Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

27-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӗсӗрленипе тӗл пулма халех хатӗрленӗр

Хӗсӗрленипе тӗл пулма халех хатӗрленӗр

«Христос Иисуса ӗненсе, тӳрӗ пурӑнас теекенсене пурне те... хӗсӗрлӗҫ» (2 ТИМ. 3:12).

129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн пирӗн хӗсӗрленипе тӗл пулма хатӗр пулмалла?

ИИСУС ХРИСТОС хӑй вилес умӗнхи каҫ Иеговӑна кӗлӗре манӑн вӗренекенсем пулас текенсене пурне те курайми пулӗҫ тесе каланӑ (Иоанн 17:14). Ҫав вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех чӑнлӑха хирӗҫ тӑракансем шанчӑклӑ христиансене хӗсӗрлеҫҫӗ (2 Тим. 3:12). Сатана тӗнчин пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пынӑ май тӑшмансем пире тата хытӑрах хирӗҫ тӑрасса кӗтме пултаратпӑр (Матф. 24:9).

2, 3. а) Хӑрани пирки пирӗн мӗн пӗлмелле? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Хӗсӗрленипе тӗл пулма хатӗр пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн хамӑрпа мӗн-мӗн япӑххи пулса тухма пултарни ҫинчен шухӑшламалла мар. Ҫавӑн пек шухӑшсене пула эпир йывӑрлӑхпа тӗл пуличченех хӑраса ӳксе Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма пултаратпӑр (Ытар. 12:25; 17:22). Хӑрани вӑл — Шуйттан пире хирӗҫ усӑ куракан питӗ хӑватлӑ кӑрал (1 Петр 5:8, 9). Хӗсӗрленине чӑтса ирттерес тесе эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене мӗнле ҫирӗплетме пултарни ҫинчен тата мӗншӗн ҫавна халех тумалли ҫинчен калаҫӑпӑр. Ҫавӑн пекех хӑюллӑрах пулас тесен мӗн тумаллине те пӗлӗпӗр. Юлашкинчен вара ҫынсем пире курайман чухне мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

ХӐВӐРПА ИЕГОВА ХУШШИНЧИ ХУТШӐНУСЕНЕ ЭСИР МӖНЛЕ ҪИРӖПЛЕТМЕ ПУЛТАРАТӐР?

4. Еврейсем 13:5, 6 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗне ҫирӗп шанмалла тата мӗншӗн?

4 Ҫакна шанса тӑрӑр: Иегова сире юратать тата нихӑҫан та хӑвармасть. (Еврейсем 13:5, 6 вуласа парӑр.) Нумай ҫул каялла пӗр «Хурал башнинче» ҫапла каланӑччӗ: «Кам Турра лайӑх пӗлет, ҫав ҫын йывӑр вӑхӑтра ӑна ытларах шанса тӑрӗ». Ҫак сӑмахсем питӗ тӗрӗс! Хӗсӗрленине чӑтса ирттерес тесен пирӗн Иеговӑна юратмалла, ӑна пур тӗлӗшрен те шанса тӑмалла тата вӑл пире юратни пирки пӗртте иккӗленмелле мар (Матф. 22:36—38; Иак. 5:11).

5. Иегова юратнине туйма сире мӗн пулӑшӗ?

5 Иеговӑпа ҫывӑхланса пырас тӗллевпе кашни кун Библи вулӑр (Иак. 4:8). Вуланӑ чухне Иегова мӗн тери юратакан пулни ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл мӗн калани пирки тата хӑйне мӗнле тытни пирки вуланӑ чухне вӑл сирӗншӗн тӑрӑшнине, сире юратнине туйма тӑрӑшӑр (Тух. 34:6). Хӑш-пӗр ҫынсене хӑйсене Турӑ юратнине ӗненме йывӑр, мӗншӗн тесен вӗсене никам та нихӑҫан та юратман. Сирӗн пирки те ҫавнах калама пулать пулсан, кашни кун Иегова сире мӗнле хӗрхеннине тата ырӑлӑх кӑтартнине ҫырса пыма тӑрӑшӑр (Пс. 77:38, 39; Рим 8:32). Хӑвӑрпа мӗн пулса иртнине Библире мӗн вуланипе танлаштарсан, Иегова сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине асӑрхама пултаратӑр. Иегова мӗн тунине мӗн чухлӗ ытларах хаклатӑр, сирӗн хушӑри туслӑх та ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех пулӗ (Пс. 114:1, 2).

6. Псалом 93:17—19 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, чун-чӗререн кӗлтуни мӗнле пулӑшма пултарать?

6 Тӑтӑшах кӗлтӑвӑр. Ашшӗ ыталанӑ чухне ача мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл хӑйне лӑпкӑ туять тата нимрен те хӑрамасть. Ҫавӑнпа кун хушшинче хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине — лайӑххине те, япӑххине те — веҫех ашшӗне каласа парать. Хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫавӑн пек ҫывӑх пулччӑр тесе ӑна кашни кун чун-чӗререн кӗлтӑвӑр. (Псалом 93:17—19 вуласа парӑр.) Кӗлтунӑ чухне чӗрере мӗн пуррине «шыв тӑкнӑ пек» уҫса парӑр тата хӑвӑра мӗн хӑратни ҫинчен, мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен йӑлтах юратакан ҫӳлти Аттене каласа парӑр (Хӳхл. 2:19). Вара эсир чӗрӗрте Турӑ паракан «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» туятӑр (Флп. 4:6, 7). Мӗн чухлӗ ытларах кӗлтӑватӑр, Иеговӑпа ҫавӑн чухлӗ ҫывӑхрах пулса пыратӑр (Рим 8:38, 39).

Хӑюллӑ пулма пире Иеговӑна шанни тата унӑн Патшалӑхне ӗненни пулӑшать

Турӑ Патшалӑхӗ пуррине хытӑ ӗненни Стэнли Джоунз тӑвана ҫирӗплетнӗ (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)

7. Турӑ мӗн-мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пурнӑҫласса пирӗн мӗншӗн хытӑ ӗненмелле?

7 Турӑ Патшалӑхӗ пиллӗхсем илсе килесси пирки ан иккӗленӗр (Йыша шутл. 23:19). Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пурнӑҫласса ӗненсех каймастӑр пулсан, Сатанана тата ун майлисене сире хӑратса ӳкерме ҫӑмӑлтарах пулӗ (Ытар. 24:10; Евр. 2:15). Турӑ Патшалӑхне хытӑрах ӗненес тесен мӗн тумалла? Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне Турӑ Патшалӑхӗ мӗн-мӗн тӑвассине тӗпчӗр тата ҫавсем пурнӑҫланасса мӗншӗн шанма пултарнине пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире мӗнле пулӑшӗ? Стэнли Джоунз тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Турра ӗненнӗшӗн ҫичӗ ҫул тӗрмере ларнӑ *. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗн пӗлни мана вӑй парса тӑчӗ, вӑл пурри пирки эпӗ пӗртте иккӗленмен, ҫавӑнпа мана никам та Иеговӑран пӑрса ярайман». Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавӑ пурнӑҫланасса хытӑ ӗненни сире хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшӗ тата хӑраса ӳкме памӗ (Ытар. 3:25, 26).

8. Эпир тӗлпулусем ҫине мӗнле пӑхнинчен пирӗн пирки мӗн калама пулать? Ӑнлантарса парӑр.

8 Христиансен тӗлпулӑвӗсене ан сиктерӗр. Тӗлпулусем пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем ҫине мӗнле пӑхнинчен эпир хӗсӗрленине чӑтса ирттерме пултарнипе пултарайманни килет (Евр. 10:24, 25). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Эпир халех, витӗмлӗ сӑлтавсӑрах тӗлпулусене сиктеретпӗр пулсан, пуласлӑхра тӑвансемпе пӗрле тӗл пулма хӑрушӑ пулса тӑрсан вара эпир мӗн тунӑ пулӑттӑмӑр? Тепӗр енчен, эпир тӗлпулусене ҫӳреме ҫирӗп шут тытнӑ пулсан, тӑшмансем пире пӗрле пухӑнма тем пек чӑрмантарсан та, эпир вӗсене ҫӳреме пӑрахмӑпӑр. Хамӑрӑн тӗлпулусене юратма пирӗн халех вӗренмелле. Пире хирӗҫ тӑрсан е влаҫсем пире тӗлпулусене ҫӳреме чарсан тӗлпулусене юратнӑран эпир этемрен ытларах Турра пӑхӑнӑпӑр (Ап. ӗҫ. 5:29).

Библири сӑвӑ йӗркисене тата Патшалӑх юррисене пӑхмасӑр калама вӗренӗр. Ҫакӑ сире хӗсӗрленӗ чухне пулӑшӗ (9-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

9. Мӗншӗн Библири сӑвӑ йӗркисене пӑхмасӑр калама вӗренни хӗсӗрленине чӑтса ирттерме пулӑшакан лайӑх май?

9 Библири юратнӑ сӑвӑ йӗркисене пӑхмасӑр калама вӗренӗр (Матф. 13:52). Астуса юлма йывӑр пулсан та Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса сире ҫав сӑвӑ йӗркисене аса илме пулӑшӗ (Иоанн 14:26). Хӗвелтухӑҫ Германире пӗччен лармалли камерӑра ларнӑ арҫын тӑван акӑ мӗн каласа панӑ: «Ҫав вӑхӑт тӗлнелле икҫӗр ытла сӑвӑ йӗрки пӑхмасӑр калама вӗреннӗшӗн эпӗ питӗ савӑнтӑм. Пӗр-пӗччен пулнӑ пулсан та эпӗ Библири тӗрлӗ темӑсем ҫинчен шухӑшларӑм». Ҫав сӑвӑ йӗркисем арҫын тӑвана Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха упраса хӑварма тата ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ.

(10 абзац пӑхӑр.) *

10. Мӗншӗн юрӑсене пирӗн астуса юлма тӑрӑшмалла?

10 Иеговӑна мухтава кӑларакан юрӑсене астуса юлӑр тата юрлӑр. Павелпа Сила Филиппӑри тӗрмене лексен Турра мухтава кӑларакан юрӑсене юрлама пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 16:25). Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче тӑвансене Ҫӗпӗре ссылкӑна ярсан, вӗсем хӑйсене мӗнле ҫирӗплетнӗ? Мария Федунь тӑван акӑ мӗн каласа панӑ: «Эпир юрӑ кӗнекинчи юрӑсене, хамӑр астуса юлнисене, пурне те юрланӑ». Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, ҫав юрӑсем вӗсене хавхалантарнӑ тата Иеговӑпа ҫывӑх пулнине туйма пулӑшнӑ. Тен, сирӗн те хӑвӑра вӑй парса тӑракан юратнӑ юрӑсем пур. Мӗншӗн-ха вӗсене пӑхмасӑр калама вӗренес мар? («Хӑюлӑх пар мана» рамкӑна пӑхӑр.)

ХӐЮЛЛӐРАХ ПУЛМА МӖН ПУЛӐШӖ?

11, 12. а) 1 Патшасен 17:37, 45—47 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Давид хӑюллӑ пулнӑ? ӑ) Давидран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

11 Хӗсӗрленӗ чухне хӑюлӑх питӗ кирлӗ. Анчах хӑюлӑх ҫитмесен мӗн тумалла? Асра тытӑр: хӑюллӑ пуласси ҫын мӗн ҫӳллӗш пулнипе, унӑн пултарулӑхӗпе тата вӑйӗпе ҫыхӑнса тӑмасть. Голиафпа ҫапӑҫма тухнӑ ҫамрӑк Давид ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫав улӑппа танлаштарсан, Давид лутра та хавшак пулнӑ, ҫавӑн пекех вӑл ҫапӑҫмалли хатӗрсемсӗрех тухнӑ пек курӑннӑ. Унӑн хӗҫ те пулман. Ҫав-ҫавах вӑл питӗ хӑюллӑ пулнӑ. Давид пӗр хӑрамасӑр вӗҫкӗн улӑппа ҫапӑҫма тухнӑ.

12 Мӗншӗн Давид ҫав тери хӑюллӑ пулнӑ? Вӑл хӑйӗнпе Иегова пулнине ҫирӗп ӗненнӗ. (1 Патшасен 17:37, 45—47 вуласа парӑр.) Давид Голиафа хӑйӗнпе танлаштарса вӑл мӗн тери пысӑк пулни ҫинчен мар, ӑна Иеговӑпа танлаштарса вӑл мӗн тери пӗчӗк пулни ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Иегова пирӗнпе пӗрле пулнине тата унпа танлаштарсан пире хирӗҫ тӑракансем питӗ пӗчӗк пулнине ӗненетпӗр пулсан, эпир хӑюллӑ пулӑпӑр (2 Ҫулс. 20:15; Пс. 15:8). Анчах халех, хӗсӗрленипе тӗл пуличченех, хӑюллӑрах пулса пырас тесен пирӗн мӗн тумалла?

13. Хӑюллӑрах пулса пырас тесен пирӗн мӗн тумалла? Ӑнлантарса парӑр.

13 Хӑюллӑрах пулса пырас тесен пирӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтермелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир Иегова ҫине шанма вӗренетпӗр тата ҫынсенчен хӑранине ҫӗнтеретпӗр (Ытар. 29:25). Физкультура туни вӑйлӑрах пулма пулӑшнӑ пекех ырӑ хыпара килтен киле, халӑх йышлӑ ҫӳрекен тата ҫынсем ӗҫлекен вырӑнсенче, ҫавӑн пекех кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне пӗлтерни пире хӑюллӑрах пулма пулӑшать. Халех ҫапла тӑватпӑр пулсан пирӗн ӗҫ-хӗле чарсан та эпир ырӑ хыпара сарма чарӑнмӑпӑр (1 Фес. 2:1, 2).

Пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ пулсан та, Нанси Юэн ырӑ хыпара сарма чарӑнман (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14, 15. Нанси Юэн тата Валентина Гарновская тӑвансенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

14 Пире икӗ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ ҫирӗплетме пултарать. Вӗсен ӗненӗвӗ тӗлӗнмелле ҫирӗп пулнӑ. Влаҫа коммунистсем тытса тӑракан Китайра пурӑннӑ Нанси Юэн ҫӳллӗшӗпе метр ҫурӑран ытла пулман, анчах питӗ хӑюллӑ пулнӑ *. Влаҫсем ӑна Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерме чарасшӑн тӑрӑшнӑ, анчах вӑл парӑнман. Ҫавна пула вӑл, пӗтӗмӗшле илсен, 20 ҫул патнелле тӗрмере ларнӑ. Допрос тӑвакансем Юэн тӑвана сан пек кутӑн ҫынна ҫӗршывӗпе те тупаймӑн тесе каланӑ.

Валентина Гарновская хӑйӗнпе Иегова пулнине ҫирӗп шанса тӑнӑ (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15 Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче Валентина Гарновская тӑвана виҫӗ хутчен тӗрмене лартнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӗрмере вӑл 21 ҫул ларнӑ *. Мӗншӗн? Вӑл ырӑ хыпара сарма чарӑнман, ҫавӑнпа суд ӑна «питӗ хӑрушӑ преступник» тесе айӑпланӑ. Ҫак икӗ шанчӑклӑ хӗрарӑм тӑвана питӗ хӑюллӑ пулма мӗн пулӑшнӑ? Вӗсем хӑйсемпе Иегова пулни пирки пӗртте иккӗленмен.

16. Чӑннипех хӑюллӑ пулса тӑрас тесен пирӗн мӗн тумалла?

16 Пӑхса тухнӑ тӗслӗхсенчен эпир ҫакна куртӑмӑр: пирӗн хамӑрӑн вӑйпа пултарулӑх ҫине шанмалла мар. Ҫавӑн вырӑнне пирӗн Иегова пирӗнпе пулнине тата пирӗншӗн ҫапӑҫнине хытӑ ӗненмелле (Сак. аст. 1:29, 30; Зах. 4:6). Ҫапла тусан эпир чӑннипех хӑюллӑ пулса тӑрӑпӑр.

ПИРЕ КУРАЙМАН ЧУХНЕ

17, 18. Иоанн 15:18—21 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус пире мӗн пирки асӑрхаттарнӑ? Ӑнлантарса парӑр.

17 Ыттисем пире хисеплени пире килӗшет. Анчах та эпир вӗсене килӗшместпӗр пулсан пирӗн хамӑр пирки ниме тӑман ҫынсем тесе шутламалла мар. Иисус ҫапла каланӑ: «Сире ҫынсем Этем Ывӑлӗшӗн курайми пулсассӑн, хӑвӑра хӑваласа ярсассӑн, хӑртсассӑн, сирӗн ҫинчен усал ят сарсассӑн, эсир телейлӗ пулӑр» (Лука 6:22). Ҫакӑнпа Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ?

18 Ыттисем курайманни христиансене килӗшмелле тесе каламан Иисус. Вӑл вӗсемпе мӗн пулса тухма пултарни ҫинчен ҫеҫ асӑрхаттарнӑ. Эпир ҫак тӗнченӗн мар. Эпир Иисусӑн вӗрентӗвӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр. Ҫавӑнпа ҫак тӗнче пире кураймасть. (Иоанн 15:18—21 вуласа парӑр.) Эпир Иеговӑна савӑнтарасшӑн. Апла хамӑр Аттене юратнӑшӑн ҫынсем пире кураймаҫҫӗ пулсан, пирӗн хамӑр пирки япӑх шутламалла мар.

19. Апостолсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

19 Ҫынсем кирек мӗн каласан та, кирек мӗн тусан та хӑвӑр мӗне ӗненнинчен ан вӑтанӑр (Мих. 4:5). Ҫынсенчен хӑранине ҫӗнтерме пире Иисуса вӗлернӗ хыҫҫӑн апостолсем Иерусалимра мӗн туни ҫинчен шухӑшлани пулӑшӗ. Апостолсем хӑйсене иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем мӗн тери хытӑ курайманнине пӗлнӗ (Ап. ӗҫ. 5:17, 18, 27, 28). Ҫавна пӑхмасӑрах вӗсем кашни кун храма ҫӳренӗ тата ырӑ хыпар каланипе хӑйсем Христосӑн вӗренекенӗсем пулнине кӑтартнӑ (Ап. ӗҫ. 5:42). Вӗсем хӑраса ӳкмен. Эпир те хамӑр Иегова Свидетелӗ пулни ҫинчен пӗрле ӗҫлекенсене, пӗрле вӗренекенсене тата кӳршӗсене уҫҫӑн калатпӑр пулсан ҫынсенчен хӑранине ҫӗнтерме пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 4:29; Рим 1:16).

20. Мӗншӗн апостолсем хӑйсене курайманнине пӑхмасӑрах савӑнӑҫа ҫухатман?

20 Мӗншӗн апостолсем савӑнӑҫа ҫухатман? Вӗсем хӑйсене мӗншӗн курайманнине пӗлнӗ, ҫавӑн пекех Иеговӑн ирӗкне тунишӗн хур курнине чыс тесе шутланӑ (Лука 6:23; Ап. ӗҫ. 5:41). Каярахпа Петр апостол ҫапла ҫырнӑ: «Тӳрӗлӗхшӗн асап та куратӑр пулсан, эсир вара телейлӗ» (1 Петр 2:19—21; 3:14). Пире те тӗрӗссине тунӑшӑн кураймаҫҫӗ. Ҫакна ӑнланатпӑр пулсан эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме нихӑҫан та чарӑнмӑпӑр.

ХАТӖРЛЕННИ ПИТӖ КИРЛӖ

21, 22. а) Хӗсӗрленипе тӗл пулма хатӗр пулас тесе эсир мӗн тума шут тытнӑ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

21 Пире хӑҫан хӗсӗрлеме пуҫласси пирки е пирӗн ӗҫ-хӗле хӑҫан чарасси пирки эпир пӗлместпӗр. Анчах эпир халех хатӗрленме пултаратпӑр: пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетмелле, хӑюллӑрах пулса пымалла тата ҫынсем курайманнине пӑхмасӑрах савӑнӑҫа упраса хӑварма вӗренмелле. Ҫакӑ пире пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ.

22 Анчах эсир пурӑнакан вырӑнта пирӗн ӗҫ-хӗле чарнӑ пулсан? Ҫакӑн пек лару-тӑрура Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшакан принципсене тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

118-МӖШ ЮРӐ «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»

^ 5 абз. Паллах, ҫынсем пире курайманни пире килӗшмест. Анчах халӗ-и е каярахпа-и пирӗн хӗсӗрленипе тӗл пулма тиветех. Ҫак статья пире хӑюллӑ пулма пулӑшӗ тата хӗсӗрленипе тӗл пулма хатӗрлӗ.

^ 7 абз. 1965 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 756—767 страницӑсем (акӑлч.).

^ 14 абз. Пирӗн телекураври ИНТЕРВЬЮ И СЛУЧАИ ИЗ ЖИЗНИ вкладкӑри «Имя Иеговы будет открыто» видеоролика пӑхӑр. Ҫавӑн пекех 1979 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 4—7 страницӑсем (акӑлч.).

^ 15 абз. 2008 ҫулта тухнӑ «Ежегодник Свидетелей Иеговы» кӗнекене пӑхӑр, 191—192 страницӑсем.

^ 67 абз. ӲКЕРЧӖК. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ашшӗпе амӑшӗ карточкӑсемпе усӑ курса ачисене сӑвӑ йӗркисене астуса юлма пулӑшаҫҫӗ.

^ 70 абз. ӲКЕРЧӖК. Ҫемье тӗлпулӑва машинпа кайнӑ чухне Патшалӑх юррисене юрлать.