Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир 2019 ҫулхи «Хурал башнинче» сӳтсе явнӑ ыйтусем ҫине хурав пама пултаратӑр-и?

Турӑ: «Санпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ»,— тесе сӑмах панине мӗнле ӑнланмалла? (Ис. 54:17.)

Эпир Турӑ пире «тискер ҫынсенӗн ҫиллинчен» хӳтӗлессе шанма пултаратпӑр (Ис. 25:4, 5). Пирӗн тӑшмансем пире нихӑҫан тӳрленми сиен кӳреймӗҫ (w19.01, 6—7 страницӑсем).

Турӑ хӑйне Ханаан ҫыннисемпе тата кутӑн израильтянсемпе мӗнле тытни унӑн тӗрӗслӗхне епле кӑтартса парать?

Ирсӗр аскӑн ӗҫсене хутшӑннӑ, ҫавӑн пекех хӑйсене хӗрарӑмсемпе тата ачасемпе хаяррӑн тытнӑ ҫынсене Турӑ наказани панӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйне итлекенсене тата хӑйсене ыттисемпе тӗрӗс тытнӑскерсене пилленӗ (w19.02, 22—23 страницӑсем).

Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫын пирӗн умра кӗлтунӑ чухне пирӗн мӗн тумалла?

Ҫавӑн чухне эпир хисеплӗн шӑпӑрт тӑрӑпӑр тата «аминь» темӗпӗр. Унсӑр пуҫне, кӗлтунӑ чухне эпир ытти ҫынсене алран тытмӑпӑр. Эпир хамӑр ӑшра кӗлтума пултаратпӑр (w19.03, 31-мӗш страница).

Ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни мӗн тери йывӑр ҫылӑх шутланать?

Ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни вӑл — ачана, пухӑва, влаҫсене тата Турра хирӗҫ тунӑ ҫылӑх. Ҫӗршыв саккунӗ ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни пулма пултарни ҫинчен пӗлтерме хушать пулсан, старейшинӑсен ҫав саккунпа килӗшӳллӗн тумалла (w19.05, 9—10 страницӑсем).

Хамӑр шухӑш-кӑмӑла улӑштарас тесен мӗн тумалла?

Ҫавна тӑвас тесен, Иеговӑна кӗлтумалла, хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсем мӗнлерех пулнине пӗлес тесе шухӑшламалла тата туссене тӗрӗс суйламалла (w19.06, 11-мӗш страница).

Хӗсӗрленине хатӗрленес тесе эпир халех мӗн тума пултаратпӑр?

Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсех тӑрӑр. Иегова пире юратнине тата нихӑҫан та хӑварманнине шанса тӑрӑр. Кашни кун Библи вулӑр тата кӗлтусах тӑрӑр. Турӑ Патшалӑхӗ илсе килекен пиллӗхсем пирки ан иккӗленӗр. Юратнӑ сӑвӑ йӗркисене тата Иеговӑна мухтава кӑларакан юрӑсене пӑхмасӑр вӗренӗр (w19.07, 2—4 страницӑсем).

Тӑван-хурӑнташсене ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма мӗнле пулӑшма пулать?

Вӗсен туйӑмӗсене шута илӗр. Хӑвӑра лайӑх тытнипе тӗслӗх кӑтартӑр. Тӳсӗмлӗ тата ырӑ пулӑр (w19.08, 15—17 страницӑсем).

Мӗншӗн Иисус панӑ ӗҫ пире лӑплантарать? (Матф. 11:28.)

Пирӗн юратакан надзирательсем, чи лайӑх туссем тата чи лайӑх ӗҫ пур (w19.09, 23-мӗш страница).

Мӗнле майпа Турӑ пире пӗр-пӗр ӗҫе тума кӑмӑл та, вӑй та пама пултарать? (Флп. 2:13.)

Эпир Турӑ Сӑмахне вулатпӑр тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, Турӑ пирӗн ҫине витӗм кӳме пуҫлать те пире хӑйӗн ирӗкне тума кӑмӑл та, вӑй та парать. Унӑн святой сывлӑшӗ пирӗн пултарулӑха аталантарма пултарать (w19.10, 20—21 страницӑсем).

Кирлӗ йышӑну тӑвас умӗн мӗнле утӑмсем тумалла?

1) Ӑслӑлӑх пирки кӗлтӑвӑр. 2) Ыйтӑва пур енчен те тишкерсе тухӑр. 3) Хӑвӑрӑн кӑмӑл-туйӑм мӗнлерех пулнине ӑнланса илӗр. 4) Хӑвӑр ума ятарлӑ тӗллевсем лартӑр. 5) Хӑвӑртан мӗн тума пултарайманнине тӑвасса ан кӗтӗр (w19.11, 27—29 страницӑсем).

Вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан шухӑш Сатана Евӑпа калаҫнӑ чухне пуҫланса кайнӑ-и?

Ҫук пулас. Сатана Евӑна эсӗ вилместӗн тесе каланӑ. Вӑл Евӑн кӗлетки ҫеҫ вилет тесе каламан. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне нимӗнле суя тӗн те тӑрса юлман. Ҫавӑнпа та вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳ Турӑ Вавилон башнине тӑвакан ҫынсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе салатса яриччен пуҫланса кайнӑ курӑнать (w19.12, 15-мӗш страница).