Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

39-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Акӑ... имсӗр-сумсӑр ҫын тӑрать»

«Акӑ... имсӗр-сумсӑр ҫын тӑрать»

«Пӑхрӑм та — акӑ аслӑ пуканпа Путек умӗнче имсӗр-сумсӑр ҫын тӑрать, вӗсене никам та шутласа кӑларас ҫук» (ӲЛӖМ. 7:9).

60-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫа ҫӑлакан хыпар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Иоанн апостол мӗнле лару-тӑрура пулнӑ?

ПИРӖН эрӑри пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Иоанн апостол питӗ йывӑр лару-тӑрура пулнӑ. Вӑл ватӑлнӑ ӗнтӗ, ҫавӑн пекех Патмос теекен утрав ҫинче ссылкӑра пулнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ апостолсенчен вӑл юлашки пулнӑ пулмалла (Ӳлӗм. 1:9). Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем христиансене суя вӗрентӳсемпе улталанине тата пайласа янине вӑл пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та чӑн христиансем кӗҫех тӑрса юлмӗҫ пек туйӑнма пултарнӑ (Иуда 4; Ӳлӗм. 2:15, 20; 3:1, 17).

Иоанн апостол шурӑ тумтир тӑхӑннӑ «имсӗр-сумсӑр ҫынна» курнӑ. Вӗсем аллине пальма турачӗ тытнӑ (2-мӗш абзаца пӑхӑр.)

2. Ӳлӗмхине 7:9—14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иоанн мӗнле пророкла курӑну курнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

Иоанн ҫакӑн пек питӗ йывӑр лару-тӑрура пулнӑ чухне Турӑ ӑна пуласлӑхра мӗн пуласси пирки тӗлӗнмелле курӑну кӑтартнӑ. Ҫав курӑнура Туррӑн чурисен ҫамки ҫине юлашки хут пичет пусиччен пӗр ангел тӑватӑ ангела хӑрушла асапӑн аркатакан ҫилӗсене тытса тӑма хушать (Ӳлӗм. 7:1—3). Пичетпе паллӑ тунисен шучӗ — 144 000 ҫын, вӗсем Иисуспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларӗҫ (Лука 12:32; Ӳлӗм. 7:4). Унтан Иоанн тепӗр ушкӑна курни ҫинчен каласа парать: «Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑхрӑм та — акӑ аслӑ пуканпа Путек умӗнче имсӗр-сумсӑр ҫын тӑрать, вӗсене никам та шутласа кӑларас ҫук: вӗсем пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен пухӑннӑ». (Ӳлӗмхине 7:9—14 вуласа парӑр.) Пуласлӑхра Турра тӗрӗс пуҫҫапакансем питӗ нумай пулассине пӗлсен Иоанн ҫав тери савӑннӑ пулӗ!

3. а) Мӗншӗн Иоанн курнӑ курӑну пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетмелле? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Паллах ӗнтӗ, ҫак курӑну Иоанӑн ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Анчах пирӗн ӗненӗве вӑл тата вӑйлӑрах ҫирӗплетмелле, мӗншӗн тесен эпир ҫак курӑну пурнӑҫланса пынӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр! Хӑрушла асап витӗр тухса ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан миллион-миллион ҫын пухӑнса пынине эпир хамӑр куҫпах курса тӑратпӑр. Ҫак статьяран эпир 80 ҫул ытла каялла Иегова хӑйӗн халӑхне ҫак имсӗр-сумсӑр ҫын кам пулнине мӗнле уҫса панине пӗлӗпӗр. Унтан ҫак имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн икӗ уйрӑмлӑхне пӑхса тухӑпӑр: 1) ҫак ушкӑн ҫав тери пысӑк пулнине тата 2) ҫак ушкӑнра тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пулнине. Ҫак шухӑшсене пӑхса тухни ҫак ушкӑнра пулма шанакансен ӗненӗвне ҫирӗплетӗ.

ИМСӖР-СУМСӐР ҪЫН ӐҪТА ПУРӐНӖ?

4. Христиан тӗнчинчи чиркӳсем Библири мӗнле чӑнлӑха ӑнланмаҫҫӗ тата Библи Тӗпчекенсем вӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

4 Ытларах чухне христиан тӗнчинчи тӗн пуҫлӑхӗсем Библири чӑнлӑха — Турра итлекен ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр ҫӗр ҫинче пурӑнӗҫ тесе калакан чӑнлӑха — вӗрентмеҫҫӗ (2 Кор. 4:3, 4). Вӗсем каланӑ тӑрӑх, лайӑх ҫынсем вилсен пурте пӗлӗте каяҫҫӗ. Анчах Библи Тӗпчекенсен пысӑках мар ушкӑнӗ, XIX ӗмӗр вӗҫӗнче «Хурал башни» журнала кӑларма пуҫланӑ ушкӑн, урӑхла шутланӑ. Вӗсем Турӑ рая ҫӗр ҫинче туса хурасса тата Турра итлекен миллион-миллион ҫын пӗлӗтре мар, кунта, ҫӗр ҫинче, пурӑнасса ӑнланнӑ. Анчах ҫав Турра итлекен ҫынсем хушшинче мӗнле ҫынсем пулассине тӗрӗс ӑнланма вӑхӑт кирлӗ пулнӑ (Матф. 6:10).

5. Библи Тӗпчекенсем 144 000 ҫын пирки мӗн ӑнланнӑ?

5 Ҫавӑн пекех Библи Тӗпчекенсем Иисуспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларма ҫӗр ҫинчен хӑш-пӗр ҫынсене илессе те ӑнланнӑ (Ӳлӗм. 14:3). Ҫак ушкӑн ҫӗр ҫинче Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ 144 000 хастар христианран тӑмалла пулнӑ. Имсӗр-сумсӑр ҫын пирки вара мӗн калама пулать?

6. Библи Тӗпчекенсем имсӗр-сумсӑр ҫын пирки мӗн шутланӑ?

6 Иоанн хӑйӗн курӑнӑвӗнче имсӗр-сумсӑр ҫын «аслӑ пуканпа Путек умӗнче» тӑнине курнӑ (Ӳлӗм. 7:9). Ҫавӑнпа та Библи Тӗпчекенсем имсӗр-сумсӑр ҫын, 144 000 ҫын пекех, пӗлӗтре пулӗ тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ. Анчах ҫак икӗ ушкӑн та пӗлӗтре пурӑнсан, вӗсене пӗр-пӗринчен мӗнле уйӑрса илмелле? Библи Тӗпчекенсем имсӗр-сумсӑр ҫын шутне ҫӗр ҫинче пурӑннӑ Турра итлесех кайман христиансем кӗрӗҫ тесе шутланӑ. Ҫакӑн пек ҫынсем Библири нравственность нормисене тытса тӑнӑ пулин те, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем христиан тӗнчинчи чиркӳсене ҫӳреме пӑрахман пулмалла. Вӗсем Турра юратнӑ пулсан та, ӑна ҫителӗклӗ таран юратманшӑн Иисуспа пӗрле ертсе пыма тивӗҫлӗ мар тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ Библи Тӗпчекенсем. Турра ҫителӗклӗ таран юратманран имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн пӗлӗтре аслӑ пукан ҫинче лармалла мар, аслӑ пукан умӗнче тӑмалла тесе шутланӑ вӗсем.

7. Библи Тӗпчекенсем шутланӑ тӑрӑх, Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче камӑн пурӑнмалла пулнӑ тата авалхи вӑхӑтра Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ арҫынсем пирки вӗсем мӗн шутланӑ?

7 Апла, ҫӗр ҫинче камӑн пурӑнмалла пулнӑ? Библи Тӗпчекенсем шутланӑ тӑрӑх, 144 000 ҫынна тата имсӗр-сумсӑр ҫынна пӗлӗте пуҫтарсан ытти миллион-миллион ҫыннӑн ҫӗр ҫинче пурӑнма, ҫавӑн пекех Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне пулакан пиллӗхсене илме май пулӗ. Иисус ертсе пыма пуҫличчен ҫак ҫынсен Иеговӑшӑн ӗҫлемелле мар пулнӑ тесе шутланӑ вӗсем. Вӗсен шучӗпе, Иисус пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне ҫак ҫынсене Туррӑн законӗсене вӗрентмелле пулнӑ. Унтан вара, Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнакансем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ, ҫавӑн пек пурӑнманнисем вара — пӗтӗҫ. Ҫавӑн пекех Библи Тӗпчекенсем Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ тапхӑр вӗҫӗнче пӗтӗм ҫӗр ҫинче ӗҫлесе тӑракан «пуҫлӑхсенчен» хӑшӗ-пӗрисем темле майпа пӗлӗте кайӗҫ тесе те шутланӑ (Пс. 44:17). Вӗсем ҫав «пуҫлӑхсем» хушшинче вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ «авалхи тивӗҫлӗ ҫынсем» — Христос виличчен вилнӗ шанчӑклӑ арҫынсем — пулӗҫ тесе ӗненнӗ.

8. Библи Тӗпчекенсем мӗнле виҫӗ ушкӑн пулать тесе шутланӑ?

8 Апла, Библи Тӗпчекенсем виҫӗ ушкӑн пулать тесе шутланӑ: 1) Иисуспа пӗрле пӗлӗтре ертсе пыракан 144 000 ҫын; 2) пӗлӗтре «аслӑ пуканпа Путек умӗнче» тӑракан, Турра ҫителӗклӗ таран юратман имсӗр-сумсӑр ҫын; 3) Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне Иеговӑн законӗсене вӗренсе пыракан миллион-миллион ҫын *. Анчах Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑтра чӑнлӑх ҫути ытларах ҫуталма пуҫланӑ (Ытар. 4:18).

ЧӐНЛӐХ ҪУТИ ҪУТАЛНӐҪЕМӖН ҪУТАЛСА ПЫРАТЬ

1935 ҫулта иртнӗ конгресра ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан питӗ нумай ҫын шыва кӗнӗ (9-мӗш абзаца пӑхӑр.)

9. а) Имсӗр-сумсӑр ҫын «аслӑ пуканпа Путек умӗнче» тӑрать тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Мӗншӗн Ӳлӗмхине 7:9-мӗшӗнчи сӑмахсене ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине йышӑнма ҫӑмӑл?

9 1935 ҫулта Иегова Свидетелӗсем Иоанн курнӑ курӑнури имсӗр-сумсӑр ҫын кама пӗлтернине лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ. Вӗсем акӑ мӗн ӑнланса илнӗ: «аслӑ пуканпа Путек умӗнче» тӑрас тесен имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн пӗлӗтре пулмалла мар. Имсӗр-сумсӑр ҫын ҫӗр ҫинче пурӑнсан та «аслӑ пукан» умӗнче тӑма пултарать, ҫавна тӑвас тесен вӗсен Иеговӑн влаҫне пӑхӑнмалла тата пур тӗлӗшрен те ӑна итлемелле (Ис. 66:1). Иисус тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнипе вара ҫак ҫынсем «Путек умӗнче» тӑраҫҫӗ. Библири тепӗр вырӑн Ӳлӗмхине 7:9-мӗшӗнчи сӑмахсене сӑнарлӑн каланине ӑнланма пулӑшать. Матфей 25:31, 32 сӑвӑ йӗркисенче «пур халӑхсем», ҫав шутрах йӗркесӗр ҫынсем те, мухтавлӑ патша пуканӗ ҫинче ларакан Иисус «умне... пухӑнӗҫ» тесе каланӑ. Ҫак халӑхсем пурте пӗлӗтре мар, ҫӗр ҫинче пуҫтарӑнасси уҫҫӑн курӑнать. Курӑнӑва ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине йышӑнма ҫӑмӑл. Ҫакӑ имсӗр-сумсӑр ҫын пӗлӗте каясси пирки Библире мӗншӗн нимӗн те каламаннине ӑнлантарса парать. Пӗр ушкӑн ҫеҫ пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка илӗ — 144 000 ҫын, вӗсем Иисуспа пӗрле пӗлӗтрен ҫӗре тытса тӑрӗҫ (Ӳлӗм. 5:10).

10. Мӗншӗн имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн Христос пин ҫул хушши ертсе пыма пуҫличченех Иегова ҫинчен пӗлӳ илмелле?

10 Ҫапла вара 1935 ҫултан пуҫласа Иегова Свидетелӗсем Иоанн курӑнӑвӗнчи имсӗр-сумсӑр ҫын шутне ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан Турра шанчӑклӑ христиансем кӗнине ӑнланма пуҫланӑ. Имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн хӑрушла асап витӗр тухас тесен Христос пин ҫул хушши ертсе пыма пуҫличченех Иегова ҫинчен пӗлӳ илмелле тата ӑна пуҫҫапма пуҫламалла. Ҫавӑн пекех вӗсен Христос пин ҫул хушши ертсе пыма пуҫличчен «пулас асапсенчен пуринчен те» хӑтӑлас тесен хытӑ ӗненнине кӑтартмалла (Лука 21:34—36).

11. Мӗншӗн Библи Тӗпчекенсем Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ тапхӑр вӗҫӗнче Турра шанчӑклӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисене ҫӗр ҫинчен пӗлӗте илӗҫ тесе шутланӑ?

11 Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ тапхӑр вӗҫӗнче Турра шанчӑклӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисене ҫӗр ҫинчен пӗлӗте илӗҫ тесе шутлани пирки вара мӗн калама пулать? Ҫакӑн пек пулма пултарасси пирки 1913 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» каланӑ пулнӑ. Кам та пулин ҫакӑн пек шухӑшлама пултарнӑ: «Мӗншӗн авалхи вӑхӑтра Турра шанчӑклӑ пулнӑ ҫынсем ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, шанчӑклах пулман христиансем вара пӗлӗте кайӗҫ?» Мӗншӗн Библи Тӗпчекенсем ҫавӑн пек шутланӑ? Икӗ тӗрӗс мар шухӑша пула. Вӗсем 1) имсӗр-сумсӑр ҫын пӗлӗтре пурӑнӗ тесе тата 2) имсӗр-сумсӑр ҫын шутне шанчӑклах пулман ҫынсем кӗрӗҫ тесе шутланӑ.

12, 13. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем те, имсӗр-сумсӑр ҫын та хӑйсен награди пирки мӗн пӗлеҫҫӗ?

12 Анчах, куртӑмӑр ӗнтӗ, 1935 ҫулта Иегова Свидетелӗсем Иоанн курнӑ курӑнури имсӗр-сумсӑр ҫын Армагеддонра ҫӑлӑнса юлакан ҫынсене сӑнласа панине ӑнланнӑ. Имсӗр-сумсӑр ҫын «пысӑк асап витӗр» тухӗ те хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ҫапла калӗ: «Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре!» (Ӳлӗм. 7:10, 14.) Ҫакӑ ҫӗр ҫинче пулса иртӗ. Ҫавӑн пекех Иегова Свидетелӗсем авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ Турра шанчӑклӑ ҫынсем пӗлӗте кайманнине ӑнланса илнӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансем, авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ Турра шанчӑклӑ ҫынсемпе танлаштарсан, «лайӑхран лайӑххине» илӗҫ (Евр. 11:40). Тӑвансем ҫаксене ӑнланса илсен ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пурри ҫинчен хастаррӑн пӗлтерме тата ҫынсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӗнме пуҫланӑ.

13 Имсӗр-сумсӑр ҫын шутне кӗрекен христиансене ҫак шанчӑк питӗ савӑнтарать. Вӗсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен кам пӗлӗтре, кам ҫӗр ҫинче пурӑнассине Иегова хӑй палӑртса хурать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем те, имсӗр-сумсӑр ҫын та хӑйсен наградине Иеговӑн ырӑлӑхне пула ҫеҫ — Иисус Христос хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме панӑ парне пек панине пула ҫеҫ — илме пултарнине пӗлеҫҫӗ (Рим 3:24).

ЧӐНАХ ТА ИМСӖР-СУМСӐР

14. Мӗншӗн 1935 ҫултан пуҫласа нумайӑшӗ имсӗр-сумсӑр ҫын пирки пророкла калани мӗнле пурнӑҫланасса пӗлесшӗн пулнӑ?

14 1935 ҫулта Иегова Свидетелӗсем Иоанн курнӑ курӑнӑва лайӑхрах ӑнланма пуҫласан ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансен шучӗ мӗнле ӳссе пырассине нумайӑшӗ пӗлесшӗн пулнӑ, вӗсен шучӗ имсӗр-сумсӑр пулмалла пулнӑ вӗт. Ҫавӑн чухне 12 ҫулта пулнӑ Рональд Паркин акӑ мӗн аса илет: «Ун чухне пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе хыпарҫӑсен шучӗ 56 000 патнелле пулнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ, тен ытларахӑшӗ те, святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пулнӑ. Ҫавӑнпа имсӗр-сумсӑр ҫын пирки имсӗр-сумсӑр тесе калама йывӑрччӗ».

15. Имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн шучӗ мӗнле ӳссе пырать?

15 Анчах каярахпа, вун-вун ҫул иртсен, миссионерсене нумай-нумай ҫӗршыва янине пула Иегова Свидетелӗсен шучӗ ӳсме пуҫланӑ. Унтан 1968 ҫулта Библие «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх» ятлӑ кӗнеке тӑрӑх вӗрентме тытӑннӑ. Ҫав кӗнекере Библири чӑнлӑхсене ӑнланма питӗ ҫӑмӑл пулнӑ, ҫавӑнпа питӗ нумай йӑваш ҫын Иегова ҫинчен пӗлме пултарнӑ. Тӑватӑ ҫул хушшинче ҫур миллион ытла вӗренекен шыва кӗнӗ. Унсӑр пуҫне, католиксен чиркӗвӗн витӗмӗ Латинла Америкӑра тата ытти ҫӗршывсенче чакса пынине пула, Хӗвелтухӑҫ Европӑри тата Африкӑри ҫӗршывсенче пирӗн ӗҫ-хӗле ирӗклӗ туса тӑма май уҫӑлнине пула тата миллион-миллион ҫын шыва кӗнӗ (Ис. 60:22). Юлашки ҫулсенче Иеговӑн организацийӗ ҫынсене Библи мӗне вӗрентнине пӗлме пулӑшас тесе урӑх усӑллӑ хатӗрсем кӑларнӑ. Иегова пуҫтаракан ҫынсем имсӗр-сумсӑр пулни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен вӗсен шучӗ халӗ — 8 миллион ытла.

ТӖРЛӖ ХАЛӐХРАН ПУҪТАРӐННӐ ИМСӖР-СУМСӐР ҪЫН

16. Имсӗр-сумсӑр ҫын хушшинче кам пулӗ?

16 Иоанн хӑй курнӑ курӑну ҫинчен ҫырнӑ чухне имсӗр-сумсӑр ҫын хушшинче «пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран» тухнӑ ҫынсем тата «тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем» пулӗҫ тесе каланӑ. Унччен маларах ҫавӑн пекрех сӑмахсене Захария пророк ҫырнӑ: «Ҫав кунсенче акӑ мӗнле пулӗ: тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен кашни халӑхӗн вунӑ ҫынни пӗр иудей аркинчен тытӗ те: „Эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир“ тейӗ» (Зах. 8:23).

17. Тӗрлӗ халӑхран тухнӑ тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене Иеговӑн организацийӗ мӗнле пулӑшса тӑрать?

17 Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсене пуҫтарма ырӑ хыпара вӗсен чӗлхипе пӗлтермеллине ӑнланаҫҫӗ. Эпир Библи вӗренмелли материалсене 130 ҫул ытла куҫаратпӑр ӗнтӗ, анчах хальхи вӑхӑтра эпир нихҫанхинчен те ытларах — ҫӗр-ҫӗр чӗлхе ҫине куҫаратпӑр. Пирӗн куҫ умӗнчех Иегова тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать: вӑл имсӗр-сумсӑр ҫынна тӗрлӗ халӑхран пуҫтарать. Библие тата Библие ӑнлантарса паракан публикацисене нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑран ҫак ушкӑна кӗрекен ҫынсем, вӗсем тӗрлӗ халӑхран тухнӑ пулсан та, Иеговӑна пӗрлӗхре пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсене ырӑ хыпара хастарлӑн пӗлтерекенсем пек тата пӗр-пӗрне юратакансем пек пӗлеҫҫӗ. Ҫаксем пурте пирӗн ӗненӗве питӗ ҫирӗплетеҫҫӗ! (Матф. 24:14; Иоанн 13:35.)

ҪАК КУРӐНУ ПИРӖНПЕ МӖНЛЕ ҪЫХӐННӐ?

18. а) Исаия 46:10, 11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн имсӗр-сумсӑр ҫын пирки калакан пророкла сӑмахсене Иегова тӗлӗнмелле майпа пурнӑҫлани пире тӗлӗнтермест? ӑ) Мӗншӗн ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан ҫынсем хӑйсене темскер памасӑр хӑварнӑ тесе шутламаҫҫӗ?

18 Имсӗр-сумсӑр ҫын пирки калакан пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланни пире ҫав тери савӑнтарать! Иегова ӑна тӗлӗнмелле майпа пурнӑҫлани пире тӗлӗнтермест. (Исаия 46:10, 11 вуласа парӑр.) Имсӗр-сумсӑр ҫын хӑйсене панӑ шанчӑкшӑн Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Иисуспа пӗрле пӗлӗтре ӗҫлесе тӑма святой сывлӑшпа суйласа лартманшӑн вӗсем хӑйсене темскер памасӑр хӑварнӑ тесе шутламаҫҫӗ. Библире эпир святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑннӑ, анчах 144 000 ҫын шутне кӗмен Турра шанчӑклӑ пулнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен вулама пултаратпӑр. Ҫавсенчен пӗри вӑл — Шыва кӗртекен Иоанн (Матф. 11:11). Тепри вара — Давид патша (Ап. ӗҫ. 2:34, 35). Вӗсем тата нумай-нумай ҫын ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Ҫак ҫынсен имсӗр-сумсӑр ҫынпа пӗрле Иеговӑна чунтан парӑннине тата унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартма май пулӗ.

19. Иоана имсӗр-сумсӑр ҫын ҫинчен кӑтартнӑ курӑнӑва ӑнланни пире мӗн тума хавхалантарать?

19 Тӗрлӗ халӑхран тухнӑ ҫав тери нумай ҫынна — миллион-миллион ҫынна — Турӑ этемлӗх историйӗнче унччен нихӑҫан та пӗрле пуҫтарман. Пирӗн кирек мӗнле шанчӑк пулсан та — пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинче-и — пирӗн май килнӗ таран ытларах ҫынна нумай-нумай ҫынран тӑракан «урӑх сурӑхсен» шутне кӗме пулӑшмалла (Иоанн 10:16). Кӗҫех, малтанах каласа хунӑ пекех, Иегова ҫӗр ҫине хӑрушла асап ярӗ те этемлӗхе асаплантаракан патшалӑхсемпе тӗнсене пӗтерӗ. Имсӗр-сумсӑр ҫын шутне кӗрекенсен пурин те ҫӗр ҫинче Иеговӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлесе тӑма питӗ чаплӑ май пур! (Ӳлӗм. 7:14.)

139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

^ 5 абз. Ҫак статьяра Иоанн апостол курнӑ пророкла курӑнӑва сӳтсе явнӑ. Иоанн имсӗр-сумсӑр ҫын пухӑннине курнӑ. Ҫак курӑну ҫав ушкӑна кӗрекен ҫынсен ӗненӗвне ҫирӗплетӗ.