Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Йывӑр пулнӑ чухне Иеговӑна шанӑр

Йывӑр пулнӑ чухне Иеговӑна шанӑр

«Маншӑн тӑнӑҫлӑх, канлӗх ҫук, савӑнӑҫ та ҫук: инкек килсе ҫапрӗ» (ИОВ 3:26).

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн пирӗн Иисус каланӑ сӑмахсене тимлемелле?

ЮЛАШКИ кунсем ҫинчен каланӑ чухне Иисус Христос хӑй хыҫҫӑн пыракансене: «Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр... пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр [е пурӑнмалӑх укҫа мӗнле ӗҫлесе илесси пирки ан пӑшӑрханӑр]»,— тенӗ (Лука 21:34). Ҫапла асӑрхаттарса каланине пирӗн тимлемелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пирӗн те ытти ҫынсем тӗл пулакан йывӑрлӑхсенех тӳссе ирттерме тивет.

2. Хӑш-пӗр тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

2 Хӑш-пӗр чухне йывӑрлӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри йӑтӑнса анаҫҫӗ. Акӑ икӗ тӗслӗх. Джон * ятлӑ арҫын тӑвана, склерозпа чирлекенскере, арӑмӗ пӑрахнӑ. Вӗсем пӗрле 19 ҫул пурӑннӑ. Каярахпа унӑн икӗ хӗрӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ. Тепӗр мӑшӑр, Боб тата Линда, урӑх йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсем ӗҫ ҫухатнӑ, унтан вара килсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавӑн пекех Линда чӗрепе аптрама пуҫланӑ, ҫавна пула вӑл вилме те пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл иммунитета пӗтерекен чирпе чирлесе кайнӑ.

3. Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?

3 Паллах, ҫынсене пултарнӑ Турӑ тата юратакан Атте, Иегова, йывӑр килнӗ чухне эпир мӗн туйнине ӑнланать. Эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне вӑл пире пулӑшасшӑн. (Филиппӑ 4:6, 7 вуласа парӑр.) Библире Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерни ҫинчен тата Иегова вӗсене мӗнле пулӑшни ҫинчен ҫырса панӑ. Айтӑр хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.

«ИЛИЯ ПИРӖН ПЕК ҪЫНАХ ПУЛНӐ»

4. Илия мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тата мӗне пула вӑл вӗсене тӳссе ирттернӗ?

4 Илия йывӑр вӑхӑтра Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ тата пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Турӑран пӑрӑнса кайнӑ Ахав ятлӑ Израиль патши Ваала пуҫҫапнӑ Иезавеле качча илнӗ. Вӗсене пула израильтянсем Ваала пуҫҫапма тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иеговӑн нумай пророкне вӗлернӗ, Илия вара ҫӑлӑнса юлнӑ. Ҫавӑн пекех Иеговӑна шаннине пула вӑл хӑрушӑ выҫлӑха тӳссе ирттернӗ (3 Патш. 17:2—4, 14—16). Илия Ваал пророкӗсене тата ӑна пуҫҫапакан ҫынсене хирӗҫ тӑнӑ чухне те Иеговӑна шаннине кӑтартнӑ. Вӑл израильтянсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарнӑ (3 Патш. 18:21—24, 36—38). Ҫав йывӑр вӑхӑтра Илия хӑйне Иегова хӳтӗленине тата пулӑшнине пӗрре анчах мар курнӑ.

Иегова хӑйӗн ангелне Илияна ҫирӗплетме янӑ (5, 6 абзацсене пӑхӑр.) *

5, 6. 3 Патшасен 19:1—4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Илия мӗн туйнӑ тата Иегова ӑна юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

5 3 Патшасен 19:1—4 вуласа парӑр. Ҫав-ҫавах, Иезавель Илияна вӗлерме шут тытсан, Илия питӗ хӑраса ӳкнӗ те Вирсавие тарнӑ. Питӗ хытӑ хуйхӑрнине пула вӑл хӑй валли вилӗм ыйтма та тытӑннӑ. Мӗншӗн? Илия «пирӗн пек ҫынах» — ҫитменлӗхлӗ ҫын — пулнӑ (Иак. 5:17). Тен, питӗ пӑшӑрханнине пула тата питӗ ывӑннине пула вӑл хуйха ӳкнӗ. Илия ҫынсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарса тӑни усӑсӑр пулнӑ тесе, Израильте нимӗн те лайӑх енне улшӑнмасть тесе тата эпӗ пӗр-пӗччен Турӑшӑн ӗҫлетӗп тесе шутланӑ пулмалла (3 Патш. 18:3, 4, 13; 19:10, 14). Туррӑн шанчӑклӑ пророкӗ хӑй валли вилӗм ыйтни пире тӗлӗнтерме пултарать, анчах Иегова унӑн туйӑмӗсене ӑнланнӑ.

6 Иегова Илияна вӑл каланӑ сӑмахсемшӗн айӑпламан. Ун вырӑнне вӑл Илияна ҫирӗплетнӗ (3 Патш. 19:5—7). Ун хыҫҫӑн Иегова хӑйӗн иксӗлми хӑватне кӑтартса Илияна урӑххи ҫинчен шухӑшлама пулӑшнӑ. Кайран Турӑ Израильте тата 7 000 ҫын Ваала пуҫҫапма килӗшмен тесе каланӑ (3 Патш. 19:11—18). Ҫапла Иегова Илияна юратнине кӑтартнӑ.

ИЕГОВА ПИРЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШӖ?

7. Иегова Илияна мӗнле пулӑшни мӗншӗн пире йӑпатать?

7 Тен, халӗ эсир йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ. Апла пулсан, Иегова Илиян туйӑмӗсене шута илни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫакӑ сире йӑпатӗ, Турӑ сирӗн туйӑмсене ӑнланнине курма пулӑшӗ. Вӑл эпир мӗн тума пултарнипе пултарайманнине пӗлет. Эпир мӗн ҫинчен шухӑшланине те, мӗн туйнине те пӗлсе тӑрать (Пс. 102:14; 138:3, 4). Илия пекех Иеговӑна шанатпӑр пулсан, вӑл пире те пӑшӑрхантарса яракан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗ (Пс. 54:23).

8. Иегова сире пӑшӑрханнине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшӗ?

8 Йывӑр чухне эсир япӑххи ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа хуйха ӳкме пултаратӑр. Ун пек пулса тухсан, ҫакна асра тытӑр: Иегова сире пӑшӑрханнине ҫӗнтерме пулӑшӗ. Ҫакна вӑл мӗнле тӑвӗ? Вӑл эсир ӑна хӑвӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен тата туйӑмсем ҫинчен каласа парасса кӗтет. Пулӑшу ыйтсан вара вӑл пире пулӑшатех (Пс. 5:4; 1 Петр 5:7). Ҫавӑнпа та хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен пӗрмаях Иеговӑна каласа парӑр. Паллах, Иегова сирӗнпе Илияпа калаҫнӑ пек калаҫмӗ. Вӑл сирӗнпе хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ тата организаци урлӑ калаҫӗ. Библире мӗн вулани сире йӑпатма тата шанчӑк пама пултарать. Ҫавӑн пекех сире пухури тӑвансем хавхалантарма пултараҫҫӗ (Рим 15:4; Евр. 10:24, 25).

9. Тус пире мӗнле пулӑшма пултарать?

9 Иегова Илияна хӑйӗн тивӗҫне Елисее шанса пама хушнӑ, ҫапла Иегова Илия валли лайӑх тус тупса панӑ. Паллах, Илияна йывӑр пулнӑ чухне Елисей ӑна пулӑшнӑ. Эпир те хамӑрӑн туйӑмсем ҫинчен туса каласа паратпӑр пулсан, ҫакӑ пире пӑшӑрханнине ҫӗнтерме пулӑшӗ (4 Патш. 2:2; Ытар. 17:17). Сирӗнпе юнашар ҫавӑн пек ҫын ҫук чухне Иеговӑна чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тата хавхалантарма пултаракан тӑвана тупма пулӑш тесе кӗлтӑвӑр.

10. Мӗншӗн Илияпа мӗн пулса иртни пире шанчӑк парать? Исаия 40:28, 29 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Иеговӑн сӑмахӗсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

10 Иегова Илияна пӑшӑрханнине ҫӗнтерме пулӑшнӑ, ҫавна пула Илия нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫленӗ. Унпа мӗн пулса иртни шанчӑк парать. Питӗ хытӑ пӑшӑрханни пире халран яма пултарать. Анчах Иеговӑна шанатпӑр пулсан, вӑл пире вӑй парӗ, вара эпир уншӑн малалла та ӗҫлеме пултарӑпӑр. (Исаия 40:28, 29 вуласа парӑр.)

ВӖСЕМ ИЕГОВӐНА ШАННӐ

11—13. Авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ Туррӑн виҫӗ ӗҫлекенӗ хытӑ пӑшӑрханнине пула мӗн туйнӑ?

11 Библире ҫырса панӑ Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсем те йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Сӑмахран, Анна ача ҫуратма пултарайманнишӗн хытӑ куляннӑ, ҫав вӑхӑтра ҫакӑ намӑс шутланнӑ. Унсӑр пуҫне, упӑшкин иккӗмӗш арӑмӗ унран мӑшкӑлласа кулнӑ (1 Патш. 1:2, 6). Ҫав тери йывӑр пулнӑран Анна макӑрнӑ тата апат ҫимен (1 Патш. 1:7, 10).

12 Давид патшана та питӗ йывӑр пулнӑ. Вӑл мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Тунӑ йӑнӑшӗсемшӗн совеҫӗ ӑна кӑшланӑ (Пс. 39:13). Унӑн юратнӑ ывӑлӗ Авессалом ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, каярахпа вара вилнӗ (2 Патш. 15:13, 14; 18:33). Ҫавӑн пекех ҫывӑх тусӗсенчен пӗри Давида сутнӑ (2 Патш. 16:23—17:2; Пс. 54:13—15). Псаломсенче Давид хӑйӗн йывӑр туйӑмӗсем ҫинчен тата Иеговӑна ҫирӗп шанни ҫинчен пӗрре анчах мар ҫырса панӑ (Пс. 37:6—11; 93:17—19).

Псалом юрлакана Иеговӑшӑн каллех савӑнса ӗҫлеме мӗн пулӑшнӑ? (13—15 абзацсене пӑхӑр.) *

13 Псалом юрлакансенчен пӗри (вӑл Асаф левитӑн йӑхӗнчи ҫын, Туррӑн сӑваплӑ чатӑрӗнче ӗҫлекен ҫын пулнӑ пулмалла) йӗркесӗр ҫынсене ӑмсанма пуҫланӑ. Тӗрӗс мар шухӑшсене пула вӑл савӑнӑҫа ҫухатнӑ тата хӑй мӗнле пурнӑҫпа пурӑнни ӑна килӗшме пӑрахнӑ. Турӑшӑн ӗҫленӗ чухне илекен пиллӗхсем те ӑна савӑнтарман (Пс. 72:2—5, 7, 12—14, 16, 17, 21).

14, 15. Пӑхса тухнӑ виҫӗ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр?

14 Иеговӑн ҫак виҫӗ ӗҫлекенӗ Турӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем кӗлӗре хӑйсен туйӑмӗсем ҫинчен, хӑйсене мӗншӗн питӗ йывӑр пулни ҫинчен ним пытармасӑр каласа панӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем малалла та Туррӑн ҫуртне ҫӳренӗ (1 Патш. 1:9, 10; Пс. 54:23; 72:16, 17; 121:1).

15 Иегова вӗсене кашнине хӗрхенсе пулӑшнӑ. Анна канӑҫлӑх туйнӑ (1 Патш. 1:18). Давид: «Тӳрӗ ҫыннӑн хӗн-асап нумай, Ҫӳлхуҫа ӑна пуринчен те хӑтарӗ»,— тесе ҫырнӑ (Пс. 33:20). Иегова ыррӑн тӳрлетнӗ чухне псалом юрлакан хӑйне Турӑ сылтӑм аллинчен тытнӑ пекех туйнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!.. Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп» (Пс. 72:23, 24, 28). Ҫак тӗслӗхсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? Пирӗн пурнӑҫра йывӑр саманасем пулма пултараҫҫӗ. Анчах Иеговӑна кӗлтӑватпӑр пулсан, вӑл мӗн каланине тӑватпӑр пулсан тата вӑл ыттисене мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан эпир пурне те тӳссе ирттерме пултаратпӑр (Пс. 142:1, 4—8).

ИЕГОВӐНА ШАНӐР, ВӐЛ СИРЕ ПУЛӐШӖ

Хӗрарӑм тӑванӑн никампа та калаҫас килмест, анчах ыттисене пулӑшма пуҫласан унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑнать (16, 17 абзацсене пӑхӑр.)

16, 17. а) Мӗншӗн пирӗн ыттисенчен пӑрӑнса ҫӳремелле мар? ӑ) Пире мӗн вӑй пама пултарать?

16 Пӑхса тухнӑ Библири тӗслӗхсенчен тата ҫакна вӗренме пулать: пирӗн Иеговӑран тата унӑн халӑхӗнчен пӑрӑнса ҫӳремелле мар (Ытар. 18:1). Нэнси хӗрарӑм тӑван хӑйне упӑшки пӑрахсан хуйха ӳкнӗ, вӑл каласа парать: «Нумай кун хушши манӑн никама та курас, никампа та калаҫас килмерӗ. Анчах мӗн чухлӗ ытларах эпӗ ыттисенчен пӑрӑнса ҫӳрерӗм, ҫавӑн чухлӗ ытларах хама салхуллӑ туйрӑм». Нэнси йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ ҫынсене пулӑшма тытӑнсан веҫех улшӑннӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ вӗсем хӑйсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен каласа панине итлеттӗмччӗ. Вара ыттисен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшнипе хама сахалтарах шеллеме пуҫланине асӑрхарӑм».

17 Пире пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем вӑй пама пултараҫҫӗ. Унта пырсан эпир Иеговӑна хамӑра пулӑшма тата йӑпатма май паратпӑр (Пс. 85:17). Ҫак тӗлпулусенче вӑл пире хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ, хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсем урлӑ ҫирӗплетет. Унта эпир пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр (Рим 1:11, 12). София ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме мана Иегова тата тӑвансем пулӑшрӗҫ. Уйрӑмах мана пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем питӗ пулӑшрӗҫ. Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: ырӑ хыпар сарас ӗҫре нумайрах тунӑ чухне тата пухупа ытларах хутшӑннӑ чухне йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата пӑшӑрханнине ҫӗнтерме мана ҫӑмӑлрах».

18. Хуйха ӳкнӗ чухне Иегова пире мӗн пама пултарать?

18 Хуйха ӳкнӗ чухне ҫакна асра тытӑр: Иегова пире пуласлӑхра йывӑрлӑхсенчен хӑтарма сӑмах парать кӑна мар, вӑл халех пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать. Хуйха ӳкнӗ чухне тата нимӗнле шанчӑк та ҫук пек туйӑннӑ чухне Иегова пире йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме кӑмӑл та, вӑй та парать (Флп. 2:13).

19. Рим 8:37—39 сӑвӑ йӗркисенче мӗн пирки шантарса каланӑ?

19 Рим 8:37—39 вуласа парӑр. Павел апостол Турӑ юратӑвӗнчен пире нимӗн те уйӑраяс ҫук тесе шантарса каланӑ. Эпир вара йывӑрлӑхсене тӳсекен тӑвансене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Тепӗр статьяра эпир кама йывӑр, ҫавсен туйӑмӗсене ӑнланас тӗлӗшрен тата вӗсене пулӑшас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх мӗнле илме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

44-МӖШ ЮРӐ Хуйхӑраканӑн кӗлли

^ 5 абз. Питӗ хытӑ е нумай вӑхӑт хушши пӑшӑрханни сывлӑх ҫине япӑх витӗм кӳрет. Йывӑр чухне Иегова пире мӗнле пулӑшма пултарать? Эпир Илия пророк хуйха ӳксен Иегова ӑна мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех Иеговӑран пулӑшу илес тесен пирӗн мӗн тумаллине кӑтартакан Библири урӑх тӗслӗхсене те сӳтсе явӑпӑр.

^ 2 абз. Ҫак статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖК. Иеговӑн ангелӗ Илияна ыйхӑран вӑратать те апатланма сӗнет.

^ 55 абз. ӲКЕРЧӖК. Псалом юрлакан (Асаф йӑхӗнчи ҫын) псаломсем ҫырать тата ытти левитсемпе пӗрле юрлать.