Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Рутерфорд тӑван Сидар-Пойнтри (Огайо штачӗ) конгресра сӑмах тухса калать. 1919 ҫул

Ҫӗр ҫул каялла. 1919 ҫул

Ҫӗр ҫул каялла. 1919 ҫул

1918 ҫул вӗҫӗнче Аслӑ вӑрҫӑ, каярахпа Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пек пӗлекен вӑрҫӑ, вӗҫленнӗ. Ҫак вӑрҫӑ тӑватӑ ҫул ытла пынӑ. 1919 ҫулхи январӗн 18-мӗшӗнче вара Парижра мирлӗ конференци пуҫланнӑ. Ҫав конференцие пула 1919 ҫулхи июнӗн 28-мӗшӗнче Версаль договорне йышӑннӑ. Ҫав договор ҫине Германи тата унпа ҫапӑҫнӑ ҫӗршывсем алӑ пуснӑ. Ҫапла вара Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленни ҫинчен официаллӑ майпа пӗлтернӗ.

Ҫав договора пула ҫӗнӗ организаци — Нацисен Лиги — йӗркеленсе кайнӑ. Унӑн тӗллевӗ «халӑхсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме тата пӗтӗм тӗнчипе мирпе хӑрушсӑрлӑх туса хума пулӑшасси» пулнӑ. Христиан тӗнӗсенчен нумайӑшӗ Лига майлӑ тӑнӑ, ӑна ырланӑ. Америкӑри Христос чиркӗвӗн Федераллӑ совечӗ ун пирки «Турӑ Патшалӑхне ҫӗр ҫинче кӑтартса тӑракан» организаци тенӗ. Ҫав совет Парижри мирлӗ конференцие хӑйӗн делегачӗсене янипе Лигӑна ырланине кӑтартнӑ. Делегатсенчен пӗри конференци «этемлӗх историнче ҫӗнӗ эрӑна пуҫласа ячӗ» тесе каланӑ.

Ҫӗнӗ эра чӑнах та пуҫланнӑ, анчах та ҫав мирлӗ конференцие пухӑннӑ ҫынсене пула мар. Ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн ҫӗнӗ эри 1919 ҫулта Иегова хӑйӗн халӑхне ырӑ хыпара нихҫанхинчен те вӑйлӑрах сарма вӑй панипе тытӑннӑ. Анчах та чи малтан Библи Тӗпчекенсен пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем пулса иртмелле пулнӑ.

ҪӐМӐЛАХ МАР ЙЫШӐНУ

Джозеф Рутерфорд

Хурал башнин, Библин тата трактатсен обществин директорӗсене суйламалли ҫулсеренхи суйлава шӑматкун, 1919 ҫулхи январӗн 4-мӗшӗнче, ирттерме палӑртса хунӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Иегова халӑхӗн ӗҫне ертсе пыракан Джозеф Рутерфорд тата ҫичӗ арҫын тӑван сӑлтавсӑр айӑпланине пула Атлантӑра (Джорджи штачӗ, АПШ) тӗрмере ларнӑ. Ҫавӑнпа та ыйту тухса тӑнӑ: тӗрмере ларакан тӑвансене ҫӗнӗрен суйламалла-и е вӗсене урӑххисемпе улӑштармалла?

Эвандер Кауард

Тӗрмери камерӑра ларнӑ чухне Рутерфорд тӑван организаципе малашне мӗн пулӗ-ши тесе пӑшӑрханнӑ. Вӑл хӑш-пӗр тӑвансем президент пулма урӑх ҫынна суйласшӑн пулнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл пухӑннисем патне пурин патне те ҫыру ҫырнӑ та президент пулма Эвандер Кауарда суйлама сӗннӗ. Рутерфорд тӑван Кауард пирки лӑпкӑ, виҫине пӗлекен тата Ҫӳлхуҫана чунтан парӑннӑ ҫын тенӗ. Анчах та тӑвансенчен нумайӑшӗ урӑх майлӑ тусан — суйлава тепӗр ҫур ҫултан ирттерсен — лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тенӗ. Тӗрмере ларакан тӑвансене хӳтӗлекен юристсем ҫакӑнпа килӗшнӗ. Вӗсем мӗн тумаллине сӳтсе явнӑ май лару-тӑру хӗрсе пынӑ.

Ричард Барбер

Унтан пӗр ӗҫ пулса иртнӗ, ун пирки Ричард Барбер каярахпа «кӗрлесе юхакан шывсене лӑплантарни» тенӗ. Пухӑннӑ арҫын тӑвансенчен пӗри сӑмах илнӗ те каланӑ: «Эпӗ юрист мар, анчах та сӑмах законлӑх пирки пырать пулсан, шанчӑклӑ пулас тесен мӗн тумаллине эпӗ пӗлетӗп. Турӑ шанчӑклӑ пулма хушать. Турра шанчӑклӑ пулнине кӑтартмалли чи лайӑх май вӑл — суйлав ирттерсе Рутерфорд тӑвана президент пулма суйлани» (Пс. 17:26).

Александр Макмиллан

Александр Макмиллан, тӗрмере ларнӑ арҫын тӑвансенчен пӗри, каласа панӑ тӑрӑх, тепӗр кунне Рутерфорд унӑн камерине шакканӑ та: «Аллуна решетке витӗр чик-ха»,— тенӗ. Вӑл Макмиллана телеграмма панӑ. Макмиллан пӗрре пӑхсах унта мӗн ҫырнине ӑнланса илнӗ. Директорсене пурне те: Рутерфорд, Уайз, Ван Амбург, Барбер, Андерсон, Булли тата Спилл тӑвансене — тепӗр хут суйласа лартнӑ. Вара Джозеф Рутерфорд малалла та президент пулса ӗҫленӗ, Чарлз Уайз вице-президент пулса тӑнӑ, Уильям ван Амбург унчченхи пекех секретарь-казначей ӗҫне тунӑ.

ИРӖКЛӖХ!

Сакӑр арҫын тӑван тӗрмере ларнӑ чухне шанчӑклӑ Библи Тӗпчекенсем вӗсене ирӗке кӑлармалли петици ҫине ҫынсене алӑ пусма ыйтнӑ. Ҫав хӑюллӑ тӑвансем ҫавна тунине пула 700 000 ытла ҫын алӑ пуснӑ. Юнкун, 1919 ҫулхи мартӑн 26-мӗшӗнче, петици паричченех, Рутерфорда тата ытти яваплӑ арҫын тӑвансене ирӗке кӑларнӑ.

Рутерфорд тӑван таврӑнасса кӗтнӗ ҫынсем умӗнче сӑмах тухса каланӑ чухне Рутерфорд ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: эпир чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑхсем пире тата йывӑртарах вӑхӑтсене хатӗрленме пулӑшрӗҫ ҫеҫ. [...] Эсир кӗрешессе те хӑвӑр тӑванусене тӗрмерен ирӗке кӑларас тесе кӗрешмен. Ҫакӑ тӗп тӗллев пулман. [...] Сирӗн кӗрешӗвӗн тӗллевӗ Чӑнлӑха пӗлтерсе тӑрасси пулнӑ, ҫавна туса тӑракансем вара тӗлӗнмелле пиллӗхсем илнӗ».

Пирӗн тӑвансене суд тунипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру вӑл — Иегова ӗҫсене мӗнле йӗркелесе яма пултарнине кӑтартакан тӗслӗх. 1919 ҫулхи майӑн 14-мӗшӗнче апелляци сучӗ ҫакӑн пек йышӑну тунӑ: «Явап тытакансене илес пулсан, вӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫе... тивӗҫлипе тӗрӗс пӑхса тухмалла пулнӑ пулин те, ун пек пӑхса тухман, ҫавӑнпа приговор пӑрахӑҫланать». Арҫын тӑвансене йывӑр преступлени тунӑ тесе айӑпланипе тӗрмене хупнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене амнисти анчах тунӑ пулсан е наказание ҫеҫ кӑштах ҫӑмӑллатнӑ пулсан, вӗсен докуменчӗсенче судпа айӑплани ҫинчен калакан паллӑ тӑрса юлнӑ пулӗччӗ. Анчах та малашне айӑпласси пулман. Ҫавӑнпа та Рутерфорд тӑван * хӑйӗн юрист ӗҫне малашне те тума пултарнӑ, ҫакӑ ӑна Иеговӑн халӑхне АПШри Аслӑ судра пӗрре анчах мар хӳтӗлеме май панӑ.

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ҪИРӖП ШУТ ТЫТНӐ

«Эпир Ҫӳлхуҫа пире тӳпене илессине кӗтсе кахалланса, ӗҫсӗр ларма шутламан,— аса илнӗ Макмиллан тӑван.— Эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: Ҫӳлхуҫан ирӗкӗ мӗнлерех пулнине пӗлес тесен пирӗн вӑй хумалла пулнӑ».

Анчах та тӗп управленинчи тӑвансем литература кӑларас ӗҫе, нумай ҫул хушши туса тӑнӑ ӗҫе, ҫӗнӗрен йӗркелесе яма пултарайман. Мӗншӗн? Яваплӑ арҫын тӑвансене тӗрмене лартнӑ хыҫҫӑн пичетлемелли формӑсене пӗтернӗ пулнӑ. Ҫакӑ хурлантарнӑ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗрисем ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӗҫленнӗ тесе шутланӑ.

Библи Тӗпчекенсем пӗлтерсе тӑнӑ Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар кама та пулин халӗ те интереслӗ-ши? Ҫакна пӗлес тесе Рутерфорд тӑван лекци туса пама шутланӑ. Ҫав лекцие кашнине чӗннӗ пулнӑ. «Никам та килмен пулнӑ пулсан,— аса илнӗ Макмиллан тӑван,— ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӗҫленнине ӑнланнӑ пулӑттӑмӑр».

Рутерфорд тӑван «Хӗн куракан этемлӗх валли шанчӑк» ятлӑ лекци туса парасси ҫинчен хаҫатра пӗлтернӗ (Лос-Анджелес, Калифорни штачӗ). 1919 ҫул

Эппин, вырсарникун, 1919 ҫулхи майӑн 4-мӗшӗнче, Лос-Анджелесра (Калифорни штачӗ) Рутерфорд тӑван, хытӑ чирленине пӑхмасӑрах, «Хӗн куракан этемлӗх валли шанчӑк» ятлӑ лекципе сӑмах тухса каланӑ. Лекцие 3 500 ҫын итленӗ, итлес текенсем тата ҫӗр-ҫӗр ҫын пулнӑ, анчах вырӑн ҫитменрен итлеймен. Тепӗр кунне 1 500 ҫын пухӑннӑ. Тӑвансем ҫакна ӑнланса илнӗ: ҫынсем чӑнлӑха итлесшӗн пулнӑ!

Ҫавӑн хыҫҫӑн тӑвансем мӗн туни Иегова Свидетелӗсен ырӑ хыпар сарас ӗҫӗ ҫине паянхи кунчченех витӗм кӳрсе тӑрать.

ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ ЫТЛАРАХ ТУМА ХАТӖР

1919 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» сентябрь пуҫламӑшӗнче Сидар-Пойнтра (Огайо штачӗ) конгресс пулать тесе пӗлтернӗ. «Кашни ҫавӑнта пулмалла тесе шутланӑ»,— аса илнӗ ҫамрӑк Кларенс Бити, Миссури штатӗнчи Библи Тӗпчекен. 6 000 ытла тӑван пухӑннӑ пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ ҫын килессе кӗтмен те. Ҫумри Эри ятлӑ кӳлӗре 200 ытла ҫын шыва кӗни тата ытларах савӑнӑҫ панӑ.

«Ылтӑн ӗмӗрӗн» пӗрремӗш кӑларӑмӗн хуплашки. 1919 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗ

Конгресӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче, 1919 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче, Рутерфорд тӑван «Пӗрле ӗҫлекенсене чӗнсе калани» докладӗнче «Ылтӑн ӗмӗр» * ятлӑ ҫӗнӗ журнал тухасси ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫав журналӑн вара «пӗлтерӗшлӗ событисене уҫса памалла тата мӗншӗн вӗсем пулса иртнине Библи тӑрӑх ӑнлантарса памалла» пулнӑ.

Библи Тӗпчекенсене пурне те ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫӗнӗ журналпа хӑюллӑн усӑ курма хавхалантарнӑ. Ӗҫе мӗнле тумаллине ӑнлантарса паракан ҫырура ҫапла каланӑ пулнӑ: «Кам хӑйне халалланӑ [шыва кӗнӗ], ҫавӑн сӑваплӑ ӗҫе тӑвасси пысӑк чыс пулнине асра тытмалла. Ҫав майпа халех усӑ курмалла, ҫак тӗнчене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе ҫак ӗҫе май ҫитнӗ таран ытларах хутшӑнмалла». Нумайӑшӗ ҫавӑн пек чӗнсе каланине йышӑннӑ! Декабрь тӗлнелле хастарлӑ Патшалӑх хыпарҫисем вӑй хунине пула ҫӗнӗ журнал илме ҫырӑннисен шучӗ 50 000 ытла пулнӑ.

Тӑвансем «Ылтӑн ӗмӗр» журналсемпе тултарнӑ автомобиль ҫумӗнче тӑраҫҫӗ (Бруклин, Нью-Йорк)

1919 ҫул вӗҫнелле Иеговӑн халӑхӗ хӑйӗн организацине ҫӗнӗлле йӗркелесе янӑ тата ҫӗнӗрен вӑй илнӗ. Унсӑр пуҫне, юлашки кунсемпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнӑ. Турӑ халӑхне тӗрӗслес тата тасатас ӗҫ — Малахия 3:1—4 сӑвӑ йӗркисенче малтанах каласа хунӑ ӗҫ — вӗҫленнӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем «аслӑ Вавилонӑн» сӑнарлӑ тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ тата Иисус «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» * суйласа лартнӑ (Ӳлӗм. 18:2, 4; Матф. 24:45). Халӗ вара Библи Тӗпчекенсем хӑйсене Иегова шанса панӑ ӗҫе тума хатӗр пулнӑ.

^ 13 абз. Рутерфорд тӑван юрист тата судья пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна «Рутерфорд судья» пек пӗлнӗ.

^ 22 абз. «Ылтӑн ӗмӗр» журнал 1937 ҫулта «Йӑпату» ятпа тухма пуҫланӑ, 1946 ҫултанпа вара «Вӑранӑр!» ятпа тухса тӑрать.

^ 24 абз. 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 11—13, 25—30 страницӑсем, тата 2016 ҫулхи мартра тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 29—31 страницӑсем.