20-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнисене йӑпатни
«Кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ... пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» (2 КОР. 1:3, 4).
134-МӖШ ЮРӐ Ачасем — Турӑ панӑ еткер
ҪАК СТАТЬЯРА *
1, 2. а) Пире пурне те йӑпатни кирлине тата пирӗнтен кашни ыттисене йӑпатма пултарнине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать? ӑ) Хӑш-пӗр ачасен мӗн тӳсме тивнӗ?
ПИРЕ пурне те йӑпатни кирлӗ тата эпир хамӑр та ыттисене йӑпатма пултаратпӑр. Сӑмахран, ача ӳксе чӗркуҫҫине шӑйӑрса пӑрахсан макӑрма пуҫлать те амӑшӗ е ашшӗ патне чупать. Амӑшӗ е ашшӗ сурана тӳрех тӳрлетме пултараймаҫҫӗ пулсан та, вӗсем ачана йӑпатма пултараҫҫӗ. Вӗсем ачаран мӗн пулнӑ тесе ыйтаҫҫӗ, унӑн куҫҫулӗсене шӑлса типӗтеҫҫӗ, ӑна ыталаҫҫӗ, ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем калаҫҫӗ, ҫавӑн пекех сурана тасатса ҫыхса яраҫҫӗ. Акӑ ӗнтӗ, ача макӑрма пӑрахать те каллех выляма чупать. Вӑхӑт иртсен вара суранӑн йӗрӗ те юлмасть.
2 Анчах ачасен чылай пысӑк сурансем пулма пултараҫҫӗ: хӑш-пӗр ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртеҫҫӗ. Пӗрисен, тен, ҫакна пӗр хут тӳсме тивнӗ, теприсен вара — темиҫе ҫул хушши. Кирек мӗнле пулсан та, ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ачасен чунӗнче тарӑн суран хӑварать. Хӑш-пӗр чухне мӑшкӑлҫӑна тытаҫҫӗ те тӗрмене лартаҫҫӗ. Тепӗр чухне вара унӑн наказанирен пӑрӑнма май килет. Мӑшкӑлҫӑна тӳрех наказани парсан та, мӑшкӑлланӑ ача ҫитӗнсе ҫитсен те асапланма пултарать.
3. 2 Коринф 1:3, 4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова мӗн тӑвасшӑн? Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
3 Кама ача чухне ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ тата кам ҫавӑншӑн халӗ те асапланать, ҫав христиансене мӗнле пулӑшмалла? (2 Коринф 1:3, 4 вуласа парӑр.) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем юратнине туйччӑр тата йӑпату илччӗр тет, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене питӗ кирлӗ. Айтӑр ҫак виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар: 1) Кама ача чухне ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ, ҫавсене мӗншӗн йӑпатмалла? 2) Вӗсене кам йӑпатма пултарать? 3) Ҫавна мӗнле тума пулать?
МӖНШӖН ЙӐПАТМАЛЛА?
4, 5. а) Аслисемпе танлаштарсан, ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ачасем ҫине урӑхла витӗм кӳнине мӗншӗн асра тытмалла? ӑ) Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ачасем ыттисене шанасси ҫине мӗнле пӑхма пуҫлаҫҫӗ?
4 Кама ача чухне ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ, ҫавсенчен хӑш-пӗрисене нумай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн та йӑпатмалла. Мӗншӗнне ӑнланас тесен ҫакна асра тытмалла: аслисемпе танлаштарсан, ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ачасем ҫине урӑхла витӗм кӳрет. Хӑш-пӗр сӑлтавсене пӑхса тухар.
5 Ачасене хӑйсене кам пӑхса ӳстерет тата вӗсемшӗн кам тӑрӑшать, ҫавсемпе ҫывӑх пулни тата вӗсене шанни кирлӗ. Ҫакна пула вӗсем хӑйсене хӳтлӗхре туяҫҫӗ тата вӗсем хӑйсене юратакан ҫынсене шанма вӗренеҫҫӗ. Шел те, ытларах чухне ачасене хӑйсен килӗсенче ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртеҫҫӗ. Час-часах ҫавна ҫемьери ҫынсем е ҫемье тусӗсем тӑваҫҫӗ. Ҫавна пула ачасем ыттисене шанма пӑрахма пултараҫҫӗ.
6. Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни ачасене мӗнле сиен кӳрет?
6 Ачасем хӑйсене хӳтӗлеме пултараймаҫҫӗ. Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни — хӑрушӑ преступлени. Мӑшкӑлҫӑ ачана вӑл ҫитӗннӗ ҫын пулса ҫитиччен, урӑхла каласан, мӑшӑрланса арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑнма хатӗр пуличчен, ар ҫыхӑнӑвне кӗртнипе ӑна питӗ пысӑк сиен кӳрет. Ҫакна пула ача секс ҫине тӗрӗс мар пӑхма пуҫлать, хӑй пирки ниме тӑман ҫын теме тата ыттисене шанма пӑрахма пултарать.
7. а) Мӑшкӑлҫӑна ачана улталама мӗншӗн ҫӑмӑл тата вӑл ҫавна мӗнле тума пултарать? ӑ) Вӑл суйса калани мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?
7 Аслисемпе танлаштарсан, ачасем пулса иртекен ӗҫсене йӑлтах ӑнланма, тӗрӗс йышӑнусем тума тата хӑрушлӑхсенчен пӑрӑнма пултараймаҫҫӗ (1 Кор. 13:11). Ҫавӑнпа мӑшкӑлҫӑна ачана улталама ҫӑмӑл. Вӑл ачана эсӗ хӑв айӑплӑ, ҫакӑ пирӗн вӑрттӑнлӑх, ҫавӑн ҫинчен кама та пулин каласа парсан сана никам та ӗненмӗ тата пулӑшмӗ тесе калама пултарать. Е вӑл ҫитӗннӗ ҫынсем тата ачасем ар хутшӑнӑвне кӗнипе пӗр-пӗрне юратнине кӑтартаҫҫӗ теме пултарать. Мӑшкӑлҫӑ каланӑ сӑмахсем суя пулнине ача, тен, нумай ҫул иртсен ҫеҫ ӑнланӗ. Мӗн пулса иртнине пула ача хӑйӗн пирки эпӗ ниме тӑман ҫын, таса мар, ыттисем юратнине тата йӑпатнине тивӗҫлӗ мар текен шухӑшсемпе ҫитӗнме пултарать.
8. Мӗншӗн Иегова асапланакансене йӑпатма пултарни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр?
8 Ача чухне ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни чылайччен асаплантарни пире тӗлӗнтермест. Ҫак хӑрушӑ преступлени пӗтӗм тӗнчипе сарӑлни эпир юлашки кунсенче пурӑннине ҫирӗплетсе парать: ҫемьере пӗр-пӗрне юратмаҫҫӗ тата «усал ҫынсемпе ултавҫӑсенӗн усал ӗҫӗсем ӑнса» пыраҫҫӗ (2 Тим. 3:1—5, 13). Сатанан меслечӗсем — тискер меслетсем, ҫавӑнпа ҫынсем Шуйттан кӑмӑлне каякан ӗҫсене туни питӗ хурлантарать. Анчах Иегова Сатанаран та, ун майлисенчен те чылай вӑйлӑрах. Сатана мӗн тунине Турӑ курсах тӑрать. Иегова эпир мӗнле асапланнине пӗлни пирки тата вӑл пире йӑпатма пултарни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Иеговӑшӑн ӗҫлени пире питӗ пысӑк савӑнӑҫ парать, мӗншӗн тесен вӑл — «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ... Хӑй хамӑра лӑплантарнӑ пек, тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» (2 Кор. 1:3, 4). Кама йӑпату кирлӗ, ҫавсене Иегова камсем урлӑ пулӑшать?
КАМ ЙӐПАТМА ПУЛТАРАТЬ?
9. Псалом 26:10-мӗшӗ тӑрӑх, кама ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртесрен ашшӗ-амӑшӗ хӳтӗлемен, ҫавсемшӗн Иегова мӗнле тӑрӑшать?
9 Уйрӑмах кама йӑпатмалла? Кама ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртесрен ашшӗ-амӑшӗ хӳтӗлемен тата кама ҫывӑх ҫынни мӑшкӑлланӑ. Псалом юрлакан Давид Иегова яланах йӑпатма пултарнине пӗлнӗ. (Псалом 26:10 вуласа парӑр.) Давид ҫакна та ӗненнӗ: кампа ҫемьере япӑх тытнӑ, Иегова ҫавсемшӗн Атте пулса тӑрать. Иегова вӗсене мӗнле йӑпатать? Вӑл хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракансем урлӑ йӑпатать. Пухури тӑвансем — пирӗн ҫемье. Пӗррехинче Иисус ҫапла каланӑ: «Кам Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать» (Матф. 12:48—50).
10. Павел хӑй старейшина пулса ӗҫлени пирки мӗн ҫырнӑ?
10 Христиансен пухӑвӗ хӑш тӗлӗшрен ҫемье пек пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Павел апостол Турра шанчӑклӑ та ӗҫчен старейшина пулнӑ. Вӑл ыттисене питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ тата Турӑ ӑна христиансем патне ҫапла ҫырма хавхалантарнӑ: «Эпӗ Христос пек пулма тӑрӑшатӑп, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр» (1 Кор. 11:1). Павел хӑй старейшина пулса ӗҫлени пирки мӗн ҫырнине асӑрхӑр-ха: «Эпир сирӗн хушшӑрта йӑваш пултӑмӑр, ӗмӗртекен амӑшӗ ачисене юратса пӑхнӑ пек, эпир те сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшрӑмӑр» (1 Фес. 2:7). Хальхи вӑхӑтра старейшинӑсем, юратакан амӑшӗ пекех, кама йӑпату кирлӗ, ҫавсене Библири сӑмахсемпе ыррӑн йӑпатаҫҫӗ.
11. Мӗншӗн старейшинӑсем кӑна мар йӑпатма пултараҫҫӗ теме пулать?
11 Кама ача чухне ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне 1 Фес. 4:18). Иеговӑна хытӑ ӗненекен христианкӑсем асапланакан хӗрарӑм тӑвансене питӗ пысӑк пулӑшу пама пултараҫҫӗ. Интереслӗ те, Иегова хӑйне ывӑлне йӑпатакан амӑшӗпе танлаштарнӑ (Ис. 66:13). Библире ыттисене йывӑр вӑхӑтра йӑпатнӑ хӗрарӑмсем ҫинчен те каланӑ (Иов 42:11). Христианкӑсем асапланакан хӗрарӑм тӑвансене пулӑшнине курса Иегова питӗ савӑнать! Хӑш-пӗр чухне старейшинӑсем хытӑ ӗненекен христианкӑна ҫакӑн пек хӗрарӑм тӑвана пулӑшма ыйтаҫҫӗ *.
кӗртнӗ, ҫавсене старейшинӑсем кӑна йӑпатма пултараҫҫӗ-и? Ҫук. Пирӗн пурин те ҫакна тумалла (МӖНЛЕ ЙӐПАТМА ПУЛАТЬ?
12. Пирӗн мӗн тумалла мар?
12 Паллах, тӑвансене пулӑшнӑ чухне пирӗн вӗсен мӗн ҫинчен калас килмест, ҫавӑн ҫинчен ыйтмалла мар (1 Фес. 4:11). Апла, кама йӑпату кирлӗ, ҫавсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Айтӑр Библири пилӗк канаша пӑхса тухар.
13. 3 Патшасен 19:5—8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иеговӑн ангелӗ Илияна мӗнле пулӑшнӑ тата ҫав ангелран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
13 Ӗҫпе пулӑшӑр. Илия пророк хӑйне вӗлерес текенсенчен тарнӑ чухне хуйха ӳкнӗ пулнӑ, ҫавна пула унӑн вилес те килнӗ. Иегова ун патне хӑйӗн хӑватлӑ ангелне янӑ. Ангел вара Илияна ҫав вӑхӑтра мӗн кирлӗ пулнӑ, ҫавна панӑ. Вӑл пророк валли вӗри апат хатӗрленӗ те ҫиме сӗннӗ. (3 Патшасен 19:5—8 вуласа парӑр.) Ҫак тӗслӗх пире питӗ кирлӗ чӑнлӑха вӗрентет: хӑш-пӗр чухне пӗчӗк ӗҫ те ҫынна питӗ пулӑшма пултарать. Эпир апат хатӗрлеме, пӗчӗк парне парнелеме е открытка ҫырса пама пултаратпӑр — ҫаксем хуйха ӳкнӗ тӑвана эпир ӑна юратнине тата уншӑн тӑрӑшнине курма пулӑшӗҫ. Тӑванпа унӑн туйӑмӗсем ҫинчен калаҫма йывӑр пулсан та, ҫав-ҫавах эпир ӑна ҫакӑн пек ӗҫсемпе пулӑшма пултаратпӑр.
14. Илияпа мӗн пулса иртни пире мӗне вӗрентет?
14 Вӗсене лӑпкӑ та хӳтлӗхре туйма пулӑшӑр. Илияпа мӗн пулса иртни пире тата тепӗр япалана вӗрентет. Иегова ӑна вӑрӑм ҫула утса тухма, Хорив тӑвӗ патне ҫитме, тӗлӗнмелле майпа пулӑшнӑ. Илия ҫав аякри вырӑнта, Иегова ӗлӗк хӑйӗн халӑхӗпе килӗшӳ тунӑ вырӑнта, хӑйне тинех хӳтлӗхре туйнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тӑшманӗсем ӑна унта сиен кӳме пултарайман. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ ҫынна йӑпатас тетпӗр пулсан, чи малтан пирӗн ӑна хӑйне лӑпкӑ та хӳтлӗхре туйма пулӑшмалла. Сӑмахран, старейшинӑсен ҫакна асра тытмалла: пӗрисене вӗсемпе Патшалӑх залӗнче мар, килте чей ӗҫсе ларнӑ чухне калаҫма ҫӑмӑлтарах, теприсене вара — Патшалӑх залӗнче.
15, 16. Ҫынна тимлӗ итлени шутне мӗн-мӗн кӗрет?
15 Вӗсене тимлӗ итлӗр. Библире ҫакӑн пек канаш панӑ: «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр» (Иак. 1:19). Эпир тимлӗ итлеме пӗлетпӗр-и? Ҫынна тимлӗ итлес тесен пирӗн унпа юнашар лармалла, ун ҫине пӑхмалла тата чӗнмесӗр итлемелле тесе шутлама пултаратпӑр. Тӗрӗссипе каласан вара, ҫакӑ ҫителӗклӗ мар. Сӑмахран, Илия хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне Иегова ӑна тимлӗ итленӗ. Иегова Илия хӑранине, вӑл хӑйне пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйнине тата хӑй тунӑ ӗҫсенчен ним усси те ҫук тесе шутланине ӑнланнӑ. Турӑ ӑна ҫав туйӑмсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Вӑл Илияна ӑнланнине кӑтартнӑ (3 Патш. 19:9—11, 15—18).
16 Кам та пулин хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне эпир ӑна ӑнланнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Хӑш-пӗр чухне темиҫе ӑшӑ сӑмах калани те ҫителӗклӗ. Эсир ҫапла калама пултаратӑр: «Ҫакӑ чуна питӗ хытӑ ыраттарать. Ачасемпе ҫапла тытни ҫинчен илтме питӗ хӗн». Каласа паракана тӗрӗс ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлес тесе хӑш чухне пӗр-ик ыйту пама пулать. Сӑмахран, ҫапла ыйтма пулать: «Ҫакӑнпа эсӗ мӗн каласшӑн пулнине ӑнлантарса параймастӑн-ши?» е «Эсӗ ҫакна каласан, эпӗ ҫакӑн пек шутларӑм... Эпӗ тӗрӗс ӑнлантӑм-и?» Ҫынна ҫакӑн пек сӑмахсем каласан вӑл хӑйне тимлӗ итленине тата ӑнланма тӑрӑшнине курма пултарӗ (17. Мӗншӗн ҫынна тӳсӗмлӗ пулса тата пӳлмесӗр итлемелле?
17 Ҫынна итленӗ чухне унӑн шухӑшӗсене тӳрлетес е канаш парас тесе ӑна ан пӳлӗр. Тӳсӗмлӗ пулӑр! Илия Иеговӑна хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ чухне кӳрентерекен сӑмахсем каланӑ. Каярахпа Иегова Илиян ӗненӗвне ҫирӗплетсен, пророк хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне каллех ҫав сӑмахсене каланӑ (3 Патш. 19:9, 10, 13, 14). Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Ҫын пире хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен ҫине-ҫинех каласа панӑ чухне пирӗн Иегова пекех тӳсӗмлӗ пулса ӑна итлемелле. Йывӑрлӑха мӗнле татса парасси пирки калас вырӑнне ӑна хӗрхеннине тата ӑнланнине кӑтартни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ (1 Петр 3:8).
18. Мӗншӗн пӗрле кӗлтуни хуйха ӳкнӗ ҫынна йӑпатма пултарать?
18 Вӗсемпе пӗрле кӗлтӑвӑр. Хуйха ӳкнӗ ҫынна кӗлтума йывӑр пулма пултарать. Тен, ҫын хӑй пирки эпӗ Иеговӑпа калаҫма тивӗҫлӗ мар тесе шутлать. Ҫакӑн пек ҫынна йӑпатас тетпӗр пулсан ӑна пӗрле кӗлтума сӗнме пулать. Кӗлтунӑ чухне эпир унӑн ятне асӑнма пултаратпӑр. Ҫак ҫынна эпир те, пуху та хытӑ Иак. 5:16).
юратни ҫинчен Иеговӑна калама пулать. Ҫавӑн пекех Иеговӑран хӑйӗн хаклӑ ӗҫлекенне лӑпланма пулӑш тата йӑпат тесе ыйтма пултаратпӑр. Ҫакӑн пек кӗлӗсем унӑн чун ыратӑвне пусарма пултараҫҫӗ (19. Ҫынна йӑпатакан сӑмахсене тупма пире мӗн пулӑшӗ?
19 Вӗсене йӑпатма пултаракан сӑмахсем калӑр. Мӗн те пулин калас умӗн шухӑшлӑр. Шухӑшламасӑр каланӑ сӑмахсем амантма пултараҫҫӗ, ырӑ сӑмахсем вара сиплеҫҫӗ (Ытар. 12:18). Ҫавӑнпа Иеговӑна ырӑ та йӑпатакан сӑмахсем тупма пулӑш тесе кӗлтӑвӑр. Асра тытӑр: Библире ҫырса панӑ Иеговӑн сӑмахӗсенчен витӗмлӗрех сӑмахсем ҫук (Евр. 4:12).
20. Кама ача чухне ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ, ҫав тӑвансем хӑйсем пирки мӗн шутлама пултараҫҫӗ тата вӗсене мӗнле пулӑшма пулать?
20 Кама ача чухне ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ, ҫавсем хӑйсем пирки таса мар, ниме тӑман ҫын е мана никам та юратмасть, юратма та пултараймасть тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ҫакӑ пачах тӗрӗс мар! Библипе усӑ курса Иегова вӗсене питӗ хытӑ юратни ҫинчен аса илтерӗр. («Сӑваплӑ Ҫыру йӑпатать» рамкӑна пӑхӑр.) Вӑйсӑрланса ҫитнӗ тата хуйха ӳкнӗ Даниил пророка Туррӑн ангелӗ мӗнле пулӑшни ҫинчен аса илӗр-ха. Иеговӑшӑн Даниил хаклӑ ҫын пулнӑ, вӑл пророк ҫавӑн ҫинчен пӗлтӗр тенӗ (Дан. 10:2, 11, 19). Пирӗн асапланакан тӑвансем те Иеговӑшӑн питӗ хаклӑ!
21. Кам хӑйӗн усал ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмест, ҫавсемпе пуринпе те мӗн пулать тата ҫав вӑхӑт ҫитиччен эпир мӗн тума пултаратпӑр?
21 Ыттисене йӑпатнӑ чухне эпир Иегова вӗсене юратни ҫинчен аса илтерсе тӑратпӑр. Ҫавӑн пекех Иегова тӗрӗс суд тӑвакан Турӑ пулнине пирӗн яланах асра тытмалла. Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ кашни ҫын ҫинчен Иегова пӗлет. Иегова йӑлтах курса тӑрать тата кам хӑйӗн усал ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмест, ҫавсене вӑл наказани паратех (Йыша шутл. 14:18). Хальлӗхе вара кама ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ, ҫавсене пирӗн йӑпатмалла тата пулӑшмалла. Сатанапа унӑн тӗнчи ҫынсен чӗрисенче хӑварнӑ сурансене пурне те Иегова сиплет. Ҫакна пӗлни пире питӗ йӑпатать! Кӗҫех асаплантаракан асаилӳсем аса та килмӗҫ, чӗрене те таврӑнмӗҫ (Ис. 65:17).
109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар
^ 5 абз. Кама ача чухне ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ, ҫавсем чылай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн та асапланма пултараҫҫӗ. Мӗншӗнне пире ҫак статья ӑнланма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнисене кам йӑпатма пултарни ҫинчен пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, вӗсене мӗнле йӑпатма пултарнине те сӳтсе явӑпӑр.
^ 11 абз. Кама ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ, ҫав ҫын тухтӑр патне каяссипе каймасси пирки хӑй йышӑну тӑвать.