Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

35-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑн пухӑвӗнче кашни хисепе тивӗҫлӗ

Иеговӑн пухӑвӗнче кашни хисепе тивӗҫлӗ

«Куҫ алла: „эсӗ мана кирлӗ мар“ тееймест; пуҫ та урана: „эсӗ мана кирлӗ мар“ тееймест» (1 КОР. 12:21).

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене мӗнле май панӑ?

ИЕГОВА юратнӑран хӑйӗн шанчӑклӑ кашни ӗҫлекенне пухура пулма май панӑ. Пухура эпир пурте тӗрлӗ ӗҫсем туса тӑратпӑр, анчах Иегова пире кашнине хаклать тата эпир пӗр-пӗрне питӗ кирлӗ. Ҫакна ӑнланма пире Павел апостол ҫырнӑ ҫырусем пулӑшаҫҫӗ. Айтӑр ҫав ҫырусенчи хӑш-пӗр шухӑшсене пӑхса тухар.

2. Эфес 4:16-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн тӑвансене хисеплемелле тата вӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесе тӑмалла?

2 Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче палӑртнӑ пекех пирӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсене «эсӗ мана кирлӗ мар» тесе каламалла мар (1 Кор. 12:21). Пухура мир пултӑр тесен пирӗн тӑвансене хисеплемелле тата вӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесе тӑмалла. (Эфес 4:16 вуласа парӑр.) Вара пухури кашни тӑван хӑйне юратнине туйса тӑрӗ тата пуху та ҫирӗп пулӗ.

3. Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Пухури тӑвансене хисепленине мӗнле кӑтартма пулать? Айтӑр малтан старейшинӑсем пӗр-пӗрне хисепленине мӗнле кӑтартма пултарни ҫинчен калаҫар. Кайран вара мӑшӑрланман тӑвансене хакланине кӑтартас тесе пирӗн мӗн тумаллине курӑпӑр. Юлашкинчен хамӑр чӗлхепе япӑхрах калаҫакан тӑвансене юратнине мӗнле кӑтартмаллине пӑхса тухӑпӑр.

СТАРЕЙШИНӐСЕМ, ПӖР-ПӖРНЕ ХИСЕПЛӖР

4. Старейшинӑсен Рим 12:10-мӗшӗнче ҫырса панӑ мӗнле канаша итлемелле?

4 Пухури старейшинӑсене пурне те святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ. Анчах вӗсен кашнин пултарулӑхӗ тата лару-тӑрӑвӗ тӗрлӗрен (1 Кор. 12:17, 18). Хӑш-пӗрисем нумаях пулмасть старейшина пулса тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӗсен опычӗ сахалрах. Теприсем вара сывлӑх хавшанине пула е ватӑлса пынине пула нумаях тӑваймаҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, пӗр старейшинӑн теприне «эсӗ мана кирлӗ мар» тесе каламалла мар. Пачах урӑхла, кашни старейшинӑн Павел Рим 12:10-мӗшӗнче (вуласа парӑр) ҫырнӑ канаша итлемелле.

Старейшинӑсем пӗр-пӗрне хисеплени вӗсем пӗр-пӗрне тимлӗ итленинчен курӑнать (5, 6 абзацсене пӑхӑр)

5. Старейшинӑсен пӗр-пӗрне хисепленине мӗнле кӑтартмалла тата мӗншӗн?

5 Старейшинӑсем пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ пулсан вӗсем пӗр-пӗрне тимлӗ итлеҫҫӗ. Ҫакӑ старейшинӑсем кӑткӑс та ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма пӗрле пухӑнсан уйрӑмах кирлӗ. Мӗншӗн-ши? 1988 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче акӑлчан чӗлхипе тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ пулнӑ: «Старейшинӑсен ҫакна ӑнланмалла: Христос святой сывлӑшпа усӑ курса кирек хӑш старейшинӑна та ертсе пыма пултарать. Вара старейшинӑсен совечӗ пӗр-пӗр йывӑрлӑха татса пама е тӗрӗс йышӑну тума пулӑшакан Библири принципа тупма пултарать (Ап. ӗҫ. 15:6—15). Святой сывлӑш пӗр старейшинӑна кӑна мар, пур старейшинӑна та пулӑшса тӑрать».

6. Старейшинӑсене пӗрлӗхре ӗҫлеме мӗн пулӑшать тата ҫакӑ пухӑва мӗнле усӑ парать?

6 Старейшина пухури ытти старейшинӑсене хисеплет пулсан веҫех хӑйӗн аллине илме тӑрӑшмасть. Старейшинӑсен совечӗ пухӑнсан вӑл хӑй кӑна калаҫмасть тата хӑй мӗн калани кӑна тӗрӗс тесе шутламасть. Пачах урӑхла, вӑл хӑй мӗн шутланине сӑпайлӑн калать тата ыттисене тимлӗ итлет. Унтан та ытларах, вӑл Библири принципсене сӳтсе явма хатӗр тата «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» мӗн каланине итлет (Матф. 24:45—47). Старейшинӑсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ пулсан вӗсене святой сывлӑш ертсе пырӗ, вара вӗсем тӑвакан йышӑнусем пухӑва ҫирӗплетӗҫ (Иак. 3:17, 18).

МӐШӐРЛАНМАН ТӐВАНСЕНЕ ХИСЕПЛӖР

7. Иисус мӑшӑрланман ҫынсем пирки мӗн шутланӑ?

7 Пирӗн пухусенче мӑшӑрланнисем те, мӑшӑрланманнисем те пур. Мӑшӑрланман тӑвансем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Айтӑр Иисус тӗслӗхне пӑхса тухар. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӑл авланас темен. Вӑл Турӑ хушнӑ ӗҫе тӑвас тесе пур вӑя та хунӑ. Иисус христиансене сирӗн мӑшӑрланмаллах тесе те, мӑшӑрланма юрамасть тесе те вӗрентмен. Ҫапах та вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр христиансем мӑшӑрланас темӗҫ (Матф. 19:11, 12). Иисус качча кайман е авланман тӑвансене хисепленӗ. Вӑл ҫав христиансем пирки вӗсем ыттисенчен япӑхрах тесе те, вӗсем темскер лайӑххисӗр тӑрса юлаҫҫӗ тесе те каламан.

8. 1 Коринф 7:7—9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел христиансене мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантарнӑ?

8 Павел апостол та Иисус пекех авланас темен. Вӑл христиансен ҫемье ҫавӑрма юрамасть тесе нихӑҫан та каламан. Павел ҫакӑн пирки кашни ҫын хӑй йышӑну тунине ӑнланнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл христиансене мӑшӑрланмасӑр Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирки шухӑшласа пӑхма хавхалантарнӑ. (1 Коринф 7:7—9 вуласа парӑр.) Павел мӑшӑрланман христиансем мӑшӑрланнисенчен япӑхрах тесе шутламан. Сӑмахран, вӑл авланман ҫамрӑк Тимофее яваплӑ ӗҫсем шанса панӑ (Флп. 2:19—22) *. Ҫавӑнпа арҫын тӑвана яваплӑ ӗҫ шанса парасси вӑл авланнипе авланманнинчен ҫеҫ килмелле мар (1 Кор. 7:32—35, 38).

9. Ҫемье ҫавӑрасси ҫине тата качча каймасӑр е авланмасӑр пурӑнасси ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

9 Эппин, Иисус та, Павел та мӑшӑрланмалла тесе те, мӑшӑрланма юрамасть тесе те вӗрентмен. 2012 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (выр.) акӑ мӗн каланӑ пулнӑ: «[Ҫемье ҫавӑрасси пирки те, авланмасӑр е качча каймасӑр пурӑнасси пирки те] Турӑ панӑ парне тесе калама пулать. [...] Иегова качча кайманнисен е авланманнисен ҫакӑншӑн намӑсланмалла е кулянмалла тесе шутламасть». Апла пулсан, пирӗн мӑшӑрланман тӑвансене хисеплемелле.

Мӑшӑрланман тӑвансене хисеплетпӗр пулсан эпир мӗн тӑвасран сыхланӑпӑр? (10-мӗш абзаца пӑхӑр)

10. Эпир мӑшӑрланман тӑвансене хисеплетпӗр пулсан мӗн тӑвасран сыхланӑпӑр?

10 Мӑшӑрланман тӑвансене хисепленине пирӗн мӗнле кӑтартмалла-ха? Пирӗн ҫакна асра тытмалла: хӑш-пӗр тӑвансем авланмасӑр е качча каймасӑр пурӑнма шут тытнӑ. Теприсем вара ҫемье ҫавӑрасшӑн, анчах хальлӗхе хӑйсене килӗшекен ҫынна тупайман. Тата теприсен мӑшӑрӗсем вилнӗ. Кирек мӗнле пулсан та, вӗсенчен мӗншӗн вӗсем мӑшӑрланманни пирки ыйтмалла мар. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсем ыйтман пулсан вӗсене мӑшӑр тупма пулӑшу сӗнмелле мар. Авланман арҫын тӑвана е качча кайман хӗрарӑм тӑвана ҫакӑн пек пулӑшу сӗнсен вӗсем хӑйсене мӗнле туйнӑ пулӗччӗҫ-ши? (1 Фес. 4:11; 1 Тим. 5:13). Айтӑр ҫакӑн ҫинчен хӑш-пӗр тӑвансем мӗн каланине пӗлер.

11, 12. Мӗнле майпа эпир мӑшӑрланман тӑвансене аванмарлатса яма пултаратпӑр?

11 Хӑйӗн ӗҫне лайӑх туса тӑракан пӗр авланман район надзирателӗ каланӑ тӑрӑх, авланманни ӑна чылай май уҫса парать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл тӑвансем хӑйӗнчен ырӑ шухӑшпах мӗншӗн вӑл халӗ те авланман тесе ыйтсан хӑй аванмарланса кайни ҫинчен калать. Тепӗр мӑшӑрланман Вефильте ӗҫлекен арҫын тӑван вара ҫапла калать: «Хӑш-пӗр тӑвансем авланман е качча кайман тӑвансене хӗрхенмелле тесе шутлаҫҫӗ пулмалла. Ҫавна пула мӑшӑрланманни парне пек мар, йывӑр ҫӗклем пек туйӑнма пултарать».

12 Вефильте ӗҫлекен качча кайман хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Хӑш-пӗр тӑвансем шутланӑ тӑрӑх, качча кайман е авланман тӑвансем мӑшӑр тупасси ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ тата май тупӑнсанах кампа та пулин паллашасшӑн ҫунаҫҫӗ. Пӗррехинче эпӗ пӗр ӗҫпе тепӗр хулана кайрӑм. Ҫав кунах унта тӗлпулу иртмеллеччӗ. Мана кӗтсе илнӗ пӗр хӗрарӑм тӑван пирӗн пухура санпа пӗр ҫулхи икӗ арҫын тӑван пур терӗ. Вӑл мана эпӗ сана вӗсемпе ҫураҫтарасшӑн мар тесе шантарчӗ. Анчах та эпир Патшалӑх залне кӗрсенех вӑл мана ҫав арҫын тӑвансем патне ертсе пычӗ. Ун чухне пире виҫсӗмӗре те, мана та, ҫав икӗ арҫын тӑвана та, питӗ намӑс пулчӗ».

13. Качча кайман пӗр хӗрарӑм тӑвана камсен тӗслӗхӗ хавхалантарать?

13 Тепӗр хӗрарӑм тӑван, вӑл та Вефильте ӗҫлет, ҫапла калать: «Эпӗ нумай ҫул хушши пионер пулса ӗҫлекен мӑшӑрланман тӑвансене пӗлетӗп. Вӗсем япаласем ҫине тӗрӗс пӑхаҫҫӗ, тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ, ыттисене хаваспах пулӑшаҫҫӗ, сӑваплӑ ӗҫе питӗ юратаҫҫӗ тата пухушӑн нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав тӑвансем мӑшӑрланманни ҫине тӗрӗс пӑхаҫҫӗ: вӗсем хӑйсем пирки ҫемьеллӗ тӑвансенчен лайӑхрах тесе те шутламаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах мӑшӑр ҫук пирки хӑйсене телейсӗр ҫынсем пек те туймаҫҫӗ». Акӑ мӗншӗн пӗр-пӗрне юратакан тата хисеплекен тӑвансем хушшинче пулма питӗ кӑмӑллӑ. Ҫакӑн пек тӑвансем мӑшӑрланман тӑван пирки мӗскӗн тесе шутламаҫҫӗ тата ӑна ӑмсанмаҫҫӗ, ҫавӑн пекех ун пирки ниме тӑман ҫын тесе те, ыттисенчен лайӑхрах тесе те шутламаҫҫӗ. Вӗсем ӑна юратаҫҫӗ.

14. Мӑшӑрланман тӑвансене хисепленине кӑтартас тесен мӗн тумалла?

14 Тӑвансене вӗсем мӑшӑрланнипе мӑшӑрланманнине кура мар, вӗсем кӑтартакан лайӑх енсемшӗн хаклӑр. Ҫав тӑвансене шеллес вырӑнне, вӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ пулнишӗн хакланине кӑтартӑр. Ҫакӑншӑн вӗсем пархатарлӑ пулӗҫ. Вара эпир мӑшӑрланман тӑвансемшӗн «эсӗ мана кирлӗ мар» тесе калакансем пек пулмӑпӑр (1 Кор. 12:21). Пачах урӑхла, вӗсем хӑйсене пухура юратнине тата хакланине туйса тӑрӗҫ.

ХӐВӐР ЧӖЛХЕПЕ ЯПӐХРАХ КАЛАҪАКАН ТӐВАНСЕНЕ ХИСЕПЛӖР

15. Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе хӑш-пӗр тӑвансем мӗн тунӑ?

15 Юлашки ҫулсенче нумай тӑван Иеговӑшӑн ытларах тӑвас тесе ют чӗлхе вӗренме шут тытнӑ. Вӗсен хӑйсен пурнӑҫӗнче нумай улшӑну тумалла пулнӑ. Ҫак тӑвансем урӑх чӗлхепе калаҫакан пухӑва, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман пухӑва, куҫнӑ (Ап. ӗҫ. 16:9). Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес килнипе вӗсем ҫапла йышӑну тунӑ. Вӗсем ют чӗлхепе лайӑх калаҫма вӗрениччен темиҫе ҫул та иртме пултарать, ҫав-ҫавах вӗсем пухушӑн нумай тӑваҫҫӗ. Ҫак тӑвансен опыт пур тата вӗсем лайӑх енсем кӑтартаҫҫӗ, ҫавна пула вара пуху ҫирӗпленет. Хӑйсене шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫлекен ҫак тӑвансене эпир питӗ хаклатпӑр!

16. Арҫын тӑван старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулма юрӑхлипе юрӑхлӑ марри пирки йышӑну тунӑ чухне старейшинӑсен мӗн ҫине пӑхмалла?

16 Арҫын тӑван пухура калаҫакан чӗлхепе лайӑх калаҫаймасть пулсан, старейшинӑсен ун пирки вӑл старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулма пултараймасть тесе шутламалла мар. Старейшинӑсен совечӗн ҫав арҫын тӑван пухура калаҫакан чӗлхепе мӗнле калаҫни ҫине пӑхмалла мар, вӑл старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулма юрӑхлипе юрӑхлӑ маррине Библири требованисем тӑрӑх пӑхмалла (1 Тим. 3:1—10, 12, 13; Тит 1:5—9).

17. Ют ҫӗршыва куҫса кайнӑ христиансен мӗн пирки йышӑну тумалла?

17 Хӑш-пӗр христиансем ӗҫ ҫуккипе е хӑйсен ҫӗршывӗнче йывӑр лару-тӑру пулнӑран ют ҫӗршыва куҫса кайнӑ. Ҫав христиансен ачисем шкула ҫӳреҫҫӗ пулсан вӗсене унта вырӑнти чӗлхепе вӗрентеҫҫӗ пулӗ. Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен те ӗҫе кӗрес тесе ют чӗлхене вӗренме тивӗ тен. Вӗсемпе юнашар тӗлпулусем тӑван чӗлхепе иртеҫҫӗ пулсан вара, вӗсен хӑш пухӑва ҫӳремелле? Тӑван чӗлхепе иртекеннине-и е вырӑнти чӗлхепе иртекеннине-и?

18. Галати 6:5-мӗшӗ тӑрӑх, ҫемье пуҫӗ тунӑ йышӑну ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

18 Хӑш пухӑва ҫӳремелли пирки ҫемье пуҫӗн йышӑну тумалла. Унӑн ҫемьешӗн мӗн лайӑхраххи пулни ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла. Ҫак тӗлӗшрен кашни ҫемье пуҫӗ хӑй йышӑну тӑвать. (Галати 6:5 вуласа парӑр.) Пирӗн вара ҫакӑ тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и тесе шутласа лармалла мар. Пирӗн ҫав ҫемьене хамӑр пухӑва хапӑл тусах йышӑнмалла (Рим 15:7).

19. Ҫемье пуҫӗн мӗн ҫинчен кӗлтумалла тата тӗплӗн шухӑшламалла?

19 Хӑш-пӗр ҫемьесем ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхипе иртекен пухусене ҫӳреҫҫӗ. Анчах та вӗсем пурӑнакан вырӑнта ытларахӑшӗ урӑх чӗлхепе, ҫав вырӑнти чӗлхепе, калаҫать. Шкулта та ачасене ҫав чӗлхепех вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхине лайӑх пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Вара ачасене тӗлпулусенче мӗн каланине ӑнланма тата Иеговӑпа ҫывӑхланма йывӑр пулма пултарать. Ҫакӑн пек чухне ҫемье пуҫӗн ачисене Иеговӑпа тата унӑн халӑхӗпе ҫывӑхланма пулӑшас тесе мӗн тумалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла тата Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтмалла. Ашшӗ-амӑшӗсен ачисене е хӑйсен тӑван чӗлхине вӗрентмелле е ачисем лайӑх пӗлекен чӗлхепе иртекен пухӑва куҫмалла. Ҫемье пуҫӗ кирек мӗнле йышӑну тусан та пухури тӑвансен ҫак ҫемьене хисеплемелле тата хакламалла.

Ют чӗлхе вӗренекен тӑвансене хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (20-мӗш абзаца пӑхӑр)

20. Ют чӗлхе вӗренекен тӑвансене хисепленине мӗнле кӑтартмалла?

20 Эпир каларӑмӑр ӗнтӗ, тӗрлӗ сӑлтава пула пухура урӑх чӗлхе вӗренекен тӑвансем пур. Вӗсене хӑйсен шухӑшӗсене калама йывӑр пулма пултарать. Эпир вӗсем пирӗн чӗлхепе мӗнле калаҫни ҫинчен ытлашши шухӑшламастпӑр пулсан, вӗсем Иеговӑна мӗн тери хытӑ юратнине тата уншӑн ытларах тӑвасшӑн пулнине курӑпӑр. Ҫак лайӑх енсене курса эпир вӗсене тата ытларах хисеплӗпӗр тата хаклӑпӑр. Эпир хамӑр чӗлхепе япӑх калаҫакан тӑвансенчен нихӑшне те «эсӗ мана кирлӗ мар» тесе каласшӑн мар.

ИЕГОВА ПИРЕ ХАКЛАТЬ

21, 22. Мӗншӗн эпир Иеговӑна пархатарлӑ?

21 Иегова пире хӑйӗн пухӑвӗнче тӗрлӗ ӗҫсене туса тӑма май панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ. Эпир арҫын-и, хӗрарӑм-и, мӑшӑрланнӑ-и, мӑшӑрланман-и, ҫамрӑк-и, ватӑ-и, пухура калаҫакан чӗлхепе лайӑх калаҫатпӑр-и е япӑх-и, эпир Иеговӑна та, пӗр-пӗрне те питӗ кирлӗ (Рим 12:4, 5; Кол. 3:10, 11).

22 Айтӑр Павел апостолӑн этем кӗлетки ҫинчен калакан тӗслӗхне асра тытар тата ҫак статьяра пӑхса тухнӑ канашсемпе пурнӑҫра усӑ курма тӑрӑшар. Вара эпир тӑвансене мӗнле хавхалантарма пултарнине курӑпӑр. Ҫавӑн пекех ҫакӑ пире тӑвансене юратма тата хисеплеме пулӑшӗ.

90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр

^ 5 абз. Иеговӑн халӑхӗ тӗрлӗ ҫынсенчен тӑрать тата пухура та вӗсем тӗрлӗ ӗҫсем туса тӑраҫҫӗ. Ҫак статья пире мӗншӗн пухури кашни тӑвана хисеплемеллине курма пулӑшӗ.

^ 8 абз. Тимофей нихӑҫан та авланман тесе эпир ҫирӗппӗн калама пултараймастпӑр.