Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

50-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова пире ирӗке кӑларать

Иегова пире ирӗке кӑларать

«Ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр» (ЛЕВ. 25:10).

22-МӖШ ЮРӐ Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. a) Мӗн вӑл юбилей? (« Авалхи Израильте мӗне юбилей тенӗ?» рамкӑна пӑхӑр.) ӑ) Лука 4:16—19 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус мӗн ҫинчен каланӑ?

ХӐШ-ПӖР ҫӗршывсенче паллӑ событин 50 ҫулхи юбилейне хӑйне майлӑ чаплӑ уявлаҫҫӗ. Юбилей ячӗпе ирттерекен уяв пӗр кун, эрне е ытларах та пыма пултарать. Анчах юлашкинчен уяв вӗҫленет, ҫынсем вара ун чухнехи савӑнӑҫа хӑвӑртах манса каяҫҫӗ.

2 Авалхи Израильте те кашни 50 ҫула пысӑк уяв туса ҫулталӑк хушши паллӑ тунӑ. Ку вӑл юбилей ҫулӗ пулнӑ. Ҫав ҫул израильтянсем ирӗклӗх илнӗ. Мӗншӗн ҫакӑ пире интереслентермелле? Мӗншӗн тесен авалхи Израильти юбилей ҫулӗ Иегова пире ӗмӗрлӗх ирӗклӗх илме май парас тесе мӗн тунине аса илтерет тата ҫав ирӗклӗх ҫинчен Иисус та каланӑ. (Лука 4:16—19 вуласа парӑр.)

Юбилей ҫулӗ израильтянсене нумай савӑнӑҫ панӑ, мӗншӗн тесен чуралӑхра пулнисем хӑйсен ҫемйисемпе хӑйсен ҫӗрӗсене таврӑннӑ (3-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

3. Левит 25:8—12 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, юбилей ҫулӗ израильтянсене мӗнле усӑ панӑ?

3 Иисус ирӗклӗх ҫинчен каланӑ сӑмахсене лайӑхрах ӑнланас тесе чи малтан Турӑ хӑйӗн халӑхне паллӑ тума хушнӑ юбилей ҫинчен калаҫар. Иегова израильтянсене ҫапла каланӑ: «Аллӑмӗш ҫула тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр: сирӗн ҫакӑ юбилей пултӑр; кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн йӑхӗ патне таврӑнтӑр». (Левит 25:8—12 вуласа парӑр.) Унчченхи статьяра эпир израильтянсене кашни эрнере шӑматкуна паллӑ туни мӗнле усӑ панине пӑхса тухрӑмӑр. Юбилей ҫулӗ вара вӗсене мӗнле усӑ панӑ? Сӑмахран, израильтянин парӑмӗсене тӳлесе татас тесе хӑйӗн ҫӗрне сутса янӑ тейӗпӗр. Юбилей ҫулӗнче ҫав ҫӗр каллех унӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑнӑ. Ҫапла вӑл «хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре» таврӑнма пултарнӑ, вара ҫав ҫӗре вӑл ачисене еткерлӗхе парса хӑварма пултарнӑ. Калӑпӑр, пӗр-пӗр ҫын, пысӑк парӑм пулнӑран, хӑйне е хӑйӗн ачисенчен пӗрне чуралӑха сутса янӑ. Юбилей ҫулӗнче чурана ирӗке кӑлармалла та хӑйӗн ҫемйине тавӑрса памалла пулнӑ. Апла пулсан, никам та яланлӑхах чуралӑхра тӑрса юлман, ирӗке тухма шанчӑк пулнӑ! Иегова чӑнах та хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.

4, 5. Мӗншӗн пирӗн юбилей ҫулӗ ҫинчен пӗлмелле?

4 Юбилей ҫулӗ тата мӗнле усӑ панӑ? Иегова ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Ӗнтӗ санӑн кӗлмӗҫсем пулмӗҫинччӗҫ [«санӑн хушӑра чухӑнсем пулмалла мар», ҪТ], мӗншӗн тесессӗн... Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана еткерлӗхе илтӗр тесе паракан ҫӗр ҫинче пиллӗх парӗ» (Сак. аст. 15:4, 5). Ҫакӑ хальхи тӗнчери пурнӑҫран питӗ уйрӑлса тӑрать, мӗншӗн тесен эпир час-часах пуяннисем пуянланса пынине, чухӑннисем чухӑнланса пынине куратпӑр!

5 Христиансен Моисей саккунне тытса тӑмалла мар. Ҫавӑнпа эпир юбилей ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ӳкӗтсене, калӑпӑр, чурасене ирӗке кӑларассипе, парӑмсене каҫарассипе тата ҫынсене хӑйсен ҫемйисен ҫӗрне каялла тавӑрса парассипе ҫыхӑннӑ ӳкӗтсене, тытса тӑмастпӑр (Рим 7:4; 10:4; Эф. 2:15). Анчах та юбилей ҫинчен пирӗн пӗлмеллех. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир те, израильтянсем пекех, ирӗклӗх илме пултаратпӑр.

ИИСУС ИРӖКЛӖХ ҪИНЧЕН ПӖЛТЕРНӖ

6. Ҫынсене мӗнле ирӗклӗх кирлӗ?

6 Пире пурне те ирӗклӗх кирлӗ, мӗншӗн тесен эпир питӗ хаяр хуҫа чурисем — ҫылӑх чурисем. Ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир ватӑлатпӑр, чирлетпӗр тата вилетпӗр. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине эпир куҫкӗски ҫине пӑхсан тата тухтӑр патне сипленме кайсан куратпӑр. Ҫылӑх туни те пире кулянтарать. Павел апостол «ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл... мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать» тенӗ хыҫҫӑн ҫапла каланӑ: «Мӗскӗн этем эпӗ! ҫак вӗлерекен ӳтрен кам хӑтарӗ-ши мана?» (Рим 7:23, 24.)

7. Исаия ирӗклӗх пирки пророкла мӗн каланӑ?

7 Телее, Турӑ пире ҫылӑхран ирӗке тухмалли май туса панӑ. Ҫав тӗлӗшрен Иисус Христос тӗп вырӑн йышӑнать. Иисус ҫураличчен 700 ҫул ытла маларах Исаия пророк ҫынсем пуласлӑхра израильтянсем юбилей ҫулӗнче илнӗ ирӗклӗхрен те чаплӑрах ирӗклӗх илӗҫ тесе каланӑ. Исаия ҫырнӑ: «Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ» (Ис. 61:1). Ҫак пророкла сӑмахсем кампа ҫыхӑннӑ?

8. Исаийӑн ирӗклӗх ҫинчен калакан пророкла сӑмахӗсене кам пурнӑҫланӑ?

8 Ҫак ирӗклӗх ҫинчен калакан пӗлтерӗшлӗ пророкла сӑмахсем Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне пуҫланӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланма тытӑннӑ. Иисус хӑйӗн тӑван хулинчи, Назаретри, синагогӑна килсен, вӑл унта пухӑннӑ иудейсене Исаийӑн ҫав сӑмахӗсене вуласа панӑ. Иисус ҫав сӑмахсене хӑйӗнпе ҫыхӑнтарса ҫапла каланӑ: «Турӑ Сывлӑшӗ Ман ҫинче: Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене сыватма ячӗ, тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисем куракан пуласса, пусмӑртисене хӑтарасса, Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ» (Лука 4:16—19). Иисус ҫак пророкла сӑмахсене мӗнле пурнӑҫланӑ?

ИРӖКЛӖХ ИЛНИСЕНЧЕН МАЛТАНХИСЕМ

Иисус ирӗклӗх ҫинчен Назаретри синагогӑра пӗлтерет (8, 9 абзацсене пӑхӑр.)

9. Иисус вӑхӑтӗнче пурӑннӑ ҫынсем мӗнле ирӗклӗх ҫинчен ӗмӗтленнӗ?

9 Ирӗклӗх ҫинчен Исаия пророкла каланӑ тата Иисус вуласа панӑ, ҫав ирӗклӗхе вара ҫынсем пӗрремӗш ӗмӗрте илме пуҫланӑ. Ҫакна Иисус каланӑ ҫак сӑмахсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Ҫапла ҫырни, эсир мӗн илтни, паян ӗнтӗ вырӑна килчӗ» (Лука 4:21). Исаийӑн пророкла сӑмахӗсене Иисус вуласа панине илтекенсенчен нумайӑшӗ политика тӗлӗшӗнчен улшӑнусем пуласса — Рим влаҫӗнчен ирӗке тухасса — кӗтнӗ пулмалла. Тен, Христосӑн вӗренекенӗсем те ҫавӑн ҫинчен ӗмӗтленнӗ, мӗншӗн тесен каярахпа вӗсенчен иккӗшӗ Иисус пирки ҫапла каланӑ: «Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе шанса-ӗмӗтленсе тӑраттӑмӑр» (Лука 24:13, 21). Анчах та эпир ҫакна пӗлетпӗр: Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене Рим пусмӑрне хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме чӗнмен. Пачах урӑхла, вӑл вӗсене «кесарӗнне кесаре» пама вӗрентнӗ (Матф. 22:21). Апла пулсан, Иисус ҫынсене мӗнле майпа ирӗклӗх панӑ?

10. Иисус ҫынсене мӗнрен ирӗке кӑларнӑ?

10 Турӑ Ывӑлӗ ҫӗр ҫине ҫынсене ирӗклӗх илме пулӑшас тесе килнӗ. Вӑл ҫакна икӗ майпа тунӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл ҫынсене тӗн пуҫлӑхӗсем калакан суя вӗрентӳсенчен ирӗке тухма пулӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтра иудейсенчен нумайӑшӗ ҫынсен йӑлисен тата суя вӗрентӳсен чуралӑхӗнче пулнӑ (Матф. 5:31—37; 15:1—11). Ҫынсене Турӑшӑн ӗҫлеме пулӑшатпӑр теекенсем Турӑшӑн тӗрӗс ӗҫлемен, ҫавӑнпа вӗсем пирки суккӑр пулнӑ теме пулать. Вӗсем Мессийӑна тата вӑл мӗне вӗрентнине сирсе янӑ, ҫавӑнпа вӗсем Турра пӗлсе ҫитеймен, урӑхла каласан, суккӑр тӑрса юлнӑ теме пулать, тата вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнман (Иоанн 9:1, 14—16, 35—41). Иисус чӑнлӑха вӗрентнипе тата лайӑх тӗслӗх кӑтартнипе йӑваш ҫынсене суя вӗрентӳсенчен мӗнле ирӗке тухмаллине кӑтартнӑ (Марк 1:22; 2:23—3:5).

11. Иисус тата мӗнле ирӗклӗх валли май уҫса панӑ?

11 Иккӗмӗшӗнчен, Иисус ҫынсене Адамран куҫнӑ ҫылӑх чуралӑхӗнчен ирӗке тухмалли май уҫса панӑ. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне ыттисене тӳлесе илме парне пек панине пула Турӑ ҫав парнене ӗненекен тата ӗненнине хӑйсен ӗҫӗсемпе кӑтартакан ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫарма пултарнӑ (Евр. 10:12—18). Иисус каланӑ: «Сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр» (Иоанн 8:36). Ҫак ирӗклӗх авалхи израильтянсем илме пултарнӑ ирӗклӗхрен чылай лайӑхрах пулнӑ. Сӑмахран, юбилей ҫулӗнче ирӗке тухнӑ ҫын каллех чура пулса тӑма пултарнӑ. Чура пулса тӑмасан та, вӑл пурпӗр вилӗмрен хӑтӑлайман.

12. Иисус пӗлтернӗ ирӗклӗхе илнисенчен малтанхисем камсем пулнӑ?

12 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Иегова апостолсене тата хӑйне шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ. Вӗсем пуласлӑхра тӳпере пурӑнма чӗрӗлсе тӑрса Иисуспа пӗрле патшара ларма пултарччӑр тесе Иегова вӗсене хӑйӗн ачисем пек йышӑннӑ (Рим 8:2, 15—17). Ҫав христиансем Иисус Назаретри синагогӑра пӗлтернӗ ирӗклӗхе илнисенчен малтанхисем пулнӑ. Вӗсем иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем калакан суя вӗрентӳсен тата Турӑ Сӑмахне хирӗҫлекен йӑласен чурисем пулма пӑрахнӑ. Турӑ ҫав христиансем пирки вӗсем вилӗм патне илсе каякан ҫылӑхран хӑтӑлнӑ тесе шутлать. Христиансен юбилей ҫулӗ пирӗн эрӑри 33 ҫулта Христос хыҫҫӑн пыракансене святой сывлӑшпа суйласа лартнипе пуҫланнӑ, вӗҫленессе вӑл Иисус Христосӑн Пинҫуллӑх Патшалӑхӗ ертсе пыракан тапхӑр вӗҫленнипе вӗҫленӗ. Ҫав юбилей ҫулӗнче мӗнле ырӑ ӗҫсем пулса иртӗҫ?

МИЛЛИОН-МИЛЛИОН ҪЫН ИРӖКЕ ТУХӖ

13, 14. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемсӗр пуҫне Иисус пӗлтернӗ ирӗклӗхе тата камсем илеҫҫӗ?

13 Библире тепӗр ушкӑн ҫинчен те каланӑ — «урӑх сурӑхсем» ҫинчен (Иоанн 10:16). Хальхи вӑхӑтра ҫав ушкӑн шутне пур халӑхран та тухнӑ миллион-миллион тӳркӑмӑллӑ ҫын кӗрет. Турӑ вӗсене тӳпере Иисуспа пӗрле патшара ларма чӗнмен. Ун вырӑнне вӗсен, Библире каланӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур.

14 Сирӗн те ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк пур пулсан, эсир халех святой сывлӑшпа суйласа лартнисем илекен пиллӗхсенчен хӑш-пӗрисене илме пултаратӑр. Иисус панӑ парнене ӗненнине пула эсир Иеговӑна хӑвӑрӑн ҫылӑхсене каҫарма ыйтма пултаратӑр. Ҫавна пула Турӑ сире ырлама пуҫлать тата ун умӗнче сирӗн совесть те таса пулать (Эф. 1:7; Ӳлӗм. 7:14, 15). Ҫавӑн пекех, Библие хирӗҫлекен вӗрентӳсенчен ирӗке тухни сире мӗнле пиллӗхсем парса тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иисус каланӑ: «Чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:32). Ҫавӑн пек ирӗклӗх пире калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать!

15. Пуласлӑхра эпир мӗнле ирӗклӗх тата мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?

15 Пуласлӑхра эпир тата нумайрах ирӗклӗх илӗпӗр. Кӗҫех Иисус суя тӗне тата ҫынсен пӑсӑлса пӗтнӗ правительствисене тӗп тӑвӗ. Турӑ хӑйӗншӗн ӗҫлекен «имсӗр-сумсӑр» ҫынна ҫӑлӗ те вӗсене ҫӗр ҫинчи райра телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма май парӗ (Ӳлӗм. 7:9, 14). Шутласа кӑларма ҫук нумай ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ. Вӗсен те Адам ҫылӑхӗ мӗнле сиен кӳнӗ, ҫавсенчен пуринчен те хӑтӑлма май пулӗ (Ап. ӗҫ. 24:15).

16. Пуласлӑхра ҫынсем мӗнле чаплӑ ирӗклӗх илӗҫ?

16 Пинҫуллӑх Патшалӑх ертсе пынӑ чухне Иисус тата унпа пӗрле патшара ларакансем пурне те сып-сывӑ пулма тата хӑйсемпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене пӗр кӑлтӑксӑр тума пулӑшӗҫ. Израильтянсем юбилей ҫулӗнче ирӗклӗх илнӗ пекех, Иеговӑн ҫӗр ҫинчи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пурте ҫылӑхран хӑтӑлӗҫ те пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ.

Ҫӗнӗ тӗнчере эпир ӗҫлӗпӗр те, канӑпӑр та. (17-мӗш абзац пӑхӑр.)

17. Исаия 65:21—23 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Турӑ халӑхне мӗн кӗтет? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

17 Ҫӗр ҫинчи рая мӗнле пророкла сӑнласа панине Исаия 65:21—23 сӑвӑ йӗркисенче тупма пулать. (Вуласа парӑр.) Райра эпир ним тумасӑр кахалланса лармӑпӑр. Пачах урӑхла, Библире каланӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра Турӑ халӑхӗ усӑллӑ та кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫе туса пурӑнӗ. Пин ҫул вӗҫленсен «мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне» илӗ, эпир ҫакӑн пирки иккӗленместпӗр (Рим 8:21).

18. Мӗншӗн эпир пирӗн телейлӗ пуласлӑх пулать тесе шанатпӑр?

18 Иегова ӗлӗк-авал израильтянсен ӗҫлеме те, канма та вӑхӑт пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Христосӑн Пинҫуллӑх Патшалӑхӗнче те вӑл хӑйӗн халӑхӗ валли ҫавнах тӑвӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн телей Турра пуҫҫапассипе тачӑ ҫыхӑннӑ — паллах ӗнтӗ, ҫӗнӗ тӗнчере те ҫавӑн пекех пулать. Чӑнах та, Христосӑн Пинҫуллӑх Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне Турра шанчӑклӑ ҫынсем пурте телейлӗ пулӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен пурин те кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫ пулӗ тата вӗсем пурте Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ.

142-МӖШ ЮРӐ Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

^ 5 абз. Иегова авалхи Израильте чуралӑха лекнисене ирӗке тухмалли май туса панӑ. Ҫакӑ юбилейра пулса иртнӗ. Христиансен Моисей саккунне тытса тӑмалла мар, анчах та юбилей ҫулӗ пирӗншӗн те пӗлтерӗшлӗ. Ҫак статьяран эпир авалхи Израильти юбилей Иегова пирӗншӗн мӗн тунине мӗнпе аса илтернине тата пире мӗнле усӑ панине пӗлӗпӗр.

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Чура пулса тӑнӑ израильтянсем юбилей ҫулӗнче ирӗке тухнӑ та хӑйсен ҫемйисемпе хӑйсен ҫӗрӗсене таврӑннӑ.