Сатанан танатинчен хамӑра мӗнле хӳтӗлемелле?
ИЗРАИЛЬТЯНСЕН кӗҫ-вӗҫ Пама пулнӑ ҫӗре кӗмелле, вӗсен Иордан юханшывӗ урлӑ кӑна каҫмалла. Анчах вӗсем патне кӗтмен хӑнасем, ют халӑх хӗрарӑмӗсем, килеҫҫӗ. Вӗсем Израиль арҫыннисене уява чӗнеҫҫӗ. Ҫак сӗнӳ илӗртӳллӗ пек курӑнать, мӗншӗн тесен унта ҫӗнӗ туссем тупма, ташлама тата тутлӑ апат ҫиме пулать. Ҫак хӗрарӑмсен йӑли-йӗркисем, вӗсем тытса тӑракан нормӑсем Турӑ израильтянсене панӑ Саккунран уйрӑлса тӑнӑ, ҫавах хӑшӗ-пӗри ҫакӑн пек шухӑшлама пултарнӑ: «Ман ҫине витӗм кӳреймӗҫ. Эпӗ асӑрхануллӑ пулӑп».
Йыша шутл. 25:1—3).
Унтан мӗн пулса иртнӗ? Библире каланӑ тӑрӑх: «Израиль халӑхӗ... Моав хӗрӗсемпе аскӑнма пуҫланӑ». Чӑннипе каласан, ют халӑх хӗрарӑмӗсем Израиль арҫыннисене суя турӑсене пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ. Хӑйсен тӗллевне вара вӗсем пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫавна пула Израиль халӑхӗ ҫине «Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ» (Израильтянсем икӗ пысӑк ҫылӑх тунӑ: вӗсем йӗрӗхсене пуҫҫапма тата аскӑн ӗҫ тума пуҫланӑ. Турра итлеменнине пула пин-пин арҫын вилнӗ (Тух. 20:4, 5, 14; Сак. аст. 13:6—9). Чи кулянтараканни вара — вӗсем Турӑ Саккунне пӑсман пулсан кӗҫех Пама пулнӑ ҫӗре кӗнӗ пулӗччӗҫ, вӗсен Иордан урлӑ кӑна каҫмалла пулнӑ (Йыша шутл. 25:5, 9).
Ҫав ӗҫ пирки Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Вӗсемпе мӗн пулса иртни — пире малтанах асӑрхаттаракан паллӑсем; ӑна пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ» (1 Кор. 10:7—11). Ҫав израильтянсем пысӑк ҫылӑх туса Пама пулнӑ ҫӗре кӗрейменнишӗн Сатана питӗ савӑннӑ паллах. Вӗсемпе мӗн пулса иртнине пирӗн асра тытмалла, мӗншӗн тесен Сатана пире те Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчине кӗме чӑрмантарасшӑн.
ХӐРУШӐ ТАНАТА
Сатана христиансене улталас тесе хӑйӗн унччен ӑнӑҫлӑ пулнӑ меслечӗсемпе усӑ курать. Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, израильтянсене улталас тесе вӑл вӗсене аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртнӗ. Ҫак таната паянхи кун та питӗ хӑрушӑ. Нумайӑшӗ порнографи пӑхма пуҫланипе ҫак танатана лекнӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫын порнографи пӑхнине ыттисем пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Нумай ҫул каялла ҫынсем порнографие кинотеатрсенче е видеосалонсенче ҫеҫ пӑхма, ҫавӑн пек журналсене вара ятарлӑ лавккасенче кӑна туянма пултарнӑ. Чылай ҫын ҫавӑн пек вырӑнсене ҫӳресех кайман, мӗншӗн тесен унта хӑйсене ыттисем курма пултарнинчен хӑранӑ. Анчах хальхи вӑхӑтра камӑн интернет пур, ҫавсем пурте порнографие ӗҫре е машинӑра ларнӑ чухне те пӑхма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче порнографи пӑхас текенсен килтен те тухмалла мар.
Унтан та ытла, электронлӑ хатӗрсене пула порнографи пӑхма халӗ тата ҫӑмӑлрах. Халӗ ҫынсем ҫавна урампа утнӑ чухне те, транспортпа пынӑ чухне те тума пултараҫҫӗ.
Порнографи пӑхма питӗ ҫӑмӑл пулса тӑнӑран ҫакӑ, унчченхипе танлаштарсан, питӗ нумай ҫынна сиен кӳрет. Порнографи пӑхакансенчен нумайӑшӗ хӑйсемпе мӑшӑрӗ хушшинчи хутшӑнусене аркатаҫҫӗ, хӑйсене хисеплеме пӑрахаҫҫӗ тата хӑйсен совеҫне итлеми пулса тӑраҫҫӗ. Унтан та ытларах, ҫапла вӗсем хӑйсемпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене те аркатма пултараҫҫӗ. Порнографи пӑхни ӑна пӑхакана сиен кӳни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Ҫакӑ чылай чухне чунра тарӑн сурансем хӑварать. Ҫак сурансем вара чылайччен тӳрленмеҫҫӗ тата илемсӗр йӗрсем хӑварма пултараҫҫӗ.
Пирӗн ҫакна асра тытмалла: Иегова пире Сатанан ҫак танатинчен хӳтӗлеме пултарать. Вӑл пире хӳтӗлетӗр тесен пирӗн Израиль арҫыннисем мӗн туман, ҫавна тумалла — пирӗн пур тӗлӗшрен те Иеговӑна пӑхӑнса тӑмалла (Тух. 19:5). Пирӗн ҫакна та асра тытмалла: Турӑ порнографие кураймасть. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?
ТУРӐ ПЕКЕХ ПОРНОГРАФИЕ КУРАЙМИ ПУЛӐР
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Израиль халӑхне панӑ саккунсем ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ытти халӑхсен саккунӗсенчен уйрӑлса тӑнӑ. Ҫак саккунсем Израиле ытти халӑхсен витӗмӗнчен, вӗсен йӗрӗнтерекен йӑли-йӗркисенчен, хӳме пек хӳтӗленӗ (Сак. аст. 4:6—8). Ҫав саккунсем Иегова аскӑн ӗҫе курайманнине уҫҫӑн кӑтартса панӑ.
Кӳршӗ халӑхсем туса тӑракан аскӑн ӗҫсем пирки асӑнса Иегова израильтянсене ҫапла Лев. 18:3, 25). Ханаан ҫыннисем йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑннишӗн вӗсем пурӑнакан ҫӗр Израилӗн сӑваплӑ Туррин куҫӗ умӗнче таса мар пулса тӑнӑ.
каланӑ: «Эпӗ сире илсе каякан Ханаан ҫӗрӗнчи ӗҫсем тӑрӑх... ан пурӑнӑр... Ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ, эпӗ унӑн йӗркесӗрлӗхӗ ҫине пӑхрӑм [«унӑн йӗркесӗрлӗхӗшӗн ӑна наказани парӑп», ҪТ]» (Иегова хананейсене наказани панӑ, анчах ытти халӑхсем малалла та аскӑнланса пурӑннӑ. 1 500 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн Павел апостол христиансем мӗнле халӑхсем хушшинче пурӑннӑ, ҫавсем пирки ҫапла ҫырнӑ: «Туйми пулса ҫитсе, вӗсем намӑс ӗҫе ярӑнчӗҫ, пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗн чиккине пӗлмесӗр аскӑнаҫҫӗ» (Эф. 4:17—19). Хальхи вӑхӑтра та нумайӑшӗ хӑйне ҫапла тытать. Ҫавӑнпа та Туррӑн чӑн-чӑн ӗҫлекенӗсен киревсӗр ӳкерчӗксене тата аскӑн ӗҫ тунине кӑтартакан видеосене пӑхас мар тесе пӗтӗм вӑя хумалла.
Порнографи Турра питӗ хисеплеменнине кӑтартать. Иегова ҫынсене хӑй евӗрлӗ тунӑ, вӗсене мӗн тӗрӗс, мӗн япӑх пулнине пӗлме пултарулӑх панӑ. Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнассипе ҫыхӑннӑ саккунсем панипе Турӑ питӗ тӗрӗс тунӑ. Вӑл шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек хутшӑнусем упӑшкипе арӑмне киленсе пурӑнма май памалла пулнӑ (Пулт. 1:26—28; Ытар. 5:18, 19). Порнографиллӗ материала туса кӑларакансем тата салатакансем вара Туррӑн нравственность нормисене ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Ҫак ҫынсем Туррӑн ятне чыссӑрлатаҫҫӗ. Иегова хӑйӗн саккунӗсене пӑсакансене — порнографиллӗ материала туса кӑларакансене тата салатакансене — пурне те сут тӑвӗ (Рим 1:24—27).
Порнографи пӑхакансем е ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ материала вулакансем пирки вара мӗн калама пулать? Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑ нимӗнле сиен те кӳмест. Чӑннипе вара ҫакӑн пек ҫынсем Туррӑн нормисене пӑсакансем майлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Тен, ҫавна вӗсем хӑйсем ӑнланмасӑрах тӑваҫҫӗ. Паллах, чӑн Турра пуҫҫапакансен порнографие курайми пулмалла. Библире: «Эй Ҫӳлхуҫана юратакансем, усала курайми пулӑр»,— тесе чӗнсе каланӑ (Пс. 96:10).
Ҫын порнографи пӑхасшӑн мар пулсан та, ӑна ҫав илӗртӗве сирсе яма йывӑр пулма пултарать. Эпир ҫитменлӗхлӗ ҫынсем, ҫавӑнпа та Иер. 17:9). Ҫав-ҫавах христиансем пулса тӑнисенчен нумайӑшӗ ҫак кӗрешӳре ҫӗнтернӗ. Ҫакна пӗлни сире порнографи пӑхас килсе кайнӑ чухне ҫавна тӑвасран пӑрӑнма вӑй парӗ. Турӑ Сӑмахӗ пире Сатанан ҫак танатинчен мӗнле хӳтӗлеме пултарнине айтӑр пӑхса тухар.
хӑш-пӗр чухне пире ӳт туртӑмӗсене ҫӗнтерме ҫӑмӑл мар. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑра хамӑр ҫакӑнта ним япӑххи те ҫук тесе ӗнентерме пултаратпӑр (АСКӐН ШУХӐШСЕНЕ ХИРӖҪ ТӐРӐР
Унччен каларӑмӑр ӗнтӗ, израильтянсем тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайни инкек патне илсе ҫитернӗ. Паян та ҫавӑн пекки пулса тухма пултарать. Иисусӑн шӑллӗ, Иаков, ҫапла ҫырнӑ: «Кирек кам та хӑй ӳчӗ илӗртнӗ хыҫҫӑн кайса улталаннипе асап курать; ӳт асма пуҫлать те ҫылӑха кӗртет, тунӑ ҫылӑхран вилӗм пуҫланать» (Иак. 1:14, 15). Ҫын хӑйӗн чӗринче аскӑн шухӑша аталанма парать пулсан, хӑҫан та пулин вӑл ҫылӑх тӑватех. Ҫавӑнпа пирӗн ҫакӑн пек шухӑшсене сирсе ямалла.
Таса мар шухӑшсем пуҫра явӑнма пуҫласан, вӗсене сирсе ярас тесе тӳрех мӗн те пулин тӑвӑр. Иисус ҫапла каланӑ: «Сана аллу е уру илӗртет пулсан, касса ывӑтса яр ӑна... эхер те сана куҫу илӗртет пулсан, кӑларса ывӑтса яр ӑна» (Матф. 18:8, 9). Иисус хамӑра амантмалла тесе каламан. Вӑл ҫак тӗслӗхпе усӑ курса хамӑра такӑнтарма пултаракан япаласенчен пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тата пӗр иккӗленмесӗр хӑтӑлмалла тесе палӑртнӑ. Порнографи пӑхас тӗлӗшрен ҫак канаш мӗнле пулӑшма пултарать?
Куҫ тӗлне мӗнле те пулин киревсӗр ӳкерчӗк тухса тӑрсан, ҫакӑ сирӗн ҫине витӗм кӳмӗ тесе ан шутлӑр. Тӳрех урӑх еннелле пӑхӑр. Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр телевизора, компьютера е телефона сӳнтерӗр. Мӗн те пулин лайӑххи ҫине пӑхӑр. Ҫапла тусан эсир япӑх шухӑшсене сирсе яратӑр тата тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑма хӑвӑр ҫине витӗм кӳме памастӑр.
ИРСӖР ӲКЕРЧӖКСЕМ КУҪ УМНЕ ТУХСА ТӐРСАН
Эсир порнографи пӑхма чарӑннӑ пулсан та вӑхӑтран вӑхӑта унччен курнӑ ирсӗр ӳкерчӗксем куҫ умне тухса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне мӗн тумалла? Киревсӗр ӳкерчӗксем тата ирсӗр шухӑшсем пирӗн ӑс-тӑна тарӑн кӗрсе
ларма тата кӗтмен ҫӗртен аса килме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне мӗн те пулин таса маррине — сӑмахран, мастурбаци — тӑвас килме пултарать. Ҫавӑнпа та таса мар шухӑшсем сасартӑк ҫуралма пултарнине асра тытӑр тата вӗсемпе кӗрешме хатӗр пулӑр.Шухӑшсемпе ӗҫсем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑр. Павел апостол пек пулма тӑрӑшӑр, вӑл вара хӑйӗн пирки ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ ӳтӗме чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп» (1 Кор. 9:27). Таса мар кӑмӑл-туртӑм сире ан пӑхӑнтартӑр. Библире каланӑ пек тӑвӑр: «Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр» (Рим 12:2). Асра тытӑр: ӳт хыҫҫӑн кайни телей кӳмест. Телейлӗ пулас тетпӗр пулсан пирӗн шухӑшсемпе ӗҫсен Турра юрӑхлӑ пулмалла.
Ӳт хыҫҫӑн кайни телей кӳмест. Телейлӗ пулас тетпӗр пулсан пирӗн шухӑшсемпе ӗҫсен Турра юрӑхлӑ пулмалла
Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене астуса юлма тӑрӑшӑр, сӑмахран Псалом 118:37, Исаия 52:11, Матфей 5:28, Эфес 5:3, Колоссӑ 3:5, 1 Фессалоника 4:4—8. Ҫак сӑвӑ йӗркисем сире порнографи ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тата вӑл сирӗнтен мӗн кӗтнине курма пулӑшӗҫ. Тӗрӗс мар шухӑшсем ҫуралсанах ҫак сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшлӑр.
Порнографи пӑхма е ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама чарӑнаймастӑр пулсан мӗн тумалла? Иисус Христос пек пулма тӑрӑшӑр (1 Петр 2:21). Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Сатана ӑна илӗртме пуҫланӑ. Иисус мӗн тунӑ? Вӑл парӑнман. Сатана илӗртнӗ чухне вӑл ӑна хирӗҫ тӑрас тесе кашнинче Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсене каланӑ. «Кай Ман патӑмран, шуйттан»,— тенӗ вӑл, Сатана вара ун патӗнчен кайнӑ. Иисус Сатанана хирӗҫ тӑма чарӑнман, сирӗн те ҫавӑн пекех тумалла (Матф. 4:1—11). Сатана тата вӑл хӑйӗн аллинче тытса тӑракан тӗнче малалла та сире ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлаттарма тӑрӑшӗҫ, анчах та ан парӑнӑр. Иегова пулӑшнипе эсир ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерме пултаратӑр.
ИЕГОВӐНА КӖЛТӐВӐР, ӐНА ИТЛӖР
Пӗрмаях Иеговӑна кӗлтӑвӑр тата унран пулӑшу ыйтӑр. Павел ҫапла каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Флп. 4:6, 7). Турӑ паракан канӑҫлӑх сире тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӗрешме пулӑшӗ. Эсир Турӑ патне ҫывхаратӑр пулсан, «Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иак. 4:8).
Сатанан кирек мӗнле танатинчен те хӳтӗлекен чи лайӑх май вӑл — Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетни. «Ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ [Сатана] килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ!» — тенӗ Иисус (Иоанн 14:30, ҪХ). Мӗншӗн Иисус ҫакӑн пек ҫирӗппӗн калама пултарнӑ? Вӑл ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Мана Яраканӗ Манпа пӗрлех; Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине тӑватӑп, ҫавӑнпа Аттем Мана пӗччен хӑвармарӗ» (Иоанн 8:29). Эсир Иеговӑна яланах савӑнтарма тӑрӑшатӑр пулсан, вӑл сире нихӑҫан та хӑвармӗ. Порнографирен пӑрӑнӑр, вара эсир Сатанан ҫак танатине кӗрсе ӳкместӗр.