4-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Каҫхи апат уявне ансат ирттерни пирӗн Патша ҫинчен мӗн калать?
«Ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ. [...] Ку — Манӑн Юнӑм, Ҫӗнӗ Халал Юнӗ» (МАТФ. 26:26—28).
16-МӖШ ЮРӐ Иаг Турра Христос Патшашӑн мухтӑр
ҪАК СТАТЬЯРА *
1, 2. а) Иисус хӑйӗн вилӗмне аса илмелли уява ирттерме ансат хушусем пани пире мӗншӗн тӗлӗнтермест? ӑ) Иисусӑн мӗнле лайӑх енӗсене эпир пӑхса тухӑпӑр?
ЭСИР Иисус Христос вилӗмне аса илмелли уяв мӗнле иртнине каласа пама пултаратӑр-и? Пирӗнтен нумайӑшӗ каласа пама пултарать, мӗншӗн тесен ҫак уява паллӑ тума питӗ ҫӑмӑл. Ҫав вӑхӑтрах Каҫхи апат уявӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ событи. Мӗншӗн-ха ӑна ирттерме йывӑр мар?
2 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус питӗ кирлӗ чӑнлӑхсене ансат та ӑнланмалла ӑнлантарса панӑ (Матф. 7:28, 29). Хӑйӗн вилӗмне аса илмелли уява мӗнле паллӑ тумалли * пирки каланӑ чухне те Иисус ансат, ҫав вӑхӑтрах питӗ пӗлтерӗшлӗ хушусем панӑ. Айтӑр Каҫхи апат уявӗ ҫинчен тата Иисус мӗн каланипе мӗн туни ҫинчен тӗплӗнрех шухӑшласа пӑхар. Ҫапла эпир Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни ҫинчен, хӑюллӑ пулни ҫинчен тата ҫынсене юратни ҫинчен ытларах пӗлӗпӗр, ҫавӑн пекех хамӑр та ҫак енсене мӗнле кӑтартма пултарнине курӑпӑр.
ИИСУС ХӐЙНЕ КӖҪӖНЕ ХУРАТЬ
3. Матфей 26:26—28 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Каҫхи апат уявне уявлама ҫӑмӑл тата ҫӑкӑрпа хӗрлӗ эрех мӗне пӗлтереҫҫӗ?
3 Иисус хӑйӗн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне йӗркелесе янӑ чухне унпа пӗрле унӑн шанчӑклӑ 11 апостолӗ пулнӑ. Вӑл Пасха уявӗ хыҫҫӑн юлнӑ апата илнӗ те ҫак ансат уява пуҫарса янӑ. (Матфей 26:26—28 вуласа пар.) Вӑл сӗтел ҫинче пулнӑ кӑвас чустисӗр пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа тата хӗрлӗ эрехпе ҫеҫ усӑ курнӑ. Апостолӗсене вӑл ҫак символсем хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр ӳчӗпе юнне пӗлтереҫҫӗ тесе каланӑ. Хӑйӗн ӳчӗпе юнне вара унӑн кӗҫех вӗсемшӗн памалла пулнӑ. Ҫак ҫӗнӗ уяв ансат пулни апостолсене тӗлӗнтермен пулас. Мӗншӗн?
4. Иисус Марфӑна панӑ канаш Каҫхи апат уявӗ мӗншӗн ансат иртнине ӑнланма мӗнле пулӑшать?
4 Айтӑр Иисус виличчен ҫур ҫул маларах пулса иртнӗ событисене аса илер. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне виҫӗ ҫул тӑвать ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн тусӗсем патне — Лазарь, Марфа тата Мария патне — хӑнана килнӗ. Канса ларнӑ чухне Иисус вӗрентме пуҫлать. Марфа вара хаклӑ хӑна валли тӗрлӗ апат хатӗрлес тесе хыпкаланать. Иисус ҫакна курсан Марфӑна ыррӑн тӳрлетет, нумай апат яланах хатӗрлеме кирлӗ мар тесе канаш парать (Лука 10:40—42). Каярахпа, хӑйӗн пурнӑҫне парне пек парас умӗн темиҫе сехет маларах, Иисус хӑйне ҫак канашпа килӗшӳллӗн тытнӑ. Вӑл хӑйӗн вилӗмне аса илмелли уява ансат ирттермелле тунӑ. Ҫакӑ пире Иисус пирки мӗн калать?
5. Каҫхи апат уявне уявлама ҫӑмӑл пулни Иисусӑн мӗнле лайӑх ен пуррине кӑтартать тата ҫакӑ Филиппӑ 2:5, 7, 8 сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле килӗшсе тӑрать?
5 Иисусӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсенче яланах вӑл хӑйне кӗҫӗне хуни курӑннӑ. Ҫавӑнпа хӑй вилес умӗнхи каҫ та вӑл ҫак лайӑх ене кӑтартни пире тӗлӗнтермест (Матф. 11:29). Этемлӗх историйӗнче калама ҫук пысӑк парне парасса, унтан Иегова ӑна чӗртсе тӑратса пӗлӗтре патшана лартасса вӑл пӗлнӗ. Ҫав-ҫавах вӑл хӑйӗн ҫине пӑхтарасшӑн пулман, вӗренекенӗсем унӑн вилӗмне аса илмелли уява чаплӑ ирттерессе кӗтмен. Ун вырӑнне, Иисус вӗсене кашни ҫул ман ҫинчен аса илсе ҫак уява ансат ирттерӗр тенӗ (Иоанн 13:15; 1 Кор. 11:23—25). Ансат, ҫав вӑхӑтрах питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв Иисус мӑнкӑмӑллӑ пулманнине кӑтартать. Пирӗн пӗлӗтри Патша хӑйне кӗҫӗне хуни пире питӗ савӑнтарать. (Филиппӑ 2:5, 7, 8 вуласа пар.)
6. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпир хамӑра Иисус пекех кӗҫӗне хума мӗнле пултаратпӑр?
6 Иисус пекех хамӑра кӗҫӗне хурас тесен пирӗн мӗн тумалла? Сӑмахран, чи малтан хамӑр ҫинчен мар, ыттисем ҫинчен шухӑшламалла (Флп. 2:3, 4). Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус мӗн тунине аса илер. Кӗҫех асапланса вилессе вӑл ӑнланнӑ, ҫапах та хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсем уншӑн хуйхӑрасса пӗлсе вӑл вӗсем ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫавӑнпа ҫав каҫ вӗсене ӳкӗтленӗ, хавхалантарнӑ тата йӑпатнӑ (Иоанн 14:25—31). Хӑйне кӗҫӗне хурса Иисус хӑйӗншӗн мар, хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ. Пирӗншӗн вӑл ҫав тери лайӑх тӗслӗх!
ИИСУС ХӐЙНЕ ХӐЮЛЛӐ ТЫТАТЬ
7. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне йӗркелесе янӑ хыҫҫӑнах Иисус хӑюллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
7 Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне йӗркелесе янӑ хыҫҫӑнах Иисус тӗлӗнмелле хӑюлӑх кӑтартнӑ. Хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне туса тӑни мӗн патне илсе пырассине — хӑйне япӑх ӗҫшӗн, Турра хурланӑшӑн айӑпласа вӗлерессине — вӑл пӗлнӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл унӑн ирӗкне тума ҫирӗп шут тытнӑ (Матф. 26:65, 66; Лука 22:41, 42). Туррӑн ятне мухтава кӑларас тесе, унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартас тесе тата хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парас тесе Иисус Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене пулас йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме хатӗрленӗ.
8. а) Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсене мӗн каланӑ? ӑ) Иисус вилнӗ хыҫҫӑн нумай ҫул иртсен вӗренекенӗсем унран тӗслӗх илсе хӑюллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
8 Иисусӑн пӑшӑрханмалли пулнӑ пулӗ, анчах вӑл ытлашши пӑшӑрханман. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсене мӗн кирли ҫинчен шухӑшланӑ, ҫапла Иисус хӑюллӑ пулнине кӑтартнӑ. Иуда тухса кайнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ ансат уяв святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Иисусӑн тӑкнӑ юнӗ тата вӗсемпе тунӑ ҫӗнӗ халал мӗнле усӑ пани ҫинчен аса илтерсе тӑмалла пулнӑ (1 Кор. 10:16, 17). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшас тесе тата вӗсем хӑйӗнпе пӗрле пӗлӗтре пулма пултарччӑр тесе хӑй тата Ашшӗ вӗсенчен мӗн кӗтни ҫинчен каланӑ (Иоанн 15:12—15). Ҫавӑн пекех Иисус вӗсен пуласлӑхра йывӑрлӑхсем пуласси ҫинчен те асӑрхаттарнӑ. Унтан хӑйӗнчен тӗслӗх илме хавхалантарнӑ тата «ҫирӗп тӑрӑр», е хӑюллӑ пулӑр, тесе чӗнсе каланӑ (Иоанн 16:1—4, 33). Нумай ҫул иртсен те унӑн вӗренекенӗсем хӑйсене шеллемесӗр Иисусран тӗслӗх илсе хӑюллӑ пулнине кӑтартнӑ. Вӗсем хӗн-асап тӳсме пултарнӑ пулсан та пӗр-пӗрне тӗрлӗ йывӑрлӑхсенче пулӑшса тӑнӑ (Евр. 10:33, 34).
9. Иисус пекех хӑюллӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
9 Эпир те Иисусран тӗслӗх илсе хӑюллӑ пулнине кӑтартатпӑр. Сӑмахран, эпир Турра ӗненнӗшӗн хӗсӗрленӗ тӑвансене пулӑшатпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн тӑвансене пӗр айӑпсӑрах тӗрмене хупаҫҫӗ. Ҫавӑн пекки пулса иртнӗ чухне пирӗн вӗсене пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тумалла. Сӑмахран, пирӗн вӗсемшӗн кӗлтумалла, влаҫри ҫынсемпе калаҫмалла тата вӗсене судра хӳтӗлемелле (Флп. 1:14; Евр. 13:19). Ырӑ хыпара пӗлтерсе тӑнипе те эпир хӑюллӑ пулнине кӑтартатпӑр (Ап. ӗҫ. 14:3). Пире хирӗҫ тӑраҫҫӗ тата хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан та эпир, Иисус пекех, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑма ҫирӗп шут тытнӑ. Анчах хӑш-пӗр чухне пире хӑюлӑх ҫитмесен те пултарать. Вара пире мӗн пулӑшӗ?
10. Каҫхи апат уявне уявличчен темиҫе эрне маларах пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?
10 Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнине пула пирӗн шанчӑк пур, ҫак шанчӑк ҫинчен шухӑшлани вара пире хӑюллӑрах тӑвать (Иоанн 3:16; Эф. 1:7). Ҫак парнешӗн тата пархатарлӑрах пулас тесе Каҫхи апат уявне уявличчен темиҫе эрне маларах мӗн тума пулать? Сӑмахран, Каҫхи апат уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрта ятарлӑ график тӑрӑх Библие вуласа Иисус вилес умӗн пулса иртнӗ событисем ҫинчен кӗлтуса шухӑшлама пулать. Вара эпир ҫак уявра ҫӑкӑрпа эрех тата вӗсем сӑнарласа паракан Иисусӑн парни мӗне пӗлтернине лайӑхрах ӑнланӑпӑр. Иисуспа Иегова пирӗншӗн мӗн тунине, ҫавӑн пекех ҫакӑ пире тата пирӗн ҫывӑх ҫынсене мӗнле усӑ панине ӑнланатпӑр пулсан лайӑх пуласлӑх пуласса хытӑрах шанӑпӑр тата пур йывӑрлӑха та хӑюллӑн чӑтса ирттерме хатӗр пулӑпӑр (Евр. 12:3).
11, 12. Каҫхи апат уявӗ пире мӗн ҫинчен аса илтерет?
11 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Каҫхи апат уявӗ пире Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни ҫинчен кӑна мар, унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен те — хӑйне кӗҫӗне хуни тата хӑюллӑ пулни ҫинчен те — аса илтерсе тӑрать. Ҫак лайӑх енсене вӑл халӗ те, пӗлӗтре пирӗншӗн хута кӗрекен Чи Аслӑ Священник пек ӗҫлесе, кӑтартса тӑрать (Евр. 7:24, 25). Пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесен пирӗн Иисус мӗн тума хушнине туса тӑмалла — унӑн вилӗмне аса илмелли уява паллӑ тумалла (Лука 22:19, 20). Ҫакна эпир нисанӑн 14-мӗшӗпе пӗр килекен кун тӑватпӑр. Пирӗншӗн ҫак дата питӗ пӗлтерӗшлӗ.
12 Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне уявлама ҫӑмӑл пулни пире Иисусӑн тата тепӗр лайӑх енӗ ҫине, хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн пама хавхалантарнӑ ен ҫине, тимлеттерет. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӑл ҫак лайӑх ене кӑтартнипе палӑрса тӑнӑ. Мӗнле ен-ши вӑл?
ИИСУС ЮРАТНИНЕ КӐТАРТАТЬ
13. Иоанн 15:9 тата 1 Иоанн 4:8—10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иеговӑпа Иисус юратнине мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑ кама усӑ парать?
13 Иисус хӑйӗн Ашшӗ пекех пире питӗ хытӑ юратать. (Иоанн 15:9; 1 Иоанн 4:8—10 вуласа пар.) Вӑл хатӗр пулсах пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ. Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ юратнӑран панӑ ҫак парне пире — святой сывлӑшпа суйласа лартнисене те, «урӑх сурӑхсене» те — усӑ парать (Иоанн 10:16; 1 Иоанн 2:2). Ҫавӑн пекех Каҫхи апат уявӗнче усӑ куракан символсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫав символсем те Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене юратнине тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартаҫҫӗ.
14. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юратнине мӗнле кӑтартнӑ?
14 Каҫхи апат уявне уявлама ҫӑмӑл тунипе, ҫӑкӑрпа тата хӗрлӗ эрехпе ҫеҫ усӑ курма хушнипе, Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене юратнине кӑтартнӑ. Вӗсен Каҫхи апат уявне кашни ҫул, тӗрлӗ лару-тӑрура, ҫав шутрах тӗрмере те, уявламалла пулнӑ (Ӳлӗм. 2:10). Вӗсем Иисус мӗн хушнине туса тӑма пултарнӑ-и? Паллах, пултарнӑ!
15, 16. Хӑш-пӗр христиансем Каҫхи апат уявне йывӑр лару-тӑрура мӗнле уявлани ҫинчен каласа парӑр.
15 Пӗрремӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кунчченех чӑн христиансем Каҫхи апат уявне паллӑ тӑвас тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ. Йывӑр пулсан та ҫак уява Иисус хушнӑ пек ирттерес тесе вӗсем мӗн тума пултарнине тӑваҫҫӗ. Тӗслӗхсем пӑхса тухар. Китайра пӗччен лармалли камерӑра ларнӑ Харольд Кинг тӑванӑн Каҫхи апат уявне уявламашкӑн самаях тавҫӑруллӑ пулма тивнӗ. Ал айӗнче пулнӑ япаласемпе усӑ курса вӑл символсене вӑрттӑн хатӗрленӗ, унтан уявӑн кунне май килнӗ таран тӗрӗсрех шутласа кӑларма тӑрӑшнӑ. Уявлама вӑхӑт ҫитсен вӑл юрӑ юрланӑ, кӗлтунӑ, унтан доклад тунӑ.
16 Акӑ тепӗр тӗслӗх. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче концлагерьте ларнӑ хӗрарӑм тӑвансем, хӑйсене вӗлерме пултарнӑ пулсан та, Каҫхи апат уявне паллӑ тунӑ. Ҫак уява уявлама ҫӑмӑл пулнӑран вӗсем ӑна вӑрттӑн тума пултарнӑ. Вӗсем каласа панӑ: «Эпир шурӑ пусмапа витнӗ тата символсене лартнӑ хыҫсӑр пукан тавралла тӑтӑмӑр. Мӗн туни
ан курӑнтӑр тесе эпир лампочка ҫутас вырӑнне ҫурта ҫутрӑмӑр. [...] Эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттене санӑн сӑваплӑ ятна хӳтӗлеме пӗтӗм вӑя хурӑпӑр тесе тепӗр хут сӑмах патӑмӑр». Мӗн тери хытӑ ӗненнӗ вӗсем! Ҫак уява уявлама ҫӑмӑл тунипе Иисус пире юратнине кӑтартнӑ, мӗншӗн тесен ҫак уява эпир йывӑр лару-тӑрура та паллӑ тума пултаратпӑр.17. Хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр?
17 Каҫхи апат уявӗ ҫывхарса килнӗ чухне хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Эпӗ Иисус пекех ыттисене юратнине мӗнле кӑтартма пултаратӑп? Эпӗ ытларах мӗн ҫинчен шухӑшлатӑп: хама мӗн кирли ҫинчен е ыттисене мӗн кирли ҫинчен? Эпӗ тӑвансенчен вӗсем мӗн тума пултарнинчен ытларах тӑвасса кӗтместӗп-и? Вӗсем веҫех тума пултарайманнине ӑнланатӑп-и?» Айтӑр яланах Иисус пек пулма тата ыттисене ӑнланма тӑрӑшар (1 Петр 3:8).
ИИСУС ПЕКЕХ ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР, ХӐЮЛЛӐ ПУЛӐР ТАТА ЫТТИСЕНЕ ЮРАТӐР
18, 19. а) Эпир мӗне шанма пултаратпӑр? ӑ) Пирӗн халех мӗн тумалла?
18 Кӗҫех эпир Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне уявлама пӑрахӑпӑр. Иисус хӑрушла асап вӑхӑтӗнче килсен ҫӗр ҫинче юлнӑ «суйласа илнӗ ҫыннисене» пӗлӗте пуҫтарӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Каҫхи апат уявне урӑх паллӑ тумӑпӑр (1 Кор. 11:26; Матф. 24:31).
19 Анчах ун чухне те Иеговӑн халӑхӗ Каҫхи апат уявне — Иисус хӑйне кӗҫӗне хунине, хӑюллӑ пулнине тата ыттисене юратнине кӑтартакан ансат уявне — ӑшӑ туйӑмсемпе аса илессе шанма пултаратпӑр. Ҫавӑн чухне Туррӑн ӗҫлекенӗсем, унччен Каҫхи апат уявне уявланӑскерсем, ҫак уяв ҫинчен ыттисене каласа парӗҫ пулӗ. Хальлӗхе вара айтӑр Иисусран тӗслӗх илсе хамӑра кӗҫӗне хурар, хӑюллӑ пулар тата ыттисене юратар. Ҫавӑн пек тусан Иегова пире пиллетех (2 Петр 1:10, 11).
13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх
^ 5 абз. Кӗҫех эпир Иисус Христос вилӗмне аса илес тесе Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне паллӑ тума пуҫтарӑнӑпӑр. Ҫак уява уявлама ҫӑмӑл пулни Иисус хӑйне кӗҫӗне хунине, хӑюллӑ пулнине тата ҫынсене юратнине кӑтартать. Ҫак статьяра эпир Иисус кӑтартнӑ лайӑх енсене мӗнле кӑтартмалли ҫинчен калаҫӑпӑр.
^ 2 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Паллӑ туни вӑл — пӗр-пӗр пӗлтерӗшлӗ событие е ҫынна асра тытас тесе тата хисепленине кӑтартас тесе ятарласа мӗн те пулин туни.
^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК: Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем Каҫхи апат уявне уявлаҫҫӗ: I ӗмӗрте, XIX ӗмӗр вӗҫӗнче, нацистсен концлагерӗнче, Кӑнтӑр Америкӑри шӑрӑх ҫанталӑк тӑракан ҫӗршывра стенасемсӗр тунӑ Патшалӑх залӗнче.