Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

52-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑна юратма вӗрентӗр

Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑна юратма вӗрентӗр

«Ачасем — Иегова панӑ еткер» (ПС. 127:3, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ, 2013 ҫул, акӑлч., сноска).

134-МӖШ ЮРӐ Ачасем — Турӑ панӑ еткер

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова ашшӗ-амӑшне мӗнле яваплӑ тивӗҫ шанса парать?

ИЕГОВА пӗрремӗш мӑшӑра тунӑ чухне вӗсене ача-пӑчаллӑ пулас кӑмӑл панӑ. Библире: «Ачасем — Иегова панӑ еткер»,— тесе тӳррӗн каланӑ (Пс. 127:3, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ, 2013 ҫул, акӑлч., сноска). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Сӑмахран, сире ҫывӑх тус сыхласа усрама пысӑк укҫа парса хӑварчӗ тейӗпӗр. Эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр? Паллах ӗнтӗ, хӑвӑра ҫакӑн пек шаннине эсир хакланӑ пулӑттӑр. Анчах та эсир, тен, ҫав укҫана мӗнле сыхласа усрас-ши тесе пӑшӑрханнӑ пулӑттӑр. Иегова, пирӗн чи ҫывӑх Тус, ашшӗ-амӑшне укҫаран та хаклӑраххине сыхласа усрама парать. Вӑл вӗсене яваплӑ тивӗҫ шанса парать: ачисемшӗн тӑрӑшма тата вӗсене телейлӗ тума хушать.

2. Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

2 Упӑшкипе арӑмӗн ача-пӑчаллӑ пулмаллипе пулмалла маррине тата ҫавна хӑҫан тумаллине камӑн шутласа хумалла? Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? Христиансем пулса тӑнӑ мӑшӑрсене тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшакан Библири хӑш-пӗр принципсене пӑхса тухар.

МӐШӐРСЕМ ТУНӐ ЙЫШӐНӐВА ХИСЕПЛӖР

3. а) Мӑшӑрӑн ача тӑвассипе тӑвас марри пирки камӑн йышӑну тумалла? ӑ) Мӑшӑрӑн тусӗсемпе тӑван-хурӑнташӗсен Библири мӗнле принципсене асра тытмалла?

3 Хӑш-пӗр культурӑра ҫынсем ҫамрӑк мӑшӑрӑн май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах ача-пӑчаллӑ пулмалла тесе шутлаҫҫӗ. Тӑван-хурӑнташсем тата ытти ҫынсем вӗсене ҫав йӑлана тытса тӑма хистеме те пултараҫҫӗ. Джетро, Азире пурӑнакан арҫын тӑван, ҫапла калать: «Пухура камӑн ачасем пур, ҫавсенчен хӑш-пӗрисем ачасӑр мӑшӑрсене ача-пӑчаллӑ пулма хистеҫҫӗ». Джеффри, Азире пурӑнакан тепӗр арҫын тӑван, каласа парать: «Хӑш-пӗрисем ачасӑр мӑшӑрсене ватлӑхра вӗсене пулӑшакан никам та пулмӗ тесе калаҫҫӗ». Анчах та кашни мӑшӑрӑн ача-пӑчаллӑ пулассипе пулмассине хӑйсем тӗллӗн шутласа хумалла. Ҫакӑ вӑл — вӗсен йышӑнӑвӗ, вӗсен яваплӑхӗ (Гал. 6:5). Паллах ӗнтӗ, туссемпе тӑван-хурӑнташсем ыррине ҫеҫ сунаҫҫӗ. Анчах та вӗсен ҫакна асра тытмалла: ача тӑвассипе тӑвас маррине упӑшкипе арӑмӗн хӑйсен шутласа хумалла (1 Фес. 4:11).

4, 5. Мӑшӑрсен мӗнле икӗ ыйтӑва сӳтсе явмалла тата ҫавна хӑҫан тусан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ? Ӑнлантарса парӑр.

4 Упӑшкипе арӑмӗ ача тӑвас терӗҫ пулсан, вӗсен икӗ кирлӗ ыйтӑва сӳтсе явмалла: хӑҫан вӗсем ача-пӑчаллӑ пуласшӑн тата вӗсем миҫе ача тӑвасшӑн? Ҫак ыйтусене хӑҫан сӳтсе явсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ? Мӗншӗн ҫав икӗ ыйту пирки питӗ кирлӗ ыйтусем теме пулать?

5 Хӗрпе каччӑн ҫакна чылай чухне мӑшӑрланиччен сӳтсе явмалла. Мӗншӗн? Вӗсен иккӗшӗн те ҫав тӗлӗшрен пӗр шухӑшлӑ пулмалла. Унсӑр пуҫне, вӗсен хӑйсем ҫине ҫавӑн пек яваплӑх илме хатӗр пулнипе пулманнине пӗлме тӑрӑшмалла. Хӑш-пӗр мӑшӑрсем туй хыҫҫӑн пӗр е икӗ ҫул иртсен ачаллӑ пулма шутласа хунӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ачасене пӑхса ӳстерме вӑхӑтпа вӑй нумай кирлӗ. Вӗсем пӗр вӑхӑт кӗтме шут тытнӑ, мӗншӗн тесен пӗр-пӗрне хӑнӑхас тата пӗр-пӗринпе ытларах ҫывӑхланас тенӗ (Эф. 5:33).

6. Хӑш-пӗр мӑшӑрсем, эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине шута илсе, мӗн тума шут тытнӑ?

6 Христиансенчен теприсем вара Ной ывӑлӗсемпе вӗсен арӑмӗсенчен тӗслӗх илес тенӗ. Вӗсем тӳрех ача-пӑчаллӑ пулман (Пулт. 6:18; 9:18, 19; 10:1; 2 Петр 2:5). Иисус хальхи вӑхӑта «Ной вӑхӑчӗпе» танлаштарнӑ тата эпир «йывӑр саманара» пурӑнни пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫук (Матф. 24:37; 2 Тим. 3:1). Ҫакна шута илсе хӑш-пӗр мӑшӑрсем христиансен сӑваплӑ ӗҫне нумайрах тӑвас тесе ача-пӑчаллӑ пулас тӗлӗшрен тӑхтама шут тытнӑ.

Ача тӑвассипе тӑвас марри тата мӗн чухлӗ ача тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ чухне ҫакӑ «мӗн хака ӳкессине» шутласа хумалла (7-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

7. Мӑшӑрсене Лука 14:28, 29 тата Ытарӑшсем 20:18 сӑвӑ йӗркисенчи принципсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

7 Ача тӑвассипе тӑвас марри ҫинчен тата миҫе ача тумалли ҫинчен шухӑшланӑ чухне ҫакӑ «мӗн хака ӳкессине» шутласа хуни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. (Лука 14:28, 29 вуласа парӑр.) Ача-пӑча пӑхса ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗ ачана пӑхса ӳстерме укҫа-тенкӗсӗр пуҫне нумай вӑхӑт тата самаях вӑй хума кирлине пӗлет. Ҫавӑнпа та мӑшӑрсемшӗн ҫак ыйтусене пӑхса тухни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Ҫемьене пурӑнмалӑх мӗн кирлӗ, ҫавсене илмешкӗн пирӗн иксӗмӗрӗн те ӗҫлеме тивӗ-ши? Эпир „пурӑнмалӑх мӗн кирли“ пирки иксӗмӗр те пӗр пек шухӑшлатпӑр-и? Эпир иксӗмӗр те ӗҫлеме пуҫласан, пирӗн ачасене кам пӑхса тӑрӗ? Вӗсем ҫине кам витӗм кӳрсе тӑрӗ?» Ҫак ыйтусене лӑпкӑн сӳтсе явакан мӑшӑрсем хӑйсене Ытарӑшсем 20:18-мӗшӗнчи сӑмахсемпе килӗшӳллӗн тытаҫҫӗ. (Вуласа парӑр.)

Юратакан упӑшка арӑмне пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӗ (8-мӗш абзаца пӑхӑр.)

8. Мӑшӑрсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ тата юратакан упӑшка мӗн тӑвӗ?

8 Кашни ача валли ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрмалла тата ҫителӗклӗ вӑй хумалла. Вӑл ҫавна тивӗҫлӗ тата ҫакӑ ӑна питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та ҫемьере пӗр вӑхӑтарах ҫуралнӑ темиҫе ача пулсан, ашшӗпе амӑшне кашни валли ҫителӗклӗ вӑхӑт тупма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Темиҫе ача пӑхса ӳстерекен хӑш-пӗр мӑшӑрсем аптранипе ним тума та, ним калама та пӗлместпӗр теҫҫӗ. Амӑшӗ хӑйне пӗтӗмпех халран кайнӑ пек туйма пултарать. Унӑн Библи тӗпчеме, кӗлтума тата сӑваплӑ ӗҫе тума вӑй юлмасан та пултарать. Ҫавӑн пекех ӑна тӗлпулусенче тимлӗ итлесе ларма тата вӗсенчен усӑ илме йывӑр пулма пултарать. Паллах ӗнтӗ, юратакан упӑшка тӗлпулусенче те, килте те арӑмне ачисене пӑхма пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӗ. Сӑмахран, вӑл арӑмне килти ӗҫсене тума пулӑшӗ. Вӑл ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни тӑтӑшах ирттӗр тесе тата килтисене пурне те усӑ патӑр тесе тӑрӑшӗ. Унсӑр пуҫне, ашшӗ, христианин пулнӑ май, хӑйӗн ҫемйипе пӗрле ырӑ хыпар сарма вӑхӑт уйӑрсах тӑрӗ.

АЧАСЕНЕ ИЕГОВӐНА ЮРАТМА ВӖРЕНТӖР

9, 10. Хӑйсен ачисене пулӑшасшӑн ҫунакан ашшӗ-амӑшӗн мӗн тумалла?

9 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Иеговӑна юратма вӗрентес тесе вӗсене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Вӗсене ҫак пӑсӑлса пӗтнӗ тӗнчери хӑрушлӑхсенчен мӗнле хӳтӗлеме пулать? Темиҫе канаш пӑхса тухар.

10 Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтӑр. Манойпа унӑн арӑмӗн, Самсонӑн ашшӗпе амӑшӗн, тӗслӗхне пӑхса тухар. Манойпа арӑмӗ хӑйсен ача пулассине пӗлсен, Маной Иеговӑна ачана мӗнле пӑхса ӳстермеллине вӗрентсем тесе йӑлӑннӑ.

11. Тӳресен 13:8-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Маной Иеговӑран мӗн ыйтнӑ тата ашшӗ-амӑшӗсем унран мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

11 Манойӑн тӗслӗхӗ Боснипе Герцеговинӑра пурӑнакан Нихада тата унӑн Алма ятлӑ арӑмне пулӑшнӑ. Вӗсем каласа параҫҫӗ: «Маной пекех, эпир Иеговӑна пире лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулма вӗрентсем тесе йӑлӑнтӑмӑр. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине тӗрлӗ майлӑ: Библи урлӑ, Библие ӑнлантарса паракан литература урлӑ, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем урлӑ тата конгрессем урлӑ хуравларӗ». (Тӳресен 13:8 вуласа парӑр.)

12. Иосифпа Мария хӑйсен ачисене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

12 Тӗслӗх кӑтартса вӗрентӗр. Эсир мӗн калани хӑвӑр ачӑрсене кирлӗ, анчах та эсир хӑвӑра мӗнле тытни вӗсем ҫине тата вӑйлӑрах витӗм кӳрет. Иосифпа Мария хӑйсен ачисене, ҫав шутрах Иисуса та, лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ теме пулать. Иосиф хӑйӗн ҫемйине тӑрантарса усрас тесе тӑрӑшса ӗҫленӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн ачисене Иеговӑна пуҫҫапассине хаклама хавхалантарнӑ (Сак. аст. 4:9, 10). Иосиф кашни ҫул хӑйӗн ҫемйине Иерусалима Пасхӑна паллӑ тума илсе кайнӑ — вӑл ҫакна Саккун тума ыйтман пулсан та тунӑ (Лука 2:41, 42). Тен, хӑш-пӗр ашшӗсем пӗтӗм ҫемьепе ҫакӑн пек ҫулҫӳреве тухни питӗ йывӑр пулма пултарать, нумай тӑкакпа ҫыхӑннӑ тата ҫавна валли нумай вӑхӑт кирлӗ тесе шутлама пултарнӑ. Анчах та Иосиф Иеговӑна пуҫҫапассине хакланӑ, хӑйӗн ачисене те ҫавнах тума вӗрентнӗ. Мария та чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ, вӑл Ҫырӑва лайӑх пӗлнӗ. Паллах ӗнтӗ, Мария хӑйӗн сӑмахӗсемпе тата ӗҫӗсемпе ачисене Турӑ Сӑмахне юратма вӗрентнӗ.

13. Пӗр мӑшӑра Иосифпа Марийӑн тӗслӗхӗ мӗнле пулӑшнӑ?

13 Нихадпа Алма, унччентерех асӑннӑскерсем, Иосифпа Марийӑран тӗслӗх илме тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ вӗсене хӑйсен ывӑлне пӑхса ӳстернӗ чухне ӑна Турра юратма тата уншӑн ӗҫлеме вӗрентес тӗлӗшрен мӗнле пулӑшнӑ? Вӗсем каласа параҫҫӗ: «Эпир хамӑр мӗнле пурӑннипе хамӑр ывӑла Иеговӑн принципӗсене тытса тӑни мӗн чухлӗ телей панине кӑтартма тӑрӑшрӑмӑр». Нихад ҫакӑн ҫумне ҫапла хушса калать: «Хӑвӑр ачуна мӗнле ҫын тӑвас килет, хӑвӑр та ҫавӑн пек ҫын пулӑр».

14. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисем кампа хутшӑннине пӗлмелле?

14 Хӑвӑр ачӑрсене лайӑх туссем тупма пулӑшӑр. Ашшӗн те, амӑшӗн те хӑйсен ачисем вӑхӑта кампа тата мӗн туса ирттернине пӗлмелле. Ҫакӑ вӑл ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисем социаллӑ сетьсенче тата сотовӑй телефонпа кампа хутшӑннине пӗлмелле тенине пӗлтерет. Вӗт ҫавӑн пек хутшӑнни ачасен шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать (1 Кор. 15:33).

15. Джесси тӗслӗхӗнчен ашшӗ-амӑшӗсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

15 Компьютерсене тата электронлӑ хатӗрсене пӗлсех кайман ашшӗ-амӑшӗн мӗн тумалла? Джесси, Филиппинӑра пурӑнакан ҫемье пуҫӗ, акӑ мӗн калать: «Эпир хальхи технологисем ҫинчен сахал пӗлетпӗр. Анчах ҫакӑ пире хамӑр ачасене электронлӑ хатӗрсем кӳме пултаракан хӑрушлӑхсем ҫинчен вӗрентме чарса тӑман». Джесси ҫавӑн пек хатӗрсем ҫинчен пӗлсех кайман пулин те, вӑл хӑйӗн ачисене вӗсемпе усӑ курма чарман. Вӑл калать: «Эпӗ хамӑн ачасене ҫӗнӗ чӗлхе вӗренме, тӗлпулусене хатӗрленме тата кашни кун Библи вулама электронлӑ хатӗрсемпе усӑ курма хавхалантарнӑ». Сирӗн ачасем пур пулсан, эсир вӗсемпе мессенджерсемпе мӗнле усӑ курмалли тата фотографисене интернета вырнаҫтармаллипе вырнаҫтармалла марри ҫинчен калакан усӑллӑ канашсене вуласа тухса сӳтсе явнӑ-и? Ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ статьясене jw.org® сайтра «Подростки» текен уйрӑмра тупма пулать. Эсир хӑвӑр ачӑрсемпе пӗрле «Электронлӑ хатӗрсем. Эсӗ вӗсен хуҫ-и е чури?» тата «Социаллӑ сетьсемпе тӗрӗс усӑ курӑр» видеороликсене пӑхса тухрӑр-и? * Ҫак материалсем сире хӑвӑр ачӑрсене электронлӑ хатӗрсемпе тӗрӗс усӑ курма вӗрентнӗ чухне питӗ пулӑшма пултарӗҫ (Ытар. 13:21).

16. Ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ мӗн тӑваҫҫӗ тата ҫакӑ мӗн парать?

16 Ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ачисем Турӑшӑн вӑйне шеллемесӗр ӗҫлекен тӑвансемпе хутшӑнма пултарччӑр тесе май ҫитнӗ таран пурне те тума тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Н’Дени тата Бомин, Кот-д’Ивуарта пурӑнакан мӑшӑр, район надзирательне хӑйсен килӗнче чарӑнса тӑма час-часах чӗннӗ. Н’Дени ҫапла аса илет: «Ҫакӑ пирӗн ывӑл ҫине лайӑх витӗм кӳчӗ. Вӑл пионер пулса ӗҫлеме тытӑнчӗ, халӗ вара район надзирательне пулӑшакан пулса ӗҫлет». Эсир те хӑвӑр ачӑрсем валли ҫавӑн пек ҫынсемпе хутшӑнмалли майсем туса пама пултаратӑр-и?

17, 18. Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене хӑҫан вӗрентме пуҫламалла?

17 Ачӑрсене май ҫитнӗ таран иртерех вӗрентме пуҫлӑр. Асра тытӑр: мӗн чухлӗ иртерех, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах (Ытар. 22:6). Тимофей ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл ҫитӗнсе ҫитсен Павел апостолпа пӗрле ҫулҫӳреве тухса ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ. Тимофейӑн амӑшӗ Евника тата унӑн кукамӑшӗ Лоида ӑна «мӗн ачаранах» вӗрентсе тӑнӑ (2 Тим. 1:5; 3:15).

18 Кот-д’Ивуарта пурӑнакан тепӗр мӑшӑр, Жан-Клод тата Пис, хӑйсен ултӑ ачине Иеговӑна юратма вӗрентнӗ тата унӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ. Ҫакна вӗсем мӗнле тума пултарнӑ? Вӗсем Евникӑпа Лоидӑран тӗслӗх илнӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Эпир хамӑр ачасене мӗн ачаранах, вӗсем ҫуралсанах, Турӑ Сӑмахне юратма вӗрентсе тӑтӑмӑр».

19. Ачасене Турӑ Сӑмахне «вӗрент» тенине мӗнле ӑнланмалла?

19 Саккуна астутарни 6:6, 7 сӑвӑ йӗркисем ашшӗ-амӑшне хӑйсен ачисене Иеговӑн ӳкӗчӗсене вӗрентме хушаҫҫӗ. «Вӗрент» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «вӗрентсех тӑр тата аса илтерсех тӑр» тенине пӗлтерет. Ҫакна туса тӑмашкӑн ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисем валли вӑхӑт уйӑрсах тӑмалла. Хӑш-пӗр чухне ачасене пӗр япала ҫинченех темиҫе хут калама тивни кулянтарма та пултарать. Анчах та ашшӗ-амӑшӗсен ҫакӑн ҫине хӑйсен ачисене Турӑ Сӑмахне ӑнланма тата ӑна пурнӑҫра тытса тӑма пулӑшмалли май ҫине пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшмалла.

Ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен кашни ачине мӗнле вӗрентмеллине палӑртса хумалла (20-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

20. Ачасене пӑхса ӳстерес тӗлӗшрен Псалом 126:4-мӗшӗнчи сӑмахсемпе мӗнле усӑ курма пулать.

20 Сирӗн ачӑрсене мӗн кирлине пӗлӗр. 126-мӗш Псаломра ачасене ҫӗмренсемпе, урӑхла каласан, ухӑ йӗпписемпе танлаштарнӑ. (Псалом 126:4 вуласа парӑр.) Ухӑ йӗпписем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ тата вӗсене тӗрлӗ япаласенчен тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ачасем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен кашни ачине мӗнле пӑхса-вӗрентсе ӳстермеллине пӗлмелле. Израильте пурӑнакан пӗр мӑшӑр, икӗ ачана ӑнӑҫлӑ пӑхса ӳстернӗ мӑшӑр, хӑйсене мӗн пулӑшни ҫинчен ҫапла каланӑ: «Эпир кашни ачапа уйрӑммӑн Библи вӗреннӗ». Паллах ӗнтӗ, ҫак меслет хӑйӗн ҫемйинче кирлӗ тата вырӑнлӑ пулассипе пулмассине ҫемье пуҫӗн хӑйӗн шутласа хумалла.

ИЕГОВА СИРЕ ПУЛӐШСА ТӐРӖ

21. Ашшӗ-амӑшӗсем Иеговӑран мӗнле пулӑшу илессе шанма пултараҫҫӗ?

21 Хӑш-пӗр чухне ашшӗ-амӑшне хӑйсен ачисене пӑхса-вӗрентсе ӳстерме питӗ йывӑр пек туйӑнма пултарать, анчах та вӗсен ҫакна асра тытмалла: ачасем — Иегова панӑ парне, ҫавӑнпа вӑл пулӑшма яланах хатӗр. Вӑл ашшӗ-амӑшӗсем калакан кӗлӗсене тимлӗ итлет, вара ҫав кӗлӗсем ҫине Библи, пирӗн литература тата пухури опытлӑ ашшӗ-амӑшӗсен тӗслӗхӗпе канашӗсем урлӑ хуравлать.

22. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене мӗн пама пултарнисенчен чи лайӑххисем хӑшӗсем?

22 Ачана пӑхса ӳстересси пирки 20 ҫула пыракан проект тенине час-часах илтме пулать. Анчах та, тӗрӗссипе каласан, ашшӗ-амӑшӗ нихӑҫан та ашшӗ-амӑшӗ пулма пӑрахмасть. Вӗсем хӑйсен ачисене мӗн пама пултарнисенчен чи лайӑххисем вӗсем — юрату, вӑхӑт тата Библи тӑрӑх пӑхса ӳстерни. Ҫавӑн пек пӑхса ӳстерни ҫине кашни ача тӗрлӗрен пӑхать. Анчах та Иеговӑна юратакан ҫемьесенче ӳссе ҫитӗннисенчен нумайӑшӗн туйӑмӗ Азире пурӑнакан Джоанна-Мэйӑн туйӑмӗ пекех, вӑл каланӑ: «Аттепе анне мана лайӑх пӑхса ӳстернӗшӗн тата Иеговӑна юратма вӗрентнӗшӗн эпӗ вӗсене питӗ пархатарлӑ! Вӗсем мана пурнӑҫ панӑ кӑна мар, вӗсем мана тулли пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшрӗҫ» (Ытар. 23:24, 25). Пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион христианин ҫапла калама пултарать.

59-МӖШ ЮРӐ Манпа пӗрле Иаг Турра мухтӑр

^ 5 абз. Упӑшкипе арӑмӗн ача-пӑчаллӑ пулмалла-и? Ача тӑвас терӗҫ пулсан, вӗсем миҫе ача тӑвасшӑн? Ашшӗ-амӑшӗ ачисене Иеговӑшӑн ӗҫлеме тата ӑна юратма вӗрентес тесе мӗн тума пултарать? Ҫак ыйтусем ҫине хурав парас тесе эпир хальхи вӑхӑтри тӗслӗхсене тата Библири хӑш-пӗр принципсене пӑхса тухӑпӑр.

^ 15 абз. Ҫавӑн пекех «Ответы на твои вопросы» кӗнекене пӑхӑр, 1-мӗш том, 36-мӗш сыпӑк тата 2-мӗш том, 11-мӗш сыпӑк.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Пӗр мӑшӑр, христиансем, ача-пӑчаллӑ пуласси мӗнле савӑнӑҫ пама тата мӗнле йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарнине шута илсе ача тумаллипе тумалли марри пирки калаҫать.

^ 64 абз. ӲКЕРЧӖК. Упӑшкипе арӑмӗ кашни ачипе уйрӑммӑн Библи вӗренеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен ачисем миҫере пулнине тата вӗсен пултарулӑхне шута илеҫҫӗ.