Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартӑр

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартӑр

«Иисус... вӗсене хӗрхеннӗ... вара Вӑл вӗсене чылай вӗрентнӗ» (МАРК 6:34).

70-МӖШ ЮРӐ Тивӗҫлӗ ҫынсене шырар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Пире мӗн питӗ йӑпатать? Иисус ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланни мӗнрен курӑнать?

ПИРӖН, ҫылӑхлӑ ҫынсен, мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивнине Иисус лайӑх ӑнланать. Ҫакӑ пире питӗ йӑпатать. Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне вӑл савӑнаканпа савӑннӑ, йӗрекенпе йӗнӗ (Рим 12:15). Сӑмахран, унӑн 70 вӗренекенӗ ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑн пӗлтернӗ хыҫҫӑн савӑнса таврӑнсан вӑл «Таса Сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа» хавхаланнӑ (Лука 10:17—21). Лазарь вилни ҫывӑх ҫыннисен чунне мӗнле ыраттарнине курсан вара Иисус «хурланса пӑлханса кайнӑ» (Иоанн 11:33).

2. Иисуса ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма мӗн пулӑшнӑ?

2 Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ пулсан та, вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене хӗрхеннӗ тата шелленӗ. Ӑна ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма мӗн пулӑшнӑ? Пуринчен ытла — ҫынсене юратни. Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, вӑл «этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ» (Ытар. 8:31). Ҫынсене юратнӑран Иисус вӗсем мӗнле шухӑшланине ӑнланма тӑрӑшнӑ. Иоанн апостол ун пирки «ҫын ӑшӗнче мӗн пуррине Вӑл Хӑй пӗлсе тӑнӑ» тесе каланӑ (Иоанн 2:25). Иисус ҫынсене питӗ хӗрхеннӗ. Ҫынсем вара ҫакна туйнӑ, ҫавӑнпа Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара итленӗ. Эпир те мӗн чухлӗ ытларах ҫынсемпе тимлӗ пулатпӑр тата вӗсене хӗрхенетпӗр, ырӑ хыпар сарас ӗҫре ҫавӑн чухлӗ ӑнӑҫлӑрах пулатпӑр (2 Тим. 4:5).

3, 4. а) Ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланни пире сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхма пулӑшӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Павел апостол ырӑ хыпар пӗлтермеллине пӗлнӗ (1 Кор. 9:16). Пирӗн те ҫакӑн пек яваплӑх пур. Анчах эпир ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшатпӑр пулсан, ырӑ хыпар сарас ӗҫе тумалла пулнӑран кӑна тумӑпӑр. Ҫак ӗҫе эпир ҫынсене пулӑшас килнӗрен тӑвӑпӑр. Эпир «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех» тунине пӗлетпӗр (Ап. ӗҫ. 20:35). Ҫакӑн ҫинчен асра тытсан ырӑ хыпар сарас ӗҫ пире ытларах савӑнӑҫ парӗ.

4 Ҫак статьяра эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине мӗнле кӑтартма пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Чи малтан Иисусӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр, унтан ун пек пулма пулӑшакан тӑватӑ мая сӳтсе явӑпӑр (1 Петр 2:21).

ИИСУС ЫРӐ ХЫПАР САРНӐ ЧУХНЕ ҪЫНСЕН ТУЙӐМӖСЕНЕ ӐНЛАННИНЕ КӐТАРТНӐ

Иисус ҫынсене хӗрхеннӗрен вӗсене йӑпатакан хыпар пӗлтернӗ (5, 6 абзацсене пӑхӑр.)

5, 6. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тата ытти ҫынсене ӑнланнине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Исаия 61:1, 2 сӑвӑ йӗркисенче малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, мӗншӗн Иисус ырӑ хыпар пӗлтернӗ ҫынсене хӗрхеннӗ?

5 Иисус ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине мӗнле кӑтартнине пӑхса тухар. Пӗррехинче Иисус тата унӑн вӗренекенӗсем питӗ ывӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем нумай вӑхӑт хушши ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӗсен «ҫиме те вӑхӑт пулман». Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «ҫын ҫук ҫӗре... кайӑр та кӑштах канӑр» тенӗ. Анчах ҫав вырӑна ҫитсен вӗсене унта нумай ҫын кӗтнине курнӑ. Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ-ши? Вӑл «вӗсене хӗрхеннӗ *: вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек пулнӑ; вара Вӑл вӗсене чылай вӗрентнӗ» (Марк 6:30—34).

6 Мӗншӗн Иисус ҫав ҫынсене хӗрхеннӗ? Мӗншӗн тесен вӑл «вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек» пулнине асӑрханӑ. Иисус вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем чухӑн пулнине тата хӑйсен ҫемйисене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе вӗсен йывӑр ӗҫлеме тивнине курнӑ пулас. Теприсем, тен, ҫывӑх ҫынни вилнишӗн хуйхӑрнӑ. Иисус вӗсене лайӑх ӑнланнӑ пулмалла. Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, вӑл хӑй те ҫавӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ пулас. Иисус ҫынсемшӗн пӑшӑрханнӑ, ҫавӑнпа вӗсене йӑпатма тӑрӑшнӑ. (Исаия 61:1, 2 вуласа парӑр.)

7. Иисус пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

7 Иисусӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Паян та ҫынсем «кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек». Вӗсен йывӑрлӑхсем питӗ нумай. Пирӗн вара вӗсене мӗн пулӑшма пултарать, ҫавӑ пур — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар (Ӳлӗм. 14:6). Иисус пекех эпир те ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр, мӗншӗн тесен «мӗскӗнпе чухӑн ҫынна» хӗрхенетпӗр (Пс. 71:13). Эпир ҫынсене шеллетпӗр, ҫавӑнпа пирӗн вӗсене пулӑшас килет.

ҪЫНСЕН ТУЙӐМӖСЕНЕ ӐНЛАННИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМА ПУЛАТЬ?

Кашни ҫынна мӗн кирли ҫинчен шухӑшлӑр (8, 9 абзацсене пӑхӑр.)

8. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине мӗнле майпа кӑтартма пулать? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартма пире мӗн пулӑшма пултарать? Пирӗн хамӑра ҫак ҫынсем вырӑнне лартма тӑрӑшмалла тата вӗсене хамӑрпа мӗнле тыттарасшӑн, хамӑрӑн та вӗсемпе ҫавӑн пек тытмалла (Матф. 7:12) *. Ҫакна эпир тӑватӑ майпа тума пултаратпӑр. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн кашни ҫынна мӗн кирли ҫинчен шухӑшламалла. Ырӑ хыпар саракана тухтӑрпа танлаштарма пулать. Лайӑх тухтӑр чирлӗ ҫынна мӗн кирлине шута илет. Вӑл ӑна ыйтусем парать тата ҫав ҫын хӑйӗн мӗн ыратни ҫинчен каласа панине тимлӗ итлет. Тухтӑр ҫынна эмел ҫырса пама васкамасть, вӑл ҫав ҫын мӗнле чирпе чирленине пӗлме тӑрӑшать, унтан ҫеҫ мӗнле сипленмеллине калать. Эпир те ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр меслетпе ҫеҫ усӑ курмастпӑр. Эпир ҫынсен лару-тӑрӑвне тата вӗсен шухӑшӗсене шута илетпӗр.

9. Пирӗн мӗнле шутламалла мар? Ӑнлантарса парӑр.

9 Ҫынна ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне эпир ҫак ҫыннӑн лару-тӑрӑвне е вӑл мӗне ӗненнине тата ҫавна мӗншӗн ӗненнине пӗлетпӗр тесе пирӗн шутламалла мар (Ытар. 18:13). Ҫыннӑн туйӑмӗсене шута илсе ыйтусем пани лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ (Ытар. 20:5). Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫынсем хушшинче ӗҫ пирки, ҫемье пирки, унчченхи пурнӑҫ пирки тата мӗне ӗненни пирки ыйтса пӗлесси йӑлара пулсан, эпир те ҫавӑн ҫинчен ыйтса пӗлме пултаратпӑр. Ҫапла эпир ҫынна ырӑ хыпар мӗнле пулӑшма пултарнине курӑпӑр. Ҫакӑ вара пире Иисус пекех ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартма тата вӗсен чӗрине пырса тивекен сӑмахсене калама пулӑшӗ. (1 Коринф 9:19—23 танлаштарӑр.)

Ҫынсем мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр (10, 11 абзацсене пӑхӑр.)

10, 11. 2 Коринф 4:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, тата мӗнле майпа ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартма пулать? Тӗслӗх илсе парӑр.

10 Иккӗмӗшӗнчен, ҫынсем мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшмалла. Хӑш-пӗр енчен эпир вӗсен лару-тӑрӑвне ӑнланма пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен ытти ҫынсен пекех пирӗн те ҫитменлӗхсем пур тата эпир вӗсем тӗл пулакан йывӑрлӑхсемпех тӗл пулатпӑр (1 Кор. 10:13). Ҫак тӗнчере пурнӑҫ питӗ йывӑр. Пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме вара Иегова кӑна пулӑшма пултарать. (2 Коринф 4:7, 8 вуласа парӑр.) Анчах шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иеговӑна пӗлмен ҫынсене мӗн тери йывӑр! Эпир Иисус пекех ҫав ҫынсене хӗрхенетпӗр, ҫавӑнпа вӗсене лайӑххи пирки ырӑ хыпар пӗлтерме тӑрӑшатпӑр (Ис. 52:7).

11 Сергей ятлӑ тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Чӑнлӑха пӗличчен вӑл питӗ вӑтанакан ҫын пулнӑ тата ыттисемпе калаҫма ӑна йывӑр пулнӑ. Пӗррехинче вӑл Библи вӗренме килӗшнӗ. «Библи вӗреннӗ май эпӗ христиансен хӑйсен ӗненӗвӗ пирки ыттисене каласа памаллине пӗлтӗм,— калать Сергей.— Ҫакна эпӗ нихӑҫан та тӑваймӑп тесе шутланӑ». Анчах вӑл чӑнлӑха илтмен ҫынсем ҫинчен тата Иеговӑна пӗлменрен вӗсен пурнӑҫӗ мӗн тери йывӑр пулни ҫинчен шухӑшланӑ. «Чӑнлӑхсене пӗлнине пула эпӗ телейлӗ пулса тӑтӑм тата чӗрере канӑҫлӑх туйрӑм,— калать Сергей.— Ыттисен те ҫак чӑнлӑхсене пӗлмеллине эпӗ ӑнланнӑ». Ҫынсене пулӑшас килнӗрен вӑл хӑюлӑх пухса ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Сергей каласа парать: «Тӗлӗнмелле те, ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ хӑюллӑрах пулса пытӑм. Ҫавӑн пекех ӗненӳ те ҫирӗпленчӗ» *.

Ҫынна чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)

12, 13. Кама эпир чӑнлӑха вӗрентетпӗр, ҫавсемпе пирӗн мӗншӗн тӳсӗмлӗ пулмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Виҫҫӗмӗшӗнчен, кама эсир чӑнлӑха вӗрентетӗр, ҫавсемпе тӳсӗмлӗ пулмалла. Асра тытӑр: эсир лайӑх пӗлекен чӑнлӑхсем ҫинчен вӗсем, тен, нихӑҫан та шухӑшламан. Унсӑр пуҫне, нумайӑшӗ хӑйсем мӗне ӗненнине питӗ хаклаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен тӗнӗ вӗсене ҫемйипе, тусӗсемпе ҫывӑхрах пулма пулӑшать тесе шутлама пултараҫҫӗ. Вӗсене мӗнле пулӑшма пулать?

13 Пӗр тӗслӗх пухса тухар. Калӑпӑр, кивӗ те юрӑхсӑра тухнӑ кӗпер вырӑнне ҫӗнни туса лартмалла. Анчах ҫӗнӗ кӗпере туса пӗтериччен, ялан тенӗ пекех, киввине аркатмаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫын хӑйӗншӗн хаклӑ «кивӗ» вӗрентӳсене сирсе яма пултартӑр тесен пирӗн ӑна «ҫӗнӗ» чӑнлӑхсене — вӑл унччен пӗлмен Библири вӗрентӳсене — пӗлме тата юратма пулӑшмалла. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑна вӑл унччен мӗне ӗненнине сирсе яма хатӗр пулӗ. Улшӑнусене тума вара ҫынна вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать (Рим 12:2).

14, 15. Ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси ҫинчен нимӗн те пӗлмен ҫынсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

14 Эпир тӳсӗмлӗ пулсан, ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсем Библири чӑнлӑха тӳрех ӑнланӗҫ те йышӑнӗҫ тесе шутламӑпӑр. Хамӑра вӗсен вырӑнне лартни тата Библире мӗн каланине вӗсене ӑнланма пулӑшни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Тӗслӗхшӗн, ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр ҫӗр ҫинчи райра пурӑнасси ҫинчен ҫынна мӗнле ӑнлантарса пама пултарни пирки шухӑшласа пӑхар. Нумайӑшӗ ҫакӑн ҫинчен пачах нимӗн те пӗлмест. Тен, вӗсем вилнӗ ҫын урӑх пурӑнма пултараймасть е пӗлӗте каять тесе ӗненеҫҫӗ. Вӗсене мӗнле пулӑшма пулать?

15 Пӗр арҫын тӑван ҫынсене ҫав чӑнлӑха ӑнлантарас тесе акӑ мӗн тӑвать. Чи малтан вӑл Пултарни 1:28-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа парать те ҫынран ҫапла ыйтать: «Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен ӑҫта тата мӗнле пурнӑҫпа пурӑнмалла пулнӑ?» Чылайӑшӗ: «Ҫӗр ҫинче, лайӑх пурнӑҫпа пурӑнмалла пулнӑ»,— тесе калать. Унтан вӑл Исаия 55:11-мӗшне вуласа парать, вара Туррӑн тӗллевӗ улшӑннӑ-и тесе ыйтать. Час-часах ҫынсем «ҫук» теҫҫӗ. Юлашкинчен вӑл Псалом 36:10, 11 сӑвӑ йӗркисене вуласа парать те ҫынсене мӗнле пуласлӑх кӗтет-ши тесе ыйтать. Ҫак сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курса вӑл нумайӑшне Турӑ халӗ те лайӑх ҫынсене ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнине ӑнланма пулӑшнӑ.

Кирек мӗнле ырӑ ӗҫ те, сӑмахран, йӑпатакан ҫыру ҫырса яни, пысӑк усӑ пама пултарать (16, 17 абзацсене пӑхӑр.)

16, 17. Ытарӑшсем 3:27-мӗшӗ тӑрӑх, ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине мӗнле майсемпе кӑтартма пулать? Тӗслӗх илсе парӑр.

16 Тӑваттӑмӗшӗнчен, ҫынсемшӗн тӑрӑшнине ӗҫсемпе кӑтартмалла. Калӑпӑр, эсир ҫын патне майлӑ мар вӑхӑтра килтӗр. Эсир каҫару ыйтса урӑх вӑхӑтра килетпӗр тесе калама пултаратӑр. Ҫынна пулӑшу кирлӗ пулсан, мӗншӗн-ха ӑна пулӑшу сӗнес мар? Сӑмахран, ҫын килтен тухма пултараймасть. Ҫавӑн пек чухне лавккана кайса килнипе е ҫыру кайса янипе пулӑшма пулать. Ҫапла эсир ҫынсемшӗн тӑрӑшнине ӗҫсемпе кӑтартатӑр. (Ытарӑшсем 3:27 вуласа парӑр.)

17 Пӗр хӗрарӑм тӑван ырӑ ӗҫ тунипе, ҫав ӗҫ пӗлтерӗшлех мар пек туйӑнма пултарать пулсан та, пӗр ҫемьене питӗ пулӑшнӑ. Ҫав ҫемьере ача вилнӗ пулнӑ, пирӗн тӑван вара вӗсем патне ҫыру ҫырас тенӗ. Ҫав ҫырура вӑл Библири йӑпатакан шухӑшсене ҫырса панӑ. Вӗсене ҫав ҫыру мӗнле пулӑшнӑ? «Ӗнер эпӗ хама питӗ япӑх туяттӑмччӗ,— ҫырса панӑ хуйхӑракан амӑшӗ.— Сирӗн ҫыру пире мӗн тери йӑпатнине сӑмахпа та каласа параяс ҫук. Вӑл пире питӗ кирлӗ пулнӑ, эпир сире питӗ пархатарлӑ. Ӗнер эпӗ ӑна 20 хут та вуласа тухрӑм пулӗ. Ку таранччен мана ҫакӑн пек ырӑ та чуна ӑшӑтакан тата лӑплантаракан сӑмахсем никам та каламан. Сире чун-чӗререн тав тӑвас килет». Эпир хамӑра хуйхӑракан ҫынсем вырӑнне лартатпӑр пулсан тата вӗсене пулӑшма тӑрӑшатпӑр пулсан, ҫакӑ усӑ паратех.

ХӐВӐР ТӐВАКАН ӖҪ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХӐР

18. 1 Коринф 3:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн хамӑр тӑвакан ӗҫ ҫине мӗнле пӑхмалла?

18 Паллах, пирӗн хамӑр тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Эпир ыттисене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшатпӑр пулсан та веҫех пирӗнтен килмест. (1 Коринф 3:6, 7 вуласа парӑр.) Иегова ҫынсене хӑйӗн патне хӑй ертсе пырать (Иоанн 6:44). Ҫын ырӑ хыпара йышӑнать-и, йышӑнмасть-и — ҫакӑ унӑн чӗри мӗнлерех пулнинчен килет (Матф. 13:4—8). Асра тытӑр: Иисуса та — чи аслӑ Вӗрентекене — ҫынсенчен чылайӑшӗ итлемен. Ҫавӑнпа та хамӑр пулӑшас тенӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ пире итлемен чухне ан кулянӑр.

19. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартни мӗнле усӑ парӗ?

19 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартни нумай усӑ парӗ. Ҫак ӗҫ пире ытларах савӑнӑҫ кӳрӗ. Эпир парасси илессинчен телейлӗрех тунине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пырас текенсене ырӑ хыпара йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ (Ап. ӗҫ. 13:48). Ҫавӑнпа та «май пур чухне пурне те ырӑлӑх тӑвар» (Гал. 6:10). Ҫапла эпир ҫӳлти Аттене мухтава кӑларса савӑнӑҫ илӗпӗр (Матф. 5:16).

64-МӖШ ЮРӐ Вырмана савӑнса хутшӑнатпӑр

^ 5 абз. Эпир ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине кӑтартатпӑр пулсан, вӗсем пире лайӑхрах итлӗҫ, ырӑ хыпар сарас ӗҫ те пире ытларах савӑнӑҫ парӗ. Ҫак статьяра эпир Иисусӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр, ҫавӑн пекех ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланнине мӗнле тӑватӑ майпа кӑтартма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

^ 5 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Библире «хӗрхенни» текен сӑмах туйӑма кӑна пӗлтермест. Хӗрхенекен ҫын ыттисене пулӑшас тесе мӗн те пулин тума тӑрӑшать.

^ 8 абз. 2014 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Сӑваплӑ ӗҫре „ылтӑн правилӑна“ тытса тӑрӑр» статьяна пӑхӑр.

^ 11 абз. 2011 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 21—22 страницӑсем.