эпир тӑвансене юратма ҫӑмӑл пулать тесе шутлатпӑр, мӗншӗн тесен эпир пурте Иеговӑшӑн ӗҫлетпӗр тата ун пек пулма тӑрӑшатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Иисус Христосран тӗслӗх илетпӗр, вӑл пире хытӑ юратнӑран хӑйӗн пурнӑҫне те панӑ. Анчах хӑш-пӗр чухне пӗр-пӗрне юратӑр текен ӳкӗте тытса тӑма йывӑр. Айтӑр Филиппӑри пухура мӗн пулса иртнине пӑхса тухар.

7. Павел Еводияпа Синтихияна панӑ канаш пире мӗне вӗрентет?

7 Еводияпа Синтихия хастарлӑ тӑвансем пулнӑ, вӗсем Павел апостолпа пӗрле ӗҫленӗ. Анчах пӗррехинче вӗсем хирӗҫсе кайнӑ та туслӑ пулма пӑрахнӑ. Павел ҫав хӗрарӑм тӑвансем ӗҫлесе тӑнӑ пухӑва янӑ ҫырура Еводияпа Синтихияна ятран асӑнса «пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр» тесе тӳррӗн каланӑ (Флп. 4:2, 3). Ҫавӑн пекех вӑл пухури пур тӑвана та ҫакӑн пек канаш парас тенӗ: «Пурне те пӗр ӳпкелемесӗр, иккӗленмесӗр [«тавлашмасӑр», ҪТ] тӑвӑр» (Флп. 2:14). Павел панӑ канашсем Еводияпа Синтихияна кӑна мар, Филиппӑри ытти тӑвансене те пӗр-пӗрне хытӑрах юратма хавхалантарни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук.

Мӗншӗн тӑвансенче лайӑххине курма тӑрӑшмалла? (8-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

8. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне пире тӑвансене юратма йывӑр тата ҫак йывӑрлӑха ҫӗнтерме мӗн пулӑшма пултарать?

8 Пире те, Еводияпа Синтихияна пекех, тӑвансене юратма йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесен ытларах чухне эпир ыттисен йӑнӑшӗсене асӑрхатпӑр. Эпир пурте кашни кун йӑнӑшсем тӑватпӑр. Ыттисен йӑнӑшӗсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳретпӗр пулсан, эпир вӗсене сахалрах юратма пуҫлӑпӑр. Калӑпӑр, пӗр-пӗр тӑван Патшалӑх залне тасатма пулӑшмалли ҫинчен манса кайнӑ. Ҫакӑншӑн эпир ун ҫине ҫиллентӗмӗр. Ҫак тӑванӑн пӗтӗм йӑнӑшӗсене аса илме пуҫласан эпир хытӑрах та хытӑрах ҫилленме пуҫлӑпӑр, пирӗн юрату та сивӗнме пуҫлӗ. Сирӗнпе ҫакӑн пекки пулкаланӑ-и? Ку ҫапла пулсан, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: Иегова пирӗн йӑнӑшсене те, ҫав тӑванӑн йӑнӑшӗсене те курать. Ҫавна пӑхмасӑрах Турӑ пире те, ӑна та юратать. Ҫавӑнпа пирӗн Иеговӑран тӗслӗх илмелле те ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑшмалла. Тӑвансене юратма чунтан тӑрӑшатпӑр пулсан, пирӗн хушӑри пӗрлӗх ҫирӗпленет (Флп. 2:1, 2).

«МӖН КИРЛӖРЕХ ПУЛНИНЕ ПӖЛСЕ ПЫРӐР»

9. Филиппӑри тӑвансем патне янӑ ҫырура Павел «мӗн кирлӗрех пулни» ҫинчен каланӑ чухне мӗн пирки каланӑ?

9 Святой сывлӑш пӗлтернипе Павел Филиппӑри тӑвансене — ҫавӑн пекех пур христианина та — «мӗн кирлӗрех пулнине» пӗлсе пыма хавхалантарнӑ (Флп. 1:10, ҪТ). «Мӗн кирлӗрех пулни» шутне Иеговӑн ятне мухтава кӑларасси, унӑн ирӗкне пурнӑҫласси тата пухура мирпе пӗрлӗхе упрасси кӗрет (Матф. 6:9, 10; Иоанн 13:35). Ҫаксем пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулсан, эпир Иеговӑна юратнине кӑтартса тӑрӑпӑр.

10. Иегова пире пӗр айӑпсӑр ҫынсем вырӑнне хутӑр тесен мӗн тумалла?

10 Унсӑр пуҫне, Павел пирӗн «пӗр айӑпсӑр» пулмалла тесе те каланӑ. Пӗр айӑпсӑр пулни вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнине пӗлтермест. Эпир Иегова Турӑ пек пӗр айӑпсӑр пулма пултараймастпӑр. Анчах юрату ӳссе пытӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр пулсан тата «мӗн кирлӗрех пулнине» пӗлсе пыратпӑр пулсан, Иегова пире пӗр айӑпсӑр ҫынсем вырӑнне хурӗ. Тӑвансене юратнине кӑтартмалли майсенчен пӗри вӑл — ыттисене такӑнтарас мар тесе мӗн тума пултарнине пурне те туни.

11. Мӗншӗн пирӗн ыттисене такӑнтармалла мар?

11 Ыттисене такӑнтаракансем ан пулӑр тесе асӑрхаттарса калани ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Тӑвансене мӗн такӑнтарма пултарать? Эпир мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илни, мӗнле тӑхӑнни тата мӗнле ӗҫ суйласа илни те. Тен, эпир мӗн суйласа илнинче ним япӑххи те ҫук. Анчах эпир тунӑ йышӑну кама та пулин такӑнтарать пулсан, ҫакӑ питӗ хӑрушӑ. Иисус каланӑ тӑрӑх, кам унӑн сурӑхӗсене такӑнтарать, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗс авӑрне путарсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ (Матф. 18:6).

12. Пионер пулса ӗҫлекен пӗр мӑшӑрӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Пионер пулса ӗҫлекен пӗр мӑшӑр Иисус асӑрхаттарса каланине пурнӑҫра мӗнле тытса тӑнине пӑхса тухар. Вӗсен пухӑвӗнче нумаях пулмасть пӗр мӑшӑр шыва кӗнӗ, вӗсем ҫитӗннӗ ҫемьесенче вара нумай япалана тума юраман. Ҫак мӑшӑр христиансен кинона — унта япӑххине кӑтартмаҫҫӗ пулсан та — кайма юрамасть тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем пионер пулса ӗҫлекен мӑшӑр кинона кайса килнине пӗлсен хытӑ хурланнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫав пионерсем ҫӗнӗ христиансем хӑйсен совеҫне вӗрентиччен тата ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитиччен кинотеатра урӑх каймӑпӑр тесе шутласа хунӑ (Евр. 5:14). Ҫапла майпа ҫав пионерсем ҫак тӑвансене юратнине сӑмахпа кӑна мар, ӗҫпе те кӑтартнӑ (Рим 14:19—21; 1 Иоанн 3:18).

13. Мӗнле майпа ҫылӑх тутарас темен ҫӗртенех кама та пулин ҫылӑх тума хӗтӗртме пулать?

13 Ҫылӑх тутарас темен ҫӗртенех эпир кама та пулин ҫылӑх тума хӗтӗртме, ҫапла вара ӑна такӑнтарма пултаратпӑр. Ҫакӑн пекки мӗнле пулса тухма пултарать? Калӑпӑр, Библи вӗренекен ҫын нумай вӑхӑт хушши эрехпе иртӗхес йӑлапа кӗрешнӗ. Ҫав йӑлана ҫӗнтерсен вӑл пӗр тумлам та ӗҫме юраманнине ӑнланса илнӗ. Ҫав ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче нумай улшӑну тунӑ та шыва кӗнӗ. Вӑхӑт иртсен тепӗр христианин ӑна хӑнана чӗнет те сӑра ӗҫме сӗнет. Вӑл ӑна калать: «Халӗ эсӗ шыва кӗнӗ христианин, Иегова сана хӑйӗн святой сывлӑшне парса тӑрать. Святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне вара чаруллӑ пулни кӗрет. Чаруллӑ пулсан кӑштах ӗҫме те юрать, виҫине ҫеҫ пӗлмелле». Ҫӗнӗ тӑван ҫак канаша итленӗ пулсан, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!

14. Мӗнле майпа эпир хамӑрӑн тӗлпулусенче Филиппӑ 1:10-мӗшӗнчи сӑмахсене тытса тӑма вӗренетпӗр?

14 Филиппӑ 1:10-мӗшӗнчи сӑмахсене тытса тӑма эпир хамӑрӑн тӗлпулусенче вӗренетпӗр. Мӗнле майпа? Пӗрремӗшӗнчен, тӗлпулусенче мӗн сӳтсе явни пире Иеговӑшӑн мӗн пӗлтерӗшлӗрех пулнине ӑнланма пулӑшать. Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулас тесе илнӗ пӗлӳсемпе усӑ курма вӗренетпӗр. Виҫҫӗмӗшӗнчен, тӗлпулусем пире «пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума» хавхалантараҫҫӗ (Евр. 10:24, 25). Тӑвансем пире мӗн чухлӗ ытларах хавхалантараҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах эпир вӗсене тата Турра юратма пуҫлатпӑр. Турра, тӑвансене чунтан юрататпӑр пулсан, эпир тӑвансене такӑнтарас мар тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑпӑр.

МАЛАЛЛА ТА «ТӲРӖЛӖХ ҪИМӖҪӖСЕНЕ» КӲРСЕ ТӐРӐР

15. «Тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗсене» кӳрсе тӑни шутне мӗн-мӗн кӗрет?

15 Филиппӑри христиансем «тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗсене» кӳрсе тӑччӑр тесе Павел вӗсемшӗн хӗрӳллӗн кӗлтунӑ (Флп. 1:11, ҪТ). Паллах, ҫак ҫимӗҫсем шутне вӗсем Иеговӑна тата унӑн халӑхне юратни кӗнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ыттисене Иисуса ӗненни ҫинчен тата хӑйсен чаплӑ шанчӑкӗ ҫинчен каласа пани те кӗнӗ. Филиппӑ 2:15, 16 сӑвӑ йӗркисенче тата тепӗр тӗслӗх пур. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Эсир... тӗнчене ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек ҫутӑлса тӑратӑр». Ҫакӑ пире Иисус Христосӑн сӑмахӗсене аса илтерет, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эсир — тӗнче ҫути»,— тесе каланӑ (Матф. 5:14—16). Ҫавӑн пекех вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӗренекенсене хатӗрлеме тата «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» ун ҫинчен «каласа кӑтартакансем» пулма хушнӑ (Матф. 28:18—20; Ап. ӗҫ. 1:8). Ҫак питӗ кирлӗ ӗҫе пӗтӗм вӑя хурса хутшӑнатпӑр пулсан, эпир «тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗсене» кӳретпӗр.

Римра килти арестра пулнӑ чухне Павел Филиппӑри христиансем патне ҫыру ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйне хураллакан салтаксене тата хӑйӗн патне килекенсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ. (16-мӗш абзаца пӑхӑр.)

16. Эпир йывӑр лару-тӑрура та «тӗнчере ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек» пулма пултарнине Филиппӑ 1:12—14 сӑвӑ йӗркисем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

16 Кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та, эпир «тӗнчере ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек» пулма пултаратпӑр. Хӑш-пӗр чухне чӑрмав пек туйӑнакан лару-тӑру ырӑ хыпар сарма май уҫса парать. Павел апостола аса илер. Филиппӑри христиансем патне ҫыру ҫырнӑ чухне вӑл Римра килти арестра пулнӑ. Килтен тухма пултарайман пулсан та, вӑл хӑйне хураллакан салтаксене тата хӑйӗн патне килекенсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Ҫак йывӑр лару-тӑрура Павел сӑваплӑ ӗҫе хастаррӑн туса тӑнӑ, ҫавна пула тӑвансем «Турӑ Сӑмахне тата хӑюллӑрах, пӗр хӑрамасӑр» вӗрентме пуҫланӑ. (Филиппӑ 1:12—14 вуласа парӑр; 4:22.)

Сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑма яланах майсем шырӑр (17-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

17. Пирӗн тӑвансем йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ырӑ хыпара мӗнле пӗлтереҫҫӗ?

17 Нумай-нумай тӑван, Павел апостол пекех, хӑюллӑ пулнине кӑтартать. Вӗсем пурӑнакан ҫӗршывра ырӑ хыпар сарма — ҫав шутрах килтен киле ҫӳреме — чарнӑ пулсан та, ҫак ӗҫе вӗсем урӑх майсемпе туса тӑраҫҫӗ (Матф. 10:16—20). Ҫакӑн пек ҫӗршывсенчен пӗринче пӗр район надзирателӗ хыпарҫӑсене хурӑнташсем, кӳршӗсем, пӗрле вӗренекенсем, пӗрле ӗҫлекенсем, паллакан ҫынсем ҫине ырӑ хыпар сармалли территори ҫине пӑхнӑ пек пӑхма сӗннӗ. Икӗ ҫул хушшинче ҫав районта пухусен шучӗ самаях ӳснӗ. Тен, эпир пурӑнакан вырӑнта пирӗн ӗҫ-хӗле чарман. Ҫав-ҫавах ҫав тавҫӑруллӑ тӑвансенчен эпир питӗ кирлине вӗренме пултаратпӑр: сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑма яланах майсем шырамалла тата Иегова кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшасса ҫирӗп шанмалла (Флп. 2:13).

18. Пирӗн мӗн тума тӑрӑшмалла?

18 Хальхи вӑхӑтра пирӗн нихҫанхинчен те ытларах Филиппӑри тӑвансем патне ҫырнӑ Павелӑн сӑмахӗсене тытса тӑма тӑрӑшмалла. Айтӑр мӗн кирлӗрех пулнине пӗлсе пырар, пӗр айӑпсӑр пулар, ыттисене такӑнтарар мар тата тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗсене кӳрер. Вара пирӗн юрату ӳснӗҫемӗн ӳссех пырӗ тата эпир хамӑрӑн юратакан Аттене, Иеговӑна, мухтава кӑларӑпӑр.

17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!

^ 5 абз. Халӗ нихҫанхинчен ытларах тӑвансене хытӑрах та хытӑрах юратма тӑрӑшмалла. Йывӑр чухне те пирӗн юрату ӳссе пытӑр тесен мӗн тумаллине Филиппӑри христиансем патне янӑ ҫыру курма пулӑшӗ.

^ 3 абз. Филиппӑ 1:9—11, ҪТ: «Ҫавӑнпа эпӗ пӗрмай ҫакӑн пирки кӗлтӑватӑп: тӗрӗс пӗлӳпе тата пӗтӗмпех ӑнланнипе пӗрле сирӗн юрату ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑр тетӗп, эсир мӗн кирлӗрех пулнине пӗлсе пырӑр, ҫапла вара Христос кунӗччен пӗр айӑпсӑр пулӑр тата ыттисене такӑнтаракансем ан пулӑр тетӗп, тата Турра асла, мухтава кӑлармашкӑн Иисус Христос урлӑ тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗсем кӳрӗр тетӗп».

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Патшалӑх залне тасатнӑ чухне Джо ятлӑ арҫын тӑван тепӗр арҫын тӑванпа тата унӑн ывӑлӗпе калаҫас тесе хӑйӗн ӗҫне тума чарӑнать. Ҫакӑ пылесоспа ӗҫлекен Майка тарӑхтарать. «Калаҫса тӑриччен ӗҫлесчӗ!» — тесе шутлать вӑл. Каярахпа вӑл Джо ватӑ хӗрарӑм тӑвана пулӑшнине курать. Ҫакӑн пек юратса тӑрӑшни Майкӑн чӗрине пырса тивет, вара вӑл тӑвансен лайӑх енӗсене асӑрхама тӑрӑшмаллине ӑнланать.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ ҫӗршывра арҫын тӑван паллакан ҫынна Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара асӑрхануллӑн пӗлтерет. Каярахпа ҫав тӑван ӗҫре канса ларнӑ чухне пӗрле ӗҫлекене ырӑ хыпар калать.