Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

51-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир Иеговӑна мӗн таран лайӑх пӗлетӗр?

Эсир Иеговӑна мӗн таран лайӑх пӗлетӗр?

«Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн» (ПС. 9:11).

56-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑхпа пурӑн

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Ангелито тӗслӗхӗ пире мӗн тума хавхалантарать?

ЭСИР, тен, Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Апла пулсан, ҫакна асра тытмалла: Иеговӑн тусӗ пуласси атте-аннерен куҫмасть. Пирӗн кашнин хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аталантармалла.

2 Ангелито ятлӑ тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Анчах та вӑл ҫамрӑк чухне Турӑпа ҫывӑх пулнине туйсах кайман. Вӑл каласа парать: «Эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлессе те ҫемьерен юлас мар тесе ҫеҫ ӗҫлеттӗмччӗ». Анчах та Ангелито Библи вулама тата унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшлама нумайрах вӑхӑт уйӑрма шут тытнӑ тата вӑл Иеговӑна час-часах кӗлтума пуҫланӑ. Ҫакӑ ӑна мӗн панӑ? Вӑл калать: «Эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: хамӑн хаклӑ Аттепе, Иеговӑпа, ҫывӑхланмалли пӗртен-пӗр май вӑл — ман хамӑн ӑна лайӑхрах пӗлсе ҫитмелле». Ангелито тӗслӗхӗ пире ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантарать: Иегова ҫинчен пӗлнипе Иеговӑна лайӑх пӗлни хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур? Иеговӑна лайӑхрах пӗлес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

3. Иегова ҫинчен пӗлнипе Иеговӑна лайӑх пӗлни хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

3 Эпир ҫын Иегова ҫинчен пӗлет тенӗ чухне вӑл Туррӑн ятне е унӑн хӑш-пӗр ӳкӗчӗсемпе ӗҫӗсене пӗлет тенине палӑртатпӑр. Анчах та Иеговӑна лайӑх пӗлес тесен ҫакӑ ҫителӗклӗ мар. Иеговӑна тата унӑн паха енӗсене пӗлес тесен пирӗн вӑхӑт уйӑрмалла. Ҫавӑн чухне ҫеҫ эпир мӗншӗн вӑл апла е капла тунине е мӗншӗн вӑл апла е капла каланине ӑнланса илме пултарӑпӑр. Ҫакӑ пире вӑл пирӗн шухӑшсене, йышӑнусене тата ӗҫсене ырланипе ырламаннине пӗлме пулӑшӗ. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлсе ҫитсен, пирӗн ҫав пӗлӳпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла.

4. Библире каласа панӑ ҫитменлӗхлӗ ҫынсен тӗслӗхӗсем пире мӗн тесе шантараҫҫӗ?

4 Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлесшӗн пулнӑран хӑш-пӗр ҫынсем ҫавӑншӑн пирӗнтен мӑшкӑлласа кулма пултараҫҫӗ. Эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫласан, вӗсем тата вӑйлӑрах пире хирӗҫ тӑма пултарӗҫ. Анчах та эпир Иеговӑна шанатпӑр пулсан, вӑл пире нихӑҫан та пӑрахмӗ. Ҫапла эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе пыма пултаракан туслӑхӑн никӗсне хывма пуҫлӑпӑр. Анчах та эпир Иеговӑна лайӑх пӗлсе ҫитме пултаратпӑр-и? Ҫапла, пултаратпӑр! Ҫакна ҫитменлӗхлӗ ҫынсен, сӑмахран, Моисейпе Давидӑн, тӗслӗхӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Эпир вӗсем мӗн-мӗн тунине пӑхса тухнӑ май икӗ ыйту ҫине хурав парӑпӑр: вӗсем Иеговӑна мӗнле пӗлсе ҫитнӗ? Тата эпир вӗсен тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пултарӑпӑр?

МОИСЕЙ «КУРӐНМАНСКЕРЕ КУРСА ТӐНӐ»

5. Моисей мӗн суйласа илнӗ?

5 Моисей Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ. Моисей 40 ҫулсенче пулнӑ чухне «хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ» та еврейсемпе, Турӑ халӑхӗпе, пӗрлешнӗ (Евр. 11:24). Моисей Турӑшӑн ӗҫлес тесе пурне те хӑварнӑ. Египетра чурасем пулнӑ еврейсем майлӑ тӑнипе вӑл фараона, Египет ҫыннисем турӑ вырӑнне хунӑ хӑватлӑ пуҫлӑха, питӗ ҫиллентерме пултарнине пӗлнӗ. Ҫакӑ вӑл хытӑ ӗненнине кӑтартса парать. Моисей Иеговӑна шаннӑ. Ҫавӑн пек шаннине пула Моисейӑн мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпе хӑйӗнпе Иегова хушшинче туслӑх пулма пултарнӑ (Ытар. 3:5).

6. Моисей тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Моисей пекех, пирӗн пурин те ҫакна суйласа хумалла: эпир Турӑшӑн ӗҫлеме тата унӑн халӑхӗпе пӗрлешме шут тытӑпӑр-ши? Тен, Турӑшӑн ӗҫлес тесе пирӗн хамӑршӑн мӗн хаклӑ, ҫавна хӑварма тивӗ тата ҫавӑншӑн Иеговӑна пӗлмен ҫынсем пире хирӗҫ тӑма пултарӗҫ. Анчах та эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттене шанатпӑр пулсан, вӑл пире пулӑшасса шанса тӑма пултаратпӑр.

7, 8. Моисей мӗн ҫинчен пӗлсех пынӑ?

7 Моисей Иеговӑн паха енӗсем ҫинчен пӗлсе пынӑ тата унӑн ирӗкне туса тӑнӑ. Тӗслӗхшӗн, Иегова Моисее израильтянсене Египетран илсе тухма хушсан, мӗн пулса иртнине аса илер. Ҫавӑн чухне Моисее ҫавна тума вӑй ҫитмест пек туйӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑна темиҫе хутчен манран пулмасть тесе каланӑ. Турӑ ӑна пулӑшу панипе чӑннипех шелленине, урӑхла каласан, унӑн туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартнӑ (Тух. 4:10—16). Ҫавна пула Моисей фараона хаяр хыпарсем пӗлтерме пултарнӑ. Унтан Моисей Иегова хӑйӗн вӑйӗпе мӗнле усӑ курнине курнӑ: вӑл ҫавна Иегова израильтянсене ҫӑлнӑ чухне тата фараонпа унӑн ҫарне Хӗрлӗ тинӗсре пӗтернӗ чухне курнӑ (Тух. 14:26—31; Пс. 135:15).

8 Иегова израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларсан, лешӗсем пӗрмай ӳпкелешнӗ. Ҫавӑн пек чухне те Иегова хӑйӗн халӑхӗпе питӗ тӳсӗмлӗ пулнӑ, Моисей вара ҫавна курса тӑнӑ (Пс. 77:40—43). Ҫавӑн пекех Моисей Иегова хӑйне кӗҫӗне хунине те курнӑ, ҫакна Моисей хӑй ыйтнипе Иегова израильтянсене пӗтерес шухӑшне улӑштарнӑ чухне курнӑ (Тух. 32:9—14).

9. Еврейсем 11:27-мӗшӗ тӑрӑх, Моисей Иеговӑпа мӗн таран ҫывӑх пулнӑ?

9 Израильтянсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Моисей Иеговӑпа питӗ туслӑ пулса тӑнӑ, ҫакӑ Моисей хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне курса тӑнӑпа пӗрех пулнӑ. (Еврейсем 11:27 вуласа парӑр.) Библире вӗсем хушшинчи хутшӑнусем пирки акӑ мӗн каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Моисейпе куҫа-куҫӑн, туспала тус калаҫнӑ пек, калаҫнӑ» (Тух. 33:11).

10. Иеговӑна лайӑх пӗлес тесен пирӗн тата мӗн тумалла?

10 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иеговӑна лайӑх пӗлес тесен унӑн паха енӗсене пӗлнисӗр пуҫне унӑн ирӗкне те туса тӑмалла. Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ирӗкӗ ҫакӑ: «Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:3, 4). Турӑ ирӗкне туса тӑмалли пӗр май вӑл — ҫынсене Иегова ҫинчен вӗрентесси.

11. Ыттисене вӗрентнӗ чухне эпир мӗнле майпа Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пыратпӑр?

11 Час-часах ыттисене вӗрентнӗ чухне эпир хамӑр Иеговӑна лайӑхрах пӗлме пуҫлатпӑр. Сӑмахран, Иегова пире хӑйӗн тусӗсем пулас текен ҫынсене тупма пулӑшнӑ чухне эпир вӑл вӗсене шелленине куратпӑр (Иоанн 6:44; Ап. ӗҫ. 13:48). Эпир хамӑрпа Библи вӗренекен ҫынсем сиен кӳрекен йӑласенчен хӑтӑлса пынӑ чухне тата «ҫӗнӗ этем» пулса тӑма пуҫланӑ чухне Турӑ Сӑмахӗн хӑватне куратпӑр (Кол. 3:9, 10). Ҫавӑн пекех эпир Турӑ пирӗн патра пурӑнакан ҫынсемпе тӳсӗмлӗ пулнине курса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл вӗсен хӑйӗн ҫинчен пӗлме тата ҫӑлӑнма май пултӑр тесе пире вӗсем патне ҫине-ҫинех ярса тӑрать (Рим 10:13—15).

12. Тухни 33:13-мӗшӗ тӑрӑх, Моисей мӗн ҫинчен ыйтнӑ тата мӗншӗн?

12 Моисей хӑйӗнпе Иегова хушшинчи туслӑха хакланӑ. Иегова Моисее нумай хӑватлӑ ӗҫ тума пулӑшнӑ, ҫавӑнпа вӑл ӑна лайӑх пӗлнӗ. Ҫав-ҫавах вӑл Иеговӑран хӑвна пӗлме пулӑшсам тесе хисеплӗн ыйтнӑ. (Тухни 33:13 вуласа парӑр.) Моисей Турӑран ҫавӑн пек ыйтнӑ чухне 80 ҫултан иртнӗ ҫын пулнӑ, анчах та унӑн хӑйӗн юратакан ҫӳлти Ашшӗ ҫинчен татах та нумайрах пӗлмелле пулнӑ.

13. Эпир Турӑпа хамӑр хушӑри туслӑха хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

13 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир Иеговӑшӑн тахҫантанпах ӗҫлетпӗр пулсан та, пирӗн унпа хамӑр хушӑри туслӑх хӑйне хӑех аталанса пырать тесе шутламалла мар. Ҫак туслӑха хакланине кӑтартмалли майсенчен пӗри вӑл — унпа кӗлӗре калаҫни.

14. Мӗншӗн кӗлтумасӑр Иеговӑна лайӑхрах пӗлме май ҫук?

14 Эпир кампа та пулин ҫывӑх туссем пулса тӑрасшӑн пулсан, пирӗн унпа час-часах калаҫмалла. Ҫавӑнпа та Турӑпа ҫывӑхланас тесе ӑна час-часах кӗлтӑвӑр тата ӑна хӑвӑр мӗн шухӑшланипе мӗн туйнине каласа пама нихӑҫан та ан хӑрӑр (Эф. 6:18). Турцире пурӑнакан Криста акӑ мӗн калать: «Хама мӗн пӑшӑрхантарнине Иеговӑна кӗлӗре каласа панӑ чухне, унтан вӑл мана мӗнле пулӑшса тӑнине курнӑ чухне кашнинче эпӗ ӑна хытӑрах юратма тата шанма пуҫлатӑп. Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине кура вӑл маншӑн Атте тата Тус пулса тӑрать».

ИЕГОВӐН КӐМӐЛНЕ КАЯКАН ҪЫН

15. Иегова Давид пирки мӗн каланӑ?

15 Давид патша хӑйне Иегова Турра халалланӑ халӑхра ҫуралнӑ. Анчах та Давид Иеговӑна пуҫҫапасса та хӑйӗн ҫемйи пуҫҫапса тӑнӑран ҫеҫ пуҫҫапман. Вӑл Турӑпа ҫывӑхланма хӑй вӑй хунӑ, ҫавӑнпа Иегова ӑна питӗ хытӑ юратнӑ. Иегова ун пирки «Хамӑн кӑмӑлӑма каякан ҫын» тенӗ (Ап. ӗҫ. 13:22, ҪХ). Мӗнле майпа Давид Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулса тӑма пултарнӑ?

16. Давид Иегова тунӑ япаласене сӑнанипе ун ҫинчен мӗн пӗлнӗ?

16 Давид Иегова ҫинчен вӑл тунӑ япаласем урлӑ пӗлсе пынӑ. Давид ҫамрӑк чухне хӑйӗн ашшӗн сурӑхӗсене пӑхнӑ чухне нумай вӑхӑт хушши уҫӑ сывлӑшра ирттернӗ. Тен, шӑп ҫавӑн чухне вӑл Иегова тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Сӑмахран, ҫӗрлехи тӳпене пӑхнӑ май вӑл пин-пин ҫӑлтӑрсӑр пуҫне вӗсене тӑваканӑн паха енӗсене те курнӑ. Тӗлӗннипе Давид ҫапла ҫырнӑ: «Тӳпе Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать, пӗлӗт Унӑн алли пултарнӑ ӗҫсем ҫинчен хыпарлать» (Пс. 18:2, 3). Ҫынна мӗнле туни ҫинчен шухӑшланӑ чухне Давид Иеговӑн тӗлӗнмелле ӑслӑлӑхне курнӑ (Пс. 138:14). Иегова тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшланӑ май Давид, Иеговӑпа танлаштарсан, хӑй питӗ пӗчӗк пулнине ӑнланса илнӗ (Пс. 138:6).

17. Иегова тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

17 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иегова тунӑ япаласене сӑнаса тӑрӑр. Иегова тунӑ тӗнче мӗн тери хитре пулнине асӑрхама тӑрӑшӑр! Кунсерен ӳсентӑрансем, чӗрчунсем тата ҫынсем сире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентни ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫапла эсир куллен-кун пирӗн юратакан ҫӳлти Атте ҫинчен ҫӗннине пӗлсе пыма пуҫлатӑр (Рим 1:20). Вара кашни кун эсир ӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫланине туйма тытӑнатӑр.

18. 17-мӗш Псаломра каланӑ тӑрӑх, Давид мӗн ӑнланса илнӗ?

18 Давид хӑйне Иегова пулӑшса тӑнине ӑнланнӑ. Сӑмахран, Давид хӑйӗн ашшӗн сурӑхӗсене арӑсланпа упаран хӳтӗленӗ чухне вӑл Иегова пулӑшнине пула ҫеҫ ҫав тискер чӗрчунсене ҫӗнтерме пултарнине пӗлнӗ. Голиаф ятлӑ улӑпа ҫӗнтернӗ чухне вӑл хӑйне Иегова ертсе пынине уҫӑмлӑн курнӑ (1 Патш. 17:37). Кӗвӗҫекен Саул патшаран хӑтӑлсан вӑл хӑйне Иегова ҫӑлнине ӑнланса илнӗ (Пс 17:1). Давид мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ пулсан, ҫав ӗҫсене вӑл хӑй тунӑ тесе шутланӑ пулӗччӗ. Анчах та Давид хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне Иегова пулӑшса тӑнине ӑнланса илме пултарнӑ (Пс. 137:6).

19. Давидӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

19 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иеговӑран пулӑшу ыйтнисӗр пуҫне пирӗн вӑл пире хӑҫан тата мӗнле пулӑшнине асӑрхама тӑрӑшмалла. Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, вара эпир хамӑр пурне те тума пултарайманнине тата Иегова пире хамӑр мӗн тума пултарайманнине тума пулӑшса тӑнине ӑнланса илӗпӗр. Иегова пире мӗнле пулӑшса тӑнине курнӑ чухне кашнинче эпир унпа хамӑр хушӑри туслӑх ҫирӗпленсе пынине туйма пуҫлӑпӑр. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине Исак, Фиджире пурӑнакан тата Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекен тӑван, хӑй курнӑ. Вӑл каласа парать: «Хамӑн пурнӑҫра мӗн пулса иртнине аса илнӗ май эпӗ Иегова мана Библи вӗренме пуҫланӑранпа ку таранччен мӗнле пулӑшса тӑнине курса тӑратӑп. Ҫавна пула Иегова чӑннипех пурри пирки манӑн пӗр иккӗленӳ те тӑрса юлмасть».

20. Мӗне пула Давидӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулнӑ тата эпир унӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

20 Давид Иеговӑн паха енӗсене кӑтартма тӑрӑшнӑ. Иегова пире тунӑ чухне хӑйӗн паха енӗсене кӑтартмалла тунӑ (Пулт. 1:26). Иеговӑн паха енӗсем ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах эпир унран тӗслӗх илме пултарӑпӑр. Давид хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне ыттисемпе мӗнле тытас тӗлӗшрен унран тӗслӗх илме пултарнӑ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Давид Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунипе, унтан унӑн упӑшкине вилмелле тунипе Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑх тунӑ пулин те, Иегова Давида хӗрхеннӗ (2 Патш. 11:1—4, 15). Давид Иеговӑран тӗслӗх илсе ыттисене хӗрхеннине кӑтартнӑран Турӑ хӑйне ҫавӑн пек тытас тенӗ. Давидӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулнӑран израильтянсем ӑна хытӑ юратнӑ. Иегова ӑна Израильти ытти патшасене тӗслӗх пек те илсе кӑтартнӑ (3 Патш. 15:11; 4 Патш. 14:1—3).

21. Эфес 4:24-мӗш тата 5:1-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, «Турӑ евӗрлӗ пулма» тӑрӑшни пире мӗн парӗ?

21 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пирӗн «Турӑ евӗрлӗ пулма» тӑрӑшмалла. Ҫакӑ пире хамӑра усӑ панисӗр пуҫне Иеговӑна та лайӑхрах пӗлме пулӑшӗ. Эпир Иеговӑн паха енӗсене кӑтартма вӗренсе пыратпӑр пулсан, эпир унӑн ачисем пулнине кӑтартса паратпӑр. (Эфес 4:24; 5:1 вуласа парӑр.)

ИЕГОВӐНА МАЛАЛЛА ТА ПӖЛСЕ ПЫРӐР

22, 23. Эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ мӗн парӗ?

22 Иегова ҫинчен эпир вӑл тунӑ япаласем урлӑ тата унӑн Сӑмахӗнчен, Библирен, пӗлсе пыма пултарнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Ҫак хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр кӗнекере Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен, ҫав шутрах Моисейпе Давид ҫинчен, каласа панисем нумай, эпир вара вӗсенчен тӗслӗх илме пултаратпӑр. Иегова пире хӑйӗн ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе мӗн кирлине веҫех тунӑ. Пирӗн вара хамӑр енчен ун ҫинчен май ҫитнӗ таран нумайрах пӗлме тӑрӑшмалла.

23 Эпир нихӑҫан та Иегова ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсе ҫитереймӗпӗр (Еккл. 3:11). Анчах та чи кирли вӑл эпир ун ҫинчен мӗн чухлӗ пӗлни мар, ҫав пӗлӳсемпе мӗнле усӑ курни. Эпир мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр тата пирӗн юратакан Аттерен тӗслӗх илетпӗр пулсан, унпа пирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пырӗ (Иак. 4:8). Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ пире хӑйне лайӑхрах та лайӑхрах пӗлес текенсене нихӑҫан та хӑвармӑп тесе шантарать.

80-МӖШ ЮРӐ Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!

^ 5 абз. Нумайӑшӗ Турӑ пур тесе ӗненет, анчах та, тӗрӗссипе каласан, вӗсем ӑна пӗлмеҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Иеговӑна пӗлни мӗн иккенне сӳтсе явӑпӑр тата Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе эпир Моисейпе Давидран мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.