Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иисус пекех пулӑр, чун канӑҫлӑхне упрӑр

Иисус пекех пулӑр, чун канӑҫлӑхне упрӑр

«Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса... сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (ФЛП. 4:7).

113-МӖШ ЮРӐ Турӑ паракан мир

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Мӗншӗн Иисус вӑйлӑ пӑлханнӑ?

ИИСУСӐН ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн юлашки кунӗнче пӑшӑрханмалли нумай пулнӑ. Кӗҫех ӑна йӗркесӗр ҫынсен аллипе асаплантарса вӗлерӗҫ. Анчах пуринчен ытла Иисус урӑххишӗн пӑшӑрханнӑ. Вӑл хӑйӗн Ашшӗне хытӑ юратнӑ тата унӑн ӑна савӑнтарас килнӗ. Иисус ҫав пулас пысӑк йывӑрлӑхсенче Турра шанчӑклӑ тарса юлни Иеговӑн ятне тӳрре кӑларма пулӑшассине пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех Иисус ҫынсене юратнӑ тата вӑл хӑй мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлсан ҫеҫ вӗсен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пуласса ӑнланнӑ.

2 Иисус вӑйлӑ пӑлханнӑ пулсан та вӑл чун канӑҫлӑхне ҫухатман. Иисус апостолсене: «Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп»,— тесе каланӑ (Иоанн 14:27). Иисусӑн Турӑ паракан «канӑҫлӑх» пулнӑ. Ҫакӑн пек канӑҫлӑха, е лӑпкӑлӑха, ҫын Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене пула туять. Ҫак туйӑм Иисусӑн ӑс-тӑнӗпе чӗрине упраса хӑварнӑ, урӑхла каласан, пӑшӑрхантаракан шухӑшсене сирсе яма пулӑшнӑ (Флп. 4:6, 7).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Пирӗнтен никам та Иисус тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулмӗ, анчах та ун хыҫҫӑн пыракансен пурин те йывӑрлӑхсем пулаҫҫех (Иоанн 15:20; 2 Тим. 3:12). Ҫавӑнпа эпир те Иисус пекех хӑш-пӗр чухне пӑшӑрханма пултаратпӑр. Ҫак туйӑмсене ҫӗнтерме тата канӑҫлӑха упраса хӑварма мӗн пулӑшӗ? Айтӑр Иисуса ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне мӗн пулӑшнине пӑхса тухар тата йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Иисусран мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явар.

ИИСУС ЧАС-ЧАСАХ КӖЛТУНӐ

Кӗлтунине пула эпир чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пултаратпӑр (4—7 абзацсене пӑхӑр.)

4. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн юлашки кунӗнче Иисус нумай кӗлтуни ӑҫтан курӑнать? Христиансене 1 Фессалоника 5:17-мӗшӗнче мӗнле канаш панӑ?

4 1 Фессалоника 5:17 вуласа парӑр. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн юлашки кунӗнче Иисус нумай кӗлтунӑ. Хӑйӗн вилӗмне аса илмелли уява мӗнле паллӑ тумаллине кӑтартнӑ чухне вӑл апостолсене ҫӑкӑр, кайран вара хӗрлӗ эрех парас умӗн кӗлтунӑ (1 Кор. 11:23—25). Ҫавӑн пекех Пасхӑна уявланӑ ҫуртран тухса каяс умӗн Иисус вӗсемпе пӗрле кӗлтунӑ (Иоанн 17:1—26). Ҫав каҫ вӗсем Гефсимани теекен вырӑна ҫитсен те вӑл темиҫе хут кӗлтунӑ (Матф. 26:36—39, 42, 44). Вилес умӗн Иисус каллех хӑйӗн Ашшӗне кӗлтунӑ (Лука 23:46). Ҫав кун хӑйӗнпе мӗн пулса иртни ҫинчен вӑл Иеговӑна йӑлтах каласа панӑ.

5. Мӗншӗн йывӑрлӑх сиксе тухсан апостолсене хӑюлӑх ҫитсех кайман?

5 Мӗне пула Иисус йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултарнӑ? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — Иисус хӑйӗн Ашшӗне шаннӑ тата ӑна час-часах кӗлтунӑ. Анчах апостолсем ҫав каҫ тӑтӑшах кӗлтуман. Ҫавӑнпа йывӑрлӑх сиксе тухсан вӗсене хӑюлӑх ҫитсех кайман (Матф. 26:40, 41, 43, 45, 56). Иисус пекех час-часах кӗлтӑватпӑр пулсан ҫеҫ эпир йывӑр вӑхӑтра Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарӑпӑр. Анчах мӗн ҫинчен кӗлтума пулать?

6. Ӗненӳ канӑҫлӑха упраса хӑварма мӗнле пулӑшӗ?

6 Кӗлӗре эпир Иеговӑран: «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»,— тесе ыйтма пултаратпӑр (Лука 17:5; Иоанн 14:1). Ӗненӳ пире питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Сатана Иисус хыҫҫӑн пыракансене пурне те тӗрӗслет (Лука 22:31). Йывӑрлӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри йӑтӑнса анаҫҫӗ пулсан та ӗненӳ пире канӑҫлӑха упраса хӑварма мӗнле пулӑшӗ? Хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр пулсан ӗненӳ пире Иеговӑна шанма пулӑшӗ. Мӗн тумаллине вӑл пирӗнтен лайӑхрах пӗлни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр, ҫавӑнпа та эпир чӗрере канӑҫлӑх туятпӑр (1 Петр 5:6, 7).

7. Роберт тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

7 Кӗлтунине пула эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхра та чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пултаратпӑр. Робертӑн, 80 ҫултан иртнӗ старейшинӑн, тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл каласа парать: «Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мана пурнӑҫри тӗрлӗ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшрӗҫ. Эпӗ укҫа ҫитменнипе нуша куртӑм. Пӗр вӑхӑт хушши старейшина пулса ӗҫлеме те пӑрахрӑм». Канӑҫлӑха упраса хӑварма Роберта мӗн пулӑшнӑ? Вӑл акӑ мӗн калать: «Пӑшӑрханма пуҫласанах эпӗ кӗлтӑватӑп. Эпӗ ҫакна ӗненетӗп: мӗн чухлӗ ытларах тата хӗрӳллӗрех кӗлтӑватӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах чӗрере канӑҫлӑх туятӑн».

ИИСУС ЫРӐ ХЫПАРА ХАСТАРЛӐН ПӖЛТЕРНӖ

Ырӑ хыпар сарнине пула эпир чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пултаратпӑр (8—10 абзацсене пӑхӑр.)

8. Иоанн 8:29-мӗшӗ тӑрӑх, канӑҫлӑха упраса хӑварма Иисуса тата мӗн пулӑшнӑ?

8 Иоанн 8:29 вуласа парӑр. Хӗсӗрленӗ чухне те Иисус канӑҫлӑха упраса хӑварнӑ, мӗншӗн тесен вӑл шанчӑклӑ тӑрса юлнипе хӑйӗн Ашшӗне савӑнтарнине пӗлнӗ. Хӑйне йывӑр пулнӑ чухне вӑл яланах Турра итленӗ. Иисус хӑйӗн Ашшӗне юратнӑ, ҫавӑнпа та Иеговӑшӑн ӗҫлесси унӑн пурнӑҫӗнче малти вырӑнта пулнӑ. Ҫӗр ҫине киличчен Иисус «Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ» (Ытар. 8:30). Ҫӗр ҫинче вара вӑл Ашшӗ ҫинчен хастарлӑн вӗрентнӗ (Матф. 6:9; Иоанн 5:17). Ҫакӑ Иисуса нумай савӑнӑҫ панӑ (Иоанн 4:34—36).

9. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе нумай хутшӑнни чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма мӗнле пулӑшать?

9 Иисус пекех пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? Иеговӑна итлемелле тата «Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса» тӑмалла (1 Кор. 15:58). Ырӑ хыпар сарас ӗҫе «пуҫӗпех парӑнса» туса тӑратпӑр пулсан, эпир хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен пӗрмаях шутласа ҫӳремӗпӗр (Ап. ӗҫ. 18:5). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир тӗл пулакан хӑш-пӗр ҫынсен йывӑрлӑхӗсем пирӗннинчен те пысӑкрах. Анчах вӗсем Иеговӑна пӗлсе пынӑ май ӑна юратма тытӑнсан тата Библири канашсене тытса тӑма пуҫласан вӗсен пурнӑҫӗ лайӑхланать тата вӗсем телейлӗрех пулса пыраҫҫӗ. Ҫакӑн пеккине курса тӑнӑ чухне кашнинче эпир Иегова пирӗншӗн тӑрӑшасса хытӑрах та хытӑрах шанатпӑр. Ҫакӑ вара пире чун канӑҫлӑхне упрама пулӑшать. Нумай ҫул хушши депрессипе чирлекен тата хӑйне ниме тӑман ҫын пек туякан хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Ырӑ хыпар сарас ӗҫе нумай хутшӑннӑ чухне мана хамӑн туйӑмсене алра тытма ҫӑмӑлтарах тата эпӗ хама телейлӗрех туятӑп. Ман шутпа, эпӗ ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑран хама ҫавӑн пек туятӑп».

10. Бренда тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пулать?

10 Бренда ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл тата унӑн хӗрӗ склерозпа чирлеҫҫӗ. Бренда утса ҫӳреме пултараймасть, ҫавӑнпа унӑн инвалид креслипе куҫса ҫӳреме тивет, ҫавӑн пекех вӑл нумай япалана тӑваймасть. Хӑш-пӗр чухне вӑл килтен киле ырӑ хыпар сарать, анчах ытларах чухне ҫырусем ҫырать. Вӑл каласа парать: «Ҫак тӗнчере сывалма пултарайманнине ӑнлансан тата ҫак чирпе малалла та пурӑнмаллине йышӑнсан эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе нумайрах тума пуҫларӑм. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ хама мӗн пӑшӑрхантарнине манатӑп та ытларах пирӗн пухӑвӑн территоринче пурӑнакан ҫынсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлатӑп. Ҫакна пула эпӗ хамӑн шанчӑка ялан асра тытатӑп».

ИИСУС ТУСӖСЕМ ПУЛӐШНИНЕ ЙЫШӐННӐ

Лайӑх туссемпе хутшӑннине пула эпир чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пултаратпӑр (11—15 абзацсене пӑхӑр.)

11—13. а) Апостолсемпе ытти ҫынсем Иисусшӑн чӑн-чӑн туссем пулни мӗнрен курӑнать? ӑ) Туслӑх Иисуса мӗн панӑ?

11 Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑнӑ чухне апостолсем уншӑн чӑн-чӑн туссем пулнӑ. Вӗсем Библири «хӑш тус тӑванран та ҫывӑхрах пулать» текен сӑмахсем тӗрӗс пулнине кӑтартнӑ (Ытар. 18:24). Иисус хӑйӗн тусӗсене питӗ хакланӑ. Ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне туса тӑнӑ чухне унӑн пӗртӑванӗсенчен пӗри те ӑна ӗненмен (Иоанн 7:3—5). Пӗррехинче вӗсем ун пирки ӑсран кайнӑ тесе те каланӑ (Марк 3:21). Шанчӑклӑ апостолсем вара Иисуса пулӑшса тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус вӗсене: «Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр»,— тесе каланӑ (Лука 22:28).

12 Хӑш-пӗр чухне апостолсем Иисуса кулянтарнӑ, анчах вӑл вӗсен йӑнӑшӗсем ҫинче чарӑнса тӑман, ун вырӑнне вӑл вӗсем хӑйне ӗненнине асра тытнӑ (Матф. 26:40; Марк 10:13, 14; Иоанн 6:66—69). Хӑйне вӗлерес умӗнхи каҫ Иисус ҫав шанчӑклӑ арҫынсене ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире Аттемрен Хам мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп» (Иоанн 15:15). Паллах, Иисусӑн тусӗсем ӑна питӗ хавхалантарнӑ. Вӗсем Иисуса сӑваплӑ ӗҫре пулӑшса тӑни ӑна питӗ савӑнтарнӑ (Лука 10:17, 21).

13 Апостолсемсӗр пуҫне Иисусӑн урӑх туссем те пулнӑ. Ҫав арҫынсемпе хӗрарӑмсем ӑна хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗнче пулӑшса тӑнӑ. Пӗрисем ӑна хӑнана чӗнсе апат ҫитернӗ (Лука 10:38—42; Иоанн 12:1, 2). Теприсем унпа пӗрле ҫӳренӗ тата ӑна хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшнӑ (Лука 8:3). Иисусӑн лайӑх туссем пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй лайӑх тус пулнӑ. Вӑл вӗсемшӗн нумай ырӑ ӗҫ тунӑ тата вӗсенчен вӗсем тума пултарайманнине тума ыйтман. Иисус, пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ пулсан та, хӑйӗн тусӗсем пулӑшнине — ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулӑшнине — питӗ хакланӑ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем ӑна чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пулӑшнӑ.

14, 15. Лайӑх туссене мӗнле тупма пулать тата вӗсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

14 Чӑн-чӑн туссем пире Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн пек туссене тупас тесен пирӗн хамӑрӑн та лайӑх тус пулмалла (Матф. 7:12). Библи пире ыттисене — уйрӑмах кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсене — пулӑшма хавхалантарать (Эф. 4:28). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, пухура эсир кама пулӑшма пултаратӑр? Сӑмахран, тӑван килтен тухма пултараймасть пулсан лавккана кайса ӑна мӗн кирлине туянма пулать. Кам та пулин ҫити-ҫитми пурнӑҫпа пурӑнать пулсан ӑна апат-ҫимӗҫ пама пулать. Пӗр-пӗр хыпарҫӑ jw.org® сайтпа тата JW Library® приложенипе усӑ курма пӗлмест пулсан, хаклӑ чӑнлӑхсене вӑл хӑй тупма пултартӑр тесе ӑна ҫак хатӗрсемпе усӑ курма вӗрентме пулать. Ыттисене пулӑшнӑ чухне эпир телейлӗрех пулса пырӑпӑр (Ап. ӗҫ. 20:35).

15 Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне туссем пулӑшнине пула эпир чун канӑҫлӑхне упраса хӑваратпӑр. Иов хӑйӗн хуйхи-суйхи ҫинчен каласа панӑ чухне Елиуй ӑна тимлӗ итленӗ, пирӗн туссем те эпир хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне пире тӳсӗмлӗн итлеҫҫӗ (Иов 32:4). Туссем пирӗншӗн йышӑну тӑвасса пирӗн кӗтмелле мар (Ытар. 15:22). Асра тытӑр: Давид патша тусӗсем пулӑшнине йышӑнас тесе хӑйне кӗҫӗне хунӑ (2 Патш. 17:27—29). Пире пулӑшу кирлӗ чухне туссен пулӑшӑвне йышӑнас тесен пирӗн те мӑнкӑмӑллӑ пулмалла мар. Лайӑх туссем — Иегова панӑ парне (Иак. 1:17).

ЧУН КАНӐҪЛӐХНЕ УПРАМА МӖН ПУЛӐШӖ?

16. Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, чун канӑҫлӑхне упраса хӑвармашкӑн мӗн кирлӗ? Ӑнлантарса парӑр.

16 Филиппӑ 4:6, 7 вуласа парӑр. Мӗншӗн Библире Турӑ пире «Христоспа пӗрлештерсе», е урӑхла каласан, Христос Иисус урлӑ канӑҫлӑх парать тенӗ? Мӗншӗн тесен Турӑ тӗллевӗнче Иисус Христос мӗнле вырӑн йышӑннине ӑнланатпӑр тата ҫакна ӗненетпӗр пулсан ҫеҫ, эпир чун канӑҫлӑхне тупма тата упраса хӑварма пултаратпӑр. Сӑмахран, Иисусӑн каҫарттаракан парнине пула Турӑ пирӗн пур ҫылӑха та каҫарма пултарать (1 Иоанн 2:12). Ҫакӑ пире питӗ йӑпатать. Иисус, Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулнӑ май, Сатана тата унӑн тӗнчи кӳрекен пур сиене те пӗтерӗ (Ис. 65:17; 1 Иоанн 3:8; Ӳлӗм. 21:3, 4). Мӗн тери чаплӑ шанчӑк! Иисус пире ҫӑмӑл мар ӗҫ хушса хӑварнӑ пулсан та, ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче вӑл пирӗнпе пӗрле тата пире пулӑшса тӑрать (Матф. 28:19, 20). Ҫакна пӗлни пире хӑюлӑх парать. Чӗрере канӑҫлӑх пултӑр тесе йӑпату, шанчӑк тата хӑюлӑх питӗ кирлӗ.

17. а) Чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма мӗн пулӑшӗ? ӑ) Иоанн 16:33-мӗшӗ тӑрӑх, эпир мӗн тума пултарӑпӑр?

17 Апла, пысӑк йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ чухне чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма сире мӗн пулӑшӗ? Хӑвӑра Иисус пекех тытма тӑрӑшӑр. Пӗрремӗшӗнчен, пӗрмай кӗлтӑвӑр. Иккӗмӗшӗнчен, Иеговӑна итлӗр тата ҫӑмӑл мар пулсан та ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтерӗр. Виҫҫӗмӗшӗнчен, йывӑр чухне туссем пулӑшнине йышӑнӑр. Ҫакна пула Турӑ паракан канӑҫлӑх сирӗн ӑс-тӑнпа чӗрене сыхласа усрӗ. Вара эсир Иисус пекех пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултарӑр. (Иоанн 16:33 вуласа парӑр.)

41-МӖШ ЮРӐ Манӑн кӗллӗме илтсем

^ 5 абз. Пирӗн пурин те йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивет, ҫак йывӑрлӑхсене пула вара эпир чун канӑҫлӑхне ҫухатма пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир Иисус Христос канӑҫлӑха ҫухатас мар тесе мӗн-мӗн тунине сӳтсе явӑпӑр, ҫавӑн пекех хамӑр та пысӑк йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ чухне мӗн тума пултарнине пӑхса тухӑпӑр.