Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Шыва кӗме мана мӗн чӑрмантарать?

Шыва кӗме мана мӗн чӑрмантарать?

«Вӗсем Филиппала иккӗшӗ шыв хӗррине аннӑ; Филипп ӑна тӗне [е шыва] кӗртнӗ» (АП. ӖҪ. 8:38).

52-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫа Турра халаллани

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Адампа Ева мӗн ҫухатнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

КАМӐН мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине калама право пур? Адампа Ева ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ҫинипе Иеговӑна та, вӑл панӑ нормӑсене те ним вырӑнне хуманнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Вӗсем мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки хӑйсем йышӑну тӑвасшӑн пулнӑ (Пулт. 3:22). Анчах ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсем хӑйсемпе Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсен ачисем ҫине ҫылӑхпа вилӗм куҫнӑ (Рим 5:12). Адампа Ева тунӑ йышӑну нумай хуйхӑ илсе килнӗ.

Эфиопи ҫынни Иисус Христоса ӗненсен тӳрех шыва кӗрес тенӗ (2, 3 абзацсене пӑхӑр.)

2, 3. а) Филипп Эфиопи ҫыннине ырӑ хыпар пӗлтерсен, ҫав ҫын мӗн тунӑ? ӑ) Шыва кӗрсен эпир мӗнле пиллӗхсем илетпӗр? Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

2 Халӗ вара Филипп Эфиопи ҫыннине ырӑ хыпар пӗлтерсен, ҫав ҫын мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫав ҫын хӑйӗншӗн Иеговӑпа Иисус мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа тӳрех шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 8:34—38). Хамӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗнипе эпир мӗн кӑтартатпӑр? Эпир Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулнине, Иеговӑна шаннине тата унӑн кӑна мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине калама право пуррине йышӑннине кӑтартатпӑр.

3 Иеговӑшӑн ӗҫленӗ май эпир мӗнле пиллӗхсем илни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Турӑ Адампа Ева мӗн ҫухатнине пурне те, ҫав шутрах ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая та, тавӑрса пама сӑмах парать. Иисус Христоса ӗненнине пула Иегова пирӗн йӑнӑшсене каҫарать тата пире таса совесть парать (Матф. 20:28; Ап. ӗҫ. 10:43). Унсӑр пуҫне, эпир Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен тӑракан ҫемьери ҫынсем пулса тӑратпӑр (Иоанн 10:14—16; Рим 8:20, 21). Турӑшӑн ӗҫлени ҫакӑн пек пиллӗхсем кӳни уҫҫӑн курӑнать, ҫав-ҫавах Иеговӑна пӗлнӗ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем Эфиопи ҫынни тунӑ утӑма тума хӑраҫҫӗ. Шыва кӗме вӗсене мӗн чӑрмантарма пултарать? Ҫав йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермелле?

ШЫВА КӖМЕ ЧӐРМАНТАРАКАН ЙЫВӐРЛӐХСЕМ

Шыва кӗме чӑрмантаракан йывӑрлӑхсем

Иккӗленни (4—5 абзацсене пӑхӑр.) *

4, 5. Эйвери тата Ханна мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

4 Иккӗленни. Эйвери ятлӑ ҫамрӑк арҫын ача Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ҫитӗннӗ. Унӑн юратакан ашшӗне лайӑх старейшина пек пӗлеҫҫӗ. Ҫав-ҫавах Эйвери шыва кӗме васкаман. Мӗншӗн? Вӑл акӑ мӗн калать: «Эпӗ атте пек пулаймастӑп тесе шутланӑ». Ҫавӑн пекех хӑйне тивӗҫлӗхсем шанса парсан, ҫавсене туса тӑраймастӑп пулӗ тесе иккӗленнӗ. «Эпӗ хамран пурин умӗнче кӗлтума, доклад туса пама е ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттерме ыйтасран хӑраттӑмччӗ»,— каласа парать Эйвери.

5 18 ҫулхи Ханна ятлӑ хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ Иегова Свидетелӗсем, ҫапах та вӑл Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнаймастӑп пулӗ тесе иккӗленнӗ. Мӗншӗн унӑн ҫавӑн пек шухӑшсем пулнӑ? Ханна хӑй пирки ниме тӑман ҫын тесе шутланӑ. Хӑш-пӗр чухне туйӑмсем питӗ йывӑр пулнӑран вӑл хӑйне хӑй юри суранлатнӑ, анчах ҫавна пула вӑл хӑйне тата япӑхрах туйнӑ. Ханна каласа парать: «Ҫакӑн ҫинчен эпӗ никама та, аттепе аннене те, каласа паман. Иегова мана хӑйӗн ӗҫлекенӗсем хушшинче курасшӑн мар тесе шутланӑ эпӗ».

Туссем витӗм кӳни (6-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

6. Ванессӑна шыва кӗме мӗн чӑрмантарнӑ?

6 Туссем витӗм кӳни. 22 ҫулхи Ванесса каласа парать: «Манӑн ҫывӑх тус пурччӗ, пирӗн туслӑх 10 ҫул патнелле тӑсӑлчӗ». Ванесса шыва кӗме шут тытсан унӑн тусне ҫакӑ килӗшмен. Ванесса питӗ куляннӑ, вӑл каласа парать: «Мана ҫынсемпе туслашма питӗ йывӑр, ҫавӑнпа та унпа туслашма пӑрахсан эпӗ урӑх нихӑҫан та ҫавӑн пек тус тупаймӑп тесе пӑшӑрханаттӑмччӗ».

Йӑнӑш тӑвасран хӑрани (7-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

7. Макейла мӗнрен хӑранӑ тата мӗншӗн?

7 Йӑнӑш тӑвасран хӑрани. Макейла ятлӑ хӗр пилӗк ҫулта пулнӑ чухне унӑн пиччӗшне пухуран кӑларса янӑ. Ӳснӗҫемӗн вӑл хӑйӗн пиччӗшӗ мӗн туни ашшӗпе амӑшне хытӑ кулянтарнине курнӑ. Макейла каласа парать: «Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн йӑнӑш тусассӑн мана пухуран кӑларса ярасран тата эпӗ аттепе аннене питӗ хытӑ кулянтарасран хӑраттӑмччӗ».

Хирӗҫ тӑрасран хӑрани (8-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

8. Майлз мӗнрен хӑранӑ?

8 Хирӗҫ тӑрасран хӑрани. Майлз ятлӑ ҫамрӑкӑн ашшӗпе амӑшӗ уйрӑлнӑ. Унӑн ашшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлет, амӑшӗ вара ҫук. Майлз каласа парать: «Эпӗ аннепе 18 ҫула ҫитиччен пурӑннӑ, хам шыва кӗресшӗн пулни ҫинчен ӑна калама хӑранӑ. Атте Иегова Свидетелӗ пулма шут тытсан анне питӗ хирӗҫ пулнӑччӗ, ҫавӑнпа мана та чӑрмантарӗ тесе шутлаттӑмччӗ».

ҪАК ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ҪӖНТЕРМЕ СИРЕ МӖН ПУЛӐШӖ?

9. Иегова мӗн тери тӳсӗмлӗ те юратакан Турӑ пулнине пӗлни сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ?

9 Адампа Ева Иеговӑран пӑрӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑна хытӑ юратман. Ҫакна пӑхмасӑрах Иегова вӗсене пӗр вӑхӑт хушши пурӑнма, ачасем ҫуратма тата вӗсене хӑйсем шутланӑ пек пӑхса ӳстерме ирӗк панӑ. Адампа Ева Иеговӑна пӑхӑнмасӑр пурӑнма шут тытнипе ӑссӑрла хӑтланни кӗҫех уҫҫӑн курӑннӑ. Вӗсен аслӑ ывӑлӗ хӑйӗн пӗр айӑпсӑр шӑллӗне вӗлернӗ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара ҫынсем татах та усалланса, хаярланса кайнӑ (Пулт. 4:8; 6:11—13). Ҫапах та Иегова Адампа Евӑн тӑхӑмӗсене — кам уншӑн ӗҫлес тет, ҫавсене пурне те — ҫӑлӑнма май уҫса панӑ (Иоанн 6:38—40, 57, 58). Иегова мӗн тери тӳсӗмлӗ те юратакан Турӑ пулнине пӗлсе пырсан эсир ӑна хытӑрах юратма пуҫлатӑр. Сирӗн Адампа Ева суйласа илнӗ ҫултан пӑрӑнас тата хӑвӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халаллас кӑмӑл ҫуралӗ.

Ҫак йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме сире мӗн пулӑшӗ?

(9—10 абзацсене пӑхӑр.) *

10. Мӗншӗн Псалом 18:8-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшлани сире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшма пултарать?

10 Иегова ҫинчен малалла та пӗлсе пырӑр. Иегова ҫинчен пӗлсе пынӑ май эсир уншӑн ӗҫлеме пултарнипе пултарайманни пирки иккӗленме пӑрахатӑр. Унччен асӑннӑ Эйвери акӑ мӗн калать: «Псалом 18:8-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫинчен шухӑшланине пула эпӗ хӑрама пӑрахрӑм». (Вуласа парӑр.) Эйвери Иегова хӑйӗн сӑмахне тытнине хӑй куҫӗпе курнӑ та Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫланӑ. Иеговӑна юратни хӑранине ҫӗнтерме пулӑшать кӑна мар, чи малтан Иегова ҫинчен тата ӑна юрас тесе мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлама та хавхалантарать. Ханнӑна аса илер, вӑл калать: «Хам тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: хама суранлатнӑ чухне эпӗ Иеговӑн чӗрине те ыраттарнӑ» (1 Петр 5:7). Ханна Турӑ Сӑмахӗнчен мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑма пуҫланӑ (Иак. 1:22). Ҫакӑ ӑна мӗнле пулӑшнӑ? Вӑл калать: «Иегова мӗн тума хушнине туса тӑни хама усӑ панине курсан эпӗ Турра хытӑрах юратма пуҫларӑм. Хама пулӑшу кирлӗ чухне Иегова мана пулӑшасси пирки халӗ эпӗ пӗртте иккӗленместӗп». Ханна хӑйне суранлатас йӑлана ҫӗнтернӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ та шыва кӗнӗ.

(11-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

11. Ванесса лайӑх туссем мӗнле тупнӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

11 Туссене тӗрӗс суйласа илӗр. Вӑхӑт иртсен унччен асӑннӑ Ванесса хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама тусӗ чӑрмантарнине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа Ванесса унпа туслашма пӑрахнӑ та ҫӗнӗ туссене пухура шырама тытӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна Нойпа унӑн ҫемйин тӗслӗхӗ питӗ пулӑшнӑ. Ванесса каласа парать: «Вӗсем Иеговӑна юратман ҫынсем хушшинче пурӑннӑ, анчах вӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ». Ванесса шыва кӗнӗ те пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл халӗ акӑ мӗн калать: «Ҫавна пула эпӗ хамӑн пухура кӑна мар, ытти пухусенче те лайӑх туссем тупрӑм». Эсир те Иегова шанса панӑ ӗҫе туллин туса тӑратӑр пулсан, лайӑх туссем тупма пултаратӑр (Матф. 24:14).

(12—15 абзацсене пӑхӑр.) *

12. Адампа Ева мӗн тума вӗренсе ҫитмен тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

12 Хӑранине ҫӗнтерӗр. Эпир Иеговӑна хисеплетпӗр пулсан, ӑна килӗшмен ӗҫсене тумӑпӑр (Пс. 110:10). Адампа Ева Турра ҫавӑн пек хисеплеме вӗренсе ҫитмен, ҫавӑнпа ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Ҫавна тунӑ хыҫҫӑн вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ — вӗсем хӑйсем ҫылӑхлӑ пулса тӑнине ӑнланса илнӗ. Адампа Ева хӑйсен ачисене ҫылӑхпа вилӗм кӑна пама пултарнӑ. Хӑйсем мӗн туса хунине ӑнланса илсен вӗсем ҫарамас пулнишӗн намӑсланнӑ, вара смоква йывӑҫӗн ҫулҫисене сыпа-сыпа ҫӗлесе пилӗкрен ҫакса янӑ (Пулт. 3:7, 21).

13, 14. а) 1 Петр 3:21-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн вилессинчен питӗ хытӑ хӑрамалла мар? ӑ) Иеговӑна юратма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?

13 Вилессинчен вара пирӗн питӗ хытӑ хӑрамалла мар. Пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пултӑр тесе Иегова нумай мӗн тунӑ. Эпир ҫылӑх тусассӑн ҫавӑншӑн ӳкӗнетпӗр пулсан, ҫавӑн пекех Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн парне пек панине ӗненетпӗр пулсан, Иегова пире каҫарӗ. Хамӑрӑн ӗненӗве кӑтартмалли майсенчен пӗри вӑл — хамӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗни. (1 Петр 3:21 вуласа парӑр.)

14 Иеговӑна юратма пирӗн нумай сӑлтав пур. Вӑл кашни кун пире савӑнӑҫ кӳрекен япаласем парать. Ҫавӑн пекех вӑл пире хӑйӗн ҫинчен тата хӑй мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен чӑнлӑха уҫса парать (Иоанн 8:31, 32). Иегова пире пуху урлӑ вӗрентет тата ертсе пырать. Вӑл пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшать, ҫавӑн пекех пире райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк парать (Пс. 67:20; Ӳлӗм. 21:3, 4). Пире юратнӑран Иегова мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр. Ҫак юратӑва пула вара эпир Иеговӑна хисеплеме вӗренсе пыратпӑр тата ӑна хурлантарма пултаракан ӗҫсенчен пӑрӑнатпӑр.

15. Мӗне пула Макейла йӑнӑш тӑвасран хӑрама пӑрахнӑ?

15 Унччен асӑннӑ Макейла Иегова каҫарма хатӗр пулнине ӑнланса илсен йӑнӑш тӑвасран хӑрама пӑрахнӑ. «Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир пурте йӑнӑшсем тӑватпӑр,— калать Макейла,— анчах Иегова пире юратать тата тӳлесе илме панӑ парнене пула вӑл пире каҫарать». Иеговӑна юратни Макейлӑна хӑйӗн пурнӑҫне ӑна халаллама тата шыва кӗме хавхалантарнӑ.

(16-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

16. Майлза хӑранине ҫӗнтерме мӗн пулӑшнӑ?

16 Майлз, шыва кӗме шут тытнишӗн хӑйне амӑшӗ хирӗҫ тӑрасран хӑранӑскер, район надзирателӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Майлз каласа парать: «Унӑн ҫемйинче те ашшӗ чӑнлӑха йышӑннӑ пулнӑ, амӑшӗ вара ҫук. Шыва кӗме эпӗ атте хистенипе мар, хам шут тытрӑм тесе аннене мӗнле ӑнлантарса памалли пирки шухӑшласа пӑхма пулӑшрӗ мана вӑл». Майлз тунӑ йышӑну амӑшне питӗ килӗшмен. Вӑхӑт иртсен Майлзӑн килтен те тухса кайма тивнӗ. Анчах шыва кӗрес кӑмӑл унӑн пӗтмен. Вӑл каласа парать: «Иегова маншӑн мӗн тери нумай туни манӑн чӗрене пырса тиврӗ. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парне пек пани ҫинчен тарӑн шухӑшланӑ чухне Иегова мана питӗ хытӑ юратнине ӑнланса илтӗм. Ҫакӑ мана хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме хавхалантарчӗ».

ХӐВӐР ТУНӐ ЙЫШӐНУПА КИЛӖШӲЛЛӖН ПУРӐНӐР

Турӑ пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултаратпӑр (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)

17. Пирӗн мӗнле май пур?

17 Ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинипе Ева хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне хирӗҫ кайнӑ. Адам та Ева мӗн тунине тусан Иегова тунӑ пур ырӑ ӗҫшӗн пархатарсӑр пулнине кӑтартнӑ. Пирӗн пурин те Адампа Ева пек пулас килменнине кӑтартма май пур. Шыва кӗнипе эпир Иеговӑн мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки калама право пуррине йышӑнатпӑр тата хамӑрӑн Аттене юратнине, ӑна шаннине кӑтартатпӑр.

18. Иеговӑшӑн ӗҫлени нумай пиллӗх патӑр тесен мӗн тумалла?

18 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пирӗн кашни кун хамӑрӑн нормӑсемпе мар, Туррӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма тӑрӑшмалла. Туррӑн миллион-миллион ӗҫлекенӗ шӑп ҫапла тӑвать те. Малалла та Турӑ Сӑмахне лайӑхрах ӑнланма, тӑвансемпе яланах хутшӑнма тата юратакан ҫӳлти Атте ҫинчен мӗн пӗлнине ыттисене каласа пама вӑй хуратӑр пулсан, эсир те вӗсем пекех пулма пултаратӑр (Евр. 10:24, 25). Йышӑнусем тӑвас умӗн Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ тата организаци урлӑ парса тӑракан канашсене шута илӗр (Ис. 30:21). Ҫакӑ нумай пиллӗх парӗ (Ытар. 16:3, 20).

19. Пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла тата мӗншӗн?

19 Иеговӑн канашӗсем мӗн тери нумай усӑ пани ҫинчен шухӑшлатӑр пулсан, эсир ӑна та, унӑн нормисене те ытларах юратма пуҫлатӑр. Вара Сатана сире Иеговӑшӑн ӗҫлеме нимӗнле те чӑрмантарма пултараймӗ. Шыва кӗме шут тытни ҫинчен пин ҫултан аса илсен эсир хӑвӑрӑн пурнӑҫра тунӑ йышӑнусенчен ҫакӑ чи лайӑххи пулнӑ тесе каланӑ пулӑттӑр.

28-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тусӗсем пулар

^ 5 абз. Шыва кӗме шут тытни ҫын тӑвакан йышӑнусенчен чи пӗлтерӗшли. Мӗншӗн? Хуравне эпир ҫак статьяран пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех ҫак статьяри шухӑшсем шыва кӗрес текенсене ҫак утӑма тума чӑрмантаракан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗҫ.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК. Иккӗленни. Арҫын ача пухура комментари пама хӑю ҫитереймест.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК. Туссем витӗм кӳни. Иеговӑна ӗненмен тусӗпе пӗрле пынӑ чухне ҫамрӑк хыпарҫӑ Свидетельсене курсан вӑтанма пуҫлать.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК. Йӑнӑш тӑвасран хӑрани. Пиччӗшне пухуран кӑларса ярсан тата вӑл килтен тухса кайсан, хӗрача хам та йӑнӑш тӑвӑп тесе пӑшӑрханма пуҫлать.

^ 62 абз. ӲКЕРЧӖК. Хирӗҫ тӑрасран хӑрани. Арҫын ача кӗлтунӑ чухне хумханать, мӗншӗн тесен Турра ӗненмен амӑшӗ ун ҫине пӑхса ларать.

^ 65 абз. ӲКЕРЧӖК. Иккӗленни. Арҫын ача Библие тӗпчеме ытларах вӑй хурать.

^ 67 абз. ӲКЕРЧӖК. Туссем витӗм кӳни. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван хӑй мӗне ӗненнипе мухтанмаллине ӑнланса илет.

^ 69 абз. ӲКЕРЧӖК. Йӑнӑш тӑвасран хӑрани. Хӗрача хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аталантарать те шыва кӗрет.

^ 71 абз. ӲКЕРЧӖК. Хирӗҫ тӑрасран хӑрани. Арҫын ача амӑшне хӑй мӗне ӗненни ҫинчен хӑюллӑн каласа парать.