Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Пухура Иеговӑна мухтаса тӑрӑр

Пухура Иеговӑна мухтаса тӑрӑр

«Халӑх пухӑвӗнче Сана мухтаса тӑрӑп» (ПС. 21:23).

59-МӖШ ЮРӐ Манпа пӗрле Иаг Турра мухтӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иеговӑна юратни Давида мӗн тума хавхалантарнӑ?

ДАВИД ПАТША ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа аслӑ, мухтава тивӗҫлӗ» (Пс. 144:3). Вӑл Иеговӑна юратнӑ, ҫакӑ вара ӑна Турра «халӑх пухӑвӗнче» мухтаса тӑма хавхалантарнӑ (Пс. 21:23; 39:6). Паллах, эсир те Иеговӑна юрататӑр, ҫавӑнпа Давидӑн ҫак сӑмахӗсемпе килӗшетӗр: «Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!» (1 Ҫулс. 29:10—13.)

2. а) Мӗнле майпа эпир Иеговӑна мухтаса тӑма пултаратпӑр? ӑ) Хӑшӗ-пӗрисем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ? Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Хальхи вӑхӑтра Иеговӑна мухтаса тӑмалли майсенчен пӗри вӑл — христиансен тӗлпулӑвӗсенче комментарисем пани. Хӑш-пӗр тӑвансене ҫакна тума питӗ йывӑр. Вӗсем тӗлпулура хутшӑнасшӑн, анчах вӗсене хӑрани чӑрмантарать. Хӑранине вӗсем мӗнле ҫӗнтерме пултараҫҫӗ? Ҫавӑн пекех мӗнле канашсем пире пӗр-пӗрне хавхалантаракан комментарисем пама пулӑшӗҫ? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлес умӗн айтӑр малтан мӗншӗн комментарисем памаллине кӑтартакан тӑватӑ тӗп сӑлтава пӑхса тухар.

МӖНШӖН ЭПИР ТӖЛПУЛУСЕНЧЕ КОММЕНТАРИСЕМ ПАРАТПӐР?

3—5. а) Еврейсем 13:15-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн эпир тӗлпулусенче комментарисем паратпӑр? ӑ) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен пӗр пек парнесем, е комментарисем, парасса кӗтет-и? Ӑнлантарса парӑр.

3 Иегова пире пурне те хӑйне мухтаса тӑма май панӑ (Пс. 118:108). Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче комментарисем пани «мухтав парни» шутне кӗрет, ҫак парнене вара пирӗн вырӑнне никам та кӳме пултараймасть. (Еврейсем 13:15 вуласа пар.) Анчах Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен пӗр пек парнесем, е комментарисем, парасса кӗтет-и? Паллах ҫук!

4 Пирӗн пултарулӑх та, лару-тӑру та тӗрлӗрен пулнине Иегова пӗлет, ҫавӑнпа эпир мӗн тума пултарнине тӑватпӑр пулсан, Иегова ҫакна питӗ хаклать. Вӑл израильтянсенчен мӗнле парнесем йышӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫамрӑк сурӑха е качакана парнене кӳме пултарнӑ. Анчах израильтянин чухӑн пулнӑ пулсан, вӑл «икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑна» пама пултарнӑ. Ҫакна та тума пултарайман пулсан Иегова унран «пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн [«паха ҫӑнӑхӑн», ҪТ] вуннӑмӗш пайне» йышӑннӑ (Лев. 5:7, 11). Ҫӑнӑх йӳнӗрех пулнӑ, ҫав-ҫавах вӑл паха пулнӑ пулсан Иегова ҫак парнене те хакланӑ.

5 Пирӗн ырӑ Турӑ улшӑнман. Христиансен тӗлпулӑвӗсенче комментарисем панӑ чухне, Иегова пирӗнтен Аполлос пекех ӑста тата Павел пекех ӗнентерӳллӗ калаҫасса кӗтмест (Ап. ӗҫ. 18:24; 19:8). Ҫав-ҫавах вӑл хамӑр мӗн тума пултарнине тӑвасса кӗтет. Икӗ вак укҫана парнене кӳнӗ чухӑн тӑлӑх арӑма аса илӗр-ха. Унӑн парни Иеговӑшӑн хаклӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл мӗн пама пултарнинчен чи лайӑххине панӑ (Лука 21:1—4).

Комментарисем пире хамӑра та, пире итлекенсене те усӑ параҫҫӗ (6, 7 абзацсене пӑхӑр.) *

6. а) Еврейсем 10:24, 25 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, комментарисем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ? ӑ) Комментарисене паракансем вӑй хунине хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

6 Комментарисемпе эпир пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа пар.) Тӗлпулусенче тӗрлӗ комментарисене итлеме пире питӗ килӗшет. Ачасем ансат та чунтан паракан хуравсем пире питӗ савӑнтараҫҫӗ. Нумаях пулмасть чӑнлӑха пӗлнӗ ҫынсем комментарисене хавхаланса пани чӗрене пырса тивет. Вӑтанчӑк пулнине е чӗлхене япӑх пӗлнине пӑхмасӑрах тӑвансем хӑюлӑха пухса хӑйсен шухӑшӗсене каласа пани пирӗн кӑмӑла ҫӗклет (1 Фес. 2:2). Вӗсем вӑй хунине хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Тӗлпулу хыҫҫӑн вӗсем каланӑ шухӑшсемшӗн вӗсене мухтаса илнипе, тата тепӗр май вӑл — хамӑр хатӗрленӗ комментарисене панипе. Вара эпир кӑна мар, ыттисем те хавхалану илӗҫ (Рим 1:11, 12).

7. Комментари пани пире хамӑра мӗнле усӑ парать?

7 Комментарисем пани хамӑра усӑ парать (Ис. 48:17). Мӗнле майпа? Пӗрремӗшӗнчен, эпир хурав парас тетпӗр пулсан, тӗлпулӑва лайӑх хатӗрленетпӗр. Лайӑх хатӗрленнине пула Турӑ Сӑмахне тарӑнрах ӑнланатпӑр. Библие тарӑнрах ӑнланни вара мӗн пӗлнине пурнӑҫра лайӑхрах тытса тӑма пулӑшать. Иккӗмӗшӗнчен, тӗлпулура хутшӑнатпӑр пулсан нумайрах савӑнӑҫ илме пултаратпӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен, хамӑр каланӑ шухӑшсене нумайлӑха астуса юлатпӑр, мӗншӗн тесен вӗсене хатӗрлеме эпир нумай вӑй хуратпӑр.

8, 9. а) Малахия 3:16-мӗшӗ тӑрӑх, эпир комментарисем панӑ чухне Иегова мӗн туять? ӑ) Хӑшӗ-пӗрисем мӗн тума хӑраҫҫӗ?

8 Хамӑрӑн ӗненӳ ҫинчен каласа панипе эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр. Паллах, Иегова пире итлесе тӑрать тата эпир тӗлпулусенче комментарисем пама тӑрӑшнине хаклать. (Малахия 3:16 вуласа пар.) Иеговӑна савӑнтарас тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр пулсан вӑл пире пиллӗ (Мал. 3:10).

9 Тӗлпулусенче комментарисем пама сӑлтавсем нумай пулнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Ҫав-ҫавах хӑшӗ-пӗрисем ал ҫӗклеме хӑраҫҫӗ. Эсир те хӑратӑр пулсан ан парӑнӑр. Айтӑр Библири принципсене, темиҫе тӗслӗхе тата усӑллӑ канашсене пӑхса тухар, вӗсем пире пурне те тӗлпулусенче ытларах хутшӑнма пулӑшӗҫ.

ХӐРАНИНЕ МӖНЛЕ ҪӖНТЕРМЕ ПУЛАТЬ?

10. а) Пирӗнтен нумайӑшӗ мӗн тума хӑрать? ӑ) Ҫакӑн пек хӑрани ҫыннӑн мӗнле лайӑх енсем пуррине кӑтартса парать?

10 Ал ҫӗклемелли ҫинчен шухӑшласанах сирӗн чӗре хӑвӑрт тапма тытӑнать-и? Чӑннипе каласан, пирӗнтен нумайӑшӗ тӗлпулусенче хуравлама хӑракалать. Ҫакӑн пек хӑранине ҫӗнтерес тесен хамӑр мӗншӗн хӑранине пӗлмелле. Тен, эсир мӗн каласшӑн пулнине манса каятӑп тесе е тӗрӗс мар хуравлӑп тесе пӑшӑрханатӑр? Е сирӗн хурав ыттисен пекех интереслӗ пулмӗ тесе шухӑшлатӑр? Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ сирӗн лайӑх енсем пуррине кӑтартать — эсир йӑваш пулнине, урӑхла каласан, хӑвӑра кӗҫӗне хунине тата ыттисене хӑвӑртан асла хурса хисепленине (Пс. 137:6; Флп. 2:3). Анчах Иегова сирӗнтен хӑйне мухтаса тӑрасса та, тӑвансене хавхалантарасса та кӗтет (1 Фес. 5:11). Вӑл сире юратать, ҫавӑнпа сире хӑюлӑх паратех.

11. Библири мӗнле шухӑшсем пире хӑранине ҫӗнтерме пулӑшма пултараҫҫӗ?

11 Библири хӑш-пӗр шухӑшсене пӑхса тухар. Унта каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр чухне эпир каламалла мар сӑмахсене калатпӑр тата каланӑ чухне те кирлӗ пек каламастпӑр (Иак. 3:2). Иегова вара эпир веҫех тӗп-тӗрӗс тӑвасса кӗтмест. Тӑвансем те пирӗнтен ҫакна кӗтмеҫҫӗ (Пс. 102:12—14). Вӗсем — пирӗн ҫемье, вӗсем пире питӗ юратаҫҫӗ (Марк 10:29, 30; Иоанн 13:35). Вӗсем эпир хамӑр мӗн калас тенине хӑш-пӗр чухне тӗрӗс калайманнине ӑнланаҫҫӗ.

12, 13. Неемийӑпа Ионӑн тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Халӗ хӑранине ҫӗнтерме пулӑшакан Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар. Неемийӑна аса илер. Вӑл хӑватлӑ патша керменӗнче ӗҫленӗ. Иерусалим хӳмисемпе хапхисем юрӑхсӑра тухни ҫинчен илтсен Неемия кулянма пуҫланӑ (Неем. 1:1—4). Патша унран вӑл мӗншӗн хурлӑхлӑ пулнине ыйтсан Неемийӑн чӗри хытӑ тапма тытӑннӑ пулӗ. Вара вӑл тӳрех кӗлтунӑ та патшана веҫех каласа панӑ. Ҫавна пула патша Турӑ халӑхне пулӑшнӑ (Неем. 2:1—8). Иона тӗслӗхне те аса илме пулать. Иегова ӑна Ниневи ҫыннисене хыпар калама хушсан, вӑл хӑраса ӳкнӗ те Фарсиса, пачах урӑх еннелле тарнӑ (Иона 1:1—3). Анчах каярахпа Иегова пулӑшнипе вӑл Ниневие кайса ҫав хыпара пӗлтернӗ. Вара Ниневи ҫыннисем ӳкӗннӗ те ҫӑлӑннӑ (Иона 3:5—10). Неемийӑн тӗслӗхӗ пире хуравлас умӗн кӗлтуни питӗ кирлӗ пулнине вӗрентет. Ионӑн тӗслӗхӗ вара ҫакна кӑтартать: Иегова пулӑшнипе эпир хӑранине пӑхмасӑрах уншӑн ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, нивушлӗ комментари парасси Ниневи ҫыннисене хӑрушӑ приговор пӗлтерессипе пӗрех?

13 Хамӑрӑн комментарисемпе ыттисене хавхалантарма пире мӗнле усӑллӑ канашсем пулӑшӗҫ? Айтӑр хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар.

14. Мӗншӗн тӗлпулусене лайӑх хатӗрленмелле тата ҫакна хӑҫан тума пулать?

14 Кашни тӗлпулӑва хатӗрленӗр. Хатӗрленме вӑхӑт палӑртса хурсан тата материала лайӑх тӗпчесен комментарисем пама ҫӑмӑлрах пулать (Эф. 5:16). Паллах, эпир пурте тӗлпулусене тӗрлӗ вӑхӑтра тата тӗрлӗ кунра хатӗрленетпӗр. Сӑмахран, тӑлӑх арӑм Элоиз, 80 ҫула ҫитнӗскер, «Хурал башнинчи» статьяна эрне пуҫламӑшӗнче хатӗрленме пуҫлать. «Малтанах хатӗрленсен тӗлпулусем мана ытларах савӑнӑҫ параҫҫӗ»,— тесе калать вӑл. Джой, тулли ӗҫ кунӗпе ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван, «Хурал башнинчи» статьяна тӗлпулу умӗнхи кун хатӗрленет. Вӑл калать: «Ҫапла тума мана килӗшет, мӗншӗн тесен ҫапла эпӗ статьяри шухӑшсене лайӑх астӑватӑп». Айк ятлӑ арҫын тӑван, старейшина тата пионер пулса ӗҫлекенскер, пухура питӗ нумай ӗҫ тӑвать. Вӑл акӑ мӗн калать: «Тӳрех пӗтӗм материала тӗпчес вырӑнне, ӑна эрне тӑршшӗпе пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пӑхса тухни маншӑн лайӑхрах».

15. Тӗлпулусене лайӑх хатӗрленес тесен мӗн тумалла?

15 Тӗлпулусене лайӑх хатӗрленес тесен мӗн тумалла? Хатӗрленме пуҫлас умӗн кашнинчех Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр (Лука 11:13; 1 Иоанн 5:14). Унтан темиҫе минут хушши материалпа паллашӑр: тема ҫинчен, подзаголовоксем ҫинчен, ӳкерчӗксем ҫинчен тата рамкӑсенчи шухӑшсем ҫинчен шухӑшлӑр. Абзац хыҫҫӑн абзац тӗпченӗ чухне май килнӗ таран пур сӑвӑ йӗркине те уҫса вулама тӑрӑшӑр. Мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр. Комментарисенче калас килекен шухӑшсене тӗплӗнрех пӑхса тухӑр. Мӗн чухлӗ лайӑхрах эсир хатӗрленетӗр, ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫакӑ сире усӑ парать, комментари пама та ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах пулать (2 Кор. 9:6).

16. Библири чӑнлӑхсене тупма пулӑшакан мӗнле хатӗрсем сирӗн пур тата эсир вӗсемпе мӗнле усӑ куратӑр?

16 Май пулсан, Библири чӑнлӑхсене тупма пулӑшакан хатӗрсемпе усӑ курӑр. Иеговӑна тата унӑн организацине пула пирӗн тӗлпулусене хатӗрленме пулӑшакан хатӗрсем пур. JW Library® приложени пире тӗпчемелли материала хамӑрӑн электронлӑ хатӗрсем ҫине уҫласа илме май парать. Ҫавӑнпа ҫак материала кирек хӑш вӑхӑтра та тата кирек ӑҫта та тӗпчеме, вулама е итлеме пулать. Хӑш-пӗр тӑвансем ҫак приложенипе ҫул ҫинче пулнӑ чухне усӑ кураҫҫӗ, теприсем — ӗҫре е шкулта апат вӑхӑтӗнче. Пӗр-пӗр ыйтӑва тарӑнрах тӗпчес тетпӗр пулсан, ҫакна ҫӑмӑллӑнах Хурал Башнин электронлӑ библиотекипе е онлайн-библиотекипе усӑ курса тума пулать.

Тӗлпулусене эсир хӑҫан хатӗрленетӗр? (14—16 абзацсене пӑхӑр.) *

17. а) Мӗншӗн темиҫе комментари хатӗрлемелле? ӑ) «Иеговӑн тусӗ пул. Комментари хатӗрле» мультфильмран эсир мӗн пӗлтӗр?

17 Май пулсан, кашни статья валли темиҫе хурав хатӗрлӗр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен сӳтсе явнине ирттерекен тӑван эсир алӑ ҫӗкленӗ пулсан та сирӗнтен мар, ытти тӑвансенчен ыйтма пултарать. Унсӑр пуҫне, тӗлпулу вӑхӑтра вӗҫленмелле, ҫавӑнпа та ҫак арҫын тӑван хӑш-пӗр чухне хурав парас текенсенчен пуринчен те ыйтма пултараймасть. Апла, сирӗнтен чи малтан ыйтмарӗҫ пулсан ан кулянӑр. Темиҫе комментари хатӗрлесен тӗлпулура хутшӑнма май ытларах пулать. Сӑмахран, эсир Библири пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине вуласа пама хатӗрленме пултаратӑр. Ҫавӑн пекех пӗр-пӗр ыйту ҫине хӑвӑрӑн сӑмахсемпе хурав пама хатӗрленме пултаратӑр *.

18. Мӗншӗн кӗскен хуравламалла?

18 Кӗскен хуравлӑр. Час-часах кӗске те ансат комментарисем ытларах хавхалантараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кӗскен, 30 ҫеккунт хушшинче, хуравлама тӗллев лартӑр (Ытар. 10:19; 15:23). Эсир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче нумай ҫул хушши хутшӑнатӑр пулсан, сирӗн хуравсене кӗскен парас тӗлӗшрен тӗслӗх кӑтартмалла. Эсир темиҫе минут хушшинче нумай япала ҫинчен калатӑр пулсан, ыттисем эпӗ нихӑҫан та ун пек калама пултараймастӑп тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, кӗскен хуравласан сӳтсе явнинче нумайрах ҫын хутшӑнма пултарать. Уйрӑмах чи малтан ыйтнӑ чухне кӗскен те тӳррӗн хуравламалла. Абзацри пур шухӑша та каласа пама ан тӑрӑшӑр. Тӗп шухӑша каларӗҫ пулсан ытти шухӑшсем ҫине тимлеттерӗр. («Комментарире мӗн калама пулать?» рамкӑна пӑхӑр.)

19. Пӗр-пӗр ыйту ҫине хуравлас тетӗр пулсан мӗн тума пулать?

19 Сӳтсе янине ирттерекен тӑвана хӑвӑр хӑш ыйту ҫине хуравлас килни ҫинчен пӗлтерӗр. Ҫакна тӗлпулу пуҫланиччен тусан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Арҫын тӑван эсир суйласа илнӗ абзацӑн ыйтӑвне парсан тӳрех ал ҫӗклӗр, вӑл сирӗн алла курма пултартӑр тесе ӑна ҫӳлерех ҫӗклӗр.

20. Мӗншӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвне туссем апатланнипе танлаштарма пулать?

20 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене туссем апатланнипе танлаштарма пулать. Калӑпӑр, сире хӑнана чӗннӗ тата хӑвӑрпа пӗрле мӗн те пулин пӗҫерсе илсе килме ыйтнӑ. Эсир хӑвӑра мӗнле тытӑр-ши? Тен, эсир пӗртак пӑшӑрханма пуҫлатӑр, анчах ыттисене мӗн килӗшет, ҫавна хатӗрлеме тӑрӑшатӑр. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче Иегова тараватлӑ хуҫа пекех пирӗн валли тулли сӗтел хатӗрлесе хурать (Пс. 22:5; Матф. 24:45). Эпир вара хамӑр енчен мӗн пама пултарнине чи лайӑххине паратпӑр пулсан вӑл савӑнать. Эппин, тӗлпулусене лайӑх хатӗрленӗр, унта ытларах хутшӑнма тӑрӑшӑр. Вара эсир Иеговӑн сӗтелӗ ҫинчи апата ҫиетӗр кӑна мар, пухури тӑвансене те мӗн те пулин лайӑххине пама пултаратӑр.

2-МӖШ ЮРӐ Санӑн яту — Иегова

^ 5 абз. Псалом юрлакан Давид пекех эпир те Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑнпа ӑна мухтаса тӑрасшӑн. Турра юратнине кӑтартма пирӗн чаплӑ май пур: эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче комментарисем пама пултаратпӑр. Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ҫавна тума хӑраҫҫӗ. Тӗлпулусенче хутшӑнма эсир те хӑратӑр пулсан, ҫак статья сире хӑвӑр мӗншӗн хӑранине ӑнланма тата хӑранине ҫӗнтерме пулӑшӗ.

^ 17 абз. «Иеговӑн тусӗ пул. Комментари хатӗрле» мультфильма jw.org сайтра пӑхӑр (ПУБЛИКАЦИСЕМ > ВИДЕО > АЧАСЕМ).

^ 63 абз. ӲКЕРЧӖК: Тӑвансем «Хурал башнинчи» статьяна савӑнӑҫлӑн сӳтсе яваҫҫӗ.

^ 65 абз. ӲКЕРЧӖК: Умӗнхи ӳкерчӗкре кӑтартнӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем. Вӗсен кашнин хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ, ҫав-ҫавах вӗсем тӗлпулӑва хатӗрленме вӑхӑт уйӑраҫҫӗ.