Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫынсен ҫывхарса килекен «ҫил-тӑвӑл» ҫинчен, Туррӑн сучӗ ҫинчен, илтмелле!

Туррӑн сучӗсем. Турӑ ҫӑлӑнма яланах ҫителӗклӗ вӑхӑт парать-и?

Туррӑн сучӗсем. Турӑ ҫӑлӑнма яланах ҫителӗклӗ вӑхӑт парать-и?

СИНОПТИК метеорадарӑн экранӗ ҫинче мӗн кӑтартнине тимлӗ сӑнать. Вӑл халӑх йышлӑ пурӑнакан район патне ҫил-тӑвӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫывхарса пынине курать. Ҫынсем хӑрушлӑха лекме пултарнине кура вӑл вӗсене вӑраха ямасӑр асӑрхаттарас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвать.

Иегова та ҫӗр ҫинчи ҫынсене ҫывхарса килекен «ҫил-тӑвӑл» ҫинчен — ҫанталӑк ҫинчен пӗлтерекен хыпарсенче калакан кирек мӗнле ҫил-тӑвӑлтан та хӑрушӑраххи ҫинчен — асӑрхаттарать. Ҫавна вӑл мӗнле тӑвать? Мӗншӗн вӑл ҫынсене кирлӗ утӑмсем тума ҫителӗклӗ вӑхӑт парать теме пулать? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлес тесе Иегова унччен мӗнле асӑрхаттарнине кӑтартакан темиҫе тӗслӗхе пӑхса тухар.

ИЕГОВА УНЧЧЕН ҪЫНСЕНЕ МӖНЛЕ АСӐРХАТТАРНӐ?

Библире каланӑ вӑхӑтсенче Иегова «ҫил-тӑвӑл» пуласси ҫинчен, урӑхла каласан, пӗлсе тӑрсах хӑйне хирӗҫ пыракансем пирки йышӑннӑ приговорсене пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен, пӗрре анчах мар асӑрхаттарнӑ (Ытар. 10:25; Иер. 30:23). Ҫавӑн чухне кашнинче вӑл хӑйне итлемен ҫынсене малтанах асӑрхаттарнӑ та вӗсене хӑйӗн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурӑнмашкӑн мӗнле улшӑнусем тумаллине ӑнлантарса панӑ (4 Патш. 17:12—15; Неем. 9:29, 30). Ҫынсене кирлӗ улшӑнусене тума хавхалантармашкӑн Турӑ хӑйӗн приговорӗсене пӗлтерес тата ӗҫе вӑраха ямасӑр тума кирлине ӑнланма пулӑшас тесе час-часах хӑйӗн ҫӗр ҫинчи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе усӑ курнӑ (Ам. 3:7).

Ҫавӑн пек шанчӑклӑ ӗҫлекенсенчен пӗри Ной пулнӑ. Вӑл хӑйӗнпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ аскӑн та хаяр ҫынсене пӗтӗм ҫӗре шыв илесси ҫинчен нумай ҫул хушши асӑрхаттарса тӑнӑ (Пулт. 6:9—13, 17). Вӑл вӗсене ҫӑлӑнмашкӑн мӗн тумалли ҫинчен те ӑнлантарса панӑ. Ной ҫавӑн ҫинчен питӗ нумай каланӑ, ҫавӑнпа каярахпа ун пирки «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» тенӗ (2 Петр 2:5).

Ной тем пек вӑй хурсан та, ҫынсем хӑйсене Турӑ мӗн каласшӑн пулнине итлесшӗн пулман. Ҫапла вӗсем пачах ӗненменнине кӑтартнӑ. Ҫавна пула вӗсем вилнӗ — «ҫӗр питне шыв илсе пурне те» пӗтернӗ (Матф. 24:39, ҪХ; Евр. 11:7). Вӗсенчен нихӑшӗ те Турӑ мана асӑрхаттарман тесе калама пултарайман.

Тепӗр чухне Иегова суд тӑвас умӗн кӑшт маларах ҫеҫ асӑрхаттарнӑ. Анчах ҫавӑн чухне те асӑрхаттарса каланине тимлеме вӗсен ҫителӗклӗ вӑхӑт пулнине вӑл пӗлнӗ. Сӑмахран, Иегова авалхи Египет ҫине вунӑ асап яма шутланӑ чухне шӑп ҫапла пулнӑ та. Иегова фараонпа унӑн тарҫисене ҫиччӗмӗш асап, вӑйлӑ пӑрлӑ ҫумӑр пуласси, ҫинчен пӗлтерме вӗсем патне Моисейпе Аарона янӑ. Пӑрлӑ ҫумӑр тепӗр кунне пулмалла пулнӑ, ҫавӑнпа та Турӑ вӗсене хӳтлӗх тупма ҫителӗклӗ вӑхӑт панӑ-ши? Библире ҫапла каланӑ: «Фараонӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнӗ хӑш-пӗр чурисем васкавлӑн хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене килӗсене пуҫтарнӑ; Ҫӳлхуҫа сӑмахне хӑйӗн чӗрине илменнисем вара хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене хиртех хӑварнӑ» (Тух. 9:18—21). Апла пулсан, Иегова ҫителӗклӗ вӑхӑт панӑ — кам асӑрхаттарса каланине тӳрех тимленӗ, ҫавсем ҫав асапран ҫӑлӑннӑ.

Вуннӑмӗш асап умӗн пӗр кун маларах Иегова ун ҫинчен фараонпа унӑн тарҫисене пӗлтернӗ. Анчах вӗсем хӑйсене ӑссӑрла тытнӑ та асӑрхаттарса каланине тимлемен (Тух. 4:22, 23). Ҫавна пула вӗсен малтан ҫуралнӑ ывӑлӗсем вилсе пӗтнӗ. Вӗсене ҫӑлса хӑварма пултарнӑ вӗт вӗсем! (Тух. 11:4—10; 12:29.) Вӗсен асӑрхаттарса каланине тимлеме вӑхӑт пулнӑ-и? Паллах, пулнӑ! Моисей израильтянсене вуннӑмӗш асап ҫинчен тӳрех пӗлтернӗ те вӗсен хӑйсен ҫемйисене ҫӑлас тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ (Тух. 12:21—28). Моисей мӗн тума хушнине нумай ҫын итленӗ-и? Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, виҫӗ миллион ҫын Туррӑн судне пурӑнса ирттернӗ те Египетран тухса кайнӑ. Вӗсен хушшинче израильтянсемсӗр пуҫне «тӗрлӗ халӑх ҫыннисем», ҫав шутрах Египет ҫыннисем те пулнӑ (Тух. 12:38).

Ҫак тӗслӗхсем Иегова хӑй асӑрхаттарса каланине ҫынсем тимлеме пултарччӑр тесе вӑл вӗсене яланах ҫителӗклӗ вӑхӑт панине кӑтартса параҫҫӗ (Сак. аст. 32:4). Мӗншӗн Турӑ ҫавӑн пек тӑвать? Петр апостол ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Иегова «никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр» тет (2 Петр 3:9). Ҫапла, Турӑ ҫынсемшӗн тӑрӑшать. Вӑл хӑй суд тума пуҫличчен ҫынсем ӳкӗнччӗр тата кирлӗ улшӑнусем туччӑр тет (Ис. 48:17, 18; Рим 2:4).

ТУРӐ АСӐРХАТТАРНИ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?

Хальхи вӑхӑтра та ҫынсен пурин те пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе саракан питӗ пӗлтерӗшлӗ хыпара тимлемелле. Иисус ҫак тӗнчене «хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» тӗп тӑвӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 24:21). Вӑл хӑйӗн пророкла сӑмахӗсенче хӑй хыҫҫӑн пыракансем ҫавӑн чухне мӗн курасси тата мӗнпе тӗл пуласси ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панӑ. Иисус малтанах мӗн каласа хуни халӗ пирӗн куҫ умӗнче пурнӑҫланса пырать (Матф. 24:3—12; Лука 21:10—13).

Ҫав пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн Иегова пурне те хӑйӗн влаҫне пӑхӑнма ӳкӗтлет. Вӑл хӑйне итлекен ҫынсем халӗ чи лайӑх пурнӑҫпа, пуласлӑхра вара хӑйӗн ҫӗнӗ тӗнчинчи пиллӗхсемпе савӑнса пурӑнччӑр тет (2 Петр 3:13). Ҫакӑн пек сӑмах панине ҫынсем ӗненччӗр тесе Иегова вӗсене пурнӑҫа ҫӑлакан хыпара — «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен... Ырӑ Хыпара» пӗлтерет. Иисус малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, ҫак хыпара «мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех... сарӗҫ» (Матф. 24:14, ҪХ). Иегова ҫак хыпара сарма хӑйӗн ӗҫлекенӗсене шанса панӑ, вӗсем вара ӑна 240 ҫӗршывпа территорире пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Иегова ҫавӑн пек асӑрхаттарса каланине май пур таран нумайрах ҫын тимлетӗр те ҫывхарса килекен «ҫил-тӑвӑлран», хӑйӗн тӳрӗлӗх судӗнчен, ҫӑлӑнса юлтӑр тет (Соф. 1:14, 15; 2:2, 3).

Истори кӑтартса панӑ тӑрӑх, Иегова хӑй асӑрхаттарса каланине ҫынсем тимлеччӗр тесе вӗсене яланах ҫителӗклӗ вӑхӑт панӑ. Ҫавӑнпа та тӗп ыйту тӑрса юлать: хальлӗхе, вӑхӑт пур чухне, ҫынсем Турӑ асӑрхаттарса каланине тимлӗҫ-ши? Эпир, Туррӑн хыпарҫисем, шӑп тӑмӑпӑр. Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта май ҫитнӗ таран нумайрах ҫынна пурӑнса ирттерме пулӑшас тесе эпир малашне те мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑпӑр.