Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Сатана Евӑна ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫисен вилместӗн тенӗ чухне вилӗмсӗр чун ҫинчен каланӑ-и?

Ҫук пулас. Шуйттан Евӑна вӑл Турӑ ҫиме хушман ҫимӗҫе ҫисен унӑн кӗлетки ҫеҫ вилет, унӑн куҫа курӑнман пайӗ (халӗ ӑна хӑш-пӗрисем вилӗмсӗр чун теҫҫӗ) таҫта малалла пурӑнать темен. Сатана ҫӗлен урлӑ калаҫнӑ чухне Ева ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫисен пачах вилмӗ тесе каланӑ. Вӑл Евӑпа нимӗн те пулмӗ — вӑл ҫӗр ҫинче малалла та чи лайӑх пурнӑҫпа, Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнӗ тенӗ (Пулт. 2:17; 3:3—5).

Вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан суя вӗрентӳ Эдемра пуҫланса кайман пулсан, апла вӑл хӑҫан йӗркеленсе кайнӑ? Хӑҫан пуҫланса кайнине тӗп-тӗрӗс калама май ҫук, анчах та Ной вӑхӑтӗнче пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне тӗрӗс мар пуҫҫапнине пӗтӗмпех пӗтернине эпир пӗлетпӗр. Суя тӗнӗн тӗрӗс мар вӗрентӗвӗсем пурте пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне пӗтнӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем ҫеҫ — Нойпа унӑн ҫемьи ҫеҫ — тӑрса юлнӑ пулнӑ.

Ҫавӑнпа та ҫыннӑн вилӗмсӗр чунӗ ҫинчен калакан вӗрентӳ пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ пулмалла. Турӑ Вавилонра чӗлхесене пӑтраштарса ярсан, халӑхсем «пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх» саланса пӗтнӗ, ҫавӑн чухне вӗсем ҫынсен вилӗмсӗр чун пур текен шухӑша хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ паллах (Пулт. 11:8, 9). Ҫак суя вӗрентӳ кирек хӑҫан пуҫланса кайнӑ пулин те, эпир ҫав вӗрентӳ Сатана Шуйттан, «ултав ашшӗ», витӗм кӳнипе йӗркеленсе кайнине тата вӑл ҫав вӗрентӳ питӗ анлӑ сарӑлнӑшӑн савӑннине пӗлетпӗр (Иоанн 8:44).