Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

42-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова сире кам пулса тӑма парӗ?

Иегова сире кам пулса тӑма парӗ?

«Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать» (ФЛП. 2:13).

104-МӖШ ЮРӐ Святой сывлӑш — Турӑ парни

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе мӗн тума пултарать?

ХӐШ-ПӖР библеистсем каланӑ тӑрӑх, Иеговӑн ячӗ «Вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет. Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама хӑй кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑма пултарать. Сӑмахран, вӑл Вӗрентекен, Йӑпатакан, Ырӑ Хыпар Пӗлтерекен пулса тӑма пултарать, анчах кусем веҫех мар-ха (Ис. 48:17; 2 Кор. 7:6; Гал. 3:8). Апла пулин те, вӑл хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама час-часах ҫынсемпе усӑ курать (Матф. 24:14; 28:19, 20; 2 Кор. 1:3, 4). Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама пирӗн кам пулса тӑма кирлӗ, ҫавӑ пулса тӑма пулӑшас тесе пире ӑслӑлӑхпа вӑй пама пултарать.

2. а) Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне эпир Иегова пирӗнпе усӑ курасшӑн пулни пирки иккӗленме пултаратпӑр? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Эпир Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама пирӗнпе усӑ куртӑр тетпӗр, анчах хӑшӗ-пӗрисем Иегова вӗсемпе усӑ курасшӑн пулни пирки иккӗленме пултараҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ватӑлнине пула, пурнӑҫри лару-тӑрӑва пула е пултарулӑх ҫитменнине пула тӑвас килнӗ чухлех тӑваймастпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем хӑйсем мӗн туни пирки ҫителӗклӗ теҫҫӗ, ҫавӑнпа ытларах тума кирлех мар тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама пире кашнине мӗн пама пултарнине сӳтсе явӑпӑр. Унтан эпир Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене — арҫынсене тата хӗрарӑмсене — хӑш-пӗр ӗҫсене тума кӑмӑлпа вӑй панине кӑтартакан Библири тӗслӗхсене пӑхса тухӑпӑр. Юлашкинчен вара, мӗнле эпир Иеговӑна хамӑрпа усӑ курма май пама пултарнине курӑпӑр.

ИЕГОВА ПИРЕ МӖН ПАРСА ТӐРАТЬ?

3. Филиппӑ 2:13-мӗшӗ тӑрӑх, мӗнле майпа Иегова пире пӗр-пӗр ӗҫе тума кӑмӑл пама пултарать?

3 Филиппӑ 2:13 вуласа парӑр *. Иегова пире пӗр-пӗр ӗҫе тума «ырӑ шухӑш», е кӑмӑл, пама пултарать. Мӗнле майпа? Калӑпӑр, эпир пухура кама та пулин пулӑшу кирлине е мӗн те пулин тумаллине пӗлтӗмӗр. Е старейшинӑсем филиалтан килнӗ ҫырӑва — пӗр-пӗр вырӑнта пулӑшу кирли ҫинчен калакан ҫырӑва вуласа пачӗҫ. Вара эпир: «Мӗнле пулӑшмалла-ши?» — тесе шутлама пултаратпӑр. Е, тен, пире йывӑр ӗҫ шанса парасшӑн, эпир вара ҫав ӗҫе лайӑх тума пултарасси пирки иккӗленетпӗр. Е Библири пӗр-пӗр вырӑна вуланӑ хыҫҫӑн хамӑра ҫакӑн пек ыйту пама пултаратпӑр: «Ыттисене пулӑшас тесе ҫак сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле усӑ курма пулать?» Иегова пире нимӗнле ӗҫе те вӑйпах тутармӗ. Анчах та эпир ыттисене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, вӑл пире ҫав шухӑша пурнӑҫа кӗртме кӑмӑл пама пултарать, вара эпир ҫавна тума пуҫлӑпӑр.

4. Мӗнле майпа Иегова пире пӗр-пӗр ӗҫе тума вӑй пама пултарать?

4 Ҫавӑн пекех Иегова пире пӗр-пӗр ӗҫе тума вӑй та пама пултарать (Ис. 40:29). Вӑл пире хӑйӗн святой сывлӑшне парса пӗр-пӗр пултарулӑха аталантарма пулӑшма пултарать (Тух. 35:30—35). Иегова хӑйӗн организаци урлӑ пире хӑш-пӗр ӗҫсене тума вӗрентет. Эсир хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе мӗнле тумаллине пӗлместӗр пулсан, пулӑшу ыйтӑр. Ҫавӑн пекех хамӑрӑн уҫӑ кӑмӑллӑ ҫӳлти Аттене «пысӑк хӑват» парсам тесе кӗлтӑвӑр (2 Кор. 4:7; Лука 11:13). Библире Иегова арҫынсемпе хӗрарӑмсене пӗр-пӗр ӗҫе тума кӑмӑл та, вӑй та пани ҫинчен калакан тӗслӗхсем нумай. Айтӑр ҫавсенчен хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар тата Иегова пирӗнпе те мӗнле усӑ курма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

ИЕГОВА АРҪЫНСЕНЕ КАМСЕМ ПУЛСА ТӐМА ПУЛӐШНӐ?

5. Иегова хӑйӗн халӑхне хӑтарма Моисейпе мӗнле тата хӑҫан усӑ курни ҫинчен вуланӑ чухне эпир мӗне вӗренетпӗр?

5 Иегова пулӑшнине пула Моисей израильтянсемшӗн хӑтаракан пулса тӑнӑ. Анчах Иегова ҫак ӗҫе ӑна хӑҫан шанса панӑ? Моисей «Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха вӗрен[нӗ]» хыҫҫӑн-и? (Ап. ӗҫ. 7:22—25.) Ҫук, Иегова ҫак ӗҫе ӑна хӑйне кӗҫӗне хума вӗрентнӗ тата йӑваш ҫын пулса тӑма пулӑшнӑ хыҫҫӑн шанса панӑ (Ап. ӗҫ. 7:30, 34—36). Турӑ ӑна Египетри чи пысӑк пуҫлӑхпа калаҫма хӑюлӑх та панӑ (Тух. 9:13—19). Иегова Моисейпе мӗнле тата хӑҫан усӑ курни ҫинчен вуланӑ чухне эпир мӗне вӗренетпӗр? Кам Турра юрӑхлӑ енсене кӑтартса тӑрать тата унран пулӑшу ыйтса тӑрать, ҫавсемпе Иегова усӑ курать (Флп. 4:13).

6. Иегова Давида Верзеллий урлӑ пулӑшни пире мӗне вӗрентет?

6 Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Иегова Давид патшана пулӑшма Верзеллийпе усӑ курнӑ. Давидпа унӑн ҫыннисем Давидӑн ывӑлӗнчен, Авессаломран, тарнӑ чухне выҫса, ывӑнса ҫитнӗ тата вӗсен питӗ ӗҫес килнӗ пулнӑ. Ҫавӑн чухне Иегова вӗсене Верзеллий урлӑ пулӑшнӑ. Хӑйне вӗлерме пултарнӑ пулсан та ҫак ватӑ арҫын ыттисемпе пӗрле Давидпа унӑн ҫыннисене мӗн кирлине панӑ. Эпӗ ватӑ, Иегова манпа тек усӑ курма пултараймасть тесе шутламан Верзеллий. Пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн мӗн пуррине хаваспах Туррӑн ӗҫлекенӗсене панӑ (2 Патш. 17:27—29). Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? Эпир кирек миҫе ҫулта пулсан та, Иегова пирӗнпе усӑ курса вырӑнти е урӑх ҫӗршывра пурӑнакан тӑвансене мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарать (Ытар. 3:27, 28; 19:17). Тен, эпир вӗсем патне кайса пулӑшаймастпӑр, анчах Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе туса тӑма эпир хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парса пулӑшма пултаратпӑр, ҫавна пула организаци тӑвансене пулӑшу кирлӗ ҫӗрте пулӑшма пултарӗ (2 Кор. 8:14, 15; 9:11).

7. Иегова Симеонпа мӗнле усӑ курнӑ тата ҫакӑ пире мӗншӗн хавхалантарать?

7 Иегова Симеона, Иерусалимра пурӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенне, Мессияна курмасӑр вилместӗн тесе сӑмах панӑ. Мессия килессине нумай ҫул кӗтнӗ Симеона ҫакӑ питӗ хавхалантарнӑ пулӗ. Иегова ӑна хытӑ ӗненнӗшӗн тата чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн пилленӗ. Пӗррехинче «Таса Сывлӑш хавхалантарнипе» вӑл храма кӗнӗ те пӗчӗк Иисуса курнӑ. Симеон урлӑ Иегова ҫак ача ҫинчен, Христос пулса тӑмалли ача ҫинчен, пророкла сӑмахсем каланӑ (Лука 2:25—35). Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫличчен Симеон вилнӗ пулас, ҫав-ҫавах вӑл Иегова хӑйӗнпе ҫакӑн пек майпа усӑ курнӑшӑн Турра питӗ пархатарлӑ пулнӑ. Пуласлӑхра вара вӑл тата пысӑкрах награда илӗ! Ҫӗнӗ тӗнчере ҫак шанчӑклӑ арҫын Иисус ертсе пынине пула ҫӗр ҫинчи пур ҫемье те пиллӗхсем илнине курӗ (Пулт. 22:18). Иегова пире сӑваплӑ ӗҫре тӗрлӗ ӗҫсем шанса панӑшӑн эпир те ӑна питӗ пархатарлӑ.

8. Варнавӑпа усӑ курнӑ пекех Иегова пирӗнпе мӗнле усӑ курма пултарать?

8 Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Иосия (Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ тӑрӑх, Иосиф) ятлӑ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын Иеговӑна хӑйӗнпе усӑ курма панӑ (Ап. ӗҫ. 4:36, 37). Иосия ыттисене лайӑх йӑпатма пултарнӑран апостолсем ӑна Варнава тесе чӗннӗ пулмалла, ҫак ят вара «лӑплантаракан ывӑл» тенине пӗлтерет. Сӑмахран, Савл христианин пулса тӑрсан, тӑвансенчен нумайӑшӗ унпа хутшӑнма хӑранӑ, мӗншӗн тесен унччен вӑл пухусене хаяррӑн хӗсӗрленӗ пулнӑ. Ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ Варнава килсе пулӑшсан вара Савл питӗ савӑннӑ (Ап. ӗҫ. 9:21, 26—28). Каярахпа Иерусалимри старейшинӑсем аякри вырӑнти, Сирири Антиохи хулинчи, тӑвансене хавхалантарма кирлине курнӑ. Вӗсем унта кама янӑ? Варнавӑна! Ҫакӑ чӑнах та лайӑх йышӑну пулнӑ. Библире эпир Варнава «пурне те Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн пӑхӑнса пурӑнма» хавхалантарни ҫинчен вулатпӑр (Ап. ӗҫ. 11:22—24). Паян та Иегова пире тӑвансемшӗн «лӑплантаракан ывӑл» пулса тӑма пулӑшма пултарать. Пирӗн урлӑ вӑл, сӑмахран, камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавсене йӑпатма пултарать. Е вӑл пире чирлекенсене, хуйха ӳкнисене ырӑ сӑмахсем каламашкӑн вӗсем патне кайса килме е шӑнкӑравлама хавхалантарма пултарать. Эсир Иеговӑна, вӑл Варнавӑпа усӑ курнӑ пекех, хӑвӑрпа усӑ курма парӑр-ши? (1 Фес. 5:14.)

9. Иегова Василий тӑвана лайӑх старейшина пулса тӑма пулӑшнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

9 Иегова Василий ятлӑ арҫын тӑвана лайӑх старейшина пулса тӑма пулӑшнӑ. 26 ҫулта старейшина пулса тӑрсан вӑл пухури тӑвансене — уйрӑмах пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакан тӑвансене — лайӑх пулӑшма пултараймастӑп тесе шутланӑ. Анчах Василий опытлӑ старейшинӑсемпе хутшӑнса тата Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗнче вӗренсе нумай мӗне вӗреннӗ. Лайӑхланса пырас тесе вӑл нумай вӑй хунӑ. Сӑмахран, вӑл хӑйӗн пӗчӗк тӗллевӗсен списокне тунӑ. Унтан вӑл вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне пурнӑҫа кӗртсе пырса майӗпен хӑранине ҫӗнтернӗ. Вӑл ҫапла калать: «Унччен мана мӗн хӑратнӑ, ҫавӑ халӗ мана нумай савӑнӑҫ парать. Иегова мана тӑвансене йӑпатакан сӑвӑ йӗрки тупма пулӑшсан чун хӗпӗртет». Арҫын тӑвансем, эсир Василий пекех Иеговӑна хӑвӑрпа усӑ курма май паратӑр пулсан, Иегова сире пухура ытларах ӗҫ тума пултарулӑх пама пултарӗ.

ИЕГОВА ХӖРАРӐМСЕНЕ КАМСЕМ ПУЛСА ТӐМА ПУЛӐШНӐ?

10. Авигея мӗн тунӑ тата эпир унӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренетпӗр?

10 Давидпа унӑн ҫар ҫыннисене Саул патша хӑваланӑ, ҫавӑнпа вӗсене пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Давидӑн ҫыннисем Навал ятлӑ пуян израильтянинран кӑштах апат-ҫимӗҫ ыйтнӑ. Пушхирте Навалӑн кӗтӗвӗсене хӳтӗленӗрен эпир унран ҫимелли ыйтма пултаратпӑр тесе шутланӑ вӗсем. Анчах хӑйне юратакан Навал вӗсене пулӑшма килӗшмен. Давид тарӑхса кайнӑ та Навалпа унӑн килӗнчи пур арҫынна та вӗлерме шут тытнӑ (1 Патш. 25:3—13, 22). Навалӑн арӑмӗ, Авигея, хитре пулнисӗр пуҫне ӑслӑ-тӑнлӑ та пулнӑ. Хӑюлӑх пухса вӑл Давид патне пынӑ та унӑн ури умне ӳксе Навалпа унӑн ҫыннисене ан вӗлер, юн ан юхтар тесе йӑлӑнма пуҫланӑ. Вӑл ыррӑн Давида пурне те Иеговӑна шанса пар тесе каланӑ. Авигея йӑвашшӑн калаҫни тата хӑйне ӑслӑ-тӑнлӑ тытни Давидӑн чӗрине пырса тивнӗ. Ӑна Иегова янине вӑл ӑнланса илнӗ (1 Патш. 25:23—28, 32—34). Авигея лайӑх енсене аталантарнӑ, ҫавӑнпа Иегова унпа усӑ курнӑ. Паян та Иегова ырӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулса пыма тӑрӑшакан христианкӑсемпе усӑ курса ҫемьесене тата пухури тӑвансене ҫирӗплетме пултарать (Ытар. 24:3; Тит 2:3—5).

11. Шаллумӑн хӗрӗсем мӗнле ӗҫе туса тӑнӑ тата кам паян вӗсенчен тӗслӗх илет?

11 Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Иегова хӑйӗн халӑхне Иерусалим хулин хӳмисене ҫӗнӗрен туса лартма хавхалантарнӑ. Ҫав ӗҫре вӑл Шаллумӑн хӗрӗсемпе те усӑ курнӑ (Неем. 2:20; 3:12). Вӗсен ашшӗ, Шаллум, кнеҫ пулнӑ пулин те, вӗсем хатӗр пулсах йывӑр та хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫе туса тӑнӑ (Неем. 4:15—18). Вӗсемпе танлаштарсан, Фекояран килнӗ паллӑ ҫынсем «пилӗк авма[н], ӗҫлеме[н]» (Неем. 3:5). Хӳмесене 52 кун хушшинче туса лартсан Шаллум хӗрӗсем мӗн тери савӑннӑ пулӗ! (Неем. 6:15.) Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем сӑваплӑ ӗҫе пӗр ятарлӑ майпа туса тӑраҫҫӗ — вӗсем Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартас тата юсас ӗҫе хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пултӑр тесен пире ҫав пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ тата шанчӑклӑ хӗрарӑм тӑвансем питӗ кирлӗ!

12. Иегова Тавифӑпа усӑ курнӑ пекех пирӗнпе мӗнле усӑ курма пултарать?

12 Иегова Тавифӑна «нумай ырӑ ӗҫ» тума, уйрӑмах тӑлӑх арӑмсене пулӑшма, хавхалантарнӑ (Ап. ӗҫ. 9:36). Тавифа питӗ ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл вилсен нумайӑшӗ питӗ хуйхӑрнӑ. Петр апостол ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратсан вара вӗсем мӗн тери савӑннӑ пулӗ! (Ап. ӗҫ. 9:39—41.) Тавифӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? Эпир пурте — ҫамрӑккисем те, ваттисем те, арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — тӑвансене ырӑ ӗҫсемпе пулӑшма пултаратпӑр (Евр. 13:16).

13. Иегова Руфь ятлӑ вӑтанчӑк хӗрарӑм тӑванпа мӗнле усӑ курнӑ тата Руфь мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ?

13 Руфь ятлӑ вӑтанчӑк хӗрарӑм тӑван миссионер пулма ӗмӗтленнӗ. Ача чухне вӑл буклетсене килтен киле чупа-чупа салатнӑ. Ҫакӑн пек майпа ырӑ хыпар сарма Руфе питӗ килӗшнӗ, анчах ҫынсемпе алӑк умӗнче калаҫса тӑма тата вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пама ӑна йывӑр пулнӑ. Вӑтанчӑк пулнине пӑхмасӑрах Руфь 18 ҫулта пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1946 ҫулта вӑл Галаад шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, каярахпа вара Гавайӑра тата Японире миссионер пулса ӗҫленӗ. Иегова ҫак хӗрарӑм тӑванпа усӑ курса ҫав вырӑнсенчи нумай-нумай ҫынна ырӑ хыпара илтме пулӑшнӑ. Сӑваплӑ ӗҫе 80 ҫула яхӑн туса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл акӑ мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Иегова мана яланах ҫирӗплетнӗ. Вӑл мана вӑтаннине ҫӗнтерме пулӑшрӗ. Иегова хӑйне шанаканпа кирек кампа та усӑ курма пултарасси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп».

ИЕГОВӐНА ХӐВӐРПА УСӐ КУРМА ПАРӐР

14. Колоссӑ 1:29-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пирӗнпе усӑ куртӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

14 Нумай ӗмӗр хушши Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе тӗрлӗ майпа усӑ курнӑ. Вӑл сире кам пулса тӑма пулӑшма пултарать? Ҫакӑ ытларах эсир тӑрӑшса ӗҫлеме хатӗр пулнипе пулманнинчен килет. (Колоссӑ 1:29 вуласа парӑр.) Эсир Иеговӑна хӑвӑрпа усӑ курма май паратӑр пулсан, вӑл сире хастар хыпарҫӑ, ӑста вӗрентекен, лайӑх йӑпатакан, пултаруллӑ ӗҫлекен, шанчӑклӑ тус — урӑхла каласан, Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама сирӗн кам пулса тӑма кирлӗ, ҫавӑ — пулса тӑма пулӑшма пултарать.

15. 1 Тимофей 4:12, 15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын тӑвансен мӗн пирки Иеговӑна йӑлӑнса кӗлтумалла?

15 Ҫитӗнсе пыракан ҫамрӑк арҫын тӑвансем, сирӗн пирки мӗн калама пулать? Хальхи вӑхӑтра пухура пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлеме пултаракан вӑй питти арҫынсем питӗ кирлӗ. Нумай пухура старейшинӑсен шучӗ пулӑшакан ӗҫченсен шутӗнчен пысӑкрах. Эсир, ҫамрӑк арҫын тӑвансем, пухура ытларах тӑвас кӑмӑла аталантарма пултаратӑр-и? Хӑш-пӗр чухне арҫын тӑван: «Эпӗ хыпарҫӑ пулса ӗҫлени те маншӑн ҫителӗклӗ»,— тесе каланине илтме пулать. Эсӗ те ҫапла шутлатӑн пулсан, пулӑшакан ӗҫчен пулса тӑрас кӑмӑла аталантарма пулӑшсам тесе тата чун-чӗререн ӗҫлесе тӑма вӑй парсам тесе Иеговӑна йӑлӑнса кӗлту (Еккл. 12:1). Пухура питӗ нумай ӗҫ, эсӗ вара пулӑшма пултаратӑн! (1 Тимофей 4:12, 15 вуласа парӑр.)

16. Пирӗн Иеговӑран мӗн ыйтмалла тата мӗншӗн?

16 Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама сирӗн кам пулса тӑмалла, сире ҫавӑ пулса тӑма хавхалантарма пултарать. Ҫавӑнпа та Иеговӑна санӑн ирӗкне пурнӑҫлама кӑмӑл тата вӑй парсам тесе кӗлтӑвӑр. Ҫамрӑк-и эсир е ватӑ-и, вӑхӑтпа, вӑйпа тата пурлӑхпа усӑ курса Иеговӑна мухтава кӑларӑр! (Еккл. 9:10.) Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме чаплӑ май уҫӑлсан, хама шанса паракан ӗҫе тума пултараймастӑп пуль тесе шухӑшласа ҫак мая тӳрех сирсе ан ярӑр. Сӑваплӑ ӗҫре мӗн чухлӗ те пулин тума пултарни пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс. Мӗншӗн тесен ҫапла эпир хамӑрӑн юратакан ҫӳлти Аттене мухтава кӑларатпӑр, вӑл вара ҫавна тивӗҫлӗ!

127-МӖШ ЮРӐ Манӑн мӗнле ҫын пулмалла?

^ 5 абз. Иеговӑшӑн нумай тума пултараймастӑп, манран усси сахал тесе е Иеговӑшӑн нумай ӗҫленинчен усси ҫукпа пӗрех тесе шутлама пултаратӑр эсир. Ҫак статьяра Иегова сире хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама кӑмӑл та, вӑй та мӗнле пама пултарнине сӳтсе явнӑ.

^ 3 абз. Павел хӑйӗн ҫырӑвне пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансем валли ҫырнӑ пулин те, унӑн сӑмахӗсем Иеговӑн пур ӗҫлекенне те пырса тивеҫҫӗ.