Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Йӑваш пулма тӑрӑшӑр та Иеговӑна савӑнтарӑр

Йӑваш пулма тӑрӑшӑр та Иеговӑна савӑнтарӑр

«Эй ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑваш кӑмӑллисем... Ҫӳлхуҫана шырӑр... йӑваш ӑслӑ пулма тӑрӑшӑр» (СОФ. 2:3).

80-МӖШ ЮРӐ Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Моисей мӗнле ҫын пулнӑ тата Турӑ пулӑшнипе вӑл мӗн-мӗн тунӑ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн йӑвашлӑха аталантармалла?

БИБЛИРЕ «Моисей ҫӗр ҫинчи пур ҫынран та йӑвашрах пулнӑ» тесе каланӑ (Йыша шутл. 12:3). Апла вӑл вӑйсӑр, иккӗленекен тата хӑйне хирӗҫ тӑнӑ чухне хӑйӗн шухӑшне калама хӑракан ҫын пулнӑ теме пулать-и? Хӑшӗ-пӗрисем йӑваш ҫын пирки шӑп ҫапла шутлаҫҫӗ те. Анчах ку пачах тӗрӗс мар. Чӑннипе каласан, Моисей вӑйлӑ, ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ тата хӑюллӑ ҫын пулнӑ. Иегова пулӑшнипе вӑл фараона хирӗҫ кайма хӑраман, 3 000 000-а яхӑн ҫынран тӑракан халӑха пушхир тӑрӑх ертсе пынӑ, ҫавӑн пекех израильтянсене хӑйсен тӑшманӗсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ.

2 Эпир Моисей тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулмастпӑр пулин те, пирӗн урӑх йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫавӑн чухне йӑваш пулма пире йывӑр пулма пултарать. Анчах йӑвашлӑха аталантарма пирӗн витӗмлӗ сӑлтав пур. Иегова «йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ» тесе сӑмах парать (Пс. 36:11). Эсир хӑвӑр пирки йӑваш ҫын тесе шутлатӑр-и? Ыттисем вара сирӗн пирки мӗн шутлаҫҫӗ? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас умӗн йӑваш пулни мӗне пӗлтернине пӗлмелле.

ЙӐВАШ ПУЛНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

3, 4. а) Йӑвашлӑха мӗнпе танлаштарма пулать? ӑ) Йӑваш пулас тесен пире мӗнле тӑватӑ лайӑх ен кирлӗ тата мӗншӗн?

3 Йӑвашлӑха * хитре ӳкерчӗкпе танлаштарма пулать. Ӳнерҫӗне ӳкерчӗк ӳкерме тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑсем кирлӗ пекех, пире те йӑваш пулас тесен тӗрлӗ йышши лайӑх енсем кирлӗ. Ҫак лайӑх енсем шутне хамӑра кӗҫӗне хуни, пӑхӑнни, ӑшӑ кӑмӑллӑ тата хӑюллӑ пулни кӗрет. Турра савӑнтарас килет пулсан, мӗншӗн пирӗн ҫак лайӑх енсене кӑтартмалла?

4 Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем кӑна Турӑ мӗн тума хушнине пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Турӑ вара пире ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма хушать (2 Тим. 2:24). Эпир Турӑ мӗн тума хушнине туса тӑнипе Сатанана тарӑхтаратпӑр. Акӑ мӗншӗн эпир ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма тата хамӑра кӗҫӗне хума тӑрӑшатпӑр пулсан та, Сатана витӗмне лекнӗ ҫынсем пире кураймаҫҫӗ (Иоанн 15:18, 19). Ҫавӑнпа та Сатанана хирӗҫ тӑрас тесен пирӗн хӑюллӑ пулмалла.

5, 6. а) Мӗншӗн Сатана йӑваш ҫынсене кураймасть? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусен хуравӗсене пӗлӗпӗр?

5 Йӑваш ҫынпа мӑнкӑмӑллӑ ҫын хушшинче нимӗнле пӗрпеклӗх те ҫук, мӗншӗн тесен мӑнкӑмӑллӑ ҫын ҫиллине чармасть тата Иеговӑна пӑхӑнмасть. Сатана хӑйне шӑп ҫапла тытать те. Вӑл йӑваш ҫынсене курайманни пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен йӑваш пулнипе вӗсем унӑн мӑнкӑмӑллӑхне уҫса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Сатана суеҫӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ, ҫакӑ вара ӑна тата хытӑрах тарӑхтарать. Мӗншӗн тесен вӑл кирек мӗн каласан та, кирек мӗн тусан та йӑваш ҫынсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарма пултараймасть! (Иов 2:3—5.)

6 Хӑҫан пире йӑваш пулма йывӑр пулма пултарать? Мӗншӗн малалла та ҫак ене аталантармалла? Ҫак ыйтусен хуравӗсене тупас тесе Моисейӗн тӗслӗхне, виҫӗ ҫамрӑк еврей тӗслӗхне тата Иисусӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.

ПИРЕ ЙӐВАШ ПУЛМА ХӐҪАН ЙЫВӐР ПУЛМА ПУЛТАРАТЬ?

7, 8. Ыттисем хӑйне хисеплемен чухне Моисей хӑйне мӗнле тытнӑ?

7 Пирӗн власть пур чухне. Камӑн власть пур, ҫав ҫынна йӑваш пулма йывӑр пулма пултарать, уйрӑмах хӑйне пӑхӑнса тӑракансем хисеплемен чухне е унӑн йышӑнӑвӗсемпе килӗшмен чухне. Сирӗнпе ҫавӑн пекки пулнӑ-и? Ҫемьерисенчен кам та пулин хӑйне ҫапла тытрӗ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр-ши? Ҫакӑн пек лару-тӑрура Моисей хӑйне мӗнле тытнине сӳтсе явар.

8 Иегова Моисее Израиль халӑхӗн ертӳҫи пулма суйласа лартнӑ тата ҫак халӑх валли саккунсем ҫырса хума май панипе чыс тунӑ. Турӑ Моисее пулӑшса тӑни уҫҫӑн курӑннӑ. Ҫав-ҫавах унӑн аппӑшӗпе пиччӗшӗ, Мариампа Аарон, Моисее вӑл хӑйне валли мӗнле арӑм суйласа илни пирки айӑплама пуҫланӑ. Кам та пулин Моисей вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, тарӑхса кайма тата кӳрентерекенсене тавӑрма пултарнӑ. Анчах Моисей хӑйне пачах урӑхла тытнӑ. Вӑл кӳренмен. Вӑл Иеговӑна тилҫеллӗ Мариама сыват тесе те йӑлӑннӑ (Йыша шутл. 12:1—13). Мӗншӗн Моисей хӑйне ҫавӑн пек тытнӑ?

Моисей Иеговӑна тилҫеллӗ Мариама сыват тесе йӑлӑннӑ (8-мӗш абзаца пӑхӑр.)

9, 10. а) Иегова Моисее мӗн ӑнланма пулӑшнӑ? ӑ) Ҫемье пуҫӗсемпе старейшинӑсем Моисей тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

9 Моисей хӑйне Иеговӑна вӗрентме ирӗк панӑ. 40 ҫула яхӑн маларах, фараон ҫемйинче пурӑннӑ чухне, Моисей йӑваш пулман. Пӗррехинче, питӗ хытӑ тарӑхса кайнипе вӑл пӗр ҫынна вӗлернӗ — лешӗ хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ тесе шутланӑ вӑл. Моисей хӑйне ытлашши шанса хӑй мӗн тунине Иегова ырлать тенӗ пулмалла. 40 ҫул хушши Иегова Моисее ҫакна ӑнланма пулӑшнӑ: израильтянсене ертсе пыма хӑюллӑ пулни ҫителӗксӗр, йӑваш пулни те кирлӗ. Йӑваш пулас тесен вара унӑн хӑйне кӗҫӗне хумалла, пӑхӑнмалла тата ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла пулнӑ. Моисей ӑса вӗреннӗ те лайӑх ертӳҫӗ пулса тӑнӑ (Тух. 2:11, 12; Ап. ӗҫ. 7:21—30, 36).

10 Ҫемье пуҫӗсемпе старейшинӑсен Моисейрен тӗслӗх илмелле. Хӑвӑра хисеплесех кайман чухне ан кӳренӗр. Хӑвӑра кӗҫӗне хурса хӑвӑр тунӑ йӑнӑшсене йышӑнӑр (Еккл. 7:9, 20). Йывӑрлӑхсене татса парас тесе Иегова мӗн тума хушнине тӑвӑр. Яланах йӑвашшӑн хуравлӑр (Ытар. 15:1). Хӑйсене ҫапла тытакан ҫемье пуҫӗсемпе старейшинӑсем Иеговӑна савӑнтараҫҫӗ, мире упрама пулӑшаҫҫӗ тата йӑваш пулас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.

11—13. Виҫӗ еврей пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

11 Пире хӗсӗрленӗ чухне. Мӗн авалтанпах Иеговӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра та пире «усал ӗҫ» тунӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, анчах чӑннипе пире «этемрен ытларах Турра» пӑхӑннӑшӑн хӗсӗрлеҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 5:29). Пирӗн пирки тем те пӗр калама, пире тӗрмене хупма тата хӗнеме те пултараҫҫӗ. Анчах эпир хамӑршӑн тавӑрмастпӑр, ҫакӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Турӑ пулӑшнипе йӑваш пулнине кӑтартатпӑр.

12 Айтӑр Вавилон тыткӑнне лекнӗ виҫӗ ҫамрӑк еврейӗн — Ананийӑн, Мисаилӑн тата Азарийӑн — тӗслӗхне пӑхса тухар *. Вавилон патши вӗсене пысӑк ылтӑн кӗлеткене пуҫҫапма хушнӑ, анчах вӗсем йӑвашшӑн эпир ҫакна тумастпӑр тесе каланӑ. Патша вӗсене ҫунакан кӑмакана пӑрахӑп тесе хӑратнӑ пулсан та, вӗсем Турра пӑхӑнма пӑрахман. Турӑ хӑйсене ҫӑласса вӗсем кӗтмен, анчах Иегова вӗсене ҫӑлнӑ. Вӗсем Иегова кирек мӗне пулса иртме парсан та, ҫавна йышӑнма хатӗр пулнӑ (Дан. 3:1, 8—23, 91—95). Йӑваш ҫынсем хӑюллӑ пулни вӗсен тӗслӗхӗнчен уҫҫӑн курӑнать. Влаҫсем пире Турӑран пӑрӑнма хӗтӗртни, вӗлерессипе хӑратни тата хӗсӗрлени пире пӗр Иеговӑшӑн ҫеҫ ӗҫлеме чарма пултараймасть (Тух. 20:4, 5).

13 Иеговӑна чунтан парӑннипе парӑнманни тӗрӗсленнӗ чухне эпир хамӑра Анания, Мисаил тата Азария пек мӗнле тытма пултаратпӑр? Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр тата Иегова пирӗншӗн тӑрӑшасса шанатпӑр (Пс. 117:6, 7). Хамӑра «усал ӗҫ» тунӑ тесе айӑплакансене эпир йӑвашшӑн тата хисеплӗн хуравлатпӑр (1 Петр 3:15). Ҫавӑн пекех юратакан Аттепе хамӑр хушӑри туслӑха эпир ниме те аркатма памастпӑр.

Тарӑхса кайнӑ ҫынсемпе хисеплӗн калаҫатпӑр (13-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14, 15. а) Чун питӗ хытӑ пӑлханнӑ чухне эпир хамӑра мӗнле тытма пултаратпӑр? ӑ) Исаия 53:7, 10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, чун питӗ хытӑ пӑлханнӑ вӑхӑтра йӑваш пулас тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

14 Чун хытӑ пӑлханнӑ чухне. Тӗрлӗ сӑлтава пула пирӗн чун хытӑ пӑлханма пултарать. Сӑмахран, шкулта вӗренекенсем экзаменсем умӗн хытӑ пӑшӑрханаҫҫӗ, аслисем — ӗҫре вӗсене пӗр-пӗр ӗҫ тума хушсан. Нумайӑшӗ больницӑра операци е мӗнле те пулин процедура тумалли пирки шухӑшлама пуҫласанах пӑшӑрханма тытӑнать. Чун пӑлханнӑ чухне йӑваш пулма ҫӑмӑлах мар. Пире ытти чухне тарӑхтарман япаласем те тарӑхтарма пултараҫҫӗ. Эпир сасса хӑпартса е хыттӑн ыттисене мӗн те пулин калама пултаратпӑр. Чун хытӑ пӑлханнӑ чухне Иисус Христос тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлӑр.

15 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ юлашки уйӑхсенче Иисусӑн чунӗ питӗ хытӑ пӑлханнӑ. Хӑйне асаплантарса вӗлерессе вӑл пӗлнӗ (Иоанн 3:14, 15; Гал. 3:13, 14). Виличчен темиҫе уйӑх маларах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене «Эпӗ питех те тертленетӗп» тесе каланӑ (Лука 12:50). Асап юпи ҫинче вӗлериччен темиҫе кун кӑна юлсан вӑл: «Манӑн чунӑм пӑлханать»,— тенӗ. Кӗлтунӑ чухне вӑл хӑйне кӗҫӗне хунине тата хӑйӗн Ашшӗне пӑхӑннине кӑтартнӑ. Вӑл: «Эй Аттем! ҫак сехетрен хӑтарсам Мана! анчах Эпӗ шӑпах ҫак сехетшӗн килнӗ. Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» — тенӗ (Иоанн 12:27, 28). Вӑхӑт ҫитсен Иисус хӑюллӑн хӑйне мӑшкӑл туса асаплантарса вӗлерме ирӗк панӑ. Питӗ хытӑ пӑшӑрханнине тата асапланнине пӑхмасӑрах вӑл йӑваш пулса Туррӑн ирӗкне пурнӑҫланӑ. Чӑнах та, чун питӗ хытӑ пӑлханнӑ вӑхӑтра йӑваш пулас тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. (Исаия 53:7, 10 вуласа пар.)

Йӑваш пулас тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (16, 17 абзацсене пӑхӑр.) *

16, 17. а) Тусӗсем хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ чухне Иисус йӑваш пулнипе пулманни мӗнле тӗрӗсленнӗ? ӑ) Эпир Иисусӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус йӑваш пулнипе пулманни каллех тӗрӗсленнӗ. Ҫакӑ ҫывӑх тусӗсем хӑйсене мӗнле тытнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫав каҫ Иисус мӗн тери хытӑ пӑшӑрханни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Унӑн мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑнтан миллион-миллион ҫыннӑн пурнӑҫӗ килнӗ (Рим 5:18, 19). Унтан та ытларах, вӑл хӑйне мӗнле тытнипе Ашшӗн ырӑ ятне е чыссӑрлатнӑ, е мухтава кӑларнӑ пулӗччӗ (Иов 2:4). Ҫав юлашки каҫ вара унӑн ҫывӑх тусӗсем, апостолсем, «пӗр-пӗринпе хӑйсем хушшинче кама аслӑраххи тесе хисеплемелли» пирки хытӑ тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем тӗрӗс мар шухӑшланине Иисус пӗрре анчах мар тӳрлетме тӑрӑшнӑ, ҫакна вӑл ҫав каҫ кӑшт маларах вӗсен урисене ҫунӑ чухне те тунӑ. Тӗлӗнмелле те, Иисус тарӑхса кайман. Вӑл вӗсемпе ӑшшӑн калаҫнӑ. Вӑл каллех ыррӑн, ҫав вӑхӑтрах тӳррӗн вӗсен мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалли пирки ӑнлантарса панӑ. Ун хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн тусӗсене ялан хӑйне пулӑшса тӑнӑшӑн мухтаса илнӗ (Лука 22:24—28; Иоанн 13:1—5, 12—15).

17 Ҫавӑн пек лару-тӑрура эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? Иисусран тӗслӗх илӗр те чун питӗ хытӑ пӑлханнӑ чухне лӑпкӑ пулма тӑрӑшӑр. «Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр» текен Иеговӑн хушӑвне тытса тӑрӑр (Кол. 3:13). Эпир хӑш-пӗр чухне ыттисене тарӑхтаракан сӑмахсем калама е ҫиллентерме пултаракан ӗҫсем тума пултарнине асра тытни пире ҫак хушӑва тытса тӑма пулӑшӗ (Ытар. 12:18; Иак. 3:2, 5). Ҫавӑн пекех ыттисене вӗсен лайӑх енӗсемшӗн мухтама тӑрӑшӑр (Эф. 4:29).

МӖНШӖН МАЛАЛЛА ТА ЙӐВАШ ПУЛМА ТӐРӐШМАЛЛА?

18. Иегова йӑваш ҫынсене тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле пулӑшать? Вӗсен хӑйсен енчен мӗн тумалла?

18 Эпир тӗрӗс йышӑнусем тӑвӑпӑр. Мӗн тумаллине пӗлместпӗр пулсан, Иегова пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ. Анчах ҫакна вӑл эпир йӑваш пулсан ҫеҫ тӑвӗ. Вӑл «йӑвашшисем мӗн ыйтнине» илтетӗп тесе сӑмах парать (Пс. 9:38, 39). Анчах вӑл илтет кӑна мар, вӑл «йӑвашшисене тӳрӗлӗх енне ярать, йӑвашшисене Хӑйӗн ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗрентет» (Пс. 24:9). Иегова пире Библи урлӑ тата «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» парса тӑракан сӑнарлӑ апат урлӑ — Библие ӑнлантарса паракан литературӑпа * видеороликсем урлӑ тата пухусем урлӑ — хӑйӗн ҫулӗпе ҫӳреме вӗрентет (Матф. 24:45—47). Пирӗн вара хамӑра кӗҫӗне хурса Иегова пулӑшнине йышӑнмалла, урӑхла каласан, вӑл паракан публикацисене тӗпчемелле тата мӗн пӗлнине чун-чӗререн тытса тӑмалла.

19—21. Кадесра Моисей мӗнле йӑнӑш тунӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

19 Эпир йӑнӑшсем тумӑпӑр. Каллех Моисее аса илер. Вун-вун ҫул хушши Моисей йӑваш пулнӑ тата Иеговӑна савӑнтарнӑ. Анчах пӗррехинче пӗр ҫивӗч лару-тӑру сиксе тухнӑ чухне Моисей хӑйне йӑвашшӑн тытман. Израильтянсем пушхир тӑрӑх 40 ҫул патнеллех ҫӳренӗ ӗнтӗ. Тин кӑна Моисейӗн аппӑшӗ, Египетра унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑскер, вилнӗ. Ӑна Кадесра пытарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах израильтянсем каллех вӗсемшӗн тӑрӑшмаҫҫӗ тесе мӑкӑртатма тытӑннӑ. Халӑх Моисее шыв ҫуккишӗн вӑрҫнӑ, ҫавӑншӑн вӑл айӑплӑ тесе те каланӑ. Моисей Иегова пулӑшнипе нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунине тата хӑйне шеллемесӗр нумай ҫул хушши израильтянсене ертсе пынине пӑхмасӑрах вӗсем ӳпкелешме пуҫланӑ (Йыша шутл. 20:1—5, 9—11).

20 Тарӑхса кайнипе Моисей хӑйне йӑвашшӑн тытман. Вӑл Турӑ хушнӑ пек тӑвас вырӑнне, чул хысакне сӑмах калас вырӑнне, пӗтӗм халӑха ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе хам тӑвӑп тесе хыттӑн каланӑ. Унтан вӑл чул хысакне икӗ хутчен ҫапнӑ та шыв юхса тухнӑ. Хӑйне пысӑка хунипе тата тарӑхса кайнипе вӑл питӗ пысӑк йӑнӑш тунӑ (Пс. 105:32, 33). Ҫак лару-тӑрура йӑваш пулманнине пула Моисей Пама пулнӑ ҫӗре кӗреймен (Йыша шутл. 20:12).

21 Ҫакӑ пире нумай мӗне вӗрентет. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн яланах йӑваш пулма тӑрӑшмалла. Пӗр самантлӑха та пулин ҫакна тума пӑрахсан эпир тӳрех хамӑра асла хума, унтан вара мӗн те пулин тӗрӗс маррине калама е тума пултаратпӑр. Иккӗмӗшӗнчен, чун питӗ хытӑ пӑлханнӑ чухне йӑваш пулма питӗ йывӑр пулма пултарать, ҫавӑнпа ҫӑмӑлах мар лару-тӑрусенче йӑваш пулас тесен вӑй хумалла.

22, 23. а) Мӗншӗн пирӗн малалла та йӑваш пулма тӑрӑшмалла? ӑ) Софония 2:3-мӗшӗнчи сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла?

22 Эпир ҫӑлӑнса юлӑпӑр. Кӗҫех Иегова ҫӗр ҫинчи пур усал ҫынна та пӗтерӗ, вара йӑвашшисем ҫеҫ тӑрса юлӗҫ. Ҫӗр ҫинче мир пулӗ (Пс. 36:10, 11). Эсир ҫав йӑваш ҫынсем хушшинче пулӑр-ши? Иегова Софония 2:3-мӗшӗнче (вуласа пар) мӗн тума хушнине тӑватӑр пулсан, ҫав йӑваш ҫынсем хушшинче пулатӑр.

23 Мӗншӗн Софония 2:3-мӗшӗнче «тен, эсир... пытанса юлайӑр» тенӗ? Иегова хӑйне юратакан тата савӑнтаракан ҫынсене ҫӑлма пултарайман пирки мар. Ҫак сӑмахсем ҫакна кӑтартаҫҫӗ: Иегова пире ҫӑлать-и, ҫӑлмасть-и — пирӗнтен хамӑртан килет. Эпир халех йӑваш пулма тата Иеговӑна савӑнтарма тӑрӑшатпӑр пулсан «Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче» ҫӑлӑнса юлӑпӑр тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр.

120-МӖШ ЮРӐ Христос пекех йӑваш пулӑр

^ 5 абз. Пирӗнтен никам та йӑваш ҫын пулса ҫуралмасть. Ҫак лайӑх ене пирӗн аталантармалла. Тен, пире лӑпкӑ ҫынсемпе йӑваш пулма ҫӑмӑл, мӑнкӑмӑллӑ ҫынсемпе вара ҫӑмӑлах мар. Ҫак статьяра эпир йӑвашлӑха аталантарма чӑрмантаракан йывӑрлӑхсене пӑхса тухӑпӑр тата ҫак йывӑрлӑхсене мӗнле татса памаллине пӗлӗпӗр.

^ 3 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Йӑваш ҫын ыттисемпе ырӑ, хӑйне тарӑхтарса яма хӑтланнӑ чухне те лӑпкӑ. Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫыннӑн мӑнкӑмӑллӑх та, хӑйне асла хурасси те ҫук; вӑл хӑйӗн пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламасть. Иегова та хӑйне кӗҫӗне хурать, вӑл чи пысӑк вырӑн йышӑнать пулин те, ыттисене юратнине тата хӗрхеннине кӑтартать.

^ 12 абз. Вавилонра ҫак ҫамрӑксене Седрах, Мисах тата Авденаго ятсем панӑ (Дан. 1:7).

^ 18 абз. Сӑмахран, 2011 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тӑвӑр» статьяна пӑхӑр.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖК. Хӑйсем хушшинче кам аслӑрах пулни пирки тавлашакан вӗренекенӗсене Иисус ӑшшӑн та лӑпкӑн тӳрлетет.