Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

49-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ»: ӗҫлемелли вӑхӑт тата канмалли вӑхӑт пур

«Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ»: ӗҫлемелли вӑхӑт тата канмалли вӑхӑт пур

«Ҫын ҫук ҫӗре... кайӑр та кӑштах канӑр» (МАРК 6:31).

143-МӖШ ЮРӐ Малалла та ӗҫлер, сыхӑ пулар, кӗтсе тӑрар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Ҫынсем нумайӑшӗ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

ЭСИР пурӑнакан вырӑнта ӗҫ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? Нумай ҫӗршывра ҫынсем унчченхинчен те ытларах ӗҫлеҫҫӗ. Питӗ нумай ӗҫлеме тивнӗрен вӗсен канма та, ҫемье валли те, Турӑ ҫинчен пӗлсе пыма та вӑхӑт тӑрса юлмасть (Еккл. 2:23). Тепӗр енчен илес пулсан, хӑш-пӗр ҫынсем ӗҫлеме пачах юратмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӗҫлес килменнине тӗрлӗ майпа тӳрре кӑларма тӑрӑшаҫҫӗ (Ытар. 26:13, 14).

2, 3. Иеговӑпа Иисус ӗҫ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

2 Иеговӑпа Иисус ӗҫ ҫине ҫак тӗнчери ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхмаҫҫӗ. Иегова ӗҫлеме юратнине эпир пӗлетпӗр. Ҫакна Иисус: «Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп»,— тенипе уҫса панӑ (Иоанн 5:17). Шутласа кӑларма ҫук нумай ангела, ҫӑлтӑра тата планетӑна тунӑ чухне Турӑ мӗн чухлӗ вӑй хуни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫавӑн пекех Турӑ ҫӗр ҫинче тунӑ тӗлӗнмелле япаласен шучӗ калама ҫук нумай. Псалом юрлакан тивӗҫлипе ҫапла калама пултарнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗҫӳсем ытла та нумай-ҫке! Эсӗ пурне те ӑслӑлӑхпа пултарнӑ; ҫӗр Эсӗ мӗн пултарнипе тулнӑ» (Пс. 103:24).

3 Иисус хӑйӗн Ашшӗнчен тӗслӗх илнӗ. Ытарӑшсем кӗнекере Иисуса ӑслӑлӑх пек сӑнарласа панӑ та вӑл Турра «тӳпене йӗркеленӗ чухне» пулӑшса тӑнӑ тенӗ. Вӑл Иегова «ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ» (Ытар. 8:27—31). Чылай вӑхӑт иртсен, Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне, вӑл хӑйне Иегова шанса панӑ ӗҫе питӗ лайӑх туса пӗтернӗ. Иисусшӑн хӑйне шанса панӑ ӗҫе туса ҫитересси апат пекех пулнӑ тата вӑл ҫӗр ҫинче тунӑ ӗҫсем пурте ӑна Турӑ янине кӑтартса панӑ (Иоанн 4:34; 5:36; 14:10).

4. Иеговӑпа Иисусран эпир канмалли пирки мӗне вӗренме пултаратпӑр?

4 Иеговӑпа Иисус пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ пирӗн канмалла мар тенине пӗлтерет-и? Ҫук паллах. Иегова нихӑҫан та ывӑнмасть, ҫавӑнпа ӑна пӗр-пӗр ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн канма кирлӗ мар. Анчах та Библире Иегова тӳпепе ҫӗре тунӑ хыҫҫӑн «ӗҫлеме чарӑннӑ та канма пуҫланӑ» тенӗ (Тух. 31:17, ҪТ). Ҫакӑ вара Иегова пӗр вӑхӑтлӑха чарӑннӑ та хӑй тунӑ ӗҫӗпе савӑннӑ тенине пӗлтерет пулмалла. Иисусӑн ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне нумай мӗн тумалла пулнӑ пулин те, вӑл канма тата тусӗсемпе пӗрле апатланма вӑхӑт тупсах тӑнӑ (Матф. 14:13; Лука 7:34).

5. Нумайӑшне хӑш тӗлӗшрен виҫине пӗлме йывӑр?

5 Туррӑн ӗҫлекенӗсене Библи кахалланма мар, тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарать (Ытар. 15:19). Тен, пирӗнтен нумайӑшӗ хӑйӗн ҫемйине тӑрантарса усрас тесе ӗҫе ҫӳрет. Эпир пурте, Христосӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май, ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнатпӑр. Ҫав-ҫавах пирӗн ҫителӗклӗ канмалла. Сире хӑш-пӗр чухне ӗҫе ҫӳрес, сӑваплӑ ӗҫе тӑвас тата канас тӗлӗшрен виҫине пӗлме йывӑр мар-и? Мӗн чухлӗ ӗҫлеме кирлине тата мӗн чухлӗ канма кирлине мӗнле пӗлме пулать?

ВИҪИНЕ ПӖЛМЕ ВӖРЕНМЕЛЛЕ

6. Иисус ӗҫпе кану ҫине тӗрӗс пӑхнине Марк 6:30—34 сӑвӑ йӗркисем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

6 Ӗҫ ҫине пирӗн тӗрӗс пӑхма вӗренмелле. Соломон патша Турӑ хавхалантарнипе ҫапла ҫырнӑ: «Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн [«ӗҫӗн», ҪТ] хӑйӗн вӑхӑчӗ пур». Вӑл, сӑмахран, акмалли, туса лартмалли, йӗмелли, кулмалли тата ташламалли вӑхӑт пур тесе каланӑ (Еккл. 3:1—8). Чӑнах та, пурнӑҫра пире мӗн кирлӗ, ҫавсенчен иккӗшӗ — ӗҫпе кану. Иисус ӗҫпе кану ҫине тӗрӗс пӑхнӑ. Пӗррехинче апостолсем нумай вӑхӑт хушши ырӑ хыпар сарнӑ пулнӑ. Питӗ ерҫмен пирки «вӗсенӗн ҫиме те вӑхӑт пулман». Вара Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир ҫын ҫук ҫӗре хӑвӑр ҫеҫ кайӑр та кӑштах канӑр». (Марк 6:30—34 вуласа парӑр.) Иисуспа унӑн вӗренекенӗсен мӗн чухлӗ канас килнӗ, ҫавӑн чухлӗ канма яланах май пулман пулин те, Иисус вӗсен канма кирлине пӗлнӗ.

7. Шӑматкун ҫинчен калакан саккуна пӑхса тухни пире мӗнле пулӑшӗ?

7 Вӑхӑтран-вӑхӑта пирӗн пурин те канмалла е кун йӗркине хӑш-пӗр улшӑнусем кӗртмелле. Ҫакна Турӑ хӑйӗн авалхи халӑхне панӑ йӗрке — кашни эрнере шӑматкуна тытса тӑмалли йӗрке — кӑтартса парать. Халӗ эпир Моисей саккунне тытса тӑмастпӑр пулин те, унта шӑматкун ҫинчен мӗн каланине пӗлни пире усӑ пама пултарать. Ҫакӑ пире эпир ӗҫпе кану ҫине тӗрӗс пӑхнипе пӑхманнине пӗлме пулӑшӗ.

ШӐМАТКУН — КАНМАЛЛИ ТАТА ТУРРА ПУҪҪАПМАЛЛИ ВӐХӐТ

8. Тухни 31:12—15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, шӑматкуна мӗн валли уйӑрнӑ пулнӑ?

8 Турӑ Сӑмахӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Иегова улттӑмӗш «кун» хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче урӑх нимӗн те туман (Пулт. 2:2). Анчах та Иегова ӗҫлеме юратать, ҫавӑнпа вӑл «Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать», анчах та урӑх майлӑ (Иоанн 5:17). Иегова ултӑ «кун» ӗҫленӗ те ҫиччӗмӗш «кунне» каннӑ, ҫавӑн пекех вӑл израильтянсене кашни ҫиччӗмӗш кунне канма хушнӑ. Турӑ шӑматкун пирки хӑйӗнпе Израиль хушшинчи «паллӑ» тенӗ. Ҫакӑ «канӑҫлӑх шӑмачӗ» тата «Ҫӳлхуҫана халалланӑ» кун пулнӑ. (Тухни 31:12—15 вуласа парӑр.) Ҫав кун никамӑн та: ачасен те, чурасен те, выльӑх-чӗрлӗхӗн те — ӗҫлеме юраман (Тух. 20:10). Ҫакна пула израильтянсем Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене нумайрах тума пултарнӑ.

9. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра шӑматкун пирки мӗнле тӗрӗс мар шухӑшсем пулнӑ?

9 Шӑматкун ҫинчен калакан саккун Туррӑн халӑхне ырӑлӑх кӳрсе тӑнӑ. Анчах та Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра тӗн пуҫлӑхӗсем нумайӑшӗ шӑматкуна паллӑ тӑвас тӗлӗшрен калама ҫук хытӑ йӗркесене тытса тӑнӑ. Вӗсем шӑматкун пучахсене татма та, чирлисене сыватма та юрамасть тесе каланӑ (Марк 2:23—27; 3:2—5). Ҫакӑ Туррӑн шухӑшӗпе килӗшсе тӑман, ҫавӑнпа Иисус ҫакна хӑйне итлес текенсене пурне те ӑнлантарса панӑ.

Иисус ӳссе ҫитӗннӗ ҫемьере шӑматкуна Турӑпа ытларах ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туса ирттернӗ (10-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

10. Матфей 12:9—12 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус шӑматкун ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

10 Иисус тата ун хыҫҫӑн пыракан иудейсем шӑматкуна тытса тӑнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Моисей саккунне пӑхӑнса тӑнӑ *. Анчах Иисус хӑйӗн сӑмахӗсемпе тата хӑйӗн ӗҫӗсемпе шӑматкун ыттисене ырӑ тума тата пулӑшма юранине кӑтартса панӑ. Вӑл: «Шӑматкун ырӑ ӗҫ тума юрать»,— тесе тӳррӗн каланӑ. (Матфей 12:9—12 вуласа парӑр.) Вӑл ырӑ ӗҫсем туни пирки шӑматкун ҫинчен калакан саккуна пӑсни тесе шутламан. Иисусӑн ӗҫӗсенчен вӑл Турӑ хӑйӗн халӑхне мӗншӗн шӑматкуна тытса тӑма хушнине ӑнланни курӑнать: кулленхи ӗҫсенчен каннӑран халӑх Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене мала хума пултарнӑ. Иисус ӳссе ҫитӗннӗ ҫемьере шӑматкуна Турӑпа ытларах ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туса ирттернӗ пулмалла. Ҫакна эпир Иисуспа унӑн тӑван хулинче мӗн пулса иртнинчен пӗлетпӗр. Эпир вулатпӑр: «Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана Назарета пынӑ; шӑматкун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те вуламалли ҫӗре тӑнӑ» (Лука 4:15—19).

ЭСИР ӖҪ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХАТӐР?

11. Ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхас тӗлӗшрен Иисуса кам лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?

11 Иосиф хӑйӗн усрава илнӗ ывӑлне, Иисуса, платник ӗҫне тума вӗрентнӗ чухне, паллах ӗнтӗ, ӑна ӗҫ ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентнӗ (Матф. 13:55, 56). Унсӑр пуҫне, Иисус Иосиф хӑйӗн пысӑк ҫемйине тӑрантарса усрас тесе ырми-канми ӗҫленине курма пултарнӑ. Иисус каярахпа хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ»,— тесе каланине те палӑртма пулать (Лука 10:7, ҪХ). Чӑнах та, вӑй хурса ӗҫлесси мӗн иккенне Иисус питӗ лайӑх пӗлнӗ.

12. Павел ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнине Библири хӑш сӑвӑ йӗркисем кӑтартса параҫҫӗ?

12 Павел апостол пирки те ҫавнах калама пулать. Унӑн тӗп ӗҫӗ Иисус ҫинчен тата вӑл мӗне вӗрентни ҫинчен каласа парасси пулнӑ. Ҫав-ҫавах Павел пурӑнмалӑх укҫа пултӑр тесе ӗҫленӗ. Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, Фессалоникӑри тӑвансем вӑл «никама та йывӑрлӑх кӳрес мар» тесе «кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса» ӗҫленине пӗлнӗ (2 Фес. 3:8; Ап. ӗҫ. 20:34, 35). Павел хӑйӗн ӗҫӗ пирки ҫырнӑ чухне чатӑрсем тӑвас ӗҫ ҫинчен каланӑ пулас. Коринфра пулнӑ чухне вӑл Акилӑпа Прискилла патӗнче чарӑнса тӑнӑ та вӗсемпе «пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ». Павел «кунӗн-ҫӗрӗн» ӗҫлерӗм тесе ҫырнӑ чухне вӑл пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлерӗм тесе каласшӑн пулман. Сӑмахран, вӑл шӑматкун ӗҫлемен. Ҫакӑ ӑна иудейсене ырӑ хыпар калама май панӑ, мӗншӗн тесен иудейсем те шӑматкун ӗҫлемен (Ап. ӗҫ. 13:14—16, 42—44; 16:13; 18:1—4).

13. Павелӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

13 Павел апостол пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн ӗҫлемелле пулнӑ. Иегова Павела ҫапла ҫырма та хавхалантарнӑ: «Ӗҫлес мар теекен ан ҫитӗр те» (2 Фес. 3:10). Ҫав-ҫавах вӑл тӑтӑшах «Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма» тӑрӑшнӑ (Рим 15:16; 2 Кор. 11:23). Вӑл ыттисене те ҫавнах тума хавхалантарнӑ. Сӑмахран, вӑл Коринфри христиансене: «Унӑн [Ҫӳлхуҫан] ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр»,— тесе ӳкӗтленӗ (1 Кор. 15:58; 2 Кор. 9:8). Ҫавӑн пекех вӑл Акилӑпа Прискилла пирки «Иисус Христос ӗҫӗнчи юлташӑмсем» тенӗ (Рим 12:11; 16:3, ҪХ).

14. Иоанн 14:12-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнланмалла?

14 Пирӗн ҫак юлашки кунсенче тумалли чи кирлӗ ӗҫ вӑл — ырӑ хыпар сарасси тата вӗренекенсене хатӗрлесси. Тӗрӗссипе каласан, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем хӑй тунӑ ӗҫсенчен те ытларах тӑвӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ. (Иоанн 14:12 вуласа парӑр.) Ҫакӑнпа Иисус эпир вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене тума пултарӑпӑр тесе каласшӑн пулман. Ун вырӑнне унӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫе унран та ытларах тӑвӗҫ: вӗсем ырӑ хыпара унран нумайрах вырӑнта калӗҫ, унран чылайрах ҫынна пӗлтерӗҫ тата унран ытларах вӑхӑт хушши сарӗҫ.

15. Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла тата мӗншӗн?

15 Эсир ӗҫе ҫӳретӗр пулсан, хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Мана ыттисем тӑрӑшса ӗҫлекен ҫын пек пӗлеҫҫӗ-и? Эпӗ ӗҫе вӑхӑтра тата лайӑх тӑватӑп-и?» Эсир «ҫапла» тесе хуравларӑр пулсан, ӗҫ хуҫи сире ытларах шанма пуҫлӗ тен. Сирӗнпе пӗрле ӗҫлекенсен те ырӑ хыпара итлес кӑмӑл пулӗ. Халӗ вара ырӑ хыпар сарассипе вӗрентесси пирки хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Мана сӑваплӑ ӗҫе тӑрӑшса тӑвакан ҫын пек пӗлеҫҫӗ-и? Ҫынсемпе калаҫма эпӗ лайӑх хатӗрленетӗп-и? Интересленекен ҫынсемпе тепӗр хут калаҫас тесе эпӗ вӗсем патне май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах кайма тӑрӑшатӑп-и? Эпӗ сӑваплӑ ӗҫе тумалли тӗрлӗ майсемпе час-часах усӑ куратӑп-и?» Эсир ҫак ыйтусем ҫине «ҫапла» тесе хуравларӑр пулсан, сӑваплӑ ӗҫ сире савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ.

ЭСИР КАНУ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХАТӐР?

16. Иисуспа апостолсем кану ҫине мӗнле пӑхни хальхи ҫынсенчен нумайӑшӗ кану ҫине мӗнле пӑхнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

16 Иисус хӑйӗн тата хӑйӗн апостолӗсен вӑхӑтран-вӑхӑта канма кирлине пӗлнӗ. Анчах ун чухне чылайӑшӗ хӑйсене Иисус каласа панӑ тӗслӗхри пуян ҫын пек тытнӑ, халӗ те ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсене ҫавнашкалах тытаҫҫӗ. Ҫав пуян ҫын хӑй пирки ҫапла каланӑ: «Кан, ӗҫ, ҫи, савӑн» (Лука 12:19; 2 Тим. 3:4). Ҫав ҫын канасшӑн тата савӑнса-киленсе пурӑнасшӑн ҫеҫ пулнӑ. Унпа танлаштарсан, Иисуспа апостолсем савӑнса-киленсе пурӑнасси ҫине урӑхла пӑхнӑ.

Ӗҫпе кану ҫине тӗрӗс пӑхма пӗлни пире савӑнӑҫ паракан ырӑ ӗҫсене туса тӑма пулӑшӗ (17-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

17. Ӗҫрен пушансан эпир вӑхӑтпа мӗнле усӑ куратпӑр?

17 Эпир Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑнпа эпир ӗҫрен пушансан вӑхӑтпа канас тесе ҫеҫ мар, ырӑ хыпар сарас тата христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳрес тесе те усӑ куратпӑр. Вӗренекенсене хатӗрлесси тата тӗлпулусене ҫӳресси пирӗншӗн питӗ кирлӗ, ҫавӑнпа эпир ҫак ӗҫсене тӑвас тесе мӗн тума пултарнине веҫех тӑватпӑр, ҫапла вара Иеговӑна савӑнтаратпӑр (Евр. 10:24, 25). Отпускра та эпир хамӑра Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан йӗркене тытса тӑратпӑр: кирек ӑҫта пулсан та тӗлпулусене ҫӳретпӗр тата ҫынсемпе Библи ҫинчен калаҫма тӑрӑшатпӑр (2 Тим. 4:2).

18. Пирӗн Патша, Иисус Христос, пире мӗн сунать?

18 Пирӗн Патша, Иисус Христос, пирӗнтен хамӑр мӗн тума пултарайманнине тума ыйтманшӑн тата пире ӗҫпе кану ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентсе пынӑшӑн, эпир ӑна питӗ пархатарлӑ! (Евр. 4:15.) Вӑл пире ҫителӗклӗ кантарасшӑн. Ҫавӑн пекех вӑл пире пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илмешкӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле тет тата савӑнӑҫ паракан ӗҫе, вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫе, хутшӑнмалла тет. Тепӗр статьяра эпир Иисус пире хаяр чуралӑхран хӑтарас тесе мӗн тунине пӑхса тухӑпӑр.

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

^ 5 абз. Библи пире ӗҫпе кану ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентет. Ҫак статьяра эпир Турӑ авалхи Израиль халӑхне панӑ шӑматкун ҫинчен калакан саккуна пӑхса тухӑпӑр. Ҫав саккуна израильтянсен кашни эрнере тытса тӑмалла пулнӑ. Ҫакӑ пире ӗҫпе кану ҫине эпир мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулӑшӗ.

^ 10 абз. Иисусӑн вӗренекенӗсем шӑматкун ҫинчен калакан саккуна питӗ хисепленӗрен вӗсем Иисуса пытарма кирлӗ ырӑ шӑршӑллӑ курӑксене тата сӗрмелли ҫусене хатӗрлеме пӑрахнӑ та шӑматкун вӗҫленессе кӗтнӗ (Лука 23:55, 56).

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖК. Иосиф хӑйӗн ҫемйине шӑматкун синагогӑна илсе каять.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Христианин хӑйӗн ҫемйине тӑрантарса усрас тесе ӗҫлет, анчах та теократи ӗҫӗсем валли, отпускра чухне те, вӑхӑт уйӑрать.