28-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне те Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрӑр
«Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр» (АП. ӖҪ. 4:19, 20).
122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!
ҪАК СТАТЬЯРА *
1, 2. а) Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн ӗҫ-хӗле чарни мӗншӗн пире тӗлӗнтермест? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2018 ҫулта пирӗн ӗҫ-хӗле е Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ӗҫсене тума чарнӑ ҫӗршывсенче хыпарҫӑсен шучӗ 223 000 ытла пулнӑ. Влаҫсем Иегова Свидетелӗсене хирӗҫ тӑни пире тӗлӗнтермест. Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, чӑн христиансем хӗсӗрленипе тӗл пуласса пӗлеҫҫӗ (2 Тим. 3:12). Эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та кӗтмен-ҫӗртен влаҫсем пире юратакан Иегова Турӑшӑн ӗҫлеме чарма пултараҫҫӗ.
2 Сирӗн ҫӗршывра ҫавӑн пекки пулса тухнӑ пулсан сирӗн ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ: ҫакӑ Иегова пире ырламаннине пӗлтерет-и? Пирӗн ӗҫ-хӗле чарсан эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахӑпӑр-и? Турра ирӗклӗн пуҫҫапма паракан ҫӗршыва куҫса каймалла-и? Ку статьяра эпир ҫак ыйтусене сӳтсе яватпӑр. Ҫавӑн пекех пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлес тесен мӗн тумаллине тата мӗнле йӑнӑшсенчен пӑрӑнмаллине пӑхса тухӑпӑр.
ХӖСӖРЛЕНИ ТУРӐ ПИРЕ ЫРЛАМАННИНЕ ПӖЛТЕРЕТ-И?
3. 2 Коринф 11:23—27 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел апостол мӗнле хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ тата унпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
3 Пирӗн ӗҫ-хӗле чарсан эпир Иегова пире ырламасть тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах ку ун пек мар. Павел апостола 2 Коринф 11:23—27 вуласа парӑр.) Павелпа мӗн пулса иртни пире Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрленипе тӗл пулма панине кӑтартать.
аса илер. Турӑ ӑна ырланӑ. Павела вӑл Христианла Грек Ҫырӑвӗсене кӗнӗ 14 ҫырӑва ҫырма тата ытти халӑхсен апостолӗ пулма май панипе чыс тунӑ. Ҫав-ҫавах Павел хаяр хӗсӗрленипе те тӗл пулнӑ. (4. Мӗншӗн тӗнче пире кураймасть?
4 Хамӑра хӗсӗрлени пире мӗншӗн тӗлӗнтермест? Иисус ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Эсир — тӗнченӗн мар... тӗнче сире ҫавӑнпа кураймасть» (Иоанн 15:18, 19). Хӗсӗрлени Иегова пире пиллеме пӑрахнине пӗлтермест. Пачах урӑхла, ҫакӑ эпир тӗрӗс тунине кӑтартать!
ПИРӖН ӖҪ-ХӖЛЕ ЧАРСАН ЭПИР ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ПӐРАХӐПӐР-И?
5. Ҫынсем Иеговӑна пуҫҫапассине пӗтерме пултараҫҫӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.
5 Пурне те Тума Пултаракан Турра, Иеговӑна, пуҫҫапассине пӗтерме ҫынсем тем пек тӑрӑшсан та, вӗсем ҫавна тума пултараймӗҫ. Нумайӑшӗ ҫавна тума хӑтланнӑ, анчах вӗсем ӑнӑҫлӑ пулайман. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине аса илер. Ҫавӑн чухне нумай ҫӗршывра Туррӑн халӑхне питӗ хытӑ хӗсӗрленӗ. Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне нацистла Германире кӑна мар, ытти ҫӗршывсенче те, сӑмахран, Австралире тата Канадӑра, чарнӑ пулнӑ. Анчах мӗн пулса тухнӑ? 1939 ҫулта вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне пӗтӗм тӗнчипе 72 475 хыпарҫӑ пулнӑ. 1945 ҫулта вӑрҫӑ вӗҫленсен вара — 156 299. Свидетельсен шучӗ икӗ хут ытла ӳснӗ! Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пекки Иегова пулӑшнипе кӑна пулма пултарать.
6. Хирӗҫ тӑни пире хӑратса ӳкерес вырӑнне мӗн тума хавхалантарма пултарать? Ӑнлантарса парӑр.
6 Хирӗҫ тӑни пире хӑратса ӳкерес вырӑнне Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме хавхалантарма пултарать. Пӗр мӑшӑрӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсен пӗчӗк ача пулнӑ тата вӗсем Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарнӑ ҫӗршывра пурӑннӑ. Анчах вӗсем хӑраса ӳкмен, вӗсем пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫавна тӑвас тесе арӑмӗ укҫаллӑ ӗҫе те хӑварнӑ. Упӑшки каланӑ тӑрӑх, пирӗн ӗҫ-хӗле чарсан нумай ҫын Иегова Свидетелӗсемпе интересленме тытӑннӑ. Ҫавӑнпа та Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама ҫӑмӑлтарах пулса тӑнӑ. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарни тепӗр енчен те усӑ парать. Ҫав ҫӗршывра пурӑнакан пӗр старейшина ҫакна палӑртнӑ: Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнисенчен
нумайӑшӗ каллех пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата уншӑн ӗҫлеме пуҫланӑ.7. а) Левит 26:36, 37 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? ӑ) Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартсан эсир мӗн тӑватӑр?
7 Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса тӑшмансем эпир хӑраса ӳкчӗр те Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахчӑр теҫҫӗ. Вӗсем пирӗн пирки суя сарма, обысксем тума, суда пама е тӗрмене лартма та пултараҫҫӗ. Вӗсем пирӗнтен кама та пулин тӗрмене лартсан ыттисем сехӗрленсе ӳкӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Хӑраса ӳксен эпир Иеговӑн ӗҫӗнче сахалрах тума е уншӑн ӗҫлеме пӑрахма та пултаратпӑр. Пирӗн хамӑра Левит 26:36, 37 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пек тытас килмест. (Вуласа парӑр.) Хӑранине пула эпир хастарлӑха чакармӑпӑр, Иеговӑшӑн ӗҫлеме те пӑрахмӑпӑр. Эпир пур тӗлӗшрен те ӑна шанса тӑрӑпӑр, сехӗрленсе ӳкмӗпӗр (Пс. 26:1). Эпир Иеговӑна мӗн тумаллине кӑтарт тесе кӗлтӑвӑпӑр. Эпир пӗлетпӗр: камӑн питӗ пысӑк власть пур, ҫавсем те пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарма пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Турӑ пире пулӑшса тӑрать (Евр. 13:6).
УРӐХ ҪӖРШЫВА КУҪСА КАЙМАЛЛА МАР-И?
8, 9. а) Ҫемье пуҫӗн мӗн пирки йышӑну тумалла? ӑ) Тӗрӗс йышӑну тума мӗн пулӑшӗ?
8 Сирӗн ҫӗршывра Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ пулсан, эсир Турра ирӗклӗн пуҫҫапма паракан ҫӗршыва куҫса каймалла мар-и тесе шухӑшлама пултаратӑр. Ҫакӑн пирки кашнин хӑйӗн йышӑну тумалла, сирӗншӗн ҫак йышӑнӑва никам та тума пултараймасть. Хӑшӗ-пӗрисем мӗн тумалли ҫинчен шухӑшланӑ чухне пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен тӗслӗхне, вӗсем хӗсӗрленипе тӗл пулсан мӗн тунине, шута илме пултараҫҫӗ. Тӑшмансем Стефана чулпа персе вӗлернӗ хыҫҫӑн Иерусалимра пурӑнакан ӗненекенсем «Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене саланса пӗтнӗ... ҫав хушӑра Финикийӑна, Кипра, Антиохие ҫитиех ҫӳресе тухнӑ» (Ап. ӗҫ. 8:1; 11:19; Матф. 10:23). Теприсем, тен, Павел апостолӑн тӗслӗхне шута илӗҫ. Тӑшмансем ырӑ хыпар сарас ӗҫе питӗ хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах вӑл ҫав вырӑнтан каяс темен. Хӑйне вӗлерме пултарнине пӗлсе тӑрсах хаяррӑн хӗсӗрленӗ хуласенче вӑл ырӑ хыпар пӗлтернӗ тата унта пурӑнакан тӑвансене пулӑшса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 14:19—23).
9 Ҫак тӗслӗхсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? Куҫса каймаллипе каймалла марри пирки ҫемье пуҫӗн йышӑну тумалла. Ҫакна тӑвас умӗн кӗлтумалла, ҫемьен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла тата куҫса кайни мӗнле усӑ панипе мӗнле йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарнине шута илмелле. Ҫак тӗлӗшрен кашни христианин «хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ» (Гал. 6:5). Пирӗн ыттисене вӗсем тунӑ йышӑнусемшӗн айӑпламалла мар.
ПИРӖН ӖҪ-ХӖЛЕ ЧАРСА ЛАРТНӐ ЧУХНЕ ТУРӐШӐН МӖНЛЕ ӖҪЛЕМЕЛЛЕ?
10. Филиал тата старейшинӑсем мӗн пирки канашсем парса тӑрӗҫ?
10 Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлемелле? Филиал старейшинӑсене публикацисене мӗнле илсе тӑмалли пирки, тӗлпулусене мӗнле ирттермелли пирки тата ырӑ хыпара мӗнле пӗлтермелли пирки кирлӗ канашсем парса тӑрӗ. Старейшинӑсен филиалпа ҫыхӑнма май пулмасан, вӗсем хӑйсем сире тата сирӗн пухӑва Иеговӑшӑн малалла ӗҫлеме пулӑшса тӑрӗҫ. Вӗсем Библире тата пирӗн публикацисенче мӗн каланине шута илсе мӗн тумаллине каласа тӑрӗҫ (Матф. 28:19, 20; Ап. ӗҫ. 5:29; Евр. 10:24, 25).
11. Хытӑ ӗненме мӗн пулӑшӗ, ҫавна Иегова парса тӑрасса мӗншӗн шанма пулать? Сирӗн яланах Библипе публикацисем пулччӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?
11 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хытӑ ӗненме Ис. 65:13, 14; Лука 12:42—44). Ҫавӑнпа унӑн организацийӗ сире Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвасси пирки пӗртте ан иккӗленӗр. Анчах эсир хӑвӑр мӗн тума пултаратӑр? Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартсан Библипе публикацисене пытарса хума шанчӑклӑ вырӑн тупӑр. Пирӗн публикацисене — пичетленӗ литературӑна е электронлӑ публикацисене — ҫӑмӑллӑнах тупма пултаракан вырӑнсенче нихӑҫан та ан хӑварӑр. Хамӑрӑн ӗненӗве ҫухатас мар тесен пирӗн мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшмалла.
мӗн пулӑшӗ, ҫавна парса тӑма сӑмах панӑ (12. Хирӗҫ тӑракансем эпир ӑҫта пуҫтарӑннине ан асӑрхаччӑр тесе старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ?
12 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пирки мӗн калама пулать? Хирӗҫ тӑракансем пирӗн тӗлпулусем ӑҫта иртнине ан асӑрхаччӑр тесе старейшинӑсем вӑй хурӗҫ. Вӗсем сире пӗчӗк ушкӑнсемпе, тӗрлӗ вырӑнта тата тӗрлӗ вӑхӑтра пуҫтарӑнма хушма пултараҫҫӗ. Тӑвансене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерес мар тесе эсир тӗлпулусене килнӗ чухне те, вӗсенчен тухнӑ чухне те шӑппӑнрах калаҫма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех сирӗн, тен, куллен тӑхӑнмалли тумтирпех килме тивӗ.
13. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче пурӑннӑ тӑвансен тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
13 Ырӑ хыпара вара эпир мӗнле сарӑпӑр? Ҫакӑ вырӑнти лару-тӑруран килӗ. Кирек мӗнле пулсан та эпир ырӑ хыпар калама май тупӑпӑр, мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна юрататпӑр тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен ыттисене каласа парасшӑн (Лука 8:1; Ап. ӗҫ. 4:29). Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче пурӑннӑ Иегова Свидетелӗсем пирки Эмили Бэран историк акӑ мӗн ҫырнӑ: «Правительство ӗненекенсене хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен пӗлтерме чарсан, Свидетельсем кӳршисемпе, пӗрле ӗҫлекенӗсемпе тата юлташӗсемпе калаҫма пуҫланӑ. Ҫавӑншӑн Свидетельсене ӗҫ лагерӗсене ярсан вӗсем хӑйсемпе пӗрле ларакансене ырӑ хыпар калама тытӑннӑ». Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ пулсан та тӑвансем ырӑ хыпара калама чарӑнман. Сирӗн ҫӗршывра ырӑ хыпара пӗлтерме чарсан ҫав тӑвансен тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлӑр.
ХӐШ ЕНЧЕН АСӐРХАНУЛЛӐ ПУЛМАЛЛА?
14. Псалом 38:2-мӗшӗ пире мӗн пирки асӑрхаттарать?
14 Ыттисене мӗн калас тӗлӗшрен асӑрхануллӑ пулӑр. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ чухне хӑҫан «шӑпланмалли вӑхӑт» пулнине пӗлмелле (Еккл. 3:7). Пирӗн, сӑмахран, тӑвансен ячӗсене, тӗлпулусем ӑҫта иртнине, ырӑ хыпара мӗнле сарнине тата публикацисене мӗнле илсе тӑнине пӗлтермелле мар. Ҫакӑн ҫинчен эпир влаҫсене тата хамӑр е урӑх ҫӗршывра пурӑнакан хурӑнташсемпе юлташсене те каламӑпӑр. Хамӑра ҫапла тытмасан эпир тӑвансене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултаратпӑр. (Псалом 38:2 вуласа парӑр.)
15. Сатана мӗн тума тӑрӑшать? Пирӗн мӗн тумалла?
Марк 3:24, 25). Ҫавӑнпа вӑл пӗрмай пирӗн хушӑри пӗрлӗхе аркатма тӑрӑшать. Эпир унпа мар, пӗр-пӗринпе кӗрешме пуҫласса шанать вӑл.
15 Пӗчӗк йывӑрлӑхсене пӗрлӗхе аркатма ан парӑр. Кил-ҫурт хӑй хушшинче пайланса-уйрӑлса кайсассӑн тытӑнса тӑрайманнине Сатана лайӑх пӗлет (16. Гертруд Пётцингер тӑванран эпир мӗне вӗренетпӗр?
16 Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансен те сыхӑ тӑмалла. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ икӗ хӗрарӑм тӑванпа — Гертруд Пётцингер тата Эльфриде Лёр тӑвансемпе — акӑ мӗн пулса иртнӗ. Вӗсем ытти хӗрарӑм тӑвансемпе пӗрле нацистсен концлагерӗнче ларнӑ. Эльфриде тӑван лагерьте ларнӑ ытти тӑвансене докладсем каласа хавхалантарма пултарнӑшӑн Гертруд ӑна кӗвӗҫме пуҫланӑ. Каярахпа Гертруд тӑвана ҫавӑншӑн намӑс пулса кайнӑ, вара вӑл Иеговӑран йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ыттисем пирӗнтен пултаруллӑрах пулнине тата вӗсен тивӗҫлӗхсем ытларах пулма пултарнине пирӗн йышӑнма вӗренмелле». Гертруд кӗвӗҫнине мӗнле ҫӗнтернӗ? Вӑл Эльфриде тӑванӑн лайӑх енӗсене, вӑл кӑмӑллӑ ҫын пулнине асӑрхама пуҫланӑ. Ҫавна пула унпа Эльфриде хушшинчи хутшӑнусем лайӑхланнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те концлагерьти йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ тата мӗн виличченех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Хамӑрпа тӑвансем хушшинчи йывӑрлӑхсене татса пама тӑрӑшатпӑр пулсан, Сатана пирӗн хушӑри пӗрлӗхе аркатма пултараймӗ (Кол. 3:13, 14).
17. Мӗншӗн пирӗн хамӑр ҫине шанмалла мар?
17 Хӑвӑр ҫине ан шанӑр. Яваплӑ арҫын тӑвансем мӗн каланине пӑхӑнатпӑр пулсан йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнӑпӑр (1 Петр 5:5). Акӑ пӗр тӗслӗх. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ пӗр ҫӗршывра яваплӑ арҫын тӑвансем хыпарҫӑсене ырӑ хыпар сарнӑ чухне пичетленӗ литературӑна ҫынсене парса ан хӑварӑр тесе каланӑ. Анчах пӗр пионер ҫакна итлемен, вӑл унчченхи пекех ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсене литература парса хӑварнӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Пӗррехинче вӑл тата темиҫе хыпарҫӑ ырӑ хыпар сарма чарӑнсанах вӗсем патне полицейскисем пынӑ. Вӗсем тӑвансене йӗрленӗ пулмалла. Вӗсен аллинче ҫынсене парса хӑварнӑ литература та пулнӑ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Арҫын тӑвансем мӗн тума хушни пире килӗшмест пулсан та, пирӗн вӗсене пӑхӑнмалла. Вӗсене итлесен Иегова пире яланах пиллӗ (Евр. 13:7, 17).
18. Мӗншӗн пирӗн кирлӗ мар правилӑсем шутласа кӑлармалла мар?
18 Кирлӗ мар правилӑсем шутласа ан кӑларӑр. Старейшинӑсем кирлӗ мар правилӑсем 2 Кор. 1:24, ҪХ).
шутласа кӑларнипе ыттисен пурнӑҫне йывӑрлатаҫҫӗ. Чехословакире пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ чухне мӗн пулни ҫинчен Юрай Каминский тӑван акӑ мӗн каласа панӑ: «Яваплӑ арҫын тӑвансемпе нумай старейшинӑна арестленӗ хыҫҫӑн пухусенче тата районсенче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илнӗ тӑвансем мӗн тумаллипе мӗн тумалла марри пирки правилӑсем шутласа кӑларнӑ». Иегова пире ыттисемшӗн йышӑну тума ирӗк паман. Кам кирлӗ мар правилӑсем шутласа кӑларать, ҫавсем тӑвансене хӑрушлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшмаҫҫӗ, вӗсем тӑвансен ӗненӗвӗпе «пуҫ пуласшӑн» пулнине кӑтартаҫҫӗ (ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕМЕ НИХӐҪАН ТА АН ПӐРАХӐР
19. 2 Ҫулсеренхи 32:7, 8 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?
19 Пирӗн тӗп тӑшман, Сатана Шуйттан, Иеговӑн ӗҫлекенӗсене малалла та хӗсӗрлӗ (1 Петр 5:8; Ӳлӗм. 2:10). Сатанапа ун майлисем пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарма тӑрӑшӗҫ. Анчах пирӗн хӑраса ӳкме сӑлтав ҫук! (Сак. аст. 7:21.) Иегова пирӗн майлӑ. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартсан та вӑл пире пулӑшса тӑрӗ. (2 Ҫулсеренхи 32:7, 8 вуласа парӑр.)
20. Эсир мӗн тума шут тытнӑ?
20 Айтӑр пӗрремӗш ӗмӗрти христиансенчен тӗслӗх илер. Вӗсем влаҫа тытса тӑракансене ҫапла каланӑ: «Шухӑшлӑр-ха, Турӑран ытларах сире итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и? Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр» (Ап. ӗҫ. 4:19, 20).
73-МӖШ ЮРӐ Пире хӑюлӑх парсам
^ 5 абз. Влаҫсем пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарсан пирӗн мӗн тумалла? Ҫак статьяра эпир Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахас мар тесен мӗн тумаллипе мӗн тумалла маррине курма пулӑшакан канашсене пӑхса тухӑпӑр.
^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК. Ӳкерчӗксем ҫинче пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ ҫӗршывсенче пурӑнакан Иегова Свидетелӗсене кӑтартнӑ. Ҫак ӳкерчӗкре хыпарҫӑсен пӗчӗк ушкӑнӗ пӗр арҫын тӑванӑн тӗрлӗ япаласене хумалли пӳлӗмӗнче тӗлпулу ирттерет.
^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван (сулахайра) пӗр хӗрарӑмпа калаҫса ларать тата ӑна Иегова ҫинчен каласа пама майлӑ самант пуласса кӗтет.
^ 63 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑвана допрос тунӑ чухне вӑл хӑйӗн пухӑвӗ ҫинчен нимӗн те каламасть.