Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

43-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнӑр

Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнӑр

«Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» (МАТФ. 4:10).

51-МӖШ ЮРӐ Эпир хамӑра Турра халалларӑмӑр!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнмалла?

ИЕГОВА пире тунӑ тата пурнӑҫ панӑ, ҫавӑнпа пирӗн ӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнмалла (Ӳлӗм. 4:11). Анчах та ҫавна тума ҫӑмӑлах мар. Эпир Иеговӑна юрататпӑр тата хисеплетпӗр пулин те, пирӗн пурнӑҫра ытти япаласем пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑма пултараҫҫӗ, вара эпир ӑна сахалрах юратма пуҫлӑпӑр тата ӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахӑпӑр. Ҫакӑ мӗнле пулса тухма пултарнине пирӗн ӑнланмалла. Анчах чи малтан айтӑр Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнни мӗне пӗлтернине пӑхса тухар.

2. Матфей 4:10-мӗшӗ тӑрӑх, Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнатпӑр пулсан, эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр?

2 Библи тӑрӑх, Турра чунтан парӑнни ӑна питӗ хытӑ юратнине пӗлтерет. Эпир Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнатпӑр пулсан, апла эпир ӑна ҫеҫ пуҫҫапса пурӑнӑпӑр. Эпир никама та, ниме те хамӑр чӗрере унӑн вырӑнне йышӑнма памӑпӑр. (Матфей 4:10 вуласа парӑр.)

3. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма сӑлтавсем пур теме пулать?

3 Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма пирӗн сӑлтавсем пур. Эпир ӑна питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Пире унӑн паха енӗсем питӗ килӗшеҫҫӗ. Ӑна мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменнине эпир пӗлетпӗр, хамӑр та япаласем ҫине вӑл пӑхнӑ пек пӑхатпӑр. Иегова пире хӑйӗншӗн ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса ӗҫлеччӗр тет, ҫакна ӑнланнӑран эпир унӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр. Вӑл пире хӑйӗн тусӗсем пулма май панине эпир питӗ хаклатпӑр (Ытар. 3:32). Пире Пултаракан ҫинчен мӗн те пулин ҫӗннине пӗлсе пынӑ май эпир унпа ҫывӑхланса пыратпӑр (Иак. 4:8).

4. а) Пире Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахтарас тесе Сатана мӗнпе усӑ курать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Ҫак тӗнчене Шуйттан тытса тӑрать, унпа усӑ курса вӑл пире ҫынсем илес текен япаласене малти вырӑна хума тата ҫылӑхлӑ ӳт хыҫҫӑн кайма илӗртет (Эф. 2:1—3; 1 Иоанн 5:19). Иеговӑна ҫеҫ юратасран Сатана пире мӗне те пулин урӑххине те юраттарасшӑн. Мӗншӗн тесен ҫавна пула эпир Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахӑпӑр. Ҫакна тӑвас тесе Шуйттан мӗнле икӗ майпа усӑ курнине пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл пире укҫана юраттарасшӑн, иккӗмӗшӗнчен — япӑх вӑйӑ-кулӑ суйласа илтересшӗн.

УКҪАНА ЮРАТАСРАН СЫХЛАНӐР

5. Мӗншӗн пирӗн укҫана юратма пуҫласран сыхланмалла?

5 Пирӗн пурин те тутлӑ апат ҫиес килет, хитре тӑхӑнас килет тата лайӑх ҫуртра пурӑнас килет. Анчах пирӗн укҫана юратма пуҫласран сыхланмалла. Хальхи вӑхӑтра ҫынсенчен нумайӑшӗ укҫана тата укҫапа мӗн илме пулать, ҫавсене юратаҫҫӗ (2 Тим. 3:2). Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансен те ҫакӑн пек юрату аталанма пултарнине пӗлнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр» (Матф. 6:24). Ҫын Иеговӑна пуҫҫапать, ҫав вӑхӑтрах пуян пулса тӑрас тесе нумай вӑй хурать тата нумай вӑхӑт уйӑрать пулсан, вӑл икӗ хуҫашӑн ӗҫлесе тӑрать теме пулать. Ун пирки Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнать тесе калаймӑн.

Лаодики хулинчи хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсем пирки мӗн шутланӑ? Иеговӑпа Иисус вара вӗсем пирки мӗн шутланӑ? (6-мӗш абзаца пӑхӑр.)

6. Иисус Лаодики хулинчи пухӑва каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Лаодики хулинчи христиансем мухтанса хӑйсем пирки ҫапла каланӑ: «Эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук». Анчах Иеговӑпа Иисусшӑн вӗсем «телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас» пулнӑ. Иисус вӗсене пуян пулнӑшӑн мар, укҫана питӗ хытӑ юратнӑшӑн айӑпланӑ, мӗншӗн тесен ҫавна пула вӗсен хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнӑвӗсем япӑхланса кайнӑ (Ӳлӗм. 3:14—17). Хамӑр чӗрере укҫана юратни ӳссе пынине асӑрхарӑмӑр пулсан, пирӗн тӳрех хамӑрӑн шухӑшсене улӑштармалла (1 Тим. 6:7, 8). Ун пек тумасан пирӗн чӗре пайланса кайӗ, вара Иегова эпир пуҫҫапнине йышӑнмӗ. Мӗншӗн тесен Иегова хӑйне пӗтӗм чӗрепе юратасса кӗтет (Марк 12:30). Анчах мӗне пула укҫа пирӗн пурнӑҫра малти вырӑна йышӑнма пултарать?

7—9. Дэвид ятлӑ старейшинӑран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

7 Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Дэвид ятлӑ арҫын тӑванӑн, питӗ ӗҫчен старейшинӑн, тӗслӗхне пӑхса тухар. «Хам ӗҫленӗ вырӑнта питӗ тӑрӑшса ӗҫлеттӗмччӗ»,— тесе калать вӑл. Фирмӑра ӑна лайӑх ӗҫ шанса панӑ пулнӑ тата нумай укҫа тӳленӗ, ҫавӑн пекех хӑйӗн ӗҫне тӑвас тӗлӗшрен вӑл ҫӗршыври чи лайӑх специалистсенчен пӗри шутланнӑ. «Ун чухне Турӑ мана ҫапла майпа пиллесе тӑнӑ пек туйӑнатчӗ»,— каласа парать Дэвид. Анчах ку чӑнах та ҫапла пулнӑ-и?

8 Дэвид хӑйӗн ӗҫӗ хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине япӑх витӗм кӳнине асӑрхама пуҫланӑ. «Эпӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче, ырӑ хыпар сарнӑ чухне те ӗҫри йывӑрлӑхсем ҫинчен шухӑшлаттӑм,— тесе калать вӑл.— Эпӗ нумай укҫа ӗҫлесе илнӗ, анчах ытларах та ытларах пӑшӑрханнине пула ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухма пуҫларӗҫ».

9 Дэвид хӑйӗншӗн мӗн кирлӗрех пулнине суйласа илмеллине ӑнланса илнӗ. «Эпӗ хамӑн лару-тӑрӑва улӑштарма ҫирӗп шут тытрӑм»,— тесе калать вӑл. Сахалтарах ӗҫлес тесе Дэвид хӑйӗн ӗҫ графикне улӑштарасшӑн пулни ҫинчен начальника пӗлтернӗ. Вара мӗн пулса тухнӑ? Дэвида ӗҫрен кӑларса янӑ! Вӑл мӗн тунӑ? «Тепӗр куннех эпӗ кашни уйӑхра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме заявлени ҫыртӑм»,— аса илет вӑл. Дэвидпа унӑн арӑмӗ пысӑк ҫуртсенче тасатас-тирпейлес ӗҫе туса тӑнипе пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илме пуҫланӑ. Вӑхӑт иртсен вӑл пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, каярахпа вара арӑмӗ те пионер пулса тӑнӑ. Ҫак мӑшӑр ыттисем хисеплесех кайман ӗҫе тунӑ, анчах вӗсене ҫакӑ пӗртте пӑшӑрхантарман. Унчченхипе танлаштарсан, вӗсем вунӑ хут сахалтарах укҫа ӗҫлесе илнӗ пулин те, кашни уйӑх тӑкаксене саплаштарма вӗсен укҫа ҫителӗклӗ пулнӑ. Вӗсем Иеговӑна малти вырӑна хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӑвакан ҫынсемшӗн Турӑ тӑрӑшнине Дэвидпа унӑн арӑмӗ хӑйсем ҫинче туйнӑ (Матф. 6:31—33).

10. Пирӗн хамӑр чӗрене мӗнле упрамалла?

10 Чухӑн-и эпир е пуян-и, пирӗн пурин те хамӑрӑн чӗрене упрамалла. Мӗнле майпа? Укҫана юратма пуҫласран асӑрханӑр. Хамӑрӑн ӗҫ Иеговӑшӑн туса тӑракан ӗҫрен пӗлтерӗшлӗрех пулса ан тӑтӑр. Ҫак тӗлӗшрен хамӑра тӗрӗслеме пире мӗн пулӑшӗ? Хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пулать: «Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ час-часах ӗҫ пирки шутлатӑп-и? Пуласлӑхра укҫа ҫителӗклӗ пулассипе пулмасси пирки пӑшӑрханса ҫӳреместӗп-и? Эпир мӑшӑрпа укҫа е пурлӑх пирки хирӗҫкелетпӗр-и? Эпӗ ыттисем хисеплесех кайман, анчах Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме пулӑшакан ӗҫе вырнаҫма хатӗр-и?» (1 Тим. 6:9—12.) Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшланӑ чухне Иегова пире юратнине тата хӑйне чунтан парӑннисене: «Сана хӑвармӑп, сана пӑрахмӑп»,— тесе сӑмах панине асра тытӑр. Ҫавӑнпа та Павел апостол: «Укҫана хапсӑнакан кӑмӑллӑ ан пулӑр»,— тесе ҫырнӑ (Евр. 13:5, 6, ҪС).

ВӐЙӐ-КУЛЛА ТӖРӖС СУЙЛАСА ИЛӖР

11. Вӑйӑ-кулӑ ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

11 Иегова пире савӑнса пурӑнтарасшӑн, вӑйӑ-кулӑ вара ҫак тӗлӗшрен пулӑшма пултарать. Сӑмахран, Турӑ Сӑмахӗнче: «Ҫут тӗнчере ҫыншӑн ӗҫсе ҫиессинчен, савӑнса пурӑнассинчен лайӑхраххи ҫук»,— тенӗ (Еккл. 8:15). Анчах ҫак тӗнче сӗнекен вӑйӑ-кулӑран нумайӑшӗ пирӗн ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать. Вӗсене пула ҫынсем Турӑ Сӑмахӗ сивлекен ӗҫсене туни темех мар тесе шутлама е ҫав ӗҫсене юратма та пуҫлаҫҫӗ.

Сирӗн валли вӑйӑ-кулӑ кам хатӗрлет? (11—14 абзацсене пӑхӑр.) *

12. 1 Коринф 10:21, 22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн вӑйӑ-кулла тӗрӗс суйласа илмелле?

12 Эпир Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнасшӑн, ҫавӑнпа эпир «Ҫӳлхуҫа сӗтелӗ ҫинчен те, шуйттан сӗтелӗ ҫинчен те» ҫиме пултараймастпӑр. (1 Коринф 10:21, 22 вуласа парӑр.) Ҫынсем пӗрле апатланни час-часах вӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ пулнине кӑтартать. Эпир пусмӑрла ӗҫсене тума, спиритизма явӑҫма, аскӑн ӗҫе хутшӑнма е тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма хӗтӗртекен вӑйӑ-кулла суйласа илетпӗр пулсан, ҫакӑ Туррӑн тӑшманӗсемпе пӗрле вӗсем хатӗрленӗ апата ҫинипе пӗрех. Ҫакна тунипе эпир хамӑра сиен кӳретпӗр, хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене те аркататпӑр.

13, 14. Иаков 1:14, 15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма хӗтӗртекен вӑйӑ-кулӑран пӑрӑнмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

13 Вӑйӑ-кулӑпа апат хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? Апат ҫинӗ чухне мӗн ҫимеллипе мӗн ҫимелле маррине эпир хамӑр суйласа илме пултаратпӑр. Анчах апата ҫӑтса ярсан, организмра малалла мӗн пулса иртни ҫине эпир витӗм кӳме пултараймастпӑр. Вӑхӑт иртсен эпир ҫинӗ апатӑн тутлӑхлӑ япалисем пирӗн кӗлеткен пайӗ пулса тӑраҫҫӗ. Лайӑх апат сывлӑха ҫирӗплетет, япӑххи вара — хавшатать. Ҫакӑ тӳрех курӑнмасан та пултарать, анчах кайран курӑнатех.

14 Вӑйӑ-кулӑ суйласа илнӗ чухне те эпир хамӑр ӑс-тӑна мӗнпе тултармаллине суйласа илме пултаратпӑр. Анчах пирӗн ӑс-тӑна мӗн те пулин кӗрсенех, ҫавӑ пирӗн шухӑшсемпе туйӑмсем ҫине витӗм кӳме пуҫлать. Лайӑх вӑйӑ-кулӑ пире вӑй парать, япӑххи вара сиен кӳрет. (Иаков 1:14, 15 вуласа парӑр.) Япӑх вӑйӑ-кулӑн витӗмӗ тӳрех палӑрмасан та пултарать, анчах кайран палӑратех. Ҫавӑнпа та Библи пире ҫапла асӑрхаттарать: «Ан улталанӑр: Турра улталама ҫук. Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет: ӳчӗшӗн акакан хӑй ӳтӗнчен вилеслӗх вырса илӗ» (Гал. 6:7, 8). Акӑ мӗншӗн Иегова курайман ӗҫсене тума хӗтӗртекен кирек мӗнле вӑйӑ-кулла та сирсе ямалла! (Пс. 96:10.)

15. Иегова пирӗн кӑмӑла ҫӗклес тесе пире мӗнле парне панӑ?

15 Нумай-нумай Иеговӑн ӗҫлекенне JW телекурава, пирӗн интернет-телевидение, пӑхма питӗ килӗшет. Мэрилин ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каланӑ: «Пирӗн телекурав кӑмӑла ҫӗклет. Унта мӗн кӑтартни веҫех усӑллӑ, пурне те пӑхма пулать. Хама пӗччен пек туйнӑ чухне е салхуллӑ пулнӑ чухне эпӗ пӗр-пӗр хавхалантаракан доклада е Библири шухӑшсене ирхине сӳтсе явнине итлетӗп. Ҫакӑ мана Иеговӑпа тата унӑн организацийӗпе ҫывӑхланса пыма пулӑшать. JW телекурава пула манӑн пурнӑҫ йӑлтах улшӑнчӗ». Эсир Иегова панӑ ҫак парнене хаклатӑр-и? Кашни уйӑхра тухса тӑракан программӑсемсӗр пуҫне пирӗн телекуравра нумай аудио- тата видеоматериала, ҫав шутрах кӑмӑла ҫӗклекен юрӑсене те, тупма пулать.

16, 17. Мӗншӗн вӑйӑ-кулӑ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрас тӗлӗшрен питӗ тимлӗ пулмалла тата вӑйӑ-кулӑ ҫине ытла нумай вӑхӑт ан кайтӑр тесен мӗн тумалла?

16 Пирӗн мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илес тӗлӗшрен кӑна мар, ҫак вӑйӑ-кулӑ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрас тӗлӗшрен те питӗ тимлӗ пулмалла. Ҫавӑн пек тумасан, вӑйӑ-кулӑ ҫине, Иеговӑшӑн ӗҫлессипе танлаштарсан, ытларах вӑхӑт кайма пултарать. Нумайӑшне хӑйсене вӑхӑтра «ҫитет» тесе калама йывӑр пулкалать. Абигейл ятлӑ 18 ҫулхи христианка ҫапла калать: «Йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн кун вӗҫӗнче телевизор мана канма пулӑшать. Анчах асӑрхануллӑ пулмасан, экран умӗнче сехечӗ-сехечӗпех ларма пултаратӑп». Самьюэл ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑван вара ҫапла калать: «Эпӗ кӗске видеосене пӗр вӗҫӗм пӑхса ларма пултарнине асӑрхарӑм. Пӗр видеоролика ҫеҫ пӑхса илес тетӗп, анчах сисместӗп те — виҫӗ-тӑватӑ сехет иртсе каять».

17 Вӑйӑ-кулӑ ҫине ытла нумай вӑхӑт ан кайтӑр тесен мӗн тумалла? Малтан чӑннипех мӗн чухлӗ вӑхӑт кайнине пӗлме тӑрӑшӑр. Эрне хушшинче вӑйӑ-кулӑ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрнине мӗншӗн-ха палӑртса пырас мар? Календарьте хӑвӑр миҫе сехет телевизор пӑхнине, интернетра мӗн те пулин пӑхса ларнине тата электронлӑ хатӗрпе вӑйӑсем вылянине ҫырса пырӑр. Ытла нумай вӑхӑт кайнине асӑрхарӑр пулсан, график тума тӑрӑшӑр. Чи малтан кирлӗ ӗҫсем валли вӑхӑт уйӑрӑр, унтан вара вӑйӑ-кулӑ валли. Хӑвӑр тунӑ графика тытса тӑма Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Ҫапла тусан сирӗн хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренме, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленме тата вӗсене ҫӳреме, ырӑ хыпар сарма тата вӗренекенсене хатӗрлеме вӑхӑтпа вӑй пулӗ. Унсӑр пуҫне, сирӗн хӑвӑра вӑхӑта усӑсӑр ирттертӗм тесе айӑпласси те пулмӗ.

ИЕГОВӐНА ҪЕҪ ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНӐР

18, 19. Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Сатанан тӗнчи пӗтесси ҫинчен тата ҫӗнӗ тӗнче пуласси ҫинчен ҫырнӑ хыҫҫӑн Петр апостол ҫапла каланӑ: «Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр» (2 Петр 3:14). Ҫак канаша итлесен, ҫавӑн пекех Иеговӑна юрӑхлӑ пурӑнсан тата пуҫҫапсан эпир ӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнӑпӑр.

19 Сатанапа унӑн тӗнчи малалла та пире Иеговӑна мар, ытти япаласене мала хума хистесе тӑрӗҫ (Лука 4:13). Айтӑр никама та, ниме те хамӑр чӗрере Иеговӑн вырӑнне йышӑнма парар мар. Эпир Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнма ҫирӗп шут тытрӑмӑр, мӗншӗн тесен вӑл кӑна ҫавна тивӗҫлӗ!

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

^ 5 абз. Эпир хамӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑшӑн ӗҫлеме халалланӑ. Анчах эпир ӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнатпӑр-и? Ҫакна эпир тӑвакан йышӑнусем кӑтартаҫҫӗ. Айтӑр пурнӑҫри икӗ ене пӑхса тухар. Ҫакна туни пире Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑннипе парӑнманнине курма пулӑшӗ.

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖК. Эпир таса мар вырӑнта хатӗрленӗ сиен кӳрекен апата ҫимен пулӑттӑмӑр. Апла мӗншӗн-ха пирӗн пусмӑрлӑхпа, спиритизмпа тата аскӑн ӗҫпе ҫыхӑннӑ вӑйӑ-кулла пӑхмалла?