26-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Кама йывӑр, ҫавсене пулӑшӑр
«Пурсӑр та пӗр шухӑшлӑ пулӑр, ҫын асапне ҫӗклӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр... йӑваш ӑслӑ пулӑр» (1 ПЕТР 3:8).
107-МӖШ ЮРӐ Турӑран юратма вӗренӗр
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. Юратакан Атте, Иегова, пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?
ИЕГОВА пире питӗ хытӑ юратать (Иоанн 3:16). Пирӗн вара юратакан Атте пек пулас килет. Ҫавӑнпа эпир пур ҫыннӑн, уйрӑмах «хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсен», туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартасшӑн, вӗсене юратасшӑн тата хӗрхенесшӗн (Гал. 6:10; 1 Петр 3:8). Пухури тӑвансем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан пирӗн вӗсене пулӑшас килет.
2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Иеговӑшӑн ӗҫлес текенсем пурте йывӑрлӑхсемпе тӗл пулӗҫ (Марк 10:29, 30). Ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пынӑ май йывӑрлӑхсем хушӑнсах пырӗҫ пулӗ. Эпир пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Айтӑр Библире Лот, Иов тата Ноеминь ҫинчен каласа панинчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Ҫавӑн пекех эпир пухури тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине тата вӗсене мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
ТӲСӖМЛӖ ПУЛӐР
3. 2 Петр 2:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Лот тунӑ йышӑну япӑх пулнӑ тата ҫав йышӑну мӗн патне илсе ҫитернӗ?
3 Лот япӑх йышӑну тунӑ: вӑл Содомра, питех те аскӑнланса пурӑнакан ҫынсем хушшинче, пурӑнма шут тытнӑ. (2 Петр 2:7, 8 вуласа парӑр.) Содом пуян хула пулнӑ, анчах унта куҫса кайнипе Лот нумай хӗн курнӑ (Пулт. 13:8—13; 14:12). Унӑн арӑмне ҫак хула е унта пурӑнакан ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем питӗ килӗшнӗ пулмалла. Тен, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑна итлемен те. Турӑ ҫав вырӑна вутпа тата кӳкӗртпе пӗтернӗ чухне вӑл вилнӗ. Лотӑн икӗ хӗрӗ пирки те шухӑшласа пӑхӑр. Вӗсен каччисем Содомра пӗтнӗ. Лот килсӗр, пурлӑхсӑр, чи хӑрушши вара арӑмӗсӗр тӑрса юлнӑ (Пулт. 19:12—14, 17, 26). Ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра Иегова хӑйне Лотпа мӗнле тытнӑ?
4. Иегова Лотпа тӳсӗмлӗ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
4 Содомра пурӑнма Лот хӑй йышӑну тунӑ пулсан та, Иегова Лотпа унӑн ҫемйи патне ангелсене ярса ӑна хӗрхеннине кӑтартнӑ. Анчах ангелсене итлес вырӑнне — Содомран хӑвӑрт тухса каяс вырӑнне — Лот тӑхтаса тӑнӑ. Вара ангелсен Лота, унӑн арӑмне тата икӗ хӗрне аллинчен тытса хуларан илсе тухма тивнӗ (Пулт. 19:15, 16). Унтан ангелсем ӑна ту ҫине тарма хушнӑ. Анчах Лот ҫывӑхри хулана тарма ыйтнӑ (Пулт. 19:17—20). Иегова Лота тӳсӗмлӗн итленӗ те ҫав хулана кайма ирӗк панӑ. Каярахпа ҫав хулара пурӑнма хӑраса Лот ту ҫине — Иегова унччен каланӑ вырӑна — кайнӑ та унта пурӑнма пуҫланӑ (Пулт. 19:30). Иегова Лотпа мӗн тери тӳсӗмлӗ пулнӑ! Иегова пек тӳсӗмлӗ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
5, 6. Иегова пек пулас тесе эпир 1 Фессалоника 5:14-мӗшӗнчи канаша мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр?
5 Лот пекех, пухури пӗр-пӗр тӑван тӗрӗс мар йышӑну туса пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкме пултарать. Ҫакӑн пекки пулса тухсан, эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр-ши? Тен, пирӗн: «Мӗн акрӑн, ҫавна вырса илтӗн»,— тесе калас килсе кайӗ (Гал. 6:7). Ҫакӑн пек калани тӗрӗс те пулӗ, анчах эпир ҫав тӑвана Иегова Лота пулӑшнӑ пек пулӑшсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
6 Иегова ангелсене Лота асӑрхаттарас тесе кӑна мар, Содома пӗтернӗ чухне ӑна ҫӑлӑнса юлма пулӑшас тесе те янӑ. Паян та ҫавӑн пекех: тӑван инкек патне илсе ҫитерме пултаракан йышӑну тунине пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн ӑна асӑрхаттармалла. Унсӑр пуҫне, пирӗн ӑна пулӑшма та хатӗр пулмалла. Вӑл Библи тӑрӑх панӑ канаша тимлеме васкамасть пулсан та, пирӗн унпа тӳсӗмлӗ пулма тӑрӑшмалла. Ҫав икӗ ангел пек пулӑр. Ан парӑнӑр тата тӑван ҫине ал ан сулӑр. Ун вырӑнне ӑна мӗнпе те пулин пулӑшма майсем шырӑр (1 Иоанн 3:18). Сӑнарлӑ каласан, пирӗн ӑна алран тытмалла та хӑйне панӑ канаша тытса тӑма пулӑшмалла. (1 Фессалоника 5:14 вуласа парӑр.)
7. Пухури тӑвансем ҫине Иегова Лот ҫине пӑхнӑ пекех пӑхма пире мӗн пулӑшӗ?
7 Иегова Лотӑн йӑнӑшӗсене кӑна мар, унра лайӑххине те курнӑ. Каярахпа вӑл Петра Лот пирки тӳрӗ ҫын тесе ҫырма хавхалантарнӑ. Иегова ҫынсен йӑнӑшӗсене каҫарнине пӗлни пире питӗ савӑнтарать (Пс. 129:3). Пухури тӑвансем ҫине Иегова Лот ҫине пӑхнӑ пекех пӑхма пире мӗн пулӑшӗ? Вӗсен лайӑх енӗсене асӑрхама тӑрӑшатпӑр пулсан эпир вӗсемпе тӳсӗмлӗрех пулӑпӑр. Вара вӗсене те пирӗн пулӑшӑва йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ.
ХӖРХЕНӖР
8. Хӗрхенни пире мӗн тума хавхалантарӗ?
8 Лотпа танлаштарсан, Иов тӗрӗс мар йышӑнусем туман. Ҫав-ҫавах унӑн нумай хӗн-асап чӑтса ирттерме тивнӗ: вӑл хӑйӗн пурлӑхне ҫухатнӑ, ыттисем ӑна хисеплеме пӑрахнӑ тата вӑл питӗ хытӑ чирлесе ӳкнӗ. Унсӑр пуҫне, унӑн пур ачи те вилнӗ. Ҫавӑн пекех кама вӑл туссем вырӑнне хунӑ,
ҫавсем ӑна хурланӑ. Мӗншӗн вӗсем Иова хӗрхенмен? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — унпа мӗн пулса иртнине вӗсем ӑнланма тӑрӑшман. Ҫавна пула вӗсем тӳрех тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳ тунӑ та Иова айӑплама пуҫланӑ. Ҫакӑн пек йӑнӑша тӑвас мар тесен мӗн тумалла? Асра тытӑр: ҫыннӑн лару-тӑрӑвӗ пирки Иегова кӑна веҫех пӗлет. Инкеке лекнӗ ҫынна тимлӗ итлӗр. Анчах итлӗр кӑна мар, унӑн чунӗ мӗн тери хытӑ ыратнине ӑнланма та тӑрӑшӑр. Ҫавӑн пек тусан ҫеҫ эсир тӑвансене чӑннипех хӗрхенме пултаратӑр.9. Хӗрхенни пире мӗнрен сыхлӗ тата мӗншӗн пирӗн элек сармалла мар?
9 Хӗрхенни пире тӑвансен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен элек сарассинчен сыхлӗ. Элек сарни пухӑва пӗрлештермест, вӑл ӑна пайласа ярать (Ытар. 20:19; Рим 14:19). Элек саракан шухӑшламасӑр калаҫать, хӑйӗн сӑмахӗсемпе вӑл асапланаканӑн чунне тата хытӑрах ыраттарма пултарать (Ытар. 12:18; Эф. 4:31, 32). Ҫыннӑн лайӑх енӗсене курма тӑрӑшни тата ӑна мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшлани чылай лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
10. Иов 6:2, 3 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ сӑмахсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?
10 Иов 6:2, 3 вуласа парӑр. Хушӑран Иов хӗвӗнекен, кӳрентерекен сӑмахсем каланӑ. Каярахпа вӑл хӑй мӗн калани тӗрӗс мар пулнине йышӑннӑ (Иов 42:6). Пӗр-пӗр тӑван йывӑр лару-тӑрӑва лексен, Иов пекех, кӳрентерекен сӑмахсем калама, кайран вара ҫавӑншӑн кулянма пултарать. Ҫавӑн пек чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Ӑна ан айӑплӑр, ун вырӑнне ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр. Асра тытӑр: Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен пӑшӑрханмалли те, йывӑрлӑхсем те пулмалла пулман. Ҫавӑнпа та Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ инкеке лекнӗ чухне шухӑшламасӑр калаҫма пуҫлани пире тӗлӗнтермелле мар. Вӑл Иеговӑна хирӗҫ е пире хирӗҫ мӗн те пулин калать пулсан та пирӗн тӳрех тарӑхса каймалла мар е ӑна айӑпламалла мар (Ытар. 19:11).
11. Канаш панӑ чухне старейшинӑсем Елиуйран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
11 Хӑш-пӗр чухне инкеке лекнӗ ҫынна канаш памалла е тӳрлетмелле (Гал. 6:1). Старейшинӑсем ҫакна мӗнле тума пултараҫҫӗ? Вӗсен Елиуй пек пулма тӑрӑшмалла. Вӑл Иова тимлӗ итленӗ тата питӗ хӗрхеннӗ (Иов 33:6, 7). Иовӑн шухӑшӗсене ӑнлансан ҫеҫ Елиуй ӑна канаш панӑ. Елиуй пек пулма тӑрӑшакан старейшинӑсем пухури тӑвансене тимлӗ итлӗҫ тата вӗсен лару-тӑрӑвне ӑнланма тӑрӑшӗҫ. Ҫапла тусан вӗсем канаш панӑ чухне тӑвансен чӗрине пырса тивме пултарӗҫ.
ЙӐПАТӐР
12. Упӑшкипе икӗ ывӑлӗ вилни Ноеминь ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
12 Ноеминь Иеговӑшӑн чунтан парӑнса ӗҫленӗ тата ӑна питӗ юратнӑ. Анчах упӑшкипе икӗ ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйне Мара тесе чӗнме ыйтнӑ, ҫакӑ «хурлӑхлӑскер» тенине пӗлтерет (Руфь 1:3, 5, 20 сноска, 21). Ноемине йывӑр килнӗ чухне Руфь ятлӑ кинӗ яланах унпа пӗрле пулнӑ. Руфь хӑйӗн хунямӑшне пулӑшнӑ кӑна мар, ӑна йӑпатнӑ та. Вӑл Ноемине ансат та ӑшӑ сӑмахсемпе сана юрататӑп тата нихӑҫан та хӑвармӑп тесе шантарнӑ (Руфь 1:16, 17).
13. Камӑн мӑшӑрӗ вилнӗ, ҫавна пирӗн мӗншӗн пулӑшмалла?
13 Пухури пӗр-пӗр тӑванӑн мӑшӑрӗ вилсен ӑна пулӑшу кирлӗ. Упӑшкипе арӑмне ҫума-ҫумӑн ӳсекен йывӑҫсемпе танлаштарма пулать. Ҫулсем иртсен ҫак йывӑҫсен тымарӗсем явӑнса ҫыхланаҫҫӗ. Пӗр йывӑҫне тымарӗпех кӑларсан, теприн тымарне самаях амантма пулать. Мӑшӑрсемпе те ҫавӑн пекех: пӗри вилсен, теприн чунӗ нумай вӑхӑт хушши питӗ хытӑ ыратма пултарать. Пола * ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн упӑшки сасартӑк вилсе кайнӑ. Вӑл каласа парать: «Манӑн пурнӑҫ пӗр самантрах тӗппипех улшӑнчӗ. Эпӗ хама ним тума пултарайман ҫын пек туйрӑм. Чи лайӑх туссӑр тӑрса юлтӑм. Эпӗ ӑна пур япала ҫинчен те каласа пама пултараттӑмччӗ. Вӑл яланах манпа пӗрле савӑнатчӗ тата мана йывӑр чухне пулӑшатчӗ. Хама мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне вӑл ялан мана итлетчӗ. Вӑл вилсен хамран ҫур пая касса илнӗ пекех туйрӑм».
14, 15. Камӑн мӑшӑрӗ вилнӗ, ҫавна мӗнле йӑпатма пулать?
14 Камӑн мӑшӑрӗ вилнӗ, ҫавна мӗнле йӑпатма пулать? Аванмарланатӑр е мӗн каламаллине пӗлместӗр пулсан та, ҫав-ҫавах ҫав ҫынпа калаҫса пӑхма тӑрӑшӑр. Унччен асӑннӑ Пола ҫапла калать: «Ҫынсем час-часах камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавсемпе хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлмеҫҫӗ. Ҫакна эпӗ ӑнланатӑп. Вӗсем кӳрентерме пултаракан сӑмахсене каласран хӑраҫҫӗ. Анчах ҫынсем нимӗн те каламанни тата япӑхрах». Ҫын хуйхӑрнӑ чухне эпир ӑна мӗнле те пулин тарӑн шухӑш каласса кӗтмест. Пола малалла ҫапла калать: «Туссем: „Эпӗ те санпа пӗрле хуйхӑратӑп“,— тесе каланине эпӗ питӗ хаклатӑп».
15 Уильям ятлӑ арҫын тӑванӑн темиҫе ҫул каялла арӑмӗ вилнӗ. Вӑл ҫапла калать: «Туссем манӑн арӑм ҫинчен мӗн те пулин каласа панине эпӗ питӗ хаклатӑп. Ҫапла эпӗ вӗсем ӑна юратнине тата хисепленине туятӑп. Вӗсен сӑмахӗсем мана питӗ йӑпатаҫҫӗ, мӗншӗн
тесен вӑл манӑн пурнӑҫра чи хаклӑ ҫын пулнӑ». Упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ Бьянка каласа парать: «Ыттисем манпа пӗрле кӗлтунӑ чухне, мана Библирен пӗр-ик сӑвӑ йӗрки вуласа панӑ чухне, манӑн упӑшкана аса илнӗ чухне тата эпӗ ун ҫинчен каласа панине итленӗ чухне хама чылай ҫӑмӑлрах туятӑп».16. а) Мӑшӑрсӑр тӑрса юлнӑ ҫынсемшӗн эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Иаков 1:27-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн Иегова умӗнче мӗнле яваплӑх пур?
16 Руфь яланах Ноеминьпе пӗрле пулнӑ, ҫавӑн пекех пирӗн те камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавна пулӑшсах тӑмалла. Пола ҫапла калать: «Упӑшка вилсен пурте мана пулӑшса тӑчӗҫ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем унчченхи пекех пурӑнма пуҫларӗҫ, эпӗ вара ҫавна тума пултараймарӑм. Камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавна пӗр уйӑх кӑна мар, хӑш-пӗр чухне темиҫе ҫул хушши пулӑшу кирлӗ. Ыттисем ҫакна ӑнланаҫҫӗ пулсан — питӗ лайӑх». Паллах, ҫынсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Пӗрисем ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑвӑртах хӑнӑхаҫҫӗ. Теприсем вара пӗр-пӗр ӗҫе — унччен мӑшӑрӗпе пӗрле тунӑ ӗҫе — тунӑ чухне кашнинче хӑйсене йывӑр туяҫҫӗ. Кашни ҫын инкеке хӑйне май чӑтса ирттерет. Айтӑр ҫакна асра тытар: мӑшӑрсӑр тӑрса юлнӑ ҫынсемшӗн тӑрӑшма пире Иегова хушать. Ҫакӑ пысӑк чыс тата яваплӑх. (Иаков 1:27 вуласа парӑр.)
17. Кама мӑшӑрӗ пӑрахса тухса кайнӑ, ҫавсене пирӗн мӗншӗн пулӑшмалла?
17 Кама мӑшӑрӗ пӑрахса тухса кайнӑ, ҫавсен те чунӗ питӗ хытӑ ыратма пултарать. Джойсӑн упӑшки урӑх хӗрарӑм патне тухса
кайнӑ, вӑл каласа парать: «Манӑн упӑшка вилнӗ пулсан, ҫакна чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ. Кам аварие лексе е чирлесе вилнӗ, ҫавсем ҫакӑн пек лару-тӑрура нимӗн те тума пултарайман. Анчах манӑн упӑшкан суйласа илме май пулнӑ, вӑл вара мана пӑрахса каяс терӗ. Хама ниме тӑман ҫын пек туятӑп!»18. Кам мӑшӑрсӑр тӑрса юлнӑ, ҫавсемшӗн мӗн тума пулать?
18 Кам мӑшӑрсӑр тӑрса юлнӑ, ҫавсемшӗн мӗн те пулин лайӑххине тӑватпӑр пулсан, эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр. Пӗччен тӑрса юлнӑран вӗсене туссем питӗ кирлӗ (Ытар. 17:17). Ҫак ҫынсемшӗн лайӑх тус пулса тӑрас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Вӗсене хӑнана е ӑҫта та пулин пӗрле канма чӗнме пулать, вӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма та пулать. Ҫавӑн пекех эсир вӗсене хушӑран хӑвӑрӑн ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗнме пултаратӑр. Ҫапла эсир Иеговӑна савӑнтаратӑр, мӗншӗн тесен вӑл «хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать» тата тӑлӑхсен хутне кӗрет (Пс. 33:19; 67:6).
19. 1 Петр 3:8-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?
19 Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗре тытса тӑма пуҫласан «унчченхи асапсем манӑҫа тухӗҫ», вара «унчченхисем... аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ» (Ис. 65:16, 17). Ҫак вӑхӑта эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Хальлӗхе айтӑр пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрар. Сӑмахпа та, ӗҫпе те тӑвансене чун-чӗререн юратнине кӑтартар! (1 Петр 3:8 вуласа парӑр.)
111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем
^ 5 абз. Лот, Иов тата Ноеминь Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулнӑ, ҫав-ҫавах вӗсен пурнӑҫӗнче йывӑр саманасем те пулнӑ. Ҫак статьяра эпир вӗсемпе мӗн пулса иртнинчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, тӑвансем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне мӗншӗн пирӗн вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулмаллине, вӗсене хӗрхенмеллине тата йӑпатмаллине сӳтсе явӑпӑр.
^ 13 абз. Ҫак статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК. Кулянса ӳкнӗ арҫын тӑван старейшинӑна кӳрентерекен сӑмахсем калать, старейшина вара ӑна тӳсӗмлӗн итлет. Каярахпа, арҫын тӑван лӑплансан, старейшина ӑна ыррӑн канаш парать.
^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Пӗр ҫамрӑк мӑшӑр хӑйсен вӑхӑтне арӑмӗ вилнӗ арҫын тӑванпа пӗрле ирттерет. Вӗсем сӑнӳкерчӗксене пӑхаҫҫӗ тата ҫак арҫын тӑванӑн арӑмӗ ҫинчен аса илсе каласа параҫҫӗ.