Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова пулӑшнипе усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑрӑр

Иегова пулӑшнипе усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑрӑр

«Пирӗн... тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле» (ЭФ. 6:12).

55-МӖШ ЮРӐ Вӗсенчен ан хӑрӑр!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Эфес 6:10—13 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшать?

ИЕГОВА пирӗншӗн питӗ тӑрӑшать. Сӑмахран, вӑл пире тӑшмансене хирӗҫ тӑма пулӑшать. Пирӗн тӗп тӑшмансем вӗсем — Сатанапа демонсем. Иегова вӗсем мӗн тери хӑрушӑ пулни ҫинчен асӑрхаттарать тата вӗсене хирӗҫ тӑма мӗн кирлине пурне те парса тӑрать. (Эфес 6:10—13 вуласа парӑр.) Иегова пулӑшнине йышӑнатпӑр пулсан тата ӑна пур тӗлӗшрен те шанса тӑратпӑр пулсан, эпир Шуйттана хирӗҫ тӑма пултарӑпӑр. Вара эпир Павел апостол пекех: «Турӑ пирӗн майлӑ пулсассӑн, кам пире хирӗҫ тӑрайӗ?» — тесе ҫирӗппӗн калӑпӑр (Рим 8:31).

2. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

2 Чӑн христиансем пулнӑ май, эпир Сатанапа демонсем ҫинчен пӗлесшӗн ҫунмастпӑр. Ун вырӑнне эпир Иегова ҫинчен пӗлме тӑрӑшатпӑр (Пс. 24:5). Ҫав-ҫавах Сатана пире ан улталатӑр тесен пирӗн вӑл мӗнле улталанине пӗлмелле (2 Кор. 2:11). Ҫак статьяра эпир Сатанапа демонсем пире улталас тесе ытларах чухне мӗнпе усӑ курнине сӳтсе явӑпӑр. Унсӑр пуҫне, вӗсене мӗнле хирӗҫ тӑмалли ҫинчен те калаҫӑпӑр.

УСАЛ СЫВЛӐШСЕМ ҪЫНСЕНЕ МӖНЛЕ УЛТАЛАҪҪӖ?

3, 4. а) Мӗн вӑл спиритизм? ӑ) Спиритизмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пулӑшма е сиен кӳме пултарнине мӗн таран нумай ҫын ӗненет?

3 Ҫынсене улталас тесе Сатанапа демонсем ытларах чухне спиритизмпа усӑ кураҫҫӗ. Спиритизма явӑҫнӑ ҫынсем ыттисем мӗн пӗлме пултарайманнине пӗлме тата мӗн тума пултарайманнине тума пултаратпӑр теҫҫӗ. Сӑмахран, хӑшӗ-пӗрисем астрологипе е юмӑҫ пӑхнипе усӑ курса пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлме пултаратпӑр тесе калаҫҫӗ. Теприсем хӑйсене вилнӗ ҫынсемпе калаҫнӑ пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Асамлӑ ӗҫсем тӑвакансем те пур, вӗсем ҫынсене пӑсса пама хӑтланаҫҫӗ *.

4 Спиритизмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пулӑшма е сиен кӳме пултарнине мӗн таран нумай ҫын ӗненет? Латинла Америкӑри тата Кариб тинӗсӗ патӗнчи 18 ҫӗршывра ирттернӗ тӗпчев тӑрӑх, виҫӗ ҫынран пӗри асамлӑ ӗҫсем ҫынсем ҫине витӗм кӳме пултарнине ӗненет, демонсемпе е вилнисемпе калаҫма пулать тесе шутлакансен шучӗ те ҫавӑн чухлех. Африкӑри 18 ҫӗршывра та ҫавӑн пек тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ курӑннӑ: ыйтса пӗлнӗ ҫынсенчен ҫурри ытла асамлӑ ӗҫсем витӗм кӳме пултарнине ӗненет. Эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, пирӗн спиритизмран сыхланмалла, мӗншӗн тесен Сатана «пӗтӗм тӗнчене илӗртсе» улталама тӑрӑшать (Ӳлӗм. 12:9).

5. Иегова спиритизм ҫине мӗнле пӑхать?

5 Библире Иегова пирки «чӑнлӑх» тенӗ (Сак. аст. 32:4). Вӑл спиритизм ҫине мӗнле пӑхать? Иегова ӑна кураймасть. Вӑл израильтянсене ҫапла каланӑ: «Санӑн хушшунта хӑй ывӑлне е хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларакан, пӗлӗмҫӗ, юмӑҫ, тухатмӑш, асамҫӑ, илӗртмӗш, сывлӑшсене чӗнсе кӑларакан, ӑрӑмҫӑ, вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен пулмалла мар: ҫавна тӑвакан кирек хӑш ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗр» (Сак. аст. 18:10—12). Израиль халӑхне панӑ Саккуна христиансен тытса тӑмалла мар. Ҫапах та Турӑ спиритизм ҫине халӗ те ҫавӑн пекех пӑхнине эпир пӗлетпӗр (Мал. 3:6).

6. а) Спиритизм мӗншӗн хӑрушӑ? ӑ) Екклесиаст 9:5-мӗшӗ тӑрӑх, ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

6 Спиритизма явӑҫни мӗн тери хӑрушӑ пулнине пӗлнӗрен Иегова пире асӑрхаттарать. Спиритизмпа усӑ курса Сатана суя сӑмах сарать, сӑмахран, вилнӗ ҫынсем леш тӗнчере пурӑнаҫҫӗ тесе ӗнентересшӗн вӑл. (Екклесиаст 9:5 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пекех спиритизма пула ҫынсем хӑраса пурӑнаҫҫӗ. Ун урлӑ Сатана ҫынсене Иеговӑран пӑрса ярасшӑн. Вӑл спиритизма явӑҫнӑ ҫынсем Турра мар, усал сывлӑшсене шанса тӑччӑр тет.

УСАЛ СЫВЛӐШСЕНЕ МӖНЛЕ ХИРӖҪ ТӐМАЛЛА?

7. Сатанапа демонсене хирӗҫ тӑма Иегова пире мӗнле пулӑшать?

7 Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, Сатанапа демонсем пире ан улталаччӑр тесе Иегова пире мӗн тумаллине калать. Вӗсемпе кӗрешме пулӑшакан темиҫе канаша пӑхса тухар.

8. а) Мӗнле чи лайӑх майпа усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑма пулать? ӑ) Псалом 145:4-мӗшӗнчи сӑмахсем Сатана вилнӗ ҫынсем ҫинчен калакан суяна тӑрӑ шыв ҫине мӗнле кӑлараҫҫӗ?

8 Турӑ Сӑмахне вулӑр тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫакӑ усал сывлӑшсен суйине сирсе яма пулӑшакан чи лайӑх май. Библи, ҫивӗч хӗҫ пекех, Сатана суйине Туррӑн чӑнлӑхӗнчен уйӑрать (Эф. 6:17). Сӑмахран, Библи вилнӗ ҫынсем чӗррисемпе калаҫма пултараҫҫӗ текен суяна тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. (Псалом 145:4 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пекех Библире Иегова кӑна пуласлӑхра мӗн пулассине тӗп-тӗрӗс калама пултарать тесе ҫырнӑ (Ис. 45:21; 46:10). Эпир Турӑ Сӑмахне яланах вулатпӑр тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан усал сывлӑшсем ҫынсене ӗнентерме тӑрӑшакан суяна курайми пулӑпӑр тата ӑна сирсе ярӑпӑр.

9. Пирӗн мӗнрен пӑрӑнмалла?

9 Спиритизмпа ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӗҫрен те пӑрӑнӑр. Чӑн христиансем пулнӑ май эпир спиритизмпа ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӗҫрен те пӑрӑнатпӑр. Сӑмахран, эпир медиумсем патне ҫӳреместпӗр, урӑх майсемпе те вилнӗ ҫынсемпе ҫыхӑнма тӑрӑшмастпӑр. Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, вилнӗ ҫынна пытарнӑ чухне тытса тӑракан йӑласене — ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать текен вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ йӑласене — эпир хутшӑнмастпӑр. Ҫавӑн пекех пуласлӑх ҫинчен пӗлес тесе эпир астрологипе усӑ курмастпӑр тата юмӑҫ пӑхакансем патне каймастпӑр (Ис. 8:19). Ҫак ӗҫсене пула Сатанапа тата демонсемпе хутшӑнма пулать, ҫавӑнпа ҫакӑ питӗ хӑрушӑ пулнине эпир ӑнланатпӑр.

Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансен тӗслӗхӗ пире спиритизмпа ҫыхӑннӑ кирек мӗнле япалана та пӗтерме тата спиритизмпа ҫыхӑннӑ вӑйӑ-кулӑсене сирсе яма хавхалантарать (10—12 абзацсене пӑхӑр.)

10, 11. а) Эфесра пурӑннӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем чӑнлӑха пӗлсен мӗн тунӑ? ӑ) 1 Коринф 10:21-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн вӗсенчен тӗслӗх илмелле тата ҫакна мӗнле тума пулать?

10 Спиритизмпа ҫыхӑннӑ япаласене пӗтерӗр. Пӗрремӗш ӗмӗрте Эфесра пурӑннӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем асамлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ. Чӑнлӑха пӗлсен вӗсем тӳрех улшӑнусем тунӑ. Апостолсен ӗҫӗсем 19:19-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ хӑйсен кӗнекисене пухса пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ». Усал сывлӑшсене мӗншӗн хирӗҫ тӑмаллине вӗсем лайӑх ӑнланнӑ. Ҫав кӗнекесем питӗ хаклӑ пулнӑ пулсан та, Эфесра пурӑннӑ ҫынсем вӗсене никама та парнелемен тата сутман — вӗсем ҫав кӗнекесене ҫунтарса янӑ. Ҫав христиансем кӗнекесем мӗн тери хаклӑ пулни ҫинчен мар, Иеговӑна савӑнтарасси ҫинчен шухӑшланӑ.

11 Вӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Спиритизмпа ҫыхӑннӑ пур япалана та пӗтерни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Ҫав япаласем шутне амулетсем, талисмансем тата ҫынсем усал сывлӑшсенчен хӑйсене хӳтӗлес тесе усӑ куракан ытти япаласем кӗреҫҫӗ. (1 Коринф 10:21 вуласа парӑр.)

12. Вӑйӑ-кулӑ суйласа илнӗ чухне пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

12 Хӑвӑр суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑсене тӗрӗслӗр. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ спиритизмпа ҫыхӑннӑ кӗнекесене, журналсене е интернетри статьясене вуламастӑп-и? Хам итлекен юрӑсем пирки, хам пӑхакан фильмсемпе телепередачӑсем пирки тата хам вылякан видеовӑйӑсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсенче вампирсем, зомби е ҫавӑн евӗрлисем пирки сӑмах пымасть-и? Вӗсенче асамлӑ ӗҫсене тата тухатланине темскер интересли пек кӑтартмаҫҫӗ-и?» Вӑйӑ-кулӑра шухӑшласа кӑларнӑ историсем пектерех е юмахри пектерех япаласем пур пулсан, ҫакӑ вӑйӑ-кулӑ спиритизмпа ҫыхӑннине пӗлтермесен те пултарать. Хӑвӑр суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑсене тӗрӗсленӗ чухне Иегова курайман япаласенчен пӑрӑнма пулӑшакан йышӑнусене тӑвӑр. «Турӑ умӗнче... таса совесть» пултӑр тесе эпир хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑвасшӑн (Ап. ӗҫ. 24:16, ҪТ) *.

13. Эпир мӗн ҫинчен каласа ҫӳресшӗн мар?

13 Демонсемпе ҫыхӑннӑ историсене каласа ан парӑр. Эпир Иисус Христос пек пуласшӑн (1 Петр 2:21). Ҫӗр ҫине киличчен вӑл пӗлӗтре пурӑннӑ, ҫавӑнпа Сатанапа демонсем ҫинчен нумай мӗн пӗлнӗ. Анчах Иисус усал сывлӑшсем мӗн туни пирки каласа паман. Вӑл ҫынсене Сатана ҫинчен мар, Иегова ҫинчен вӗрентесшӗн пулнӑ. Эпир те, Иисус пекех, ыттисене демонсем ҫинчен историсем каласа ҫӳресшӗн мар. Эпир хамӑр мӗн каланипе пирӗн чӗре ырӑ сӑмахпа — чӑнлӑхпа — тулнине кӑтартасшӑн (Пс. 44:2).

Усал сывлӑшсенчен хӑрама пирӗн нимӗнле сӑлтав та ҫук, мӗншӗн тесен Иегова, Иисус тата ангелсем вӗсенчен чылай вӑйлӑрах (14, 15 абзацсене пӑхӑр.) *

14, 15. а) Мӗншӗн пирӗн усал сывлӑшсенчен хӑрамалла мар? ӑ) Иегова хальхи вӑхӑтра хӑйӗн халӑхне хӳтӗлени мӗнрен курӑнать?

14 Усал сывлӑшсенчен ан хӑрӑр. Ҫак тӗнчере пирӗнпе пуринпе те мӗн те пулин япӑххи пулса иртме пултарать. Эпир инкеке лекме, чирлесе ӳкме е вилме те пултаратпӑр. Анчах ҫаксемшӗн пуриншӗн те усал сывлӑшсем айӑплӑ тесе шутламалла мар. Библире каланӑ тӑрӑх, «пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет» (Еккл. 9:11). Демонсем пирки калас пулсан вара, Иегова вӗсенчен чылай вӑйлӑрах. Сӑмахран, вӑл Сатанана Иова вӗлерме паман (Иов 2:6). Моисей пурӑннӑ чухне Иегова Египетри асамлӑ ӗҫсем тӑвакансенчен чылай вӑйлӑрах пулнине кӑтартнӑ (Тух. 8:18; 9:11). Унсӑр пуҫне, Сатанапа демонсене тӳперен ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарма Иегова Иисуса власть панӑ. Кӗҫех Иисус вӗсене тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗ, вара вӗсем урӑх никама та сиен кӳме пултараймӗҫ (Ӳлӗм. 12:9; 20:2, 3).

15 Иегова хальхи вӑхӑтра хӑйӗн халӑхне хӳтӗленине нумай мӗн ҫирӗплетсе парать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, эпир пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ҫынсене чӑнлӑха пӗлтеретпӗр тата вӗрентетпӗр (Матф. 28:19, 20). Ҫапла эпир Шуйттанӑн усал ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларатпӑр. Пирӗн ӗҫе чарма пултарнӑ пулсан вӑл ҫавна тунӑ пулӗччӗ, анчах Шуйттан ҫавна тума пултараймасть. Ҫавӑнпа пирӗн усал сывлӑшсенчен хӑрамалла мар. «Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса» тӑнине эпир пӗлетпӗр (2 Ҫулс. 16:9). Эпир Иеговӑна шанчӑклӑ пулсан, демонсем пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме чӑрмантараймӗҫ.

ИЕГОВА ПУЛӐШНИНЕ ЙЫШӐНАКАНСЕМ ПИЛЛӖХ ИЛЕҪҪӖ

16, 17. Усал сывлӑшсене хӑюллӑн хирӗҫ тӑнине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.

16 Усал сывлӑшсемпе кӗрешме хӑюлӑх кирлӗ, уйрӑмах килтисем е паллакан ҫынсем пире хирӗҫ тӑнӑ чухне. Хӑюлӑх кӑтартакансене вара Иегова пиллет. Ганӑра пурӑнакан Эрика ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл 21 ҫулта Библи вӗренме пуҫланӑ. Ашшӗ чӳк пуҫӗ (жрец) пулнӑран унӑн спиритизмпа ҫыхӑннӑ йӑлана хутшӑнмалла пулнӑ — вилнисен чунӗсене юрас тесе парнене кӳнӗ аша ҫимелле пулнӑ. Эрика ҫавна тума килӗшмен, хурӑнташӗсем вара эсӗ вилнӗ ҫынсене хурлантаратӑн, халӗ вӗсем пире чирлеттерсе ярӗҫ тенӗ.

17 Хурӑнташӗсем Эрикӑна ҫав йӑлана вӑйпах хутшӑнтарасшӑн пулнӑ, вӑл вара ҫавна туман. Унӑн килтен тухса кайма та тивнӗ. Анчах вӑл урамра тӑрса юлман — Свидетельсем ӑна хӑйсем патне пурӑнма илнӗ. Пухури тӑвансем Эрикӑшӑн ҫӗнӗ ҫемье пулса тӑнӑ, ҫапла Иегова ӑна пилленӗ (Марк 10:29, 30). Хурӑнташӗсем Эрикӑран туннӑ тата унӑн япалисене ҫунтарса янӑ пулсан та вӑл Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Вӑл шыва кӗнӗ, халӗ вара пионер пулса ӗҫлет. Эрика демонсенчен хӑраса пурӑнмасть. Хӑйӗн хурӑнташӗсем ҫинчен вӑл ҫапла калать: «Манӑн хурӑнташсем Иеговӑна пӗлччӗр тесе тата юратакан Турӑшӑн ӗҫлекенсем ҫеҫ илме пултаракан ирӗклӗхе илччӗр тесе эпӗ кашни кун вӗсемшӗн кӗлтӑватӑп».

18. Иеговӑна шанатпӑр пулсан эпир мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?

18 Эпир пурте ҫакӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулмӑпӑр. Ҫапах та пирӗн пурин те усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑмалла тата Иеговӑна шанмалла. Ҫавӑн пек тунипе эпир нумай пиллӗх илӗпӗр тата Сатанана хамӑра улталама памӑпӑр. Ҫавӑн пекех демонсенчен хӑрани пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чараймӗ. Пуринчен ытла вара, эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетӗпӗр. Иаков 4:7, 8 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла ҫырнӑ: «Турра пӑхӑнӑр, шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ. Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ».

150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра

^ 5 абз. Иегова пире юратать, ҫавӑнпа пире усал сывлӑшсем мӗнле сиен кӳме пултарни пирки асӑрхаттарать. Усал сывлӑшсем ҫынсене мӗнле улталаҫҫӗ? Эпир вӗсене мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратпӑр? Ҫак статьяран эпир усал сывлӑшсем пирӗн ҫине витӗм ан кӳччӗр тесе Иегова пире мӗнле пулӑшнине пӗлӗпӗр.

^ 3 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Спиритизм вӑл — демонсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем тата вӗрентӳсем. Сӑмахран, ун шутне вилнӗ ҫыннӑн чунӗ чӗрӗ ҫынсемпе пӗр-пӗр ҫын урлӑ — медиум урлӑ — калаҫма пултарнине ӗненни тата тухатланипе юмӑҫ ярасси кӗрет. Ҫак статьяра каланӑ асамлӑ ӗҫсем шутне, сӑмахран, тухатласа ҫынна пӑсни е куҫӑхтарни тата вӗсенчен хӑтарни кӗрет.

^ 12 абз. Мӗнле вӑйӑ-кулӑ юрӑхлӑ пулнипе пулманни пирки старейшинӑсен ыттисен вырӑнне йышӑну тума право ҫук. Мӗн вулас, мӗн пӑхас е мӗнле вӑйӑсене выляс тӗлӗшрен кашни христианинӑн хӑйӗн йышӑну тумалла, ҫакна унӑн Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫӗ мӗн каланине шута илсе тумалла. Килтисем суйласа илекен вӑйӑ-кулӑ Библи принципӗсемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине ҫемье пуҫӗн тӗрӗслесе тӑмалла. (Пирӗн jw.org® сайтри О НАС > ЧАСТО ЗАДАВАЕМЫЕ ВОПРОСЫ вкладкӑри «Запрещены ли у Свидетелей Иеговы какие-то фильмы, книги или песни?» статьяна пӑхӑр.)

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК. Иисус, хӑватлӑ Патша, ангелсен пӗлӗтри ҫарне ертсе пырать.