Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру»

«Ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру»

«Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп» (ИС. 41:10).

7-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн вӑй-хӑват

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. а) Исаия 41:10-мӗшӗнчи сӑмахсем Ёсико ятлӑ хӗрарӑм тӑвана мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Ҫак сӑмахсем кама усӑ параҫҫӗ?

ТУРӐШӐН шанчӑклӑн ӗҫлекен Ёсико ятлӑ хӗрарӑм тӑвана тухтӑр япӑх хыпар пӗлтернӗ: унӑн темиҫе уйӑх кӑна пурӑнмалли юлнӑ. Ҫакна илтсен вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл хӑйӗн юратнӑ сӑвӑ йӗркине — Исаия 41:10-мӗшне (вуласа пар) аса илнӗ. Унтан Ёсико лӑпкӑн тухтӑра Иегова мана алран тытса тӑрать, ҫавӑнпа та эпӗ хӑрамастӑп тенӗ *. Ҫак сӑвӑ йӗркинчи йӑпатакан сӑмахсем пирӗн хаклӑ тӑвана Иегова ҫине хытӑ шанма пулӑшнӑ. Ҫак сӑмахсем пире те йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне йӑпатма пултараҫҫӗ. Мӗнле майпа? Ҫакна ӑнланас тесе айтӑр малтан мӗншӗн Иегова ҫак сӑмахсене Исаийӑна ҫырса хума хушнине пӗлер.

2 Ҫак сӑмахсемпе Иегова нумай ҫул иртсен Вавилон тыткӑнне лекнӗ еврейсене йӑпатасшӑн пулнӑ. Анчах Исаия 41:10-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫав еврейсемшӗн кӑна усӑллӑ пулман, вӗсем хальхи вӑхӑтра пурӑнакан Туррӑн халӑхӗшӗн те усӑллӑ (Ис. 40:8; Рим 15:4). Эпир питӗ «йывӑр саманара» пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа Исаия кӗнекинчи хавхалантаракан шухӑшсем пире нихҫанхинчен те кирлӗрех (2 Тим. 3:1).

3. а) 2019 ҫулхи текстра, Исаия 41:10-мӗшӗнче, мӗн пирки шантарса каланӑ? ӑ) Ҫакӑн пек шантарса каланисем пире мӗншӗн питӗ кирлӗ?

3 Ҫак статьяра эпир Исаия 41:10-мӗшӗнчи Иегова сӑмах панисене, ӗненӗве ҫирӗплетекен виҫӗ шухӑша пӑхса тухӑпӑр: 1) Иегова пирӗнпе пулӗ; 2) вӑл пирӗн Турӑ; 3) вӑл пире пулӑшӗ. Ҫакӑн пек шантарса каланисем * питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн те, Ёсико тӑванӑн пекех, йывӑрлӑхсем пулкалаҫҫӗ. Ҫак тӗнчере пулса иртекен япӑх ӗҫсене пула та пирӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Сӑмахран, пирӗн тӑвансенчен хӑшӗ-пӗрисене влаҫсем хӗсӗрлеҫҫӗ. Айтӑр ҫакӑн пек шантарса каланисене умлӑн-хыҫлӑн пӑхса тухар.

«САНПАЛА — ЭПӖ»

4. а) Чи малтанах эпир мӗнле шантарса каланине пӑхса тухӑпӑр? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Пире юратнине Иегова мӗнле сӑмахсемпе кӑтартнӑ? б) Турӑ каланӑ сӑмахсем сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?

4 Чи малтанах Иегова пире ҫапла шантарса калать: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ» *. Иегова пирӗнпе пулни мӗнрен курӑнать? Вӑл пирӗнпе интересленнинчен тата пире юратнинчен. Исаия 43:4-мӗшӗнче Иегова хӑйӗн ӑшӑ та ҫепӗҫ туйӑмӗсем ҫинчен калать: «Эсӗ хаклӑ Маншӑн, питех те хаклӑ, эсӗ — Манӑн юратнӑскерӗм». Ҫут тӗнчере нимӗнле вӑй та Иеговӑна хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратма пӑрахтараймасть. Вӑл пире чунтан парӑннӑ (Ис. 54:10). Турӑ пире юратни тата пирӗнпе туслӑ пулни пире хӑюллӑрах тӑвать. Авалхи вӑхӑтра хӑйӗн тусне Аврама (Авраама) хӳтӗленӗ пекех, Иегова пире те хӳтӗлет. Вӑл ӑна: «Аврам, ан хӑра; Эпӗ — санӑн хӳттӳ»,— тесе каланӑ (Пулт. 15:1).

Иегова пулӑшнипе эпир юханшывсем пек тата вут-ҫулӑм пек йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пултарӑпӑр (5, 6 абзацсене пӑхӑр.) *

5, 6. а) Иегова пире хамӑрӑн пурнӑҫри йывӑрлӑхсенче пулӑшасшӑн пулни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Ёсико тӑванӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

5 Иегова пире йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшасшӑн пулнине эпир пӗлетпӗр. Вӑл хӑйӗн халӑхне сӑмах парать-ҫке: «Шывсем урлӑ, юханшывсем урлӑ каҫӑн-и — вӗсем сана путараймӗҫ, санпа пӗрле — Эпӗ; вут-ҫулӑм витӗр утӑн-и — вӑл сана ҫунтараймӗ, ҫулӑм ӗнтмӗ сана» (Ис. 43:2). Ҫак сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла?

6 Иегова пире хамӑрӑн пурнӑҫри йывӑрлӑхсенчен хӑтаратӑп тесе сӑмах памасть. Анчах та вӑл пире йывӑрлӑхсен «юханшывӗсенче» путма памӗ, «вут-ҫулӑм» евӗрлӗ йывӑрлӑхсене пире тӳрлетме май ҫук сиен кӳме те памӗ. Ҫак йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Иегова пире сирӗнпе пӗрле пулӑп тесе шантарса калать. Вӑл пирӗнпе пулнине мӗнле кӑтартӗ? Вӑл пире хӑранине ҫӗнтерме пулӑшӗ, ҫавӑнпа вилес хӑрушлӑх сиксе тухсан та эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарӑпӑр (Ис. 41:13). Ку чӑнах та ҫапла пулнине Ёсико хӑйӗн ҫинче туйнӑ. Унӑн хӗрӗ акӑ мӗн каласа парать: «Анне лӑпкӑ пулни пире питӗ тӗлӗнтеретчӗ. Иегова ӑна канӑҫлӑх панине эпир уҫҫӑн куртӑмӑр. Мӗн виличченех анне медсестрасене, пациентсене Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн тума сӑмах панисем ҫинчен каласа тӑчӗ». Ёсико тӑванӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? Иегова пирӗнпе пуласса шанатпӑр пулсан, эпир те хӑюллӑ тата вӑйлӑ пулӑпӑр, вара веҫех тӳссе ирттерӗпӗр.

«ЭПӖ — САНӐН ТУРРУ»

7, 8. а) Иегова тата мӗн пирки шантарса каланӑ тата ҫакӑ мӗне пӗлтерет? ӑ) Мӗншӗн тыткӑна лекнӗ еврейсене Иегова ан шикленӗр тенӗ? б) Исаия 46:3, 4 сӑвӑ йӗркисенчи мӗнле сӑмахсем Туррӑн халӑхне лӑпкӑ пулма пулӑшма пултарнӑ?

7 Халӗ Исаия ҫырса хунӑ иккӗмӗш шухӑша пӑхса тухӑпӑр: «Ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру». Кунта мӗн пирки каланӑ? Авалхи еврей чӗлхинче «шикленни» текен сӑмах «кам та пулин е мӗн те пулин сиен кӳме пултарнинчен хӑранипе пӗр вӗҫӗм хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхнине» е «хӑрушлӑха лексен сехӗрленсе ӳкнипе унталла-кунталла пӑхнине» пӗлтерет.

8 Мӗншӗн Вавилон тыткӑнне лекнӗ еврейсене Иегова ан шикленӗр тенӗ? Мӗншӗн тесен 70 ҫул иртсен Вавилона Миди-Персин хӑватлӑ ҫарӗсем ҫӗнсе илме килессе тата ҫавӑн чухне Вавилонра пурӑнакансем хӑраса ӳкессе вӑл пӗлнӗ. Ҫапла майпа Иегова хӑйӗн халӑхне ирӗке кӑларасшӑн пулнӑ (Ис. 41:2—4). Вавилон тата ытти халӑх ҫыннисем тӑшман ҫывхарса пынине пӗлсен пӗр-пӗрне «ҫирӗп тӑр!» тесе хавхалантарма тӑрӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем тата ытларах йӗрӗхсем тума пуҫланӑ, мӗншӗн тесен ҫак йӗрӗхсем вӗсене хӳтӗлӗҫ тесе шаннӑ (Ис. 41:5—7). Ҫав вӑхӑтра тыткӑнра пулнӑ еврейсене вара Иегова ҫак сӑмахсемпе лӑплантарнӑ: «Эсӗ вара, Израиль, [ытти халӑхсемпе танлаштарсан] Манӑн чурам... [...] ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру» (Ис. 41:8—10). «Эпӗ — санӑн Турру» тенипе Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене вӗсем ҫинчен манман тесе шантарса каланӑ. Вӑл халӗ те вӗсен Турри пулнӑ, вӗсем вара унӑн халӑхӗ пулнӑ. Вӑл вӗсене: «Сире... йӑтса ҫӳрӗп, хунтӑлӑп, упрӑп»,— тенӗ. Ҫакӑн пек йӑпатакан сӑмахсем, паллах ӗнтӗ, тыткӑнри еврейсене ҫирӗплетнӗ. (Исаия 46:3, 4 вуласа пар.)

9, 10. Мӗншӗн пирӗн хӑрамалла мар? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Тӗнчери лару-тӑру йывӑрланса пырать, ҫавӑнпа ҫынсем хальхи вӑхӑтра нихҫанхинчен те вӑйлӑрах пӑшӑрханаҫҫӗ. Паллах, тӗнчери йывӑрлӑхсем пире те пырса тивеҫҫӗ. Анчах пирӗн хӑрамалла мар. Иегова: «Эпӗ — санӑн Турру»,— тет. Мӗншӗн ҫак сӑмахсем пире лӑпкӑ пулма пулӑшаҫҫӗ?

10 Ҫакӑн пек тӗслӗх пӑхса тухар. Икӗ пассажир, Павелпа Артур, самолетпа вӗҫеҫҫӗ. Сасартӑк самолет питӗ хытӑ силленме тытӑнать. Пилот самолетра ларакансене: «Тархасшӑн, ременьсене ҫыхӑр. Пирӗн самолет турбулентлӑ юхӑма лекнӗ»,— тесе пӗлтерет. Павел пӑшӑрханма пуҫлать. Унтан пилот: «Эпӗ экипаж командирӗ. Пурте йӗркеллех. Ан пӑшӑрханӑр»,— тет. «Калама ҫӑмӑл!» — тесе калать Павел. Пилотӑн сӑмахӗсем ӑна пачах лӑплантарман. Артур пӑшӑрханманнине курсан, Павел унран: «Эсир пачах хӑрамастӑр-им?» — тесе ыйтать. «Ҫук,— тет вӑл.— Мӗншӗн тесен экипаж командирне эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Вӑл манӑн атте. Сире ун ҫинчен каласа парам-ха. Вара вӑл опытлӑ пилот пулни ҫинчен пӗлсен эсир, тен, пӑшӑрханма пӑрахатӑр».

11. Икӗ пассажир ҫинчен пӑхса тухнӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

11 Ҫак тӗслӗх пире мӗне вӗрентет? Ҫӳлти Аттене, Иеговӑна, лайӑх пӗлнӗрен эпир те, Артур пекех, пӑшӑрханмастпӑр. Ҫак тӗнченӗн юлашки кунӗсенче Иегова пире питӗ пысӑк йывӑрлӑхсене те тӳссе ирттерме пулӑшасса эпир пӗлетпӗр (Ис. 35:4). Эпир Иеговӑна шанатпӑр, ҫавӑнпа та хамӑра лӑпкӑ туятпӑр, Турра пӗлмен ҫынсем пек хӑраса пурӑнмастпӑр (Ис. 30:15). Тата хӑш енчен эпир Артур пекех? Эпир ыттисене Турра мӗншӗн шанмалли ҫинчен каласа паратпӑр, вара вӗсем те Иегова кирек мӗнле инкекре те пулӑшма пултарасса пӗлӗҫ.

«ЭПӖ САНА ТӖРЕКЛӖХ КӲРӖП, САНА ПУЛӐШӐП»

12. а) Эпир Исаия ҫырса хунӑ мӗнле виҫҫӗмӗш шухӑша пӑхса тухӑпӑр? ӑ) Иеговӑн «алли» тени пире мӗн ҫинчен аса илтерет?

12 Халӗ Исаия ҫырса хунӑ виҫҫӗмӗш шухӑша пӑхса тухӑпӑр: «Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп». Хӑйӗн кӗнекинче кӑшт маларах Исаия Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле ҫирӗплетесси пирки ҫырса хунӑ пулнӑ: «Иегова хӑватлӑн килӗ, унӑн алли хӑйӗншӗн ертсе пырӗ» (Ис. 40:10, ҪТ). Библире «алӑ» тени час-часах хӑвата, вӑя сӑнласа парать. Ҫавӑнпа та «унӑн алли... ертсе пырӗ» тени пире Иегова хӑватлӑ, вӑйлӑ Патша пулнине аса илтерет. Авалхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн вӑйӗпе усӑ курса хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшнӑ тата хӳтӗленӗ, хальхи вӑхӑтра та вӑл хӑйӗн ҫине шанакансене ҫирӗплетсе тата хӳтӗлесе тӑрать (Сак. аст. 1:30, 31; Ис. 43:10).

Пирӗн тӑшмансен нимӗнле кӑралӗ те ӑнӑҫлӑ пулаймӗ, мӗншӗн тесен Иеговӑн вӑйлӑ алли пире хӳтӗлет (12—16 абзацсене пӑхӑр.) *

13. а) Уйрӑмах хӑҫан Иегова пире тӗреклетет? ӑ) Мӗнле сӑмахсем пире ҫирӗплетеҫҫӗ тата пуласлӑх ҫине шанӑҫпа пӑхма пулӑшаҫҫӗ?

13 Уйрӑмах тӑшмансем хӗсӗрленӗ чухне Иегова пире тӗреклетет. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн тӑшмансем ырӑ хыпар сарас ӗҫе тата пирӗн организацин ӗҫӗ-хӗлне чарас тесе тем те пӗр туса пӑхаҫҫӗ. Анчах эпир хӑраса ӳкместпӗр, мӗншӗн тесен Иегова пире сӑмах парать: «Санпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ» (Ис. 54:17). Ҫакӑ пире ҫирӗплетет тата пуласлӑх ҫине шанӑҫпа пӑхма пулӑшать. Ҫавӑн пекех ҫак сӑмахсем пире виҫӗ питӗ кирлӗ шухӑша асра тытма пулӑшаҫҫӗ.

14. Туррӑн тӑшманӗсем пирӗн ҫине тапӑнни мӗншӗн пире тӗлӗнтермест?

14 Пӗрремӗшӗнчен, эпир Христосӑн вӗренекенӗсем пулнӑран пире курайми пулӗҫ (Матф. 10:22). Иисус юлашки кунсенче унӑн вӗренекенӗсене хаяррӑн хӗсӗрлӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ (Матф. 24:9; Иоанн 15:20). Иккӗмӗшӗнчен, пире тӑшмансем курайми пулӗҫ кӑна мар, пире хирӗҫ тӗрлӗ «кӑралпа» та усӑ курӗҫ тесе малтанах каласа асӑрхаттарнӑ Исаия. Сӑмахран, вӗсем пирӗн пирки сӑмах сараҫҫӗ, ҫакна вӗсем тӗрӗс пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑн пекех пире хӑртаҫҫӗ тата хаяррӑн хӗсӗрлеҫҫӗ (Матф. 5:11). Тӑшмансем пирӗнпе кӗрешнӗ чухне Иегова вӗсене ҫак кӑралпа усӑ курма чармӗ (Эф. 6:12; Ӳлӗм. 12:17). Анчах ҫакӑ пире хӑратмалла мар. Мӗншӗн?

15, 16. а) Пирӗн тата мӗнле шухӑша асра тытмалла тата ҫак шухӑша Исаия 25:4, 5 сӑвӑ йӗркисем мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ? ӑ) Исаия 41:11, 12 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, пирӗнпе кӗрешекенсене мӗн кӗтет?

15 Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова каланӑ тӑрӑх, тӑшмансем пире хирӗҫ «вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ». Хӳме пире ҫил-тӑвӑлран хӳтӗленӗ пекех Иегова пире «тискер ҫынсенӗн ҫиллинчен» хӳтӗлет. (Исаия 25:4, 5 вуласа пар.) Пирӗн тӑшмансем нихӑҫан та пире тӳрлетме май ҫук сиен кӳме пултараймӗҫ (Ис. 65:17).

16 Хӑйӗн ҫине хытӑрах шанма Иегова пире тата мӗнле пулӑшать? Вӑл пире хирӗҫ «пӑлханнисемпе» мӗн пуласси ҫинчен тӗплӗн каласа парать. (Исаия 41:11, 12 вуласа пар.) Пирӗн тӑшмансем кирек мӗн тусан та, пире кирек мӗнле ҫӗнтерме тӑрӑшсан та, кӗрешӳ мӗнпе вӗҫленессине эпир пӗлетпӗр: Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсем пурте «юрӑхсӑра тухӗҫ, тӗп пулӗҫ».

ИЕГОВӐНА ХЫТӐРАХ ШАНМА МӖН ПУЛӐШӖ?

Иегова ҫинчен пӗлес тесе кашни кун Библи вулатпӑр пулсан, ӑна хытӑрах шанса тӑрӑпӑр (17, 18 абзацсене пӑхӑр.) *

17, 18. а) Библие вулани Турра хытӑрах шанма мӗнле пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) 2019 ҫулхи текст ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле усӑ парать?

17 Иеговӑна хытӑрах шанас тесен, пирӗн ӑна лайӑхрах пӗлме тӑрӑшмалла. Ӑна лайӑхрах пӗлме вара Библие тимлӗ вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани пулӑшать. Библире Иегова хӑйӗн халӑхне авалхи вӑхӑтра мӗнле хӳтӗлени ҫинчен каласа панӑ. Ҫакӑ пире вӑл пирӗншӗн тӑрӑшасса ҫирӗп шанма пулӑшӗ.

18 Исаия Иегова пире мӗнле хӳтӗленине кӑтартас тесе питӗ илемлӗ тӗслӗхпе усӑ курнӑ. Вӑл Иеговӑна кӗтӳҫ пек, унӑн ӗҫлекенӗсене вара путексем пек сӑнласа панӑ. Исаия Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Путеккисене алли ҫине илӗ те кӑкӑрӗ умӗнче ҫӗклесе ҫӳрӗ» (Ис. 40:11). Иегова пире хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе ыталанӑ чухне эпир хамӑра хӳтлӗхри пек туятпӑр. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне лӑпкӑ пулччӑр тет, ҫавӑнпа та 2019 ҫулхи текст валли Исаия 41:10-мӗшӗнчи сӑмахсене суйласа илнӗ: «Ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру». Ҫак сӑмахсем ҫинчен шухӑшлӑр. Вӗсем сире йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне вӑй парса тӑрӗҫ.

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

^ 5 абз. 2019 ҫулхи текстра илсе панӑ виҫӗ сӑлтава пула эпир тӗнчере пулса иртекен усал ӗҫсене е хамӑр пурнӑҫра пулса иртекен йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах лӑпкӑ пулма пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир ҫав сӑлтавсене пӑхса тухӑпӑр, ҫавӑн пекех сахалрах пӑшӑрханас тата Иегова ҫине ытларах шанас тесе мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлӑпӑр. Ҫулталӑк тексчӗ ҫинчен шухӑшлӑр тата ӑна астуса юлма тӑрӑшӑр. Вӑл пире йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне вӑй парса тӑрӗ.

^ 1 абз. 2016 ҫулхи июльте тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 18-мӗш страница.

^ 3 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Шантарса калани вӑл пӗр-пӗр ӗҫ чӑнах та пурнӑҫланӗ тесе сӑмах пани. Иегова шантарса каланисене пула эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне ытлашши пӑшӑрханмастпӑр.

^ 4 абз. Исаия кӗнекин 41-мӗш сыпӑкӗнче «ан хӑра» тени виҫӗ хут тӗл пулать — 10, 13, 14 сӑвӑ йӗркисенче. Ҫак сӑвӑ йӗркисенчех Иегова хӑй пирки каланӑ чухне час-часах «Эпӗ» местоименипе усӑ курнӑ. Мӗншӗн? Ҫапла майпа вӑл питӗ кирлӗ шухӑша палӑртасшӑн пулнӑ: ун ҫине шансан ҫеҫ эпир хӑранине ҫӗнтерме пултаратпӑр.

^ 52 абз. ӲКЕРЧӖК: Пӗр ҫемьери ҫынсем ӗҫре, больницӑра, ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата шкулта йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ.

^ 54 абз. ӲКЕРЧӖК: Иегова Свидетелӗсем тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра ҫурта полицейскисем ҫӗмӗрсе кӗреҫҫӗ, анчах тӑвансем сехӗрленсе ӳкмеҫҫӗ.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК: Кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшать.