Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

36-МӖШ МӖШВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Савӑнӑр, Армагеддон ҫывӑх!

Савӑнӑр, Армагеддон ҫывӑх!

«Патшасене пӗр ҫӗре, еврейла Армагеддон текен вырӑна, пухрӗҫ» (ӲЛӖМ. 16:16, ҪХ).

150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Мӗншӗн Библире Армагеддон пирки мӗн калани пире савӑнтарать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

«АРМАГЕДДОН» сӑмаха илтсен ҫынсем час-часах куҫ умне ядерлӑ вӑрҫа е ҫутҫанталӑк катастрофине кӑларса тӑратаҫҫӗ. Анчах Библире Армагеддон пирки пачах урӑхла каланӑ, унта мӗн калани пире савӑнтарать (Ӳлӗм. 1:3). Ҫак вӑрҫӑ этемлӗхе пӗтермест, вӑл ӑна ҫӑлать! Ҫакӑ мӗнле пулса иртӗ?

2 Библи тӑрӑх, Армагеддон вӑрҫи ҫынсен правительствисене тӗп тӑвӗ. Ҫак вӑрҫӑра усал, йӗркесӗр ҫынсем пӗтӗҫ, тӳрӗ ҫынсем вара чӗрӗ юлӗҫ. Унсӑр пуҫне, Армагеддона пула ҫынсем пирӗн планетӑна пӗтермӗҫ (Ӳлӗм. 11:18). Ҫак шухӑшсене лайӑхрах ӑнланас тесе айтӑр тӑватӑ ыйтӑва пӑхса тухар: мӗн вӑл Армагеддон? Ун умӗн мӗнле событисем пулса иртӗҫ? Ҫӑлӑнса юлас тесен пирӗн мӗн тумалла? Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен мӗн тумалла?

МӖН ВӐЛ АРМАГЕДДОН?

3. а) «Армагеддон» текен сӑмах мӗне пӗлтерет? ӑ) Армагеддон ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр вырӑна пӗлтерменни Ӳлӗмхине 16:14, 16 сӑвӑ йӗркисенчен мӗнле курӑнса тӑрать?

3 Ӳлӗмхине 16:14, 16 вуласа парӑр. «Армагеддон» сӑмах Библире пӗр хут ҫеҫ тӗл пулать, вӑл «Мегиддон тӑвӗ» тенине пӗлтерекен еврей сӑмах ҫаврӑнӑшӗнчен пулса кайнӑ. Мегиддон авалхи Израиль хули пулнӑ (Иис. Н. 17:11). Анчах Армагеддон ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр вырӑна мар, вӑл «ҫӗр ҫинчи пур патша та» пӗрле пухӑнса Иеговӑна хирӗҫ тухнине пӗлтерет (Ӳлӗм. 16:14). Ҫак статьяра «Армагеддон» тенӗ чухне ҫав лару-тӑру хыҫҫӑнах пулса иртекен вӑрҫӑ пирки те сӑмах пырать. Армагеддон сӑнарлӑ вырӑн пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Пӗрремӗшӗнчен, Мегиддон тӑвӗ ҫӗр ҫинче ниҫта та ҫук. Иккӗмӗшӗнчен, «ҫӗр ҫинчи пур патша та» хӑйсен ҫарӗсемпе тата вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе пӗрле Мегиддон хули пулнӑ вырӑнта вырнаҫаймӗҫ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Армагеддон вӑрҫи ҫӗр ҫинчи патшасем Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнсан пуҫланӗ (ҫакна каярахпа ҫак статьяра курӑпӑр), Туррӑн ӗҫлекенӗсем вара ҫӗр ҫинче тӗрлӗ вырӑнта пурӑнаҫҫӗ.

4. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн юлашки аслӑ вӑрҫине Мегиддонпа ҫыхӑнтарнӑ?

4 Мӗншӗн Иегова хӑйӗн юлашки аслӑ вӑрҫине Мегиддонпа ҫыхӑнтарнӑ? Авалхи вӑхӑтра Мегиддонра тата юнашар вырнаҫнӑ Изреель айлӑмӗнче нумай ҫапӑҫу иртнӗ. Ҫавӑнта вара хӑш-пӗр чухне Иегова хӑйӗн халӑхне тӑшманӗсемпе кӗрешме пулӑшнӑ. Сӑмахран, Турӑ пулӑшнипе «Мегиддон шывӗ хӗрринче» Варак ятлӑ Израиль судйи Сисара ертсе пынӑ Ханаан ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Тӗлӗнмелле майпа ҫӗнтерме пулӑшнӑшӑн Варакпа Девора ятлӑ хӗрарӑм пророк Иеговӑна тав тунӑ. Вӗсем ҫапла юрланӑ: «Тӳпере... ҫапӑҫрӗҫ ҫӑлтӑрсем... Сисарӑпа ҫапӑҫрӗҫ вӗсем. Вилнисене Киссон шывӗ юхтарса кайрӗ» (Тӳр. 5:19—21).

5. Армагеддон вӑрҫипе Варак хутшӑннӑ вӑрҫӑ хушшинче мӗнле пысӑк уйрӑмлӑх пулӗ?

5 Варакпа Девора хӑйсен юррине ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫленӗ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн пӗтӗм тӑшману пӗттӗр! Сана юратакансем хӑйӗн пӗтӗм хӑватне кӑтартса тухакан хӗвел пек пулччӑр!» (Тӳр. 5:31.) Армагеддон вӑрҫи вӑхӑтӗнче те Иеговӑн тӑшманӗсем пӗтӗҫ, Турра юратакансем вара ҫӑлӑнса юлӗҫ. Анчах ҫак икӗ вӑрҫӑ хушшинче пӗр пысӑк уйрӑмлӑх пур. Туррӑн ӗҫлекенӗсем Армагеддон вӑрҫинче ҫапӑҫӑва хутшӑнмӗҫ. Вӗсен хӗҫ-пӑшал та пулмӗ! Вӗсем лӑпкӑ пулнипе тата Иеговӑпа унӑн тӳпери ҫарне шанса тӑнипе тӗреклӗ пулӗҫ (Ис. 30:15; Ӳлӗм. 19:11—15).

6. Армагеддонра Иегова хӑйӗн тӑшманӗсене мӗнле тӗп тӑвӗ?

6 Армагеддонра Иегова хӑйӗн тӑшманӗсене мӗнле тӗп тӑвӗ? Ҫавна вӑл тӗрлӗ майпа тума пултарать. Сӑмахран, вӑл ҫутҫанталӑк вӑйӗсемпе усӑ курма пултарать: ҫӗр чӗтреннипе, пӑрлӑ ҫумӑр янипе тата ҫиҫӗмпе (Иов 38:22, 23; Иез. 38:19—22). Ҫавӑн пекех вӑл тӑшмансене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе яма пултарать (2 Ҫулс. 20:17, 22, 23). Ангелсене ярса та вӑл усал ҫынсене пӗтерме пултарать (Ис. 37:36). Кирек мӗнле тусан та Иегова ҫак вӑрҫӑра ҫӗнтеретех. Унӑн пур тӑшманӗ те тӗп пулӗ. Тӳрӗ ҫынсем вара пурте ҫӑлӑнӗҫ (Ытар. 3:25, 26).

АРМАГЕДДОН УМӖН МӖН ПУЛСА ИРТӖ?

7, 8. а) 1 Фессалоника 5:1—6 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, тӗнчери ертӳҫӗсем мӗн пирки пӗлтерӗҫ? ӑ) Мӗншӗн ҫак суя сӑмах питӗ пысӑк сиен кӳрӗ?

7 «Ҫӳлхуҫа килес кун» пуҫланиччен «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерӗҫ. (1 Фессалоника 5:1—6 вуласа парӑр.) 1 Фессалоника 5:2-мӗшӗнче асӑннӑ «Ҫӳлхуҫа килес кун» вӑл — «пысӑк асап», е хӑрушла асап, вӑхӑчӗ (Ӳлӗм. 7:14). Хӑрушла асап вӑхӑчӗ кӗҫех пуҫланасса эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Библи тӑрӑх, ҫав вӑхӑт пуҫланас умӗн тӗнчери ертӳҫӗсем «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерӗҫ. Ҫакӑ вара хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланнине кӑтартакан паллӑ пулӗ.

8 Мӗншӗн тӗнчери ертӳҫӗсем ҫак сӑмахсене калӗҫ? Вӗсем хушшинче тӗн пуҫлӑхӗсем пулӗҫ-ши? Ҫакна эпир тӗп-тӗрӗс калама пултараймастпӑр. Кирек мӗнле пулсан та, «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тени демонсем хавхалантарнипе каланӑ суя сӑмах ҫеҫ пулӗ. Ҫак суя сӑмах вара питӗ пысӑк сиен кӳрӗ, мӗншӗн тесен ҫавна пула ҫынсем этемлӗх историйӗнчи чи хӑрушӑ вӑхӑт пуҫланас умӗн ним хӑрамалли те ҫук тесе шутлӗҫ. Библире каланӑ тӑрӑх, «вӗсем пӗтесси сасартӑк — ҫийӗнче пур арӑмӑн ача ҫуратас умӗн пилӗкӗ сасартӑк касса кайнӑ пек — персе ҫитӗ». Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирки вара мӗн калама пулать? Иеговӑн кунӗ сасартӑк пуҫланни вӗсене, тен, тӗлӗнтерсе те ярӗ, анчах ҫакӑ вӗсемшӗн пач кӗтмен япала пулмӗ.

9. Турӑ Сатанан тӗнчине мӗнле пӗтерӗ?

9 Ной пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова Сатанан тӗнчине тӳрех пӗтернӗ, анчах ку хутӗнче ҫакӑ икӗ тапхӑра тӑсӑлӗ. Малтан вӑл Сатанан тӗнчин пӗр пайне тӗп тӑвӗ: вӑл Аслӑ Вавилона — суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне — пӗтерӗ. Унтан Армагеддонра вӑл ҫак тӗнчен юлашки пайне — политика, ҫар тата коммерци системине — пӗтерӗ. Ҫак икӗ тапхӑра тӗплӗнрех пӑхса тухар.

10. Ӳлӗмхине 17:1, 6 тата 18:24-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Иегова Аслӑ Вавилона пӗтерӗ?

10 «Аскӑнран та аскӑн арӑма сут туни». (Ӳлӗмхине 17:1, 6; 18:24 вуласа парӑр.) Аслӑ Вавилон Туррӑн ятне чыссӑрлатать. Ҫак аскӑн арӑм Турӑ ҫинчен суяна вӗрентет. Аскӑн хӗрарӑм пекех, вӑл Турра шанчӑклӑ пулас вырӑнне ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсемпе хутшӑнать. Вӑл хӑйӗн влаҫӗпе тата витӗмӗпе усӑ курса суя тӗне тытса тӑракансен шучӗпе пуйса пырать. Аскӑн арӑм питӗ нумай юн, ҫав шутрах Туррӑн ӗҫлекенӗсен юнне те, тӑкнӑ (Ӳлӗм. 19:2). Иегова Аслӑ Вавилона мӗнле пӗтерӗ?

11. «Хӗрлӗ тискер кайӑк» кама сӑнласа парать тата Аслӑ Вавилона пӗтерес тесе Турӑ унпа мӗнле усӑ курӗ?

11 «Аскӑнран та аскӑн арӑма» пӗтерес тесе Иегова «хӗрлӗ тискер кайӑкӑн» «вунӑ мӑйракипе» усӑ курӗ. Ҫак тискер кайӑк вӑл — Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ, вунӑ мӑйраки вара ҫак организацие пулӑшса тӑракан правительствӑсене сӑнласа парать. Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫав правительствӑсем Аслӑ Вавилон ҫине тапӑнӗҫ. Вӗсем унӑн пурлӑхне туртса илнипе тата вӑл мӗн тери усал пулнине пурне те кӑтартнипе «ӑна тустарса тухӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ» (Ӳлӗм. 17:3, 16). Ҫакӑ питӗ хӑвӑрт пулса иртӗ, «пӗр кунрах» теме пулать. Аслӑ Вавилон майлӑ пулнисене ҫакӑ аптратса ӳкерӗ, мӗншӗн тесен ҫак аскӑн арӑм час-часах ҫапла каласа мухтаннӑ: «Эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ — тӑлӑх арӑм мар, хуйхӑ курмӑп!» (Ӳлӗм. 18:7, 8.)

12. Иегова ҫак тӗнчери халӑхсене мӗн тума памӗ тата мӗншӗн?

12 Турӑ ҫак тӗнчери халӑхсене хӑйӗн халӑхне пӗтерме памӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ ячӗпе ҫӳрессине питӗ пысӑк чыс вырӑнне хураҫҫӗ тата Аслӑ Вавилонран тухӑр текен хушӑва итлеҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 15:16—18; Ӳлӗм. 18:4). Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен вӑйне шеллемесӗр ыттисене те суя тӗнрен тухма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем «унӑн асапне» курмӗҫ. Ҫав-ҫавах Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пулнипе пулманни тӗрӗсленӗ.

Гог тапӑнсан пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иеговӑна шанӗҫ (13-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

13. а) Кам вӑл Гог? ӑ) Иезекииль 38:2, 8, 9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Армагеддон вӑрҫи хӑҫан пуҫланӗ?

13 Гог тапӑнни. (Иезекииль 38:2, 8, 9 вуласа парӑр.) Суя тӗнсен организацийӗсем пӗтнӗ хыҫҫӑн Туррӑн халӑхӗ хӑрушӑ ҫил-тӑвӑла тӳссе ирттернӗ пӗртен-пӗр йывӑҫ пек пулӗ. Паллах, ҫавӑншӑн Сатана урса кайӗ. Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне вӑл демонсем хавхалантарнипе каланӑ «таса мар сӑмахсем» урлӑ кӑтартӗ. Ҫавна вӑл халӑхсен пӗрлешӗвӗ Иеговӑн халӑхне хирӗҫ кайтӑр тесе тӑвӗ (Ӳлӗм. 16:13, 14, ҪТ). Ҫак халӑхсен пӗрлешӗвӗ ҫинчен Библире «Магог ҫӗрӗнчи Гог» тенӗ. Халӑхсем Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнсан, вӗсем, сӑнарлӑ каласан, Армагеддон текен вырӑна пуҫтарӑнӗҫ (Ӳлӗм. 16:16).

14. Гогӑн мӗне йышӑнма тиветех?

14 Гог хӑйӗн «ӳт вӑйӗ» ҫине — хӑйӗн ҫарӗсем ҫине — шанӗ (2 Ҫулс. 32:8). Эпир вара Иегова Турӑ ҫине шанӑпӑр. Халӑхсемшӗн ҫакӑ ӑссӑрла пек курӑнӗ. Мӗншӗн? Аслӑ Вавилон хӑватлӑ пулнӑ пулсан та, унӑн туррисем ӑна «тискер кайӑкран» тата «вунӑ мӑйракаран» хӑтарайман (Ӳлӗм. 17:16). Ҫавӑнпа та Гог пире ҫӗнтерме ҫӑмӑл пулать тесе шутлӗ. Вӑл Туррӑн халӑхӗ ҫине «хура пӗлӗт пек ҫӗкленӗ» (Иез. 38:16). Анчах кӗҫех Гог танатана лекнине ӑнланса илӗ. Ӗлӗк-авал Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче фараонӑн хӑйӗнпе Иегова ҫапӑҫнине йышӑнма тивнӗ, Гогӑн та ҫавнах тума тивет (Тух. 14:1—4; Иез. 38:3, 4, 18, 21—23).

15. Иисус Армагеддонра мӗн тӑвӗ?

15 Христоспа унӑн тӳпери ҫарӗсем Иеговӑн халӑхне хӳтӗлӗҫ те Гогӑн ҫарӗсене тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 19:11, 14, 15). Туррӑн тӗп тӑшманӗпе вара, халӑхсене улталаса Армагеддон вӑрҫи вӑхӑтӗнче Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнма хӗтӗртнӗ Сатанапа, мӗн пулӗ? Иисус Сатанапа демонсене тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗ, унта вӗсем пин ҫул пулӗҫ (Ӳлӗм. 20:1—3).

АРМАГЕДДОНРА ҪӐЛӐНСА ЮЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

16. а) Турра пӗлнине эпир мӗнле кӑтартатпӑр? ӑ) Иеговӑна пӗлекен ҫынсемпе Армагеддонра мӗн пулӗ?

16 Эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул ӗҫлетпӗр-и е ҫук, Армагеддонра ҫӑлӑнса юлас тесен пирӗн «Турра йышӑн[нине]», е пӗлнине, тата «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара» пӑхӑннине ӗҫсемпе кӑтартмалла (2 Фес. 1:7—10). Турра пӗлни шутне ӑна мӗн килӗшнипе килӗшменнине тата унӑн нормисене пӗлни кӗрет. Ҫавӑн пекех ӑна юратнипе, итленипе тата ӑна кӑна пуҫҫапнипе эпир Турра пӗлнине кӑтартатпӑр (1 Иоанн 2:3—5; 5:3). Эпир Турра чӑннипех пӗлетпӗр пулсан, Турӑ та пире пӗлессе тата ырласса ҫирӗп шанма пултаратпӑр (1 Кор. 8:3). Турӑ пире пӗлнине пула эпир Армагеддонра ҫӑлӑнса юлӑпӑр.

17. «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара» пӑхӑнни мӗне пӗлтерет?

17 «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар» шутне Иисус вӗрентнӗ пур чӑнлӑх та кӗрет, вӗсене эпир Турӑ Сӑмахӗнче вулама пултаратпӑр. Ҫак чӑнлӑхсемпе килӗшӳллӗн пурӑннипе эпир ырӑ хыпара пӑхӑнатпӑр. Пӑхӑннине эпир Иеговӑшӑн ӗҫлессине мала хунипе, унӑн тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑнипе тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтернипе кӑтартатпӑр (Матф. 6:33; 24:14). Ҫавӑн пекех пӑхӑнни шутне Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсене вӗсем туса тӑракан пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тума пулӑшни кӗрет (Матф. 25:31—40).

18. Мӗнле майпа Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсем хӑйсене пулӑшакан «урӑх сурӑхсене» ырӑлӑх кӑтартӗҫ?

18 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсене пулӑшакан «урӑх сурӑхсене» кӗҫех ырӑлӑх кӑтартма май пулӗ (Иоанн 10:16). Вӗсем ҫавна мӗнле тӑвӗҫ? Армагеддон пуҫланиччен 144 000-рен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене пурне те пӗлӗте илӗҫ. Вӗсем ангелсем пек тата вилӗмсӗр пулӗҫ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пур христианин та пӗлӗтри ҫарсенче пулӗ, вӗсем Гога тӗп тӑвӗҫ тата Турӑшӑн ӗҫлекен «имсӗр-сумсӑр ҫынна» хӳтӗлӗҫ (Ӳлӗм. 2:26, 27; 7:9, 10). Имсӗр-сумсӑр ҫын шутне кӗрекен христиансем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсене пулӑшнӑшӑн ҫав тери савӑнӗҫ пулӗ!

ҪАК ЮЛАШКИ КУНСЕНЧЕ ТУРРА ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

19, 20. Ҫак тӗнченӗн юлашки кунӗсенче йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен пирӗн мӗн тумалла?

19 Ҫак юлашки йывӑр кунсенче Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Апла пулсан та, эпир ҫав йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата савӑнӑҫа упраса хӑварма пултаратпӑр (Иак. 1:2—4). Ҫакна тума пире мӗн пулӑшӗ? Чун-чӗререн кӗлтуни (Лука 21:36). Унсӑр пуҫне, кашни кун Библие тӗпчени тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлани, ҫав шутрах кӗҫех пурнӑҫланакан тӗлӗнмелле пророкла каланисем ҫинчен шухӑшлани (Пс. 76:13). Ҫаксем пурте, ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑн туса тӑни те пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ тата шанчӑка куҫран вӗҫертме памӗ.

20 Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Аслӑ Вавилона пӗтерсен тата Армагеддон вӑрҫи вӗҫленсен эсир мӗн тери хытӑ савӑнӑр! Унтан та ытла, Туррӑн ячӗ тата унӑн аслӑ влаҫӗ тӳрре тухсан эсир калама ҫук хӗпӗртӗр! (Иез. 38:23.) Куртӑмӑр ӗнтӗ, Армагеддон кӗҫех пуласси Турра пӗлекен, унӑн Ывӑлне пӑхӑнакан тата вӗҫне ҫитичченех тӳсекен ҫынсене питӗ савӑнтарать (Матф. 24:13).

143-МӖШ ЮРӐ Малалла та ӗҫлер, сыхӑ пулар, кӗтсе тӑрар

^ 5 абз. Иеговӑн халӑхӗ Армагеддона тахҫантанпах кӗтет. Ҫак статьяра эпир Армагеддон мӗне пӗлтернине, ун умӗн мӗнле событисем пулса иртессине тата ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен пирӗн мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 71 абз. ӲКЕРЧӖК: пуласлӑхра тӗнчере пулса иртекен событисем. Ҫав вӑхӑтра эпир: 1) май пур таран ырӑ хыпар пӗлтерӗпӗр, 2) Библие тӗпчесе тӑрӑпӑр, 3) Турӑ хӳтӗлессе шанса тӑрӑпӑр.

^ 85 абз. ӲКЕРЧӖК: полицейскисем христиансен ҫемйин ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме хатӗр, ҫак ҫемье вара Иисуспа ангелсем ҫакна пӗлнине ҫирӗп шанать.