Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ҫын вилсен унпа мӗн пуласси ҫинчен калакан чӑнлӑха хӳтӗлӗр

Ҫын вилсен унпа мӗн пуласси ҫинчен калакан чӑнлӑха хӳтӗлӗр

«Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ» (1 ТИМ. 4:1).

73-МӖШ ЮРӐ Пире хӑюлӑх парсам

ҪАК СТАТЬЯРА *

Эпир Турӑ сивлекен йӑласене хутшӑнмастпӑр, анчах хамӑр хурӑнташсене, ҫывӑх ҫынни вилнишӗн хуйхӑраканскерсене, йӑпатма тӑрӑшатпӑр (1, 2 абзацсене пӑхӑр.) *

1, 2. а) Сатана ҫынсене мӗнле улталать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

САТАНА, «ултав ашшӗ», Адампа Ева пурӑннӑ вӑхӑтранпах ҫынсене улталать (Иоанн 8:44). Сӑмахран, ҫавна вӑл вилӗм ҫинчен тата вилнӗ ҫынсемпе мӗн пуласси ҫинчен суя вӗрентӳсем сарса тӑвать. Ҫак суя вӗрентӳсене пула питӗ нумай йӑла-йӗрке тата тӗшмӗш пуҫланса кайнӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн хӑш-пӗр тӑвансен, хӑйсен ҫемйинче е таврашӗнче кам та пулин вилсен, хӑйсен «ӗненӗвӗшӗн кӗрешме» тивет (Иуда 3, ҪХ).

2 Ҫакӑн пек йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ чухне ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки калакан чӑнлӑха хӳтӗлеме сире мӗн пулӑшӗ? (Эф. 6:11.) Пухури пӗр-пӗр тӑвана Турӑ сивлекен йӑласене тытса тӑма хӗтӗртеҫҫӗ пулсан эсир ӑна мӗнле пулӑшма тата мӗнле йӑпатма пултаратӑр? Ҫак статьяра эпир Библири хӑш-пӗр принципсене сӳтсе явӑпӑр. Анчах малтан ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки Библире мӗн каланине пӑхар.

ҪЫН ВИЛСЕН, УНПА МӖН ПУЛАТЬ?

3. Пӗрремӗш суя сӑмахсем мӗн патне илсе ҫитернӗ?

3 Турӑ ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тунӑ. Вӑл шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен вилмелле пулман. Анчах ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен Адампа Евӑн Иеговӑна итлемелле пулнӑ, Иегова вара вӗсене ҫак йывӑрах мар ӳкӗте тытса тӑма хушнӑ: «Ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пулт. 2:16, 17). Сатана вара ҫӗлен урлӑ Евӑна: «Ҫук, вилместӗр»,— тенӗ. Шел пулин те, Ева ҫак суя сӑмахсене ӗненнӗ те ҫимӗҫе ҫинӗ. Каярахпа Адам та ҫавна тунӑ (Пулт. 3:4, 6). Ҫапла майпа ҫынсем ҫылӑхлӑ тата вилӗмлӗ пулса тӑнӑ (Рим 5:12).

4, 5. Сатана ҫынсене улталама чарӑнманни мӗнрен курӑнать?

4 Турӑ каланӑ пекех Адампа Ева вилнӗ. Сатана вара ҫынсене улталама чарӑнман. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл урӑх суя сӑмахсем сарма пуҫланӑ. Ҫав суя сӑмахсенчен пӗри вӑл — ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать тени. Ҫак суяпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ вӗрентӳсене паян нумай ҫын ӗненет (1 Тим. 4:1).

5 Мӗншӗн ҫак суя сӑмахсене ҫав тери нумай ҫын ӗненет? Ҫын вилсен эпир мӗн туйнине Сатана лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа пире улталас тесе ҫакӑнпа усӑ курать. Пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тунӑран пирӗн вилес килмест (Еккл. 3:11). Вилӗм — пирӗн тӑшман (1 Кор. 15:26).

6, 7. а) Ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки калакан чӑнлӑха Сатана пытарма тӑрӑшни ӑнӑҫлӑ пулнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Мӗншӗн Библири чӑнлӑха пула эпир вилнӗ ҫынсенчен хӑрамастпӑр?

6 Сатана тем пек тӑрӑшсан та ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки калакан чӑнлӑха пытарайман. Хальхи вӑхӑтра нихҫанхинчен те нумайрах ҫын вилнисемпе мӗн пуласси ҫинчен тата вӗсен мӗнле шанчӑк пулни ҫинчен Библире мӗн каланине пӗлет тата мӗн пӗлнине ыттисене каласа парать (Еккл. 9:5, 10; Ап. ӗҫ. 24:15). Ҫак чӑнлӑхсене пӗлни пире йӑпатать, кирлӗ-кирлӗ маршӑн хӑрама тата иккӗленме памасть. Сӑмахран, эпир вилнисенчен те хӑрамастпӑр, вӗсемпе мӗн пулассишӗн те пӑшӑрханмастпӑр. Вилсен ҫын пурӑнма пӑрахассине тата никама та сиен кӳме пултарайманнине эпир пӗлетпӗр. Вӑл тарӑн ыйха путнӑ теме пулать (Иоанн 11:11—14). Ҫавӑн пекех вилнӗ ҫынсем вӑхӑт иртнине туймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вилнисене чӗртсе тӑратма пуҫласан ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла вилнӗ ҫынсемшӗн иртсе кайнӑ вӑхӑт пӗр самант пек кӑна туйӑнӗ.

7 Килӗшетӗр пулӗ, ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки калакан чӑнлӑха ӑнланма питӗ ҫӑмӑл. Ҫак чӑнлӑхпа танлаштарсан Сатанан суя сӑмахӗсем вара ҫынсене пӑтраштараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем пурне те тунӑ Туррӑн ырӑ ятне чыссӑрлатаҫҫӗ. Сатана мӗн тери пысӑк сиен кӳнине ӑнланас тесе айтӑр ҫак ыйтусем ҫине хуравлар: Сатана суя сӑмахсемпе Иеговӑн ырӑ ятне мӗнле чыссӑрлатать? Сатана Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни усӑсӑр тесе мӗнле ӗнентересшӗн? Мӗншӗн ҫак суя сӑмахсене пула ҫынсем хытӑрах асапланаҫҫӗ тата хуйхӑраҫҫӗ?

САТАНАН СУЯ СӐМАХӖСЕМ МӖНЛЕ СИЕН КӲНӖ?

8. Сатана ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки суйни Иеговӑн ырӑ ятне мӗншӗн чыссӑрлатать тата ҫакӑ Иеремия 19:5-мӗшӗнчен мӗнле курӑнать?

8 Сатана ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки суйни Иеговӑн ырӑ ятне чыссӑрлатать. Сӑмахран, ҫын вилсен унӑн чунӗ тамӑкра асапланать текен суя вӗрентӳ пур. Ҫакнашкал вӗрентӳсем Туррӑн ырӑ ятне чыссӑрлатаҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсене пула ҫынсем Иегова пирки вӑл юратакан Турӑ мар, Шуйттан пек хаяр тесе шутлаҫҫӗ (1 Иоанн 4:8). Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир мӗн туятӑр? Унтан та ытларах, Иегова мӗн туять? Вӗт вӑл кирек мӗнле хаярлӑха та кураймасть. (Иеремия 19:5 вуласа парӑр.)

9. Сатана суйине пула ҫынсем Иоанн 3:16-мӗшӗнче тата 15:13-мӗшӗнче каланӑ Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни ҫинчен мӗн шутлаҫҫӗ?

9 Сатана ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки суйнине пула ҫынсем Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни усӑсӑр тесе шутлаҫҫӗ (Матф. 20:28). Сатана ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать тесе те суять. Ку чӑнах та ҫапла пулнӑ пулсан ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑ пулӗччӗҫ. Апла, ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарччӑр тесе Христос хӑйӗн пурнӑҫне парне пек пани кирлӗ те пулман. Анчах асра тытӑр, Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни — ҫынсене питӗ хытӑ юратнине кӑтартакан чи чаплӑ парне. (Иоанн 3:16; 15:13 вуласа парӑр.) Ҫав суя вӗрентӳсене пула ҫынсем ҫак парнене ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, ҫавна кура Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха.

10. Мӗншӗн Сатана суйине пула ҫынсем хытӑрах асапланаҫҫӗ тата хуйхӑраҫҫӗ?

10 Сатана суйине пула ҫынсем хытӑрах асапланаҫҫӗ тата хуйхӑраҫҫӗ. Ача вилсен ашшӗ-амӑшне Турӑ ӑна пӗлӗте илнӗ, мӗншӗн тесен Турра тата тепӗр ангел кирлӗ пулнӑ тесе каланине илтме пулать. Ҫак суя сӑмахсем ҫынсене йӑпатаҫҫӗ-и е тата ытларах хурлантараҫҫӗ? Вутлӑ тамӑк ҫинчен калакан суя вӗрентӗве пула хӑшӗ-пӗрисем католиксен чиркӗвӗн вӗрентӗвӗсемпе килӗшмен ҫынсене (еретиксене) хаяррӑн асаплантарса вӗлернине, сӑмахран, вутпа ҫунтарса янине, тӳрре кӑларнӑ. Испани инквизицийӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекере каланӑ тӑрӑх, ҫак хаяр ӗҫе тӑвакансем еретик вилес умӗн ӳкӗнтӗр, вара вилнӗ хыҫҫӑн вутлӑ тамӑкра ӗмӗр-ӗмӗр ан асаплантӑр тесе ӑна ҫунтарса ямалла тесе шутланӑ пулмалла. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫынсем вилнисене пуҫҫапаҫҫӗ, асӑнаҫҫӗ е вӗсем пиллеччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Урӑх ҫӗршывсенче вара вилнисем сиен ан кӳччӗр тесе вӗсене юрама тӑрӑшаҫҫӗ. Сатанан суйипе ҫыхӑннӑ вӗрентӳсем йӑпатмаҫҫӗ. Вӗсене пула ҫынсем пӑшӑрханса, хӑраса пурӑнаҫҫӗ ҫеҫ.

БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХА ХӲТӖЛӖР

11. Мӗнле майпа хурӑнташсем е паллакан ҫынсем пире ырӑ тӑвас шухӑшпах Библипе килӗшсе тӑман йӑласене тытса тӑма хӗтӗртме пултараҫҫӗ?

11 Турра тата унӑн Сӑмахне юратни пире, хурӑнташсем е паллакан ҫынсем ырӑ тӑвас шухӑшпах пире Библипе килӗшсе тӑман йӑласене тытса тӑма хӗтӗртнӗ чухне те, Иеговӑна итлеме вӑй парать. Пире намӑслантарас шутпа вӗсем эсир вилнӗ ҫынна юратмастӑр тата хисеплеместӗр тесе айӑплама пултараҫҫӗ. Е пире пула ҫав вилнӗ ҫын чӗррисене сиен кӳрӗ тесе калама пултараҫҫӗ. Мӗнле майпа эпир Библири чӑнлӑха хӳтӗлеме пултаратпӑр? Турӑ Сӑмахӗнчи хӑш-пӗр принципсене пӑхса тухар.

12. Мӗнле вӗрентӳсемпе йӑла-йӗркесем Библипе килӗшсе тӑмаҫҫӗ?

12 Библипе килӗшсе тӑман вӗрентӳсемпе йӑла-йӗркесенчен пӑрӑнӑр (2 Кор. 6:17). Кариб тинӗсӗ патӗнче пурӑнакан пӗр халӑх ҫыннисем кам та пулин вилсен унӑн чунӗ вӗсемпе юнашар пурӑнать тесе тата вӑл хӑйӗнпе япӑх тытнӑ ҫынсене сиен кӳме пултарать тесе ӗненеҫҫӗ. Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, ҫав чун общинӑна ылханма та пултарать. Африкӑри хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вилнӗ ҫыннӑн килӗнчи тӗкӗрсене хупласа хураҫҫӗ тата унӑн сӑнӳкерчӗкӗсене ҫавӑрса хураҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ҫав вырӑнти ҫынсем вилнӗ ҫыннӑн хӑйне курмалла мар тесе шутлаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май эпир ҫак тӗшмӗшсене ӗненместпӗр тата Сатана суйипе ҫыхӑннӑ йӑласене нимӗнле майпа та хутшӑнмастпӑр (1 Кор. 10:21, 22).

Библири принципсем ҫинчен шухӑшлани тата Иеговӑна ӗненмен ҫынсемпе ыррӑн калаҫни йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшӗ (13, 14 абзацсене пӑхӑр.) *

13. Иаков 1:5-мӗшӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр йӑла Библипе килӗшсе тӑнипе тӑманни пирки иккӗленетӗр пулсан сирӗн мӗн тумалла?

13 Пӗр-пӗр йӑла Библипе килӗшсе тӑнипе тӑманни пирки иккӗленетӗр пулсан Иеговӑна кӗлтуса ӑслӑлӑх ыйтӑр. (Иаков 1:5 вуласа парӑр.) Унтан ҫавӑн пирки пирӗн публикацисенче мӗн каланине тӗпчӗр. Кирлӗ пулсан, пухури старейшинӑсемпе канашласа пӑхӑр. Вӗсем сире ҫав йӑлана тытса тӑмалла е тытса тӑмалла мар тесе каламӗҫ, анчах ҫак ыйтупа ҫыхӑннӑ Библири принципсене, сӑмахран, ҫак статьяра каланӑ пеккисене, тупма пулӑшӗҫ. Ҫапла эсир «ырӑпа усала уйӑрма» вӗренсе ҫитетӗр (Евр. 5:14).

14. Ыттисемшӗн такӑнтаракан чул пулса тӑрас мар тесен мӗн тумалла?

14 «Пурне те Турра мухтава кӑларас тесе тӑвӑр» тата «такӑнтаракан чул пулса ан тӑрӑр» (1 Кор. 10:31, 32, ҪТ). Пӗр-пӗр йӑлана хутшӑнма шут тытас умӗн ҫакӑ ыттисен, уйрӑмах пухури тӑвансен, совеҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен те шухӑшласа пӑхмалла. Паллах, пирӗн никама та такӑнтарас килмест (Марк 9:42). Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑна ӗненмен ҫынсене те кӳрентересшӗн мар. Юрату пире вӗсемпе хисеплӗн калаҫма хавхалантарӗ, ҫапла эпир Иеговӑна мухтава кӑларӑпӑр. Пирӗн вӗсемпе тавлашмалла мар, вӗсем тытса тӑракан йӑла-йӗркесенчен те кулмалла мар. Асра тытӑр: юратӑвӑн хӑвачӗ пысӑк. Пире хирӗҫ тӑракансене юратнине кӑтартсан вӗсен чӗрине ҫемҫетме те пулать.

15, 16. а) Ыттисене хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен каласа пани мӗншӗн лайӑх пулнӑ пулӗччӗ? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Рим 1:16-мӗшӗнчи Павелӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла?

15 Хӑвӑр Иегова Свидетелӗ пулни ҫинчен ыттисене калӑр (Ис. 43:10). Сирӗн ҫемьере кам та пулин вилсен хурӑнташсемпе кӳршӗсем эсир пӗр-пӗр йӑлана хутшӑнманнишӗн сирӗн ҫине тарӑхма пултараҫҫӗ. Хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен маларах каласа парсан вара ҫак йывӑр лару-тӑрӑва татса пама ҫӑмӑлрах пулӗ. Мозамбикра пурӑнакан Франсишку акӑ мӗн ҫырнӑ: «Чӑнлӑха пӗлсен эпӗ Каролинӑпа, хамӑн арӑмпа, пӗрле ваттисене урӑх асӑнмастпӑр тесе каларӑмӑр хурӑнташсене. Каролинӑн аппӑшӗ вилсен пире питӗ йывӑр килчӗ. Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫакӑн пек йӑла пур: вилнӗ ҫыннӑн кӗлеткине ҫӑваҫҫӗ, унтан хурӑнташӗсенчен пӗри ҫав шыва тӑкнӑ вырӑнта виҫӗ каҫ ҫывӑрать. Ҫакӑн пек тунипе вилнӗ ҫыннӑн чунне юрама пулать тесе шутлаҫҫӗ. Хурӑнташӗсем вара ҫакна Каролинӑн тумалла тенӗ».

16 Франсишкупа унӑн арӑмӗ мӗн тунӑ? Франсишку ӑнлантарса парать: «Эпир Иеговӑна юрататпӑр тата ӑна савӑнтарасшӑн, ҫавӑнпа ҫак йӑлана хутшӑнма килӗшмерӗмӗр. Ҫакӑ Каролинӑн хурӑнташӗсене тарӑхтарсах ячӗ. Вӗсем эсир вилнӗ ҫынна хисеплеместӗр терӗҫ тата тек сирӗн пата килместпӗр те, сире пулӑшмастпӑр та терӗҫ. Эпир хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен вӗсене маларах каласа панӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем тарӑхнӑ вӑхӑтра ҫавӑн пирки тепӗр хут калаҫас темерӗмӗр. Хӑш-пӗр хурӑнташсем пирӗн хута кӗчӗҫ те: „Вӗсем ҫавна мӗншӗн тӑвасшӑн пулманни пирки унччен ӑнлантарса пачӗҫ вӗт“,— тесе каларӗҫ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хурӑнташсем лӑпланчӗҫ, вара эпир мирлешрӗмӗр. Хӑшӗ-пӗрисем пирӗн пата киле килсе Библие ӑнлантарса паракан литературӑна та ыйтрӗҫ». Ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки калакан чӑнлӑха хӳтӗлеме нихӑҫан та ан вӑтанӑр. (Рим 1:16 вуласа парӑр.)

ХУЙХӐРАКАНСЕНЕ ЙӐПАТӐР ТАТА ПУЛӐШӐР

Чӑн-чӑн туссем хуйхӑракансене пулӑшаҫҫӗ тата йӑпатаҫҫӗ (17—19 абзацсене пӑхӑр.) *

17. Пухури пӗр-пӗр тӑванӑн ҫывӑх ҫынни вилсен пирӗн мӗн тумалла?

17 Пухури пӗр-пӗр тӑванӑн ҫывӑх ҫынни вилсен пирӗн уншӑн «инкекре... тӑван пек, вӑхӑтра килсе» ҫитекен тус пулса тӑма тӑрӑшмалла (Ытар. 17:17). Эпир пирӗн тӑвана, уйрӑмах ыттисем ӑна Турӑ сивлекен йӑласене тытса тӑма хӗтӗртнӗ чухне, мӗнле пулӑшма тата йӑпатма пултаратпӑр? Библири икӗ принципа пӑхса тухар.

18. Мӗншӗн Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ тата унӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

18 «Савӑнаканпа савӑнӑр, йӗрекенпе йӗрӗр» (Рим 12:15). Хӑш-пӗр чухне хуйхӑракан ҫынсене йӑпатас тесе кирлӗ сӑмахсене тупма питӗ йывӑр. Анчах пирӗн куҫҫуль кирек мӗнле сӑмахсенчен те витӗмлӗрех пулма пултарать. Иисусӑн тусӗ, Лазарь, вилсен Марийӑпа Марфа тата Лазаре юратнӑ ытти ҫынсем питӗ хуйхӑрнӑ. Тӑватӑ кунтан Иисус вӗсем патне пынӑ. Лазаре чӗртсе тӑратасса вӑл пӗлнӗ пулсан та, йӗрекенсене курсан унӑн «куҫӗсем шывланнӑ» (Иоанн 11:17, 33—35). Иисусӑн куҫӗсем шывланни унӑн Ашшӗ мӗн туйнине кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Иисус макӑрнинчен вӑл Лазарӗн ҫемйине хытӑ юратни те курӑннӑ. Паллах, Марийӑпа Марфӑна ҫакӑ йӑпатнӑ. Пирӗн тӑвансем те эпир вӗсене юратнине тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине туйнӑ чухне вӗсем пӗччен пулманнине, вӗсемпе пӗрле юратакан туссем пулнине ӑнланаҫҫӗ.

19. Екклесиаст 3:7-мӗшӗнчи сӑмахсене асра тытса, эпир хуйхӑракан тӑвана мӗнле йӑпатма пултаратпӑр?

19 «Шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт» (Еккл. 3:7). Камӑн та пулин ҫывӑх ҫынни вилсен эпир ӑна тата мӗнле йӑпатма пултаратпӑр? Тимлӗ итленипе. Ҫав тӑвана хӑй мӗн туйни ҫинчен каласа пама май парӑр тата чунӗ тӑвӑнса ҫитнипе каланӑ унӑн сӑмахӗсемшӗн ан кӳренӗр (Иов 6:2, 3). Тен, ӑна Иеговӑна ӗненмен хурӑнташӗсем хирӗҫ тӑнине пула тата йывӑртарах. Унпа пӗрле кӗлтӑвӑр. Кӗлӗсене итлекенрен ӑна вӑй пар тесе тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑш тесе йӑлӑнса ыйтӑр (Пс. 64:3). Вырӑнлӑ пулсан, унпа пӗрле Библи е пирӗн публикацисенчи уншӑн усӑллӑ пӗр-пӗр статьяна, сӑмахран, ӑна хавхалантарма пултаракан биографие, вулӑр.

20. Тепӗр статьяра эпир мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр?

20 Ҫын вилсен унпа мӗн пуласси пирки тата «тупӑкра выртакансен» чаплӑ пуласлӑхӗ пирки калакан чӑнлӑха пӗлнишӗн эпир питӗ пархатарлӑ! (Иоанн 5:28, 29.) Айтӑр сӑмахпа та, ӗҫпе те Библири чӑнлӑха хӳтӗлер тата ҫакӑн ҫинчен май сиксе тухсанах ыттисене каласа парар. Тепӗр статьяра ҫынсем чӑнлӑха ан пӗлччӗр тесе Сатана усӑ куракан урӑх меслет ҫинчен калаҫӑпӑр. Ҫакӑ вӑл — спиритизм. Ҫавӑн пекех эпир спиритизмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе вӑйӑ-кулӑран мӗншӗн пӑрӑнмаллине те курӑпӑр.

24-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар

^ 5 абз. Сатанапа демонсем ҫын вилсен унпа мӗн пуласси ҫинчен суя сӑмах сарса ҫынсене улталаҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн ҫын вилнипе ҫыхӑннӑ йӑласем, Библире мӗн каланине хирӗҫлекен йӑласем, питӗ нумай. Ҫак статьяри шухӑшсем сире ыттисем ҫак йӑласене тытса тӑма хӗтӗртнӗ чухне Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗҫ.

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖК. Иегова Свидетелӗсем ҫывӑх ҫынни вилнишӗн хуйхӑракан хурӑнташне йӑпатаҫҫӗ.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван пирӗн публикацисене тӗпченӗ хыҫҫӑн хӑйӗн хурӑнташӗсене вилнӗ ҫынна пытарнипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене мӗншӗн хутшӑнманни ҫинчен хисеплӗн ӑнлантарса парать.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК. Старейшинӑсем ҫывӑх ҫынни вилнишӗн хуйхӑракан арҫын тӑвана йӑпатаҫҫӗ.