Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Пуриншӗн те тав тӑвӑр»

«Пуриншӗн те тав тӑвӑр»

ЭСИР хӑвӑр пирки пархатарлӑ ҫын тесе шутлатӑр-и? Пирӗн пурин те ҫак ыйту ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Библире хальхи вӑхӑтра ҫынсенчен нумайӑшӗ пархатарсӑр пулӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (2 Тим. 3:2). Тен, эсир хӑйсем валли ыттисем мӗн те пулин туса парасса ҫеҫ кӗтекен тата хӑйсене мӗн те пулин парасса ҫеҫ кӗтекен ҫынсене тӗл пулнӑ пуль. Вӗсем хӑйсем мӗн илсе тӑнӑшӑн никама та тав тумалла мар тесе шутлаҫҫӗ пулмалла. Эсир килӗшетӗр пуль, ҫавӑн пек ҫынсемпе хутшӑнасах килмест.

Иеговӑн ӗҫлекенӗсене вара «тав туса пурӑнӑр» тата «пуриншӗн те тав тӑвӑр» тесе каланӑ (Кол. 3:15; 1 Фес. 5:18). Пархатарлӑ пулни пире хамӑрах усӑ парать. Мӗншӗн ку ҫапла пулнине кӑтартакан темиҫе сӑлтав пӑхса тухар.

ПАРХАТАРЛӐХ ТАТА ХАМӐР ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХНИ

Мӗншӗн пирӗн пархатарлӑ пулма вӗренмеллине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтавсенчен пӗри ҫакӑ: пархатарлӑ пулнине пула эпир хамӑра ытларах хисеплеме пуҫлатпӑр. Кама та пулин тав тунӑ чухне эпир хамӑра ҫеҫ мар, теприне те ырӑ тӑватпӑр. Сӑмахран, пӗр-пӗр ҫын сирӗншӗн мӗн те пулин тума хаваспах вӑхӑт уйӑрать пулсан, вӑл эсир ҫавна тивӗҫлӗ тесе шутланӑран тумасть мар-и? Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать. Эсир ҫавӑн пек тӑрӑшнине туйса тӑратӑр, вара ҫакна пула эсир хӑвӑра ытларах хисеплеме пуҫлатӑр. Руфьпе те ҫавӑн пек пулнӑ пулас. Вооз ӑна уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартнӑ. Руфь хӑйӗншӗн Вооз тӑрӑшнине курсан питӗ савӑннӑ паллах (Руфь 2:10—13).

Уйрӑмах Турра тав тумалла. Эсир вӑл сирӗншӗн мӗн чухлӗ ырӑ туса тӑни ҫинчен пӗрре анчах мар шухӑшланӑ пуль (Сак. аст. 8:17, 18; Ап. ӗҫ. 14:17). Туррӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен кӑштах шухӑшланипе ҫырлахса тӑмалла мар, ун вырӑнне вӑхӑт тупса Турӑ пирӗншӗн тата пирӗн юратнӑ ҫынсемшӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Пире Пултараканӑн уҫӑ кӑмӑллӑхӗ ҫинчен шухӑшланине пула эпир ӑна пархатарлӑрах пулса пырӑпӑр та вӑл пире питӗ хытӑ юратнипе хакланине тата ытларах туйма пуҫлӑпӑр (1 Иоанн 4:9).

Анчах та Иеговӑн уҫӑ кӑмӑллӑхӗпе вӑл паракан пиллӗхсем ҫинчен шухӑшланисӗр пуҫне пирӗн ӑна ырӑ ӗҫсемшӗн те тав тумалла (Пс. 99:4, 5). Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче «пархатарлӑ пулнине кӑтартни телейлӗ пулмалли майсенчен пӗри» тесе палӑртнӑ.

ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИ ҪЫНСЕНЕ ПӖР-ПӖРИНПЕ ҪЫВӐХЛАТАТЬ

Пархатарлӑ пулни мӗншӗн усӑ панине кӑтартакан тепӗр сӑлтав вӑл — ҫакӑ туслӑха ҫирӗплетет. Пире пурне те ыттисем хаклани кирлӗ. Эсир тепӗр ҫынна ырӑ ӗҫ тунӑшӑн чунтан тав тунӑ чухне эсир пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пыратӑр (Рим 16:3, 4). Унсӑр пуҫне, пархатарлӑ ҫынсем ытларах чухне ыттисене пулӑшма хатӗр. Вӗсем хӑйсемпе ыттисем ырӑ пулнине асӑрхаҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене ыттисемпе ырӑ пулма хавхалантарать. Чӑнах та, ыттисене пулӑшнипе эпир телейлӗрех пулса пыратпӑр. Ахальтен мар ӗнтӗ Иисус: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 20:35).

Роберт Эммонс, Калифорни университетӗнчи профессор тата пархатарлӑха тӗпчекен проектӑн ертӳҫисенчен пӗри, ҫапла палӑртнӑ: «Пархатарлӑ куҫсемпе эпир пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан ҫыхӑнусене курма пултаратпӑр, ҫав ҫыхӑнусенче эпир пӗрре паракансем, тепре илекенсем пулса тӑратпӑр». Чӑнах та, пирӗн пурнӑҫ тата пирӗн телей чылай чухне ытти ҫынсенчен килет. Сӑмахран, вӗсемсӗр пирӗн апат-ҫимӗҫ те, медицина пулӑшӑвӗ те пулман пулӑччӗ (1 Кор. 12:21). Пархатарлӑ ҫын ыттисем хӑйӗншӗн мӗн тунине хаклать. Ҫавӑнпа та сирӗн ыттисене тав тӑвас йӑла пур-и?

ПАРХАТАРЛӐХ ТАТА ЭСИР ПУРНӐҪ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХНИ

Пархатарлӑ пулма вӗренме кирлине кӑтартакан тата тепӗр сӑлтав вӑл — пархатарлӑ пулни пире пурнӑҫра лайӑххине курма пулӑшать. Пирӗн пуҫ мими хӑш-пӗр енчен фильтр евӗрлӗ ӗҫлет теме пулать, ҫавна пула эпир пӗр япала ҫинче чарӑнса тӑма, ҫав вӑхӑтрах теприне сирсе яма пултаратпӑр. Эпир пархатарлӑ пулсан, ҫакӑ пире ытларах лайӑххи ҫинчен, сахалрах япӑххи ҫинчен шухӑшлама пулӑшать. Мӗн чухлӗ нумайрах эпир ыттисене тав тӑватпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах лайӑххине асӑрхама пултаратпӑр, ҫакӑ вара пире пархатарлӑрах пулма хавхалантарать. Мӗншӗн тав тума пулать, ҫавӑн ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлатпӑр пулсан, пире Павел апостол каланӑ пек тума: «Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн яланах савӑнӑр, татах калатӑп: савӑнӑр»,— тесе каланӑ пек тума ҫӑмӑлтарах пулӗ (Флп. 4:4).

Пархатарлӑ пулни пире япӑххи ҫинчен шухӑшлассипе кӗрешме пулӑшать, мӗншӗн тесен пархатарлӑ пулма, ҫав вӑхӑтрах ӑмсанма, кулянма тата ҫилленме май ҫук. Унсӑр пуҫне, пархатарлӑ ҫынсем укҫа-тенкӗшӗн ытлашши пӑшӑрханмаҫҫӗ. Вӗсем мӗн пуррине хаклаҫҫӗ тата ытлашши илесшӗн ҫунмаҫҫӗ (Флп. 4:12).

ХӐВӐРӐН МӖН ЛАЙӐХХИ ПУР, ҪАВНА ХАКЛӐР!

Эпир ҫакна ӑнланатпӑр: Сатана ҫак юлашки кунсенче тӗл пулакан йывӑрлӑхсем пире халран яччӑр тет. Эпир япӑххи ҫинчен шухӑшлатпӑр тата яланах ӳпкелешетпӗр пулсан, вӑл савӑннӑ пулӗччӗ. Эпир ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑ пулсан, ҫынсене пире ырӑ хыпар сарнӑ чухне итлеме йывӑр пулнӑ пулӗччӗ. Пархатарлӑх святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗпе, ҫав шутрах савӑнӑҫпа тата ӗненӳпе, тачӑ ҫыхӑнса тӑрать: эпир Турӑ пире мӗн парса тӑнишӗн савӑнатпӑр тата вӑл мӗн тума сӑмах панине пурне те ӗненетпӗр (Гал. 5:22, 23).

Эсир, Иегова Свидетелӗ пулнӑ май, ҫак статьяра пархатарлӑх пирки мӗн каланипе килӗшетӗр пуль. Ҫав-ҫавах эсир пархатарлӑ пулма тата лайӑххи ҫинчен шухӑшлама яланах ҫӑмӑл мар пулнине ӑнланатӑр. Ҫакӑ сире хурлантарса ан ӳкертӗр. Эсир пархатарлӑха аталантарма пултаратӑр. Мӗнле? Кашни кун хӑвӑр пурнӑҫра мӗншӗн тав тумалли ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрса хурӑр. Мӗн чухлӗ нумайрах эсир ҫакна туса тӑратӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах сире пархатарлӑ пулма ҫӑмӑлтарах пулса пырӗ. Эсир вара пурнӑҫра йывӑрлӑхсене ҫеҫ курса тӑракан ҫынсенчен чылай телейлӗрех пулса тӑратӑр. Турӑ тата ыттисем сирӗншӗн тӑвакан ырӑ япаласем ҫинчен шухӑшлӑр. Тен, эсир ҫавсене дневник ҫине ҫырса пырас тейӗр. Ҫав дневника эсир кашни кун икӗ-виҫӗ япала е событи тата мӗншӗн ҫавсемшӗн пархатарлӑ пулнине ҫырса хума пултаратӑр.

Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, эпир ыттисене тав тусах тӑратпӑр пулсан, ҫакӑ пирӗн пуҫ миминчи нейронсем хушшинчи ҫыхӑнӑва улӑштарма пултарать, ҫапла вара пире лайӑххи ҫинчен шухӑшлама ҫӑмӑлрах пулса тӑрать. Пархатарлӑ ҫынсем телейлӗрех. Ҫавӑнпа та хӑвӑрӑн мӗн лайӑххи пурри ҫинчен шухӑшлӑр, хӑвӑрӑн пурнӑҫра пулса иртекен ырӑ самантсене хаклӑр тата яланах пархатарлӑ пулӑр! Ырри хӑйне хӑех пулса пырать тесе ан шутлӑр, ун вырӑнне «Иеговӑна тав тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ». Чӑнах та, «пуриншӗн те тав тӑвӑр» (1 Ҫулс. 16:34, ҪТ; 1 Фес. 5:18).