Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

38-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп»

«Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп»

«Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп» (МАТФ. 11:28).

17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Матфей 11:28—30 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус мӗн пирки сӑмах панӑ?

ИИСУС хӑйне итленӗ ҫынсене: «Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп»,— тесе сӑмах панӑ. (Матфей 11:28—30 вуласа парӑр.) Вӑл мӗн калани пуш сӑмах пулман. Сӑмахран, Иисус йывӑр чирпе асапланнӑ хӗрарӑма мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

2. Йывӑр чирпе асапланнӑ хӗрарӑма Иисус мӗнле пулӑшнӑ?

2 Ҫак хӗрарӑмӑн шанчӑкӗ сӳнес патнех ҫитнӗ. Сывалас тесе вӑл нумай тухтӑр патне кайса килнӗ, анчах пӗри те ӑна пулӑшайман. Ҫак чирпе вӑл 12 ҫул асапланнӑ. Унтан та ытларах, Моисей саккунӗ тӑрӑх, вӑл таса мар шутланнӑ (Лев. 15:25). Иисус чирлӗ ҫынсене сыватма пултарни ҫинчен илтсен ҫак хӗрарӑм ун патне каять. Иисуса шыраса тупсан вара вӑл унӑн тумтирӗ аркине сӗртӗнет те ҫав самантрах сывалать. Анчах Иисус ӑна сыватнӑ кӑна мар, ӑна хӑйне юратнине те, хисепленине те туйма пулӑшнӑ. Сӑмахран, унпа калаҫнӑ чухне Иисус ӑна «хӗрӗм» тенӗ. Паллах, Иисусӑн сӑмахӗсем ӑна хавхалантарнӑ тата вӑй панӑ (Лука 8:43—48).

3. Ҫак статьяран эпир мӗнле ыйтусен хуравӗсене пӗлӗпӗр?

3 Асӑрхӑр-ха, хӗрарӑм Иисус патне хӑй пынӑ. Ҫавна тума унӑн вӑй хумалла пулнӑ. Паян та ҫавӑн пекех: Иисус патне пырас тесен пирӗн вӑй хумалла. Хальхи вӑхӑтра Иисус хӑйӗн патне пыракан чирлӗ ҫынсене тӗлӗнмелле майпа сыватмасть. Ҫав-ҫавах вӑл пире «Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп» тесе чӗнет. Ҫак статьяра эпир пилӗк ыйту ҫине хуравлӑпӑр: Иисус патне мӗнле пыма пулать? «Ман сӳсмене тӑхӑнӑр» тени мӗне пӗлтерет? Иисусран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Мӗншӗн Иисус тума хушнӑ ӗҫ пире хавхалантарать тата вӑй парать? Пире, Иисусӑн сӳсменне тӑхӑннисене, малалла та хавхалану тата вӑй илсе тӑма мӗн пулӑшӗ?

«МАН ПАТӐМА КИЛӖР»

4, 5. Иисус патне мӗнле пыма пулать?

4 Иисус патне мӗнле пыма пулать? Майсенчен пӗри вӑл — Иисус мӗне вӗрентнине тата мӗн тунине тӗплӗн тӗпчени (Лука 1:1—4). Никам та ҫакна пирӗншӗн тума пултараймасть, пирӗн хамӑрӑн ҫавна тумалла. Ҫавӑн пекех шыва кӗме тата Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма шут тытнипе те эпир ун патне пыратпӑр.

5 Иисус патне пымалли тепӗр май вӑл — пулӑшу кирлӗ чухне пухури старейшинӑсем патне пыни. Ҫак «парнесемпе» усӑ курса Иисус хӑйӗн сурӑхӗсемшӗн тӑрӑшать (Эф. 4:7, 8, 11, ҪХ; Иоанн 21:16; 1 Петр 5:1—3). Старейшинӑсенчен пирӗн хамӑрӑн пулӑшу ыйтмалла. Вӗсем эпир мӗн шутланине, пире мӗн кирлине хӑйсем тавҫӑрса илӗҫ тесе шутламалла мар. Джулиан ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн каласа панӑ: «Чирленине пула манӑн Вефильте ӗҫлеме пӑрахма тиврӗ, вара туссенчен пӗри старейшинӑсене хам пата чӗнме сӗнчӗ. Малтанах эпӗ вӗсем хавхалантарни мана кирлӗ мар тесе шутларӑм. Анчах каярахпа вӗсемпе калаҫса пӑхмаллах терӗм. Вӗсем килсе хавхалантарни маншӑн хам илнӗ чи лайӑх парнесенчен пӗри тесе шутлатӑп». Джулиан патне килсе кайнӑ икӗ арҫын тӑван пекех Турра чунтан парӑннӑ старейшинӑсем пире «Христос ӑсне» пӗлсе пыма, урӑхла каласан, вӑл мӗнле шухӑшланине ӑнланма тата ун пек шухӑшлама, пулӑшаҫҫӗ (1 Кор. 2:16; 1 Петр 2:21). Чӑнах та, ҫавӑн пек пулӑшнипе старейшинӑсем пире чи лайӑх парне параҫҫӗ.

«МАН СӲСМЕНЕ ТӐХӐНӐР»

6. «Ман сӳсмене тӑхӑнӑр» тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ?

6 «Ман сӳсмене тӑхӑнӑр» тени «Манӑн влаҫа пӑхӑнӑр» тенине пӗлтерме пултарать. Ҫавӑн пекех Иисусӑн сӑмахӗсем «Ман сӳсмене манпа пӗрле тӑхӑнӑр, вара эпир Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлесе тӑрӑпӑр» тенине те пӗлтерме пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, ҫакӑ пирӗн вӑй хумаллине пӗлтерет.

7. Матфей 28:18—20 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пире мӗнле ӗҫ шанса панӑ тата эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр?

7 Хамӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалланипе тата шыва кӗнипе эпир Иисус чӗнсе каланине йышӑнатпӑр. Хӑйӗн патне пыма вӑл пурне те чӗнет, Иеговӑшӑн ӗҫлес текенсене вӑл нихӑҫан та сирсе ямӗ (Иоанн 6:37, 38). Христос хыҫҫӑн пыракансен пурин те Иегова Иисуса шанса панӑ ӗҫре хутшӑнма май пур. Ҫакӑ пысӑк чыс! Ҫак ӗҫе тума пулӑшас тесе Иисус пирӗнпе пӗрле пуласси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. (Матфей 28:18—20 вуласа парӑр.)

«МАНРАН ВӖРЕНӖР»

Иисус пекех ыттисене хавхалантарӑр (8—11 абзацсене пӑхӑр.) *

8, 9. Мӗншӗн хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем Иисус патне туртӑннӑ? Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

8 Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем Иисус патне туртӑннӑ (Матф. 19:13, 14; Лука 7:37, 38). Мӗншӗн? Иисус фарисейсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсене ыттисемпе сиввӗн те мӑнкӑмӑллӑн тытнӑ (Матф. 12:9—14). Иисус вара ыттисене юратнӑ тата хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Фарисейсем чапшӑн ҫуннӑ, хӑйсем пысӑк вырӑн йышӑннипе мухтаннӑ. Иисус чапшӑн ҫуннине сивленӗ тата хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсене кӗҫӗне хурса ыттисемшӗн тӑрӑшма вӗрентнӗ (Матф. 23:2, 6—11). Фарисейсем халӑха хӑратнӑ, хӑйсене пӑхӑнтарма тӑрӑшнӑ (Иоанн 9:13, 22). Иисус вара ырӑ сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе ҫынсене хавхалантарнӑ.

9 Эсир Иисусран мӗне те пулин вӗренме пултаратӑр-и? Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ыттисем мана йӑваш тата кӗҫӗне хуракан ҫын вырӑнне хураҫҫӗ-и? Эпӗ хаваспах ыттисемшӗн тӑрӑшатӑп-и тата нимпе те палӑрса тӑман ӗҫсене тӑватӑп-и? Эпӗ хама ыттисемпе ыррӑн тытатӑп-и?»

10. Иисуспа пӗрле ӗҫленӗ чухне унӑн вӗренекенӗсем хӑйсене мӗнле туйнӑ?

10 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем хушшинче килӗшӳ пултӑр тесе тата вӗсене хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлеме кӑмӑллӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Вӑл вӗсене хаваспах вӗрентнӗ (Лука 10:1, 19—21). Иисус вӗсене ыйтусем пама хавхалантарнӑ тата мӗн шутланине пӗлес тесе вӗсене ыйтусем панӑ (Матф. 16:13—16). Иисусӑн вӗренекенӗсем лайӑх шӑварӑнакан сад пахчинчи ӳсен-тӑрансем пекех пулнӑ. Вӗсем Иисусран вӗренсе пынӑ тата лайӑх ҫимӗҫсем — ырӑ ӗҫсем — кӳнӗ.

Ыттисемпе хутшӑнӑр тата туслӑ пулӑр

Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулӑр

Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр тата ӗҫчен пулӑр *

11. Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

11 Сирӗн мӗнле те пулин власть пур-и? Ҫапла пулсан, хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Килте е ӗҫре эпӗ хама ыттисемпе мӗнле тытатӑп? Ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшатӑп-и? Ман пата пӗр-пӗр ыйтупа пыма ҫӑмӑл-и? Ыттисем хӑйсен шухӑшӗсене каласа панӑ чухне эпӗ итлетӗп-и?» Пирӗн нихӑҫан та фарисейсем пек пулмалла мар. Вӗсем хӑйсене ыйтусем панӑ чухне тарӑхнӑ тата хӑйсем пек шутламан ҫынсене хӗсӗрленӗ (Марк 3:1—6; Иоанн 9:29—34).

«ЭПӖ СИРЕ ЛӐПЛАНТАРӐП»

12—14. Мӗншӗн Иисус тума хушнӑ ӗҫ пире хавхалантарать тата вӑй парать?

12 Мӗншӗн Иисус тума хушнӑ ӗҫ пире лӑплантарать, урӑхла каласан, хавхалантарать тата вӑй парать? Сӑлтавсем нумай. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар.

13 Пирӗн надзирательсем — чи лайӑх надзирательсем. Иегова Ҫут тӗнчере чи асли пулсан та, вӑл нихӑҫан та хӑйне ыттисемпе хаяррӑн тытмасть тата вӑл яланах пархатарлӑ. Вӑл эпир мӗн тунине хаклать (Евр. 6:10). Хамӑра шанса панӑ ӗҫсене туса тӑма та вӑй парса тӑрать (2 Кор. 4:7; Гал. 6:5). Пирӗн Патша, Иисус, ыттисемпе мӗнле тытас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартать (Иоанн 13:15). Старейшинӑсем вара Иисус пек, «аслӑ Кӗтӳҫ» пек, пулма тӑрӑшаҫҫӗ (Евр. 13:20; 1 Петр 5:2). Вӗсем пире хӳтӗлеҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах пирӗнпе ырӑ пулма, пире хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ тата пире хӑюллӑ пулма пулӑшаҫҫӗ.

14 Пирӗн туссем — чи лайӑх туссем. Ытти ҫынсен пирӗн пек пӗр-пӗрне юратакан тата пӗр ӗҫех туса тӑракан туссем ҫук. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: нравственность нормисене ҫирӗп тытса тӑракан, ҫав вӑхӑтрах хӑйсем пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламан ҫынсемпе пирӗн ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме май пур. Вӗсем пултаруллӑ, анчах сӑпайлӑ тата хӑйсене мӑнна хумаҫҫӗ. Эпир вӗсемшӗн пӗрле ӗҫлекенсем кӑна мар, эпир вӗсемшӗн — чӑн-чӑн туссем. Пирӗн хушӑри туслӑх ҫав тери ҫирӗп пулнӑран вӗсем пирӗншӗн хӑйсен пурнӑҫне те пама хатӗр!

15. Хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса тӑнӑ чухне пирӗн мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ?

15 Пирӗн ӗҫ — чи лайӑх ӗҫ. Эпир ҫынсене Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентетпӗр тата Шуйттан саракан суяна тӑрӑ шыв ҫине кӑларатпӑр (Иоанн 8:44). Сатана улталанине пула ҫынсем хӑйсем ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ пек туяҫҫӗ. Сӑмахран, вӑл Иегова пире нихӑҫан та каҫармӗ тата юратмӗ тесе ӗнентересшӗн. Мӗн тери йывӑр ҫӗклем тата сӗмсӗр суя! Чӑннипе вара, Иисус патне пырсан, пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Иегова пире кашнине питӗ хытӑ юратать (Рим 8:32, 38, 39). Ҫынсене Иеговӑна шанма вӗрентни тата вӗсен пурнӑҫӗ лайӑхланнине курса тӑни пире ҫав тери нумай савӑнӑҫ парать!

МАЛАЛЛА ТА ХАВХАЛАНУ ТАТА ВӐЙ ИЛСЕ ТӐМА ПИРЕ МӖН ПУЛӐШӖ?

16. Иисус йӑтма хушакан ҫӗклем кирек мӗнле ҫӗклемрен те мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

16 Иисус йӑтма хушакан ҫӗклем кирек мӗнле ҫӗклемрен те уйрӑлса тӑрать. Сӑмахран, ӗҫ хыҫҫӑн кун вӗҫӗнче нумайӑшӗ халтан кайнисӗр пуҫне хӑйсене телейсӗр туяҫҫӗ. Эпир вара Иеговӑшӑн тата Иисусшӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн хамӑра питӗ телейлӗ туятпӑр. Хӑш-пӗр чухне ӗҫре питӗ ывӑннӑран пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене каяс килмест. Ҫавна пӑхмасӑрах каятпӑр пулсан, тӗлпулу хыҫҫӑн киле таврӑнсан эпир час-часах вӑй кӗнине туятпӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн та, хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ хыҫҫӑн та ҫавӑн пекех пулса иртет. Ҫав ӗҫсене тума мӗн чухлӗ вӑй хунипе танлаштарсан, эпир чылай ытларах вӑй тата хавхалану илетпӗр.

17. Пирӗн мӗн асра тытмалла тата мӗн ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла?

17 Эпир пурне те тума пултарайманнине пирӗн асра тытмалла. Ҫавӑнпа та мӗн тумаллипе мӗн тумалла марри пирки тӗплӗн шухӑшламалла. Сӑмахран, пурлӑх пухас тесе тӑрӑшни вӑя ахаль пӗтерни ҫеҫ пулать. Ҫамрӑк пуян ҫын: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн?» — тесе ыйтсан, Иисус мӗн каланине аса илер. Ҫак арҫын Саккуна тытса тӑнӑ. Вӑл лайӑх ҫын та пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Марк ҫырнӑ Евангелире Иисус ӑна юратса ҫапла каланӑ: «Кай та мӗнпур пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар... кайран таврӑн та... Ман хыҫҫӑн пыр». Ҫак ҫамрӑк арҫын Христос вӗренекенӗ пуласшӑн пулнӑ, анчах хӑйӗн пурлӑхне хӑварма вӑл хатӗр пулман (Марк 10:17—22). Вӑл Иисусӑн сӳсменне тӑхӑнма килӗшмен, ҫавӑнпа та пуянлӑхӑн чури тӑрса юлнӑ (Матф. 6:24). Эсир мӗн суйласа илнӗ пулӑттӑр?

18. Вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?

18 Вӑхӑтран вӑхӑта хамӑрӑн пурнӑҫра мӗне мала хунине тӗрӗслесе пӑхни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Мӗншӗн? Ҫапла эпир хамӑр вӑйпа тӗрӗс усӑ курнипе курманнине курӑпӑр. Марк ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Нумай ҫул хушши эпӗ ансат пурнӑҫпа пурӑнатӑп тесе шутланӑ. Эпӗ пионер пулса ӗҫленӗ, анчах яланах укҫа мӗнле ӗҫлесе илесси ҫинчен тата лайӑхрах пурӑнас тесе мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшланӑ. Хамӑн пурнӑҫ мӗншӗн йывӑрланса кайнине эпӗ ниепле те ӑнланаймастӑмччӗ. Анчах каярахпа ӑнлантӑм: эпӗ ытларах хамшӑн тӑрӑшнӑ, тӑрса юлнӑ вӑхӑтпа вӑя вара Иеговӑна панӑ». Марк хӑйӗн шухӑшӗсене тата пурнӑҫне улӑштарнӑ, вара Иеговӑшӑн ытларах тума пуҫланӑ. «Хӑш-пӗр чухне эпӗ укҫа пирки пӑшӑрханатӑп,— каласа парать Марк,— анчах Иегова тата Иисус пулӑшнипе эпӗ хамӑн йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыратӑп».

19. Мӗншӗн сӑваплӑ ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхмалла?

19 Пирӗн, Иисусӑн сӳсменне тӑхӑннисен, малалла та хавхалану тата вӑй илес тесен виҫӗ канаша тытса тӑмалла. Пӗрремӗшӗнчен, сӑваплӑ ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Эпир Иеговӑн ӗҫне тӑватпӑр, ҫавӑнпа пирӗн ҫак ӗҫе вӑл хушнӑ пек тумалла. Эпир — ӗҫлекенсем, Иегова вара пирӗн Хуҫа (Лука 17:10). Ҫак ӗҫе хамӑр тӑвас килнӗ пек тусан эпир хамӑр пурнӑҫа йывӑрлатса яратпӑр ҫеҫ. Сӳсмене тӑхӑннӑ вӑйлӑ вӑкӑр та хуҫине итлемесен, хӑй каяс тенӗ ҫӗрелле кайсан, аманма тата халран кайма пултарать. Анчах эпир Иеговӑна итлетпӗр пулсан, эпир хамӑр мӗн тума пултарайманнине тума та, кирек мӗнле чӑрмава ҫӗнтерме те пултарӑпӑр. Асра тытӑр: Турӑн ирӗкне пурнӑҫлама никам та чӑрмантарма пултараймасть (Рим 8:31; 1 Иоанн 4:4).

20. Иисусӑн сӳсменне тӑхӑнма пире мӗн хавхалантармалла?

20 Иккӗмӗшӗнчен, тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа ӗҫлемелле. Пирӗн тӗллев вӑл — хамӑрӑн юратакан ҫӳлти Аттене, Иеговӑна, мухтава кӑларасси. Пӗрремӗш ӗмӗрте хӑш-пӗр ҫынсем ҫӑткӑн пулнӑран е мӗн те пулин илес тенӗрен Иисус патне пынӑ, анчах вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ хӑвӑртах пусӑрӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсем Иисусӑн сӳсменне тӑхӑнма килӗшмен (Иоанн 6:25—27, 51, 60, 66; Флп. 3:18, 19). Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынна чун-чӗререн юратнӑ ҫынсем вара ҫак сӳсмене тӑхӑнса ҫӗр ҫинче мӗн виличченех савӑнса ӗҫлесе тӑнӑ тата Иисуспа пӗрле пӗлӗтре ӗҫлесе тӑрасса шаннӑ. Эпир те Христосӑн сӳсменне тӑхӑнса тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, савӑнӑҫа упраса хӑварӑпӑр.

21. Матфей 6:31—33 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир Иегова мӗн тӑвасса шанатпӑр?

21 Виҫҫӗмӗшӗнчен, малалла та Иеговӑна шанса тӑмалла. Эпир хамӑра шеллемесӗр пурӑнма тата Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлеме шут тытнӑ. Иисус пире хӗсӗрлӗҫ тесе малтанах асӑрхаттарнӑ. Анчах Иегова пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме вӑй парасса эпир шанса тӑма пултаратпӑр. Мӗн таран чӑтӑмлӑ пулӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех пулӗ пирӗн ӗненӳ (Иак. 1:2—4). Ҫавӑн пекех Иегова пире мӗн кирлине парасса, Иисус пирӗн кӗтӳҫӗ пуласса тата тӑвансем пире пулӑшасса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр. (Матфей 6:31—33 вуласа парӑр; Иоанн 10:14; 1 Фес. 5:11.) Йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн кирли пирӗн веҫех пур!

22. Мӗншӗн эпир Иисус «Ман патӑма килӗр» тесе чӗнсе каланишӗн питӗ пархатарлӑ?

22 Иисус сыватнӑ хӗрарӑм тӳрех хӑйне лайӑх туйма пуҫланӑ. Анчах малалла та хавхалану тата вӑй илсе тӑрас тесен унӑн Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑмалла пулнӑ. Мӗнле шутлатӑр, вӑл мӗн тунӑ-ши? Иисусӑн сӳсменне тӑхӑннӑ пулсан, халӗ вӑл пӗлӗтре Иисуспа пӗрле ӗҫлесе тӑрать. Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрас тесе унӑн мӗн тума тивнӗ, ҫавӑ вӑл илнӗ наградӑпа танлашма та пултараймасть. Пирӗн кирек мӗнле шанчӑк пулсан та — эпир пӗлӗтре-и е ҫӗр ҫинче-и ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанатпӑр — Иисус «Ман патӑма килӗр» тесе чӗнсе каланишӗн эпир питӗ пархатарлӑ!

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

^ 5 абз. Иисус пире хӑйӗн патне пыма чӗнет. Ҫакна мӗнле тума пулать? Хуравне эпир ҫак статьяран пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех Христоспа пӗрле ӗҫлени пире мӗнле хавхалантарма пултарнине аса илӗпӗр.

^ 60 абз. ӲКЕРЧӖК: Иисус ӗҫпе те, сӑмахпа та ыттисене хавхалантарнӑ.

^ 66 абз. ӲКЕРЧӖК: Арҫын тӑван та, Иисус пекех, ыттисене хавхалантарать.