Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

45-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Святой сывлӑш пире мӗнле пулӑшать?

Святой сывлӑш пире мӗнле пулӑшать?

«Хама хӑват парса тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур» (ФЛП. 4:13, ҪТ).

104-МӖШ ЮРӐ Святой сывлӑш — Турӑ парни

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пире мӗн пулӑшать? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

«ЭПӖ ҫак йывӑрлӑха хам тӗллӗн чӑтса ирттереймен пулӑттӑм!» Эсир хӑҫан та пулин ҫакӑн пек сӑмахсем каланӑ-и? Тен, эсир йывӑр чирпе чирленӗ е сирӗн ҫывӑх ҫын вилнӗ. Халӗ эсир ҫавӑн чухнехи вӑхӑта аса илсе ҫакна ӑнланатӑр: ҫав йывӑрлӑха эсир Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ кунран-кун «ытла та пысӑк хӑват» парса тӑнине пула ҫеҫ чӑтса ирттерме пултартӑр (2 Кор. 4:7—9).

2 Ҫавӑн пекех Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшмасӑр эпир ҫак усал тӗнчене хирӗҫ тӑма пултарайман пулӑттӑмӑр (1 Иоанн 5:19). Унсӑр пуҫне, пире «усал сывлӑшсемпе» кӗрешме те вӑй кирлӗ (Эф. 6:12). Ҫаксене веҫех шута илсе айтӑр святой сывлӑш пире мӗнле икӗ майпа пулӑшнине пӑхса тухар. Унтан эпир Туррӑн святой сывлӑшӗ пирӗн ҫине ытларах витӗм кӳтӗр тесен мӗн тумаллине те пӑхса тухӑпӑр.

СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ПИРЕ ВӐЙ ПАРСА ТӐРАТЬ

3. Мӗнле майпа Иегова пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать?

3 Иеговӑн святой сывлӑшӗ пире йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах хамӑрӑн яваплӑхсене пурнӑҫлама вӑй парса тӑрать. Павел апостол «Христос хӑвачӗ» ҫине шаннине пула йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пултарнине ӑнланнӑ (2 Кор. 12:9, ҪХ). Миссионерла ҫулҫӳреве иккӗмӗш хут кайсан Павел ырӑ хыпара хастарлӑн сарнӑ кӑна мар, вӑл хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе те ӗҫленӗ. Вӑл Коринфра чатӑрсем, е палаткӑсем, туса пурӑннӑ Акилӑпа Прискилла килӗнче чарӑннӑ. Павел хӑш-пӗр кунсенче вӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те ҫак ӗҫе тума пӗлнӗ (Ап. ӗҫ. 18:1—4). Святой сывлӑш вӑй парса тӑнӑран Павел хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтерме те, Иеговӑшӑн ӗҫлеме те пултарнӑ.

4. 2 Коринф 12:7—9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ?

4 2 Коринф 12:7—9 вуласа парӑр. «Ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ» тенипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? Ӳт ӑшне кӗнӗ сӑнӑ питӗ ыраттарать вӗт. Апла Павел пӗр-пӗр йывӑрлӑх хӑйне питӗ асаплантарни ҫинчен каланӑ. Ҫак йывӑрлӑх уншӑн асап кӑтартакан «шуйттан ангелӗ» пекех пулнӑ. Павела асаплантаракан йывӑрлӑх Сатанана е демонсене пула сиксе тухман та пуль, анчах Павелӑн йывӑрлӑхне курсан вӗсем ӑна хытӑрах асаплантарас тесе ҫав «сӑнна» тата шаларах кӗртме тӑрӑшнӑ пулмалла. Павел вара хӑйне мӗнле тытнӑ?

5. Иегова Павелӑн кӗллисем ҫине мӗнле хуравланӑ?

5 Малтанах Павел Иеговӑна ҫак «сӑнӑран» хӑтарма ыйтнӑ. «Ӑна манран сиртӗрччӗ тесе эпӗ Ҫӳлхуҫана виҫӗ хутчен тархасларӑм»,— тесе каланӑ вӑл. Анчах Павел кӗлтунине пӑхмасӑрах ҫак сӑнӑ ӳтӗнчех юлнӑ. Иегова Павелӑн кӗллисем ҫине хуравламан теме пулать-и? Паллах, ҫук. Вӑл хуравланӑ. Иегова ҫак йывӑрлӑха татса паман пулсан та, вӑл Павела ӑна чӑтса ирттерме вӑй панӑ. Иегова: «Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра палӑрать»,— тенӗ (2 Кор. 12:8, 9). Турӑ пулӑшнине пула Павел савӑнӑҫа упраса хӑварнӑ тата хӑйӗн чӗринче канӑҫлӑх туйнӑ (Флп. 4:4—7).

6. а) Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлама пултарать? ӑ) Абзацра илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчи мӗнле шухӑшсем сире вӑй параҫҫӗ?

6 Эсир хӑҫан та пулин Павел пекех Иеговӑна йӑлӑнса пӗр-пӗр йывӑрлӑхран хӑтарма ыйтнӑ-и? Ҫине-ҫинех хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн йывӑрлӑха татса парайманнине пула е лару-тӑру татах та йывӑрланса кайнине пула Иегова мана ырлама пӑрахрӗ тесе шутламан-и эсир? Сирӗнпе ҫавӑн пекки пулса тухнӑ пулсан, Павелпа мӗн пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Иегова унӑн кӗллисем ҫине хуравланӑ, апла сирӗн кӗлӗсем ҫине те хуравлӗ! Тен, Иегова сирӗн йывӑрлӑха татса памӗ, анчах святой сывлӑшпа усӑ курса вӑл сире пӗтӗмпех чӑтса ирттерме вӑй парӗ (Пс. 60:4, 5). Сире «ураран ӳкернӗ» пулсан та, Иегова сире хӑвармӗ (2 Кор. 4:8, 9; Флп. 4:13).

СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ПИРЕ ИЕГОВӐШӐН МАЛАЛЛА ТА ӖҪЛЕСЕ ТӐМА ПУЛӐШАТЬ

7, 8. а) Мӗншӗн святой сывлӑша ҫилпе танлаштарма пулать? ӑ) Святой сывлӑш витӗм кӳни ҫинчен ҫырнӑ чухне Петр мӗнле сӑмахпа усӑ курнӑ?

7 Святой сывлӑш пире тата мӗнле пулӑшать? Святой сывлӑша ҫилпе танлаштарма пулать. Ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсре майлӑ ҫил парӑслӑ кимме кирлӗ ҫӗре ҫитме пулӑшнӑ пекех святой сывлӑш пире йывӑрлӑхсем витӗр Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчине ҫитме пулӑшать.

8 Пулӑҫӑ пулнӑран Петр апостол парӑслӑ кимӗпе мӗнле ҫӳремеллине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа святой сывлӑш мӗнле витӗм кӳни ҫинчен ҫырса панӑ чухне вӑл тинӗсре ишсе ҫӳренипе ҫыхӑннӑ сӑмахпа усӑ курнӑ пулмалла. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Малашне мӗн пулассине нихӑҫан та этем ирӗкӗпе каласа паман, ӑна Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем Таса Сывлӑш пӗлтернипе каланӑ». «Пӗлтерни» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «илсе ҫӳрени» тенине пӗлтерет (2 Петр 1:21).

9. Петр «пӗлтерни» текен сӑмахпа усӑ курнӑ чухне ҫынсене мӗн ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн пулнӑ?

9 «Пӗлтерни» текен сӑмахпа усӑ курнӑ чухне Петр ҫынсене мӗн ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн пулнӑ? Лука ҫавнашкал грек сӑмахӗпе Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекинче ҫил карапа «юхтарса ҫӳрерӗ» тесе ҫырнӑ чухне усӑ курнӑ (Ап. ӗҫ. 27:15, ҪХ). Апла Библие ҫыракансем ҫине святой сывлӑш витӗм кӳни ҫинчен ҫырнӑ чухне Петр, пӗр библеист каланӑ тӑрӑх, «караппа тинӗсре ишсе ҫӳренипе ҫыхӑннӑ питӗ илемлӗ метафорӑна» илсе панӑ. Петр ҫапла каланӑ теме пулать: ҫил карапа кирлӗ ҫӗре ҫитме пулӑшнӑ пекех святой сывлӑш Библи ҫыракансене тата пророксене хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тума пулӑшнӑ. Ҫав библеист ҫакна та палӑртнӑ: «Пророксем, сӑнарлӑ каласан, хӑйсен парӑсӗсене карӑнтарнӑ». Иегова хӑй енчен ҫил, урӑхла каласан, святой сывлӑш, парса тӑнӑ. Библи ҫыракансем вара хӑйсем ҫине святой сывлӑша витӗм кӳме панӑ.

1-МӖШ УТӐМ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тума хушнӑ ӗҫсене тӑтӑшах хутшӑнӑр

2-МӖШ УТӐМ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тума хушнӑ ӗҫсенче мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр (11-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

10, 11. Туррӑн святой сывлӑшӗ пире пулӑштӑр тесен пирӗн мӗнле икӗ утӑм тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

10 Паллах ӗнтӗ, Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса ҫынсене Библие ҫырма урӑх хавхалантармасть. Анчах вӑл халӗ те святой сывлӑшпа усӑ курса хӑйӗн халӑхне ертсе пырать. Иегова унчченхи пекех хӑй енчен мӗн тумаллине туса тӑрать. Туррӑн святой сывлӑшӗ пире пулӑштӑр тесен вара пирӗн хамӑр енчен мӗн тумаллине тумалла. Мӗн тумалла-ха пирӗн?

11 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ҫил моряксене пулӑштӑр тесен вӗсен икӗ япалана асра тытмалла. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсен ҫил вӗрекен ҫӗре — тинӗсе тухмалла. Мӗншӗн тесен тинӗс кукӑрӗнче, ҫил ҫук ҫӗрте, ларакан карап малалла каяймасть. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсен парӑссене май килнӗ таран ытларах сарса карса хума тӑрӑшмалла. Тинӗсре ҫил пур пулсан та, парӑссене ҫиле май карӑнтарсан ҫеҫ карап ишме пултарӗ. Ҫавӑн евӗрлех святой сывлӑш пулӑшсан кӑна эпир Иеговӑшӑн малалла ӗҫлесе тӑма пултарӑпӑр. Святой сывлӑш пире пулӑштӑр тесен пирӗн икӗ утӑм тумалла. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн, сӑнарлӑ каласан, ҫил вӗрекен уҫӑ тинӗсре пулмалла —Туррӑн святой сывлӑшӗ ертсе пынипе тӑвакан ӗҫсене хутшӑнмалла. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн хамӑрӑн парӑссене май килнӗ таран ытларах сарса карса хумалла — ҫав ӗҫсенче мӗн тума пултарнине пурне те тумалла (Пс. 118:32). Ҫак утӑмсене тусан святой сывлӑш пире Иеговӑшӑн малалла та шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма вӑй парӗ тата Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчине ҫитме пулӑшӗ.

12. Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

12 Эпир святой сывлӑш мӗнле икӗ майпа пулӑшнине пӑхса тухрӑмӑр. Вӑл пире вӑй парать тата йывӑр вӑхӑтра Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать. Ҫавӑн пекех вӑл пире ертсе пырать тата Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине тума пулӑшать, ҫавна пула эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме пултарӑпӑр. Халӗ вара тӑватӑ канаша пӑхса тухӑпӑр, вӗсене тытса тӑнипе эпир хамӑр ҫине Туррӑн святой сывлӑшне ытларах витӗм кӳме парӑпӑр.

СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ПИРӖН ҪИНЕ ЫТЛАРАХ ВИТӖМ КӲТӖР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

13. 2 Тимофей 3:16, 17 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Библи пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? Вӑл пирӗн ҫине витӗм кӳтӗр тесен мӗн тумалла?

13 Пӗрремӗшӗнчен, Туррӑн Сӑмахне тӗпчӗр. (2 Тимофей 3:16, 17 вуласа парӑр.) Библие «Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе» ҫырнине эпир пӗлетпӗр. Апла Иегова святой сывлӑшпа усӑ курса Библи ҫыракансене хӑйӗн шухӑшӗсене ҫырса хума хавхалантарнӑ. Библи вуланӑ чухне тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне Туррӑн ӳкӗчӗсем пирӗн ӑс-тӑнпа чӗре ҫине витӗм кӳреҫҫӗ. Иегова хавхалантарнипе каланӑ ҫак сӑмахсене пула эпир Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесе хамӑрӑн пурнӑҫра улшӑнусем тума тӑрӑшатпӑр (Евр. 4:12). Анчах Туррӑн святой сывлӑшӗ пирӗн ҫине ытларах витӗм кӳтӗр тесен пирӗн хамӑр тӗллӗн Библи вӗренме тата мӗн пӗлни ҫинчен тарӑн шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла, ҫавӑн пекех ҫакна тӑтӑшах туса тӑмалла. Вара Турӑ Сӑмахӗ пирӗн сӑмахсемпе ӗҫсем ҫине витӗм кӳрсех тӑрӗ.

14. а) Мӗншӗн тӗлпулусенче Иеговӑн святой сывлӑшӗ пур тесе калама пулать? ӑ) Тӗлпулусенче парӑссене карса хунӑ карап пекех пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

14 Иккӗмӗшӗнчен, тӑвансемпе пӗрле Турра пуҫҫапӑр (Пс. 21:23). Христиансен тӗлпулӑвӗсем, сӑнарлӑ каласан, ҫил вӗрекен вырӑнсем пек. Ҫав тӗлпулусенче Иеговӑн святой сывлӑшӗ пур (Ӳлӗм. 2:29). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен тӑвансемпе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне эпир Иеговӑран кӗлӗре святой сывлӑш ыйтатпӑр тата Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх хайланӑ Патшалӑх юррисене юрлатпӑр. Ҫавӑн пекех тӗлпулусенче эпир Библие ӑнланма пулӑшакан докладсене итлетпӗр, ҫав докладсене хатӗрленӗ арҫын тӑвансене вара святой сывлӑш ертсе пынипе суйласа лартнӑ. Ҫав святой сывлӑшах хӗрарӑм тӑвансене хӑйсене панӑ заданисене хатӗрлеме тата туса пама пулӑшать. Туррӑн святой сывлӑшӗ пирӗн ҫине ытларах витӗм кӳтӗр тесен пирӗн тӗлпулусене хатӗрленсе комментарисем памалла. Ҫапла тӑватпӑр пулсан эпир тӗлпулусенче парӑссене карса хунӑ карап пекех пулӑпӑр.

15. Святой сывлӑш пире хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе тума пулӑштӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

15 Виҫҫӗмӗшӗнчен, ырӑ хыпар сарӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата ыттисене вӗрентнӗ чухне Библипе усӑ куратпӑр пулсан, святой сывлӑш пире хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе тума пулӑшать (Рим 15:18, 19). Туррӑн святой сывлӑшӗ пирӗн ҫине ытларах витӗм кӳтӗр тесен пирӗн тӑтӑшах ырӑ хыпар сармалла тата май килсенех Библирен вуласа пама тӑрӑшмалла. Сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулма пулӑшакан пӗр май вӑл — «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнчи калаҫмалли майсемпе усӑ курни.

16. Святой сывлӑш илмелли мӗнле май пирки чи лайӑх май теме пулать?

16 Тӑваттӑмӗшӗнчен, Иеговӑна кӗлтӑвӑр (Матф. 7:7—11; Лука 11:13). Святой сывлӑш илмелли чи лайӑх май вӑл — Иеговӑран кӗлӗре святой сывлӑш ыйтни. Иеговӑна пирӗн кӗлӗсене илтме е пире вӑл паракан святой сывлӑша илме нимӗн те, никам та чӑрмантарма пултараймасть — тӗрме хӳмисем те, Сатана та (Иак. 1:17). Туррӑн святой сывлӑшӗ пирӗн ҫине ытларах витӗм кӳтӗр тесен мӗнле кӗлтумалла? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесе айтӑр Лука ҫырнӑ Евангелире ҫеҫ ҫырса хунӑ ытарӑша пӑхса тухар *.

ҪИНЕ ТӐРСАХ КӖЛТӐВӐР

17. Лука 11:5—9, 13 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Иисусӑн ытарӑшӗ пире мӗне вӗрентет?

17 Лука 11:5—9, 13 вуласа парӑр. Иисусӑн ытарӑшӗ Турӑран святой сывлӑш мӗнле ыйтмаллине кӑтартать. Ҫак ытарӑшри ҫын ҫине тӑрсах ыйтнине пула хӑйне мӗн кирлине илет. Ҫӗрле пулнӑ пулсан та вӑл хӑйӗн тусӗнчен пулӑшу ыйтма вӑтанман *. Иисусӑн ытарӑшӗ кӗлӗ пирки пире мӗне вӗрентет? Вӑл каланӑ: «Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире». Апла, мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Святой сывлӑш пулӑштӑр тесен пирӗн ҫавӑн пирки ҫине тӑрсах кӗлтумалла.

18. Мӗншӗн эпир, Иисусӑн ытарӑшӗ тӑрӑх, Иегова пире святой сывлӑш парасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

18 Иисусӑн ытарӑшӗ пире ҫакна та ӑнланма пулӑшать: Иегова пире хӑйӗн святой сывлӑшне паратех. Ытарӑшра каланӑ ҫын хӑнана лайӑх хӑналасшӑн пулнӑ. Ҫӗрле килнӗ хӑнана апат ҫитермеллине вӑл ӑнланнӑ, анчах килте апат пулманран вӑл хӑйӗн кӳрши патне кайнӑ. Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫав ҫын ҫине тӑрсах ыйтнӑран кӳрши ӑна ҫӑкӑр панӑ. Иисус мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ? Ҫине тӑрсах ыйтакана ҫитменлӗхлӗ ҫын пулӑшма килӗшнӗ пулсан, пирӗн ырӑ ҫӳлти Атте те хӑйӗнчен ҫине тӑрсах святой сывлӑш ыйтакансене пулӑшатех! Апла, ҫине тӑрсах святой сывлӑш ыйтсан Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравласса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Пс. 9:38, 39; 65:19).

19. Мӗншӗн эпир пурне те чӑтса ирттерме пултарнине ҫирӗп ӗненетпӗр?

19 Сатана пӗр вӗҫӗм тапӑннине пӑхмасӑрах эпир пурне те чӑтса ирттерме пултарнине ҫирӗп ӗненетпӗр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен святой сывлӑш пире икӗ майпа пулӑшса тӑрать. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй парса тӑрать. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл пире ҫӗнӗ тӗнчене ҫитиччен Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшать. Айтӑр Туррӑн святой сывлӑшне хамӑр ҫине май килнӗ таран ытларах витӗм кӳме парар!

41-МӖШ ЮРӐ Манӑн кӗллӗме илтсем

^ 5 абз. Ҫак статьяра Туррӑн святой сывлӑшӗ пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшнине ӑнлантарса панӑ. Ҫавӑн пекех статьяра Туррӑн святой сывлӑшӗ пирӗн ҫине ытларах витӗм кӳтӗр тесен мӗн тумаллине те сӳтсе явнӑ.

^ 16 абз. Ытти Евангелисене ҫыракансемпе танлаштарсан, Лука Иисусӑн пурнӑҫӗнче кӗлтуни пысӑк вырӑн йышӑннине ытларах палӑртать (Лука 3:21; 5:16; 6:12; 9:18, 28, 29; 18:1; 22:41, 44).

^ 17 абз. 2018 ҫулхи июль уйӑхӗнчи «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнче Лука 11:5—9 сӑвӑ йӗркисем валли илсе панӑ тӗпчемелли материала пӑхӑр.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. 1-МӖШ УТӐМ. Арҫын тӑванпа хӗрарӑм тӑван Патшалӑх залне килнӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче вӗсем святой сывлӑш пуррине туяҫҫӗ. 2-МӖШ УТӐМ. Вӗсем тӗлпулӑва хатӗрленсе килнӗ тата унта комментарисем параҫҫӗ. Статьяра асӑннӑ ытти ӗҫсене тунӑ чухне те — Турӑ Сӑмахне тӗпченӗ чухне, ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата Иеговӑна кӗлтунӑ чухне — ҫак икӗ утӑма тумалла.