Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

35-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракансене хаклать

Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракансене хаклать

«Ҫӳлхуҫа — ҫӳлте: Вӑл йӑвашшине [«хӑйне кӗҫӗне хуракана», ҪТ]... курса тӑрать» (ПС. 137:6).

48-МӖШ ЮРӐ Кунсерен Иеговӑпа ҫӳретпӗр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем ҫине Иегова мӗнле пӑхать? Ӑнлантарса парӑр.

ИЕГОВА хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене юратать. Хӑйсене чӑннипех кӗҫӗне хуракансем кӑна унпа туслашма пултараҫҫӗ. Мӑнкӑмӑллисене вара Иегова «хирӗҫ пырать» (1 Петр 5:5). Эпир пурте Иеговӑна савӑнтарасшӑн тата вӑл пире юратнине туясшӑн, ҫавӑнпа пирӗн пурин те хамӑра кӗҫӗне хума вӗренмелле.

2. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

2 Ҫак статьяра эпир виҫӗ ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр: 1) Хамӑра кӗҫӗне хуни мӗн вӑл? 2) Мӗншӗн пирӗн ҫак лайӑх ене аталантармалла? 3) Мӗнле лару-тӑрусенче хамӑра кӗҫӗне хума йывӑр пулма пултарать? Статьяна пӑхса тухнӑ май эпир хамӑра кӗҫӗне хума вӗреннипе Иеговӑн чӗрине савӑнтарнине тата ҫакӑ пире усӑ панине курӑпӑр (Ытар. 27:11; Ис. 48:17).

ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУНИ МӖН ВӐЛ?

3. Хамӑра кӗҫӗне хуни мӗн вӑл?

3 Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын хӑйӗн пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламасть тата хӑйне мӑнна хумасть. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫын Иегова умӗнче тата ҫынсем умӗнче мӗнле вырӑн йышӑннине лайӑх ӑнланать. Ҫавӑн пекех вӑл ыттисем унран хӑш-пӗр енчен лайӑхрах пулнине те ӑнланать (Флп. 2:3, 4).

4, 5. Ҫын хӑйне кӗҫӗне хуракан пек курӑнать пулсан та, мӗншӗн ун пирки вӑл чӑннипех хӑйне кӗҫӗне хурать тесе яланах калаймӑн?

4 Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем пек курӑнаҫҫӗ. Тен, вӗсем мӗн ачаранах лӑпкӑ е ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ыттисемпе хисеплӗн тытма тата майне пӗлсе калаҫма вӗрентнӗ. Анчах чӑннипе вӗсем мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем пулма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсен чӗринче мӗн пурри хӑҫан та пулин ҫиеле тухатех (Лука 6:45).

5 Тепӗр енчен, хӑш-пӗрисем хӑюллӑ та тӳррӗн калама пултаракан ҫынсем пек курӑнаҫҫӗ, анчах ҫакӑ вӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнине пӗлтермест (Иоанн 1:46, 47). Пире ыттисемпе хутшӑнма ҫӑмӑл пулсан, пирӗн хамӑрӑн пултарулӑх ҫине шанас мар тесен асӑрхануллӑ пулмалла. Пире ыттисемпе хутшӑнма ҫӑмӑл-и е ҫӑмӑл мар-и, пирӗн пурин те хамӑра кӗҫӗне хурас тесе вӑй хумалла.

Павел апостол хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата хӑйӗн пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламан (6-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

6. 1 Коринф 15:10-мӗшӗ тӑрӑх, Павел апостолран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Павел апостолӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Иегова пулӑшнипе вӑл нумай хулара пухусем йӗркеленӗ. Христосӑн ытти апостолӗсемпе танлаштарсан, вӑл Иеговӑн ӗҫӗнче вӗсенчен ытларах тунӑ пулмалла. Анчах Павел хӑйӗн пирки ытти арҫын тӑвансенчен лайӑхрах тесе шутламан. Хӑйне кӗҫӗне хурса вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, мана апостол темелӗх те ҫук — эпӗ Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хӗсӗрлеттӗм» (1Кор. 15:9). Унтан Павел хӑйӗн ҫинчен эпӗ хамӑн лайӑх енсене е ҫитӗнӳсене пула мар, Туррӑн тивлетне, е пысӑк ырӑлӑхне, пула Иегова умӗнче ырӑ ятлӑ пулса тӑтӑм тесе палӑртнӑ. (1 Коринф 15:10 вуласа парӑр.) Коринфри христиансем патне янӑ ҫырура Павел хӑйне кӗҫӗне хуни питӗ лайӑх курӑнать. Ҫав пухури тӑвансенчен хӑшӗ-пӗрисем Павела критикленӗ пулсан та, Павел хӑйӗн ҫырӑвӗнче хӑйӗнпе мухтанман (2 Кор. 10:10).

Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ Карл Клейн тӑван хӑйне кӗҫӗне хунӑ (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)

7. Нумайӑшӗ лайӑх пӗлекен тӑвансенчен хӑшӗ-пӗрисем мӗнле майпа хӑйсене кӗҫӗне хунине кӑтартаҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ Карл Клейн тӑванӑн биографийӗ Иегова Свидетелӗсенчен нумайӑшне хавхалантарать. Унта Клейн тӑван хӑйне кӗҫӗне хурса нумай ҫул хушши тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсем пирки каласа парать. Сӑмахран, 1922 ҫулта килтен киле ырӑ хыпар сарма пӗрремӗш хут кайнӑ хыҫҫӑн ҫак ӗҫ ӑна питӗ йывӑр пек туйӑннӑ. Ҫавна пула вӑл икӗ ҫул хушши ҫак ӗҫе хутшӑнман. Каярахпа, Вефильте ӗҫленӗ чухне, пӗр арҫын тӑван ӑна канаш панишӗн вӑл ун ҫине питӗ хытӑ кӳреннӗ. Пӗррехинче питӗ пӑлханнине тата пӑшӑрханнине пула вӑл эмоципе ҫыхӑннӑ чирпе те чирлесе ӳкнӗ, вӑхӑт иртсен вара вӑл сывалнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах унӑн нумай тивӗҫ пулнӑ тата нумай ӗҫ тума май килнӗ. Шутласа пӑхӑр-ха, нумайӑшӗ лайӑх пӗлекен тӑвана хӑйӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен уҫҫӑн каласа пама хӑйне мӗн тери кӗҫӗне хумалла пулнӑ! Тӑвансем Клейн тӑвана тата унӑн чуна пырса тивекен биографине, вӑл хӑйӗн ҫинчен ним пытармасӑр каласа панине, ӑшшӑн аса илеҫҫӗ. *

МӖНШӖН ПИРӖН ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУМА ВӖРЕНМЕЛЛЕ?

8. 1 Петр 5:6-мӗшӗнчи сӑмахсем хамӑра кӗҫӗне хуни Иеговӑна савӑнтарнине ӑнланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

8 Мӗншӗн пирӗн хамӑра кӗҫӗне хума вӗренмелле? Тӗп сӑлтав вӑл — ҫакӑ Иеговӑна савӑнтарать. Ҫакӑн ҫинчен Петр апостол та каланӑ. (1 Петр 5:6 вуласа парӑр.) «Приходи и следуй за мной» кӗнекере унӑн сӑмахӗсем пирки акӑ мӗн ҫырнӑ: «Мӑнкӑмӑллӑх, наркӑмӑш пекех, питӗ пысӑк сиен кӳме пултарать. Хӑйне мӑнна хуракан ҫыннӑн нумай пултарулӑх пур пулсан та, Турӑ унпа усӑ курмасть. Анчах хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫынна, ун пирки пултаруллӑ теме ҫук пулсан та, Иегова питӗ хаклать. [...] Иисус хӑйне кӗҫӗне хунишӗн Иегова ӑна асла кӑларнӑ. Иегова сана та хаваспах награда парӗ» *. Чӑнах та, Иеговӑн чӗрине савӑнтарассинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук! (Ытар. 23:15.)

9. Мӗншӗн ҫынсем хӑйсене кӗҫӗне хуракансем патне туртӑнаҫҫӗ?

9 Хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, Иегова кӑна мар, эпир хамӑр та савӑнатпӑр, мӗншӗн тесен хамӑра ҫапла тытнине пула ыттисем пирӗн патне туртӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн ҫапла пулнине ӑнланас тесе хӑвӑра ыттисен вырӑнне лартса пӑхӑр (Матф. 7:12). Хӑйӗннех перекен тата ыттисем мӗн шутланине шута илмен ҫынпа хутшӑнма сахал кама килӗшет. Тепӗр енчен, «ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр, туслӑн пурӑнӑр, йӑваш ӑслӑ пулӑр» текен Библири канаша тытса тӑракан тӑвансемпе хутшӑнма пире питӗ кӑмӑллӑ (1 Петр 3:8). Пире хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсемпе хутшӑнма килӗшнӗ пекех, вӗсене те, эпир хамӑра кӗҫӗне хурсан, пирӗнпе хутшӑнма килӗшӗ.

10. Мӗншӗн хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах?

10 Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме те ҫӑмӑлтарах. Эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулма пултаратпӑр. Ӑслӑ патша, Соломон, ҫапла каланӑ: «Эпӗ чура пулмалли ҫынсем утпа ҫӳренине, аслӑ улпутсем вара, чура пек, ҫуран ҫӳренине куртӑм» (Еккл. 10:7). Чӑнах та, хӑш-пӗр чухне пултаруллӑ ҫынсене тивӗҫлипе хакламаҫҫӗ. Кам пирки пултаруллӑ теме май ҫук, ҫавсем вара ытларах чап тата мухтав илме пултараҫҫӗ. Апла пулсан та, Соломон пирӗн пурнӑҫра мӗн те пулин япӑххи пулса иртме пултарнине йышӑнма пӗлни тата ҫавӑн ҫинчен шухӑшлама пӑрахма пӗлни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ тесе шутланӑ (Еккл. 6:9). Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, ҫакна йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

МӖНЛЕ ЛАРУ-ТӐРУРА ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУМА ЙЫВӐР ПУЛМА ПУЛТАРАТЬ?

Мӗншӗн ҫакӑн пек лару-тӑрура хамӑра кӗҫӗне хума йывӑр пулма пултарать? (11, 12 абзацсене пӑхӑр.) *

11. Хамӑра тӳрлетни ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

11 Пирӗн кашни кун хамӑра кӗҫӗне хунине кӑтартма нумай май пур. Хӑш-пӗр лару-тӑрӑва пӑхса тухар. Пире канаш панӑ чухне. Ҫакна асра тытӑр: кам та пулин пире тӳрлетес тесе пирӗн пата пычӗ пулсан, эпир тунӑ йӑнӑш хамӑр шутланинчен те пысӑкрах пулма пултарать. Хамӑра канаш панӑ чухне малтанах ҫак канаша сирсе ярас килет. Эпир ҫав ҫынна е вӑл мӗнле каланине критиклеме те пултаратпӑр. Анчах хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, эпир ҫак канаш ҫине тӗрӗс пӑхма тӑрӑшӑпӑр.

12. Ытарӑшсем 27:5, 6 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн хамӑра канаш панӑшӑн пархатарлӑ пулмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын канаш панине хаклать. Калӑпӑр, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗ пуҫланас умӗн эсир тӑвансемпе калаҫса тӑратӑр, вӗсенчен пӗри вара сире айккинелле илсе каять те санӑн шӑлусем хушшине темскер кӗрсе ларнӑ тесе калать. Паллах, ҫакна илтсен эсир аванмарланса каятӑр. Анчах ҫав ҫын ҫавӑн пирки каланӑшӑн эсир ӑна пархатарлӑ пулӑттӑр. Маларах каланӑ пулсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлама та пултаратӑр. Пирӗн те хамӑра кӗҫӗне хурса тӑвансем канаш панӑшӑн вӗсене тав тумалла. Вӗсем пирӗн туссем, тӑшмансем мар. (Ытарӑшсем 27:5, 6 вуласа парӑр; Гал. 4:16.)

Ыттисене тивӗҫсем шанса панӑ чухне мӗншӗн пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла? (13, 14 абзацсене пӑхӑр.) *

13. Ыттисене тивӗҫсем шанса панӑ чухне хамӑра кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартма пулать?

13 Ыттисене тивӗҫсем шанса панӑ чухне. «Кама та пулин пӗр-пӗр тивӗҫ шанса пани ҫинчен илтсен эпӗ хӑш-пӗр чухне мӗншӗн-ха мана ҫав ӗҫе шанса паман тесе шухӑшлатӑп»,— каласа парать Джейсон ятлӑ старейшина. Сирӗн ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ-и? Иеговӑн ӗҫӗнче ытларах тӑвас килнинче ним япӑххи те ҫук (1 Тим. 3:1). Анчах пирӗн хамӑрӑн шухӑшсене тӗрӗслесех тӑмалла. Асӑрхануллӑ пулмасан пирӗн чӗрере мӑнкӑмӑллӑх аталанма пултарать. Сӑмахран, христианин пӗр-пӗр задание эпӗ анчах тума пултаратӑп теме пултарать. Е пӗр-пӗр арҫын тӑванӑн арӑмӗ: «Ҫав тӑванпа танлаштарсан, ман упӑшка ҫак ӗҫе чылай лайӑхрах тӑвӗ»,— тесе шутлама пултарать. Хамӑра чӑнах та кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, эпир нихӑҫан та ҫапла шутламӑпӑр.

14. Ыттисене тивӗҫсем шанса панӑ чухне Моисей хӑйне мӗнле тытнӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

14 Ыттисене тивӗҫсем шанса панӑ чухне Моисей хӑйне мӗнле тытнине аса илер. Иегова ӑна Израиль халӑхне ертсе пырас ӗҫе шанса панӑ, ҫак тивӗҫе вара Моисей питӗ хакланӑ. Анчах Моисей туса тӑнӑ ӗҫсенчен хӑшӗ-пӗрисене Иегова ыттисене шанса парсан, вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл кӗвӗҫмен (Йыша шутл. 11:24—29). Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ыттисене хӑйне пулӑшма — халӑха суд тума — ирӗк панӑ (Тух. 18:13—24). Ҫавна пула Израильте тавлашуллӑ ӗҫсене татса пама пултаракан арҫынсен шучӗ нумайрах пулса тӑнӑ. Ҫынсен вара хӑйсен ыйтӑвӗсене татса парассине чылай вӑхӑт хушши кӗтмелле пулман. Апла пулсан, Моисейшӑн хӑй пысӑк вырӑн йышӑнни мар, ыттисемшӗн тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ. Мӗнле чаплӑ тӗслӗх! Иегова пирӗнпе усӑ куртӑр тесен пирӗн ҫакна асра тытмалла: хамӑра кӗҫӗне хуни пултаруллӑ пулнинчен чылай кирлӗрех. Библире: «Ҫӳлхуҫа — ҫӳлте: Вӑл йӑвашшине [«хӑйне кӗҫӗне хуракана», ҪТ]... курса тӑрать» тесе каланӑ (Пс. 137:6).

15. Нумай-нумай тӑванӑн пурнӑҫӗнче мӗнле улшӑнусем пулса иртнӗ?

15 Пурнӑҫри лару-тӑру улшӑннӑ чухне. Юлашки ҫулсенче Иеговӑшӑн чылай вӑхӑт хушши ӗҫлесе тӑнӑ нумай-нумай тӑвана урӑх тивӗҫсем шанса панӑ пулнӑ. Сӑмахран, 2014 ҫулта область надзирателӗсене хӑйсен арӑмӗсемпе сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа урӑх майпа тума сӗннӗ. Ҫавӑн пекех ҫав ҫултан пуҫласа район надзирателӗсем 70 ҫула ҫитсен тата старейшинӑсен совечӗн координаторӗсем 80 ҫула ҫитсен хӑйсене шанса панӑ ӗҫе туса тӑма пӑрахаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, юлашки темиҫе ҫул хушшинче Вефильте ӗҫлекенсенчен нумайӑшне пионер пулса ӗҫлеме сӗннӗ. Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑракан тӑвансенчен хӑшӗ-пӗрисен вара сывлӑхӗ япӑхланса кайнине пула, ҫемьери яваплӑхсене пула е ытти сӑлтава пула хӑйсен ӗҫне хӑварма тивнӗ.

16. Пурнӑҫри лару-тӑру улшӑннӑ чухне тӑвансем хӑйсене кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

16 Ҫав тӑвансене ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе питӗ юратнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫав ӗҫе чылай ҫул хушши туса тӑнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен ӗҫне хӑварма тивнӗшӗн питӗ хуйхӑрнӑ. Ҫапах та вӑхӑт иртсен вӗсем ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхнӑ. Вӗсене мӗн пулӑшнӑ? Пуринчен ытла Турра юратни пулӑшнӑ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне пӗр-пӗр ӗҫе мар — Иеговӑна халалланӑ. Ҫак тӑвансем хама ятарлӑ ӗҫ шанса парсан ҫеҫ саншӑн ӗҫлӗп тесе Турра сӑмах паман (Кол. 3:23). Иегова кирек мӗнле ӗҫ шанса парсан та вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса ҫав ӗҫе тума хатӗр. Турӑ хӑйсемшӗн тӑрӑшасса ӗненсе вӗсем «кирек мӗнле йывӑрлӑхра та» ӑна шанса тӑраҫҫӗ (1 Петр 5:6, 7).

17. Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ пире хамӑра кӗҫӗне хума хавхалантарнӑшӑн мӗншӗн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ?

17 Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ пире хамӑра кӗҫӗне хума хавхалантарнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Эпир хамӑра кӗҫӗне хуни пире те, ыттисене те усӑ парать. Ҫавӑн пекех ҫак лайӑх ене кӑтартатпӑр пулсан, ыттисене пирӗнпе хутшӑнма кӑмӑллӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне, пире пурнӑҫри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах пулӗ. Чи кирли вара — хамӑра кӗҫӗне хунине пула эпир пирӗн ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланса пыратпӑр. Пирӗн Турӑ, «Мухтавлӑскер, Аслӑ Чапа Тухнӑскер», хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене питӗ хакланине тата юратнине пӗлни ҫав тери савӑнтарать! (Ис. 57:15.)

45-МӖШ ЮРӐ Чӗремри шухӑшсем

^ 5 абз. Пирӗн пурин те хамӑра кӗҫӗне хума вӗренмелле. Анчах хамӑра кӗҫӗне хуни мӗн вӑл? Мӗншӗн пирӗн ҫак лайӑх ене аталантармалла? Мӗнле лару-тӑрусенче хамӑра кӗҫӗне хума йывӑр пулма пултарать? Ҫак питӗ кирлӗ ыйтусене эпир ҫак статьяра сӳтсе явӑпӑр.

^ 7 абз. 1984 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (акӑлч.) «Иегова мана ырӑлӑх тӑвать» статьяна, ҫавӑн пекех 2001 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Иегова так милостив ко мне!» статьяна пӑхӑр.

^ 53 абз. ӲКЕРЧӖК: Павел апостол арҫын тӑван патӗнче хӑнара; вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ыттисемпе, ҫав шутрах ачасемпе те, хутшӑнать.

^ 57 абз. ӲКЕРЧӖК: ҫамрӑк арҫын тӑван ватӑ арҫын тӑвана Библипе килӗшсе тӑракан канаш парать; ватӑ арҫын тӑван ҫак канаша тимлӗ итлет.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК: ҫамрӑк арҫын тӑвана пухура тивӗҫ шанса панӑ, ватӑ арҫын тӑван вара ҫавӑншӑн кӗвӗҫмест.