Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑратӑр-и?

Эсир сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑратӑр-и?

«Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне малаллах ту, хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр» (2 ТИМ. 4:5).

57-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтеретпӗр

ҪАК СТАТЬЯРА *

Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тӗл пулнӑ та вӗсене «кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр» тенӗ. (1-мӗш абзац пӑхӑр.)

1. Туррӑн ӗҫлекенӗсем пурте мӗн тума вӗренесшӗн тата мӗншӗн? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ИИСУС ХРИСТОС хӑй хыҫҫӑн пыракансене ҫакӑн пек хушу панӑ: «Кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр» (Матф. 28:19, ҪТ). Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пурте ҫак ӗҫе «туллин» туса тӑма вӗренесшӗн (2 Тим. 4:5). Пирӗншӗн ҫак ӗҫ — чи пӗлтерӗшлӗ те вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ. Анчах сӑваплӑ ӗҫ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрас килет, ҫавӑн чухлӗ уйӑрма йывӑр пулма пултарать.

2. Эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр?

2 Пире ытти ӗҫсене тума та вӑхӑтпа вӑй кирлӗ. Пӗрисен хӑйсене тата хӑйсен ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе нумай ӗҫлеме тивет. Теприсен вара ҫемьери ытти яваплӑхсене туса тӑмалла е чирпе, депрессипе, ватлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсемпе кӗрешмелле. Ҫакна пӑхмасӑрах сӑваплӑ ӗҫе туллин мӗнле туса тӑма пулать?

3. Матфей 13:23-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсенчен мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать?

3 Хамӑр лару-тӑрӑва пула сӑваплӑ ӗҫре тӑвас тенӗ чухлӗ тӑваймастпӑр пулсан та, пирӗн ал усмалла мар. Патшалӑх ҫимӗҫне пурте пӗр тан кӳме пултарайманнине Иисус пӗлнӗ. (Матфей 13:23 вуласа парӑр.) Анчах ҫак ӗҫе вӑй ҫитнӗ таран хутшӑннине Иегова питӗ хаклать (Евр. 6:10—12). Ҫав вӑхӑтрах, пире сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума май пур пек туйӑнма пултарать. Ҫак статьяра эпир сӑваплӑ ӗҫе мала хурас тесе, ансат пурнӑҫпа пурӑнас тесе, ҫавӑн пекех ырӑ хыпар сарас тата чӑнлӑха вӗрентес ӗҫре лайӑхланас тесе мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Анчах малтан эпир сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑни мӗне пӗлтернине сӳтсе явӑпӑр.

4. Сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑни мӗне пӗлтерет?

4 Сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑрас тетпӗр пулсан, пирӗн ырӑ хыпар сарас тата чӑнлӑха вӗрентес ӗҫре мӗн тума пултарнине пурне те тумалла. Анчах Иеговӑшӑн ҫак ӗҫ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрни кӑна мар, ӑна мӗншӗн туни те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Эпир сӑваплӑ ӗҫе * чун-чӗререн тӑватпӑр, мӗншӗн тесен Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юрататпӑр (Марк 12:30, 31; Кол. 3:23). Турӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлени вӑл хамӑра шанса панӑ ӗҫе чи лайӑх майпа тӑвас тесе пӗтӗм вӑя хунине пӗлтерет. Ҫак ӗҫе хаклатпӑр пулсан, эпир май пулсанах ырӑ хыпара пӗлтерме тӑрӑшӑпӑр.

5, 6. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ валли нумай вӑхӑт уйӑрма пулмасть пулсан та, ҫак ӗҫе мала хума пулать-и? Тӗслӗх илсе парӑр.

5 Калӑпӑр, пӗр ҫамрӑк гитарӑпа калама юратать. Май сиксе тухсанах вӑл гитарӑна алла илет. Вӑл кафене гитарист пулса ӗҫлеме вырнаҫать, унта канмалли кунсенче гитарӑпа калать. Анчах ӗҫ укҫи сахал пулнӑран вӑл тунтикунран пуҫласа эрнекунччен тулли ӗҫ кунӗпе лавккара кассир пулса ӗҫлет. Вӑл лавккара ытларах вӑхӑт ирттерет пулсан та, музыка ҫинчен анчах шухӑшлать. Чаплӑ музыкант пулса тӑрас тесе вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне аталантарма тӑрӑшать. Кӑшт та пулин гитарӑпа калама вӑл майсем шырать.

6 Тен, эсир те ырӑ хыпар сарас ӗҫ валли нумай вӑхӑт уйӑрма пултараймастӑр. Эсир ҫак ӗҫе питӗ юрататӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсен чӗрине пырса тивес тесе хӑвӑр ӑсталӑха лайӑхлатма тӑрӑшатӑр. Анчах ӗҫ нумай пулнӑран сирӗн ҫакӑн пек ыйту сиксе тухма пултарать: ырӑ хыпар сарас ӗҫе мала хурас тесен мӗн тумалла?

СӐВАПЛӐ ӖҪЕ МАЛА ХУРАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

7, 8. Сӑваплӑ ӗҫе тӑвас тӗлӗшрен эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

7 Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑрас тӗлӗшрен Иисус Христос чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парасси унӑн пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑннӑ (Иоанн 4:34, 35). Ырӑ хыпара нумайтарах ҫын илтме пултартӑр тесе Иисус ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм утса тухнӑ. Вӑл халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче те, килсенче те ҫынсемпе калаҫма майсем шыранӑ. Сӑваплӑ ӗҫе тӑвасси унӑн пурнӑҫӗнче малти вырӑнта пулнӑ.

8 Ҫынсене ырӑ хыпар калама майсем шыранипе эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Ырӑ хыпар сарас тесе эпир канлӗ пурнӑҫа та хӑварма хатӗр (Марк 6:31—34; 1 Петр 2:21). Хӑш-пӗр тӑвансем пулӑшакан пионер, пионер е ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ. Теприсем вара урӑх чӗлхепе калаҫма вӗреннӗ е хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайнӑ. Ҫав-ҫавах ырӑ хыпар сарас ӗҫре чылайӑшне ахаль хыпарҫӑсем, хӑйсем мӗн тума пултарнине тӑваканскерсем, туса тӑраҫҫӗ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре нумай туса тӑратпӑр-и е нумаях мар — Иегова пирӗнтен эпир тума пултарайманнине тума ыйтмасть. «Телейлӗ Туррӑн... ырӑ хыпарне» пӗлтерни пире савӑнӑҫ кӳтӗр тет вӑл (1 Тим. 1:11, ҪТ; Сак. аст. 30:11).

9. а) Павел палаткӑсене тунӑ чухне ырӑ хыпар сарас ӗҫе мала хуни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Апостолсен ӗҫӗсем 28:16, 30, 31 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнӑ?

9 Сӑваплӑ ӗҫе мала хурас тӗлӗшрен Павел апостол лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иккӗмӗш миссионерла ҫулҫӳревре пулнӑ чухне вӑл Коринфра пурӑннӑ. Унӑн укҫи ҫукпа пӗрех пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл палаткӑсем туса пурӑннӑ. Анчах ҫак ӗҫ унӑн пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнман. Коринф ҫыннисене ырӑ хыпара «тӳлевсӗр» пӗлтерес тесе вӑл хӑйне хӑй мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ (2 Кор. 11:7, ҪХ). Павел палаткӑсене туса тӑнӑ пулсан та ырӑ хыпар сарас ӗҫе мала хунӑ: вӑл кашни шӑматкун ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Тӑвансем укҫа парса пулӑшсан вара Павел сӑваплӑ ӗҫ валли ытларах вӑхӑт уйӑрма пуҫланӑ. Вӑл «вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех парӑнса, Иисус ҫинчен Вӑл Христос иккенне уҫҫӑн кӑтарта-кӑтарта панӑ» (Ап. ӗҫ. 18:3—5; 2 Кор. 11:9). Каярахпа Павела арестленӗ, вара вӑл Римра икӗ ҫул хушши килтен тухмасӑр пурӑннӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хӑйӗн патне килекенсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ тата ҫырусем ҫырнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 28:16, 30, 31 вуласа парӑр.) Павел хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума ниме те чӑрмантарма паман. Вӑл ҫырнӑ: «Эпир ҫак ӗҫе туса тӑмалла пултӑмӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫа усмастпӑр» (2 Кор. 4:1). Нумай ӗҫлеме тивет пулсан та эпир Павел пекех Патшалӑх ӗҫне мала хума пултаратпӑр.

Сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑма нумай май пур (10, 11 абзацсене пӑхӑр.)

10, 11. Сывлӑх япӑх пулнине пӑхмасӑрах мӗнле майпа эпир сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑма пултаратпӑр?

10 Ватӑлса пынӑран е сывлӑх япӑх пулнӑран килтен киле ырӑ хыпар сарма йывӑр пулма пултарать, вара эсир ырӑ хыпара ытти майсемпе пӗлтерме пултаратӑр. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ӑҫта ҫынсем пулнӑ, ҫавӑнта ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен килтен киле ҫӳренӗ чухне, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта тата кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне майлӑ самантсемпе усӑ курса вӗрентнӗ (Ап. ӗҫ. 17:17; 20:20). Сире нумай утма йывӑр пулсан эсир халӑх пулакан ҫӗрте лармалли вырӑн тупса иртсе ҫӳрекен ҫынсене ырӑ хыпар сарма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне майлӑ самантсемпе усӑ курса, ҫыру ҫырса е телефонпа ырӑ хыпар сарма пулать. Ырӑ хыпара килтен киле нумай каласа ҫӳреме пултарайман тӑвансем ҫак ӗҫе урӑх майсемпе тума май пурришӗн питӗ савӑнаҫҫӗ.

11 Сывлӑх япӑх пулнине пӑхмасӑрах эсир Турӑшӑн туллин ӗҫлесе тӑма пултаратӑр. Каллех Павел апостолӑн тӗслӗхне аса илер. Вӑл ҫапла каланӑ: «Ытла та пысӑк хӑват хамӑрӑн марри, вӑл Туррӑн пулни... паллӑ» (2 Кор. 4:7). Ҫак хӑват Павела миссионерла ҫулҫӳревре чирлесе ӳксен питӗ кирлӗ пулнӑ. Галати ҫыннисем патне вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ сире малтанхи хут Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ чухне эпӗ чирлӗччӗ» (Гал. 4:13). Эсир Павел апостолтан тӗслӗх мӗнле илме пултаратӑр? Больницӑра ӗҫлекенсене, сӑмахран, тухтӑрсене тата медсестрасене, ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратӑр. Ҫакӑн пек ҫынсенчен нумайӑшне килте тытма йывӑр.

АНСАТ ПУРНӐҪПА ПУРӐНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

12. Куҫ таса пулни мӗне пӗлтерет?

12 «Куҫ — ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ»,— тенӗ Иисус (Матф. 6:22). Вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Иисус пирӗн ансат пурнӑҫпа пурӑнмалла тесе е пӗр тӗллеве ума лартса ҫав тӗллеврен пӑрӑнмалла мар тесе каласшӑн пулнӑ. Иисус ҫак тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ: унӑн пурнӑҫӗнче сӑваплӑ ӗҫе тӑвасси малти вырӑнта пулнӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене те Иеговӑпа унӑн Патшалӑхне мала хума вӗрентнӗ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе чи кирлӗ ӗҫ вырӑнне хуратпӑр пулсан, «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн, Турӑ ирӗкне туса тӑрассишӗн» тӑрӑшатпӑр пулсан, эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр (Матф. 6:33).

13. Сӑваплӑ ӗҫ валли ытларах вӑхӑт уйӑрма мӗн пулӑшма пултарать?

13 Сӑваплӑ ӗҫе мала хума пулӑшакан майсенчен пӗри вӑл — хамӑр пурнӑҫа ансатлатни *. Ҫавна пула эпир ыттисене Иегова ҫинчен пӗлме тата ӑна юратма пулӑшас тесе ытларах вӑхӑт уйӑрма пултаратпӑр. Эрне варринче ырӑ хыпара ытларах сармашкӑн хамӑрӑн ӗҫ графикне улӑштарма пулать-и? Е канупа вӑйӑ-кулӑ валли нумай вӑхӑт каять пулсан, ҫав вӑхӑта чакарма пулать-и?

14. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ валли нумайрах вӑхӑт уйӑрас тесе пӗр мӑшӑр мӗн тунӑ?

14 Элайас ятлӑ старейшина тата унӑн арӑмӗ акӑ мӗн тунӑ. Вӑл каласа парать: «Эпир пионер пулса ӗҫлеме пултарайман, анчах хамӑрӑн пурнӑҫра мӗн те пулин улӑштарма пултарнине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа эпир ырӑ хыпара ытларах пӗлтерме тӗллев лартрӑмӑр та ӑна пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пурнӑҫа кӗртме тытӑнтӑмӑр. Эпир укҫа сахалрах тӑкаклама пуҫларӑмӑр. Ҫавӑн пекех канупа вӑйӑ-кулӑ валли сахалрах вӑхӑт уйӑрас терӗмӗр, мӗншӗн тесен вӗсем валли нумай вӑхӑт каятчӗ. Унсӑр пуҫне, ӗҫ паракансенчен хамӑрӑн ӗҫ графикне улӑштарма ыйтрӑмӑр. Вара эпир каҫхине ырӑ хыпар сарма тата Библи вӗренӗвӗсем ытларах ирттерме тытӑнтӑмӑр. Ҫавӑн пекех эрне варринче кӑнтӑрла та ырӑ хыпар пӗлтертӗмӗр, ҫакна эпир уйӑхра икӗ хут тума пултартӑмӑр. Эпир питӗ нумай савӑнӑҫ илтӗмӗр!»

ЫРӐ ХЫПАР САРАС ТАТА ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТЕС ӖҪРЕ ЛАЙӐХЛАНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Эрне варринче иртекен тӗлпулура мӗн пӗлнипе усӑ курни пире ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫре лайӑхланма пулӑшӗ (15, 16 абзацсене пӑхӑр.) *

15, 16. 1 Тимофей 4:13, 15 сӑвӑ йӗркисенчи канашпа усӑ курса сӑваплӑ ӗҫе лайӑхрах та лайӑхрах тӑвас тесен пирӗн мӗн тумалла? (Ҫавӑн пекех «Мана сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑма пулӑшакан тӗллевсем» рамкӑна пӑхӑр.)

15 Сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑма тата мӗн пулӑшӗ? Хӑш-пӗр ӗҫсене тӑвас тесен пӗрмаях вӗренмелле тата ӑсталӑха ӳстермелле. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫак ӗҫе лайӑх тумашкӑн пирӗн те яланах вӗренсе пымалла тата ӑсталӑха ӳстермелле (Ытар. 1:5; 1 Тимофей 4:13, 15 вуласа парӑр).

16 Ырӑ хыпар сарас ӗҫре лайӑхланса пырас тесе мӗн тума пулать? Ҫав тӗлӗшрен пире кашни эрнере иртекен «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӗнче паракан канашсене тытса тӑни пулӑшӗ. Ҫак тӗлпулура пире ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑ сарма вӗрентеҫҫӗ. Сӑмахран, тӗлпулӑвӑн председателӗ вӗренмелли заданисене тӑвакансене канашсем парать. Ҫав канашсемпе усӑ курса эпир сӑваплӑ ӗҫе лайӑхрах та лайӑхрах тӑвӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир хамӑр ушкӑнӑн надзирателӗнчен пулӑшу ыйтма е унпа ырӑ хыпар сарма пултаратпӑр. Е пӗр-пӗр опытлӑ хыпарҫӑпа, сӑмахран, пионерпа е район надзирателӗпе, ырӑ хыпар сарма пулать. Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсемпе лайӑх усӑ курма вӗренсе пырсан ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫ нумайрах савӑнӑҫ парӗ.

17. Сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑрсан эпир мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?

17 Эпир — «Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем», ҫакӑ вара питӗ пысӑк чыс! (1 Кор. 3:9, ҪТ.) Эпир «мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнатпӑр пулсан тата сӑваплӑ ӗҫе мала хуратпӑр пулсан, Иеговӑшӑн «савӑнса ӗҫлесе» тӑрӑпӑр (Флп. 1:10; Пс. 99:2). Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, эпир ҫакна ҫирӗп шанма пултаратпӑр: Иегова паракан хӑвата пула эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ырӑ хыпара калама пултарӑпӑр (2 Кор. 4:1, 7; 6:4). Хамӑр лару-тӑрӑва кура эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе сахалрах е нумайрах хутшӑнма пултаратпӑр, анчах та ҫак ӗҫе чун-чӗререн тӑватпӑр пулсан, пирӗн савӑнма сӑлтав пулатех (Гал. 6:4). Сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑнипе эпир Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынна юратнине кӑтартатпӑр. Ҫакӑн пек тунипе эпир хамӑра та, хамӑра итлекенсене те ҫӑлӑпӑр (1 Тим. 4:16).

58-МӖШ ЮРӐ Турӑпа мирлешес текенсене шыратпӑр

^ 5 абз. Иисус пире Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерме тата вӗренекенсене хатӗрлеме хушнӑ. Ҫак статьяра эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах сӑваплӑ ӗҫе туллин мӗнле туса тӑмаллине сӳтсе явӑпӑр. Ҫавӑн пекех ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулма тата нумайрах савӑнӑҫ илме пире мӗн пулӑшма пултарнине те пӗлӗпӗр.

^ 4 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Христиансем туса тӑракан сӑваплӑ ӗҫ шутне ырӑ хыпар сарни тата чӑнлӑха вӗрентни, Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене туса лартни тата вӗсене пӑхса-юсаса тӑни, ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнисене пулӑшни кӗрет (2 Кор. 5:18, 19; 8:4).

^ 13 абз. 2016 ҫулхи июльте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Пурнӑҫа мӗнле ансатлатма пулать?» рамкӑна пӑхӑр, 10-мӗш страница.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Хӗрарӑм тӑван «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» тӗлпулӑвӗнче мӗнле майпа ҫын патне тепӗр хут килсе калаҫмаллине кӑтартать. Тӗлпулӑвӑн председателӗ панӑ канашсене вӑл «Ӑсталӑха ӳстер» брошюрӑна ҫырса хурать. Тӗлпулура мӗне вӗреннипе вӑл канмалли кунсенче ырӑ хыпар сарнӑ чухне усӑ курать.