Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

31-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Эпир хуйха ӳкместпӗр»!

«Эпир хуйха ӳкместпӗр»!

«Ҫавӑнпа та эпир хуйха ӳкместпӗр» (2 КОР. 4:16, ҪХ).

128-МӖШ ЮРӐ Вӗҫне ҫитичченех чӑтар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмешкӗн финиша чупса ҫитес тесен христиансен мӗн тумалла?

ХРИСТИАНСЕМ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупаҫҫӗ. Эпир тин кӑна чупма тытӑннӑ-и е нумай ҫул каялла-и, пирӗн ҫав-ҫавах вӗҫне ҫитичченех чупмалла. Павел апостол Филиппӑри христиансене панӑ канаш пире финиша чупса ҫитме вӑй пама пултарать. Ҫав христиансем Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ, анчах Павел вӗсене малалла та чӑтӑмлӑ пулмалли пирки аса илтернӗ. Вӗсем хӑйӗнчен тӗслӗх илччӗр те пӗтӗм вӑя хурса тӗллев патне ҫитчӗр тенӗ вӑл (Флп. 3:14).

2. Мӗншӗн Павел Филиппӑри тӑвансене панӑ канаш вӑхӑтра панӑ канаш пулнӑ?

2 Павел Филиппӑри тӑвансене панӑ канаш вӑхӑтра панӑ канаш пулнӑ. Пуху йӗркеленсе кайсанах тӑвансене хӗсӗрлеме тытӑннӑ. Хӗсӗрлени пирӗн эрӑри 50 ҫул патнелле пуҫланнӑ, ун чухне Павелпа Сила Македоние пырса пулӑшма чӗнсе каланине итлесе Филиппӑна кайнӑ (Ап. ӗҫ. 16:9). Унта вӗсем Лидия ятлӑ хӗрарӑма тӗл пулнӑ. Лидия вӗсене итленӗ, вара Иегова унӑн чӗрине уҫнӑ та вӑл ырӑ хыпара йышӑннӑ (Ап. ӗҫ. 16:14). Кӗҫех вӑл та, унӑн килӗнчисем те шыва кӗнӗ. Анчах Шуйттан тӳрех йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пуҫланӑ. Хулари ҫынсем Павелпа Силӑна ярса илнӗ те хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырса вӗсене хулана пӑтратса ҫӳрекенскерсем тесе айӑпланӑ. Павелпа Силӑна хӗненӗ те тӗрмене хупнӑ, каярахпа вӗсене хуларан тухса кайма хушнӑ (Ап. ӗҫ. 16:16—40). Анчах вӗсем хуйха ӳкмен. Тин кӑна йӗркеленсе кайнӑ пухури тӑвансем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем те парӑнман. Паллах ӗнтӗ, Павелпа Силӑн тӗслӗхӗ вӗсене ҫирӗплетнӗ.

3. Павел мӗн ӑнланнӑ? Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Павел парӑнас темен (2 Кор. 4:16). Ҫавӑн пекех финиша чупса ҫитес тесен тӗллеве куҫран вӗҫертмелле маррине те вӑл ӑнланнӑ. Эпир Павелран мӗне вӗренме пултаратпӑр? Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тӑвансен тӗслӗхӗсем йывӑр чухне эпир чӑтӑмлӑ пулма пултарнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? Ҫавӑн пекех мӗнле майпа хамӑрӑн шанчӑк пире хуйха ӳкме памасть?

ПАВЕЛӐН ТӖСЛӖХӖ ПИРЕ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

4. Хӑйӗн лару-тӑрӑвне пӑхмасӑрах мӗнле майпа Павел Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пултарнӑ?

4 Павел Филиппӑри тӑвансем патне ҫыру ҫырнӑ чухне унӑн лару-тӑрӑвӗ мӗнле пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл Римра килти арестра пулнӑ. Павел килтен тухса ырӑ хыпар пӗлтерме пултарайман. Ҫав-ҫавах вӑл хӑйӗн патне килекен ҫынсене чӑнлӑх ҫинчен каласа панӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл аякри пухусем патне ҫырусем ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра та килтен тухма пултарайман христиансенчен нумайӑшӗ хӑйсем патне килекенсене Иегова ҫинчен каласа парас тесе пур майпа та усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хыпарҫӑсем килте тытайман ҫынсем патне хавхалантаракан ҫырусем ҫыраҫҫӗ.

5. Филиппӑ 3:12—14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, тӗллеве куҫ умӗнче тытма Павела мӗн пулӑшнӑ?

5 Павел унччен тунӑ ҫитӗнӳсене е йӑнӑшсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма паман. Вӑл ҫапла ӑнлантарса панӑ: «малаллах» ыткӑнас тесен (урӑхла каласан, финиша чупса ҫитес тесен) «иртнине» манӑҫа хӑвармалла. (Филиппӑ 3:12—14, ҪХ вуласа парӑр *.) Павела мӗн-мӗн чӑрмантарма пултарнӑ? Пӗрремӗшӗнчен, Павел иудаизмра питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Анчах вӑл ҫакна «ҫӳпӗ вырӑнне» хунӑ (Флп. 3:3—8). Иккӗмӗшӗнчен, христиансене унччен хӗсӗрленӗшӗн вӑл хӑйне айӑплама пултарнӑ пулин те, вӑл ҫак туйӑмсене хӑйне пусарса лартма паман. Виҫҫӗмӗшӗнчен, вӑл эпӗ Иеговӑшӑн нумай турӑм, халӗ канма та пулать тесе шухӑшлама пултарнӑ. Анчах унӑн ҫавӑн пек шухӑш пулман. Павел нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ: ӑна тӗрмене лартнӑ, патакпа хӗненӗ, чулпа пенӗ, вӑл темиҫе хут карап путнине курнӑ, хӑш-пӗр чухне ӑна ҫимелли те, тӑхӑнмалли те ҫитсех кайман (2 Кор. 11:23—27). Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Вӑл пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ пулсан та, нумай хӗн курнӑ пулсан та, малалла чупмаллине пӗлнӗ. Пирӗн те ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулмалла.

6. «Иртни» шутне мӗн-мӗн кӗме пултарать?

6 Павел пекех, «иртнине» манӑҫа хӑварас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Тен, эпир унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн, Иегова вӗсене каҫарнӑ пулсан та, хамӑра айӑплатпӑр. Апла, мӗншӗн-ха Иисус Христосӑн каҫарттаракан парни ҫинчен тӗплӗнрех тӗпчес мар? Тӗпчени, мӗн тӗпчесе пӗлни ҫинчен шухӑшлани тата кӗлтуни пире ҫав йывӑр туйӑмсенчен хӑтӑлма пулӑшӗ. Вара эпир хамӑра айӑплама пӑрахма та пултаратпӑр. Павелран тата мӗне вӗренме пулать? Пирӗнтен кам та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе, тен, чаплӑ карьерине хӑварнӑ. Ун пек чухне эпир чаплӑ майсене ҫухатрӑмӑр тесе ӳкӗнме пӑрахса «иртнине» манӑҫа хӑварӑпӑр-ши? (Йыша шутл. 11:4—6; Еккл. 7:10.) «Иртни» шутне унччен Иеговӑн ӗҫӗнче тунӑ ҫитӗнӳсем те, эпир тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсем те кӗме пултараҫҫӗ. Паллах, ку таранччен Иегова мӗнле пилленипе мӗнле пулӑшнине аса илни пире Иеговӑпа ҫывӑхрах пулма пулӑшать. Анчах пирӗн нихӑҫан та Иегова валли ҫителӗклӗ турӑмӑр, халӗ канма та юрать тесе шухӑшламалла мар (1 Кор. 15:58).

Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупнӑ чухне пирӗн хамӑра ниме те чӑрмантарма памалла мар (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)

7. 1 Коринф 9:24—27 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупнӑ чухне пирӗн мӗне асра тытмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Иисус: «Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр»,— тени мӗне пӗлтернине Павел лайӑх ӑнланнӑ (Лука 13:23, 24, ҪХ). Пурнӑҫ тӑршшӗпех, Христос пекех, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмаллине вӑл пӗлнӗ, ҫавӑнпа христианинӑн пурнӑҫне чупнипе танлаштарнӑ. (1 Коринф 9:24—27 вуласа парӑр.) Чупаканӑн тӗллевӗ вӑл — финиша чупса ҫитесси. Унӑн хӑйне ниме те чӑрмантарма памалла мар. Калӑпӑр, ӑмӑрту хулара иртет. Чупакансене ялтӑртатса ларакан лавкка витринисем е мӗнле те пулин урӑх япаласем тӗллеве асра тытма чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Сирӗн шутпа, пӗр-пӗр чупакан чарӑнса тӑрса витрина ҫинчи япаласене пӑхма пуҫлӗ-ши? Вӑл ҫӗнтересшӗн пулсан, ҫакна тумӗ! Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупнӑ чухне те пирӗн хамӑра ниме те чӑрмантарма памалла мар. Хамӑрӑн тӗллеве асра тытатпӑр пулсан тата, Павел пекех, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр пулсан, награда илетпӗрех.

ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ПӐХМАСӐРАХ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕТПӖР

8. Мӗнле виҫӗ йывӑрлӑха эпир пӑхса тухӑпӑр?

8 Айтӑр пирӗн хӑвӑртлӑха чакарма пултаракан виҫӗ сӑлтава пӑхса тухар. Вӗсем ҫаксем: ӗмӗт татӑлни, сывлӑх япӑхланни тата чылайлӑха пыракан йывӑрлӑхсем. Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене кам чӑтса ирттернӗ, ҫавсен тӗслӗхӗ пире пулӑшма пултарать (Флп. 3:17).

9. Ӗмӗт татӑлни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

9 Ӗмӗт татӑлни. Паллах, Иегова хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурнӑҫласса эпир питӗ кӗтетпӗр. Аввакум пророк Иеговӑран Иудӑра усаллӑха хӑвӑртрах пӗтерме ыйтсан, Турӑ ӑна кӗтсе тӑма хавхалантарнӑ (Аввак. 2:3). Анчах та пирӗн ӗмӗт чылайччен пурнӑҫланмасан, пирӗн хастарлӑх сӳнме пултарать. Эпир хуйха ӳкме те пултаратпӑр (Ытар. 13:12). XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫапла пулса тухнӑ та. Ҫав вӑхӑтра святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен нумайӑшӗ 1914 ҫулта пӗлӗте каятпӑр тесе шутланӑ. Анчах ҫакӑ пулса иртмен. Турра шанчӑклӑ христиансен ӗмӗчӗ татӑлсан вӗсене мӗн пулӑшнӑ?

Ройал тата Перл Спатцсем, 1914 ҫулта вӗсен ӗмӗчӗ татӑлнӑ пулсан та, Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши хастарлӑн ӗҫленӗ (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)

10. Пӗр мӑшӑр, хӑйсен ӗмӗчӗ татӑлсан, мӗн тунӑ?

10 Ӗмӗчӗ татӑлнӑ икӗ христианинӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Ройал Спатц ятлӑ арҫын тӑван 1908 ҫулта 20-ре пулнӑ чухне шыва кӗнӗ. Вӑл кӗҫех пӗлӗте каяссине питӗ хытӑ ӗненнӗ. 1911 ҫулта Перл ятлӑ хӗрарӑм тӑвана хӑйне качча тухма ыйтнӑ чухне вӑл: «1914 ҫулта мӗн пуласса эсӗ пӗлетӗн. Пӗрлешес тетпӗр пулсан пирӗн васкамалла!» — тесе те каланӑ. Анчах 1914 ҫулта вӗсем пӗлӗте кайман. Вӗсем хуйха ӳкнӗ-и? Ҫук, мӗншӗн тесен вӗсемшӗн награда илесси мар, Туррӑн ирӗкне туса тӑрасси пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ. Вӗсем чӑтӑмлӑ пулса малалла чупма шут тытнӑ. Ройалпа Перл Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши хастарлӑ ӗҫленӗ тата хӑйсен ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленичченех ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Паллах, Иегова хӑйӗн ятне тата хӑйӗн влаҫне тӳрре кӑларасса, ҫавӑн пекех хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пурнӑҫласса эсир питӗ курасшӑн. Иегова палӑртнӑ вӑхӑтра ҫаксем пурте пулса иртесси пирки ан иккӗленӗр. Хальлӗхе вара айтӑр Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлер, ӗмӗт татӑлнине пула хуйха ӳкер мар.

Артур Секорд тӑван (сулахай енче) ватӑлсан та Иеговӑна чи лайӑххине парасшӑн пулнӑ (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)

11, 12. Мӗншӗн эпир сывлӑх япӑх пулнине пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

11 Сывлӑх япӑхланни. Финиша ҫитес тесен чупаканӑн лайӑх сывлӑх пулмалла. Анчах Иеговӑна хытӑ ӗненни тата унӑн ӗҫӗнче хастарлӑ пулни сывлӑх мӗнлерех пулнинчен килмест. Камӑн сывлӑхӗ япӑх, ҫавсем те Иеговӑна чи лайӑххине пама пултараҫҫӗ (2 Кор. 4:16). Сӑмахран, Артур Секорд * тӑванӑн тӗслӗхне илер. Вӑл 88 ҫула ҫитнӗ ҫӗре 55 ҫул Вефильте ӗҫленӗ пулнӑ. Унӑн сывлӑхӗ япӑхланса кайнӑ. Пӗррехинче Вефильте ӗҫлекен медсестра ӑна пулӑшас тесе унӑн кравачӗ патне пынӑ та ыррӑн каланӑ: «Артур тӑван, эсӗ пурнӑҫра мӗн кӑна курман пулӗ! Эсӗ Иеговӑшӑн питӗ нумай тунӑ». Анчах Артур тӑван иртнипе пурӑнман. Вӑл ӑна куҫран пӑхнӑ та ӑшшӑн йӑл кулса каланӑ: «Ку чӑнах та ҫапла. Анчах чи кирли вӑл — эпир унччен мӗн туни мар, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлни».

12 Тен, эсир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлетӗр, халӗ вара сывлӑх япӑх пулнӑран нумайӑшне тӑваймастӑр. Хуйха ан ӳкӗр! Иегова эсир унччен уншӑн мӗн тунине питӗ хаклани пирки ан иккӗленӗр (Евр. 6:10). Ҫакна та асра тытӑр: Иеговӑна чунтан парӑнса юратнине эпир мӗн чухлӗ тунипе мар, савӑнӑҫа упраса хӑварнипе тата май килнӗ таран пурне те тунипе кӑтартатпӑр (Кол. 3:23). Иегова пире ӑнланать тата пирӗнтен тума пултарайманнине тума ыйтмасть (Марк 12:43, 44).

Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ пулсан та, Анатолипе Лидия Мельниксем малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлеҫҫӗ (13-мӗш абзаца пӑхӑр.)

13. Анатолипе Лидия тӑвансемпе мӗн пулса иртнӗ тата вӗсен тӗслӗхӗ пире йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма мӗнле хавхалантарать?

13 Чылайлӑха пыракан йывӑрлӑхсем. Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вун-вун ҫул хушши йывӑрлӑхсене тата хӗсӗрленине чӑтса ирттереҫҫӗ. Акӑ Анатолий Мельник * тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл 12 ҫулта пулнӑ чухне унӑн ашшӗне арестленӗ те тӗрмене лартнӑ, унтан вара Ҫӗпӗре, Молдовӑри хӑйӗн тӑван килӗнчен 7 000 ҫухрӑм ытла аякка, ссылкӑна янӑ. Ҫулталӑк иртсен Анатолие, унӑн амӑшне тата кукашшӗпе кукамӑшне те Ҫӗпӗре ссылкӑна янӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен тепӗр ялта иртекен тӗлпулусене ҫӳреме май килнӗ. Унта каяс тесен вӗсен шартлама сивӗре 30 ҫухрӑм юр тӑрӑх каймалла пулнӑ. Каярахпа виҫӗ ҫуллӑха тӗрмене лартнипе Мельник тӑвана хӑйӗн арӑмӗнчен, Лидирен, уйӑрнӑ. Ун чухне вӗсен хӗрачи ҫулталӑкра пулнӑ. Ҫак йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Анатолипе унӑн ҫемйи Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Халӗ Анатолий тӑван 82 ҫулта, вӑл Вӑтам Азири филиал комитетӗнче ӗҫлет. Айтӑр Анатолипе Лидия тӑвансенчен тӗслӗх илер тата малалла та чӑтӑмлӑ пулса Иеговӑн ӗҫӗнче мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар (Гал. 6:9).

ШАНЧӐКА АСРА ТЫТӐР

14. Хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тесе Павел мӗн тунӑ?

14 Павел финиша ҫитесси пирки тата хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫласси пирки пӗртте иккӗленмен. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин пулнӑ май вӑл хӑйне «парас сӑвапа» илессе шанса тӑнӑ. Анчах ҫакна илмешкӗн унӑн вӑй хумаллине вӑл ӑнланнӑ (Флп. 3:14, ҪХ). Филиппӑри христиансене хӑйсен тӗллевне асра тытма пулӑшас тесе Павел интереслӗ тӗслӗх илсе панӑ.

15. Павел Филиппӑри христиансене хӑйсен тӗллевне асра тытма пулӑшас тесе мӗнле тӗслӗх илсе панӑ?

15 Павел Филиппӑри христиансене эсир «ҫӳлте пурӑнасскерсем», е пӗлӗтри Патшалӑхӑн гражданӗсем, тесе аса илтернӗ (Флп. 3:20). Мӗншӗн вӗсен ҫакна асра тытмалла пулнӑ? Ун чухне нумайӑшӗ Рим гражданинӗ пуласшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене нумай усӑ панӑ *. Анчах унпа танлаштарсан, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем чылай лайӑхрах Патшалӑхӑн гражданӗсем пулнӑ тата ҫакӑ вӗсене чылай нумайрах усӑ панӑ. Ҫавӑнпа Павел Филиппӑри христиансене: «Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара тивӗҫлӗ пурӑнӑр»,— тесе хавхалантарнӑ (Флп. 1:27). Ҫак сӑвӑ йӗркинчи «пурӑнӑр» сӑмаха ҫавӑн пекех «хӑвӑра граждансем пек тытӑр» тесе те куҫарма пулать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем награда илме вӑй хурас тӗлӗшрен хальхи вӑхӑтра та питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.

16. Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинче-и, пирӗн мӗн тумалла?

16 Эпир пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинче-и, пирӗн малалла та хамӑрӑн тӗллеве пурнӑҫлама тӑрӑшмалла. Иртнине манӑҫа хӑварнӑшӑн айтӑр нихӑҫан та ӳкӗнер мар тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме ниме те чӑрмантарма парар мар (Флп. 3:16). Тен, эсир Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем пурнӑҫланасса чылай вӑхӑт хушши кӗтетӗр. Е, тен, эсир ҫамрӑках мар, сирӗн вӑй та унчченхи пекех мар. Тен, сирӗн нумай ҫул хушши йывӑрлӑхсене тата хӗсӗрленине чӑтса ирттерме тивнӗ. Кирек мӗнле пулсан та нимӗншӗн те ан кулянӑр. Турра йӑлӑнса кӗлтӑвӑр, вара вӑл сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парӗ. (Филиппӑ 4:6, 7 вуласа парӑр.)

17. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Чупакан финиша ҫитес тесе пӗтӗм вӑйне хурать. Ҫавӑн пекех финиш патне ҫитсе пынӑ май эпир Иеговӑшӑн вӑй ҫитнӗ таран нумайрах ӗҫлесшӗн тата чаплӑ пуласлӑх пуласса асра тытасшӑн. Тӗрӗс еннелле чупас тесен тата халран каяс мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Тепӗр статья пире пурнӑҫра мӗне мала хумаллине пӗлме тата «мӗн кирлӗрех пулнине пӗлсе» пыма пулӑшӗ (Флп. 1:9, 10, ҪТ).

79-МӖШ ЮРӐ Вӗсене ҫирӗп пулма вӗрентӗр

^ 5 абз. Иеговӑшӑн кирек мӗн чухлӗ ӗҫлесен те эпир, христиансем пулнӑ май, малашне те чӑнлӑхра ӳсӗмсем тӑвасшӑн. Павел апостол христиансене ҫакна тума нихӑҫан та ан чарӑнӑр тесе ӳкӗтленӗ. Филиппӑри тӑвансем патне янӑ унӑн ҫырӑвӗ пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупма хавхалантарать. Ҫак статья пире Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Павелӑн сӑмахӗсене мӗнле тытса тӑмаллине курма пулӑшӗ.

^ 5 абз. Филиппӑ 3:12—14, ҪХ: «Анчах та эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм теме пултараймастӑп. Христос мана мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавӑн патне тӑрӑшсах ӑнтӑлатӑп. Эй, тӑвансем! Эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм тесе йӑпанса лармастӑп; иртнине манӑҫа хӑварса малаллах ыткӑнатӑп. Эпӗ тӗллевӗм патне, хама парас сӑвап патне васкатӑп. Турӑ пире ҫав сӑвапшӑн Иисус Христос урлӑ чӗнсе илнӗ».

^ 11 абз. Артур Секорд тӑванӑн биографине 1965 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (акӑлч.) ҫырса панӑ.

^ 13 абз. Мельник тӑванӑн биографине 2004 ҫулхи октябрӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналта ҫырса панӑ.

^ 15 абз. Филиппӑ хули Рим колонийӗ пулнӑран унта пурӑнакансен Рим гражданӗсен пулнӑ правасем пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел усӑ курнӑ тӗслӗхе Филиппӑри христиансем ӑнланнӑ.