Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

33-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Вилнисене чӗртсе тӑратни. Ҫакӑнтан эпир Турӑ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

Вилнисене чӗртсе тӑратни. Ҫакӑнтан эпир Турӑ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

«Вилнӗ ҫынсем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (АП. ӖҪ. 24:15)

151-МӖШ ЮРӐ Эпӗ чӗнсен...

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗншӗн Иегова ыттисене пурнӑҫ панӑ?

ТАХҪАН Иегова пӗччен пулнӑ, анчах та ҫакӑ ӑна пӗртте кулянтарман. Телейлӗ пулма ӑна никам та кирлӗ пулман. Ҫапах та Турӑ ыттисем те пурӑнччӑр тата пурнӑҫпа савӑнччӑр тенӗ. Юрату ӑна ыттисене пурнӑҫ пама хавхалантарнӑ (Пс. 35:10; 1 Иоанн 4:19).

2. Иегова пурне те тунӑ чухне Иисуспа ангелсем мӗн туйнӑ?

2 Малтан Иегова хӑйне валли пулӑшакана, хӑйӗн Ывӑлне, тунӑ. Кайран вара Турӑ Иисуспа пӗрле ыттине те, ҫав шутра миллион-миллион ангела тунӑ (Кол. 1:16). Ашшӗпе пӗрле ӗҫлесе Иисус питӗ савӑннӑ (Ытар. 8:30). Ангелсем те питӗ хӗпӗртенӗ. Вӗсем Иеговӑпа унӑн Ӳнерҫи, Иисус, тӳпепе ҫӗре мӗнле тунине курса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне ангелсем мӗн туйнӑ-ши? Вӗсем Турра мухтаса «савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ» (Иов 38:6, 7). Паллах, вӗсем Иегова мӗн те пулин ҫӗннине тунӑ чухне кашнинчех, уйрӑмах ҫынна тунӑ чухне, ӑна мухтаса тӑнӑ (Ытар. 8:31). Иегова мӗн тунинче унӑн юратӑвӗпе ӑслӑлӑхӗ курӑнать (Пс. 103:24; Рим 1:20).

3. 1 Коринф 15:21, 22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Христосӑн каҫарттаракан парнине пула ҫынсен мӗнле май уҫӑлать?

3 Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, хӑй тунӑ илемлӗ планета ҫинче ҫынсен ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнмалла пулнӑ. Анчах та Адампа Ева хӑйсене юратакан Ашшӗне хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесен вӗсем хӑйсем те, вӗсен ачисем те ҫылӑхлӑ та вилӗмлӗ пулса тӑнӑ (Рим 5:12). Иегова вара мӗн тунӑ? Вӑл тӳрех хӑй этемлӗхе мӗнле ҫӑласси пирки каланӑ (Пулт. 3:15). Иегова ҫылӑхсене каҫарттаракан парне пама сӑмах панӑ. Ҫак парнене пула Адампа Евӑн ачисем ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен ирӗке тухӗҫ. Вара Турӑ хӑйӗншӗн ӗҫлес текенсене пурне те ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама пултарӗ (Иоанн 3:16; Рим 6:23; 1 Коринф 15:21, 22 вуласа парӑр).

4. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

4 Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах панӑ, ҫавӑнпа ҫак тӗлӗшрен темиҫе ыйту сиксе тухма пултарать. Сӑмахран, ҫынсем чӗрӗлсе тӑни мӗнле пулса иртӗ? Пирӗн юратнӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан эпир вӗсене палласа илӗпӗр-ши? Вилнисем чӗрӗлсе тӑни мӗншӗн пире пысӑк савӑнӑҫ кӳрӗ? Тата вилнисем чӗрӗлсе тӑни пире Иеговӑн юратӑвӗ, ӑслӑлӑхӗ тата тӳсӗмлӗхӗ ҫинчен мӗне вӗрентет? Айтӑр ҫак ыйтусене сӳтсе явар.

ҪЫНСЕМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИ МӖНЛЕ ПУЛСА ИРТӖ?

5. Мӗншӗн ҫынсем майӗпен чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе калама пулать?

5 Иегова Иисус урлӑ миллион-миллион ҫынна чӗртсе тӑратнӑ чухне вӗсене пурне те пӗр вӑхӑтрах чӗртсе тӑратмӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Ҫӗр ҫинче ҫынсен шучӗ пӗр самантрах ӳссе кайсассӑн унта ним йӗрки те пулман пулӗччӗ. Иеговӑн вара пурте йӗркеллӗ пулса пырать, мӗншӗн тесен йӗрке пулмасан ҫынсем мирлӗ пурӑнас ҫуккине вӑл пӗлсе тӑрать (1 Кор. 14:40). Ҫӗр ҫынсене пурӑнма юрӑхлӑ пултӑр тесе Иеговӑпа Иисус ӑна майӗпен хатӗрленӗ, ҫакӑнтан Иеговӑн ӑслӑлӑхӗпе тӳсӗмлӗхӗ курӑнать. Ҫавӑн пекех Иисус та пин ҫул ертсе пынӑ чухне ҫак лайӑх енсене кӑтартӗ — Армагеддон вӑрҫинче ҫӑлӑнса юлнӑ ҫынсемпе пӗрле вӑл ҫӗре чӗрӗлсе тӑрас ҫынсем валли майӗпен хатӗрлӗ.

Армагеддонра ҫӑлӑнса юлнисем чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсене Иеговӑн саккунӗсене тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентӗҫ (6-мӗш абзаца пӑхӑр) *

6. Апостолсен ӗҫӗсем 24:15-мӗшӗ тӑрӑх, чӗрӗлсе тӑнисем хушшинче мӗнле ҫынсем пулӗҫ?

6 Чи пӗлтерӗшли вара — Армагеддонра ҫӑлӑнса юлнисен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсене Иеговӑн саккунӗсене тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентмелле пулӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Турӑ кама чӗртсе тӑратӗ, ҫавсенчен ытларахӑшӗ чӗрӗлсе тӑриччен «сӑвапсӑррисем» пулнӑ, урӑхла каласан, тӳрӗ пурнӑҫпа пурӑнман. (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 вуласа парӑр.) Христосӑн каҫарттаракан парни кӳрекен пиллӗхсене илес тесен вӗсен чылай улшӑнмалла пулӗ. Иеговӑна пач пӗлмен миллион-миллион ҫынна ун ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентес тесен нумай вӑй хумалла пулӗ. Эпир хальхи вӑхӑтра ҫынсемпе Библи вӗреннӗ пек ун чухне те кашни ҫынпа уйрӑммӑн вӗренӗпӗр-ши? Ҫав ҫынсене пӗр-пӗр пухӑва ҫӳреме ыйтӗҫ-ши? Вӗсен хӑйсем хыҫҫӑн чӗрӗлсе тӑнисене вӗрентмелле пулӗ-ши? Вӑхӑт ҫитсен курӑпӑр. Анчах эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: пин ҫул вӗҫӗнче «пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ» (Ис. 11:9). Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне эпир мӗн чухлӗ интереслӗ ӗҫ тӑвӑпӑр!

7. Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем чӗрӗлсе тӑнисене тӳсӗмлӗн пулӑшӗҫ?

7 Пин ҫул хушши Иеговӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсем ӑна юрас тесе малалла та лайӑхланса пырӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем чӗрӗлсе тӑнисене Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма тата хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмӗпе кӗрешме тӳсӗмлӗн пулӑшма пултарӗҫ (1 Петр 3:8). Вара чӗрӗлсе тӑнисем Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене кӗҫӗне хунине, хӑйсене ҫӑлас тесе малалла та лайӑхланса пынине курса хӑйсем те вӗсемпе пӗрле Турӑшӑн ӗҫлес тейӗҫ (Флп. 2:12).

ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИСЕНЕ ЭПИР ПАЛЛАСА ИЛМЕ ПУЛТАРӐПӐР-ШИ?

8. Мӗншӗн чӗрӗлсе тӑнисене эпир палласа илме пултарӑпӑр тесе калама пулать?

8 Пирӗн юратнӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан эпир вӗсене палласа илме пултарӑпӑр-ши? Пултарӑпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иегова ӗлӗк-авал вилнисене чӗртсе тӑратсан вӗсен сӑн-сӑпачӗ те, шухӑш-туйӑмӗ те, вӗсем мӗнле калаҫни те чӗрӗлсе тӑрсан ҫаплипех тӑрса юлнӑ. Иисус вилӗме ыйхӑпа, чӗрӗлсе тӑнине вара ыйхӑран вӑраннипе танлаштарнӑ (Матф. 9:18, 24; Иоанн 11:11—13). Ҫын ыйхӑран вӑрансан унӑн сӑн-сӑпачӗ те, сасси те, асаилӗвӗсем те улшӑнмаҫҫӗ. Лазарьпе мӗн пулса иртнине аса илер. Ӑна чӗртсе тӑратиччен тӑватӑ кун иртнӗ пулнӑ, унӑн ӳчӗ те ҫӗрме пуҫланӑ. Анчах Иисус ӑна чӗртсе тӑратсан пӗртӑванӗсем ӑна тӳрех палласа илнӗ, Лазарь хӑй те вӗсене манса кайман (Иоанн 11:38—44; 12:1, 2).

9. Мӗншӗн вилнисем чӗрӗлсе тӑрсанах пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑмӗҫ?

9 Иегова райра никам та «эпӗ чирлӗ» тесе каламӗ тесе шантарать (Ис. 33:24; Рим 6:7). Апла чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем сып-сывӑ пулӗҫ. Анчах та ҫакӑ вӗсем тӳрех пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрассине пӗлтермест. Мӗншӗн тесен вӗсем тӳрех пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан ҫывӑх ҫыннисем вӗсене палласа илмесен те пултараҫҫӗ. Христос пин ҫул ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫынсем майӗпен-майӗпен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса пырӗҫ пулас. Пин ҫул иртсен ҫеҫ Христос Патшалӑха хӑйӗн Ашшӗне парӗ. Ун чухне Патшалӑх Иегова мӗн тӑвас тенине пурне те пурнӑҫлӗ, ҫав шутрах этемлӗхе пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма та пулӑшӗ (1 Кор. 15:24—28; Ӳлӗм. 20:1—3).

ВИЛНИСЕМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИ МӖНШӖН ПИРЕ ПЫСӐК САВӐНӐҪ КӲРӖ?

10. Сирӗн юратнӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр?

10 Хӑвӑр юратнӑ ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан хӑвӑр мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Тен, савӑннипе эсир кулса е макӑрса янӑ пулӑттӑр. Е, тен, Иеговӑна мухтаса юрлама пуҫланӑ пулӑттӑр. Кирек мӗнле пулсан та, эсир хӑвӑршӑн тӑрӑшакан Аттене тата ҫынсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне шеллемен Христоса тата хытӑрах юратма пуҫланӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесен вӗсене пула ҫеҫ вилнисем чӗрӗлсе тӑма пултараҫҫӗ.

11. Иоанн 5:28, 29 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Турра итлекенсене мӗн кӗтет?

11 Шухӑшласа пӑхӑр-ха, чӗрӗлсе тӑнисем Турра юрӑхлӑ пулас тесе улшӑнса пырса мӗн тери савӑнӗҫ пулӗ! Вӗсем райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ. Кам улшӑнасшӑн пулмӗ вара, ҫавсене Иегова райри мире пӑсма та, унта пурӑнма та ирӗк памӗ (Ис. 65:20; Иоанн 5:28, 29 вуласа парӑр).

12. Иегова ҫӗр ҫинче пурӑнакансене мӗнле пиллӗ?

12 Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне Иеговӑн пур ӗҫлекенӗ те Ытарӑшсем 10:22-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине хӑйсен куҫӗпе курӗҫ. Унта: «Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ пуянлатать, унпа эсӗ хурлӑх мӗнне пӗлмӗн»,— тенӗ. Святой сывлӑш пулӑшнипе Туррӑн ӗҫлекенӗсем Христос евӗрлӗ тата пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса пырӗҫ (Иоанн 13:15—17; Эф. 4:23, 24). Кунран кун вӗсен сывлӑхӗ те ҫирӗпленсе пырӗ, вӗсем хӑйсем те лайӑхланса пырӗҫ. Ҫынсем ун чухне чӑннипех пурнӑҫпа савӑнса пурӑнӗҫ! (Иов 33:25). Вилнисем чӗрӗлсе тӑни ҫинчен шухӑшлани сире халех мӗнле усӑ пама пултарать?

ВИЛНИСЕМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИ ИЕГОВӐН ЮРАТӐВӖ ҪИНЧЕН МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

13. Псалом 138:1—4 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем Иегова пире питӗ лайӑх пӗлнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ тата вӑл вилнисене чӗртсе тӑратнӑ чухне ҫакӑ ӑҫтан курӑнӗ?

13 Эпир маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Иегова вилнисене чӗртсе тӑратнӑ чухне вӗсен асаилӗвӗсем те, шухӑш-туйӑмӗ те ҫаплипех тӑрса юлӗҫ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова сире ҫав тери юратнӑран сирӗн шухӑшсене, туйӑмсене, сӑмахсене тата ӗҫсене пурне те астуса юлать. Ҫавӑнпа Иегова сире чӗртсе тӑратас терӗ пулсан, вӑл сире малтан пулнӑ асаилӳсемпех, шухӑш-туйӑмпах тата характерпах чӗртсе тӑратӗ. Давид патша Иегова кашни ҫынпа мӗн тери интересленнине питӗ лайӑх пӗлнӗ. (Псалом 138:1—4 вуласа парӑр.) Иегова пире питӗ лайӑх пӗлнине ӑнланни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

14. Иегова пирӗн ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсе тӑнӑшӑн мӗншӗн пӑшӑрханмалла мар?

14 Иегова пирӗн ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсе тӑнӑшӑн пирӗн пӑшӑрханмалла мар. Мӗншӗн? Иегова пире питӗ хытӑ юратать тата пире кашнине хаклать. Пурнӑҫ тӑршшӗпех пирӗн ҫине мӗн витӗм кӳрсе тӑнӑ, Иегова ҫавна веҫех астӑвать. Ҫакна пӗлни пире питӗ йӑпатать! Пирӗн нихӑҫан та эпӗ пӗр-пӗччен тесе шутламалла мар. Иегова кашни самантрах пирӗнпе юнашар тата пире пулӑшма вӑл яланах хатӗр (2 Ҫулс. 16:9).

ВИЛНИСЕМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИ ИЕГОВӐН ӐСЛӐЛӐХӖ ҪИНЧЕН МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

15. Вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах панинче Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ курӑнать тесе мӗншӗн калама пулать?

15 Вилӗмрен хӑрани ҫынсем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳрет. Шуйттан витӗмне лекнӗ ҫынсем ыттисене вилӗмпе хӑратса ӳкереҫҫӗ, лешӗсем вара, хӑраса ӳкнипе, хӑйсен тусӗсене сутма е пӗлсе тӑрсах тӗрӗс маррине тума пултараҫҫӗ. Пире вара вилӗмпе хӑратаймӑн. Тӑшмансем пире вӗлерсен те, Иегова пире чӗртсе тӑратасса эпир пӗлетпӗр (Ӳлӗм. 2:10). Иеговӑшӑн ӗҫлеме пире нимӗн те, никам та чарма пултараймасть (Рим 8:35—39). Иегова пире чӗртсе тӑратма сӑмах панинче унӑн ӑслӑлӑхӗ курӑнать. Шуйттан майлисем пире вилӗмпе хӑратсан та ҫак шанчӑка пула эпир хӑраса ӳксе вӗсем каланӑ пек тумӑпӑр. Ҫавӑн пекех ҫак шанчӑк пире Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма хӑюлӑх парӗ.

Эпир тӑвакан йышӑнусенче хамӑра мӗн кирлине веҫех Иегова парасса шанни курӑнать-и? (16-мӗш абзаца пӑхӑр) *

16. Иеговӑна мӗн таран шаннине пӗлес тесен эсир хӑвӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратӑр?

16 Иеговӑн тӑшманӗсем сире вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ пулсан, Иегова сире чӗртсе тӑратасса эсир ҫирӗп шанӑр-и? Ҫак тӗлӗшрен хамӑра мӗнле тӗрӗслесе пӑхма пулать? Сӑмахран, хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Кулленхи пурнӑҫра эпӗ тӑвакан пысӑках мар йышӑнусем эпӗ Иеговӑна шаннине кӑтартса параҫҫӗ-и?» (Лука 16:10). Тата ҫакӑн ҫинчен те шутласа пӑхма пулать: «Эпӗ вӑхӑтпа тата укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ курнинче Турӑ Патшалӑхне пӗрремӗш вырӑна хуни тата Иегова мана мӗн кирлине веҫех парассине ӗненни курӑнать-и?» (Матф. 6:31—33). Эсир ҫак ыйтусем ҫине «ҫапла» тесе хуравларӑр пулсан, апла эсир чӑнах та Иегова ҫине шанатӑр тата пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме хатӗр пулнине кӑтартатӑр (Ытар. 3:5, 6).

ВИЛНИСЕМ ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИ ИЕГОВӐН ТӲСӖМЛӖХӖ ҪИНЧЕН МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

17. а) Иегова тӳсӗмлӗ пулни мӗнрен курӑнать? ӑ) Иегова тӳсӗмлӗ пулнишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла?

17 Иегова Шуйттан тӗнчине хӑҫан пӗтермеллине кунне те, сехетне те палӑртса хунӑ (Матф. 24:36). Ҫав вӑхӑтчен вара вӑл кӗтсе пурӑнӗ. Паллах, Иегова вилнисене чӗртсе тӑратасшӑн, анчах та вӑл хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑта тӳсӗмлӗн кӗтет (Иов 14:14, 15). Вӑл вилнисене кирлӗ вӑхӑтра чӗртсе тӑратӗ (Иоанн 5:28). Иегова тӳсӗмлӗ пулнишӗн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Иегова тӳсӗмлӗ пулнине пула нумай-нумай ҫын, ҫав шутрах эпир те, ӳкӗнме пултарнӑ (2 Петр 3:9). Иегова май килнӗ таран нумайрах ҫынна ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парасшӑн. Айтӑр Иегова тӳсӗмлӗ пулнишӗн пархатарлӑ пулар. Пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла? Пирӗн чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсене шыраса тупма пур вӑя та хумалла тата ҫав ҫынсене Иеговӑна юратма, уншӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшмалла (Матф. 28:19). Вара вӗсем те, пирӗн пекех, Иегова тӳсӗмлӗ пулни мӗнле усӑ кӳнине курӗҫ.

18. Мӗншӗн пирӗн ыттисемпе тӳсӗмлӗ пулмалла?

18 Иегова пин ҫул хушши эпир пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрасса тӳсӗмлӗн кӗтӗ. Унччен вара вӑл пирӗн ҫылӑхсене хатӗр пулсах каҫарӗ. Айтӑр эпир те Иегова пекех ыттисенче лайӑххине курар тата вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулар. Пӗр хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн упӑшки тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен чирлесе кайнӑ — вӑхӑтран-вӑхӑта ним ҫук ҫӗртенех хӑраса-пӑлханса ӳкнӗ. Хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Ҫакӑ ман чӗрене питӗ хытӑ ыраттаратчӗ. Пирӗн ӗмӗтсемпе тӗллевсем пӑрахӑҫа тухрӗҫ». Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл упӑшкипе ырӑ тата тӳсӗмлӗ пулнӑ. Вӑл Иеговӑна шаннӑ тата алла усман. Ҫав хӗрарӑм тӑван, Иегова пекех, упӑшкин лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Ман упӑшкан лайӑх енсем нумай тата вӑл, майӗпен пулсан та, хӑйӗн йывӑрлӑхне ҫӗнтерме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать». Пирӗн те хӑйсен йывӑрлӑхӗсемпе кӗрешекен хурӑнташсемпе тата пухури тӑвансемпе тӳсӗмлӗ пулмалла.

19. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

19 Иисуспа ангелсем Иегова ҫӗре тунӑ чухне савӑннӑ. Пуласлӑхра пӗтӗм ҫӗр пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсемпе, Иеговӑна юратакан тата уншӑн хаваспах ӗҫлесе тӑракан ҫынсемпе, тулнине курсан вӗсем мӗн тери савӑнӗҫ пулӗ. Иисуспа пӗрле патшара ларакансем ҫинчен вара мӗн калама пулать? Вӗсем те хӑйсем тӑрӑшни ҫынсене мӗн чухлӗ пиллӗх панине курсан питӗ савӑнӗҫ (Ӳлӗм. 4:4, 9—11; 5:9, 10). Ун чухне мӗн тери лайӑх пурнӑҫ пулӗ! Хурлӑх куҫҫулӗ вырӑнне савӑнӑҫ куҫҫулӗ пулӗ, чир-чӗр, хӗн-асап тата вилӗм ӗмӗрлӗхе пӗтӗ (Ӳлӗм. 21:4). Ҫав вӑхӑта кӗтнӗ май айтӑр хамӑр юратакан, ӑслӑ-тӑнлӑ тата тӳсӗмлӗ Атте пек пулма тӑрӑшар. Вара кирек мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухсан та эпир савӑнма пӑрахмӑпӑр (Иак. 1:2—4). Иегова вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ! (Ап. ӗҫ. 24:15).

141-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ — хаклӑ парне

^ 5 абз. Иегова юратакан, ӑслӑ-тӑнлӑ тата питӗ тӳсӗмлӗ Атте. Ҫакӑ вӑл тунӑ япаласенчен те, вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах панинчен те курӑнать. Ҫак статьяра эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑнипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусене пӑхса тухӑпӑр тата Иеговӑн юратӑвӗшӗн, ӑслӑлӑхӗшӗн тата тӳсӗмлӗхӗшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмаллине курӑпӑр.

^ 59 абз. ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла вилнӗ пӗр арҫын Христос пин ҫул ертсе пынӑ вӑхӑтра чӗрӗлсе тӑнӑ. Армагеддонра ҫӑлӑнса юлнӑ арҫын тӑван ҫав ҫынна Христосӑн каҫарттаракан парни кӳрекен пиллӗхсене илес тесен мӗн тумаллине хаваспах ӑнлантарса парать.

^ 61 абз. ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван хӑйӗн начальникне хӑш-пӗр кунсенче ӗҫ хыҫҫӑн юлса ӗҫлеме пултараймастӑп, мӗншӗн тесен ҫак кунсенче Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӑватӑп тесе ӑнлантарать. Ҫав вӑхӑтрах арҫын тӑван кирлӗ пулсан урӑх кунсенче юлса ӗҫлеме пултаратӑп тесе калать.