Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

41-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» Турра шанчӑклӑ тӑрса юлӑр

«Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» Турра шанчӑклӑ тӑрса юлӑр

«Иеговӑна чунтан парӑннисем, пурсӑр та ӑна юратӑр; Иегова шанчӑклисене хӳтӗлет» (ПС. 31:23, ҪТ).

129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Халӑхсем кӗҫех мӗн пӗлтерӗҫ? ӑ) Пирӗн мӗнле ыйтусен хуравӗсене пӗлмелле?

КАЛӐПӐР, халӑхсем «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерчӗҫ. Тен, вӗсем тӗнчере унччен нихӑҫан та ҫакӑн пек лӑпкӑ пулман тесе мухтанаҫҫӗ. Политика ертӳҫисем пире пур йывӑрлӑха та татса пама пултаратпӑр тесе ӗнентересшӗн. Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн пулакан ӗҫсене вӗсем тытса чараймӗҫ! Мӗншӗн тесен Библире каланӑ пророкла сӑмахсем тӑрӑх, «вӗсем пӗтесси сасартӑк... персе ҫитӗ; вӗсем ӗнтӗ хӑтӑлаймӗҫ» (1 Фес. 5:3).

2 Пирӗн ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ ыйтусен хуравӗсене пӗлмелле: «хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» мӗн пулса иртӗ? Ҫавӑн чухне Иегова пирӗнтен мӗн кӗтӗ? «Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма эпир халех мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр? (Матф. 24:21.)

«ХӐРУШЛА АСАП ВӐХӐТӖНЧЕ» МӖН ПУЛСА ИРТӖ?

3. Ӳлӗмхине 17:5, 15—18 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Турӑ «Аслӑ Вавилона» мӗнле тӗп тӑвӗ?

3 Ӳлӗмхине 17:5, 15—18 вуласа парӑр. «Аслӑ Вавилона» тӗп тӑвӗҫ! Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫынсем ҫав вӑхӑтра пулса иртекен ӗҫсем ҫине витӗм кӳме пултараймӗҫ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Турӑ «вӗсен чӗрине Хӑй ирӗкне [«шухӑшне», ҪТ] пурӑнӑҫлантарас енне» сулӑнтарӗ. Ҫак шухӑш — мӗнле шухӑш вӑл? Суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне, ҫав шутрах христиан тӗнчине *, тӗп тӑвас шухӑш. Турӑ ҫак шухӑша «хӗрлӗ тискер кайӑкӑн» «вунӑ мӑйракин» чӗрине хывӗ. Вунӑ мӑйрака кама сӑнласа парать? «Тискер кайӑка» — Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине — пулӑшса тӑракан патшалӑхсене (Ӳлӗм. 17:3, 11—13; 18:8). Ҫав патшалӑхсем суя тӗн ҫине тапӑннипе хӑрушла асап вахӑчӗ пуҫланӗ. Ҫак сасартӑк пулса иртекен хӑрушӑ событи ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пырса тивӗ.

4. а) Халӑхсем суя тӗн ҫине тапӑннине мӗнле ӑнлантарса пама пултарӗҫ? ӑ) Суя тӗнсене тытса тӑнӑ ҫынсем хӑйсене мӗнле тытма пултарӗҫ?

4 Халӑхсем Аслӑ Вавилон ҫине мӗнле сӑлтава пула тапӑнассине эпир пӗлместпӗр. Тен, вӗсем тӗнчери тӗнсем мир тума чӑрмантараҫҫӗ тата пӗрмаях политика ҫине витӗм кӳме тӑрӑшаҫҫӗ тесе калӗҫ. Е вӗсем тӗн организацийӗсем питӗ нумай укҫа-тенкӗ тата пурлӑх пухнӑ тесе калӗҫ (Ӳлӗм. 18:3, 7). Ҫавӑн пек тапӑнни вӑл ҫав тӗнсене тытса тӑракансене пурне те пӗтернине мар, вӗсен организацийӗсене пӗтернине пӗлтерет пулмалла. Тӗн организацийӗсене тӗп тусан, унта ҫӳренӗ ҫынсем тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен сӑмахне тытма пултарайманнине ӑнланӗҫ, вара ҫав тӗнсемпе эпир нимӗнпе те ҫыхӑнман теме пуҫлӗҫ пулмалла.

5. Иегова хӑрушла асап вӑхӑтӗнче мӗн тӑвӑп тесе сӑмах панӑ тата мӗншӗн?

5 Аслӑ Вавилона тӗп тӑвасси мӗн вӑхӑта тӑсӑласси пирки Библире нимӗн те каламан, анчах ҫакӑ кӗске вӑхӑт хушшинче пулса иртессе эпир пӗлетпӗр (Ӳлӗм. 18:10, 21). Иегова «суйласа илнисене» ҫӑлса хӑварас тесе тата чӑн тӗне упраса хӑварас тесе «ҫав кунсен шутне» чакарӑп тесе сӑмах панӑ (Марк 13:19, 20). Анчах хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн, Армагеддон вӑрҫи пуҫланиччен, Иегова пирӗнтен мӗн кӗтӗ?

ЧӐН ТӖН МАЙЛӐ ҪИРӖП ТӐРӐР

6. Мӗншӗн суя тӗнрен аякра тӑни ҫителӗксӗр?

6 Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен Аслӑ Вавилонран аякра тӑрасса кӗтет. Анчах ку ҫителӗклӗ мар. Пирӗн тата чӑн тӗн майлӑ — Иегова майлӑ ҫирӗп тӑмалла. Айтӑр ҫавна мӗнле икӗ майпа тума пултарнине пӑхса тухар.

Айтӑр йывӑр вӑхӑтра та пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахар мар! (7-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

7. а) Иеговӑн ҫӳллӗ шайра тӑракан тӳрӗлӗх нормисене эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр? ӑ) Хальхи вӑхӑтра пӗрле пуҫтарӑнни мӗн тери кирлӗ пулнине Еврейсем 10:24, 25 сӑвӑ йӗркисем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

7 Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн Иеговӑн ҫӳллӗ шайра тӑракан тӳрӗлӗх нормисене ҫирӗп тытса тӑмалла. Пирӗн нихӑҫан та ҫак тӗнчери ҫынсем пек шутламалла мар тата хамӑра вӗсем пек тытмалла мар. Сӑмахран, эпир кирек мӗнле аскӑн ӗҫе те — ҫав шутрах гомосексуализма тата арҫынпа арҫын, хӗрарӑмпа хӗрарӑм мӑшӑрланнине — ырламастпӑр (Матф. 19:4, 5; Рим 1:26, 27). Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн малалла та тӑвансемпе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапмалла. Тӗлпулусем кирек ӑҫта иртсен те — Патшалӑх залӗнче-и, е, май килсен, тӑвансен ҫурчӗсенче-и, е вӑрттӑн вырӑнсенче-и — эпир пӗрле пуҫтарӑнӑпӑр. Кирек мӗн пулса тухсан та, эпир Турра пуҫҫапма пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахмӑпӑр. Тӗлпулусем пире питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен эпир «ҫав Кун ҫывӑхарса» килнине курса тӑратпӑр. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа парӑр.)

8. Пуласлӑхра эпир, тен, мӗнле хыпара пӗлтерӗпӗр?

8 Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче эпир пачах урӑх хыпара пӗлтерӗпӗр пулмалла. Паян эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтеретпӗр тата ҫӗнӗ вӗренекенсене хатӗрлетпӗр. Анчах ҫавӑн чухне эпир, тен, хаяр хыпар пӗлтерӗпӗр. Библире ҫак хыпара пӑрлӑ ҫумӑрпа танлаштарнӑ (Ӳлӗм. 16:21). Тен, эпир Сатанан тӗнчи кӗҫ-вӗҫ пӗтесси ҫинчен каласа ҫӳрӗпӗр. Вӑхӑт ҫитсен ҫак хыпар мӗн ҫинчен пуласси тата эпир ӑна мӗнле пӗлтересси паллӑ пулӗ. Ҫак хыпара сарнӑ чухне эпир ҫӗр ҫул ытла усӑ курнӑ меслетсемпех усӑ курӑпӑр-ши? Е меслетсем улшӑнӗҫ-ши? Хальлӗхе пӗлместпӗр. Кирек мӗнле пулсан та, эпир хӑюллӑн Иеговӑн сучӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтерӗпӗр пулмалла! (Иез. 2:3—5.)

9. Халӑхсем эпир калакан хыпара илтсен хӑйсене мӗнле тытма пултарӗҫ, анчах эпир мӗн пирки пӗртте иккӗленместпӗр?

9 Эпир калакан хыпар, тен, халӑхсене тарӑхтарса ярӗ те вӗсем вӑйпах пире ҫав хыпара калама чарасшӑн пулӗҫ. Хальхи вӑхӑтра эпир хамӑр сӑваплӑ ӗҫе Иеговӑн пулӑшӑвӗсӗр тума пултарайман пекех ун чухне те пире унӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Иегова пире хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама вӑй парса тӑрасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Мих. 3:8).

ПУЛАС ТАПӐНӐВА ХАТӖР ПУЛӐР

10. Лука 21:25—28 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, хӑрушла асап вӑхӑтӗнче пулса иртекен ӗҫсене пула ҫынсем мӗн туйӗҫ?

10 Лука 21:25—28 вуласа парӑр. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче шанчӑклӑ та тӗреклӗ пек курӑнакан япаласем пӗтнине, арканнине курса ҫынсем сехӗрленсе ӳкӗҫ. Этемлӗх историйӗнче чи хӑрушӑ тапхӑр пуҫланнӑран ҫынсем хӑйсемпе мӗн пулма пултарассинчен хӑранипе асапланӗҫ (Соф. 1:14, 15). Ҫав вӑхӑтра Иеговӑн халӑхне те питӗ йывӑр килӗ пулмалла. Эпир тӗнченӗн пайӗ пулман пирки тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултарӑпӑр. Тен, пирӗн пурӑнмалӑх мӗн кирли те пулмӗ.

11. а) Мӗншӗн ҫынсен пӗтӗм шухӑшӗ Иегова Свидетелӗсем ҫинчен ҫеҫ пулӗ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн хӑрушла асапран хӑрамалла мар?

11 Пӗр-пӗр самантра ҫынсем — камӑн тӗнне тӗп тунӑ, ҫавсем — Иегова Свидетелӗсем хӑйсен тӗнне малалла та тытса тӑнӑшӑн тарӑхса кайӗҫ. Ҫакӑ вӗсене мӗн тери ҫиллентерни пирки вӗсем ыттисене, сӑмахран, интернет урлӑ, пӗлтерме пултарӗҫ. Халӑхсем тата вӗсен пуҫлӑхӗ, Сатана, пире курайми пулса ҫитӗҫ, мӗншӗн тесен ун чухне эпир кӑна хамӑр тӗне тытса тӑрӑпӑр. Ҫынсем хӑйсен тӗллевне — пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пур тӗне те пӗтерес тӗллеве — пурнӑҫлайманнине ӑнланса илӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ пирӗн ҫинчен ҫеҫ пулӗ. Ҫавӑн чухне халӑхсем Магог ҫӗрӗнчи Гог * пулса тӑрӗҫ. Вӗсем пурте пӗрле Иеговӑн халӑхӗ ҫине хаяррӑн тапӑнӗҫ (Иез. 38:2, 14—16). Паллах, ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир пӑшӑрханма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен мӗн-мӗн пулма пултарасси пирки пурне те пӗлместпӗр. Анчах эпир ҫакна питӗ лайӑх пӗлетпӗр: хӑрушла асапран пирӗн хӑрамалла мар. Иегова пире мӗнле ҫӑлӑнса юлмаллине пӗлтерӗ (Пс. 33:20). Эпир тӳрленсе тӑрса пуҫа ҫӗклеме пултарӑпӑр, «мӗншӗн тесессӗн... [пирӗн] ҫӑлӑнас вӑхӑт» ҫывхарса килӗ *.

12. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» пире пулас событисене мӗнле хатӗрлет?

12 «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» пире хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма хатӗрлет (Матф. 24:45). Ҫавна вӑл тӗрлӗ майпа тӑвать. Тӗслӗхрен, 2016—2018 ҫулсенче иртнӗ регион конгресӗсен программисене пӑхса тухар. Ҫак конгрессенчи докладсемпе видеосем пире Иеговӑн кунӗнче кирлӗ пулакан лайӑх енсене аталантарма хавхалантарчӗҫ. Айтӑр ҫак енсене кӗскен пӑхса тухар.

ЧУНТАН ПАРӐННИНЕ, ЧӐТӐМЛӐХА ТАТА ХӐЮЛӐХА КӐТАРТАС ТӖЛӖШРЕН ЛАЙӐХЛАНСА ПЫРӐР

Пирӗн «хӑрушла асап» витӗр тухма халех хатӗрленмелле (13—16 абзацсене пӑхӑр.) *

13. Иеговӑна чунтан парӑннине кӑтартас тӗлӗшрен мӗнле лайӑхланса пыма пултаратпӑр тата мӗншӗн ҫакна пирӗн халех тумалла?

13 Чунтан парӑнни. 2016 ҫулхи конгресӑн теми «Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнӑр!» ятлӑ пулнӑ. Ҫак конгресра эпир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартас тесен пирӗн унпа ҫывӑх хутшӑнусем пулмаллине пӗлтӗмӗр. Унта пире Иеговӑпа ҫывӑхланма чун-чӗререн кӗлтуни тата унӑн Сӑмахне тӑрӑшса тӗпчени пулӑшать тесе аса илтерчӗҫ. Ҫакна туни пире питӗ пысӑк йывӑрлӑхсене те тӳссе ирттерме вӑй парӗ. Сатанан тӗнчин пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пырать, ҫавӑнпа пире Турра та, унӑн Патшалӑхне те чунтан парӑннине кӑтартма йывӑртарах пулма пултарӗ. Тен, пирӗнтен малалла та мӑшкӑлласа кулӗҫ (2 Петр 3:3, 4). Ҫакӑ эпир Сатанан тӗнчинчен уйрӑм тӑнӑран, нейтралитет тытса тӑнӑран пулма пултарӗ. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Турра чунтан парӑннине кӑтартас тесен пирӗн халех ҫак ене аталантарма тӑрӑшмалла.

14. а) Туррӑн халӑхне ертсе пыракан арҫын тӑвансем хушшинче мӗнле улшӑнусем пулса иртӗҫ? ӑ) Мӗншӗн ҫав вӑхӑтра пирӗн Турра чунтан парӑннине кӑтартмалла?

14 Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Туррӑн халӑхне ертсе пырас тӗлӗшрен улшӑнусем пулса иртӗҫ. Пӗр-пӗр самантра святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пур тӑвана та, ҫӗр ҫинче юлнисене, Армагеддон вӑрҫинче хутшӑнма пӗлӗте илсе кайӗҫ (Матф. 24:31; Ӳлӗм. 2:26, 27). Апла, Ертсе пыракан совет пирӗнпе пӗрле ҫӗр ҫинче урӑх пулмӗ. Ҫав-ҫавах имсӗр-сумсӑр ҫын хушшинче малалла та йӗрке пулӗ. Урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен опытлӑ арҫын тӑвансем ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илӗҫ. Турӑ вӗсем урлӑ паракан канашсене тата хушусене тытса тӑнипе эпир Иеговӑна чунтан парӑннине кӑтартӑпӑр. Вӗсем мӗн каланине туса тӑнинчен пирӗн пурнӑҫ килӗ!

15. Чӑтӑмлӑ пулас тӗлӗшрен мӗнле лайӑхланса пыма пултаратпӑр тата мӗншӗн ҫакна пирӗн халех тумалла?

15 Чӑтӑмлӑх. 2017 ҫулхи конгресӑн теми «Ан парӑнӑр!» ятлӑ пулнӑ. Ҫав программа пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӗрентрӗ. Чӑтӑмлӑха пирӗн лайӑх лару-тӑрура кӑна мар, йывӑр лару-тӑрура та кӑтартмаллине пӗлтӗмӗр. Чӑтӑмлӑ пулас тӗлӗшрен лайӑхланса пырас тетпӗр пулсан пирӗн Иеговӑна шанмалла (Рим 12:12). Айтӑр Иисус сӑмах панине манса каяр мар: «Вӗҫне ҫитичченех тӳсекен... ҫӑлӑнӗ» (Матф. 24:13). Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, пирӗн кирек мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухсан та Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла. Хальхи вӑхӑтра пулакан кашни йывӑрлӑха чӑтса ирттернипе эпир хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланиччен хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетӗпӗр.

16. Хӑюлӑх мӗнрен килет тата хӑюллӑ пулас тӗлӗшрен лайӑхланса пырас тесен пирӗн халех мӗн тумалла?

16 Хӑюлӑх. 2018 ҫулхи конгресӑн теми «Хӑюллӑ пулӑр!» ятлӑ пулнӑ. Вӑл пире хӑюлӑх пултарулӑхпа ҫыхӑнманнине аса илтерчӗ. Чӑн-чӑн хӑюлӑх, чӑтӑмлӑх пекех, Иеговӑна шаннинчен килет. Турра хытӑрах шанма пире мӗн пулӑшӗ? Кашни кун Библи вулани тата Иегова ӗлӗкхи вӑхӑтра хӑйӗн халӑхне мӗнле ҫӑлни ҫинчен шухӑшлани (Пс. 67:21; 2 Петр 2:9, 10). Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче халӑхсем пирӗн ҫине тапӑнсан хӑюлӑх тата Иеговӑна шанни пире нихҫанхинчен те ытларах кирлӗ пулӗ (Пс. 111:7, 8; Евр. 13:6). Эпир халех Иеговӑна шанатпӑр пулсан, Гог тапӑннӑ чухне хӑюллӑ пулӑпӑр *.

ХӐВӐРА ҪӐЛАССА САВӐНСА КӖТӖР

Кӗҫех Иисуспа унӑн пӗлӗтри ҫарӗ Армагеддон вӑрҫинче Туррӑн тӑшманӗсене пӗтерӗҫ! (17-мӗш абзац.)

17. Мӗншӗн пирӗн Армагеддонран хӑрамалла мар? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

17 Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, пирӗнтен нумайӑшӗ мӗн ҫуралнӑранпах юлашки кунсенче пурӑнать. Ҫавӑн пекех пирӗн хӑрушла асап витӗр тухма шанчӑк та пур. Армагеддон вӑрҫинче ҫак тӗнче тӗппипех пӗтӗ. Анчах пирӗн нимӗнрен те хӑрамалла мар, мӗншӗн тесен ҫак вӑрҫӑ — Иеговӑн вӑрҫи (Ытар. 1:33; Иез. 38:18—20; Зах. 14:3). Иегова хушу панӑ хыҫҫӑн Туррӑн ҫарне Иисус Христос ҫапӑҫӑва илсе тухӗ. Иисуспа пӗрле пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисем тата мириад-мириад ангел пулӗ. Вӗсем Сатанапа, унӑн демонӗсемпе тата вӗсен ҫӗр ҫинчи ҫарӗсемпе ҫапӑҫӗҫ (Дан. 12:1; Ӳлӗм. 6:2; 17:14).

18. а) Иегова мӗн пирки сӑмах парать? ӑ) Ӳлӗмхине 7:9, 13—17 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн эпир пуласлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхатпӑр?

18 Иегова: «Санпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ»,— тесе сӑмах парать (Ис. 54:17). «Имсӗр-сумсӑр ҫын» «пысӑк асап витӗр» тухӗ! Ҫак Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен тӑракан ушкӑн малалла та уншӑн ӗҫлесе тӑрӗ. (Ӳлӗмхине 7:9, 13—17 вуласа парӑр.) Библи тӑрӑх, пуласлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхма пирӗн пур сӑлтав та пур! «Иегова шанчӑклисене хӳтӗле[ссе]» эпир пӗлетпӗр (Пс. 31:23, ҪТ). Кам Иеговӑна юратать тата ӑна мухтава кӑларать, ҫавсем пурте вӑл хӑйӗн сӑваплӑ ятне тӳрре кӑларнине курса савӑнӗҫ (Иез. 38:23).

19. Пире мӗнле чаплӑ пуласлӑх кӗтет?

19 Шухӑшласа пӑхӑр-ха, 2 Тимофей 3:2—5 сӑвӑ йӗркисенче ҫӗнӗ тӗнчере, Сатана витӗм кӳмен вырӑнта, пурӑнакан ҫынсене сӑнласа панӑ пулсан, унти сӑмахсем мӗнле илтӗннӗ пулӗччӗҫ? («Ҫынсем мӗнле пулса тӑрӗҫ?» рамкӑна пӑхӑр.) Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ Джордж Гангас * тӑван ҫакӑн пирки ҫапла каланӑ: «Пурте Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫласан тӗнче ҫав тери чаплӑ вырӑн пулса тӑрӗ! Кӗҫех эсир ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма пуҫлатӑр. Эсир Иегова пурӑннӑ чухлех пурӑнӑр. Эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр». Питӗ чаплӑ шанчӑк, ҫапла мар-и?

122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!

^ 5 абз. Кӗҫех пур ҫынна та пырса тивекен «хӑрушла асап вӑхӑчӗ» пуҫланасса эпир пӗлетпӗр. Ҫавӑн чухне пирӗнпе мӗн пулса иртӗ? Ҫав йывӑр вӑхӑтра Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен пирӗн халех мӗнле лайӑх енсене аталантармалла? Хуравӗсене эпир ҫак статьяра тупӑпӑр.

^ 3 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Христиан тӗнчи шутне Христос хыҫҫӑн пыратпӑр тесе калакан, анчах Иеговӑна унӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пуҫҫапман ҫынсем кӗреҫҫӗ.

^ 11 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Магог ҫӗрӗнчи Гог (кӗскен Гог) — хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнакан халӑхсен пӗрлешӗвӗ.

^ 11 абз. Армагеддон вӑрҫи умӗн мӗнле ӗҫсем пулса иртесси ҫинчен «Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!» кӗнекери 21-мӗш сыпӑкран ытларах пӗлме пулать. Гог мӗнле тапӑнасси ҫинчен тата Армагеддонра Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле хӳтӗлесси ҫинчен 2015 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче», 14—19 страницӑсенче, ҫавӑн пекех «Иеговӑна каллех тӗрӗс пуҫҫапаҫҫӗ!» (акӑлч.) кӗнекери 17, 18 сыпӑксенче вулама пулать.

^ 16 абз. «Юрату нихӑҫан та пӗтмест» ятлӑ 2019 ҫулхи конгресс пире Иегова хӳтӗленине пула эпир хамӑра яланах хӳтлӗхри пек туйӑпӑр текен шухӑша лайӑхрах ӑнланма пулӑшать (1 Кор. 13:8).

^ 19 абз. 1994 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Дела его идут вслед за ним» статьяна пӑхӑр.

^ 65 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иегова Свидетелӗсен пысӑках мар ушкӑнӗ хӑюллӑ пулнине кӑтартать, вӗсем вӑрманта пухӑвӑн тӗлпулӑвне ирттереҫҫӗ.

^ 67 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӑрушла асап витӗр тухнӑ Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем, имсӗр-сумсӑр ҫын шутне кӗрекенсем, питӗ савӑнаҫҫӗ!