Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хамӑрӑн чӗрене мӗнле упрамалла?

Хамӑрӑн чӗрене мӗнле упрамалла?

«Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра» (ЫТАР. 4:23).

36-МӖШ ЮРӐ Чӗрӳне упра

ҪАК СТАТЬЯРА *

1—3. а) Мӗншӗн Иегова Соломона юратнӑ тата вӑл ӑна мӗнле пилленӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

СОЛОМОН ҫамрӑклах Израилӗн патши пулса тӑнӑ. Патшана ларсанах Иегова ӑна тӗлӗкре курӑннӑ та: «Мӗн парас сана, ыйт»,— тенӗ. Соломон вара каланӑ: «Эпӗ тайӑн [е ҫамрӑк] ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп... [...] Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ» (3 Патш. 3:5—10). Ӑслӑ, е итлесе-пӑхӑнса тӑракан, чӗре пар тенипе Соломон сӑпайлӑ пулнине кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа Иегова Соломона юратни пире пӗртте тӗлӗнтермест (2 Патш. 12:24). Соломон мӗн ыйтни Турра килӗшнӗ, ҫавӑнпа Иегова ӑна «тӗрӗс те ӑслӑ чӗре» панӑ (3 Патш. 3:12).

2 Соломон шанчӑклӑ пулнӑ чухне Иегова ӑна нумай пиллӗх панӑ. Ӑна «Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе» храм туса лартма май панипе чыс тунӑ (3 Патш. 8:20). Турӑ ӑслӑлӑх панипе Соломон чапа тухнӑ. Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе каланӑ патша сӑмахӗсене вара Библири виҫӗ кӗнекене ҫырса хунӑ. Вӗсенчен пӗри — Ытарӑшсем кӗнеки.

3 Ҫак кӗнекере «чӗре» текен сӑмах 80 хута яхӑн тӗл пулать. Сӑмахран, Ытарӑшсем 4:23-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Пур упрамалли япаларан ытларах чӗрӳне упра». Ҫакӑнта «чӗре» тени мӗне пӗлтерет? Хуравне эпир ҫак статьяран пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех эпир тепӗр ик ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: Сатана пирӗн чӗрене мӗнле пӑсса яма тӑрӑшать? Хамӑр чӗрене упрас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тетпӗр пулсан пирӗн ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлмелле.

«ЧӖРЕ» МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

4, 5. а) Библире «чӗре» тени мӗне пӗлтерет? ӑ) Хамӑрӑн сӑнарлӑ чӗрене сӑнаса тӑмаллине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

4 Ытарӑшсем 4:23-мӗшӗнчи «чӗре» текен сӑмах ҫыннӑн шухӑшӗсене, туйӑмӗсене тата кӑмӑлне пӗлтерет. Ҫакӑ эпир мӗнле курӑнса тӑнине мар, шалтан мӗнле ҫын пулнине кӑтартса парать.

5 Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар, вӑл пире хамӑрӑн сӑнарлӑ чӗрене мӗншӗн сӑнаса тӑмаллине кӑтартӗ. Организм лайӑх ӗҫлетӗр тесен усӑллӑ апат ҫимелле тата тӑтӑшах физкультура тумалла. Сӑнарлӑ чӗрепе те ҫавӑн пекех: чӗре лайӑх ӗҫлетӗр тесен пӗрмаях Библие тата ӑна ӑнлантарса паракан литературӑна вуламалла, унсӑр пуҫне, Иеговӑна ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартмалла. Ҫак ӗҫсем шутне вара Библирен мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑни тата хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа пани кӗрет (Рим 10:8—10; Иак. 2:26). Ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр: хӑш-пӗр чирсем ҫиелтен курӑнса тӑмаҫҫӗ, ҫын чирлӗ ҫӗртенех эпӗ сывӑ теме пултарать. Пирӗн сӑнарлӑ чӗрепе те ҫапла пулса тухма пултарать. «Эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан пур ӗҫе те тӑватӑп, апла манӑн ӗненӳ ҫирӗп»,— тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫав вӑхӑтрах чӗрере тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм аталанма пултарать (1 Кор. 10:12; Иак. 1:14, 15). Пирӗн ҫакна асра тытмалла: Сатана пире хӑй шухӑшланӑ пек шухӑшлаттарасшӑн. Ҫакна вӑл мӗнле тума тӑрӑшать? Тата эпир хамӑра мӗнле хӳтӗлеме пултаратпӑр?

САТАНА ПИРӖН ЧӖРЕНЕ МӖНЛЕ ПӐСМА ТӐРӐШАТЬ?

6. Сатанан мӗнле тӗллев пур тата ӑна пурнӑҫлас тесе вӑл мӗн тӑвать?

6 Сатана пире хӑй пек — Иеговӑн нормисене ним вырӑнне те хуман, хӑйне ҫеҫ юратакан пӑлхавҫӑ пек — тӑвасшӑн. Анчах вӑл пире вӑйпах хӑй пек шухӑшлаттарма, пӗр-пӗр ӗҫе хӑй пек тутарттарма пултараймасть. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе вӑл урӑх меслетсемпе усӑ курать. Сӑмахран, Сатана пире хӑйӗн витӗмне лекнӗ ҫынсем хушшинче пурӑнтарасшӑн (1 Иоанн 5:19). Усал ушкӑнра пулни пирӗн шухӑшсем ҫине тата ӗҫсем ҫине япӑх витӗм кӳме пултарнине пӗлсе тӑрсах эпир ҫак ҫынсемпе хутшӑнасса кӗтет Сатана (1 Кор. 15:33). Соломон патшапа шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та. Вӑл суя турӑсене пуҫҫапнӑ нумай хӗрарӑма качча илнӗ, вӗсем вара «унӑн чӗрине пӑсса янӑ» (3 Патш. 11:3).

Сатана пирӗн чӗрене пӑсса яма тӑрӑшать пулин те, эпир хамӑр чӗрене мӗнле хӳтӗлеме пултаратпӑр? (7-мӗш абзаца пӑхӑр.) *

7. Сатана тата мӗнле майпа ҫынсене хӑй пек шухӑшлаттарма тӑрӑшать, ҫавӑн пекех мӗншӗн пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла?

7 Ҫавӑн пекех Сатана ҫынсене хӑй пек шухӑшлаттарас тесе фильмсемпе тата телешоусемпе усӑ курать. Интереслӗ историсем пирӗн кӑмӑла кайнисӗр пуҫне пирӗн шухӑшсем, туйӑмсем тата хамӑра мӗнле тытни ҫине витӗм кӳме пултарнине вӑл ӑнланать. Ыттисене вӗретнӗ чухне Иисус та ҫак меслетпе лайӑх усӑ курнӑ. Ырӑ Самари ҫынни пирки е аскӑн ывӑл пирки каланӑ ытарӑшсене аса илӗр-ха (Матф. 13:34; Лука 10:29—37; 15:11—32). Анчах та Сатана витӗмне лекнӗ ҫынсем каласа паракан историсем пирӗн чӗрене пӑсса яма пултараҫҫӗ. Паллах, нимӗнле сиен кӳмен фильмсепе телешоусем те пур — вӗсене пӑхнӑ чухне эпир канма е мӗне те пулин вӗренме пултаратпӑр. Ҫав-ҫавах асӑрхануллӑ пулмалла. Мӗн пӑхассине суйланӑ чухне хӑвӑртан ыйтӑр: «Ҫак фильм е телешоу ӳт хыҫҫӑн кайни тӗрӗс тесе вӗрентмест-и?» (Гал. 5:19—21; Эф. 2:1—3.) Ҫапла пулсан, вӗсем ҫине ерекен чир ҫине пӑхнӑ пек пӑхӑр, мӗншӗн тесен вӗсем урлӑ Сатана пирӗн ҫине витӗм кӳме пултарать.

8. Ачасене хӑйсен чӗрисене упрама ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

8 Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн ҫинче питӗ пысӑк яваплӑх — сирӗн хӑвӑрӑн ачасене Сатанаран хӳтӗлемелле, вӗт вӑл вӗсен чӗрисене пӑсса яма тӑрӑшать. Паллах, ачасене чирсенчен хӳтӗлес тесе эсир хӑвӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑр. Кил-ҫурта таса та тирпейлӗ тытатӑр, ҫемье сывлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳме пултаракан япаласене кӑларса пӑрахатӑр. Ҫавӑн пекех ачасене Сатана витӗм кӳме пултаракан фильмсенчен, телешоусенчен, электронлӑ вӑйӑсенчен тата сайтсенчен те хӳтӗлемелле. Сирӗн ачасене Иеговӑн тусӗсем пулса тӑма пулӑшмалла — ҫакна тума Иегова хӑй хушать (Ытар. 1:8; Эф. 6:1, 4). Ҫавӑнпа Библири принципсене шута илсе ҫемьере правилӑсем палӑртса хума ан хӑрӑр. Ачасем пӗчӗккӗ пулсан, вӗсене мӗн пӑхма юранипе мӗн пӑхма юраманни ҫинчен калӑр, мӗншӗн эсир ҫавӑн пек йышӑну туни ҫинчен те ӑнлантарса парӑр (Матф. 5:37). Ачасем пысӑкрах пулсан, вӗсене Иеговӑн нормисене шута илсе «ырӑпа усала уйӑрма» вӗрентӗр (Евр. 5:14). Асра тытӑр: эсир мӗн каланине итлесе ачасем нумай мӗне вӗренме пултараҫҫӗ, анчах эсир мӗн тунине сӑнаса тата ытларах вӗренӗҫ (Сак. аст. 6:6, 7; Рим 2:21).

9. Сатана пире мӗн тума хӗтӗртет тата ҫакӑ мӗншӗн хӑрушӑ?

9 Сатана пирӗн чӗре ҫине тата мӗнле витӗм кӳме тӑрӑшать? Вӑл пире Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫине мар, ҫынсен ӑслӑлӑхӗ ҫине шанма хӗтӗртет (Кол. 2:8). Сӑмахран, Сатана пире ҫапла шухӑшлаттарасшӑн: пурнӑҫра чи кирли вӑл — пуян ҫын пулса тӑрасси. Ҫакӑн пек шухӑшлакансем хӑйсен тӗллевне пурнӑҫласан та, пурнӑҫлаймасан та пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та вӗсем хӑрушлӑхра. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пуяс кӑмӑл вӑйланса кайнипе вӗсем сывлӑха та, ҫемьери лайӑх хутшӑнусене те, хӑйсемпе Турӑ хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене те ҫухатма хатӗр (1 Тим. 6:10). Пирӗн ӑслӑ ҫӳлти Атте пире укҫа ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ (Еккл. 7:12; Лука 12:15).

ХАМӐРӐН ЧӖРЕНЕ МӖНЛЕ УПРАМАЛЛА?

Хӑвӑр чӗрӳн «хуралҫи» тата «хапха хуралҫисем» пулӑр: сыхӑ тӑрӑр тата чӗрене мӗн пӑсса яма пултарать, ҫавӑнтан пӑрӑнӑр (10, 11 абзацсене пӑхӑр.) *

10, 11. а) Хамӑр чӗрене хӳтӗлес тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Авалхи вӑхӑтра хуралҫӑ мӗнле ӗҫ туса тӑнӑ тата мӗншӗн ӑна совеҫпе танлаштарма пулать?

10 Хамӑр чӗрене упрас тетпӗр пулсан, пирӗн хӑрушлӑха курма тӑрӑшмалла, унтан тӳрех хамӑра хӳтӗлемелле. Ҫакна авалхи вӑхӑтра хуралҫӑ мӗн тунипе танлаштарма пулать. Хуралҫӑн хула хӳми ҫинче хуралта тӑнӑ чухне хӑрушлӑха асӑрхасан ҫакӑн ҫинчен пӗлтермелле пулнӑ. Ҫакӑ пире Сатана пирӗн чӗрене пӑсса ан ятӑр тесен мӗн тумаллине ӑнланма пулӑшать.

11 Хула хӳми ҫинчи хуралҫӑсем хапха хуралҫисемпе пӗрле ӗҫлесе тӑнӑ (2 Патш. 18:24—26). Вӗсен хула патне тӑшман ҫывхарнӑ чухне хула хапхисем хупӑ пулччӑр тесе сӑнасах тӑмалла пулнӑ (Неем. 7:1—3). Сатана пирӗн чӗрене пӑсса яма тӑрӑшнӑ чухне, урӑхла каласан, пирӗн шухӑшсем, туйӑмсем тата кӑмӑл ҫине витӗм кӳме тӑрӑшнӑ чухне, Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть * пире, хуралҫӑ пекех, асӑрхаттарать. Совесть пире хӑрушлӑх ҫинчен асӑрхаттарнӑ чухне пирӗн ӑна яланах итлемелле, унтан вара, сӑнарлӑ каласан, хапхасене хупмалла.

12, 13. Пирӗн мӗн тӑвас килме пултарӗ, анчах ҫавӑн чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?

12 Сатанан шухӑшӗсене хамӑр ҫине витӗм кӳме парас мар тесе эпир мӗн тума пултарнине пӑхса тухар. Акӑ пӗр тӗслӗх. Турӑ Сӑмахӗнче ҫапла каланӑ: «Аскӑн ӗҫӗн, тӗрлӗ тасамарлӑхӑн... сирӗн хушшӑрта... ячӗ те ан пултӑр» (Эф. 5:3). Пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем аскӑн ӗҫ ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ пулсан, эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр-ши? Пирӗн «йӗркесӗрлӗхе тата ку тӗнчен кӑмӑл-туртӑмне» сирсе ямаллине эпир пӗлетпӗр (Тит 2:12, ҪТ). «Хуралҫӑ» — пирӗн совесть — пире хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарма пултарать (Рим 2:15). Анчах вӑл мӗн каланине эпир итлӗпӗр-ши? Тен, пирӗн пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлес е вӗсем кӑтартакан фотографисене пӑхас килсе кайӗ. Ҫав самантра «хапхасене хупмалла», урӑхла каласан, калаҫӑва урӑх еннелле пӑрса ямалла е пӑрӑнса утмалла.

13 Тӗрӗс мар шухӑшлама е тӗрӗс мар ӗҫсем тума хистекен ҫынсене хирӗҫ тӑрас тесен хӑюлӑх кирлӗ. Эпир вӑй хунине Иегова курса тӑни пирки тата вӑл пире Сатанан шухӑшӗсене сирсе яма пулӑшас тесе вӑйпа ӑслӑлӑх парасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (2 Ҫулс. 16:9; Ис. 40:29; Иак. 1:5). Хамӑр чӗрене упрас тесен пирӗн тата мӗн тумалла?

СЫХӐ ТӐРӐР

14, 15. а) Хамӑр чӗрене пирӗн мӗн валли уҫмалла тата ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр? ӑ) Ытарӑшсем 4:20—22 сӑвӑ йӗркисем пире Библи вуланинчен ытларах усӑ илме мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех « Библи вуланӑ чухне мӗн ҫинчен шухӑшламалла?» рамкӑна пӑхӑр.)

14 Хамӑр чӗрене упрамашкӑн пирӗн ун ӑшне япӑххине кӗртес мар тесе ӑна хупса хумалла, ҫавӑн пекех лайӑххине кӗртес тесе ӑна уҫса хумалла. Каллех хула хӳми пирки калакан тӗслӗхе пӑхса тухар. Хула патне тӑшман ҫывхарнӑ чухне хапха хуралҫи хапхасене хупса хурать, анчах та хулана апат-ҫимӗҫпе тӗрлӗ таварсене илсе килнӗ чухне вӑл хапхасене уҫса хурать. Хапхасем яланах хупӑ тӑнӑ пулсан, хулара выҫлӑх пуҫланнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн чӗре ӑшне Туррӑн шухӑшӗсем кӗччӗр тесен ӑна уҫса хумалла.

15 Библире Иеговӑн шухӑшӗсене ҫырса панӑ, ҫавӑнпа та ӑна вуланӑ чухне кашнинче эпир Иеговӑн шухӑшӗсене хамӑр шухӑшсем, туйӑмсем тата ӗҫсем ҫине витӗм кӳме паратпӑр. Библие вулани ытларах усӑ патӑр тесе мӗн тума пулать? Кӗлтуни питӗ кирлӗ. Пӗр христианка акӑ мӗн калать: «Библие вулас умӗн эпӗ Иеговӑна кӗлтӑватӑп, унран хӑвӑн Сӑмахунти тӗлӗнмелле ӗҫсене курма пулӑш тесе ыйтатӑп» (Пс. 118:18). Ҫавӑн пекех пирӗн мӗн вулани ҫинчен те шухӑшламалла. Кӗлтунӑ, Турӑ Сӑмахне вуланӑ тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне Иеговӑн шухӑшӗсем чӗре ӑшнех кӗрсе лараҫҫӗ, вара эпир вӗсене юратма пуҫлатпӑр. (Ытарӑшсем 4:20—22 вуласа пар; Пс. 118:97.)

16. Пирӗн телекурав хӑш-хӑш енчен усӑ парать?

16 Пирӗн телекурава пӑхнӑ чухне те эпир Турӑ шухӑшӗсене хамӑр ҫине витӗм кӳме паратпӑр. Пӗр мӑшӑр акӑ мӗн каласа парать: «Кашни уйӑхра тухса тӑракан программӑсем пирки эпир хамӑр кӗлӗсем ҫине хурав пани тесе шутлатпӑр. Кӑмӑл пусӑрӑннӑ чухне тата хамӑра пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйнӑ чухне ҫав программӑсем пире вӑй параҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ. Пирӗн телекураври юрӑсем пирӗн килте пӗрмаях янраса тӑраҫҫӗ: эпир вӗсене апат пӗҫернӗ чухне, кил-ҫурта тирпейленӗ чухне е чей ӗҫнӗ чухне итлетпӗр». Ҫак программӑсем пире хамӑр чӗрене упрама пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем пире Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама тата Сатанан шухӑшӗсене сирсе яма вӗрентеҫҫӗ.

17, 18. а) 3 Патшасен 8:61-мӗшӗ тӑрӑх, Турӑ Сӑмахӗнчен мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑнипе эпир мӗн кӑтартса паратпӑр? ӑ) Езекия патша тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? б) Псалом 138:23, 24 сӑвӑ йӗркисенчи Давидӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, эпир мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратпӑр?

17 Хамӑра тӗрӗс тытни мӗнле усӑ панине курнӑ чухне кашнинче пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсе пырать (Иак. 1:2, 3). Иегова пире хӑйӗн ачисем тесе пирӗнпе мухтанать, ҫакӑ вара пире савӑнтарать, ӑна тата ытларах юраса пурӑнма хавхалантарать (Ытар. 27:11). Кашни йывӑрлӑх пире хамӑрӑн юратакан Аттешӗн «иккӗллӗ чӗрепе» ӗҫлеменнине кӑтартма май парать (Пс. 118:113). Ҫав йывӑрлӑхсенче эпир Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратнине — ӑна чунтан парӑннине, унӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑрасшӑн пулнине тата унӑн ирӗкне тӑвасшӑн пулнине — кӑтартма пултаратпӑр. (3 Патшасен 8:61 вуласа пар.)

18 Пирӗн йӑнӑшсем пулӗҫ-ши? Паллах, мӗншӗн тесен пирӗн ҫитменлӗхсем пур. Анчах йӑнӑш тусан, Езекия патшан тӗслӗхне аса илӗр. Вӑл та йӑнӑшсем тунӑ, ҫапах та вӑл ӳкӗннӗ те малалла Иеговӑшӑн «чун-чӗререн» ӗҫленӗ (Ис. 38:3—6; 2 Ҫулс. 29:1, 2; 32:25, 26). Сатана хӑйӗн шухӑшӗсене пире йышӑнтарма хӑтланнӑ чухне айтӑр ӑна хирӗҫ тӑрар. Ҫавӑн пекех, итлесе-пӑхӑнса тӑракан чӗреллӗ пулас тесе Турра кӗлтӑвар (3 Патш. 3:9; Псалом 138:23, 24 вуласа пар). Пуринчен ытла чӗрене упратпӑр пулсан, эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӑпӑр.

54-МӖШ ЮРӐ «Акӑ ҫул»

^ 5 абз. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӑпӑр е Турӑран пӑрса яма тӑрӑшакан Сатана хыҫҫӑн, вӑл улталани хыҫҫӑн кайӑпӑр? Ҫакӑ эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнинчен мар, эпир хамӑрӑн чӗрене упранипе упраманнинчен килет. Библире «чӗре» тени мӗне пӗлтерет? Сатана пирӗн чӗрене мӗнле пӑсса яма тӑрӑшать? Тата эпир хамӑрӑн чӗрене мӗнле упрама пултаратпӑр? Ҫак статьяра эпир ҫак питӗ кирлӗ ыйтусен хуравӗсене тупӑпӑр.

^ 11 абз. ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова пире хамӑрӑн шухӑшсене, туйӑмсене тата ӗҫсене хак пама пултарулӑх панӑ (Рим 2:15; 9:1). Ҫак пултарулӑх вӑл совесть. Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть вара хамӑрӑн шухӑшсене, туйӑмсене тата ӗҫсене Библири Туррӑн нормисем тӑрӑх хак парать.

^ 56 абз. ӲКЕРЧӖК: Шыва кӗнӗ арҫын тӑван телевизор пӑхать, ҫав вӑхӑтра экран ҫине намӑссӑр ӳкерчӗк тухса тӑрать. Халӗ унӑн мӗн тумалли пирки йышӑну тумалла.

^ 58 абз. ӲКЕРЧӖК: Хуралҫӑ хула патне тӑшман ҫывхарса пынине асӑрхать те хапха хуралҫисене пӗлтерет, вӗсем вара тӳрех хапхасене хупаҫҫӗ.