Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Шыва кӗртекен Иоанн. Савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшакан тӗслӗх

Шыва кӗртекен Иоанн. Савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшакан тӗслӗх

ПУХУРА сире килӗшекен, анчах хальлӗхе эсир тума пултарайман ӗҫ пур-и? Тен, ҫак тивӗҫлӗхе урӑх тӑвана шанса панӑ. Тен, эсир ватӑлса пынӑран, сывлӑх япӑх пулнӑран, укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене е ҫемьери яваплӑхсене пула Турӑшӑн унчченхи пекех нумай тума пултараймастӑр. Е сирӗн нумай вӑхӑт хушши туса тӑнӑ ӗҫе пирӗн организацире пулса иртнӗ улшӑнусене пула хӑварма тивнӗ. Сӑлтавӗ кирек мӗнле пулсан та, Турӑшӑн сахал тӑватӑп тесе шутлама пултаратӑр эсир. Ҫакӑн пек лару-тӑрура сирӗн мӗншӗн ал усӑнма пултарнине ӑнланма пулать. Ҫав-ҫавах ҫак йывӑр туйӑмсене — куляннине, кӳреннине — хамӑрӑн чӗрере тымар яма парас мар тесе мӗн тума пулать? Савӑнӑҫа упраса хӑварма сире мӗн пулӑшӗ?

Савӑнӑҫа упраса хӑварас тӗлӗшрен Шыва кӗртекен Иоанн питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иегова ӑна питӗ интереслӗ ӗҫсем шанса панӑ пулсан та, юлашкинчен хӑйӗнпе мӗн пулса тухасса Иоанн пачах та кӗтмен пулмалла. Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне мӗн вӑхӑт хушши туса тӑнипе танлаштарсан, тӗрмере вӑл ҫавӑнтан та ытларах ларнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл савӑнӑҫа ҫухатман. Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл унӑн мӗн виличченех пулнӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Ӗмӗт татӑлнӑ чухне савӑнӑҫа упраса хӑварас тесе мӗн тума пулать?

СӐВАПЛӐ ӖҪНЕ САВӐНСА ТУСА ТӐНӐ

Иоанн хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне пирӗн эрӑри 29 ҫулта ҫуркунне туса тӑма тытӑннӑ. Вӑл ҫынсене: «Ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ»,— тесе Мессия валли ҫул хатӗрлеме пуҫланӑ (Матф. 3:2; Лука 1:12—17). Нумайӑшӗ ҫакӑн пек чӗнсе каланине йышӑннӑ. Иоанн пӗлтерекен хыпара илтес тесе ҫынсем Иудейӑри аякри вырӑнсенчен килнӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ вара хӑйсем тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнсе шыва кӗнӗ. Унсӑр пуҫне, Иоанн хӑйсене мӑнна хунӑ тӗн пуҫлӑхӗсене, вӗсем улшӑнмасан, Турӑ мӗнле наказани парасси ҫинчен хӑюллӑн пӗлтернӗ (Матф. 3:5—12). Пирӗн эрӑри 29 ҫулта кӗркунне вара вӑл чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунӑ — Иисуса шыва кӗртнӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл ыттисене Иисус хыҫҫӑн, пама пулнӑ Мессия хыҫҫӑн, пыма хавхалантарма пуҫланӑ (Иоанн 1:32—37).

Иоана питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ пулнӑ, ҫавӑнпа Иисус ун пирки ҫапла каланӑ: «Хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран асли пулман» (Матф. 11:11). Паллах, хӑйне ҫакӑн пек чыс тунӑшӑн Иоанн савӑннӑ. Паян та нумай тӑван, Иоанн пекех, тӗрлӗ тивӗҫлӗхсене туса тӑрать. Акӑ Терри ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл тата унӑн арӑмӗ, Сандра, 50 ҫул ытла Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑнӑ. Терри каласа парать: «Иегова мана ҫав тери нумай ӗҫ шанса панӑ! Эпӗ пионер, вефилец, ятарлӑ пионер, район тата область надзирателӗ пулса ӗҫлерӗм, халӗ вара каллех ятарлӑ пионер пулса ӗҫлетӗп». Турӑ пире шанса панӑ тивӗҫлӗхсене туса тӑни нумай савӑнӑҫ парать, анчах Иоанн тӗслӗхӗнчен эпир ҫакна курӑпӑр: ҫӗнӗ лару-тӑрура савӑнӑҫа упраса хӑварас тесен вӑй хумалла.

ЯЛАНАХ ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР

Савӑнӑҫа упраса хӑварма Шыва кӗртекен Иоана пархатарлӑ пулни пулӑшнӑ. Турӑ шанса панӑ ӗҫсене вӑл яланах хакланӑ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Иисус шыва кӗрсен, ун хыҫҫӑн пыракансен шучӗ ӳсме пуҫланӑ, Иоанн хыҫҫӑн пыракансен шучӗ вара чакса пынӑ. Иоанӑн вӗренекенӗсем ҫакӑншӑн пӑшӑрханса ӑна ҫапла каланӑ: «[Иисус] шыва кӗртет, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ» (Иоанн 3:26). Иоанн вара: «Хӗр ҫураҫнӑ ҫын кӗрӳ пулать; ӑна итлесе тӑракан юлташӗ, кӗрӳ сассине илтсе, савӑнса-хӗпӗртесе тӑрать: мана ҫав тулли савӑнӑҫ ҫитрӗ ӗнтӗ»,— тесе хуравланӑ (Иоанн 3:29). Иоанн Иисуса кӗвӗҫмен тата Иисусӑн ӗҫӗ пӗлтерӗшлӗрех пулнӑран манӑн ӗҫ кирлех мар тесе шутламан. Вӑл савӑнӑҫа упраса хӑварнӑ, мӗншӗн тесен хӑйне шанса панӑ ӗҫе — кӗрӳн «юлташӗ» пулнине — питӗ хакланӑ.

Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл Иоана савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшнӑ, сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма вара ӑна ҫӑмӑлах пулман. Сӑмахран, мӗн ҫуралнӑранпах Иоанн назорей пулнӑ, ҫавӑнпа унӑн хӗрлӗ эрех ӗҫме юраман (Лука 1:15). Вӑл мӗнле пурӑнни пирки Иисус акӑ мӗн каланӑ: «Акӑ Иоанн килчӗ — ӗҫмест те, ҫимест те». Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем вара назорейсем пулман, вӗсем ытти ҫынсем пекех пурӑннӑ (Матф. 11:18, 19). Унсӑр пуҫне, Иоанн пӗр тӗлӗнмелле ӗҫ те туман, анчах Иисусӑн вӗренекенӗсен — ҫав шутрах унччен Иоанн хыҫҫӑн ҫӳренӗскерсен те — ҫавӑн пек ӗҫсене тума вӑй пулнине вӑл пӗлнӗ (Матф. 10:1; Иоанн 10:41). Иоанн ҫакӑншӑн кулянман — вӑл хӑйне Иегова шанса панӑ ӗҫе хастаррӑн туса тӑнӑ.

Иегова шанса панӑ тивӗҫсене хаклатпӑр пулсан, эпир те савӑнӑҫа упраса хӑварма пултарӑпӑр. Унччен асӑннӑ Терри акӑ мӗн калать: «Мана пӗр-пӗр ӗҫ шанса панӑ чухне эпӗ ӑна пикенсех тунӑ». Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑни ҫинчен аса илсе вӑл ҫапла калать: «Эпӗ нимӗншӗн те кулянмастӑп — иртнине савӑнса кӑна аса илетӗп».

Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне ытларах савӑнӑҫ илес тесен пирӗн хамӑра шанса панӑ ӗҫ мӗншӗн питӗ кирлӗ пулни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакӑн пек тивӗҫсене туса тӑнӑ чухне эпир Турӑпа пӗрле ӗҫлетпӗр (1 Кор. 3:9). Хаклӑ йышши чулсене тата ылтӑн-кӗмӗлрен тунӑ хитре япаласене, вӗсем малалла та илемлӗ курӑнса тӑччӑр тесе, ҫутатса якатнӑ пекех пирӗн те савӑнӑҫа упраса хӑварас тесен Турӑшӑн ӗҫлесси питӗ пысӑк чыс пулни ҫинчен пӗрмай шухӑшламалла. Ҫавӑн пекех Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне эпир хамӑр мӗн чухлӗ тунине ыттисем мӗн чухлӗ тунипе танлаштармӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ыттисене шанса панӑ ӗҫ хамӑра шанса панӑ ӗҫрен хаклӑрах тесе те шутламӑпӑр (Гал. 6:4).

ИЕГОВӐШӐН МӖН ПӖЛТЕРӖШЛӖ, ҪАВӐН ҪИНЧЕН ПӖРМАЙ ШУХӐШЛӐР

Иоанн хӑйне шанса панӑ ӗҫе нумай вӑхӑт хушши туса тӑмасса пӗлнӗ пулмалла, анчах ҫав ӗҫ ҫав тери хӑвӑрт вӗҫленесси пирки вӑл шутламан та пулӗ (Иоанн 3:30). Пирӗн эрӑри 30 ҫулта, Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ҫур ҫул иртсен, Ирод патша Иоана тӗрмене хупнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах Иоанн чӑнлӑха вӗрентме чарӑнман (Марк 6:17—20). Савӑнӑҫа упраса хӑварма ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Иеговӑшӑн мӗн пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, ҫавӑн ҫинчен пӗрмай шухӑшланӑ.

Иоанн тӗрмере пулнӑ чухне Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне ӑнӑҫлӑн туса тӑни ҫинчен илтнӗ (Матф. 11:2; Лука 7:18). Иисус Мессия пулни пирки вӑл пӗртте иккӗленмен, анчах Мессия ҫинчен пророкла каланисене пурне те Иисус мӗнле пурнӑҫласси пирки вӑл питӗ пӗлесшӗн пулнӑ пулмалла. Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх, Мессийӑн патша пулса тӑмалла пулнӑ. Анчах ҫакӑ Иисус кӗҫех ертсе пыма пуҫлассине пӗлтернӗ-и? Тата ҫавна пула Иоанн тӗрмерен ирӗке тухӗ-и? Иисус малалла мӗн тӑвасси пирки ытларах пӗлес тесе Иоанн хӑйӗн икӗ вӗренекенне ун патне: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» — тесе ыйтма янӑ (Лука 7:19). Иисус ҫак икӗ вӗренекене каялла ярса Иоана ҫапла калама хушнӑ: «Суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ» (Лука 7:20—22). Иоанн патне таврӑнсан вӗсем Иисус туса тӑнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ, Иоанн вара тимлӗ итленӗ пулмалла.

Паллах, вӗренекенсем мӗн каласа пани Иоана питӗ хавхалантарнӑ. Вӑл Мессия ҫинчен пророкла каланисем Иисус ҫинче пурнӑҫланнине ӑнланнӑ. Иисусӑн ӗҫӗсем вӑл Иоана тӗрмерен тухма пулӑшассине пӗлтермен, ҫав-ҫавах Иоанн хӑй тунӑ ӗҫ усӑсӑр пулманнине пӗлнӗ. Ҫак йывӑр лару-тӑрура та унӑн савӑнма сӑлтав пулнӑ.

Пирӗн организацин ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен шухӑшлани пире савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшать

Иоанн пекех, Иеговӑшӑн мӗн пӗлтерӗшлӗ, ҫавӑн ҫинчен пӗрмаях шухӑшлатпӑр пулсан, эпир те пӗтӗмпех чӑтса ирттерме тата савӑнӑҫа упраса хӑварма пултарӑпӑр (Кол. 1:9—11). Ҫавна тӑвас тесен пирӗн Библие вуламалла тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакӑ пире Турӑшӑн ӗҫлени усӑсӑр пулманнине асра тытма пулӑшӗ (1 Кор. 15:58). Сандра акӑ мӗн калать: «Кашни кун Библире пӗршер сыпӑк вуланипе эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратӑп. Ҫакӑ мана чи малтан хам ҫинчен мар, ун ҫинчен шухӑшлама пулӑшать». Турӑ халӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен шухӑшласан та эпир чи малтан хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен мар, Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлӑпӑр. «Пирӗн телекуравра кашни уйӑхра тухакан программӑсем эпир Туррӑн организацийӗн пайӗ пулнине туйма тата хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса тӑнӑ чухне савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ»,— тесе калать Сандра.

Шыва кӗртекен Иоанн хӑйне шанса панӑ ӗҫе сахал вӑхӑт хушши туса тӑнӑ пулин те, ҫавна вӑл «Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе» тунӑ. Вӑл, Илия пекех, «пирӗн пек ҫынах пулнӑ» (Лука 1:17; Иак. 5:17). Пирӗн чӗрере пархатарлӑх пур пулсан тата Иеговӑшӑн мӗн пӗлтерӗшлӗ, ҫавӑн ҫинчен пӗрмай шухӑшлатпӑр пулсан, эпир те Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне ниме пӑхмасӑрах савӑнӑҫа упраса хӑварӑпӑр.