Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

30-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсен чӗрине пырса тивме тӑрӑшӑр

Нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсен чӗрине пырса тивме тӑрӑшӑр

«Хӑшне те пулин ҫӑласшӑн эпӗ пуриншӗн те хӑйсем пек пултӑм» (1 КОР. 9:22).

82-МӖШ ЮРӐ Сирӗн ҫутӑ ҫутаттӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Юлашки вун-вун ҫул хушшинче хӑш-пӗр ҫӗршывсенче мӗнле улшӑнусем пулса иртнӗ?

ПИН-ПИН ҫул хушши ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте тенӗ пекех мӗнле те пулин тӗне тытса тӑнӑ. Анчах юлашки вун-вун ҫул хушшинче веҫех улшӑннӑ. Халӗ нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсен шучӗ ӳссех пырать. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пурӑнакансенчен нумайӑшӗ хӑйсем пирки нимӗнле тӗне те тытса тӑмастпӑр тесе калаҫҫӗ (Матф. 24:12) *.

2. Нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсен шучӗ мӗншӗн ӳссех пырать?

2 Нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсен шучӗ мӗншӗн ӳссех пырать? * Хӑшӗ-пӗрисем йывӑрлӑхсем ӑшне пуҫӗпех кӗрсе ӳкнӗ е киленсе пурӑнасси ҫинчен ытларах шутлама пуҫланӑ (Лука 8:14). Теприсем атеистсем пулса тӑнӑ. Тата теприсем Турра ӗненеҫҫӗ, анчах хальхи вӑхӑтра пӗр-пӗр тӗне тытса тӑни нимле усӑ та памасть, ҫавӑн пекех тӗн наукӑпа тата логикӑпа килӗшсе тӑмасть тесе шутлаҫҫӗ. Тен, вӗсене юлташӗсем, учителӗсем тата ытти ҫынсем Ҫӗр ҫинче мӗн пурри пӗтӗмпех хӑйне хӑех пулса кайнӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки вӗсем хаҫат-журналта та, интернетра та вулаҫҫӗ. Турӑ пуррине ҫирӗплетсе паракан шухӑшсене вара вӗсем пач та илтмеҫҫӗ теме пулать. Ыттисене тӗн пуҫлӑхӗсем влаҫпа укҫашӑн ҫунни тарӑхтарать. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вара влаҫсем Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума чараҫҫӗ.

3. Ҫак статья пире мӗн курма пулӑшӗ?

3 Иисус пире «пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр» тесе каланӑ (Матф. 28:19, ҪТ). Нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсене Турра юратма тата Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма мӗнле пулӑшма пулать? Пирӗн ҫакна ӑнланмалла: ҫын ырӑ хыпара итлес тенипе итлес теменни ҫак ҫын ӑҫта ҫуралса ӳснинчен те килме пултарать. Сӑмахран, Азире ҫитӗннӗ ҫын эпир калакан хыпара итлес тет пулсан, Европӑра ҫитӗннӗ ҫын ҫав хыпара итлемесен те пултарать. Мӗншӗн? Европӑра пурӑнакан ҫынсенчен нумайӑшӗ кӑштах та пулин Библи пирки пӗлеҫҫӗ тата Турӑ пурне те пултарни ҫинчен илтнӗ. Азире пурӑнакан нумай-нумай ҫын вара Библи пирки пачах нимӗн те пӗлмест теме пулать, ҫавӑн пекех Ҫут тӗнчене тунӑ Турра та ӗненмест. Ҫак статья пире ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ҫынсен чӗрине, вӗсем ӑҫта ӳссе ҫитӗннине тата мӗне ӗненнине пӑхмасӑрах, мӗнле пырса тивмеллине курма пулӑшӗ.

ҪЫНСЕМ ЧӐНЛӐХА ЙЫШӐНАССА ШАНСА ТӐРӐР

4. Мӗншӗн пирӗн шанчӑка ҫухатмалла мар?

4 Шанчӑка ан ҫухатӑр. Ҫулран-ҫул нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсем Иегова Свидетелӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем унччен те нравственность нормисем тӑрӑх пурӑннӑ, ҫавӑн пекех вӗсене ӗненекенсен икӗпитлӗхӗ тарӑхтарнӑ. Теприсем вара ҫав нормӑсене тытса тӑман тата вӗсенчен нумайӑшӗн сиенлӗ йӑласем пулнӑ. Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова пулӑшнипе эпир «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсене» тупма пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 13:48, ҪТ; 1 Тим. 2:3, 4).

Ҫынна ырӑ хыпар каланӑ чухне вӑл Библие шаннипе шанманнине шута илӗр (5, 6 абзацсене пӑхӑр.) *

5. Мӗне пула ҫынсем пире итлеме пултараҫҫӗ?

5 Ыррӑн та майне пӗлсе калаҫӑр. Час-часах ҫын пире итлесси эпир мӗн каланинчен мар, мӗнле каланинчен килет. Ҫынсене хӑйсемпе майне пӗлсе, ыррӑн калаҫни тата хӑйсемпе интересленни килӗшет. Эпир вӗсене вӑйпах хамӑра итлеттересшӗн мар. Ун вырӑнне эпир вӗсем тӗн ҫине мӗнле пӑхнине тата мӗншӗн ҫапла шухӑшланине ӑнланма тӑрӑшатпӑр. Хӑш-пӗр ҫынсем палламан ҫынсемпе тӗн ҫинчен калаҫасшӑн мар. Теприсем вара Турӑ ҫинчен мӗн шутланине ыйтса пӗлни вырӑнлӑ мар теҫҫӗ. Тата теприсем хӑйсене Библирен вуласа паракан ҫынсемпе, уйрӑмах Иегова Свидетелӗсемпе, пӗрле тӑнине ыттисем курма пултарасран аванмарланаҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та пирӗн ҫынсен туйӑмӗсене шута илме тӑрӑшмалла (2 Тим. 2:24).

6. Мӗнле ҫынпа калаҫнине Павел апостол шута илнӗ тесе мӗншӗн калама пулать тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Пире итлекен ҫынна «Библи», «Турӑ» е «тӗн» сӑмахсем килӗшменнине асӑрхарӑмӑр пулсан, мӗн тумалла? Павел апостолтан тӗслӗх илме пулать. Вӑл мӗнле ҫынпа калаҫнине шута илнӗ. Иудейсемпе калаҫнӑ чухне Павел Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курнӑ. Ареопаг варринче грексен философӗсемпе калаҫнӑ чухне вара эпӗ сире Ҫырури сӑмахсене илсе паратӑп тесе каламан (Ап. ӗҫ. 17:2, 3, 22—31). Павелран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Библие шансах кайман ҫынна тӗл пултӑмӑр пулсан, хамӑр калакан сӑмахсем Библирен пулни ҫинчен каламанни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Итлекен ҫын хӑйне Библирен вуласа панине ыттисем курма пултарасран аванмарланма пултарнине туятпӑр пулсан, сӑвӑ йӗркисене электронлӑ хатӗртен вуласа пама пулать.

7. 1 Коринф 9:20—23 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ Павелӑн сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн хамӑра тытас тесен пирӗн мӗн тумалла?

7 Тимлӗ итлӗр тата ӑнланма тӑрӑшӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсем мӗнле шухӑшланине тата вӗсем мӗншӗн ҫапла шухӑшланине пирӗн ӑнланма тӑрӑшмалла (Ытар. 20:5). Каллех Павелӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл иудейсем хушшинче ҫитӗннӗ. Ҫавӑнпа та ырӑ хыпара ытти халӑх ҫыннисене пӗлтернӗ чухне унӑн вӗсем Иегова ҫинчен тата Сӑваплӑ Ҫыру ҫинчен сахал е пачах пӗлменнине шута илмелле пулнӑ. Эпир хамӑр пухӑвӑн территоринче пурӑнакан ҫынсен туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене лайӑхрах ӑнланасшӑн пулсан, пирӗн вӗсем ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшмалла е опытлӑ хыпарҫӑсенчен канаш ыйтмалла. (1 Коринф 9:20—23 вуласа парӑр.)

8. Библи ҫинчен калаҫу мӗнле пуҫлама пулать?

8 Эпир «тивӗҫлӗ» ҫынсене тупасшӑн (Матф. 10:11). Ҫавӑнпа та пирӗн ҫынсене хӑйсен шухӑшӗсене каласа пама хавхалантармалла тата вӗсене тимлӗ итлемелле. Англире пурӑнакан пӗр арҫын тӑван ҫынсенчен ҫемье телейлӗ пултӑр тесен, ачасене тӗрӗс пӑхса ӳстерес тесен е тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерес тесен мӗн тумалли ҫинчен ыйтать. Ҫынна итлесе пӗтерсен вӑл ӑна ҫапла калать: «Сирӗн шутпа 2 000 ҫул каялла ҫырнӑ ҫак канаш пулӑшма пултарать-и?» Унтан «Библи» сӑмаха каламасӑрах хӑйӗн телефонӗнчен вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркисене вуласа парать.

ҪЫННӐН ЧӖРИНЕ ПЫРСА ТИВМЕ ТӐРӐШӐР

9. Турӑ ҫинчен калаҫас темен ҫынсене мӗнле пулӑшма пулать?

9 Турӑ ҫинчен калаҫас темен ҫынсен чӗрине мӗнле пырса тивме пулать? Вӗсене мӗн интереслентерет, ҫавӑн ҫинчен калаҫӑр. Сӑмахран, нумайӑшне ҫутҫанталӑкра мӗн пурри тӗлӗнтерет. Вӗсене эпир ҫапла калама пултаратпӑр: «Эсир пӗлетӗр пулӗ, час-часах ученӑйсем ҫутҫанталӑкри пӗр-пӗр япалана тӗпчесе ҫӗнӗ япала шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, микрофонсене шухӑшласа кӑларакансем хӑлхана тӗпчеҫҫӗ, фотокамерӑна шухӑшласа кӑларакансем вара — куҫа. Мӗнле шутлатӑр, ҫӗр ҫинчи чӗрчунсем хӑйсемех пулса кайнӑ-и, вӗсене кам та пулин тунӑ-и е вӗсем мӗнле те пулин урӑх майпа пулса кайнӑ?» Тимлӗ итленӗ хыҫҫӑн ҫапла калама пулать: «Инженерсем хӑлхана тата куҫа тӗпченӗ чухне, тӗрӗссипе каласан, камран вӗренеҫҫӗ? Мана ӗлӗк-авал пурӑннӑ пӗр сӑвӑҫӑн сӑмахӗсем килӗшрӗҫ: „Хӑлха лартса параканӗ илтмӗ-и вара? куҫа тӑваканӗ курмӗ-и вара? ...Ҫынна ӑса вӗрентекенӗ — Ҫӳлхуҫа“. Ҫак сӑмахсемпе хӑш-пӗр ученӑйсем те килӗшеҫҫӗ» (Пс. 93:9, 10). Унтан jw.org® сайтри «Взгляд на происхождение жизни» рубрикӑри пӗр-пӗр видеоролика кӑтартма пулать. (ПУБЛИКАЦИИ > ВИДЕО > ИНТЕРВЬЮ И СЛУЧАИ ИЗ ЖИЗНИ пӑхӑр.) Е «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» брошюрӑна сӗнме пулать.

10. Турӑ ҫинчен калаҫас темен ҫынсемпе тата мӗн ҫинчен калаҫма пулать?

10 Ҫынсенчен нумайӑшӗ лайӑх пуласлӑх пуласса шанаҫҫӗ. Анчах Ҫӗр пӗтесрен е вӑл пурӑнма юрӑхсӑр пулса тӑрасран хӑракансем те нумай. Норвегире ӗҫлесе тӑракан пӗр район надзирателӗ ҫакна асӑрханӑ: Турӑ ҫинчен калаҫас темен ҫынсем час-часах тӗнчере мӗн пулса иртни ҫинчен калаҫма юратаҫҫӗ. Вӑл ҫынна сывлӑх сунать те ҫапла ыйтать: «Мӗнле шутлатӑр, хӑҫан та пулин лайӑх пурнӑҫ пулать-и? Кам пирӗн пурнӑҫа лайӑхлатма пултарать: политиксем, ученӑйсем е кам та пулин урӑххи?» Ҫынна итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл лайӑх пуласлӑх пирки калакан сӑвӑ йӗркине вуласа парать е ӑна сӑмах вӗҫҫӗн калать. Хӑш-пӗр ҫынсем Библире Ҫӗр ӗмӗр-ӗмӗрех пуласси ҫинчен тата лайӑх ҫынсем унта ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси ҫинчен каланине пӗлсен питӗ тӗлӗнеҫҫӗ (Пс. 36:29; Еккл. 1:4).

11. Мӗншӗн ырӑ хыпар сарнӑ чухне калаҫусене тӗрлӗ темӑсемпе пуҫлама тӑрӑшмалла? Рим 1:14—16 сӑвӑ йӗркисене ҫырнӑ Павелран мӗне вӗренме пулать?

11 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне калаҫусене тӗрлӗ темӑсемпе пуҫлама тӑрӑшмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫынсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Пӗрне мӗн интереслентерни теприне интереслентермесен те пултарать. Хӑшӗ-пӗрисем Турӑ е Библи ҫинчен калаҫма хатӗр, теприсемпе вара калаҫӑва аякран пуҫламалла. Кирек мӗнле пулсан та пирӗн тӗрлӗ ҫынсемпе калаҫма майсем шырамалла. (Рим 1:14—16 вуласа парӑр.) Паллах, пирӗн ҫакна та асра тытмалла: тӳрӗлӗхе юратакан ҫынсен чӗринче чӑнлӑх вӑрлӑхӗсене Иегова хӑй ӳстерет (1 Кор. 3:6, 7).

АЗИ ҪЫННИСЕНЕ ЫРӐ ХЫПАР МӖНЛЕ ПӖЛТЕРМЕ ПУЛАТЬ?

Нумай хыпарҫӑ христиан тӗнне тытса тӑман ҫӗршывран килнӗ ҫынсемпе интересленнине кӑтартать тата вӗсене Библири пӗр-пӗр принцип мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен каласа парать. (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)

12. Ази ҫыннисене, Пултаракан пуррипе ҫукки ҫинчен пачах шухӑшламанскерсене, мӗнле пулӑшма пулать?

12 Пӗтӗм тӗнчипе хыпарҫӑсем Ази ҫыннисене тӗл пулаҫҫӗ, ҫав шутрах Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума чарнӑ ҫӗршывсенчен килнисене те. Азири хӑш-пӗр ҫӗршывсенче нумайӑшӗ Пултаракан пуррипе ҫукки ҫинчен пачах шухӑшламаҫҫӗ. Пӗрисем ырӑ хыпарпа интересленеҫҫӗ те тӳрех Библи вӗренме килӗшеҫҫӗ, теприсем вара темскер ҫӗннине малтан пӗлесшӗнех мар. Вӗсене мӗнле пулӑшма пулать? Опытлӑ хыпарҫӑсем каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫынсемпе кулленхи ӗҫсем ҫинчен калаҫма пуҫлани, вӗсемпе интересленни, унтан вара, май пулсан, Библири пӗр-пӗр принцип хамӑра мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа пани лайӑхрах.

13. Ҫыннӑн Библире мӗн ҫырнине пӗлес кӑмӑл ҫуралтӑр тесе мӗн тума пулать? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

13 Нумай-нумай ҫынна Библири усӑллӑ канашсем килӗшеҫҫӗ (Еккл. 7:12). Нью-Йоркра китаецсене ырӑ хыпар пӗлтерекен пӗр хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ вӗсемпе интересленме тата вӗсене тимлӗ итлеме тӑрӑшатӑп. Вӗсем нумаях пулмасть куҫса килнӗ пулсан эпӗ вӗсенчен: „Сире кунта килӗшет-и? Ӗҫ тупма ӗлкӗртӗр-и? Сире кунта кӳрентермеҫҫӗ-и?“ — тесе ыйтатӑп». Ҫакӑн пек тунине пула унӑн хӑш-пӗр чухне Библири пӗр-пӗр шухӑша каласа пама май килет. Вырӑнлӑ пулсан, ҫапла та ыйтать: «Сирӗн шутпа, ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма мӗн пулӑшма пултарать? Сире Библири пӗр шухӑша кӑтартма юрать-и? Кунта ҫапла каланӑ: „Хирӗҫӳ пуҫламӑшӗ — пӗве татӑлса кайнӑ пек; хирӗҫсе хӗрсе кайиччен ӑна чарса ларт“. Мӗнле шутлатӑр, ҫак канаш ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшма пултарать-и?» (Ытар. 17:14.) Калаҫӑва ҫакӑн пек пуҫлани ытларах пӗлес текен ҫынсене тупма пулӑшӗ.

14. Пӗр арҫын тӑван Турра ӗненместӗп текен ҫынсене мӗнле пулӑшать?

14 Турра ӗненместӗп текен ҫынсемпе мӗнле калаҫма пулать? Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи пӗр ҫӗршывра пӗр опытлӑ хыпарҫӑ час-часах ҫакӑн пек ҫынсене тӗл пулать. Вӑл акӑ мӗн калать: «„Эпӗ Турра ӗненместӗп“ тени чылай чухне ҫын хӑй пурӑнакан вырӑнта ҫынсем тытса тӑракан тӗнсен туррисене ӗненменнине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та ытларах чухне эпӗ ҫав турӑсене ҫынсем туни ҫинчен тата вӗсем чӗрӗ пулманни ҫинчен калатӑп. Эпӗ час-часах Иеремия 16:20-мӗшӗнчи сӑмахсене вуласа паратӑп: „Этем хӑйне валли турӑ тума пултарать-и вара? Ун пек турӑ — Турӑ мар!“ Унтан ыйтатӑп: „Ҫын тунӑ турӑран чӑн Турра мӗнле уйӑрса илме пулать?“ Ҫынна тимлӗ итлетӗп те Исаия 41:23-мӗшне вуласа паратӑп: „Ӳлӗмрен мӗн пулассине калӑр та, эсир турӑсем иккенне пӗлсе тӑрӑпӑр эпир“. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова каланӑ пророкла каланисенчен пӗри мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен каласа паратӑп».

15. Хӗвелтухӑҫ Азири пӗр арҫын тӑванран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

15 Хӗвелтухӑҫ Азири пӗр арҫын тӑван ҫынсем патне тепӗр хут килсен вӗсемпе мӗн ҫинчен калаҫнине пӑхса тухар. Вӑл каласа парать: «Эпӗ тӗслӗхшӗн Библири усӑллӑ канашсене, пурнӑҫланнӑ пророкла каланисене тата ҫутҫанталӑк саккунӗсене илсе паратӑп. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫаксем пурте Пултараканӑн ӑслӑлӑхне кӑтартса панине ӑнлантаратӑп. Ҫын: „Тен, Турӑ чӑнах та пур“,— тесе калать пулсан, эпӗ ӑна Библире Иегова ҫинчен мӗн каланине кӑтартатӑп».

16. Еврейсем 11:6-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн Турра ӗненмелле тата Библие шанмалла? Ҫак тӗлӗшрен Библи вӗренекенсене мӗнле пулӑшма пулать?

16 Нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне пирӗн ӑна Турӑ пуррине хытӑрах та хытӑрах ӗненме пулӑшса тӑмалла. (Еврейсем 11:6 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, пирӗн ӑна Библие шанма та вӗрентмелле. Ҫавна тӑвас тесе, тен, пирӗн хӑш-пӗр шухӑшсене пӗрре анчах мар калама тивӗ. Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне, тен, кашнинче Библи Турӑ Сӑмахӗ пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене илсе памалла пулӗ. Сӑмахран, Библири пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнине, Библи наукӑпа тата историпе мӗнле килӗшсе тӑнине, ҫавӑн пекех унти канашсем мӗнле усӑ панине кӗскен сӳтсе явма пулать.

17. Ҫынсене юратнине кӑтартни вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

17 Ҫын Турра ӗненет-и е ҫук, пирӗн ӑна Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшас тесен юратнине кӑтартмалла (1 Кор. 13:1). Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне пирӗн вӗренекене Турӑ ҫынсене юратать тесе шантармалла тата хӑйне юратасса та кӗтет тесе аса илтерсе тӑмалла. Кашни ҫул унччен нимӗнле тӗнпе интересленмен пин-пин ҫын Турра юратма пуҫлать те шыва кӗрет. Ҫавӑнпа та шанчӑка ан ҫухатӑр. Пур ҫынпа та интересленӗр. Вӗсене тимлӗ итлӗр. Ӑнланма тӑрӑшӑр. Хӑвӑрӑн тӗслӗхпе вӗсене Христосӑн вӗренекенӗ пулма вӗрентӗр.

76-МӖШ ЮРӐ Эсӗ мӗн туятӑн?

^ 5 абз. Унчченхипе танлаштарсан, хальхи вӑхӑтра нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсем питӗ нумай. Ҫак статьяра эпир ҫакӑн пек ҫынсене ырӑ хыпара мӗнле пӗлтермеллине, ҫавӑн пекех Иеговӑна ӗненме тата Библие шанма вӗсене мӗнле пулӑшмаллине сӳтсе явӑпӑр.

^ 1 абз. Пӗр тӗпчев ирттернӗ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫӗршывсем шутне Австрали, Австри, Азербайджан, Албани, Великобритани, Вьетнам, Германи, Дани, Израиль, Ирланди, Испани, Канада, Кӑнтӑр Корея, Китай, Нидерланд, Норвеги, Франци, Чехи Республики, Швейцари, Швеци тата Япони кӗреҫҫӗ.

^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ҫак статьяра нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсем ҫинчен каланӑ чухне Турра ӗненмен ҫынсем ҫинчен те сӑмах пырать.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК. Больницӑра ӗҫлекен арҫын тӑван пӗрле ӗҫлекене ырӑ хыпар пӗлтерет; кайран ҫав арҫын пирӗн сайта кӗрет.